| Тимер // 1845.53.0439 2013.04.29 17:08 | |
| Тархасшăн кăтартăр мана ăçта чăваш эрехсĕр уяв ирттерме пултарать?Питĕ савăннă пулăттăм.Ма вара кунта суварсенчен тĕслĕх илмелле мар?Е чăваш эрехе путнине курмастăр-им? | |
| Agabazar // 5698.6.3561 2013.04.29 22:57 | |
|  | —Как быть, Каринкке?
 —Çапла тăвас, Çаманкка! Эх, чăвашсем! Кам-ха, мĕн-ха вăл "сувар" тени? Атăлçи Пăлхар пашалăхĕнчи пĕр пĕчĕкçеç йăх! Ун пеккисем унта пайтах пулнă...:темтюз, эсегель тата ытти те... | 
| Тимер // 1845.53.0439 2013.04.30 08:33 | |
| Çук çав.Суварсен кăна пулнă пысăк Сувар хула.Ылтăн тата кĕмĕл укçисем паянхи кунчен упранса юлнă.Мăсăльман тĕнне йышăнма килĕшменнипе паянхи Чăваш çĕрне куçса килнĕ. | |
| Agabazar // 1539.97.8096 2013.04.30 21:44 | |
|  | Саккамри Вăта шывĕ çинчи Суварта мăссăльмансем пурăннă. Кун пирки В.Ф.Каховскийĕн "Чăвашсем" кĕнекине пăхăр. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнче ислам чăннипе мĕнлерех вырăн йышăннине тĕрĕс ăнланас пулать. | 
| Agabazar // 1539.97.8096 2013.04.30 21:53 | |
|  | Атăлçи Пăлхарта Суварсăр пуçне тата мĕнле хуласем пулни çинчен Геннадий Юмартăн сăввисене вуласа та пĕлме пулать. Сăмахран ак çакна:http://chuvash.org/lib/haylav/444.html | 
| Тимер // 2333.67.9134 2013.05.05 11:40 | |
| Аслă та мăнаçлă несĕлсен СУВАРСЕН историне питĕ тĕплĕн  кăтартнă В.В.Николаев,В.П.Иванов çырнă " чуваши"кĕнекере.Атăлçи Пăлхарта СУВАР хули чи пысăккисенчен пĕри.Кашни хула хăйĕн кĕмĕл-ылтăн укçине çапайман. | |
| Agabazar // 1133.81.6872 2013.05.06 18:21 | |
|  | Пĕр пăлхар хули тепĕр пăлхар хулинчен "ЧаплăраХ" пулнипе мĕн "мухтанса " çÿремелли пур? Акă манăн ник та пăлхар хулисенчен пĕринпе çыхăннă. Вара ман "Акапасар лайăх-и, Сăвар лайăх-и?../Пирĕншĕн пулсан Сăвар лайăх, / Акапасар тата лайăхрах..." тесе юрласа çÿремелле-им? | 
| Вихтăр // 1039.8.4424 2013.05.06 18:24 | |
| Чăвашсем, суварсем мĕнле аталаннине пурте пĕлнине ăнлантăм. Пуринте кĕнеке калăплама пуçламалла, уйрăмах Акасапарăн. Хула тулашĕнче пурăннине пула,çур çулта та пулин те "мероприятисене" ятарласа килсе кайма пулать вĕт. Шупашкарти хастарсем çÿреççĕ вĕт-ха ытти районсемпе регионсене.  | |
| Agabazar // 1133.81.6872 2013.05.06 18:37 | |
|  | Акапасар пирки ак çакăнта пăхăр: http://simbir-archeo.narod.ru/ArcheoBulgars13/AgaBasar.htm | 
| Agabazar // 1133.81.6872 2013.05.06 18:45 | |
|  | Тутар ÿнерçи Б.И.Урманче. Ага-Базар. 1970.   | 
