| Тимӗр // 1845.53.0439 2013.06.06 16:05 | |
| Упасси айăплă-и хула шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн чăвашла пĕлекен вырăс çуккишĕн?.Вырăсĕ пĕлни кирлех те мар пулĕ. Чăваш ачи чăвашла калаçаймасть шкул хыççăн. | |
| Agabazar // 1669.66.8179 2013.06.06 16:11 | |
|  | "Чăвашран" текеннине. Эппин тăнлантарар пире, айвансене: Мĕн вĕрентеççĕ, Мĕн вĕрентмеççĕ шкулта... УПАÇÇИПЕ ВĂРÇĂНМА НУМАЙ САЛМА ÇИЕС ПУЛАТЬ-ХА СИРĔН!!! | 
| Agabazar // 1669.66.8179 2013.06.06 16:18 | |
|  | Тавай, тавай тăнлантарăр пире, мĕн тĕлĕшпе пăтратать, мĕн тĕлĕшпе пăтратмасть Упаççи. Атту чарт! сурса айккинелле тарни çеç çителĕксĕр. | 
| Agabazar // 1669.66.8179 2013.06.06 16:27 | |
|  | Timer:"...Вырăсĕ пĕлни кирлех те мар пулĕ..." Кун пек калаçса ларсан никама та чăвашла калаçма вĕрентейместĕн: Чăвашне те, сăварне те, темтюзне те, вырăсне те... Хальхи саккунсем тăрăх хăйĕн нацилĕхне кашни çын хăй палăртать. Калăпăр:" Эп сăвар (вырăс, француз т. ыт. те)", — тет те, чăваш чĕлхине вĕренессинчен пăрăнать...  Çавă çеç. | 
| Тимӗр // 1845.53.0439 2013.06.06 19:32 | |
| Пăрăнчăр.Вăйпа вĕрентмелле мар.Усси çук.Çавăн пек тумалла:укçа тÿлесе вĕренме тăрăшчăр аслă та мăнаçлă чи авалхи сăвар-пăлхар-чăваш чĕлхине.Лучше меньше,да лучше-тенĕ Ленин аттемĕр.                    | |
| Agabazar // 2956.13.6710 2013.06.06 20:03 | |
|  | "Лиса и волк" вырăс юмахне илтнĕ-и? Леш хÿрине вакка чиксе пулă тытакан кашкăр пирки? Кайран çакскерен хÿрине татсах тарма тивет. "Лучше меньше..." тесе ларакансемпе çапла пулса тухать. Чăннипе вара пĕр каппайчăк:"Ман ача чăвашла пуплет!"- тесе çухăрашнинче НИМĔНЛЕ УСĂ ТА ÇУК! | 
| Тимӗр // 1845.53.0439 2013.06.07 10:23 | |
| Каждый отвечает за себя.Чи малтан хăвăнтан,хăвăн çемьерен,хăвăн ратнерен пуçламалла.Пуш параппан çапакансене 20çул хушшинче курас килми пулчĕ пулас.Ун пеккисене ыйту вырăнлă:хăвăн ачу пĕлет-и тăван чĕлхене? | |
| Якур // 1845.53.0439 2013.06.07 12:45 | |
| Тĕрĕс.Ачусем чăвашла пĕлмеç пулсан хÿре татăлнă ĕнтĕ.Пĕтрĕ чăваш санăн несĕлÿсен. | |
| Agabazar // 2631.84.4972 2013.06.07 22:15 | |
|  | Timer:"Каждый отвечает за себя..." Вăт-вăт! Хăвăр макаронизмсемсĕр  пуплеме пултараймасăр, ачăрсемпе мухтанма пикеннĕ авă. Туман тихан пилĕкне хуçмаççĕ. Сирĕн ачăрсене никам та курман, эсир каппайланнине ĕненме пирĕн нимле сăлтав та çук.  | 
| Тимӗр // 1845.53.0439 2013.06.08 20:05 | |
| Тургай,Лукиянов,Илле Иванов,Балтай,Карягина,Тимофеев,Цыпленков,Валем,Арсувар,Енилин,Карсаков мухтанма тивĕçлĕ пуш параппан çапас вырăнне ачисене чăвашла вĕрентнишĕн.Акапасарăн,шел пулинте ăмсанмалли кăна юлать. | |
