| Тимӗр // 1845.53.0439 2013.05.06 20:10 | |
| Акапасар питĕ хăрать паянхи чăвашсем хăйсен несĕлĕсен сăварсенчен мăнаçлăх туйăмĕсене илессинчен. | |
| Agabazar // 3915.15.5517 2013.05.08 23:05 | |
|  | Чăвашсен несĕлĕсем сăварсем çеç мар. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ пĕтĕмпех пирĕн несĕл. Вăл шутра Акапасар хулинче пурăннă çынсем те. Çавăн пекех: Пÿлер, Ишлĕ, Чĕкету... | 
| Игорь Сайман // 3214.17.7523 2013.05.11 21:10 | |
| Тема ячĕ "сăвар чĕлхине вĕренесси" мар. Унашкал чĕлхе тĕнчере çук та! Хуласенчи шкул ачисене ЧĂВАШ чĕлхине вĕрентмелле! | |
| Agabazar // 1699.50.8292 2013.05.13 23:59 | |
|  | —Как быть, Каринкке?
 —Çапла тăвас, Çаманкка! | 
| Тимӗр // 1845.53.0439 2013.05.14 16:10 | |
| Ма эсир маттур та пултаруллă Арсенчен -суварсенчен- тăшман тăвасшăн? Вĕсенчен тĕслĕх илмелле те ачасене тăван сувар-чăваш чĕлхине вĕрентмелле. Приказ Росстата от 27.01.2010n74 п\п1314(сувары). | |
| Аксар Чунтупай // 3406.40.5866 2013.05.15 20:36 | |
|  | Кунта пĕри те темăпа çырмасть... Кăларса пăрахма тивет пуль? | 
| Agabazar // 1565.46.5536 2013.05.15 21:03 | |
|  | Ак çакă та темăпа мар-и: "Игорь Сайман
 2013-05-11 21:10 Тема ячĕ "сăвар чĕлхине вĕренесси" мар. Унашкал чĕлхе тĕнчере çук та! Хуласенчи шкул ачисене ЧĂВАШ чĕлхине вĕрентмелле!" Сувар чĕлхине(?) мар, чăваш чĕлхине вĕрентмелле! | 
| Agabazar // 3649.80.5308 2013.05.16 23:25 | |
|  | Аксар хăта, паллах хăвăрăн темăра катертме пултаратăр. Сирĕн унашкал майсем те, проаво та пур. АНЧАХ УНАШКАЛ ХĂТЛАННИ ШĂШИПЕ КУШАКЛА ВЫЛЯНИ ПУЛĔЧЧĔ. Хăвăрах шутлăр:Çын тертленсе çырса ларать те —хуçа сасартăк çавна пĕтерсе хурать... Мăшкăллани вĕт ку! | 
| bor1959 // 1039.8.4424 2013.05.17 14:51 | |
| Хулара чăваш шкулне пĕтернисем те чăвашла( чăваш маррисем) тата тăван чĕлхепе( чăвашран тухнисем) калаçма, интересленме пуçлама пултарĕç енчен те наци мăнаçлăхне çавăрттарса ярсан. Вĕренеççĕ вĕт чĕлхене пач пĕлмен яшсемпе хĕрсем Эстонире, Белоруссинче, Оренбургра чăвашла.  | |
| Чăвашран // 3895.20.0989 2013.06.06 15:04 | |
| Упасси, Эсир шкулта чăваш чĕлхи урокĕнче пулса курнă-и? Мĕн вĕрентеççĕ унта, пĕлетĕр-и? Эсир ĕçсĕр аптратăр-и?Пăтратма кирлĕ мар. | |
