Пӳлер
Пӳлер — авалхи пăлхарсен хули. Чăвашсем вăл хулана нихăçан та манман — хăйсен хайлавĕсенче час-часах ăна асăнаççĕ.
Хальхи вăхăтра Тутарстан республикине кĕрет.
ПӳлерПӳлер — авалхи пăлхарсен хули. Чăвашсем вăл хулана нихăçан та манман — хăйсен хайлавĕсенче час-часах ăна асăнаççĕ. Хальхи вăхăтра Тутарстан республикине кĕрет. Пӳлерти Валем хуçа çинченАвал Пӳлертен пĕр çын Иерусалим хулине Каять турра кĕлтума Святойсене пуççапма. Иерусалиме çитсессĕн, Ирхине пит васкаса Пĕтĕм çынран маларах Каять чиркĕве кĕлтума. Вăл чиркĕве çитсенех Пырса çитет пĕр ват çын Шур сухаллă, шур çӳçлĕ, Пĕр чарăнса тăмасăр, Çынпа сăмах хушмасăр, Кĕрсе каять чиркĕве Çакă çынран маларах. Ват çын кĕрсе кайсанах Урăх çынсем те нумай Кĕрсе тулаççĕ чиркĕве Çапса хĕстернĕ пекех. Пăхать, пăхать çакă çын Ватă çынна чиркӳре Анчах нимпе кураймасть Тем пек хытă пăхсан та. Тухнă чух та пăхкалать Пурĕпĕрех кураймасть. Пит тĕлĕнет çакă çын Ку кам пулчĕ-ши? — тесе. Тепĕр кун ирхине татах Çакă çын пит васкаса Пур çынсенчен маларах Каять турра кĕлтума. Чиркӳ патне çитсенех Хай ватă çын каяллах Çакă çынран маларах Кĕрсе каять чиркĕве. Палланă пек туйăнать Çавă çынна çав ват çын. Анчах сăмах хускатмасть Пит васкаса кĕнипе, Сăпайпипе ЧăнпатырВăтам Атăл тăрăхне, Вуннăмĕш ĕмĕрсенче, Хунă патшалăх туса, Атăлçи Пăлхар тесе.
Атăлçи Пăлхарĕнче Пӳлер хули вырнаçса Ĕлĕкех никĕсленсе, Аталаннă сарăлса.
Вырăс летопиçĕнче Çырăннă «Аслă хула». Аслă Пӳлер — тĕп хула, Вăйлă çирĕпленнĕскер.
Пӳлер сăмаххи авал Пĕлтернĕ тĕн çыннине. Пулнă пĕлӳ сăмахран, Ăслă та тăнлă çынтан.
Пирĕн мăн асаттесем, Картсем тата çамрăксем Пурăннă тет Пӳлерте Ункайлас1 ĕмĕтсемпе.
Атăлçи Пăлхарстана Пĕтĕм тĕнче пĕлейрет. Тĕнчене аслă çулсем Иртейнĕ Пӳлер урлах.
Ытарайми вырăнта Вырнаçнă чаплă хула. Пӳлер вăл — пиллĕ хула, Пӳлер — мăнаçлă хула.
Иртен-çӳрен сутăçсем Тата çул çӳревçĕсем, Чаплă çарăн çыннисем Туяннă япаласем…
* * * Пĕррехинче, ĕнтрĕкпе, Чул хӳмеллĕ хулана, Уçăлмашкăн тухнипе, Виçĕ çăлтăрПуян та сарлака чăваш çĕрĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр хумханса ларакан тулли пучахлă уйĕсем, кайăк-кĕшĕкпе, çырли-кăмпипе пуян вăрманĕ, сарăлса выртакан кăвак шывĕсем — вĕçех Аслă Пӳлер ытамĕнче вырнаçнă. Аслă Пӳлер халăхĕ нихăçан та пушă лармасть, уйра вăй хурать, ниме тăвать. Йăла-йĕрке уявĕсене: Мăн куна, Калăма, Çимĕке, Карта пăттине тата ыттине — пĕрле пухăнса ирттерет. Мирлĕ тӳпе айĕнче пурăнать халăх пĕр нуша курмасăр нумай-нумай çул, анчах та халĕ аялти тĕнчерен Эсрел вăй пухса Çут тĕнчене хăпарать. Эсрел ури пуснă çĕрте курăк ешермест, унăн хаяр сасси таврана янратсан илемлĕ кайăксен юррисем илтĕнме пăрахаççĕ. Хăратнă вăл этеме, хăйне итлемесен, пĕрин хыççăн теприне ĕмĕрлĕхех çемйинчен уйăрнă. Никам та, Таса Ама йывăççи те ăна хирĕç çапăçайман, пурте вăйсăр пулнă. Часах çак хыпар Пӳлер çыннисем патне те вĕçсе çитнĕ. Çак хула хăйĕн виçĕ паттăрĕпе, тăшманран хӳтĕлекен виçĕ çăлтăрĕпе, Этнерпе, Юманпа, Сентеирпе, паллă пулнă. Çак паттăрсен аслашшĕсем ĕлĕк тăшмана çĕнтернĕ, халĕ вĕсен черет — Эсрелпе вăй виçме. Пӳлер халăхĕ вĕсене, Улăпсене, ĕненет, шанать. Арăмĕсем те, ачи-пăчи те ырă çул сунаççĕ вĕсене. «Кама-тăр вăрттăн килĕштернĕ...»Кама-тăр вăрттăн килĕштернĕ, Кама-тăр уççăн юратман. Усал шухăщлисене хӳтернĕ, Ыр тунине часах манман.
Именчĕклĕ, ытла сăпайлă, Çын куласран хăра-хăра Çапла эп çитĕннĕ хам майлă Вăрманлă, лăпкă тăрăхра.
Ачалăхăм — çырла утравĕ, Шап-шурă Çĕмĕртлĕ2 тĕнчи. Ыйтсассăн вырăс-и, тутар-и, Калаттăм эп: «Пӳлер енчи».
Мăнаçчĕ çак самант ман сăнăм, Кĕрен витсен те питĕме, Умра уксах Тимур хăй тăнăн, Сапатчĕ куçăм хĕлхеме.
Пĕртен-пĕр хурçă сăнă евĕр, Шăтарасла пăхса илсе Эп хатĕрччĕ çич ĕмĕр витĕр Ямашкăн çулăмсăр ĕнтсе.
Çапла ман кăмăл тĕрекленнĕ, Аваллăхăн ятне яман. ...Кама-тăр вăрттăн килĕштернĕ, Кама-тăр уççăн юратман. Чăваш халăхĕ — паттăр халăхПĕтĕм тĕнче чапĕ эпир, Чĕрере хĕлхем вылять. Авалхи янрав чĕлхемĕр Атăл тăрăх ян каять.
Хушса юрламалли: Чăваш халăхĕ хăватлă, Нухрат — пăлхар йăхĕнчен. Илсе килчĕ Николаев Салам çут çăлтăрсенчен.
Миçе хут тăшман килмен-тĕр Чăваша чура тума. Тимĕр кĕпепе вут витĕр Тухнă хирĕç аркатма.
Вăл кĕрешнĕ арслан евĕр, Сыхласа Пӳлер çĕрне. Ылтăнпик юрланă кĕвĕ Кĕрсе юлнă чĕрене. Эпир çăлтăрлă йăхранТĕрĕссине пĕлес тесессĕн Итле, аваллăх мĕн калать. Тăван сăмах, тăван кĕтесĕм Çĕр тĕрлĕ вăрттăнлăх упрать.
Ăçтан эпир çуралнă-килнĕ Çак аслă çутă тĕнчене? Мĕнрен хăват та шанчăк илнĕ? Кĕл тунă хăш турăсене?
Мĕнле çулсем илсе çитернĕ Пире çут Атăл хĕррине? Мĕнле сăмах чуна витернĕ? Мĕн лăплантарнă чĕрене?
Мĕнле çăлтăрсене шутланă Мĕн авалтан асаттесем? Çут телее епле туптанă? Камсем эпир, эй, чăвашсем?
Тĕрĕссине пĕлес тесессĕн Итле, аваллăх мĕн калать. Ăна чунпа туйма пĕлсессĕн Мĕнпур вăрттăнлăхне уçать…
* * * Пӳлер тесен, кашни пăлханнă. Хула ятне илтсессĕнех Пĕри тавар сутма васканă Ун аслă çутă лапамне.
Тепри васканă туянмашкăн, Суту-илӳ кунта пуян. Пĕри сутать сăсар та шашкă, Тум-тир тем тĕрлĕ пурçăнтан.
Ав, караван килет мăраннăн Те Индинчен, те Ирантан. ТупмаллиСайта кĕрШыравÇыравçăсем
|
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...