Николай Иванович Шелепи (Полоруссов) — 1881 çулхи çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Тутарстан Республикин Аксу районĕнчи Çĕнĕ Ӳселте чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1891-1895 çулсенче Мăкшăелĕнчи пуçламăш шкулта вĕреннĕ, кайран хресчен ĕçĕпе пурăннă.
Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре тухса кайнă, чугун çул çинче рабочире ĕçленĕ. 1908 çулта Красноярскра ылтăн приискин кантурне куçнă. 1914 çулта тăван ялне таврăнса учительте ĕçленĕ.
Октябрьти революци хыççăн ăна ялти чухăнсен комитечĕн пуçлăхне суйланă, вăл ял Совечĕн секретарĕнче те ĕçленĕ. 1922 çулта Шупашкара куçса килнĕ, литература ĕçне хастарлăрах кӳлĕннĕ. 1931 çулта суккăрланнă. 1936 çулта ăна чăваш АССР халăх поэчĕ ятне, тепĕр виçĕ çултан «Хисеп Палли» орден панă. Поэт 1945 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче вилнĕ.
Литература ĕçне Шелепи вырăссен пĕрремĕш революцийĕ вăхăтĕнче тытăннă. Поэт тутарла та чылай сăвă çырнă, 1915 çулта унăн икĕ кĕнеке тухнă.
Хайлавĕсем
Хушма каçăсем
Шухăшсем
Discover the beauty waiting just for you...
Ready to drive targeted visitors to your...
Tired of low website traffic? This video...
Our AI-optimized solution sends targeted...
Our AI-powered traffic solution delivers...
Is your Chuvash Org website missing out ...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...