Çăлкуç


«Ман Шӑнкӑртам ҫыранӗсем тавра…»


Ман Шăнкăртам çыранĕсем тавра

Чĕр çăлкуçсем чылай, хăвах куран.

Çăлкуç патне ак эп пырса тăратăп,

Хумханнă кăмăлпа ăна тăнлатăп.

 

Асаттесем юратнă çак çăла —

Кунта ватти-вĕтти куллен вăй илнĕ.

Сипленĕ йывăр суранне ялан,

Асамлă шыв, туятпăр, чăн та пиллĕ.

 

Юрлать çăлкуçĕ, кĕвĕ кĕвĕлет,

Хавал парса мана ĕнентерет:

«Чăваш поэчĕ эс! Мана пăхатăн,

Хăв халăхна та çул тупса паратăн».

 

Ман Шăнкăртам çыранĕсем тавра

Чĕр çăлкуçсем чылай, хăвах куран:

Вĕсем тăвансене аса илеççĕ,

Мана та, хăй хĕрне, телей пиллеççĕ.

Çăлкуç пулăшнă


Арăмĕ вилсен пĕр пуян тепре авланнă. Хăйĕнчен чылай çамрăкрах хитре пике ун арăмĕ пулма килĕшнĕ.

Малтанлăха чиперех килĕштерсе пурăннă-ха вĕсем, анчах пуянăн хĕрĕ çитĕннĕçемĕн кунран кун чиперленсе пынă, таврари чи илемлĕ хĕр пулса тăнă. Пуян арăмĕ çулсем иртнĕçемĕн çамрăк чухнехи хитрелĕхĕ çухалнине сиснĕ те хӳхĕм хĕре кĕвĕçме пуçланă. Çавскер ăна ир пуçласа сĕм çĕрлеччен пĕр канмасăр ĕçлеттернĕ, хăйсенчен начар çитернĕ, хĕре хăш чухне апат юлашки те лекмен.

Пуян хăйĕн мулне сыхлама икĕ пысăк йытă усранă. Вĕсене пăхса тăма, уйрăм апат пĕçерме ятарлă тарçă тытнă. Тарçă пуянăн хĕрне шелленĕ, анчăксем валли хатĕрленĕ яшкана хуçа арăмĕ сисиччен хĕре антарса панă, юлашкине йытăсене çитернĕ. Çапларах майлаштарса пурăннă.

Анчах харсăртарах йытти яланах тăраниччен çинĕ, иккĕмĕшĕ выçă юлнă та çилленнĕ: «Ман апата çисе пурăнать!» — шăлне кăчăртаттарнă вăл.

— Мĕнле-ха капла? Халиччен çĕре кĕмеллеччĕ-çке, вăл вара хитреленнĕçемĕн хитреленет, — тĕлĕннĕ пуян арăмĕ.

Мăшăрĕ час-часах тавар турттарма çӳренĕ. Вăл черетлĕ çул çӳреве кайсан арăмĕ хĕре сыхлама шутланă.

Малалла

Санькӳлли


«Çĕр çинче тĕрлĕрен кĕнчеле», — тенĕ ваттисем. Ку ĕç çинчен мана кукамай каласа панăччĕ. Те чăн пулнă, те çук, анчах та çак ĕçе эпĕ мĕн ачаран ĕмĕрлĕхе астуса юлнă.

Ман ват кукамай ачалăхĕ вăхăтĕнче, чăваш халăхĕ, хăй уйрăм тĕнне ĕненсе пурăннă. Вĕсем Çӳлти Турă, Киремет, Хĕрт-сурт, Ийĕ, Вĕри çĕлен турăсене пуç çапнă. Çак турăсен кашнин хăйĕн ĕçĕ: пĕри — çумăр çутарать, тепри — аçа çаптарать, виççĕмĕшĕ вара — кил-çурта усалсенчен е пушартан, тĕрлĕ инкек-синкекрен хӳтĕлет. Çынсем вара турăсене юрас тесе тем те тунă: ялан вĕсен ячĕсене ассăннă, тĕрлĕ выльăх пусса чӳкленĕ. Чӳк тумалли выранĕ кашни вулăсрах пулнă. Кукамай ялĕнче те Киремет çырми, текен вырăн пур. Ку çырма питĕ тарăн, ун икĕ айккипе нимĕн те ӳсмен: пĕр чечек те, пĕр курăк та. Çырма варринче вара, пĕр пысăк вата хурама ларнă. Ку йывăç тем сарлакăш, питĕ çӳллĕ тата патмар пулнă. Тĕлĕнтермĕшĕ çакăнта — хураман çĕр çумĕнчен пуçласа пĕр виç тăват чикĕ тăршшĕ пĕр турат та пулман, çӳлелли турачĕсем вара, темле армак-чармак, пит кукăр-макăр. Çак Киремет çырминче ĕлĕк чӳк ирттернĕ. Ват кукамайăн ашшĕпе-амăшĕ картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Тата унăн ашшĕ ял старăсти пулнă пирки, кашни чӳке тенĕ пекех, вĕсен çемьйи выльăх пуснă. Уншăн вĕсен çемйинчен кӳтӳ ачисен шалăвне пуçтарман.

Малалла

Калатăн эс...


Калаттăн эс: «Вĕçсе ан кай, астуччĕ,

Мана пĕчченлĕхе эс ан хăвар».

Хаваслăхăм виçи чăнах та çукчĕ:

Пыраттăн эсĕ — Савнăç — юнашар.

 

Паян та эп кив йĕрсемпех кĕретĕп

Çăлкуçла вăрмана, вар-улăха...

Чĕрем çавах ăшша туймасть пĕрре те,

Çак ен те — çакă мар, йăлт урăхла.

 

Шупкалнă вăл, ун иртнĕ шавĕ-çуйĕ,

Çу кунĕнчех сивлек кĕр çитнĕ пек.

Выля-выля та ăмăртса сар уйăх

Пуç тăрринче чупмасть тин сиккипе.

 

Пĕлместĕп эп: сана мĕнле пуль мансăр.

Чун çĕкленмест ман: сансăр эп — çунатсăр.

Çырмара


Кăлт-кăлт,

кăлт-кăлт тапать

тин чĕрĕлнĕ çăлкуç.

 

Эп çăвăнтăм,

тасалтăм.

Шаланкă пек вĕçсе хăпарчĕ чун

кăн-кăвак уçлăхра —

тĕлĕннипе...

чĕлхесĕрленчĕ те...

чул муклашки пек персе анчĕ.

 

Кăрт-кăрт!

Кăрт-кăрт!

тапатъ чĕре.

 

Тăратăп

çылăхлă çырмара

нимĕн те ăнланмасăр.

Çăлкуçсем


Кашни кунах

çăлкуç шывне ĕçместĕн,

тутанса пăхни

мĕне тăрать.

Тутанмасан

ун тутине пĕлместĕн,

тата вара,

мĕн чул ĕçме юрать?

 

Çĕр айĕнчен тухать,

вăл питĕ сивĕ –

хĕлле те е çулла та

пĕр пекех.

Ĕçеймĕн ытлашши,

шăла та тивĕ –

анчах çăлкуç туртать

магнит пекех.

 

Пĕр-икĕ тĕлпулу

манăн умра тăрать –

пуçра аса-илӳ

çăлкуç çинчен.

Чăнахах пек вара –

çăлкуç тапса тăрать.

Сăмах пырать кунта

куçсем çинчен.

 

Вăрманти çăлкуç пек

ун куçĕсем –

чĕре пекех тапса

тăраç вĕсем.

Ун пек хитре куçа

ку таранчен курман,

хăйĕн патне чĕннĕ пек

мана вăрман.

 

Ытла тĕлĕнмелли те

çук кунта –

эпĕ курнă çăлкуç

вăл – вăрманта.

Вăрманти çăлкуç

пекех куçсем –

ăçта пăхмаллине

хăйсем пĕлеç вĕсем.

 

Нумай çын вăрманта

çăлкуç курман –

питĕ тутлă шывне

ĕçсе курман.

Малалла

Çунатăма ан хуç


Шур акăш пек, хăпартланса

Мăшăр çунат сарас!

Çăлкуç умне анса ларса

Çак юррăма юрлас!

 

Хĕвел хĕртсе шăраннă чух

Ан типтĕрех çăлкуç!

Чĕрем вĕçме пикеннĕ чух

Çунатăма ан хуç!

 

Чĕр кĕмĕл пек çăлкуç шывне

Санпа пĕрле ĕçес!

Юратупа телей çулне

Санпа пĕрле иртес!

 

Эпир утас сукмак çине

Ан вырттăрах тусан!

Юратакан чĕресене

Ан тивтĕрех суран!

Патраккел çăлкуçĕ


Ак пĕр ĕмĕр тапать,

Пит илемлĕн юхать

Патреккел ялĕнчи çут çăлкуç.

Хыçа ĕмĕр юлни,

Вăхăт шавлăн иртни

Сисĕнмест ун çине вăлтсан куç.

 

Ма тесен çулсерен,

Ял çынни ĕçченрен

Кивелмест, çĕнĕрен вăй илет,

Шап-шур çурт ăшĕнчен

Илĕртӳллĕ тĕнчен

Ытамне вăл асамлăн илет.

 

Кунта шкул ачисем

Шурă юр ирĕлсен

Тирпейлеççĕ çăлкуç таврашне,

Илеме çул парса,

Чечексем те лартса

Хăвараççĕ кашни клумбине.

 

Çуллахи вăхăтра

Кăнтăрла, шăрхра,

Çăл куçри сиплĕ шыв вăй парать.

Пур беседка кунта,

Ĕшĕнсен сулхăнта

Ял ĕçченĕ канма кăмăллать.

 

Пур утар та кунта.

Кунĕпех çакăнта

Вĕлле хурчĕ сĕрлет, пыл пухать.

Ыр ĕçе çул парса,

Паха пыл пуçтарса

Патреккел çуллен ӳсĕм тăвать.

 

Çут çăл куç юхакан

Çурт çамкин курнакан

Вырăнне вырнаçтарнă икон.

Турă амăш сăнне

Пĕтĕм халăх умне

Ахаль мар лартса хунă иккен.

 

Малалла