Çăлкуç пулăшнă
Арăмĕ вилсен пĕр пуян тепре авланнă. Хăйĕнчен чылай çамрăкрах хитре пике ун арăмĕ пулма килĕшнĕ.
Малтанлăха чиперех килĕштерсе пурăннă-ха вĕсем, анчах пуянăн хĕрĕ çитĕннĕçемĕн кунран кун чиперленсе пынă, таврари чи илемлĕ хĕр пулса тăнă. Пуян арăмĕ çулсем иртнĕçемĕн çамрăк чухнехи хитрелĕхĕ çухалнине сиснĕ те хӳхĕм хĕре кĕвĕçме пуçланă. Çавскер ăна ир пуçласа сĕм çĕрлеччен пĕр канмасăр ĕçлеттернĕ, хăйсенчен начар çитернĕ, хĕре хăш чухне апат юлашки те лекмен.
Пуян хăйĕн мулне сыхлама икĕ пысăк йытă усранă. Вĕсене пăхса тăма, уйрăм апат пĕçерме ятарлă тарçă тытнă. Тарçă пуянăн хĕрне шелленĕ, анчăксем валли хатĕрленĕ яшкана хуçа арăмĕ сисиччен хĕре антарса панă, юлашкине йытăсене çитернĕ. Çапларах майлаштарса пурăннă.
Анчах харсăртарах йытти яланах тăраниччен çинĕ, иккĕмĕшĕ выçă юлнă та çилленнĕ: «Ман апата çисе пурăнать!» — шăлне кăчăртаттарнă вăл.
— Мĕнле-ха капла? Халиччен çĕре кĕмеллеччĕ-çке, вăл вара хитреленнĕçемĕн хитреленет, — тĕлĕннĕ пуян арăмĕ.
Мăшăрĕ час-часах тавар турттарма çӳренĕ. Вăл черетлĕ çул çӳреве кайсан арăмĕ хĕре сыхлама шутланă.
Хĕр яланхиллех ирех тăнă, кил-çурта тирпейленĕ, картишĕнче çӳпĕ шăлнă. Çак вăхăтра тарçă йытăсем вали апат янтăланă, хĕре çитернĕ хыççăн юлнине йытăсене лартса панă.
— Сана йытăсене тăраниччен çитерме хушнă, çавăншăн укçа тӳлеççĕ вĕт! Эсĕ вара хĕре тăрантаратăн! — ятланă пуян майри. — Халех тасалнă пултăр!
Тарçă кутамккине пуçтарнă та пуян хĕрĕпе сыв пуллашса килнелле çул тытнă. Вăл кайсанах майра йытăсене сăнчăртан вĕçертсе янă, хĕре çурса тăкма хушнă. Тăраниччен çиейменшĕн тарăхнă йытă тӳрех хĕр хыççăн ыткăннă, ăна çыртса амантнă. Тепри, ирĕке тухнишĕн хĕпертенĕскер, тӳрех уялла вĕçтернĕ. Тусĕ çухалнине асăрхасан тепĕр йытти те хĕр çинчен мансах уялла чупнă.
Пуян арăмĕ: «Тинех хĕртен хăтăлтăм!» — тесе савăннă.
Тарçи ытла инçе кайма ĕлкĕреймен-мĕн, çул тăрăх пуянăн йыттисем вăшкăртса иртсе кайнине курсан вăл каялла таврăннă. Ахлатса выртакан хĕрĕн суранĕсене сиплеме асамлă çăлкуçран пулăшу ыйтма шутланă.
Тарçă часрах тăрантас кӳлнĕ, хĕре тӳшек çине вырттарнă та çăлкуç патне васканă.
Уй варринче 300 çулхи юман ӳснĕ, ун тăрринче 300 çулхи тăмана пурăннă. Юман патĕнче асамлă çăлкуç шывĕ шăнкăртатса юхнă. Чирлисем кунта сипленме çӳренĕ, шыва кĕнĕ. Малтанах шывĕ питĕ сивĕ-мĕн, ал-урана çыхлантарсах лартнă вăл, анчах шывран тухсан кĕлетке вĕриленсе кайнă, чир-чĕр çухалнă. Ал-ура суранĕ те çак шывпа çусан тӳрленнĕ. Çăлкуçа тăмана сыхланă, вăл ирĕк памасăр никамăн та сиплĕ шывпа усă курма юраман, сăлтавне хăй çеç пĕлнĕ.
Тарçă хĕре сыватма шăпах çак çăл куç патне илсе килнĕ.
— Ырă кун пултăр, тăмана тус! — сăмах хушнă вăл. Лешĕ чĕнмен.
— Еплерех пурăнатăр? Сывлăхсем чиперех-и? Хăлхăр ыратмасть-и?
Тăмана нимĕн те шарламан.
— Хисеплĕ тăмана, эсир 300 çул çутă тĕнчере пурăнатăр теççĕ, халап-ши ку е чăн-ши?
— Çапла, 300 çул тултартăм, шăп та лăп паян çутă тĕнчене килнĕ эпĕ, — тинех сас панă тăмана.
— Çуралнă кун ячĕпе сире! — çумри çăкăр татăкне тĕпретсе тăманана сапса панă тарçă. — Çулăрсем сахал мар, вăй-халăр та пĕтсе пырать пулĕ. Куç вăйĕ те чакрĕ-тĕр, çăл куçа сыхлама çăмăлах мар ĕнтĕ сире, — шелленçи пулнă вăл.
— Мана çăл куç пулăшать, — хуравланă вĕçен кайăк.
— Çăлкуç? Ĕненместĕп.
— Ĕненместĕн пулсан, кур, — тăмана юман çинчен вĕçсе аннă та çăл куçра çăвăннă, çамрăкланнăскер, çийĕнчех юман çине вĕçсе хăпарнă.
— Çак çăлкуç шывĕ сиплĕ теççĕ, чăнах-и?
— Чăнах. Ку шыв пур чиртен те сиплет, кирек мĕнле сурана та хăвăрт тӳрлетет. Суккăррисене — куракан, илтменнисене илтекен тăвать. Таса шыв чуна та тасатать, усал шухăшсене аякка сирсе ярать, сивĕ чĕреллисене ырă кăмăллă тăвать, — ăнлантарнă тăмана. — Анчах чирлĕ çыннăн шыв хăватне ĕненмелле. Тата çăлкуçпа кашни кунах усă курма юрамасть, çутçанталăкри тĕрлĕ пулăмпа, планетăсемпе, çăлтăрсемпе çыхăннă ку. Ыттисем çакна пĕлмеççĕ, эпĕ çеç сисетĕп, çавăнпа та инкек-мĕн пуласран çак юман тăрринче кунлатăп.
— Паян çăлкуç шывĕ сиплĕ-и?
— Паян лайăх кун, — çапла каланă та тăмана çунаттисемпе сулса хĕре çăлкуç шывĕпе пĕрĕхнĕ. Сурансем çийĕнчех тӳрленнĕ, пике малтанхинчен те чипертерех пулса тăнă.
Тарçăпа хĕр хăра-хăрах киле таврăннă. Çав кун пуян майри йыттисене кĕтсе илеймен, тепĕр кун та кĕтнĕ. Йытăсем çуккине курсан мăшăрĕ вăрçассине пĕлнĕ вăл, çавăнпах вĕсене шырама тухса кайнă.
Çулĕ шăпах тăмана сыхлакан çăлкуç умĕпе иртнĕ. Тăмана, çăл куçран вăй-хăват илсе яшланнăскер, юрласа, çунаттисене сулласа ларнă. Хĕрарăм çывхарнине асăрхасан ăна çăлкуç умĕнчен сирсе яма тăрăшнă: шăпах япăх кун пулнă-мĕн, шывра усал вăйсем хуçаланнă.
— Кăш-шша! Вилме маннăскер! Кайса лар хăвăн вырăнна! — хăлаçланнă хĕрарăм.
— Ан çывхар! — çунаттисемпе сулкалашнă кайăк.
— Эх, путсĕр кайăк, урлă куç! — тем те пĕр каласа хăртнă майра, кайăка çуначĕсенчен çавăрса тытнă та шывалла ывăтнă. Анчах тăмана юман тураттинчен çакăнса юлма ĕлкĕрнĕ, хĕрарăм хăй шыва кĕрсе ӳкнĕ.
Шывран аран-аран сĕтĕрĕнсе тухнă вăл. Килне çитсен тӳрех алла тĕкĕр тытнă. Куç кĕскинчи ватă карчăка курсан хăйĕнчен хăй хăранă.
— Кам манран кулать? — тĕлĕннĕ вăл.
Хыçалалла çаврăнса пăхнă. Никам та çуккине курсан каллех куç кĕски çине тинкернĕ, хирĕç пăхакан карчăкран мăшкăлласа кулма пикеннĕ:
— Тьфу, вилме маннăскер! Мĕн туса тăратăн кунта. Тухса кай ман пӳлĕмрен! — çапла каланă та — куç кĕски çинчи карчăк пĕкĕрĕлме пуçланине асăрханă. Куç умĕнчех пĕчĕкленсе пынине хăй те сисмен, йытă пулса тăнă та уялла чупса куçран çухалнă.
Çавăнтанпа пуян арăмне никам та курман, чĕрех-ши, вилнĕ-ши, — сас-хура пулман.
Пуян килне таврăнсан ăна хирĕç хăйĕн хитре хĕрĕ тухнă. Мăшăрĕ çухалнине пĕлсен тĕлĕннĕ хуçа, тарçи кунта мĕн пулса иртнине каласа парсан ĕненнĕ.
Пурăна киле хĕр валли мăшăр та тупăннă. Вĕсем тарçăна та манман, чаплă кермен лартса, çĕр уйăрса панă. Пуян урăх авланман тет, мăнукĕсемпе савăнса пурăннă.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...