Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Пуп шак хытса юлчĕ. Аскăнлăхне тăрă шыв çине кăларнипе çеç çырлахмарĕ Трифун, теме систерсе юнарĕ. Кам-ха вăл? Сĕмсĕр тарçă кăна. Пăлхавлă çулсенче ун сасси илтĕнместчĕ-çке... Нивушлĕ хальхи революци Михха кучерĕ йышши этемсен ăс-хакăлне те астарса ячĕ. Нивушлĕ тăхăрçĕр пиллĕкмĕш çул тепĕр хут çаврăнса килĕ? Пуп ĕненесшĕн пулмарĕ. Лаврский халь çеç Вăхăтлăх правительство çирĕпленсе пыни çинчен хыпарларĕ-çке. Халăх та уес комиссарĕн кăмăлĕпе килĕшнине уççăнах палăртрĕ. Апла тесен, Михха кучерĕпе мĕн тумалла? Хуçине каласа парас. Атăлкассине çитсенех, ĕçрен кăларса ятăр. Анчах харкашу стрепке пирки тухнине пĕлсен, Михха кулĕ. Сасартăках пуп чĕрине кĕвĕçӳ тăрмалама тытăнчĕ. Ним иккĕленмелли те çук, иккĕшĕ çеç тăрса юлнă вăхăтра ун вырăнĕ çинче йăваланнă-и, тен? Мĕнле тӳсмелле? Пӳрте кĕчĕ те вăл стрепкене тем туса пăрахасла алăк патĕнчех чарăнчĕ, шур куçне кăларчĕ. Анчах Варвари хăнасене ним айăпа кĕмен çын пек пăхнине курсан, йăнăш утăм тăвасран хăраса,çиллине ирĕксĕрех шăнарчĕ.
— Пачăшкă, хăвăртрах! Эпир кунта сансăр пуçнех майлаштарма пуçларăмăр! — хавассăн чĕнчĕ Михха. — Чиперкке, пачăшкă валли те тултар!
Çтрепке, эрех тултарса, пуп умне лартрĕ.
— Еçесси тармĕ-ха. Пирĕн хамăр тĕллĕн юлса калаçмалли пур. — терĕ Лаврский.
Варвари çунатланчĕ. Трифунпа тек пĕрле пулас çук пек сунса пăшăрханнăччĕ. Вара хăйне тухма хушасса кĕтмесĕрех:
— Эп кайрăм! — терĕ. Хăвăрт тумланчĕ. Паçăр Трифун ятлаçрĕ те, пурпĕр хатĕрленĕ çыххине сăхман арки айне хупрĕ.
— Сирĕн ĕçсем ăнса пырассишĕн ĕçер-ха! — хăйсем çеç юлсан сĕнчĕ пуп.
— Пирĕн çеç мар, пачăшкă, сирĕн те ăнса пытăр! — Пушатнă черккине сĕтел çине лартрĕ те Лаврский сăмахне пуçарчĕ: — Паянхи митинг аван иртрĕ. Ытти çĕрте те çаплах пуласса шанатăп. Пурпĕр лăпланма сăлтав çук. Эпир хура халăх килĕшнĕ пек пулса шарламаннине, хыççăнах пăлхав çĕкленнине те курнă. Сирĕн çинче пысăк шанăç, пачăшкă. Çынсене самана май вĕрентме тăрăшăр. Ĕмĕр тăршшĕпех пĕр юрра юрлани ĕненекенсене йăлăхтарса çитернĕ.
— Ăнланатăп, Константин Сергеевич...
Варвари чупса тухни Трифуна канăçсăрлантарчĕ. Пуп халех хăваласа ямарĕ-ши?
— Мĕн унта? — стрепке çитнĕ-çитменех ыйтрĕ вăл.
— Кĕтмен çĕртен телей килчĕ. Вăрттăн калаçма мана кăларса ячĕç. Чуть çеç макăрмарăм! — терĕ те ахăлтатса Варвари аркă айĕнчи çыххине кăларчĕ. — Тыт хăвăртрах!
— Мĕн ку? Е паçăр каланине мантăн-и? — кăмăлсăрланчĕ Трифун.
— «Паçăр, паçăр!» Кирлĕ мара сӳпелтететĕн, чăнах! Пачăшкăнне мар вĕт, хамăнне паратăп. Сахал ĕçлетĕп-и ун патĕнче? Укçине саплăк лартмалăх та тӳлемест. Тыт тетĕп!
Трифун килĕшрĕ. Тĕрĕсех, сахал тар юхтараççĕ-и вĕсем? Тупăшĕ пĕтĕмпех хуçисене. Хăй савакан хĕрарăм сăйлани чĕрине ăшăтрĕ. Çынсене çапла хуняшшĕ-хунямăшсем кучченеç парса янисене сахал мар курнă вăл. Хăйне сăйлакан çуккишĕн тепĕр чух хурланнă та. Ак ĕнтĕ вăл та çывăх тăванĕ патĕнче пулнăн туять.
— Пачăшкăпа калаçайрăн-и? — çыххине ларкăч айне хурсан ыйтрĕ Варвари.
— Калаçрăм.
— Мĕн терĕн?
— Халь ĕлĕкхи маррине астутартăм. Ху çеç ан парăн. Çыпçăнсан — кас та тат, çап та çур!
— Ман пирки ан канăçсăрлан, Трифун. Хам чысшăн тăма хăюлăх çитерĕп. — Варварие сасартăках ашшĕ-амăшĕпе тăванĕсем тупăннăн туйăнчĕ, чарусăр выляс-кулас килчĕ. Вара çуна çине хăвăрт хăпарса ларчĕ.
— Трифон Гаврилович, катаччи чупса курнă-и эс?
— Хуçасене чуптарнă.
— Вăт, юнашар лар-ха. Эс пирĕн пата хĕр пăхма килнĕ те мана катаччи чуптаратăн.
Чĕре тени ватăлмалăхра та ирĕлет иккен. Трифун хăй камне, ăçтине те манчĕ, таçта тухса каясла тилхепине хытарчĕ. Урхамах малти урисемпе кукалеме пуçларĕ, кĕçех сарай патĕнчен çаврăнса хапха еннелле туртăнчĕ.
Варвари пăшăлтатарах юрласа ячĕ:
Лайăх лаша кӳлсе тухса,
Тилхепене тытса пырса,
Ай тур-тур, чунăм савăнче.
Лайăх упăшка лартса тухса,
Хире-хирĕç пăхса пырса,
Ай тур-тур, чунăм савăнчĕ...
Каялла сарай патне çаврăнса çитсен, Трифун урхамахне чарче.
— Шел... Юрра вĕçлемелĕх те пулмарĕ...
— Ним тума... Тепĕр чухне, хамăр лаша туянсан, кăмăл туличченех чупăпăр, — Варвари çӳхе тăхăннйне асăрхасан, Трифун çуйланчĕ: — Шăнмарăн-и?
Варвари хăй ĕмĕрĕнче çĕтĕк тăла-çăпатапа, çил яракан сăхманпа сахал çӳремен. Çапах чир-чĕр çакланман. Каярах та пулин телей курмалăхне сывлăхĕ упраннă. Хута кĕрекен, ун сывлăхĕшĕн канăçсăрланакан çын тупăннă йăлтах вĕрилентерсе ячĕ: талăкĕпе сивĕре тăрса та шăнмĕ! Уйрăличчен улах çĕрте Трифуна савас килчĕ.
— Кăштах ĕнтĕркерĕм çав. Сарайĕнчи ăш витене кĕрсе ăшăнар. Эсреметçем тухнине сисетпĕрех! — терĕ те Варвари Трифуна хулĕнчен çавăтрĕ.
Пурин çинчен те калаçса татăлнă хыççăн Лаврскисем кил хушшине тухрĕç. Урхамах патĕнче кучерĕ çуккипе Михха:
— Трифун! Кайрăмăр! — терĕ хыттăн.
— Тухрĕç! — çын сассине илтсе хыпăнчĕ Варвари.
— Уйрăлма вăхăт.
— Эс кай. Пĕрле курăнма юрамасть!
Трифун çĕлĕкне пусарах лартрĕ.
— Ăçта пулнă эс? — Сиввĕн кĕтсе илчĕ ăна Михха.
— Вар-хырăм пăсăлма хăтланнă та...
Михха урăх чĕнмерĕ. Лаврскипе иккĕшĕ çуна çине вырнаçсан, пуп вĕсене хапха уçса кăларса ячĕ.
Хăнисем куçран çухалчĕç кăна — паçăрхи кĕвĕçĕ тепĕр хут чашкăрма тытăнчĕ. Трифун суйнине сисрĕ пуп. Стрепке çукки те çакнах çирĕплетет. Ахăртнех, ашкăнма пытаннă. Халь шыраса тупса намăслантарас килчĕ. Анчах тарçă хыççăн вите тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳрени хăйне çын вырăнне шутламанни пулĕччĕ. Çиллине çапах та шăнараймаре пуп. Стрепкене илĕртсе те, хăратса та пăхрĕ вăл, арăм тума та сăмах пачĕ, пурпĕр яхăнне ямарĕ. Паян кампа улăштарчĕ-ха? Тарçăпа. Пупăн стрепке урлă Трифуна тавăрас кăмăл çивĕчленчĕ.
Варварие куç айĕн пăхса, ним сисмен-пĕлмен пек кĕтсе илчĕ:
— Эс ăçта çӳретĕн вара? Хăнасем кайнă чух та хапха уçмарăн?
— Выльăхсене апатларăм. Амăшне кĕртсе ĕмĕртнĕренпе ăш витере пăру çав тери илемлĕ çывăрать. Ачашланине те туймарĕ апăршук.
Пуп стрепке йăлтах улшăннине сисрĕ. Унччен тӳртен пăхма хăймастчĕ, пит-куçĕ яланах сехĕрленнĕн курăнатчĕ. Чыслăхне упрасшăн сыхă тăракан хĕрарăмăн кăна çавăн пек пулать. Халĕ ак, сăмахне каличчен кулса илчĕ, пит-куçĕнче хаваслăх çути вылять — пушшех те илемлĕленсе кайнă.
— Ман выльах-чĕрлĕхе пăхма тăрăшнăшăн тавтапуç. Паçăр кăларса янăшăн ан çиллен. Ваккатăн йăли çавнашкал. Тĕрĕссипе, нимле йăрăслăх та пулмарĕ. Сăмах Раççейри лару-тăру пирки пычĕ. Патшана вырăнтан кăларнă тет. Уншăн кулянма кирлĕ мар. Аранах Христос вĕрентнĕ пек пурăнмалли вăхăт çитрĕ. Çавăншăн савăнса ĕçер-ха. Хăв валли те тултар, — терĕ пуп.
Пуп тӳрех Трифун каласа хăварнă пирки сăмах хускатасса, ятлаçасса кĕтнĕччĕ Варвари, хирĕç тăма кăмăлне хытарнăччĕ. Лешĕ тавраран çаврăнса патшана вырăнтан кăларни çинчен, ирĕклĕх çинчен сӳпĕлтетнипе кăштах çемçелчĕ, хăнăхнă йăлипе çапах хуравларĕ:
— Аю, пачăшкă, эп ĕçместĕп!
— Эп сана эрех ĕçекен хĕрарăм тесе шутламастăп. Хисепе йышăнманни хăвна та, мана та хур кӳни пулĕ. Усал сунса мар-çке, ырă сунса сĕнетĕп.
Варвари пуп сĕннине хирĕçлеймесер мар, хăйĕн чунĕ паян пит çĕкленнĕрен эрех тултарчĕ. Пуп черккене ӳпĕнтерчĕ.
Варвари ун çине тинкерсе пăхрĕ те сăн-пичĕ талăрнине, куçĕсем аскăннăн çиçнине асăрхарĕ.
Пуп стрепке тавçăрăвне çирĕплетесшĕн пекех:
— Патнерех кил-ха! — терĕ. Стрепке пĕршĕнсе тăнипе çине тăрса хистерĕ: — Ма вырăнтан сикместĕн? Ан хăра, тивместĕп. Кăштах савасшăн кăна... Ну, кĕтетĕп...
«Нивушлĕ Трифун Гаврилович нимĕн те каламан ăна? Çук, куна ĕненместĕп. Ун сăмахне итлесшĕн мар ĕнтĕ вăл, хăйĕннех тăвасшăн. Апла тесен, хамăн шăла кăтартма вăхăт», — шухăшларĕ Варвари.
— Пачăшкă, мана савакан сансăр пуçнех пур.
— Мĕн терĕн?
— Савакан хамăнах пур, ют арçын кирлĕ мар терĕм.
— Кам? — чухламан пек тĕпчерĕ пуп.
— Михха хуçан кучерĕ.
Паçăр Трифун астутарни тин чĕрине тивнĕн тилĕрчĕ пуп. Аскăнлăхĕ пушшех чашкăрса хăпарчĕ, Варвари инçех тăман пирки ăна кап ярса тытрĕ.
— Ой, пачăшкă, ан ашкăнăр, тархасшăн! — çухăрашрĕ Варвари.
Пуп ним шарламасăр, пăвăннă лаша пек хашкаса, стрепкене арăк çине вырттарчĕ.
Варвари, çĕлен пек авкаланса, аллинчен вĕçерĕнчĕ, ăна енчен енне çутăлтарса, хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ:
— Тепре тыт кăна, куçна чавса кăларăп!
Кунашкалне пуп хальччен те куркаланă. Лукарьене Микуласен мунчи умĕнче хупăрласан, лешĕ те ăна питрен çутăлтарнăччĕ. Хĕрĕн менелникне тунă чух вăлах ташлама сĕннĕччĕ те килĕшменшĕн тĕртсех кăларса янăччĕ. Тăхăрçĕр пиллĕкмĕш çул çăва çине пырсан, хăйне Енел халăхĕ тăпра муклашкисемпе ухланине те нихçан манмĕ. Анчах паянхине ун чухнехипе танлаштараймăн. Паян тарçи мăшкăлларĕ. Пуп пĕр хушă ĕнтĕркесе ларчĕ Че арăш-пирĕш çуйхашма тапратрĕ:
— Тухса кай! Куç умĕнчен тасал!
Варвари вырăнтан та сикмерĕ, тивĕççĕн тавăрса хучĕ:
— Çук, пачăшкă, арçурилле хăтлансан та, выç кашкăрла уласан та, Трифун Гаврилович килсе илмесĕр хускалмастăп. Вăл мана çапла хушса хăварчĕ. Енчен намăса çухатсах мана хăваласан, чан çапатăп. Халăх пухăнсан, йăлтах тĕрĕсне каласа парăп, пирĕн прихутра пачăшкă мар, аскăн йытă турă йеркисене вĕрентет тейĕп! Ун чухне халăх хăватне хăвăрах чухлăр. Е Трифун Гаврилович асăрхаттарса хăварнине мантăр-и?- — çывлăшне çавăрса ярсан, шухăшне çапла вĕçлерĕ: — Мана çиллентермесен, хăвăршăнах аван пулĕ. Эсир турра кĕлтăвăр, эпĕ стрепке ĕçĕпе аппаланатăп. Иксĕмĕр хушăра мĕн сиксе тухнине курман-илтмен пекех пулăп. Трифун Гаврилович хăлхине кĕрсен тем кăтартĕ тата!
Стрепке ахаль çеç пакăлтатманнине ĕненчĕ пуп. Хĕрарăм куçпуçĕнчен кунашкал хаяр хĕлхем сирпĕннине нихçан та курман. Сасартăках халран сулăннăн та мирлешнĕн хушрĕ:
— Эрех тултарса пар-ха...
VI
Йăмăкĕпе амăшĕ кайсан, Натюш пĕр хушă ним тума аптрарĕ. Вара вĕсем таврăннă çĕре пӳрт ăшăтма, апат пĕçерме шутларĕ. Вут чĕртсе ячĕ, тĕпсакайĕнчен çĕрулми илсе тухрĕ, яшка лартма хатĕрлерĕ. Аш пулсан аванччĕ те, çук япалашăн пуçа ватас мар. Ку вăхăтра выльăх пусакана ялĕпе пĕр çын тупаймăн. Темиçе эрне каярах çеç Натюшăн килти кăмака умĕнче кăштăртатмалла пурнăç килессе шанман вăхăт та пулнă. Халь мĕн шухăшланă, çавна тума ирĕк: хыçран сыхласа пыракан пăшаллă хуралçă, хаяр йытă çук. Елĕк вутуççине çĕрулми хураканччĕ. Хуппи çунарах пиçетчĕ те, çисе тăранмалла мар тутлăччĕ. Çак ырлăхшăнах уйран пур. Натюш кăмакана çур тирĕк çĕрулми хучĕ. Еçсĕр ларма хăнăхманран, Анахвисĕн кĕнчелине арлама тытăнчĕ.
Натюш çамрăк чухне ялта вĕсенчен чухăнни никам çукчĕ. Çавăн пирки хуйхă-суйхă мăй таранах тӳснĕ. Çапах та çутçанталăк ырлăхĕпе киленме пĕлнĕ. Анкартинчи кавир пек çемçе курăк çинче йăваланма мĕн тери аванччĕ. Унтах тĕрлĕ кĕпçе ӳсетчĕ, ытарма çук тутлăччĕ. Вăрманта çырла е мăйăр татнине нихçан манаймăн. Вĕсем çывăрма выртсан та хĕн-хур çинчен мар, лайăха ĕмĕтленсе калаçатчĕç. Натюш сăвăласа юрласа ячĕ:
Эпир кăçал мĕн курман,
Çичĕ çул ирĕлмен юр курнă.
Çичĕ çул ирĕлмен юр çинче
Ăмăрткайăк йĕрри пур...
Амăшĕпе йăмăкĕ килсе кĕни Натюша асилӳрен хальхи пурнăç çине куçма пулăшрĕ.
— Аппа, аппа! Эс паян ахалех чиркĕве пымарăн. Пĕлетĕн-и, унта камсем пулчĕç? — чăнкăртатрĕ Анахвис сасси.
— Килте ларнă çĕрте ăçтан пĕлес ман?
— Сехметпе Сала ваккачĕ пулчĕç. Кăкăрĕсем çине хĕрлĕ хăю çакнă. Кĕлĕ хыççăн митинг туса ирттерчĕç.
— Митинг?
— Ийя, аппа. Ваккатпа пачăшкă патшана вырăнтан кăларни çинчен каларĕç. Вара Платун Павăлĕпе Касмухха Элекçейĕ хальхи саманана апла та капла ырласа пĕтерчĕç! — терĕ те Анахвис кулса ячĕ.
— Ма ахăратăн? — кăмăлсăрланчĕ Уляна.
— Ара, кукамай, мĕнле тӳсес? Михха кучерĕ тухса каланине илтмерĕн-им?
— Вăл мĕн терĕ тата?
— Вăл-и? — сасартăках кулма чарăнчĕ Анахвис. — Тĕлĕнмелле лайăх калаçрĕ, чĕренех пырса тиврĕ. «Юлашкинчен аранах юнлă патшана сирпĕтрĕç. Чăн-чăн ирĕклĕх те çитĕ-ха!» — терĕ.
— Çаплах каларĕ-и?
— Ийя, аппа. Эпир, çамрăксем, пĕр тĕлерех тăраттăмăр та питех тĕлĕнтĕмер. Çывăхри хĕрарăмсем те кучера тимлесе итлерĕç.
Натюш ĕнтĕ чиркĕве кайманшăн хăйне хăй ӳпкелерĕ. Нимех тăваймасан та, çынсем мĕн шутланине асăрхĕччĕ. Халăх хушшинче ĕçлеме тытăнас тесен, ку питех кирлĕ. Михха кучерĕпе паллашсан аванччĕ. Вăл апла калаçни ăнсăртран мар-и, тен?
Натюш ним шарламаннипе Анахвис урăх сăмах çине куçрĕ:
— Аппа, тепĕр хыпар та пур. Чиркӳри халăх ял пуçĕнчи хура юпана тăпăлтарса пăрахма шутларĕ. Атя кайса куратпăр!
Амăше хирĕçлесшĕнччĕ. «Аппуна ма пули-пулми çĕре сĕтĕрсе çӳресшĕн эс?» — тесшĕнччĕ. Анчах каласса пачах урăхла каларĕ:
— Пырăр, ачасем. Хура юпана сирĕн пуç çине лартнă. Нумай нуша, нумай хур кӳнĕ вăл пире. Юлашкинчен те пулин ун тискерлĕхĕнчен хăтăлăпăр!
Кăнтăрлахи кĕлĕрен таврăннă хыççăн ял хушши самантлăхă лăпланаканччĕ. Хĕрарăмсем вут хутса яраканччĕ, арçынсем выльăх-чĕрлĕхе апат параканччĕ, карта-хура тирпенлекенччĕ. Паян мăрьесенчен тĕтĕм тухни ниçта та курăнмасть-ха. Урам тăршшĕпех пус хапхи еннелле çынсем васкаççĕ.
Натюшпа Анахвис çитнĕ çĕре халăх йышлă пухăннă. Энĕшкассисем çеç мар, ытти ялсенчен те пур. Ав, тем çӳллĕш хура юпа пĕлĕтелле кармашнă. Паттăрсем темиçе хут та кăлара-кăлара пăрахнă ăна. Тӳре-шарасем каллех ларттарнă, ял халăхне хурăн хуллипе çунтарса хăварнă. Павăлпа Элекçей те кунтах. Часах Миххапа Лаврский тĕрлеттерсе çитрĕç.
— Павел Платонович, килĕр-ха! — терĕ Лăврский. Лешĕ васкаса çитсен хушрĕ: — Ик-виç сăмах калăр та тăпăлтарăр!
Çак ĕçе ертсе пыма шаннăшăн Павăл хĕпĕртерĕ. Çуна çине сиксе хăпарчĕ, пĕр хушă сăмах пуçараймасăр йĕнчесе тăчĕ. Вара чиркӳри майлах лаплаттарчĕ:
— Юлташсем, пире хĕн-асапра усранă патша тĕп пулчĕ. Вăхăтлăх правительство панă ырлăхпа патша хӳрешкине тасатар! — Павăл, çуна çинчен анса, хура юпа патне пычĕ. — Килĕр, тытăр!
Хура юпана темиçен сырăнса илчĕç. Унталла та кунталла тĕккелерĕç, Юпа хăнк та тумарĕ.
- Халăх, ача вăййилле айкашатăр! — астутарчĕ пĕр ватă. — Шăнса ларман пулсан та, ал вĕççĕн кăлараймастăр. Е ăна тарăна чавса лартнине мантăр-и? Иçмасса, лумсем, тимĕр кĕреçесем илсе тухасчĕ.
— Ас параканни кам вăл? Паллаймарăм-çке, — ыйтрĕ Натюш.
— Наум пичче. Чĕнес мар-и?
— Тăхта-ха... Юпана кăларччăр...
Кĕçех лумпа тимĕр кĕреçе тупса килчĕç. Малтан юрне хырса тасатрĕç, йĕри-тавра чавса алтăкларĕç.
— Ĕнтĕ тăпăлмалла... — терĕ Наум. — Çак вĕрен вĕçне юпаран кăкарам-ха.
Павăл хăй халăхпа пĕрлине кăтартасшăн пуринчен малтан вĕрен вĕçне тытса кăшкăрчĕ:
— Килĕр, мĕн пăхса тăратăр!
Çынсем кĕпĕрленсе пычĕç, туртма пуçларĕç.
— Сиккеленчĕ, сиккеленчĕ!
— Хытăрах туртăр!
Кĕçех хура юпа тăпăлса та тухрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...