Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Иртнĕ каç çеç-ха Варвари кăтăш пулайнăччĕ, тем кĕптĕртетнипе вăранчĕ. Куçне уçса пăхрĕ те шартах сикрĕ.
— Ой, пачăшкă, мĕн кирлĕ сире?..
Стрепки хирĕç тăрасса шутламан пуп ун патнелле кармашрĕ.
Варвари пĕтĕмпех тавçăрчĕ, айккинелле сиксе сирпĕнчĕ.
— Пачăшкă, ан çулăхăр, халь кăравул кăшкăратăп! «Кăравул» кăшкăратăп тени пупа тăлларĕ, ĕненекенсем умĕнче ирсĕр йăлине тăрă шыв çине кăларни пăтăрмах саманара ырăпа вĕçленмĕ. Хăçан та пулин хăй ирĕкĕпех парăнасса шаннĕран урăх тапăçмасăр пăрахса кайрĕ. Варвари пурпĕр куç хупмасăр çĕр каçрĕ. Кунашкалне тем чул та курнă вăл. Пуянсем патĕнче яланах упăшкисем çыхланма хăтланнă. Арăмĕсем кĕвĕçсе хур кӳнĕ, ĕçрен хăваласа янă. Пупа турă çынни шутланипе пĕтĕм тарăхăвне манма тăрăшрĕ. Чăн та, малтан евĕклĕн кĕтсе илчĕ, ĕçлеме пуçласан та, хăйне сăпайлăн тыткаларĕ. Куçа тĕтĕм ямалăхне кăна пулнă иккен. Вăл та ыттисем пекех сĕмсĕр. Варвари каçах тухса кайĕччĕ, тăван е пĕлĕш тавраш çук çынна кам йышăнĕ?
Варвари каçхи сас-хура пирки сăмах та хускатмасăр ĕçе тытăнчĕ. Çакă пупа канăçсăрлантарнă шухăшсене сирме, лăпланма пулăшрĕ. Вăл ним пулман пек кул-калăса:
— Ман маттур стрепке пурне те хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. Куншăн тав тума тивĕç! — терĕ. Варварие савасшăн аллине тăсрĕ.
— Пачăшкă! — пăрăнма ĕлкĕрсе куреннĕ сасăпах ехлетрĕ Варвари. — Мана тав тума кирлĕ мар. Эпĕ сирĕн патăрта уншăн мар, укçашăн та тăранасшăн кăна пурăнатăп.
— Араç?.. — айванла чĕнкелесе, çилхине силлентерчĕ пуп. — Эс мана каçхишĕн ырламастăн-и, тен? Пытармастăп, килĕштерсе пăрахрăм сана. Пире, пачăшкăсене, тепĕр! хут авланма юрасан, сăмахсăрах венчете тăрăттăм. Ирĕк çукки хуплать. Анчах пĕр-пĕрне юратакан мăшăршăн ку ним те мар. Турă пиллĕ. Вара ман мĕн пурри санăн пуле! Эпир такамран телейлĕрех пурăнăпăр.
Пуç хума вырăн пулсан, Варвари тем каласа тăкĕчче. Халь çиллине шăнарса та тивĕççĕн хуравларĕ:
— Пачăшкă, эпĕ те сире ним пытармасăр калатăп: ман умра аскăнланни кăлăхах. Мĕскĕн ăраскалăма хĕр пуççăн ирттерес пирки эпĕ турă умĕнче тупа тунă. Сире стрепке кирлĕ мар пулсан, кăларса ярăр!
«Халех тухса кай!» — тесшĕнччĕ пуп, анчах ку хăйне хăй питрен çупни пулĕччĕ. Çитменнине, Варвари пек тирпейлĕ стрепке тупма та хĕн.
— Юрĕ, юрĕ... Хăвах тăна кĕрĕн-ха. Ман юрату алăк пуканĕ урлă каçиччен çеç мар.
Хапха умне урхамах тĕрлеттерсе çитнине малтан Варвари асăрхарĕ:
— Пачăшкă, такамсем килчĕç!
Пуп чӳречерен васкаса пăхрĕ. Çуна çинчен Лаврскипе Михха аннине курсан, карланкине йӳçĕ кумкка капланчĕ. Миххапа тĕл пулсан, унăн яланах ăшчикĕ пăтранать. Ан тив, пуп Лукарьепе аташкаланă та, Михха хăйĕн арăмне çаклатасса шутламан. Йывăр çыннине пĕлсен, шанма пăрахрĕ. Çăмăлланма тăрсан, пулăшма никама чĕнмесĕр вĕлерсе вырттарчĕ. Арăмĕн юлашки сăмахĕсем пуп чĕрине халь те каскалаççĕ.
Юн тапса халран кайнă хĕрарăм аран пашкаса выр-тать. Ача туманшăн ĕмĕр тăршшĕпех мăшкăлланине тавăрма упранă вăйĕпе куçне уçса пуп çине тинкерчĕ.
— Кам хĕсĕр сурăхне, кам хĕсĕр такине хăвах чухларăн ĕнтĕ, — тесе йĕрĕннĕн пăшăлтатрĕ.
Пупа такам çивĕтĕнчен туртса çĕре тăсса пăрахнăнах туйăнчĕ, шăлне шатăртаттарчĕ:
— Еркĕнӳ кам?
— Шăлупа ан хăрат. Халь мана нимех те тăваймăн. Вилĕм санран хăватлăрах. Еркĕн пушшех те...
— Кам?! — чунĕ тухма пуçланă арăмне çапса ярасран аран тӳссе кăшкăрчĕ пуп.
— Михха...
Çав самантрах пуп арăмĕн чĕлхи çухалчĕ. Кĕçех куçĕ те ĕмĕрлĕхе хупăнчĕ. Арăмĕпе ачи виллисене чул çыхнă миххе чиксе Атăла ярассах çитнĕччĕ вăл, ĕненекенсем пĕлесрен хăрарĕ. Вара чиркӳ картишнех йĕркелесе пытарчĕ. Ĕненекенсем умĕнче сăваплă çын пек курăнасшăн яланах пыра-пыра кĕлтурĕ. Çавăнтанпа Миххапа тĕл пулмассерен унăн çилли чашкăрать, тавăрма кăна хăвачĕ çитеймест.
— Трифон Гаврилович! — терĕ Лаврский, çуна çинчен ансан. — Кăнтăрлахи кĕлĕрен тухнă çĕре чиркĕве çитĕр вара, ан манăр!
— Юрать, — пĕр сăмахпа килĕшрĕ Трифун. Ăшĕнче кулчĕ: «Революци хăвачĕ тем кăтартĕ. Эпĕ те Трифон Гаврилович пулса тăтăм иккен...» Пуп хăнисене пуç тайса кĕтсе илчĕ.
— Хисеплĕ Михаил Петрович... Хисеплĕ Константин Сергеевич... Килĕрех!
Лешсем йăла тĕлĕшпе пупран пиллĕх илчĕç.
Михха çав самантрах çамрăк та тăп-тăп хĕрарăма асăрхарĕ. Пуп стрепкисене мĕншĕн час-часах улăштарнине пĕлнйпе турех патлаттарчĕ:
— Пачăшкă, ку чиперккене ăçтан тупнă эсĕ?
Пуп тилĕрсе кайрĕ. Михха унăн юлашки рехетлĕхне туртса илесшĕн пек туйăнчĕ. Тĕн йĕркипе çыхăнман ахаль çын кăна пулсан, вăл тем каласа тăкĕччĕ. Юрамасть. Ирĕксĕрех çиллине шăнарса, шӳтлеме хăтланчĕ:
— Тупăнман вăл, Михаил Петрович. Турă çавăрса килчĕ ăна. Пĕччен пурăнма хĕннине хăвăрах чухламалла. Мĕнпур шанăç ун çинче.
— Маттур, ельпох та маттур хĕр! — ырланăн кулкаласа ехлетре Михха. Куçне чеен хĕскелерĕ.
— Ĕнтĕ сĕтел хушшине ларăр!
— Ларăпăр та... Сирĕнпе калаçмалли пурччĕ, пачăшкă... — терĕ Лаврский.
— Тархасшăн. Эпĕ итлеме хатĕр.
— Хамăр çеç юласчĕ.
— Варвари, вăхăтлăха тулалла тухса çӳре-ха. Кирлĕ чух чĕнетĕп! — терĕ пуп.
Стрепке Михха йĕпĕсленипех кӳреннĕччĕ. Вĕсем татах кулĕç. Эсреметсен куçĕ умĕнчен самантлăха та, пулин пăрăнас шухăшĕпе хаваспах килĕшрĕ.
Варвари тухса кайсанах, Лаврский сăмахне тӳртен пуçарчĕ:
— Пачăшкă, Раççейри лару-тăру çинчен ĕненекенсене ăнлантарма вăхăт.
— Халăх пăлханса каймĕ-и?
— Тархасшăн айванла ан калаçăр. Халăх вăл халь те хуранти пекех вĕрет. Юрать-ха, Вăхăтлăх правительствăна пăхăнать. Пирĕн чавсана тавăрсах влаçа çирĕплетме тăрăшмалла. Унсăрăн большевиксем майлă çаврăнса укесрен хăрушă.
— Кун пирки хам та пайтах шухăшланă. Анчах...
— Ним «анчаххи» те çук, — пӳлчĕ Лаврский. — Ĕненекенсене халĕрех ăнлантарни хамăршăн аван пулĕ!
— Апла тесен, кăнтăрлахи кĕлĕ пĕтсен калаçма лекет. Хальхинче эсир çеç калаçни сахал. Митинг туса ирттерĕпĕр.
— Чиркӳре-и? — кичемленчĕ пуп.
— Ийя, пачăшкă. Чиркӳ тени чăн сăмах сарма ятне туса панă вырăн. Йĕрки ак çапла пулмалла: эсир митинг уçатăр та мана сăмах паратăр. Ман хыççăн трибуна çине хăпарасшăннисем татах тупăнĕç. Юлашкинчен Михаил Петрович кучерĕ Трифун сăмах илĕ. Митинга хупас умĕн Вăхăтлăх правительствăна ырласа революци йышăнăпăр. Ăна çырса хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Çакна асра тытма тивет: Ĕнел халăхĕ патша стройне хирĕç паттăррăн кĕрешнине таврипех пĕлеççĕ. Халь те манман-и, тен. Вĕсем Вăхăтлăх правительствăна ырласа йышăннă хыпар та ытти вулăс хресченĕсене çавăрма пулăшĕ. Сире çакна та пĕлтерес: уездри власть халь ман ирĕкре. Вăхăтлăх правительство мана комиссара лартнă. Эпĕ хама шаннине тӳрре кăларма тăрăшăп.
Пуп пуçĕнчи иккĕленӳсем сирĕлчĕç. Вăл хаваслансах Лаврский аллине чăмăртарĕ.
— Чун-чĕререн ырă сунатăп, Константин Сергеевич!
— Тавтапуç, пачăшкă! Чан çапни илтĕнчĕ.
— Тус-йышсем, ман васкамалла. Ав, кăнтăрлахи кĕлле кĕме йыхăраççĕ. Пуçланиччен ачасене ят хумалла. Эп кайнипе эсир хăймасăр ан ларăр. Килти пек пулăр. Сире пăхма стрепкене кĕртсе хăварăп.
— Пачăшкă, эсир Михаил Петрович кучерне те калăр-ха, кĕтĕр! — астутарчĕ Лаврский.
* * *
Варвари çенĕкрен чупса тухрĕ те çăмăллăн сывласа ячĕ. Йăлине кĕнипе выльăх-чĕрлĕх патне кайса пăхасшăнччĕ, карти-хурине тасатсан та юрать, урхамах патĕнче кăштăртатакан арçынна курсан, урăхла шухăшларĕ. Вăл та ун пекех хуçа тарçи-çке. Ахаллĕн ыттисемпе пĕрле пӳртре пулĕччĕ. Мĕншĕн унпа сăмах вылятса кăмăла йăпатас мар?
— Тур пулăштăр! — саламларĕ Варвари.
Трифун тӳрленсе тăчĕ. Палламасан та, ку хĕрарăм пупăн стрепкине чухланипе куларах хуравларĕ:
— Тавтапуç... Эсĕ пачăшкăн çĕнĕ стрепки-им? Варвари чĕри кăртах турĕ. Пуянсен мăшкăлне нумай тӳснĕ вăл, вăй çитнĕ таран хирĕç тăнă, халь хăй евĕр тарçă та тăрăхласшăн.
— Пачăшкăн çĕнĕ стрепки эп, вара мĕн?
— Ытлашши темех мар та... Стрепкисене темшĕн час-час улăштарать вăл.
Варварин юлашки тӳсĕмĕ татăлчĕ:
— Сисĕтĕп, мана амалăха килнĕ тесе хăртасшăн. Сана лаша пăхма шаннă, çавăнпа хăвна манран пуян та чаплă шутлатăн. Тата эсĕ арçын, аçа йытăсем пусмăрлас çук. Анчах эпир те хамăртан мăшкăллаттармăпăр, таса тивĕçлĕхпе чыслăха вут витĕр тухсан та упрăпăр.
«Чыслăх вăл пушă халап кăна!» — тесе ал суласшăнччĕ Трифун, пит-куçне сасартăк намăс хĕлхемĕ хыпса илни чарчĕ. Ăна хăй пекех мĕскĕн ырă сунчĕ, вăл пур, çынла хуравлас вырăнне, унран кулма пăхрĕ.
— Нӳремсĕр сăмах персе ятăм, йывăра ан илĕр. Пирĕн пĕр-пĕринчен кулмалли çук. Эпир иксĕмĕр те çын аллинче. Пуянсем сире çеç мар, пире те мăшкăллама май тупаççĕ.
Варварин кăмăлĕ çаврăнчĕ. Ку арçын ырă чунлă та хăй тивĕçлĕхне çĕре ӳкермен çын пек туйăнчĕ, ăна хăйĕн телейсĕр шăпи çинчен каласа парас килчĕ. Анчах пуп тухса кăшкăрни чăрмантарчĕ.
— Варвари!
Стрепке шартах сикрĕ. Тек сăмах тăваймасăрах Трифунран хăпрĕ.
Варвари кучерпа тăнине курсан:
— Мĕн турăн эс унта? — терĕ пуп шанмасăр.
— Лаша валли утă-улăм кирлĕ мар-и терĕм, — çухалмасăр, хăвăрт тавăрчĕ Варвари. Ку сăмах пупа çырлаш тармарĕ, сӳрĕккĕн астутарчĕ:
— Кучер хыççăн чупмасан та юрĕ. Пыр, хăнасене пăхма тăрăш! — Варвари çенĕкре çухалсан кăшкăрчĕ: — Трифун! Хуçасем сана та кĕме хушрĕç.
Трифун чунĕ тулашнипе ним тума аптранă енне юр çине лач сурчĕ. Хĕрарăмсемпе сăмах вылятсах курман вăл. Май килнĕ чухне ăна хăйсем тарçă нушинчен хăтăлас самант çывхарнине хыпарласшăнччĕ, вăрăм çилхе тухса кансĕрлерĕ.
— Килех, чипер хĕр!
— Мĕн ятлă-ха эсĕ? — шӳтлесе чĕнчĕç Миххапа ваккат стрепкене.
— Варвари... — хуллен хуравларĕ лешĕ.
— Ельпох калатăп, — шӳтлерĕ Михха, — ытарма çук илемлĕ ят. Хăвăр та чечек. Хĕрарăм тути-масине чухлать çав пирĕн пачăшкă. Сĕтел патнерех кил-ха, чиперкке. Эрех тултар!
Варвари чунĕ кӳтрĕ. Пуянсем кулнине сахал мар курнă та, пурпĕр хăнăхма çук. Тем каласа тăкĕччĕ, вĕсене ӳкĕте кĕртеймĕн, пурнăçне йывăрлатни çеç пулĕ. Вăл, тутине ыратмаллах çыртса, икĕ черкке эрех тултарчĕ, Миххапа Лаврский умне лартрĕ.
— Кунашкал килĕшместпĕр! Виççĕмĕш черккине те тултар. Хуçи вырăнне юлнă япала, малтан ху ĕçсе кăтарт. Унсăрăн сыпса та пăхмастпăр. Çапла-и, Константин Сергеевич?
— Паллах.
— Эп хуçи мар, тăрçи çеç. Çавăнпа пуçармалли йăлана манран хăтарма ыйтатăп.
— Эпир çук чух эс кам пулнине пĕлместпĕр. Халь пирĕншĕн хуçи эсĕ. Тултар! — Варвари çав-çавах турткаланнăран Михха кулса ячĕ. — Сăрнаях çав эпĕ. Чиперкке хăçан хăй тултарса ĕçни пур?
— Тĕрĕс, Михаил Петрович. Хам та сирĕнтен тĕлĕнсе ларатăп! — ун шухăшне çирĕплетнĕн сăмах хушрĕ Лаврский.
— Каçарăр, тархасшăн. Йăнăша вăхăтра юсамалла! — терĕ те Михха тепĕр черкке эрех тултарчĕ. Ăна Варвари тĕлне лартса, хăй черккине çĕклерĕ. — Тав сана!
— Аю, эп ĕçместĕп!
Миххан çын хирĕçленине тӳсеймен кăмăлĕ авăкланчĕ.
— Эс мĕн, тав куркине тиркетĕн-и? Пире хур кӳресшĕн-и?
— Тав куркине тытманни аван мар, хĕрĕм. Хăнасене хисеплеменни пулать! — каллех хуçа хутне кĕчĕ Лаврский.
Варвари сехĕрленчĕ. Ятлă çынсене кӳрентерсе ыр кураймăн. Пупа каласа парĕç те, паянах урама тухса ӳкĕн. Хăйне ирĕксĕрлесех вăл çырла шывĕпе хутăштарнă спирта çуррине яхăн ĕçсе лартрĕ.
— Вăт ку пырасла. Мухтама тивĕç. Патнерех кил-ха! — Варвари ним тума аптраса тăнипе Михха хăй ярса илчĕ. — Кил тенĕ сана. Чиперккеçĕм... — Унтан-кунтан тыткаларĕ.
Варвари çуйхашса вĕçерĕнме хăтланчĕ. Шăп çав вăхăтра Трифун кĕчĕ те пĕр кичемленсе, пĕр тилĕрсе кайре. Тăр-кăнтăрлах стрепкене мăшкăллаççĕ. Михха чухăн арăмсемпе çакнашкал айкашнине темĕн чул та тĕл пулнă, куçкĕрет хирĕçме кăна хăю çитереймен. Пăхса тăма пушшех йывăррипе вăл каялла тухасшăнччĕ, Лаврский чарчĕ.
— Трифон Гаврилович, сĕтел хушшине ларăр! — Кучер вырăнтан та хускалмарĕ. Ăна митингра сăмах калама хатĕрленĕччĕ, Михха стрепкене çăлкаланипе пĕтерсе хурĕ.
Пĕр ăрăскаллă çыншăн камăн чĕри кӳренмĕ! — Михаил Петрович! — астутарчĕ вара хыттăн. — Эсир Трифон Гавриловича хăна тăвасшăнччĕ. — Михха Варварие алăран вĕçертрĕ. Лаврский Трифуна ӳкĕте кĕртме тăрăшрĕ. — Михаил Петрович ачалла айкашнине йывăра ан илĕр, тархасшăн. Унăн çамрăк чухнехи юнĕ лăпланаймасть-ха. Ватăларахпа хăех пусăрăнĕ. Килĕр, пĕрер черкке шаккаса ĕçер.
Михха вакката ăнланчĕ. Анчах ӳкĕнсе каçарттарас вырăнне урăхла сăмах персе ячĕ:
— Трифун, авлан, Варварирен лайăх хĕр тупаймăн. Туй тăвăпăр.
Миххан шӳтпе чăнни пĕрлех пулнине Трифун тем чул та курнă. Ытлашшиех йӳпсемен кăна.
— Мана ыр суннăшăн тавтапуç, Михаил Петрович! Авланма шутласан, эсир кулăшăн сĕннине хаваспах йышăнăттăм, çулеем иртни кăна кансĕрлет.
— Хăвăн ирĕк! — кăмăлсăрланчĕ Михха. — Хытхура пек пурăнас килсен, мана мĕн?
— Михаил Петрович, тепĕр чух шӳтлĕпĕр, халь вăхăт мар! — вĕçне çитиех майлаштарма васкарĕ Лаврский. — Луччă пĕрер черкке ĕçер те чиркĕве утар. Акă кĕлĕ пуçланни çинчен хыпарласа чан çапаççĕ. Варвари хĕрĕм, эрех тултар-ха! Сан пек çамрăка юнтарни килĕшмест...
Варвари татах турткаланĕччĕ, Трифун кĕни, вăл та хусах иккенне пĕлни ун кăмăлне çавăрчĕ. Хур кӳнине, маннăн сĕтел патне пычĕ, ним шарламасăр виçĕ черкке тултарчĕ.
— Михаил Петрович, кайма вăхăт. Кĕлĕ пуçламăшĕн! чех ĕненекенсемпе пĕрле пулас! — черккене тĕппипе пушатнă май йыхăрчĕ Лаврский.
Вĕсем сĕтел хушшинчен тухса тумланчĕç.
— Çапла, Трифон Гаврилович, кĕлĕ пĕтнĕ çĕре çит вара. Калаçса татăлнине ан ман!
— Унах астăвăп-ха.
— Пит аван. Эсĕ, Варвари хĕрĕм, Трифон Гавриловича хăналама тăрăш! — хушса хăварчĕ Лаврский.
Иккĕш кăна юлсан, Варварипе Трифун пĕр хушă чĕмсĕрленсе ларчĕç. Унтан Варвари хăйса сăмах пуçарчĕ:
— Эсир чăннипех хусах-и вара?
— Ийя.
— Миçере?
— Хĕрĕх пĕррере.
— Мăшăру вăхăтсăр çĕре кĕчĕ-им? Çук, эп пуçĕпех авланман.
— Ма тата?
— Эс ху качча тухнă-и?
— Çук. Хĕр пуçăнах вăтăра çитрĕм... Çуралсанах тăлăха юлнă. Çак тарана çитиех çын ĕçне туса пурăнатăп. Ун пек хĕр кама кирлĕ? —
— Ну, вăт... Эпĕ те çав сăлтавсемпех авланайман. Варвари чĕри ăшшăн вăркăшма тапратрĕ. Хăй мĕн тăвасса та чухлаймасăр, икĕ черкке эрех тултарчĕ.
— Апла тесен, эпир иксĕмĕр пĕр шăпаллă. Пĕринчен тепрн кулма çук. Халиччен эрехпе ашкăнман, паян хам пек çынпа сĕтел хушшине ларма тӳр килнĕшĕн хĕпĕртесе ĕçес тетĕп. Тыт-ха!
Иккĕшĕ те тĕппипе ĕçрĕç. Варвари вара чĕри хистенине тӳсеймерĕ:
— Трифон Гаврилович!.. — терĕ çепĕççĕн. — Качча ил мана! — Трифун аптраса ӳкнине курса, шухăшне вĕçлеме васкарĕ: — Ан хăра, эп тума пĕлмен ĕç çук. Сывлăхсем, вăй-халăм çителĕклĕ. Мана ытлашши нимех те кирлĕ мар. Кăмăлу пур чухне сав, кăмăлу çук чухне йытту вырăнне хур. Эс манăн хуçа пулăн, эп санăн тарçу...
Хĕр сĕнĕвĕ Трифуна килентерчĕ. Ĕмĕр тăршшĕнче амалăхне тивĕçтересшĕн çунакан хĕрарăмсемпе тĕл пулкаланă вăл, чунтан хисеплесе качча пырас шутлине кăна курман. Варвари, чăнласах пурнăç юлташĕ тупса, çын мăшкăлĕнчен хăтăлма тăрăшнине ĕненет. Хĕрĕ те кăмăла каять. Трифунăн ăна ăш сăмах калас килет. Анчах сĕнĕвĕ ним кĕтмен çĕртен сиксе тухни чĕлхине çыхрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...