Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
I
Çав каçах Энĕшкасси хапхинчен пĕр хĕрарăм кĕчĕ те ниçталла кайма аптранăн чарăнса тăчĕ. Çине фуфайка тăхăннă, пуçĕнче — кивелнĕ шаль тутăр. Уринче салтак пушмакĕ. Çурăмĕ хыçĕнче — кутамкка. Тăхта-ха, мĕн пулчĕ ăна? Икĕ куçĕнчен куççуль юхса анчĕ. Нумай хушă çухалса пурăннă хыççăн ялне таврăннă çын кăна çакнашкал хурланĕ. Часах хĕрарăм хаш сывласа кăмăлне хытарчĕ те куçне шăлса типĕтрĕ, малалла утрĕ, Хирĕç пулакан çынсем ăна тимлесех пăха-пăха юлчĕç. Паллакан çеç тупăнмарĕ. Ялтан вунă çул каярах тухса кайнă, ун чухне çирĕм икĕ çулхи çамрăк хĕрарăм кăна пулнăскере сасартăках кам тĕшмĕртейĕ? Унтанпа ял. çыннйсем те самаях улшăннă. Вăл хăй те хирĕç пулакансене паллаймарĕ. Утнăçемĕн ăна ялан çуйлантаракан шухăшах кăшăлларĕ. Килте кам пур-ши? Амăшĕ пуласса шанмасть вăл. Çав тери пысăк нуша тӳснĕ çын ку таранччен пурăнаймĕ. Аппăшĕн хĕрĕ, сывă пулсан, вунçичĕ çула çитмелле ĕнтĕ. Унăн шăллĕ те каччă шутне кĕмелле. Мĕнлерех-ши вĕсем? Йăмăкĕ вăтăралла çитнĕ ĕнтĕ. Качча тухмаллах. Кама-ши? Ав, тăван кил те инçе мар. Чӳречерен хăй çути ӳкнине асăрхасан, хĕрарăм чĕри çăмăлраххăн тапма тытăнчĕ. Хăй çути курăнакан пӳртре пурнăç пурах. Хĕрарăм вырăсла хапха умне пычĕ. Ăна илсе кайнă чухне юписемпе хăмисем вĕр-çĕнĕччĕ, халь тĕксĕмленнĕ. Вăхăт тем тăвĕ, теме улăштарĕ, такама ватăлтарĕ! Хĕрарăм шашулккана пусса пĕчĕк хапхана тĕкрĕ. Питĕрнĕ иккен. Вара хăюсăррăн шаккарĕ, кам та пулин тухасса сывламасăр кĕтрĕ. Ав хăй çути хумханчĕ. Часах çенĕк алăкĕ уçăлса хупăнни, хапха патнелле çын çывхарни илтĕнчĕ.
— Кам унта?
Çамрăк та уçă сасă хĕрарăма пушшех хумхантарче. «Йăмăк-ши? Е аппан хĕрĕ-ши?» Амăшĕн сасси кун пек пулас çуккине чухлать вăл. Хĕрарăма айванла шухăш пырса кĕчĕ. Тӳрех хăй камне каласа уçтарас вырăнне пытанмалла вылянăн сасă пачĕ:
— Çулçӳревçĕ-ха эпĕ... Хваттере ямăр-ши?
Кил хушшинчи сасă самантлăха çухалчĕ. Ахăртнех, уçмалла-ши е уçмалла мар-ши тесе тăрать пулĕ. Сăлтавĕ те пур çав. Пăлхавлă саманара пули-пулми çынна кĕртсе вырттарма хăрушă. Ак хайхи кил хушшинчи сасă сиввĕн илтĕнчĕ:
— Иртсе çӳрекенсем валли хурал пӳрчĕ пур, çавăнта кайăр!
Хăй камне пĕлтерсенех уçса кĕртессе шаннипе хĕрарăм паçăрхи пекех ытарлă каларĕ:
— Чунсăр-çке эсĕ! Инçе çултан килсе ывăннă çынна та хĕрхенместĕн. Хăратăн-им? Ан хăра. Эп сире çарăтмăп, пӳртне те йăтса каймăп.
— Кам вара эсир? Ăçтисем?
— Камне кĕрсен курăн.
Юлашкинчен калинкке уçăлчĕ. Кил хушшинче хĕр тăрать, Хĕрарăм ун çине тинкеререх пăхрĕ те ăна хĕрĕн амăшĕпе тĕл пулнăн туйăнчĕ. Çамрăк чухне вăл та çак хĕр майлах яштакаччĕ, çинçе пилĕклĕччĕ. Пит-куçĕ такама илĕртмелле илемлĕччĕ.
— Анахвис... Эсĕ мар-и, хĕрĕм? — чĕнчĕ хĕрарăм.
— Çавă-çкĕ... — терĕ хĕр, килнĕ çын çине тинкерсе. Пурпĕр паллайманнипе пушшех тĕлĕнчĕ: — Кам вара эсир? Ман ята ăçтан пĕлетĕр?
— Сан ятна ăçтан пĕлмĕп эпĕ, хĕрĕм, каснă-лартнă аннӳех вĕт эсĕ! Кĕтерук аппа ĕмĕрне те ман куçран çухалас çук.
Анахвис тавçăрса илчĕ. Ан тив, унтанпа нумай çул иртнĕ те, никам та мар, çавах!
— Уй, Натюш аппа! Нивушлĕ эсĕ?!.
— Эпĕ, эпĕ, Анахвис...
Пĕр-пĕрне ыталаса илчĕç те, чĕлхисем темшĕн çухалчĕç. Çапла пĕр хушă иртсен, Анахвис тăна кенĕ пек пулчĕ:
— Натюш аппа, курсанах паллайманшăн ан çиллен, тархасшăн...
— Ăçтан паллăн, хĕрĕм? Мана илсе кайнă чухне эс çичĕ çулта кăначчĕ вĕт. Халь çитĕннĕ...
— Уншăн мар, Натюш аппа. Кĕтмен çĕртен килсе кĕнипĕ тавçăраймарăм. Атя хăвăртрах пӳрте. Кукамай мĕн тери савăнĕ ĕнтĕ!
— Пурăнать-и вăл? Сывах-и?
— Пурăнать, сывах.
— Марье мĕнле тата?
— Вăл та чиперех. Ик ача ĕнтĕ унăн.
— Кама качча тухнă?
— Уçканах. Анчах йысна килте çук. Ăна вăрçа илсе кайнă. Ытти çинчен пӳртре калаçăпăр. Кĕрер хăвăртрах!
Натюш хăйне пусарнă çăксене пĕрин хыççăн теприне сирсе пăрахрĕ те çăмăллансах кайрĕ. Амăшĕ, аппăшĕн хĕрĕ те — пурте сывă. Кунтан пысăк ырлăх мĕн пултăр!
Уляна мăнукĕ часах кĕрейменнипе йăкăсланчĕ: «Мĕн туса тăрать-ши? Кампа калаçса вăхăта ирттерет-ши? Сăхман тăхăнмаллаччĕ пĕрех хут. Шăнса чирлесрен хăрушă». Анахвис малтан кĕрсе алăка хупланипе хыçра çын пуррине асăрхаймарĕ вăл. Çавăнпа:
— Кам унта? Мĕн кирлĕ, тет, ăна? — ыйтрĕ сӳрĕккĕн.
— Кукамай, кукамай! Кур-ха! Çĕнĕрен çуралнă çын тупса килтĕм! — хаваслăн хыпарларĕ те Анахвис айккинелле пăрăнчĕ.
Улянана аллă çичĕ çулта çеç тесе никам каламĕ. Пичĕ çумăрсăр типсе çуркаланнă çĕр пекех, çӳçĕ кăн-кăвак. Вăл тӳснĕ инкек пĕр çынна мар, çĕр çынна та вăхăтсăр ватăлтарĕ. Çамрăк чухне хĕр çеç çуратнипе тамăкри пек çуннă. Пурнăç йĕркене кĕре пуçласан, аслă хĕрне путсĕр çын вăрласа тепĕр хут хуйха ӳкерчĕ. Станувуй килсе мăнукĕпе иккĕшне вилĕм хакне ӳкересле саламатпа хĕнесе хăварчĕ. Кĕçех аслă хĕрне полицейскисем персе вĕлерчĕç. Тата икĕ çултан упăшкипе тепĕр хĕрне жандармсем тытса кайрĕç...
— Кукамай, паллаймарăн-им? — астутарчĕ чĕмсĕрленсе лараканскерне Анахвис.
Уляна алăк патĕнче тăракан хĕрарăм çине тинкеререх пăхрĕ те, ун куçĕпе чунне хĕрарăм çийĕнчи вĕресĕр тумтир те улталаймарĕ.
— Ах, анчах, Натюш хĕрĕм, эсĕ мар-и?
— Эпĕ çав, анне! — амăшне ыталаса илчĕ Натюш. Уляна куçĕнчен куççуль шĕпĕртетсе анчĕ.
— Сана кураймасăрах çĕре кĕрĕп тесе чĕре ырататчĕ.
Турă шеллерĕ... — Çавăнтах упăшки çинчен ыйтасшăнччĕ, хĕрне сывлăш çавăрма вăхăт парасшăн шарламарĕ.
«Турă мар, анне, революци вăй-хăвачĕ çавăрса килчĕ», — тейĕччĕ Натюш. Амăшĕ мĕн ĕлĕкрен тĕн йĕркисене тытма хăтланнине, пысăк инкек çапса хуçнипе турра пушшех ĕненме пултарнине аса илсе, чĕлхи çинчи сăмахне сирчĕ. Амăшĕ май кайнăн:
— Эпĕ те сире курасса сунманччĕ. Ăраскалăм телейлĕ! пулчĕ. Чиперех çитрĕм. Урăх пире никам, нихçан уйраймĕ! — терĕ.
Хĕрĕ халь те çийĕнчи тумĕпех тăнине астусан, Уляна ĕшеленсе ӳкрĕ:
— Ара, Натюш... Хывăн-ха, хывăн! Кайран та калаçăпăр!
— Хаваспах, анне. Эпĕ хывăнса ларманни нумай пулать ĕнтĕ.
Анахвис аппăшне çăматă илсе пачĕ.
Йăлтах ăшăнса çитсен, Натюш шаль тутăрне салтса хучĕ. Амăшĕпе йăмăкĕн куçĕ умне кăвак çӳçлĕ, чĕрпекленнĕ тута хĕрриллĕ хĕрарăм тухса тăчĕ. Куçĕсем кăна улшăнман-и, тен. Çамрăк чухнехи пекех çепĕççĕн те ăшшăн çунаççĕ.
— Микула пиччен хыпарĕ пур-и? — çул тăршшĕпех çунтарса килнĕ ыйтăвне пачĕ юлашкинчен Натюш.
— Тухса кайнăранпа та сас-хура çук.
— Ванюк сывах-и?
— Уй, аппа, курасчĕ эс ăна! Ман шăллăм çав тери маттур каччă. Пирĕн Кольăпа иккĕшĕ вĕсем Элнете мольă хăвалама кайнă.
Анахвис çиçсе калаçнинчен Натюш хĕрпе каччă хуш шинче туслăх пуррине сисрĕ. Шӳтлесе тем каласшăнччĕ — амăшĕ урăх тӳсейменнипе чĕнсе пӳлчĕ:
— Аçу ăçтараххине илтмен пуль?
— Атте-и?.. — терĕ те Натюш чĕмсĕрленчĕ. Самай вăхăтран тин хурлăхлăн хушса хучĕ: — Хам ытамра куçнĕ хупрĕ...
Улянана чул купи айне лекнĕн туйăнчĕ. Ан тив, Прахăр чĕрех пурăнассине ĕненме пăрахнă та, татăклах пĕлсен хуйхă çĕнĕ вăйпа çапса хуçрĕ. Ларнă çĕртех кукленчĕ, Пит-куçне аллипе хупларĕ. Анахвис те ура çинче тăма хал юлман пирки тенкел çине тĕршĕнчĕ. Натюш пĕр хуш ним сассăр макăрнă хыççăн хăйне хăй алла илчĕ, амăшне ыталарĕ, йăпатма тăрăшрĕ.
— Анне..: Лăплан, тархасшăн. Чĕре çурăлас пек хуйхăрсан та чĕртеймĕн аттене. Вĕри куççуле çăл шыв пек юхтарсан та çавăрса килеймĕн каялла... Анне, лăплан...
Уляна куçне тутăр вĕçĕпе шăлса типĕтрĕ.
— Тĕрĕс, хĕрĕм... Куççулĕ шыв пек юхсан та, аçу чĕрĕлсе килес çук. Тĕплĕнрех каласа пар ун çинчен. Эпĕ вĕçне çитиех итлеме те хал çитерĕп.
— Тытса кайсан, суд тăвиччен Хусанта пĕр тĕрмере лартăмăр. Ик-виçĕ хут та хире-хирĕç тăратрĕç: е мана ун çинчен суятчĕç, е ăна ман çинчен элекленĕ. Тус-йышсен ятне пĕлесшĕн тăрăшатчĕç. Юлашки хут курнăçтарнă чухне аттене аран палларăм, хĕнесе ватса пĕтернĕ. Анчах куçĕсем: «Хĕрĕм, пире асап парăнтараймĕ, çирĕп тăр! Пурпĕр çентеретпĕр!» — тенĕн пăхатчĕç. Мана та нумай ватрĕç. Çапах йăнăш сăмах персе яман. Вара пире ĕмĕрлĕхе каторгăна ямалла суд турĕç. Унта та пĕр вырăнах лекрĕмĕр. Ăнсăртран çĕр айне пулчĕ. Чавса кăларсанах чунĕ пурччĕ. Тăна та кĕчĕ. «Çăлăнса тухсан тата паттăртарах кĕрешесшĕнччĕ. Пулмарĕ. Ĕмĕрлĕхех кунта юлатăп ĕнтĕ. Эсĕ киле таврăнасса шанатăп. Пуçна ан ус. Аннӳрен каçару ыйтатăп. Нумай терт кăтартрăм ăна. Тăн-пуçпа пурăнма тытăнсан, ăраскал килмерĕ. Аннӳне, ачасене ман вырăна юлашки хут ытала», — терĕ те каллех тăнĕ çухалчĕ, чунĕ тухрĕ.
Натюш калас пеккине каласа пĕтерчĕ. Уляна çав-çавах ним сас памасăр кукленсе ларать. Куççулĕ типнĕ ĕнтĕ. Ăшчикĕ кăна кăмрăкланса çунать. Ăна кура Натюшпа Анахвис те хускалма хăймаççĕ. Юлашкинчен Уляна чун кĕнĕн чĕрĕленчĕ. Сылтăм аллипе хĕрес хучĕ.
— Турă ан пăрахтăрах. Йывăр тăпри çăмăл пултăрах... Асаплантаракансем, вĕлерекенсем çине вутлă çумăр çутăрах... Хăйсем çичĕ çул вырăн çинчен тăраймасăр асапланса вилччĕрех...
— Тăшмансем çине вутлă çумăр çума тапратнă та ĕнтĕ, — терĕ амăшне йăпатма тăрăшса Натюш. — Юнлă патшана вырăнтан сирпĕтнĕ. Пĕтĕм ĕçхалăхĕ ура çинче. Ĕмĕрхи мул хуçисен тытăмне çапса аркатасшăн кĕрешет вăл.
— Турă пулăштăрччĕ, ачам. Ах, анчах... Хуйхă-суйхă пусарнипе мансах кайнă. Сан мунча кĕрес килет-и, тен. Ятне пекех паян мунча хутрăмăр.
— Çав тери кĕрес килет, анне. Килтен кайнăранпа та путлĕ мунча курман.
Натюшăн киле юлнă кĕпе-йĕм таврашĕнчен хăшне те пулин ыйтса илес шухăш пурччĕ. Йăмăкĕ çитĕнсе качча тухнă. Кĕтерук аппăшĕн хĕрĕ те çитĕннĕ. Пур япала патне алă пынах пуль. Те таврăнас, те таврăнас мар çын япалисене упрамах та кирлĕ мар. Çапла шухăшласа, Натюш сак айне пăрахнă кутамккине туртса кăларчĕ.
— Аппа, мĕн шыратăн эсĕ?
— Мунчана кайма кĕпе-йĕм кирлĕ.
— Çулта тăхăнса çӳренине ан тив. Килти тасарах та капăртарах. — Турăш умĕнчен уçă илсе пачĕ ăна Анахвис. — Сан арчун ку.
Натюш тин икĕ арча юнашар ларнине асăрхарĕ. Уçрĕ те — куçĕ-пуçĕ алчăрарĕ. Паянхи пекех астăвать — хăйне тытса кайнă чух шăп çапла юлнăччĕ унăн çипуçĕ. Салат-каласа пăхсан, пушшех тĕлĕнчĕ. Ĕлĕк Анук парнеленĕ пурçăнпа батис та пĕтемпех упраннă иккен.
— Анахвис, — çепĕççĕн чĕнчĕ Натюш, — кĕпелĕхсене ма çĕлетсе тăхăнман эсĕ?
— Эпир сана кĕтнĕ, аппа. Тата çипуç хамăн та çителĕклĕ. Кăçал та вунсакăр хутăр тунă.
Йăмăкĕн сăмахĕсем Натюш чĕрине çемçетрĕç. Тăванĕсем вăл каторгăран таврăнас шанăçа çухатман иккен. Çапла шухăшлакаласа, Натюш арчаран таса кĕпе-йĕм кăларчĕ.
— Аппа, мунчана кĕрĕк тăхăнса пыратăн-и е сăхман?
— Ман фуфайка пур.
— Уй, аппа! Ристан тумне тислĕк купи çине пăрахăпăр. Халь ман кĕрĕке тăхăн. Ыран валли хăвăнне кĕртсе ăшăтăпăр! — терĕ те Ахванис йăрхахран кĕрĕкне илсе пачĕ.
— Хăв мĕнпе пыратăн?
— Мана сăхман та юрать, аппа.
«Ман кĕрĕк те упранать-и вара?» — тесшĕнччĕ Натюш, ку сăмах вырнаçусăр пуласса туйса шарламарĕ.
Пахча алăкĕнчен тухсан, Анахвис каллех чĕвĕлтетме тытăнчĕ:
— Уй, аппа, çу çиттĕр-ха, кунта ытарма çук илемлĕ. Садне кам чĕртсе панине пĕлетĕн-и?
— Кам?
— Наум пичче.
— Сывах-и вăл?
— Сывах. Эс таврăннине илтсенех вĕçтерсе килет акă. Сехмет ăна Микӳла пичче килĕнчех ĕçлеме хăварнă. Унăн пахчинче хăй шăтарса, сыпса ӳстернĕ улмуççисене лартса пачĕ. Çырла йывăççисене те çавах туянтарчĕ. Кольăпа иксĕмĕр шыв сапрăмăр. Вăй çитсен, асатте килĕ вырăнне те пахча чĕртесшĕн-ха.
Натюш кăмăлĕ çĕкленчĕ. Ашшĕ пирки пуçарма хăтланнă хуйхи вăхăтлăха та пулин сирĕлчĕ.
Пахча чĕртме тăрăшни аван. Маттур эсир; — терĕ вал.
— Мухтамаллисемех мар та, аппа... Ĕçлеме ӳркенменччĕ. Унсăрăн ним те пулмасть-çке. Наум пичче çине çеç шанма намăс...
— Тĕрĕс, Анахвис. Ĕçлемесен ним те пулмасть. Ĕнтĕ эп те пулăшăп. Аннене кантарма та вăхăт.
Вĕсем хывăнса мунчана кĕчĕç. Натюш хăй киле таврăннине тата витĕмлĕрех ĕненчĕ. Таçти çĕршывра асапланса çӳренĕ чухне килти мунчара вĕри шывпа пуç çăвасси çинчен, хурăн милĕкпе çанçурăма сăтăркаласа кантарасси çинчен пайтах ĕмĕтленнĕ-çке.
— У-у-у... Ытла та-çке кунта! — вĕрине тӳсеймесĕр лăпчăнчĕ вăл.
— Наум пичче вĕрирех пулнине килĕштерет те, ытларах хутса пăрахрăм-и, тен. Юрать-ха, малтан хăй тутлантарать. Ăшшине хамăр çеç пĕтерейместпĕр. — Анахвис чул çине шыв ăсса чашлаттарчĕ. Вĕри пăс маччана çапăнса урайнелле анчĕ.
— Куртăн-и, ăшши тепрер çемье валли те çитет! Лапка çине хăпарса тарла, аппа! Шăннисем тухса кайччăр!
Натюш пуç айне милĕк хурса хăпарса выртрĕ. Тем вăхăтран Анахвис шăплăха сирчĕ.
— Унта мунча кĕреттĕр-и?
— Унти пирки калаçмалли те çук. Хĕллехи çанталăкра ячĕшĕн кăна хуткаланă çурта кĕртсе яратчĕç те пĕрер таз вĕри шыв паратчĕç. Кирек мĕн ту вара унпала. Шăнса пăсăласси те часахчĕ. Çавăнпа хĕллехи мунчаран темрен ытларах хăраттăмăр.
Хĕрĕпе мăнукĕ таврăннă çĕре Уляна пăри пăтти пĕçерсе хатĕрленĕ. Вăл качча тухнă Марьене те чĕнесшĕнччĕ, Натюша кĕçĕрлĕхе канăç парасшăн каймарĕ. Ыран тăраничченех калаçĕç-ха тесе шутларĕ.
Уляна сĕтел çине, упăшки ларакан теле, пĕр чĕл çăкăрпа кашăк хучĕ. Ан тив, шĕкĕр таврăнасса кĕтмен те, çапах чĕри варне юлнă шанăçĕ пурччĕ. Ĕнтĕ пачах çухалчĕ. Йăла тĕлĕшпе асăнса ирттересех пулать. Унтан сĕтел хушшине ларчĕç, Ульяна пăтă ăсса кĕлтурĕ:
— Эй, Прахăр... Эпир çинине çи, эпир ĕçнине ĕç. Эпир тутă, эсе те тутă пул. Йывăр тăпру çăмăл пултăр. Чуну сĕтлĕ кӳлĕре çӳретĕр. Эй турă... Ан пăрахсам, çырлахсам пире...
Вĕсем хăйсене хăйсем тăнăçлă тыткалама тăрăшрĕç пулин те, ашшĕ çинчен хускатнă сăмах пыра урлă ларнăран çинĕ-çименех сĕтел хушшинчен тухрĕç, çывăрма хатĕрленчĕç. Уляна хĕрĕсене йывăç кравать çине сарса пачĕ, хăй тĕпелти сак çине выртрĕ. Паçăр хĕрĕсен кăмăлне йывăрлатасран тӳскелесе ирттернĕччĕ, тĕттĕмре тӳсеймерĕ — куççульне ирĕк пачĕ. Никам та вăхăтсăр тăлăха юласшăн мăшăрланмасть. Турă çырлахтăр, чун хĕнсĕр тухмасть... Мĕн тери асапланчĕ-ши, мăнтарăн?.. Уляна та ватăлса пырать, пурпĕр хăраххăн кичем. Этем мар, кайăк-кĕшĕк те мăшăрлă.
II
Натюш хăш вăхăтра çывăрса кайнине хăй те астумасть, темĕнле тимĕр шакканипе шарт сиксе вăранчĕ. Чан сасси иккенне уйăрсан, тĕрмерен ерсе килнĕ сехĕрленӳ иртрĕ.
— Аппа, ма халех тăтăн, ма çывăрмарăн? — çепĕççĕн чĕнчĕ Анахвис.
— Фу-у... Ултă сехет çитрĕ пулмалла.
— Çапла. Ирхи кĕлле кĕме йыхăраççĕ.
— Мана тĕрмери пекех туйăнчĕ. Ултă сехетре тимĕр шаккатчеç те, вырăн çинчен нимне пĕлми сиксе сирпĕнеттĕмĕр. Кая юлакансене ислететчĕç.
«Нивушлĕ çавнашкал чунсăр çынсем те пур?» — тесшĕнччĕ Анахвис, станувуй кукамăшпе иккĕшне саламатпа çунтарнине аса илчĕ те Натюша йăпатма васкарĕ:
— Аппа, тĕрме çинчен шухăшласа кăмăлна текех хуçмасан та юрĕ. Манăçа хăварма та вăхăт. Вара чĕрӳ те сарăлĕ, пурнăçу та çăмăлланĕ.
— Тĕрĕсех, Анахвис. Манма вăхăт... Анне ăçта тата? — Уляна çуккине асăрхаса ыйтрĕ Натюш.
— Вăл тухрĕ-ха. Чиркĕве кайма шут турăмăр. Эс пымастăн-и?
Амăшне пулсан, Натюш евĕклĕн те ун чĕрине тивмелле мар сăмах каланă пулĕччĕ. Йăмăкне тĕн пирки хăй мĕн шухăшланине тӳрех пĕлтерчĕ:
— Пымастăп, Анахвис. Унта ман ним ĕç те çук. Чиркӳ, тĕн пĕтĕмпех ĕçпе-тарпа пиçнĕ çынсене пусмăрта усрама шутласа кăларнă йăла кăна. Пуп таврашĕсем пирĕн йышшисене çĕр çинче валли мар, леш тĕнчере ырă курмалăхне мул пухма хушаççĕ. Хăйсем вара ку тĕнчере пылпа çу çинче ишеççĕ. Пире вĕсем, мул хуçисем, сылтăм питçăмартинчен çупсан, сулахайне çавăрса çуптарма хушаççĕ. Уншăн каллех леш тĕнчере хисеплĕç тесе суяççĕ. Вăт çавăншан чиркĕве пымастăп. Хăçан та пулин эсĕ те ăн-ланса илĕн-ха ăна.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...