Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Çисе тăранмалла мар апат пĕçерĕпĕр. Кӳлĕсенче вĕсем çĕршерĕн ишсе çӳреççĕ. Хăçан çиес килет, çавăй чӳхне тытăпăр. Тĕрĕссипе, иксĕмĕр пек ирĕклĕ те пуян çынна халь тĕнчере шыраса та тупаймăн...
— Эсĕ шӳтлессипех-ха.
— Эпĕ шӳтлетĕп-и? Çук. Кĕтерук, чăнласа калатăп. Хăвах шухăшла: кӳлли-кӳллипе кăвакалĕ, аслă улăхĕ, сенкер тӳпе, акă тĕттĕмлĕне пуçласан, çăлтăрĕ-мĕнĕ — пĕтĕмпех пирĕн. Мĕн чухлĕ курас килет вĕсене, çавăн чухлĕ кур. Мĕн тăвас килет, çавна ту... — Кĕтерука ку халап килĕшменнине сиссен, сассине улăштарчĕ: — Кунта, çул çывăхĕнче, хăва хĕрринче тăрас мар. Çынсем шурăмпуçсăр килеймеççĕ-ха. Унччен кăвакал яшки пĕçерсе çийĕпĕр те хӳтлĕхре кăшт канса илĕпĕр.
Кĕтерук Ваçли хыççăн утрĕ. Чĕри çеç çуйланса та именсе пычĕ. «Турă çырлахтăр, ют арçынпа çĕр хута çӳренине пĕлсен, çын мĕн калĕ-ши?» Анчах каялла таврăнма е пĕччен çĕре кайса выртма май çуккипе çав-çавах утрĕ.
Ваçли те питех хумханать. Кĕтерукпа иккĕшне ăраскал уйăрнă хыççăн вĕсем кунашкал çывăх та улаххăн пуçламăш хут Матĕрнесем патĕнче тĕл пулнăччĕ. Ĕмĕрлĕхе пĕрлешессине ун чух Кĕтерук сирчĕ. «Унтанпа пилĕк çул иртрĕ ентĕ. Халь мĕн шухăшлать-ши вăл? Аса илтерсен мĕн калĕ-шн?» Пĕр пĕчĕк уçланка тухсан: «Иртни иртнипех çухалтăр. Урăх ун çинчен сăмах хускатма та кирлĕ мар», — тесе шухăшларĕ Ваçли.
— Ман шутпа, çитрĕмĕр. Кунтан лайăх вырăн тупаймăпăр. Шыв та инçе мар, хĕлтĕ выртса юлнă вырăн та юнашарах. Тĕтĕм хăпарни те çул çинчен курăнмĕ. — Ваçли сумкине çĕре пăрахрĕ. Пăшалне хăва çумне тайăнтарчĕ.
— Турă çырлахтăр, çынсем мĕн калĕç-ши? — хăй шухăшне пĕлтермесĕр тӳсеймерĕ Кĕтерук.
Кĕтерук ӳкĕнни Ваçлине пăшăрхантарма хăтланчĕ те, анчах вăл вăраха пымарĕ.
— Ун çинчен калаçма кая юлнă эпир. Каç та персе çитрĕ. Пирĕн апат пĕçерсе çимелле-ха... Кирлĕ-кирлĕ мар шухăшсемпе пуçна çĕмĕриччен кăвакал тĕкне... çăл. Эпĕ типĕ вут хатĕрлем, шыв кайса ăсам, — терĕ те вăл хăна ăшнелле кĕчĕ. Çурхи шыв тулăх чухне хĕлтĕ нумай ларса юлнăран Ваçли часах тип шанкă йăтса таврăнчĕ. Вучах тумалли вырăна такан çапрĕ. Вут чĕртрĕ, шыв ăсса килсе хуранне такан çине çакрĕ, Унтан Кĕтерука тĕк çăлма пулăшрĕ. Тасатса пĕтерсен тин иккĕшин хушшинчи шăплăха шутлесе сирчĕ:
— Тен, эсĕ кăвакал ăшне кăларма та пĕлместĕн? Ваçли сăмах пуçарни Кĕтерук кăмăлне çĕклерĕ. Вăл Ваçлипе курнăçмассерен çепĕçленекен сассипе хуравларĕ:
— Эсĕ мана кам тесе шутлатăн вара?
— Кирек кам тесен те, уй кăвакалĕн ăшне кăларса курман ĕнтĕ.
— Мĕнле те пулин... — Кĕтерук кăвакал ăшне кăларма кăна пултарать-ши?.. Кеçĕрхи çĕр тата тем тума та хатĕр. Пуçламăш хут вăл — хай юратакан çыншăн, юратнă çынни — уншăн тăрăшаççĕ.
— Тархасшăн, эппин... — Ваçли Кĕтерука тепĕр çĕççине пачĕ. Хăй хуçмалла çĕççипе пĕр кăвакал ăшне кăларма тытăнчĕ. Хуран кĕçех тулчĕ. Ваçли сумкинчен сухан кăларса шуратрĕ.
— Пăхатăп та сан çине — шалтах тĕлĕнетĕп.
— Мĕнрен?
— Эпĕ сана ку териех маттур ача тесе шутламан. Эсĕ хĕрарăм ĕçне тума та ăста-мĕн.
— Нуша, Кĕтерук... Нуша улпута кулач çитернĕ, теççĕ. Нуша тем тума та вĕрентĕ. Эпĕ пĕр-пĕччен, тăлăх-туратла пурăнатăп.
— Авланмаллаччĕ...
Ваçли Кĕтерук çине ӳпкелесе пăхре.
— Авланассипе авланмасси çинчен урăх сутсе явмăпăр, Кĕтерук. Эпĕ мĕншĕн ват хусаха тăрса юлнине унсăррăнах лайăх пĕлетĕн.
Кĕтерукăн пурпĕр калаçăва татас килмерĕ. Ваçли сăмахне илтсе юлайман пек шухăшне малалла тăсрĕ:
— Эсĕ хĕрарăм ĕçне çеç мар, çулта мĕн кирлине пĕлекен йĕкĕт те иккен. Пурте пур сан, пурте хăв çумра. Эпĕ пасара кайма тухнă пек ним те илмен.
— Кунтан та телĕнмелли çук, Кĕтерук. Çемьепе пурăнса, эс хăвна çеç шанмалли йăлана хăнăхайман. Çитменнине, сан пуçтарăнма вăхăт пулман. Эпĕ малтанах хатĕрленсе тăнă. Эпир паян-ыран таврăнас çынсем мар. Тен, курайман строя çапса çĕмĕриччен киле те таврăнма тивмĕ-ха.
«Эпир паян-ыран таврăнас çынсем мар...» Ваçли сăмахне хăй ăшĕнче асăнчĕ те Кĕтерук, ун умне ачисем тухса тăчĕç. Вĕсем мĕнле пурăнĕç? Аттепе йăмăк та революциллĕ юхăма хутшăннине пĕлмесен, пурăнкалĕç те... Пĕлсен, ыррине ан кĕт вара... Анчах паян хĕрарăмсем тупа тунине, Энĕшкассисем станувуйсене хăваласа янине, темиçе ял халăхĕ çĕнтеричченех кĕрешме хатĕррине аса илсен, нăйкăшма тытăннă кăмăлĕ сирĕлчĕ.
Самай вăхăт вĕсем яшка вĕренине итленĕ май шарламарĕç. Вара Ваçли, паçăр çеç хăйпе хăй сăмах тунине манса:
— Вăт çав... Матрена Игнатьевнасем патĕнче чухне... — терĕ те шухăшне вĕçлемесĕрех чарăнчĕ.
Кĕтерук унсăрăн та ăнланса чун-чĕрĕленчĕ.
— Ун чухне эпĕ сан хыççăн кайнă пулсан, иксĕмĕртен ăссăр этем тĕнчере çукчĕ. Пĕрлешеттĕмĕр те кулленхи пурнăç тыткăнне çакланаттăмăр. Микула кумсенчен уйрăлаттăмăр. Кĕрешӳ çулĕнчен пăрăнса юлаттăмăр.
Кĕтерук тĕрĕс шухăшланине хапăлларĕ Ваçли. Урăх сăмаха куçрĕ:
— Ман шутпа, яшка пиçрĕ.
— Ма ан пиçтĕр. Халь те нумай вĕретрĕмĕр-çке! — килĕшрĕ Кĕтерук та.
Ваçли хурана антарчĕ. Сумкинчен йывăç тирĕкпе кашăк кăларчĕ. Яшкине антарчĕ. Тĕрĕссипе, кунта яшки çукпа пĕрех ĕнтĕ, аш çеç тăрса юлнă.
— Вăт инкек темерĕн, пирĕн пĕр кашăк çеç, мĕн тăвăпăр? — пăшăрханчĕ Кĕтерук.
— Мĕн тăвасса хăвах чухламалла. Эсĕ — хăни, эпĕ хуçи пулăпăр. Ху çинĕ чух хăнана ахаль лартма аван мар. Çавăнпа кашăка тыт та çиме пуçла.
— Çук, çук, апла мар, Ваçли... Кил хуçи малтан хăй çитĕр. Мана кайран та юрать.
— Тăхта, Кĕтерук... Ма тавлашса вăхăта ирттерес. Тиркемесен, иккĕн пĕр кашăкпа, пĕрин хыççă тепри, сыпма пултаратпăр.
— Эй, эпĕ тиркетĕп-и вара...
— Апла тесен, сăмахĕ те пĕттĕр. Ашне тыт! — Ваçли Кĕтерук умне темиçе тăтăк кăларса хучĕ.
Те ырлăха, те хурлăха тенĕн, иккĕшне пĕрле пулса çеç мар, пĕр кашăкпа çиме тиврĕ. Чĕрисем ытла та рехетленнипе кунашкал тутлă апат ĕмĕрне те курман пек туйăнчĕ вĕсене. Çинĕ-çименех тăранчĕç. Тата çур хуран ытла аш юлчĕ. Ăна тирĕк çине пушатсан, Ваçли шыв кайса ăсрĕ, вĕрилентерсе хуранне çурĕ, татах ăсса вĕретме çакрĕ. Шыв вĕриччен хăва касса вырăн тума тытăнчĕ.
Кĕтерука ку качча тухнă хĕр валли малтанхи каç упăшкипе ирттермелĕхне хатĕрлекен вырăн пек туйăнчĕ те, чĕри ыррăн та çуйлăн вăркăшма тапратрĕ. «Пĕрле пурăнма сĕнсен, Анук кума хунямăшĕ патĕнчи пекех хирĕçлемелле-ши? Ун чухнехипе танлаштарсан, халь пурнăç пачах урăх-çке. Упăшка маншăн ĕмĕрлĕхе çухалнă. Тĕн йăли-йĕркинчен те ирĕклĕ ĕнтĕ эпĕ...»
Ваçли хăва купи çине пиншакне сарчĕ. Пуçелĕк вырăнне сумкине хучĕ те:
— Вăт, канас кăмăлу Пулсан, сăхманна витĕн те вырт! — терĕ.
— Эсĕ?..
— Эпĕ-и?... Эпĕ вучаха сӳнме памăп. Çĕрле шанасран тата шăнасем аптратасран хураллăп.
— Апла тесен, эпĕ те санпа пĕрле вут çунтарăп.
— Хăвăн ирĕк... — «Юнашар килсе лар» тесшĕнччĕ Ваçли, килĕшессе шанманнипе шарламарĕ. Юратакан чĕресемшĕн пин çухрăм та ним мар, юнашар чухне пĕри мĕн шухăшланине тепри мĕнле сисмесĕр юлтăр. Кĕтерук чĕнмесĕрех Ваçли çумне пырса ларчĕ. Ваçли алли хăй тĕллĕнех Кĕтерук еннелле туртăнчĕ, пилĕкĕ çине выртрĕ.
— Кĕтерук... — чун-чĕринчен савса пăшăлтатрĕ вăл. Ĕмĕр тăршшĕпе ĕмĕтленнĕ ырлăхне курас самант çывхарсан, Кĕтерук хăйĕнчен хăй именсе аванмарланчĕ.
— Ваçли, тăхта... Пуçăмăрсене çухатас мар. Эпĕ ĕнтĕ хĕр маррине ху та лайăх пĕлетĕн. Арлă-арăмлă пурăнса курман çамрăкăн малтанхи пылак туйăмĕ иртĕ те, эпĕ сана йăлăхтарăп. Эсĕ хĕр тупса илейменшĕн ӳкĕнме тытăнăн. Луччă хамăра хамăр хытарар та халичченхи пек туслă пурăнар. Вара ĕмĕрех пĕр-пĕрне юратăпăр...
— Çук, Кĕтерук, эсĕ тĕрĕс калаçмастăн... Хĕр мар, качча тухнă тенине эпĕ ним вырăнне те хумастăп. Эсĕ ман чĕрере яланах таса хĕр. Урăх мана никам та кирлĕ мар тесе, эпĕ хама çĕр хут та сăмах панă. Кĕçĕрхи çак çуйлă каç тепĕр хут та тула тăватăп. Ĕмĕре хусахла ирттермелле килсен те, ман чĕреме урăх никам та йышăнмĕ. Çавăншăн эпĕ кĕçĕр такамран та телейлĕрех...
— Эпĕ те питех телейлĕ. Эсĕ ман пĕртен-пĕр савăнăçăм. Араскал пире хирти тусан пек вĕçтерсе тĕрлĕ çĕрелле салатсан та, эпĕ çак савнăçпах тупăка кĕрсе выртăп.
— Чунăм... — Ваçли Кĕтерука хай еннелле туртрĕ. Лешĕ, юратакан çынни çумнелле йăпшăнса, пуçне кăкăрĕ çине хучĕ. Ваçли хĕрӳленсе чуптума тытăнчĕ.
Сасартăк чан сасси янларĕ. Ваçлипе Кетерук шарт сиксе тӳрленсе ларчĕç.
— Мĕн япала ку? — çуйланнипе мар, вĕсен савнăçĕ тĕлнех темле инкек сиксе тухнăн сунса, пăшăрханчĕ Кĕтерук.
— Пушар чанĕ ку... Хăш ял çунать-ши? Энĕшкассипе Тĕмшер сăрт çинче лараççĕ те. унта вут-кăвар тухнă пулсан, лайăх курăнмалла. Анчах ним те çук. Чиркӳ чанĕ çав-çавах çуйлăн янланипе прихутри урăх ялта пушар тухнине тавçăрчĕç, сăнама тытăнчĕç. Вăхăт нумай та иртмерĕ, Тĕмшер тĕлĕнчех тӳпене вут çути ӳкрĕ.
— Турă çырлахтăр, Тĕмшер çунать-çке!
— Атя, сӳнтернĕ çĕре пулăшма каятпăр!
Вĕсем япаласене пуçтарса хăва хушшине хурса хăварчĕç те ялалла чупрĕç. Тĕмшере Энĕшкасси витĕр лекме çывăхраххипе сăрта хăпарса анкарти хыçне тухрĕç. Сасартăк хăйсенчен инçех те мар çатан урлă çын сиксе каçрĕ.
— Кам, мĕнле çын-ши?
Ваçлипе Кĕтерук тавçăрса илме ĕлкĕриччен палламан çын çатан урлă сиксе каçнă килĕн сарай хыçĕнче вут çути-йăлтăртатрĕ.
— Ваçли, Ваçли, пăх-ха!
— Акă кам вăл?! — ĕнтĕ палламан çын вут тивертсе хăварнине тавçăрса хуравларĕ Ваçли.
— Ваçли, пыр, ан тарт ăна! Эпĕ унта чупатăп! Сарай хыçĕнче пĕр çĕклем пек кивĕ улăм купи выртать. Çак улăма вут тивертсе хăварнă иккен. Анчах улăмĕ юр айĕнче хĕл каçса ытла та пусăрăннипе вут сасартăках вăйланса каяйман. Кĕтерук калинкке çумĕнче тимĕр сенĕк тăнине асăрхарĕ. Унпала çунакан улăма стена çывăхĕнчен сирчĕ те тапта-тапта сӳнтерчĕ.
Ваçли палламан çын хыççăн чупма тытăннă çĕре лешĕ аран çеç курăнакан пулчĕ. Пусă урлă каçсан, хыçалтан хăвалакан çуккине шанса, ерипентерех чупрĕ, кĕçех утма тытăнчĕ. Ваçлипе иккĕшĕн хушши урам сарлакăш юлсан тин, хыçри ура сассине илтсе, тепĕр хут чупса кайрĕ. Анчах тем чул тăрăшсан та, ура сасси çывхарнăçем çывхарчĕ. Палламан çын сывлăшĕ пӳлĕне пуçларĕ. Вăл çăварне карса юлашки вăйне пухрĕ. Пакăш ращи те инçех мар. «Çавăнта çеç çитме ĕлкĕресчĕ. Вара никам аллине те çакланмăттăм». Сасартăк юнавлă сасă янларĕ:
— Чарăн! Перетĕп!
Унччен те пулмарĕ — пăшал сасси каç шăплăхне кисретрĕ. Палламан çын çĕре ӳкрĕ. Ĕнтĕ вăл çакна лайăх ăнланчĕ: хыçран хăвалакан ырă çын мар. Халăх çине илсе кайĕ те, никам тӳсмен асап кăтартĕç. Чĕрĕллех вут çине пăрахĕç. Асапран хăтăлма пĕр май çеç: хăвăртрах хăйне хăй пĕтермелле. Палламан çын кĕсйине хыпашларĕ, ним те тупаймарĕ. Халиччен чиксе çӳрекен хуçмалла çĕççи те таçта çухалса юлнă.
Палламан çын ӳкнине курсан, Ваçли ирĕксĕрех çуйланчĕ. Пуля тивнĕ пек туйăнчĕ ăна. Кирек кам пулсан та, çынна вĕлернĕшĕн тӳре-шарасем каçарас çук. Ахаль те пăлхавçă тесе айăплаççĕ ăна. Çав вăхăтрах тепĕр май шухăш та кĕчĕ: «Тен, вăл юри выртрĕ? Тата ун аллинче мĕн пуррине кам пĕлет. Вăрă-хурах таврашĕ пушă алăпа çӳрет-и вара? Тен, вăл эпĕ çывхарасса кĕтет, Эпĕ ухмаххи тĕл пеме аван тăвасшăн ура çинчех çывхаратăп». Ваçли çĕре выртрĕ, халь ĕнтĕ инçех те мар çын пурри лайăх палăрать. Вăл шуса пырса палламан çын пуç вĕçне пулчĕ. Аллинче ним те çуккине асăрхасан, ваштах сиксе тăчĕ те револьверĕпе тĕллерĕ:
— Тăр хăвăртрах! Е халех персе пăрахатăп! Палламан çын хускалмарĕ те. Çăлăнма май пур пек туйăнчĕ ăна. Ан тив, вилнĕ тесе шутлатăр та револьверне ун çинчен илсе тата çывăхарах килтĕр...
«Вилмен-и ку хăямат пуçĕ?» Ваçли тепре утăмларĕ те сăнас тесе кăштах пĕшкĕнчĕ. Çав вăхăтра палламан çын Ваçлине ураран туртса ӳкерчĕ. Аллинчи револьверĕ айккинелле сирпĕнчĕ. Палламан çын Ваçли çине хăпарса ларчĕ. Карланкăран тытса, шăлне шатăртаттарчĕ:
— Ахалех пурăнас килмен сан, çамрăк çын... Ахалех ман хыçран чупнă эсĕ. Ĕнтĕ вăхăтсăрах çĕре кĕрсе выртан...
Ваçли те палласа илчĕ. Вăл мĕншĕн вут тивертсе хăварнине те тавçăрнă пек пулчĕ. Ахăртнех, Михха халăха тавăрма, унăн халне хавшатмалăхне вут тивертме хушнă-и, тен. Кунашкал ирсĕр ĕçе вăрă-хурах Хĕлипрен урăх никам та тăвас çук. Ун шăнăрлă алли карланкăна хĕссе, сывлăша питĕрсе лартрĕ. Ваçли, мĕнпур вăйне пухса, Хĕлип аллине ярса тытрĕ те, çĕлен пек авкаланса, айккинелле йăвантарчĕ. Иккĕшĕ те аяк çинче пĕр-пĕрне парăнмасăр тĕркĕшме пуçларĕç. Ваçли май килтерсе чĕркуççипе Хĕлипе пĕç хушшинчен тăрăнтарчĕ. Лешĕ лăштăрах çемĕçрĕ. Ваçли сиксе тăрса револьверне тупрĕ те Хĕлип çине тĕллерĕ:
— Акă мĕн айкашатăн эсĕ, хисеплĕ Филипп Спиридонович... Ĕнтĕ кам вăхăтсăр çĕре кĕнине те курăпăр. Тăр хăвăртрах!
Антăхни иртсен, Хĕлип тăна кĕрсе ăраскалĕ шанăçсăррине ăнланчĕ. Вăл кунашкал инкеке çакланасса кĕтменччĕ. Стрепке-еркĕнĕпе сывпуллашсан, вăл, тахçанах хатĕрленĕ ăвва илсе, Михха килĕнчен тухрĕ. Пакăш ращине çитсен, хăйне халь çеç йăваран хăваласа кăларнă чурăс кайăк пек туйса, раща хĕррине канма выртрĕ. Каялла таврăнма çук ĕнтĕ. Çырма тĕпĕнчи тус-йышĕсем патне çеç çул такăр. Вĕсене мĕнле сасă парса йыхăрмаллине те манман-ха. Хаваспах йышăнасса та пĕлет. Михха патĕнче пурăннă вăхăтра сахал пулăшнă-и вĕсене... Çапах та хăйне хăратнăшăн, тӳсме çук хур кӳнĕшĕн тавăрмасăр тус-йышĕсем патне таврăнасшăн пулмарĕ. Раща хĕрринче выртнă çĕртенех вăл станувуйпа уретник: пĕри Тĕмшерелле, тепри Энĕшкассинелле кайнине, унтан таврăннине те курчĕ. Тĕттĕмленсен, вăрмантан тухса Варасăралла çул тытрĕ. Унăн çиллипе, пуринчен ытларах Энĕшкассипе Тĕмшере нуша кăтартмалла. Вăл Варасăра çитрĕ те виçĕ килĕн сарай тӳпине тивертнĕ ăвă хурса хăварчĕ. Тĕмшерте те çавнах тума ĕлкĕрнĕ çĕре Варасăрта вут сиксе тухрĕ. Чан çыпма тытăнчĕç. Забастовка хыççăн станувуйпе стражниксем пăлхатса хăварнă халăх, çывăрман пирки часах алла мĕн лекнĕ çавна илсе, Варасăралла чупрĕç. Насуссене те илсе кайрĕç. Унти пушара сӳнтерме пуçăнайнăччĕ — Тĕмшер ялĕнче палкаса тухрĕ. Икĕ ялти пушара сӳнтерме кĕрмешнĕ хушăра Энĕшкасси йăлтах çунса пĕтессе шаннăччĕ Хĕлип. Ăна пулăшмах-и, тен, таçтан хура пĕлĕтсем капланса килсе çиле вăйлатрĕç. Авă пĕтни кăштах пăшăрхантарчĕ. Ĕнтĕ шăрпăкпа тивертсе хăварсан та никам курас çук, çынсем Энĕшкасси еннелле çаврăнса пăхиччен вăл Пакăш ращине çитсе ӳкĕ. Хĕлип куçне тĕл пулнă анкартине кĕчĕ. Сарай хыçĕнчи улăм купине тивертсе хăварчĕ. Çатан урлă каçса самаях каннăччĕ. Чĕри те лăпланма хăтланнăччĕ. Ваçли пĕтерсе хучĕ. Халь мĕн тумалла ĕнтĕ? Вырăнтан сикес мар. Пĕччен вăл пурпĕр илсе каяс çук. Тул çутăларахпа стражниксем килсе тухĕç те, çăлăнма май килĕ.
— Мĕн сысналла выртатăн?.. Хăвăртрах!
— Кăмăл çитерсен персе пăрах! Эпĕ ниçта та сикместĕп, — юлашкинчен хăюллăн тавăрса хучĕ Хĕлип.
— Çук, Филипп Спиридонович, эпĕ сана персе пăрахса халăх умĕнче пуç хурасран хăтараймастăп. Шыва путасран тăрса юлтăн пулсан, вут çинче ăшалан. Атя, ут!
Хĕлип хускалмарĕ. Ваçли ирĕксĕрех ним тума аптрарĕ. Хĕлип персе пăрахасса кĕтнине ĕненчĕ вăл. Пĕччен пĕр çынна çыхса пăрахма е урăхла майпа илсе кайма та хĕн. «Мĕн тăвас?» Инçех мар хăйне чĕнекен Кĕтерук сасси ăна чун-чĕрĕлентерчĕ.
Кĕтерук, самай вăхăт кĕтсе те Ваçли таврăнманнипе çуйланса, пăшал сасси еннелле чупрĕ.
— Сывах-и эсĕ?
— Эпĕ сывах та... Унта мĕнле?
— Унта та чиперех. Сӳнтерме ĕлкĕртĕм.
— Апла тесен, мухтав... Çакна паллатăн-и? — Хĕлип çине кăтартрĕ Ваçли.
Кĕтерук тинкерсе пăхрĕ. Вăл палламасть-и çак ирсĕре... Михха патĕнче чухне сахал курнă-и ăна.
— Ĕмĕрхи хура çăхан...
— Ĕмĕрхи хура çăхан, Кĕтерук. Аранах шăпи тулчĕ. Урăх çынсен сехрине хăпартаймĕ. Ĕнтĕ яла илсе каймалли çеç. Анчах пырасшăн мар-ха. — Ваçли сасартăк револьверпе кĕрслеттерчĕ. Кĕтерук шарт сикнипе чут çеç ӳкмерĕ. Хĕлип хăй çамки çине тĕлленĕ револьвер сассипе тăнран тухрĕ. Ваçли Хĕлипе ӳпне çавăрса пăрахрĕ. Хăрах аллине каялла хирчĕ. Хĕлип ыратнине тӳсеймесĕр йынăшса ячĕ.
— Тăр тенĕ сана!.. Ну-у?! — Ваçли хытăрах хирчĕ. Хĕлип ирĕксерех тăчĕ. — Ут малалла!
Ваçли Хĕлипе Тĕмшере илсе каясшăнччĕ. Унта пушар халь те сӳнеймен-и, тен. Шăп вут çине пăрахма вăхăт. Ял тăрăх çӳренĕ çĕрте тем сиксе тухса вĕçертесрен ăна хурал пӳртне кĕртрĕç те алăк хăлăпĕнчен кĕле ярса лартрĕç. Ваçли Хĕлипе илтĕнмелле каларĕ:
— Çынсем пушара сӳнтерсе таврăниччен сыхлатпăр. Вара кирек мĕн туччăр! — сассине пĕчĕклетсе: — Халăха пĕлтерме сана ямаллаччĕ, упранмалли пĕтерет. Çавăнпа хам каятăп. Эсĕ унччен сыхла. Тарма шутласан та, çивиттине сирсе кăна тухма пултарĕ. Хутран-ситрен алăка шаккакала. Тарма-мĕн хăтлансан, ним шеллемесĕр персе ӳкер. Çынсем килнине курсан, пăрахса кай, — терĕ.
Ĕнел халăхĕшĕн паян, чăн та, нихçан курман çуйлă та тăвăллă кун пулчĕ. Стражниксене хăваласа ярсан, лăпланса та çитменччĕ, Варасăрпа Тĕмшере вут хыпса илчĕ. Икĕ ялĕнче тăхăр çемье килсĕр тăрса юлчĕç. Çак пурне те пăшăрхантарать. Инкек ăнсăртран тухманнине кашниех ăнланаççĕ. Кам, мĕншĕн усал ĕç тума шутланине çеç пĕлмеççĕ.
— Эпир вут тивертекене тытрăмăр! — пĕлтерчĕ Ваçли, Тĕмшертен пушара сӳнтерсе таврăнакансене тĕл пулсан.
— Кам, ăçта вăл?
Ваçли кĕскен каласа пачĕ.
Халăх пушшех тилĕрчĕ. Хĕлипе Михха хушса янă пек тавçăрса шавларĕç:
— Вилĕм ăна!
— Хăйне вут çине пăрахас!
Хурал пӳрчĕ патне çитсен, Ваçли алăка питĕрнĕ кӳсеке кăларса ывăтрĕ. Пӳрте харăсах темиçен кĕрсе пуçран çапнă пек хытса тăчĕç.
— Хăвăртрах илсе тухăр!
— Тулта тĕпчетпĕр! — кăшкăрашрĕç пӳрте кĕрейменнисем.
— Çакăннă вăл!.. — пĕлтерчĕç пӳртрисем.
Халăх сасартăках шăпланчĕ. Тата тепĕр инкек сиксе тухрĕ иккен. Пăлхавçă тесе айăплани, выльăх-чĕрлĕхе тытса кайма тапăнни сахалччĕ, яла лăп-лап килсе кĕчĕ. Хăшпĕрисем пăрахса кайрĕç. Кĕрешӳре чĕрине хытарма ĕлкĕрнисем вырăнтан та сикмерĕç. Инкекрен хăтăлма май шыраса, ăс панă сасăсем илтĕнчĕç.
— Вилнĕ-тĕк, çавă чуххи!
— Чул çыхас та Атăл тĕпне ярăнтарас!
Ваçли килĕшмерĕ.
— Юлташсем! — терĕ вăл, — шанма çук, хушăран сутăнчăксем те тупăнĕç. Атăла кайса янине пĕлсен, тӳре-шарасем юри вĕлернĕ тесе айăплĕç. Вĕсене сăлтав кăна кирлĕ. Вара тем тума та хатĕр. Хăй çакăнса вилнĕшĕн халăх айăплă мар. Тата тӳрех ман çине калăр. Ман пур-пĕр темшĕн те явап тытма тивет. Ĕнтĕ саланăр та ыранхи пархатарлă кĕрешĕве тивĕçлипе кĕтсе илме кăштах канса вăй-хăват хушăр.
Халăх саланчĕ. Ваçли Кĕтерукпа тĕл пулма васкарĕ.
XVIII
Халăх кĕрлесе килнине сиссенех, Кĕтерук хурал пӳрчĕ патĕнчен пăрăнчĕ те, Ваçлипе калаçса татăлнă кĕпер еннелле утас вырăнне Уйкас пус хапхинчен яла кĕчĕ. Унăн кумăшĕ патне кĕрсе икĕ-виçĕ сăмах калаçас, ачисене курас килчĕ. Такăрлăкра шăпах. Шалтикасра кăна пушар сӳнтерме тухнă халăх шавĕпе хускалнă йытăсем лăпланайман-ха, хаяррăн вĕреççĕ, улаççĕ. Хушăран, халь çеç иртсе кайнă çынсем хуйхатса хăварнипе пулмалла, хурсем кикакласа илеççĕ.
Шалтикаса тухсан, Кĕтерук каллĕ-маллĕ пăхкаларĕ те Ануксен еннелле чупрĕ. Хапхана виçĕ хутчен шаккарĕ. Нумай та кĕтме тивмерĕ, шал енчен арçын сасси илтĕнчĕ:
— Кам унта?
— Уйăп... — хуллен хуравларĕ Кĕтерук. Наум пĕчĕк хапхине уçса Кĕтерука кĕртрĕ.
— Çывăраççĕ-и? — хускатса çӳренĕшĕн аванмарланса ыйтрĕ Кĕтерук.
— Кĕçĕрхи каç кам çывăрать-ши!..
Кĕтерук ури кăмака çăварĕ пек хурине асăрхасан:
— Ара, кума... Урусем хăрăм çеç-çке? Ăçта пулнă эсĕ? — тĕлĕнчĕ Анук.
Кĕтерук Ваçлипе иккĕшĕ пушар сӳнтернĕ çĕре килсе мĕн курни-илтнине каласа пачĕ.
— Пĕр çăханăн шăпи тулчĕ эппин. Халăх ыттисене те тавăрĕ-ха. Çунса кайнисене вăй çитнĕ таран пулăшма тивет, — терĕ Микула.
— Ыранах укçа кайса паратăп! — килĕшрĕ Анук.
— Эсĕ пирĕн пата кĕни питех аван-ха, кума. Сана чĕнтерме лекетчĕ.
— Мĕн тата аплах?
— Акă мĕн; кума... Кĕрешӳ мирлĕ майпах иртессе шанма çук. Ан тив, паян стражниксем хĕçпăшалсемпе усă курмасăрах ялтан тухса тарчĕç те, ыран вĕсем татах йыш хушса таврăнĕç. Вĕсене пулăшма казаксем е салтаксем килĕç. Çавăн чухне пире Хăйрал вăрманĕ кирлĕ пулать. Унта халь манашкăсем пурăнаççĕ. Вĕсем, эпир ăçтине асăрхаса, тăшмансене пĕлтересрен хăрушă. Вăт, çавсене унтан хăваласчĕ...
Кĕтерук ăнланчĕ те кăштах шухăша кайса тăчĕ. Кĕçех куçĕ хаваслăн çиçсе илчĕ. Тути çинче кулăш пĕрчисем палăрчĕç.
— Микула кум, ан пăшăрхан... Куянсене вăрмантан хăваланă пекех хăваласа ярăпăр!
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...