Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ


 

ХLII

Çак ире Ĕнел халăхĕ çеç мар, таврари ялсенчи чăвашсем те тӳсейми пысăк хуйхăпа та вĕри куççульпе кĕтсе илчĕç. Ĕнĕр казаксем çирĕм тăхăр çынна, вăл шутра вун тăватă хĕрарăма, вун икĕ арçынна тата виçĕ пĕчĕк ачана вĕлернĕ. Камăн упăшки, камăн арăмĕ, камăн ачисем тăлăха юлчĕç. Анчах тем чухлĕ хаклă пулсан та, вилле килте усрама çук. Шăрăх çанталăкра часах çĕрме те пултарать. Тата паян казак-стражкиксем те кансĕрлемессе шаннипе ял халăхĕ вилесене пытарма васкарĕ. Пур çĕрте те ĕмĕрлĕхе куçнă тăванĕсене ăсатакансем макăрни илтĕнет.

Энĕшкассисем Çтаппанпа Кĕтерука юлашки çулне ăсатаççĕ. Тупăкĕсене пирпе тытса йăтнă.

Çтаппана ăсатакан тăванĕсенчен Микула кăна. Матĕрнепе икĕ ывăлĕ ним те пĕлмеççĕ. Юратакан кинĕ те çук. Вĕсем Çтаппан куçне хупнине каярах пĕлĕç те унăн вилтăприне кăна тупĕç.

Кĕтерук тупăкĕ хыççăн ашшĕ, Натюш тата Марье пыраççĕ. Ваçли те кунтах. Ун куçĕнчен куççуль юхать. Ĕнтĕ вăл Кĕтерука чун-чĕринчен юратнине мĕн тесе пытармалла? Тата Кĕтерук та куна курса вăтанас çук.

Революциллĕ юрă хурлăхлăн шăранать:

 

Ирĕксĕрлĕхре асапланса вилтĕн,

Пур халăх ĕçĕшĕн тăрăшса,

Пуçна эсĕ чаплă хутăн.

Сахал пурăннă та эс —

Тăван çĕршĕн уса туран.

Эпир, санăн çывăх юлташусем,

Пытартăмăр сан ӳтне.

Тăшмансем санран кулаймĕç,

Хамăр сан тавра пултăмăр,

Эпир хамăр алпа хупрăмар

Ĕмĕрлĕхе сан куçна...

 

Çăва çине çирĕм тăхăр шăтăк алтса хатĕрленĕ. Çăва тулли халăх. Кунта ĕнтĕ Ĕнел çыннисем çеç мар, ытти общинăран та нумай пухăннă. Микула çӳллĕрех вырăна хăпарса тăчĕ. Карланкине капланнă йӳçĕ кумккана çăтса, хурлăхлăн та пурне илтĕнмелле сăмах пуçарчĕ;

— Юлташсем!.. Паян эпир хамăрăн вăхăтсăр вилсе выртнă тăвансене пытаратпăр... Мĕн туса айăпа кĕнĕшĕн вĕлерчĕç-ха вĕсене? Сехметĕн пиншер тарçи хăйсене хĕн-хур айĕнче сӳслентернине тӳсеймен енне, çуркунне çаратнă укçине каялла илесшĕн, ĕçшĕн тивĕç хак тӳлеттересшĕн кĕрешĕве тухрĕç кăна, вĕсем çине стражникĕ, уретникĕ, станувуйĕ, исправникĕ, кĕпĕрнатăрĕ тапăнса вĕлерчĕç. Юнлă Николай патша хушнипе унăн йыттисем пирĕн тăвансене çеç мар, Питĕр хулинчи рабочисене тата ытти хуласемпе ялсенчи ĕççыннисене те пере-пере пăрахаççĕ. Ĕç-халăхĕн юнĕ сехметсене юмахри майлă пуйтарасшăн тапраннă вăрçă хирĕнче те çăлкуçĕ пекех юхать. Тĕрĕссипе, çĕр улпучĕпе мул хуçисем пуçпулса тăракан çĕршывра тĕнчипех çакнашкал: пĕрисем пылпа çу çинче ишеççĕ, теприсем хура тара ӳкиччен ĕçлесе те выçă пурăнаççĕ. Ĕççыннисем хăйсен нуши çинчен, пурнăçне кăштах та пулин юсасшăн сăмах е кĕрешӳ тапратсанах, вĕсене пере-пере пăрахаççĕ е тĕрмене хупса асаплантараççĕ...

Кĕтмен çĕртен чан çапса яни Микула сăмахне пӳлчĕ. Тĕмшер ялĕнчен авăрлă турăшсемпе иккунсем йăтса тухни курăнчĕ. Малта тĕн уявĕ чухнехи тумлă пуп кадилипе сулса пырать. Виле çинче юрлакан хурлăхлă кĕлĕ юрри илтĕнет.

— Со святыми упокой Христе усопших раб твоих...

Çăва çинчи халăх, пуп вилесене пытарас умĕн кĕлтума килнĕн туйăннипе, ирĕксĕрех хавхаланчĕ. Пупсем çывхарнă май нумайăшĕ чĕркуçленсе кĕлтума пуçларĕç.

Пуп çакна шанса тухнă та ĕнтĕ. Хуйхăпа суйхă çăпса хуçнă çынна тĕн сĕрĕмĕпе тĕтĕрсе анратма çăмăл-çке. Стражник-казаксем вĕлернĕ çынсене пытарма çăва çине пухăннине пĕлсех тиечука, виçĕ манашкăпа арăмне, Касмуххапа ывăлне тата икĕ хуралçа пухрĕ те пуп иккунсене йăттарса тухрĕ. Çăва çинчи халăх чĕркуçленсе те шарламасăр кĕтсе илни савăнтарчĕ ăна. Пуп хĕресне çуле çĕклерĕ. Кĕлтăвас вырăнне сăмах калама пуçларĕ.

— Ĕненекенсем, ӳкĕнĕр!.. Христос турă суд тума килес умĕнхи тĕлсем çитрĕç!.. Ĕнер эсир, антихристсем вĕрентнĕ хыççăн кайса, хăвăрпа пĕр тĕне тытакан çын çине тапăнтăр, унăн çуртне-йĕрне çунтарса ятăр, юнлă çапăçу туса, аслă патша тарçисене вĕлертĕр...

Микула пупа пӳлесшĕнччĕ. Халăх пăлханма пуçланине сиссе, хушăран çиллес сасăсем тапса тухнине илтсен, кăштах тăхтама шутларĕ. Пуп анрашнăçемĕн хăйне хăй тăрă шыв çине кăларасса шанчĕ.

— Эсир вилĕмлĕ çылăха кĕнĕшĕн кам айăплă-ха? — шухăшне малалла тăсрĕ пуп. — Энĕшкассинчи Микула сутуçăпа арăмĕ, Макçăм ывăлĕ Ваçли... Тата Прахăрпа икĕ хĕрĕ... Çав антихристсем сире аташтарса тамăк хуранĕ умне илсе çитернĕ...

Нихçан никама сиен кӳмен, яланах халăхшăн тăрăшнă тӳрĕ çынсене çĕр çăтасла хур кӳнипе ĕненекенсем тата ытларах тăн илчĕç. Нумайăшĕ чĕркуççи çинчен тăчĕç. Пупа хирĕçле калаçакан шав вăйланчĕ. Анчах пуп хăйĕннех печĕ:

— Çавăншăн вĕсене чиркӳ хăйĕнчен уйăрчĕ, çӳлти аттемĕр ячĕпе ылханчĕ. Халь ĕнтĕ вĕсен пуçĕ çине вутлă çумăр çăвĕ! Чунĕсем ĕмĕр-ĕмĕр тамăкра çунĕç!

Халăх шавĕ сасартăках лăпланчĕ. Пупăн юлашки сăмахĕ нумайăшне минретрĕ.

Куна асăрхасан, пуп тата хăюлланчĕ:

— Ĕненекенсем!.. Антихристсен шăпи сире те ан тивтĕр тесен, турăпа патша йĕркисене парăнăр!..

Микула текех хуравламасăр ирттерме юраманнине ăнланчĕ. Анчах унран малтан Прахăр ĕлкĕрсе пупа пӳлчĕ.

— Пачăшкă! — пĕтĕм чун-чĕринчен тарăхса чĕнчĕ вăл: — Çапла иккен... Ман хĕре... çук, ман хĕре çеç мар... çирĕм тăхăр çынна вĕлерекенсем, мăнукăмпа арăма саламатпа хĕнесе хăваракан, хĕвел пек ăшă кăмăллă Анук кумана тытса каякансем, пирĕн ĕнсене хырса пуякансем те антихрист мар иккен... Ĕмĕрне те никама усал туманнисем, турăпа патшана хисеплесе пурăннисем антихристсем иккен...

Халăха парăнтарса çитернĕ тесе шутлакан пупа Прахăрăн кĕтмен сăмахĕсем анратса ячĕç. Вăл тем каласа татасшăнччĕ, чĕлхи çаврăнман енне кадилине сулса кăна тăчĕ.

— Ку таранччен эпĕ сана турă çынни тесе пурăннăччĕ, — малалла тустарчĕ Прахăр, — эсĕ Миххапа та тӳре-шарасемпе пĕр танах сехмет иккен. Пире мар, хăвна ылхав!

Прахăр юлашки сăмахне калама ĕлкĕрейрĕ çеç — Микула тухрĕ.

Пуп тăна кĕчĕ. Ăна çĕршер ĕненекен умĕнче питлеççĕ. Халăх пăлханма хăтланнине те курать вăл. Мĕн туса, мĕн каласа пусармалла вĕсене? Вара пуп урăх ним шутласа кăларайман енне:

— Çветтуй турă, çветтуй хăватлă, вилĕмсĕр — çырлах пире! Усалсене сирсем кунтан! — тесе ячĕ.

— Пачăшкă, эсир тăнлă-пуçлă этем, сире ухмаха персе тăни килĕшмест! — тавăрса хучĕ Микула. — Эпĕ антихрист маррине те лайăх пĕлетĕр. Çавăншăн сире паян чăнлăх мĕнне вĕçне çити итлеме тивет... Çăварни эрнине ăсатнă каç, сехмет патĕнче ĕçкĕре чухне, эсир станувуйпа иксĕр сăваплă иккун тупасси çинчен калаçса татăлтăр та, сирĕн арăму чире персе выртрĕ. Кайран, хăвăрах çăлкуçне кайса янă иккунне тупнă пек хăтланса, арăмна сыватанçи турăр. Суя иккун, чăн та, чир-чĕрлисене сыватаймарĕ те, тӳре-шарасем вĕсене атăпа ислетрĕç. Анчах эсир, сывмаррисен хутне кĕрсе, сывмаррисене хĕнекенсене сивлесе пĕр сăмах та хушмарăр!

Ĕненекенсен умне сасартаках çăлкуçĕ патĕнче пулса иртнисем тухса тăчĕç те, Микула каланисем тĕрĕссине пушшех ĕненчĕç. Хушăран кӳреннĕ сасăсем илтĕнчĕç:

— Йĕрĕх темерĕн!

— Такама тем улталĕç!

— Çапах турă ятне асăнма вăтанмаççĕ!

Пуп хăйне хăй виле шăтăк анине çитнĕ пекех туйрĕ. Унăн йăрăслăхне ĕненекенсем умĕнче тăрă шыв çине кăлараççĕ. Кунашкал киревсĕр сăмахсене итлесе тăриччен пăрахса кайсан авантарах-и, тен... Анчах çĕршер ĕненекенсен куçĕ сиввĕн тинкерни ăна асамласа тăратнă пекех, вырăнтан хускалма ирĕк памарĕ. Юлашкинчен тӳсеймерĕ пуп, аякĕнчен шĕвĕр япалапа тĕкнĕ пек кăшкăрса ячĕ:

— Ĕненекенсем, тăна кĕрĕр!

— Пачăшкă! — хыттăн чĕнсе пӳлчĕ ăна Микула. — Паçăрах каларăм, ухмаха пеме эсир тăнсăр-пуçсăр çын мар. Чăнлăх мĕнне вĕçне çитиех итлĕр... Сăваплă иккун шутласа кăларни, çынсене хĕнеттерни сахал-ха... Сехмет пиншер тарçин юнне сĕлĕх пек ĕçсе шыçнă. Пачăшкăн кăна сивлес-ылханас тĕлĕ те çук. Сехмет хутне кĕме килнĕ казаксем ним айăпсăр çынсене вĕлерни те ун чĕрине хускатман. Чурасем хĕн-хура тӳсеймесĕр хăйсен тивĕçлĕхĕшĕн кĕрешĕве тухни, хуçисене хирĕç тăни вара ăна йăлтах хăратса пăрахнă. Вăл тĕн сĕрĕмĕпе тĕтĕрсе тарçăсене тепĕр хут сехмете парăнтарасшăн çăва çине килнĕ. Урăхла пулма май та çук. Вăл хăй те сехметпе пĕр тан. Пире çĕр çинче мул пухма кирлĕ мар, леш тĕнче валли мул пухăр тесе вĕрентет. Хăй вара леш тĕнчери мулшăн мар, ку тĕнчери мулшăн тăрăшса вилнипе чĕррисен тирне сĕвет. Çук, пачăшкă, эпĕ те, ĕçхалăхне ирĕке кăларасшăн пуçне хунă Кĕтерук кумапа ыттисем те антихрист мар, сирĕн чĕлхипе калаçас пулсан, хăвăр антихрист. Хăвăр сехмет!

Халăхăн тăвăлса килнĕ çилли арман пĕвине татса кайнă çурхи шыв пек тапса тухрĕ. Кашни хăй сăмахне пупа илттересшĕн пĕри тепринчен хытăрах кăшкăрчĕ:

— Вăл хăй антихрист!

— Хăй сехмет!

— Тĕп пултăр вăл, вăрăм çилхе!

— Охо-хо-хо-хо!

Такам тăпра муклашкипе патлаттарчĕ. Ăна кура тепри печĕ. Пуп çинелле вуншар муклашка ыткăна пуçларĕ. Пуринчен малтан ахаль те сехрисем хăпнă манашкăсем çуйхаша-çуйхаша тарма тытăнчĕç. Вĕсем хыççăн ыттисем иккунĕсене пăрахсах чупрĕç.

Пупсем куçран çухалчĕç. Вилесене пытарма та вăхăт. Анчах пăлханнă халăх ним хускалмасăр Микула çине пăхать, вăл тата тем каласса кĕтет.

— Юлташсем! — тăванла та ăшшăн чĕнчĕ Микула, — ĕмĕрех çавнашкал пулнă: сехметсем ĕççыниисен юнне сĕлĕх пек ĕçнĕ. Юнлă патшапа унăн хĕç-пăшалланнă йыттисем халăха хурăн хуллипе те саламатпа е тĕрмепе те, персе пăрахассипе хăратса усранă. Пуп таврашсем çылăхпа та тамăкпа сехĕрлетсе сехметĕн пуян пурнăçне хӳтĕленĕ. Анчах яланах унашкал пулмĕ. Чухăнлăха пĕтерсе ирĕклĕ те телейлĕ пурнăç тăвасшăн кĕрешекен вăй-хăват кунран-кун ӳсет. Ан тив, пире татах юн тăкма тивтĕр те, эпир пурпĕр çĕнтеретпĕр. Вăхăт нумай та иртмĕ, юнлă патша тытăмне сирпĕтĕпĕр, ĕçхалăх тытăмне туса хурăпăр! Ун чухне тĕнче хуçи ĕç пулса тăрĕ!..

Ирĕклĕх хĕлхемĕ камăн чĕрине хавхалантармĕ! Кам чĕрине вут тивертмĕ! Итлесе тăнăçемĕн çынсен пит-куçĕнчĕ çывăх тăванĕсенчен ĕмĕрлĕхе уйрăлас пирки тăвăннă хуйхă-суйхă ĕмĕлкисем çеç мар, хаваслă та шанăç çути выляни те палăрчĕ.

Çав вăхăтра урхамахпа Уçка персе çитрĕ те Микула умне пырса сывлăшне çавăрсан:

— Килеççĕ! — терĕ. — Эпĕ курнă чухне Пакăш ращи тĕлне çитетчĕç. Хыçалта виçшер пар лаша кӳлнĕ, темле япаласем турттарса пыраççĕ.

«Нумай иртсен те тепĕр сехетрен çитĕç», — тавçăрчĕ Микула. Виçшер пар лаша кӳлсе турттаракан япала, паллах, тупă. Сыхă тăракан хĕç-пăшаллă çынсем казаксене тӳрех халăх çине тапăнма памасан та, тупăран персе нумай çынна амантма е вĕлерме пултараççĕ. Вилесене пытарса хăварса халăха инкекрен хăтарма пĕр май çеç: çăва çинчен саланма ĕлкĕриччен казаксене епле те пулин çул çинче чарса тăратмалла. Анчах кам пултарĕ ку ĕçе? Микула Ваçли çине пăхрĕ.

Лешĕ сăмахсăрах ăнланчĕ.

Çак ĕçре Ваçлине мĕн кĕтнине Микула аван чухлать. Кун пек чухне пăшăрханнине палăртса е телей сунса сăмах каласси йăлара пур. Микула апла тумарĕ. Ахаль те усала сиснĕн тимлесе тăракан халăх хăлхине кĕрсен аптраса пуçне çухатасран хăрарĕ.

— Урăхла май çук, Ваçли кум... — тесе кăна ăсатрĕ. Ваçли те чун юратнă тусĕпе ыталанса уйрăласшăнччĕ.

Кам пĕлет — мĕн кĕтет ăна? Çынсен сехрине хăпартасшăн мар вăл та пуçне сĕлтсе кăна килĕшрĕ, урхамах çине утланчĕ. Карттусне пусарах лартрĕ те Пакăш ращи еннелле ыткăнчĕ.

Ваçли куçран çухалсан, шăп тăнă халăх тепĕр хут хумхана пуçларĕ.

Микула çакна сиссе хушрĕ:

— Юлташсем... Вăхăта ирттермесĕр тăвансене пытарар...

— Ваçли ăçта кайрĕ? — илтĕнчĕç çуйланнă сасăсем.

— Каллех казаксем килеççĕ... — пĕлтерчĕ Микула. Çынсен ăшне пăр та вутпуççи кĕрсе ӳкрĕ. Каярах тăракансем, ушкăнран уйрăлса, вилесене пытарма пуçăнчĕç. — Юлташсем, тăнăçлă пулăр. Аптраса ӳкме сăлтав çук. Пирĕн хĕç-пăшаллă çынсем казаксене тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕр. Тапăнма хăтлансан, ĕнерхисем пекех пуçĕсене хурса хăварĕç. Анчах васкаса çаврăнкалани аванрах. Вилесене пытарсан, тӳрех вăрманалла çул тытăр!

Кĕпĕрнатăр каялла таврăнма панă приказа илме ĕлкĕреймен казаксен отрячĕ шанмалла марри ним те курăнманран тата хресченсем хирĕç тапăнасса ĕненсех кайман пирки ним упранмасăр юрттараççĕ. Малта парада тухакан тумлă офицер çăхан пек йĕпкĕн хура лашине вылятса пырать.

Утлă çын хирĕç вĕçтерсе килни офицере ирĕксĕрех тимлентерчĕ. Вăл ăна тăшман енчен разведка тухнă юланут пек туйăнчĕ те, хупăрласа илме команда парасшăн пулчĕ. Лешĕ карттусне теме пĕлтернĕн сулса та ним хăрамасăр çывхарнипе офицер отряда чарчĕ. Ваçли çитсенех ыйтрĕ:

— Кам эсир? Ăçталла каятăр?

— Ваше благородие! — хăюллăн та витĕмлĕн чĕнчĕ Ваçли, вăхăта ытларах тăсасшăн тытăнкăллăрах та сăмахсене тăсарах калаçрĕ: — Эпĕ пĕрремĕш гильди хуçан, Михаил Петрович Янашовăн, тӳрĕ тарçи. Хуçа сире хирĕç тухса çакна хыпарлама хушрĕ: вăл тарçисемпе ырă килĕшӳ тунă та, халь кунти лару-тăру йăлтах улшăннă. Çавăнпа сире каялла таврăнма сĕнет. Унсăран халăх татах пăлханасран хăратăп тет. Сире хускатса чăрмантарнăшăн каçару ыйтать.

Офицер самант хушши йĕнчесе тăчĕ. Вара çилли вĕресе хапарчĕ. Кунта вăл хура халăха çунтарнă хыççăн çĕр çĕмĕрсе ĕçме, аскăнлăхне тивĕçтерме шутланăччĕ. Вĕсене хăна тумасăрах каялла хăвалаççĕ. Сасартăк офицер пуçне тепĕр шухăш пырса кĕчĕ: «Мĕнле-ха, ара, кунта килме приказ пани талăк та иртмен, çав тери пăлханнă халăха лăплантарма та ĕлкĕрнĕ-и? Апла тесен мĕншĕн хуçа халăхпа малтанах килĕшӳ туман? Ку этеме пире аташтарма яман-и?»

Çав вăхăтра офицер çумне пĕр казакĕ çывхарчĕ те: — Ваше благородие, пăхăр-ха! — тесе çăва еннелле сулса кăтартрĕ.

Ваçли те çаврăнса пăхрĕ, çăва çинчен халах куçса тухнине курсан, пушшех çуйланчĕ. Раща евĕр йывăçлă çăва çинче чухне вĕсем казаксен куç тĕлне пулманччĕ. Халь ывăç тупанĕ çинчи пекех курăннипе офицер Ваçлине шанмарĕ. Халăх саланса пĕтиччен, вăрманалла кĕрсе çухаличчен мĕнле чăрмантарса тăрас казаксене?

Халăх ахальтен пухăнманнине, Ваçли мĕн шухăшпа хирĕç тухнине офицер ăнланчĕ. Çак йĕкĕт пуçне каснипе халăх çине тапăнма йыхăрас шутпа хĕçне йĕннинчен кăларма хăтланчĕ, анчах ĕлкĕрĕймерĕ: Ваçли револьвер кăларса офицере печĕ. Унтан урхамахне казаксем çинелле тытрĕ те хаяр йытта вăрçтарнă пек кăшкăрса, ушкăн çинелле печĕ.

Казаксем малтанах ним тума аптрарĕç. Çакăнпа усă курса, Ваçли отряд вĕçне тухрĕ, тупăсене турттарса пыракансем патне çитрĕ. Лешсем ним тума ĕлкĕриччен унти офицера персе ӳкерчĕ.

Казаксем, никам команда памасăрах, хĕçĕсене кăларчĕç, Ваçли хыççăн ыткăнчĕç, анчах юлнăçемĕн юлса пычĕç. Вĕсем, палламан çынна хуса çитес çуккине ĕненсен, хĕçĕсене чиксе пăшалĕсене тытрĕç, харăссăн печĕç.

Ваçли çурăмне пĕçертнине туйрĕ, куçĕ хуралса килчĕ. Тăнĕ-пуçĕ çухаличчен çăва еннелле пăхрĕ. Халăх вăрманалла кĕрсе кайнине курсан, тути çине сивĕнме пуçланă хаваслă кулă пĕрчи тухрĕ. Миçе çын асапран е вилесрен хăтăлчĕ. Анчах урхамах çинчен ӳксе юлас марччĕ. Казаксене хăйне хăвалаттарса, халăха хăрушлăх тивмелле мар пытанма май парасчĕ. Татах пăшалпа печĕç, ку тăвăлла-вутлă çанталăк килессе пĕлтернĕ пек, аслати авăтнăн илтĕнчĕ. Ваçли урхамах ĕнси çине выртса çилхинчен яваласа илчĕ. Микула... Анук тата ытти тус-йышсем ун асне килчĕç, ума Кĕтерук сăнĕ тухса тăчĕ. «Савнă чунăм ан хуйхăр, ан пăшăрхан...

 

Тăшмансем санран кулмарĕç,

Хамăр сан тавра пултăмăр,

Эпир хамăр алпа хупрăмăр

Ĕмĕрлĕхе сан куçна...

 

Халăх телейĕшĕн пуçа хуни те хăрушă мар-мĕн...» Ваçли шухăшĕ татăлчĕ. Унăн алли çав-çавах çилхерен вĕçерĕнмен, аманман урхамах ăна малалла илсе кайрĕ, казаксене инçете-инçете хăварчĕ.

■ Страницăсем: 1... 17 18 19 20 21 22