Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
Анук тăна кĕрсе çитрĕ те хăйне хăй ятларĕ. Тăнран тухнă хушăра каламалла мар сăмахсем персе янăн сунса, чĕри ыратма тапратрĕ. Следователь тискер куçĕпе каллех Анук çине тинкерчĕ.
— Ну, хисеплĕ Анна Александровна... — халь ĕнтĕ ятран чĕнни юнавлăн илтĕнчĕ, — чĕлхене уçатăр е йĕп ырлăхне татах тутанса пăхасшăн-и?
Анук чунĕ лăштах кайрĕ. Кирлĕ маррине ним те шарламан. Шĕвĕр пӳрни вут çине пăрахнă пек çуннипе унтан хăрушă асап урăх пулас çуккине шанса тăнăçланчĕ, нихçан парăнас марла сасăпа çирĕппĕн татса хучĕ:
— Господин следователь... Эпĕ сире çын тенĕччĕ. Эсир çын мар иккен. Мана асаплантарни кăмăла кайрĕ-тĕк, кирек мĕн тăвăр та, нимле кавара хутшăнман çынна хутшăннă тесе калаттараймăр! Эпĕ тĕрĕслĕхшĕн темле асап курма та хатĕр. Çавăншăн ăраскалăма паçăрах турă ирĕкне патăм. Вăл мана пулăшĕ...
— Хуп çăварна!.. — пĕтĕм çилли, ĕмĕр тăршшĕпе хăнăхнă йăли арканасран хăраса кăшкăрчĕ следователь. Вара пĕр хушă пӳлĕм шăпланчĕ. «Ку хĕрарăма мĕнле куçкĕрет калаттармалла? Пур меслетсенчен тимлĕреххипе тĕпченине те тӳсрĕ пулсан, вăл питех вăй-хăватлă çынпа тĕл пулчĕ. Кунашкал этем чăнлăхшăн, чысшăн тата этем мăнаçлăхĕшĕн вилме те хатĕр. Апла тесен, унăн чысĕпе мăнаçлăхне тивертмелли меслет тупмалла!» Следователь ытарлă сасă çине куçрĕ: — Турă çине шанни паха. Çавăншăн эпĕ сире тамăкра та çук асап кăтартăп. Ку асапран хăтăлма пĕр май çеç: мĕн ыйтнине тунмасăр каласа парăр. Вара урăх тивместĕп, айăплас ĕçе те çăмăллатăп... — Анук чĕнмесĕр ирттерчĕ. Следователь надзирательсене хушрĕ: — Илсе кайăр!
Анука камерăна кĕртсе питĕрсе илчĕç. Вăл кĕтесе тĕршĕнчĕ те тăвăнса килнĕ куççульне ирĕк пачĕ. Ыратнипе асапне тӳсейменрен мар, çывăх çынсем сутса çутçанталăкран, кĕрешӳрен сирни хурлантарчĕ ăна.
Çапла тем вăхăт выртсан, Анук каллех çăрана кăчăртаттарса уçнине илтрĕ те, темле усала сиснĕн, пĕтĕм çан-çурăмĕпе чĕтреме тытăнчĕ. Ухмаха ернĕн хăтланнипе çăлăнма май пур пек кĕлĕ юррине юрласа ячĕ:
— Туррăн таса амăшĕ, çăл пире...
Камерăна следователь кĕчĕ.
— Юлашки хут ыйтатăп, хăвăртрах каласа парăр! Типографи ăçта? Тус-йышусем камсем? Вăрттăн хваттерсем ăçта?
Анук ним йӳпсемесĕр çав-çавах кĕлĕ юрри юрласа анрашрĕ:
— Эй, таса Микулай турă, çăл пире...
«Ухмаха ернĕ-и е ахаль тăвать-и?» Кунашкал шухăшлама сăлтавĕ те пур. Хăй ĕмĕрĕнче асаплантарнине тӳсеймесĕр ухмаха ернине сахал курман. Çапах та ăна ĕнентерме хĕн. Следователь иккĕленнине хăвăрт сирсе астутарчĕ:
— Ухмаха персе ан тăрăр. Ман ырă кăмăлпа усă курма васкăр!
— Таса турă амăшĕ, çăл пире...
— Ну, юрĕ... Ĕнтĕ хăвăра хăвăр ӳпкелĕр! — терĕ те следователь тухса кайрĕ.
Анук анрашма чарăнчĕ. Сасартăк камерăна улт-çич арçын, пĕринчен тепри патвартарах та тискертерехскерсем, парне йĕрĕ çине ӳкнĕ чурăс кайăк пек, кĕпĕрленсе кĕчĕç. Анук çав самантрах тавçăрчĕ: ăна вилĕмрен те хăрушăрах намăса кĕртесшĕн, çемье чысĕпе сипетне çухатнă вăрă-хурахсен ури айне пăрахасшăн. «Мĕнле хăтăлас? Следователе кăшкăрса илес-и? Кĕрсен мĕн тес? Мĕн пĕлнине каласа памасан, пурпĕр мăшкăллаттарĕ. Апла тесен, тепĕр май пур. Хамăн тапăнмалла. Пире парти тапăнма вĕрентнĕ». Анук алăри юн тымарне çыртса татрĕ. Вăрă-хурахсем хăй çине сикме ĕлкĕриччен, аллине вĕсен еннелле тăсса, юнне сирпĕтме пуçларĕ. Хаяррăн кăшкăрчĕ:
— А-а-а, вăрă-хурахсем... Çын вĕлерекенсем... Эсир хӳтлĕхсĕр хĕрарăма тем тума та пулать тесе кĕтĕр-и?! Акă ĕнтĕ ман юнпа чыхăнăр!
Тĕлĕнмелле, вуншар çынна вĕлерсе курнă вăрă-хурахсем, тен, вуншар çула хупнипе хĕрарăмшăн тунсăхланăскерсем, хайсем çине сирпĕнекен юнран хăраса ӳкрĕç. Вĕсен умĕнче хăйне хăй хӳтĕлеймен хĕрарăм мар, пĕрре çапса ирсе пăрахакан улăп тăнăн курăнчĕ. Вăрă-хурахсем алăк еннелле хăвăрт çаврăнчĕç те алăка чышса çуйхашма тапратрĕç:
— Уçăр!
— Уçă-ăр часрах!
Алăка уçма ĕлкĕрейрĕç — вăрă-хурахсем тухса сирпĕнчĕç. Следователь нимне ăнланаймасăр камерăна кĕчĕ.
— А-а... Господин следователь... Эсир нумай çын пуçне çинĕ... Нумай çын юнне ĕçнĕ... Мейĕр, манне те тутанса пăхăр! — терĕ те Анук юнне следователь çинелле пĕрхĕнтерчĕ. — Анчах эп сапса хăварнă юна ним туса та тасатаймăр, çулталăкран-и е вунă çултан-и — ирĕклĕхшĕн кĕрешекен халăх сире пин-пин çын çинче палласа илĕ те маншăн та, пуриншĕн те тавăрĕ! Чĕтре, господин следователь... Ку кунсем çитесси инçех мар ĕнтĕ!.. — Следователь пĕр сăмах чĕнеймесĕр камерăран тухрĕ. Вăйран сулăннипе Анук çĕре тăсăлса выртрĕ. Асаилĕвĕнче упăшки, ывăлĕ, Кĕтерук кумăшĕ, Ваçли кумĕ, ытти тус-йышĕсем пырса кĕчĕç. Темшĕн вăл Элекçей мăшкăл тума тапăннине аса илчĕ те халь те хăйĕн чыслăхне упрама пултарнăшăн хĕпĕртерĕ. «Микула, Микула... эпĕ нихçан та, нихçан та эсĕ ман çинчен усал шухăшламалла тумăп...» Хĕр чухне панă сăмахсене сасăпах асăнчĕ. Ĕнтĕ вăл ним ыратнине те туймасть. Темле ывăннăн кăна туять. Вăйсăррăн тухакан сассипе юрлама хăтланчĕ:
Пур тĕнчери тирана кураймастпăр,
Халăх тертне, сăнчăрне хисеплер.
Халăх юнĕпе хĕрелнĕ тронсене
Хамăр тăшман юнĕпе хĕретер...
Анук кӳçĕ хупăрланса килчĕ, сасси татăлчĕ. Шухăшĕ те çухалчĕ.
ХL
Тепĕр ирхине Хусан çыннисем яланхи пек чан сассипе мар, заводсем, пăравуссем çуйлăн чĕнсе кăшкăртнă сасăпа вăранчĕç те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Паркран пĕр трамвай та тухман иккен. Поездсем мĕнле Хусана çитсе чарăннă, çаплипех хускалмасăр тăраççĕ. Фабрик-заводсем те ĕçлемеççĕ. Хӳмесем çине листовкăсем çапса тултарнă. Ку листовка çине Михха Округ сучĕ пулăшнипе Ĕнел халăхне мĕнле çаратни, ун тарçисем пусмăра тӳсеймесĕр забастовка туни, патшан чи хаяр йытти — кĕпĕрнатăр аллă казак ярса ним айăпсăр çынсене вĕлерттерни, айăпсăр чăваш хĕрарăмне — Анна Александровнăна тытса хупни çинчен çырнă. Хулари пĕтĕм халăха чăвашсен хутне кĕрсе забастовка тума, протестлеме чĕннĕ. Анука халех тĕрмерен кăларма, айăпсăр çынсене персе вĕлерекенсемпе Миххана суда пама хушнă. Аяла социал-демократла рабочи парти тесе алă пуснă. Полицейскисем листовкăсене çурса тăкиччен хула çыннисем вулама ĕлкĕрнипе, кашнин чĕринчех казаксене, кĕпĕрнатăра, патша тытăмне курайманлăх нихçанхинчен те ытларах çивĕчленчĕ. Куна чи малтанах урама хураллакан городовойсем чухларĕç. Халиччен хула çыннисем ячĕшĕн кăна пулсан та саламласа е ним шарламасан та ырă суннăн пăхса иртекенччĕ. Халь хирĕç пулсанах пăрăнаççĕ, сиввĕн пăхса иртеççĕ.
Науççара заводсем кăшкăртнипе пуринчен малтан «Русь» обществинче ĕçлекен крючниксем пăрахут пушатма пăрахрĕç те: «Паттăрсем, шапаç, шапаç!» — тесе кăшкăрашса пристане тухрĕç.
Вĕсем ĕç пăрахнине курсан, Богданов тĕлĕнчĕ. Пăрахутсем таварне пушатасса кĕтеççĕ, крючниксем ĕç пăрахнă. Хуçасем пĕлсен мĕн калĕç!
— Ма ĕçлеместĕр?! Ăçта каятăр?!. — пӳлсе кăшкăрчĕ вăл крючниксене.
— Забастовка тума шутларăмăр, Илья Никонорович! — татса хучĕ Костя.
Сасартăках ним калама ăс çитереймен пирки:
— Эсир ухмаха ернĕ! — тесе ячĕ Богданов.
— Эпир ухмаха ернипе ерменнине сан чухлама та вăхăт, Илья Никонорович! Заводсем кăшкăртнине илтмерĕн-им!
Богданов крючниксем ахальтен çеç айкашманнине ăнланчĕ те тилĕрсе кайрĕ. Анчах мĕн тăвас? Ӳкĕтлесе çавăрас çук. Парăнтарас тесен, авалхи йăлапа, пуçаракана çапса ӳкермелле. Ан тив, вăл крючникре ĕçлеменни çичĕ çул та, ун чухнехи вăй-хăватне, чăрсăрлăхне çухатман.
— Эсир забастовка турăр-и-ха?! — терĕ те хаяррăн Богданов Костьăна кăкăрĕнчен пырса тăрăслаттарчĕ.
Ытла та кĕтмен çĕртен пулнипе Костя сулăнса кайрĕ.
— Ав мĕнле иккен, хисеплĕ Илья Никонорович! Пирĕн ĕнсене хырса вăй пухрăн та халь çапăçасшăн-и?.. Питĕ аван... Сана тăн пама та вăхăт! — терĕ те Костя Богданова аякĕнчен чышрĕ.
Богданов та ураран ӳкмерĕ. Пĕр-пĕрне чăмăрпа патлаттарма тапратрĕç. Йĕри-тавра пăхса тăракан крючниксем, подрядчике тем туса пăрахма та хатĕр пулин те, пырса тĕкмерĕç. Юлташĕн хутне кĕрсе Богданова сивленине пытармасăр шавларĕç кăна:
— Костя, лайăхрах тăн пар ăна!
— Вăл Атăлкăсси сехмечĕпе пĕр калăп!
— Лайăхрах ислет! Çаратнине каялла тавăрса патăр! Богданов, тем пекех паттăррăн хăтлансан та, вăйĕ пĕтсе килнине туйрĕ. Костьăн çапăçнăçемĕн вăй-хăвачĕ хушăнса пырать-и тен, сывлама памасăр аякран тăрăслаттарать. Текех тăрмашсан аманасран хăранипе Богданов, чееленме шут тытса, çĕре ӳкрĕ.
Костя выртакана тивме юраман йăлапа çапăçма чарăнса астутарчĕ:
— Пирĕннисем çавнашкал параççĕ, хисеплĕ Илья Никонорович... Канса выртнă çĕрте мĕн чухлĕ улталанине шутласа ил те кăларса пар. Атту çĕртен тăма лекмĕ сана!
Богданов чĕнмерĕ. Крючниксем кӳршĕ пристань çине кĕрлесе пычĕç. Лере халь те ĕçлеççĕ-ха.
— Паттăрсем, шапаç! — янрарĕ сасă.
Çапла вĕсем, кĕске вăхăтрах мĕнпур крючнике ĕçе пăрахтарса, пĕр çĕре пухăнчĕç. Пичке çине нумайăшĕ палламан Кузнецов хăпарчĕ. Каçхине вĕсем, крючниксем забастовка хутшăнасса шансах çитменччĕ. Вĕсен хушшинче пуринчен ытларах Çтаппан ĕçлени сая каймарĕ иккен. Хăй чĕрĕ пулсан, мĕн таран савăнĕччĕ ĕнтĕ. Кузнецов çĕр хутах çывăрман, паян виçĕ митингра тухса калама ĕлкĕрсен те ывăнман.
— Юлташсем!.. — чĕререн чĕнсе сăмахне пуçарче вăл. — Ĕнер эсир юратнă та хисепленĕ, сирĕнпе пĕрле ĕçленĕ мухтавлă крючнике — Степан Иванобича казаксем персе вĕлернĕ.... — Çĕршер крючник кăкăрĕнчен ылханнă та кӳреннĕ сывлăш тапса тухрĕ. — Казаксем Степан Ивановича çеç мар, тепĕр çирĕм тăхăр çынна персе вĕлернĕ. Чи тӳрĕ те хисеплĕ чăваш хĕрарăмне — Анна Александровнăна, Степан Иванович кинне, тытса хупнă. Кĕпĕрнатăра ку та сахал иккен. Каç вăл Атăлкассине тепĕр çĕр казак, тупă кăларса янă. Атăлкасси чăвашĕсем мĕн туса çав териех айăпа кĕнĕ-ха? Вĕсем кĕпĕрнипех паллă сехмет çаратнине тӳсеймесĕр забастовка тунă. Çакă юнлă патшан йыттисене уртарса янă та, вĕсем хĕç-пăшалсăр та мирлĕ çынсем çине тапăнса, ним шеллемесĕр пере-пере вĕлернĕ... Паян, Атăлкасси чăвашĕсен хутне кĕрсе, Хусанти мĕнпур рабочисем забастовка тăваççĕ. Эсир те забастовкăна хутшăнни эпир çĕнтерес шанăçа татах çирĕплетрĕ. Казаксене каялла чĕнсе илмесĕр, чăвашсен ыйтăвĕсене тивĕçтермесĕр, сехмете суда памасăр ĕçе тытăнмастпăр! Ĕçхалăхĕн пĕрлешĕвĕ сывă пултăр! Сехмет тĕп пултăр! Патшан ирсĕр тытăмĕ тĕп пултăр!
— Тĕп пултăр!
— Чăвашсен ыйтăвĕсене тивĕçтермесĕр ĕçе тытăнмастпăр! — хăватлăн шавласа килĕшрĕç крючниксем.
ХLI
Кĕпĕрнатăр ĕнер чăвашсен пăлхавне пĕтерме çĕр казакпа пĕр батарея тупă кăларса яма хушрĕ те, пурпĕр чĕри вырнаçайман пирки, ыйхăран вăрансанах хумханма тытăнчĕ. Апат çинĕ-çимен кантурне пычĕ, чиновнике чĕнсе ыйтрĕ:
— Çĕнĕ хыпар çук-и?
— Ваше высокопревосходительство, çĕнĕ хыпарсем нумай, анчах ытла япăх хыпарсем.
— Мĕн пулнă тата?
— Калама та хăрушă, ваше высокопревосходительство. Тĕрĕссипе, хула — пăлхавçăсен ирĕкĕнче...
— Мĕн терĕр?
— Хулара пĕр завод та, пĕр фабрика та ĕçлемест. Паркран пĕр трамвай та тухман. Крючниксем тиеме е пушатма чарăннипе килнĕ пăрахутсем çаплипех тăраççĕ.
— Çитет, черт возьми! — чунĕ тулашнипе кăшкăрса пăрахрĕ кĕпĕрнатăр.
— Шарламăп, ваше высокопревосходительство...
Кĕпĕрнатăр, çуйхашни вырăнсăррине ăнланса, çапла хушрĕ:
— Малалла кăлăр, тархасшăн...
— Малалла, ваше высокопревосходительство, Хусантан пĕр поезд та тухса кайман. Килсе кĕнĕ пеккисем çаплипех тăраççĕ. — Кĕпĕрнатăр, пуçран çапнă пек, пукан çине ларчĕ. Чиновник куна йӳпсемерĕ. — Шупашкар уездĕнчи чăвашсем Царево-Кокшайск уездĕнчи çармăссем вулăс кантурĕсене, куланай патаккисене пухса çунтараççĕ. Атăлкасси чăвашĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме хушаççĕ...
Кĕпĕрнатăр хăлхине чиновникĕн юлашки сăмахĕсем питех кĕмерĕç. Темиçе ял çеç пăлханнине ним вырăнне хумасăр тата унти ĕç пирки хыпар кĕпĕрне тулашне тухас çуккине шанса, казаксем ярсах пĕтерме шутланăччĕ. Трамвайсем çӳременни, пăрахутсем чарăнни, фабрик-заводсем ĕçлеменни те çав териех хăратса пăрахманччĕ. Ку ĕçе те кĕпĕрне тулашне кăлармасăрах майлаштарас пирки иккĕленменччĕ. Поездсем чарăннă тени ăна мăйĕнченех пăвса илчĕ. Хусанти рабочисем январĕн тăххăрмĕшĕнче Питĕрти рабочисене персе пăрахнине хирĕçлесе забастовка туса ирттернĕшĕн те аванах лекнĕччĕ. Паянхи хыпар çитсен, патша мĕн калĕ? Нумаях та пулмасть кĕпĕрнатăрсене пухса халăх пăлханма пултарасран асăрхаттарнăччĕ вĕт вăл. Унсăрăн та Раççейри лару-тăру йывăрланнă. Япони çарĕ вырăссене кунран-кун хĕстерсе пырать. Пур çĕрте те патша стройне хирĕçле шухăшсем, пăлхавсем сарăлаççĕ. Халь ку пăлхав каллех ун кĕпĕрнинче сиксе тухрĕ. Мĕн сăлтавшăн, мĕн çитменшĕн тапраннă хула халăхĕ?
Çак ыйтăва хуравласа, чиновник папка ăшĕнчен темиçе листовка кăларса кĕпĕрнатăр умне хучĕ:
— Мĕн сăлтавне кунта пĕтĕмпех çырнă, ваше высокопревосходительство. Çакнашкал листовкăсене хулипех çакса тултарнă.
Вуласа тухма кăна ĕлкĕрчĕ кĕпĕрнăтăр, тепĕр май тилĕрсе кайрĕ. Пĕтĕм инкек Михха пирки иккен. Пĕтĕм Раççейшĕн хăрушă самантра пĕр хуçана хӳтĕлесе çавнашкал пăлхав кăларма кирлĕччĕ-и? Çук. Куншăн аслă патша каçармĕ. Йăнăша юсама васкамалла. Кĕпĕрнатăр ура çине сиксе тăчĕ:
— Казаксене каялла çавăрса килме хушăр! Хусан халăхне ман ятран çакна пĕлтерĕр: Атăлкасси чăвашĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтеретпĕр... Тата жандармсен полковникне ман пата чĕнтерĕр!
Жандармсен полковникĕ хăраса ӳкрĕ. Кĕпĕрнатăр кунашкал улшăннине халиччен курманччĕ. Сăлтавне те тавçăрчĕ. Хулара нихçан пулман забастовка тапраннине аван пĕлет вăл. Уншăн паян хăй те тем пекех тарăхать.
Ним каличчен малтан кĕпĕрнатăр ăна сĕтел çинче выртакан листовкăна илсе тыттарчĕ:
— Çак ылхавлă хут пирки мĕн калатăр?
— Питех пăшăрханмалла, ваше высокопревосходительство...
— Сирĕн ялан пăшăрханмалла. Анчах кавар вучахне камăн сӳнтермелле? Сирĕн мар-и? Ăçта вĕсен йăви? Хăçан салататăр хăрушă йăвана?!.
— Халь те кунне-çĕрне пĕлми тăрăшатпăр, ваше высокопревосходительство. Иккĕшне тытма та ĕлкĕрни çинчен сире пĕлтернĕччĕ.
— Вĕсем мĕн кăтартса пачĕç?
— Муравьевĕ мĕн пĕлнине пĕтĕмпех калать. Çĕнни çавă: аслă патша тытăмне хирĕçле каварăн вучахĕ — Хусанта.
— Куна эпир Муравьевсăр та чухлатпăр. Социал-демократла рабочи парти хĕлле мыскара кăтартни сахал-им? Паянхи ĕçсем те çавнах çирĕплетеççĕ. Анчах камсем вĕсем, ăçта?
— Ун çинчен каламарĕ. Вăрттăнла ĕçлес йăла ытла та çирĕппипе ăна пĕлтермен терĕ. Куна хăйпе пĕрле арестленĕ Анна Александровнăпа халлĕхе ирĕкре çӳрекен ун упăшки кăна пĕлеççĕ терĕ.
— Хĕрарăмĕ мĕн каларĕ?
— Ним те, ваше высокопревосходительство.
— Ăна лайăх тĕпчемен эсир!
— Чи шанăçлă меслетпе тĕпченĕ, анчах чĕлхине каснă пекех тӳсет. Тунмастăп, ваше высокопревосходительство, унашкал тĕпчесен те ним шарламан çын Ульянов-Ленин партинче тăракан этем çеç пулма пултарать. Шухăшласан, нимпе те чăваш хĕрарăмĕ темĕн.
«Чăваш хĕрарăмĕ... Ленин хыççăн кайнă çирĕп те паттăр социал-демократ. Ĕненмесĕр тăма сăлтав çук. Ахальтен-и пĕтĕм хула халăхĕ ура çине тăнă, ăна ирĕке кăларма ыйтаççĕ. Çакă вăл революциллĕ юхăмра пысăк вырăн йышăннине те палăртать. Анчах кăларса ярас мар — забастовка малалла тăсăлсан тем курса ларăн. Кĕпĕрнатăра юмахри евĕр хĕрарăма курас, унпала калаçса пăхас шухăш пырса кĕчĕ.
— Ман пата илсе килĕр-ха ăна! — хушрĕ вăл. Жандармсен полковникĕ, куна кĕтменскер, йĕнчерĕ. Кĕпĕрнатăр тепĕр хут астутарчĕ: — Илтмерĕр-и?
— Ваше высокопревосходительство, тем пекех тарăхмалла та... эсир хушнине пурнăçлаймастăп...
— Мĕншен?
— Вăл хăйне хăй вĕлересшĕн юн тымарне çыртса татнă...
— Господин полковник, эпĕ сире ăнланаймастăп. Халь çеç ăна революцие чунтан парăннă социал-демократ тесе ырларăр. Çавăнтах вăл хăйне вĕлерме тапăнни çинчен калаçатăр. Çирĕп кăмăллă социал-демократсем, пуринчен ытла Ленин хыççăн пыракансем, хăйсене хăйсем вĕлерменнине пĕлетпĕр вĕт, эсир суятăр е урăх сăлтавшăн ман сăмахран тухасшăн?
— Ваше высокопревосходительство, эпĕ тĕплĕнех евитлеме ĕлкĕрейменччĕ... — Жандармсен полковникĕ мĕн пулса иртнине ним пытармасăр каласа пачĕ.
Анук кĕпĕрнатăр куçĕ умĕнче татах ӳсрĕ. Çавăнпа пĕрлех тепĕр йывăрлăх тухса тăчĕ. Сывă мар çынна епле кăларса ярăн! Патша тĕрминче асаплантарни çинчен сарăлма пултарас хыпар халăха пушшех пăлхатĕ. Шухăшланăçемĕн ку инкеке те сирме май пур пек туйăнчĕ ăна. Анук сывмарланнăшăн хăй айăплă, тĕрмере ăна лайăх усранă тесе хут çырмалла та алă пустармалла. Кун хыççăн кĕпĕрнатăрăн Анукпа пушшех курнăçас килчĕ.
— Атьăр, ун патне каятпăр! — терĕ те вăл карета кӳлме хушрĕ.
Жандармсен полковникĕ каласа панă тăрăх, кĕпĕрнатăр çамрăк та илемлĕ хĕрарăма тĕл пуласса шаннăччĕ. Халь ирĕксĕрех аванмарланчĕ. Йывăç кравать çинче кăн-кăвак çӳçлĕ хĕрарăм выртать. Чӳречене карнă решетке кун çутине чарайман пирки сăн-питне те сăнаса илме май пулчĕ. Вăл хут тĕслĕ шурса юлнă. Юн нумай юхса вăйсăрланнипе халь те тăна кĕрсе çитеймен-и, тен. Çынсем кĕпĕрленсе кĕнине те туймарĕ. Анчах тухтăр çывăха пырса хуллен чĕннипех Анук куçне уçрĕ те, кĕпĕрнатăра тексĕм каç çăлтăрĕсем курăннăн туйăнчĕ. Чĕри ыррăн та ăшшăн вăркарĕ. Кирек мĕн каласан та, вăл кунашкал куçсене хăй ĕмĕрĕнче курманччĕ.
— Анна Александровна... — терĕ тухтăр, — сирĕнпе кĕпĕрнатăр калаçасшăн...
Анук малтанах пĕр хăранă, пĕр вăтаннă пек пулчĕ. Кĕпĕрнатăрпа курнăçасса, чаплă та мухтавлă, пурне те тума вăй-хăват çитерекен тӳре-шарана çак вырăн çинче кĕтсе илессе тĕлĕкре те аса илменччĕ. Анук тăрса пуç тайма шутланăн хускалчĕ.
— Выртăр, выртăр, Анна Александровна. Эпĕ ырă хыпар илсе килтĕм... — Кĕпĕрнатăр пукан çине ларчĕ. — Анна Александровна, сире çак тери асапланма лекнĕшĕн питех пăшăрханатăп. Куншăн пĕтĕмпех следователь айăплă. Çавăншăн эпĕ ăна хăйне тĕрмене хупса лартрăм. Кĕçĕх суд тăвĕç. Айăплă çынсенчен тепри вăл — Михаил Янашов. Ăна та суда паратăп. Ĕнтĕ забастовка та пĕтрĕ. Сире те киле яма вăхăт... — Анук ĕненме хăтланнипе кăмăлĕ çемĕçнĕрен тав тума та хатĕрччĕ. Кĕпĕрнатăрăн малаллахи сăмахĕсем тăна кĕртрĕç. — Анчах сывă мар пирки сире кăштах больницăра выртма тивет. Эпир упăшкупа ывăлна лăплантарас шутпа пĕчĕк хут татăкĕ çыртăмăр. Ал пусăр та, киле ярса паратăп. Вара вĕсем сире килсе курма, илсе кайма та пултараççĕ...
— Хутне вуласа пăхам-ха...
Анук пĕр сăмахсăрах ал пусманни кĕпĕрнатăр кăмăлне каймарĕ те, пурпĕр хăй май çаврăнасса шаннипе шухăшласа тăмасăрах хутне тыттарчĕ. Вара Анук акă мĕн вуласа пĕлчĕ: «Чунран юратнă мăшăрăм Микула... Мана паянах кăларса яратчĕç. Сывмаррипе тухаймарăм. Куншăн хам айăплă. Санран тата ывăлăмран уйрăлнине, тĕрмене лекнине тӳсеймесĕр хама хам суранларăм... Уншăн ан çиллен. Вăхăт тупса килсе кайăр ман пата...» Анук лăштăр пулса выртрĕ. Вăл пĕтĕмпех тавçăрчĕ, пĕтĕмпех ăнланчĕ. Ним иккĕленмелли те çук, забастовка пĕтсе ларма мар, тата анлăрах сарăлни палăрать. Атăлкасси чăвашĕсем хутне кĕрсе, Хусанти рабочисем те забастовка хутшăнчĕç пулмалла. Ун çинчен упăшкипе иккĕшĕ сахал калаçнă-и вĕсем... Е Кузнецов пулăшма сăмах паманччĕ-и... Ахăртнех, Анука тĕрмерен кăларма ыйтаççĕ-и, тен. Хăраса ӳкнипе кĕпĕрнатăр унран хут çыртарса илесшĕн. Вăл, кĕпĕрнатăр кăмăллине ĕненсе, ăна чут çеç тав тумарĕ. Анук хăйне çилленнине шăнарайман пирки икĕ куçĕнчен куççуль юхса анчĕ.
Кĕпĕрнатăр Анук парăннă пек шутларĕ те йăпатма васкарĕ:
— Хисеплĕ Анна Александровна... Хурланма кирлĕ мар. Хăвăрах куратăр, пĕтĕм ĕç ăнăçлă вĕçленчĕ. Ал пусса парăр та... вара ахаль çынсем выртакан больницăна куçарĕç. Кĕçех упăшкупа ывăлу та килĕç...
— Сире чапласа чĕнме пĕлменшĕн ан çилленĕр те... ман çакна калас шухăшăм пур... Эсир тĕрĕсех астутартăр, хурланма ним сăлтав та çук... Ман куççуль вăл кулма вăй-хăват çитмен енне юхса анчĕ...
— Мĕнрен куласшăн эсир?
— Хам айваннинчен... Турă çырлахтăр... Вилĕм хакне ӳкериччен асаплантарсан та, тăн кĕрсе çитеймест пире. Эпĕ сире, сехметĕн чи çывăх тус-йышне, юнлă патшан чи парăннă йыттине, ĕненсе чут çеç тав тумарăм...
Кĕпĕрнатăр тилĕрсе ура çине сиксе тăчĕ. Хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ:
— Мĕнле хăятăр эсир?! Халь...
— Мĕн халь?! — кĕпĕрнатăр сăмахне тытса илчĕ Анук. — Вĕлерттерес тетĕр-и?.. Куна тума ăста эсир... Анчах хăратса ӳкерме ан шутлăр. Тата эсир урнă кашкăр пек хăтланни сирĕн тĕп пулмалли ăраскала сирес çук. Ĕççыннин кашни тумлам юнĕшĕн хăвăр юнпа тӳлес вăхăт çывхарать... Чĕтрĕр, господин кĕпĕрнатăр!.. — Анук сасартăк вăйран ӳксе шăпланчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...