Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Çăлă-ăр! Кăраву-ул!..
Пăрахут çинчисем Хĕлипе асăрхарĕç. Пăрахут хуллен ишме пуçларĕ, кăшт аяккинерех пăрăнса иртрĕ.
Нихçан турра асăнса курман Хĕлип тӳпенелле пăхса сăхсăхрĕ.
V
Рабочисем саланни самай вăхăт ĕнтĕ, Михха çав-çавах пушанса юлнă суртлакан площадкăра хускалмасăр Атăл еннелле пăхса тăрать. Заводри рабочисем, тырă выракансем ĕçе пăрахнинчен те ытларах малтан кавар туса хатĕрленипе пурте бурлаксен хутне кĕни тĕлĕнтерет ăна. «Е бурлаксем те ĕçе пăрахсан?..» Атăл çинче асар-писерле çуйхашнă сасă Михха шухăшне татрĕ. Çырантан инçех те мар никам хӳре тытман кимĕ çинче ларса пыраканни кам-ха тата? Хĕлип... Михха чĕри çĕнĕ вăйпа çуйланма тапратрĕ. «Мĕн пулнă ăна?» Ку тĕлте Атăл йăлăм еннелле юхнипе кимме çыран хĕрринчен тарта пуçларĕ. Хĕлип те Миххана палласа илчĕ.
— Михаил Петрович! Кимме тыт-ха тархасшăн! Михха моторлă кимĕ патне чупса пычĕ. Юрать-ха, моторисчĕ те будка çумĕнчех.
— Мĕн туса ларатăн, сăрнай! Хĕлип юхнине курмастăн-и-мĕн?
— Юхас килсен юхтăр, мана мĕн ĕç! — алăри тимĕр уççине выляткаласа, хуравларĕ моторист.
Михха çиллине шăнараймасăр чăмăрĕпе хăлаçланчĕ:
— Хирĕç чĕнме мĕнле хăятăн эсĕ?!
Михха çапса пăрахасран моторист ура çине тăчĕ.
— Шухăшăмăрта мĕн пуррине калама та хăймалла мар, тет! Сан кăмăлна каймалла çеç калаçма эсĕ ман чуна сутăн илмен-çке. Тата ытла та тĕлĕнмелле... Хĕлипĕн, кимĕпе ярăнса çӳрес килнĕ те, уншăн эпĕ айăплă-им.. Шывран хăрасан, кимĕ çине ма кĕнĕ вăл?
— Мотора чĕрт тенĕ сана! — Хăйне хăй аран тыткаласа, хушрĕ Михха.
— Пултараймастăп!
— Мĕн терĕн?
— Мотора чĕртме пултараймастăп терĕм. Мĕншĕн тесен эпĕ забастовка тăватăп!
— Эсĕ те?! — терĕ те Михха урăх ним калама аптраса чарăнчĕ.
— Эпĕ мĕн, сан шутпа, ытти рабочисенчен уйрăм этем-и? Çук, хуçа, эпир пурте пĕртăван. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр çул, пĕр ăраскал. Тӳрех калатăп: бурлаксене çаратнă укçана тавăрса памасан, ытти рабочисем ыйтнине тивĕçтермесен, мотор ĕçлесе каяс çук.
— Сăрнай темерĕн! — сурчăкне сирпĕтрĕ Михха, пакурне çĕклерĕ.
Моторист хăраса ӳкмерĕ. Алăри тимĕр çăраççипе хирĕç çапма хатĕрленсе, сассине хăпартрĕ:
— Хуçа, майĕ пултăр! Эс камне, аллунта пакур пуррине те пăхса тăмăп! Пĕрре çапса пуçна çурăп!
Хĕлип асар-писерле кăшкăрни Миххана мотористран сирчĕ. Вăл пакурне çĕр çине тăрăнтарчĕ те каллех сасă еннелле çаврăнчĕ. Ĕнтĕ кимĕ самаях йăлăм еннелле кайнă. Ахаль чухне пулсан, Хĕлип кимĕ çине пĕчченех лексе ним тума аптранинчен Михха каçса кайсах кулĕччĕ. Халь, Хĕлипĕн инкекĕ рейдăри лăру-тăрупа çыхăнкйне тавçăрса, çыран хĕрринче тăракан кимĕ патне чупса пычĕ. Ăна шалалла тĕксе ишме ларчĕ. Хĕлипе хуса çитсе, ун киммине хыçалтан кăкарчĕ.
Çыран хĕррине çитсен, вĕсем кимĕ çинчен тухрĕç. Хĕлип ытла та минренине курсан, Михха хăй те хăраса ӳкрĕ.
— Мĕнле майпа кĕсменсĕр кимĕ çине лекнĕ эсĕ?
— Вĕсем... путарасшăнччĕ мана... — шăлне шаклаттарса хуравларĕ Хĕлип. — Эпĕ вĕсене ĕçлеттересшĕнччĕ.
— Вĕсем мĕн турĕç?
— Ĕçлеме пăрахрĕç. — Рейдăра мĕн пулса иртнине кĕскен каласа панă хыççăн Хĕлип сăмахне çапла вĕçлерĕ: — Эсĕ тепĕр сехетрен унта çитмесен, хурал та хăвармастпăр, пăрахса каятпăр терĕç.
— Ых, сăрнайсем! — шăлне шатăртаттарчĕ Михха. — Атя, рейда каятпăр!
Пăлханнă халăхпа тепĕр хут курнăçма чĕннине илтсен, Хĕлип пушшех чĕтрерĕ, анчах хăранине пытарасшăн пулчĕ:
— Михаил Петрович, хăвах куратăн, эпĕ йĕп-йĕпех. Кунашкал çӳреме аван мар! — терĕ.
Михха халь çеç асăрхаса килĕшрĕ.
— Юрĕ, типĕн. Пĕчченех кайса килетĕп!
Михха моторлă кимĕпе çула тухасшăнччĕ. Моторист забастовка хутшăннине аса илес, тăварах тăракан бук-сир пăрахучĕ тĕлне пычĕ те пĕтĕм сасăпа кăшкăрчĕ:
— Эй, пăрахут çинчисем!..
Пăрахут çинче ĕçлекенсем те Михха тарçисем забастовка пуçарнине сисрĕç, чĕрисемпе пĕрле пулчĕç, анчах вĕсемпе никам та çыхăнман пирки хуçана парăнчĕç. Кимĕ çине малтан капитан кĕрсе хӳре тытрĕ. Тата тăватă матрос ишме ларчĕç те пăрахут çумĕнчен хăпрĕç. Çыран хĕррине çыпçăнсан, Миххана кимĕ çине кĕртрĕç, ик-виçĕ сăмах калаçса илсенех, капитан пăрахут çине юлнисене хушрĕ:
— Эй, çула тухма хатĕрленĕр!
Капитансем пăрахут çине таврăннă çĕре кăчакарсем пăса çĕклеме те ĕлкĕрнĕ, Миххапа капитан штурвал патне хăпарчĕç. Пăрахут çинче ĕçлекенсем парăнни Михха кăмăлне кăштах уçрĕ. Вĕсене хăналас шухăш та пырса кĕчĕ, анчах йӳçсе тулнă çилĕ çемĕçме хăтланнă кăмăлне сирчĕ.
— Иван Иванăч, васкат тархасшăн! Темĕн ытлашширех йăраланаççĕ унта! — кăшкăрчĕ Михха, мостки çинче канăçсăррăн уткаласа.
Юлашкинчен пăрахут вырăнтан тапранчĕ.
Рейда Атăлкассинчен инçех маррипе часах курăнакан пулчĕ. Михха унта бурлаксем мĕн хăтланнине асăрхасшăн бинокльпе пăхрĕ. Йывăç тиекен çĕрте никам та çук. Çулçăллă хăва витнĕ сарайне пухăнса тăнă. Тахăшĕ сăмах калать-и, тен, пурте çурăмĕпе Атăл еннелле тăраççĕ. «Кам пăлхатать-ши? Пĕлейресчĕ. Чĕрĕллех çисе ярăттăм».
— Малти плашкут çумне çыпçăнăр! — сĕнчĕ Михха. Бурлаксем Миххана шăппăн та тăнăçлăн кĕтсе илчĕç.
Вĕсем пăлханман, хуçана ырă сунаççĕ тейĕн. Миххана ку улталаймарĕ. Кунта тата çирĕпрех тăрассине чухлать вăл. Тăвăлса килнĕ çиллине сасартăках палăртасшăн мар юлашки плашкут çинче чарăнчĕ. Малалла кайма та кирлĕ мар ăна. Халăх çыран хĕрринчен тăрса тухнă. Михха пакурне пĕрене çине тăрăнтарчĕ те кашни бурлакне витĕр курас пек тинкерчĕ.
— Паян эпĕ сирĕн пата урăх килессе шутламанччĕ. Ирĕксĕртен килме тиврĕ, — тесе пуçларĕ сăмахне.
— Пит аван!
Михха кам сасă панине сăнаса юлаймарĕ, çавăнпа шухăшне малалла тăсрĕ:
— Çак çеç тĕлĕнтерет мана, халăх! Мĕн сăлтавшăн ĕçлеместĕр эсир?
— Санпа сӳтсе явмалли пур! Халь шăп вăхăт.
Çак сăмахсем чĕрине çеçĕ пек тирĕнчĕç пулин те, Михха хăй тилĕрнине çиеле кăлармарĕ.
— Юрĕ, ара, мĕн çинчен сӳтсе явасшăн эсир?
— Малтанах... — ушкăн хушшинчен пĕр бурлакĕ сасă пачĕ, — çуркунне çаратнă пилĕк пин тенке тавăрса пар. Сутăнчăк судпа Енел çыннисене чура тума тăрăшнине пăрахăçа кăлар. Йывăç тиеме пуçланă кунранах тенкĕ çуршар тӳле. Кунĕпе тӳлемесен, каллех куртăм илме те килĕшетпĕр. Тата заводра, уй-хирте, улăхра, ытти çĕрте ĕçлекенсем мĕн ыйтнине те тивĕçтер.
Михха çакна асăрхама ĕлкĕрчĕ: çуркуннехи ĕçсемшĕн Енел çыннисем мар, урăх общинăран килнĕ çынсем калаçаççĕ. Вăл хăйне тăнăçлă тыткалама кирлине мансах кăшкăрса пăрахрĕ:
— Мольă хăваланă чухнехишĕн ыттисен мĕн ĕç? Эсир пулман вĕт унта?
— Пирен акă мĕн ĕç, хуçа... — çав çынсемех хуравларĕç. — Калăпăр, çуркунне эсĕ Енел чăвашĕсене чавса тăршшĕ лартнă, тепĕр чухне пире шăхăртăн. Çавăншăн эпир сана кăштах тăн парасшăн!
— Халăх сасартăках шавласа кайрĕ:
— Пирĕн ĕнсе çинче ларнипе çитет!
— Эй, мĕн калаçса çăвар пылакне сая тумалли пур! Пирĕн шухăша пĕлчĕ ĕнтĕ, кирек мĕн хăтлантăр.
— Кутамккасене йăтас та кимĕ çине ларас! Çĕршер бурлак тăвăллă хум пек пăлханни Миххана чĕтретсе пăрахрĕ. «Ятлаçса ним те тăваймăн. Кăмăллăрах калаçсан, майлă çаврăнакансем тупăнмĕç-ши? Пуринчен ытла халь ĕçе пăрахассине сиресчĕ. Кайран станувуй, уретникпе стражниксем çитсе хĕсĕрлĕччĕç».
— Халăх, эпĕ сире тимлесе итлерĕм, — терĕ Михха, — çут тĕнчере кашниех укçа ĕçлесе илесшĕн, лайăх пурăнасшăн. Анчах эсир ман çине тапăнса ахалех çиллентеретĕр. Эпĕ, хăшпĕрисем шухăшланă пек, нăчар çын мар. Хама хисеплекенсемпе кăмăллăн калаçма та хатĕр. Ман çул çине тăма хăтланакансене сирме кирек хăçан та вăй-хăват çитерĕп. Пирĕн хушăра усал юмах-сăмах урăх ан пултăр, хаклă вăхăта пушăлла ирттерес мар тесе, çакна каласшăн: çуркунне мольă антарнăшăн татса юлнă пилĕклине каялла паратăп. Йывăçа тиенĕшĕн ĕç пуçламăшĕнченех тӳлеме хатĕр. Хакĕ пирки каçалапа сӳтсе явăпăр. Ĕнтĕ ĕçе тытăнăр!
Михха сăмахĕ забастовка тума хатĕрлесе çитернĕ бурлаксен чĕрисене те тиврĕ, вĕсене те иккĕлентерме пуçларĕ. Хуçа кунашкал кăмăлланасса никам та кĕтменччĕ. Бурлаксем мĕн ыйтнине йăлтах тивĕçтересшĕн иккен вăл. Кун хыççăн унпала харкашма сăлтав та çук, Çапах та хушăран хирĕçнĕ сасăсем илтĕнчĕç:
— Эсĕ пире халап çаптарса çырлахтарма ан хăтлан!
— Пилĕк пине кăларса хыв та вара малалла ĕçлесси çинчен калаçăпăр!
— Халăх! Хампа пĕрле ун чухлĕ укçа чиксе тухман. Кăйса илме лекет. Эсир унччен вăхăта уссăр ан ирттерĕр. Ĕçе тытăнăр!
Кун хыççăн çирĕп тăракан вăйпитти бурлаксен кăмăлĕ те çемĕçрĕ. Енел çыннисем çуркунне ытла та хаклă ĕçлесе илнинчен кĕвĕçекенсем, халь вĕсен хутне кĕрсе хăйсен ĕç укçине çухатасшăн маррисем, забастовкăна ирĕксĕртен хутшăнинсем те тупăнчĕç. Çакăн йышши этемсенчен пĕри Якур пулчĕ. Вăл хуçа умĕнче чапа тухма май килнипе, Огуречнников астутарнине те манса, мала сиксе тухрĕ:
— Халăх! Пирĕн пуçăмăрсене мĕн анратнипе çитĕ! Хуçа пире ырă тăвасшăн, эпир ăна хирĕç тăратпăр. Мĕн сăлтавшăн? Çуркунне мольă хăваланă çĕрте ĕçлекенсем хутне кĕрсе-и? Вĕсем, мĕн, хăйсем ĕçлесе илнĕ укçине мана параççĕ-и? Шиш! Çавăнпа вĕсем мĕн туни, мĕн ĕçлени кирлĕ мар! Эпĕ халь ĕçлесе укçа тупасшăн!
Якур сăмахĕ çĕре ӳкмерĕ. Иккĕленекенсем, парăнас кăмăллисем хăюланчĕç.
— Атьăр ĕçе!
— Атьăр! — тесе кăшкăрнисем илтĕнчĕç, ĕçе кайма хускалакансем те курăнчĕç.
Михха Якур çине тав тунăн пăхрĕ. «Тахçан эсĕ мана турчкапа ислетнĕ те, халь маншăн тăрăшнине тепĕр чухне аса илĕп. Михха ырă тунине те манмасть».
Ваçлипе Аванов пĕтĕм ĕç пăчланса ларас хăрушлăх сиксе тухнине ăнланчĕç. Урăх шарламасăр тăма çук. Ваçли юлташне саламланă пек пуçне сĕлтсе илчĕ те:
— Юлташсем, тăхтăр-ха! — мала тухрĕ. Халăх лăплансан, шухăшне тăсрĕ: — Кам пакăлтатнине итлетĕр эсир! Кам хыççăн каятăр?!. Сутăнчăк хыççăн мар-и! Е вăл судра Енел халăхне сутнине мантăр-и? Паян вăл Енел халăхне çеç мар, Янашован мĕнпур тарçине çутма кĕрĕшнĕ те пире хăй май туртасшăн. Юлташсем, эпир çак путсĕр этем хыççăн кайса хамăр та сутăнчăка тухсан, хама çуракан заводра, уйра, улăхра ĕçлекен тăвансем мĕн калĕç! Вĕсем те, пирĕн пекех, хăйсен пурнăçне кăшт та пулин лайăхлатасшăн кĕрешĕве тухнă-çке! — Халăх кăмăлĕ тепĕр хут çирĕпленме пуçланине сиссе, Ваçли тата хăюллăрах та çивĕчрех каларĕ: — Юлташсем, мана çакă питех тĕлĕнтерет. Эсир Янашов хамăра капкăна лектерме шутласа кăларнă меслечĕсене курасшăн мар, çĕр хут улталасан, çĕр те пĕрремĕшĕнче каллех ĕненесшĕн. Вăл пире пĕччен-пĕччен çапса хуçасшăн. Çавăнпа суять те. Уншăн пурнăç чикки ылтăн. Ылтăншăн вăл пире çеç мар, хăйĕн чунне те шуйттана сутма хатĕр. Аса илĕр-ха, пирĕн ĕнсе çинче пуясшăн мĕн хăтланчĕ вăл! Çирĕм яла çапăçтарса, утрава туртса илчĕ. Çуркунне, вăрă-хурахне ярса, пирĕнпе договор тутарчĕ те кайран хамăртанах укçа шырать. Укçа параймарăмăр та чура вырăнĕнче ĕçлеттерет. Эсир мĕн, темиçе минут хушшинчех, улшăнса, ырă кăмăллă çын пулчĕ тетĕр-и ăна? Çук, улшăнман вăл. Ним тума аптранă енне сăмах парать кăна! Вăй илсен каллех улталĕ!
— Кала, Ваçли! — харăссăн шавласа илчĕ халăх.
— Михаил Петрович, — ĕнтĕ хуçа енне çаврăнчĕ Ваçли, — çакна каласа парăр-ха пире, мольă хăвалавă бурлаксен ыйтăвĕсене çеç мар, хăма çуракан заводра ĕçлекенсен, уй-хирте тырă выракансен, улăхра утă çулакансен, вăрманта катка хăми чутлакансен, выльăх-чĕрлĕхӳсене пăхакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерме килĕшетĕр-и эсир?
Халăх каллех шавласа кайрĕ:
— Пурин ыйтăвĕсене те тивĕçтермесен, ĕçе тытăнмастпăр!
— Ĕçлеместпĕр!
— Якура шыва ывăтас!
— Михаил Петрович, илтрĕр-и, халăх мĕн терĕ! — шав лăплансан асăрхаттарчĕ Ваçли.
«Акă, кам пăлхатать иккен... Акă, кам ман çул çине тăнă...» — аранах тавçăрчĕ Михха.
— Эсир шутланă пек нихçан та пулмасть! Эсир ыйтнине эпĕ нихçан та тивĕçтерес çук! Вăхăт çитсен хăвăрах мăкăрăр-ха! — терĕ вăл хаяррăн, вара рейда хĕрринчи плашкут çинелле чупрĕ.
Халăх пăрахута ним шарламасăр ăсатрĕ. Вăл куçран çухалсан, каллех Ваçли сăмах пуçарчĕ:
— Хуçа мĕнле çын иккенне паян тата лайăхрах куртăмăр. Анчах ĕненсе, чут çеç хамăр ĕçе пĕтерсе лартмарăмăр, чут çеç хамăр хута кĕрсе кĕрешĕве хутшăннă тус-йышсене сутмарăмăр! Çак нихçан та пирĕн чĕререн ан тухтăр. Кĕрешӳ тапраннă кăна. Пире парăнтарасшăн хуçа темтепĕр хăтланĕ, тӳре-шарасемпе хăратĕ, Якур йьшши сутăнчăксене тара тытĕ!
— Сутăнчăксене шыва чăмтаратпăр!
— Юлташсем, сехметпе кĕрешнĕ çĕрте эпир пĕччен мар. Çавăнпа хăрамалли çук. Ан тив, тилĕртĕр, хăратма тăрăштăр! Йывăçне Атăл çинчех шăнтма, тырри-пуллине пусăрах тăккалама, утине улăхрах çĕртме, выльăх-чĕрлĕхне пăхмасăр вĕлерсе пĕтерме килĕшмĕ. Эпир çĕнтересси пурте пĕр çын пек çирĕп тăнинчен килĕ. Юлташсем, кĕрешĕве вĕçне çитерер, хамăр хушăмăрта Якур пек сутăнчăх пулмастпăр тесе тупа тăвар!
— Тупа тăватпăр! — хăватлăн янрарĕ халăх сасси. Бурлаксем, пакурĕсене чи хăрушă хĕçпăшал пек çӳлелле çĕклесе, Атăлкасси еннелле юнаса илчĕç.
— Юлташсем, ĕнтĕ хамăр еннелле каçма та вăхăт. Малалла мĕн тумалли çинчен унта калаçса татăлăпăр! — терĕ юлашкинчен Ваçли.
Бурлаксем, вуншар кимĕ çине ларса, çыран хĕрринчен хăпса кайрĕç. Тахăшĕ юрă пуçарчĕ. Ун хыççăн çĕршер çын юрласа ячĕ:
Пирĕн инке пыл пекех,
Пирĕн инке çу пекех.
Идет ходом, водом!
Идет веселая!..
VI
Йăлăм енчи çыранра Якур пĕр-пĕччен тăрса юлчĕ. Бурлаксем вутлă чĕринчен тухакан хăватлă кăмăлла тупа, туни уншăн хăрушах туйăнмарĕ. Ун-кун енне кайсан, полицейскисем хăй хутне кĕрессе шанать вăл. Кĕтерукшăн халăх умĕнче намăса кĕртнĕшĕн Ваçлие тавăрма шăп вăхăт. Пăлхава никам та мар, çавă ертсе пырать. Ваçлие пĕтермелле. Çак шухăшпа Якур анаталла чупрĕ. Ун телейĕшĕнех-и, тен, паром та ку енчех. Якур ишме ларчĕ. Паром тепĕр енне каçса мостки çумне çыпçăнма ĕлкĕрнĕ-ĕлкĕрмен сиксе тухрĕ те Якур Атăлскассинелле вĕçтерчĕ. Станувуй çурт-йĕрĕ тĕлне çитсен тин, сывлăшне çавăрмалла, самантлăха чарăнса тăчĕ. Хунĕпе тĕл пулсан мĕн каламаллине шухăшларĕ. Пĕркунне çын йĕркине кĕме сăмах панăччĕ. Халь мĕн суяс? Кунта ырă ĕçпе никам та килмениине пурте пĕлеççĕ. Анчах вăхăта ытлашши ирттерме юрамасть. Урăх пĕлтерӳçĕ маларах ĕлкĕрсе систерсен, Якур хăй хакне çухатĕ. Вăл хапхаран кĕчĕ. Çенĕкре хунĕпе тĕл пулчĕ.
— Кĕрӳ, салам! — кĕтмен çĕртен курнăçнипе тĕлĕннĕн чĕнчĕ Прахăр.
Якур ним шарламасăр иртсе каясшăнччĕ.
— Эсĕ ман пата-и? Мĕн ĕçпе килтĕн?
— Хам ĕçпе! — терĕ те Якур, чунĕнче мĕн пуррине курасран хăранă пек, пăрăнса утрĕ.
Прахăр кĕрӳшĕ ырă енне çӳремессе сисрĕ. Пĕркунне Натюш çакăн çинчен астутарни тĕрĕсех пулчĕ-и, тен? Мĕнле майпа пĕлмелле-ши? Огуречниковпа Мошков иккĕшĕ икĕ кабинетрипе пĕрне те кĕрсе тăма май çук. Иçмасса, хĕрĕ те пушă мар, станувуй хваттерĕнче ĕçлет. Прахăр аптраса кил хушшине тухрĕ...
Микули кунĕ çапăçма тивни Огуречников чĕринчен каяйманччĕ, паянхи сас-хурасем вилĕм хакне ӳкереслех çапса хуçрĕç. Михха тарçисем каллех забастовка пуçарнă. Çуркунне суйнине юсама, Округ сучĕ йышăннине пăрахăç тума тата пур çĕрте те ĕç хакне ӳстерме, пурнăç условийĕсене лайăхлатма ыйтаççĕ. Çак ĕç те Энтрей патĕнче тупнă листовкăпа çыхăннине Огуречников аван ăнланать. Тăшманан йăви ăçта-ши? Ун йĕрĕ çине Энтрей урлă ӳкессе шаннăччĕ, пулмарĕ. Çуркуннехи забастовка пуçаракансене тĕппипе тупайманччĕ, паянхисем камсем-ши? Михха каласа панă тăрăх, тырă вырнă çĕрте пуçараканĕ Кĕтерук ятлă хĕрарăм иккен. Çав хĕрарăма станувуй пĕлет-и? Тарçăра чухне Михха ăна мăшкăллама тапăннă. Кун çинчен Михха хăй каласа панăччĕ. Платуна вăл чут çеç пуртăпа касса пăрахман. Халăха хирĕç тăнă. Паян Миххана мĕн-мĕн каланине аса илсен, Огуречников умне хăюллă та ăслă хĕрарăм тухса тăчĕ. Çапах та сĕмсĕркке чăваш хĕрарăмĕ социал-демократла рабочи партин организацийĕпе çыхăнса забастовка пуçарнине ĕненес килмерĕ унăн. Куна ĕненсен, вырăс мар халăх хĕрарăмĕсем çинчен ĕмĕр тăршшĕпех вĕсене ним шутламанни пĕтсе ларĕ. Пур-пĕр тепчеме тивет. Выльăх-чĕрлĕхсене пăхнă çĕрте ĕçлекенсене ертсе пыракан — ватă кĕтӳç Кавĕрле иккен. Хăма çуракан заводра Михха кăчакара асăрханă. Огуречников мĕнле тăра шыв çине кăларма май пуррине çеç шыраса тупаймарĕ. Вăл çапла пуçне çĕмĕрсе ларнă вăхăтра алăка шаккарĕç. Ирĕк парсан, дежурнăй стражник кĕчĕ те:
— Ваше благородие, сире Энĕшкасси çынни курасшăн, — терĕ.
— Кĕртĕр!
Якур алăк патĕнче чарăнса тăчĕ.
Огуречников пуç тӳпинчен ура тупанне çити пăхса илчĕ те:
— Çывăхрах кил! — терĕ. — Мĕн хыпар?
— Бурлаксем ĕçе пăрахрĕç. Хурал та тăратса хăвармарĕç.
«Унта, та çавах иккен...» — тарăхрĕ Огуречников. Палăртасшăн мар хыттăн каларĕ:
— Эсĕ мана ĕçе пăрахни çинчен мар, кам пуçарнине пĕлтер!
— Çавăнпа чупса кнлтĕм те, ваше благороди. Бурлаксене арман хуçи ывăлĕ Ваçли пăлхатать.
— Ваçли?
— Ия, ваше благороди! Вăл мĕн пакăлтатнине илтнĕ пулсан, эсĕ ăна çавăнтах тытса хупăттăн! — Якур малалла мĕн курни-илтнине, кун çумне хăйĕнчен темтепĕр хушса каласа панă хыççăн, сăмахне çапла вĕçлерĕ: — Михал Петрович кайсан, çирĕп тăма пурне те тупа тутарчĕ. Судра хуçа хутне кĕнĕшĕн мана шыва ывăтмалла тесе юнарĕ.
Огуречникова халь Якур ăраскалĕ ним чухлĕ те шухăшлаттармарĕ. Вăл ытларах пĕлесшĕн васкаса ыйтрĕ:
— Ну, тата кам тухса каларĕ?
— Пурте кăшкăрчĕç. Халăх Михаил Петровичпа килĕшсех пынăччĕ, Ваçли пĕтерчĕ.
Огуречников, самантлăха чĕмсĕрленсе, Ваçли камне аса илме тăрăшрĕ. «Вăл баржа çинче матросра çӳренĕ йĕкĕт. Паллах, унта такампа та тĕл пулма пултарнă. Ашшĕнчен уйрăлса тухнă та пĕчченех пурăнать. Йăла телĕшĕнчен иккĕшĕ килĕштермен сăлтавшăн çеç-ши вара? Округ судĕнче хирĕçле калаçни ăнсăртран-ши? Тăхта, Кĕтерук текенни ун савнийĕ тетчĕç мар-и? Пĕри — хĕрарăмсен, тепри арçынсен пуçне çавăраççĕ. Вĕсем алла-аллăн ĕçлемеççĕ-и?» — шухăшларĕ вăл.
— Тавтапуç, Егор Тихонович... Эсĕ, чăн та, турăпа патшана парăннă çын. Куншăн сана çĕр хут тӳлĕç. Пирĕн аслă патша хăйне ырă тăвакана нихçан та манмасть. Сана хам енчен кăштах парнелем-ха, — терĕ те Огуречнаков пĕр тенкĕлĕх кĕмĕл кăларса пачĕ. — Пытармастăп, Егор Тихонович, ĕнтĕ сана хамăн çывăх тус-йыш шутлатăп. Çапах та арăмупа килĕштерсе пурăнманни питех те пăшăрхантарать мана. Терĕс-и ку?
Станувуй хута кĕнĕн туйăннипе Якур ним намăсланмасăр калаçрĕ:
— Тăрĕсех, ваше благороди. Эпир арăмпа, чăн та, килĕштерсе пурăнмастпăр.
— Мĕн сăлтавшăн?.. Унăн, ашшĕ-амăшĕ те лайăх çынсем-çке. Ашшĕпе йăмăкĕ ман патăмра ĕçлеççĕ те, эпĕ вĕсене нихăш енчен те хурламастăп. Эсĕ те тăнлă-пуçлă çын пек курăнатăн. Арăмна çеç ăйăплас килет. Мĕн çитменшĕн сана харкаштарать-ши вăл?
Якур арăмĕ Ваçлине юратнă пирки харкашнине каласа пачĕ.
— Иккĕшĕ халь те тĕл пулкалаççĕ-и вара вĕсем? — ăнсăртран пек вăлтрĕ Огуречников.
Варланмасăр юлнă пĕр чĕптĕм сипече Якура тăна кĕртрĕ. Ваçлипе арăмĕ Микуласем патĕнче курнăçма пултарассине пĕлтерсен, хăйне ытла та çын вырăнне хумасса тавçăрчĕ.
— Çук, ваше благороди, куна çирĕплетейместĕп. Вĕсем халь те тĕл пулнине сиссен, арăм пуçне çапса салатăттăм. Ваçлине те шеллесе тăмăттăм.
— Пуçне çапса салатма кирлĕ мар, Егор Тихонович... Уншăн сана саккун тăрăх айăплĕç. Арăму кампа тус-йышлине, пуринчен ытла Ваçлипе çыхăну тытнипе тытманнине асăрхама тивĕçех. Хăвна хисеплесе калатăп, хаччăпа хĕр чух пĕр-пĕрне юратнăскерсем, халь те тĕл пулкалаççех-и, тен: — Якур кĕвĕçнипе пĕр хĕрелчĕ, пĕр шуралчĕ. Çакна асăрхасан, Огуречников тата хистерĕ: — Курсан-пĕлсен, мана килсе кала. Ваçлине сан арăмунтан мĕнле сивĕтмеллине иксĕмĕр шухăшласа пăхăпăр. Тата ялта мĕн калаçнисене те хăлхаран ирттерсе ан яр.
— Тăрăшăп, ваше благороди, — тенкĕлĕх укçа ывăç тупанне çунтарнине тӳсеймесĕр сăмах пачĕ Якур.
VII
— Ĕç-пуçсем мĕнле? — Кĕтерук кĕрсен, хумханса ыйтрĕ Анук.
— Ай, кума... Ĕмĕтленнĕ самант аранах çитрĕ... Эпир ырми-канми ĕçлени сая каймарĕ.
Вĕсем урăх пĕр сăмах каламасăр ыталанса илчĕç.
— Кума, кума... — хавхаланса пăшăлтатрĕ Кĕтерук, — хĕрарăмсем Миххана хирĕç тăнине, ăна çĕнтерме сăмах панине курасчĕ сан... Вĕсене халь никам та сĕмсĕркке чăваш тесе калаймĕ, вĕсем тĕнче умĕнче улăп евĕрех паттăр этемсем»
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...