Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
I
Ку вăхăтра Михха йăлтах çывăрма маннă тесен те тĕрĕсех. Вăл вырăн çине хăçан выртса хăçан тăнине калама та хĕн. Ăна кирек хăш самантра та ура çинче курма пулать. Анчах ĕçĕ ăнманнипе е Раççейри лару-тăру чĕрине хускатнăран мар. Япони çĕнтерсен те темех мар тесе шутлать вăл. Суту-илӳ кăна лайăх аталантăр. Вăрçă хирĕнче тăшмана çĕнтерессипе çĕнтермессинче Миххан ĕç çук, ун ятне патшапа генералсем пур. Революци юхамĕ сарăлса, çивĕчленсе пыни те питех шиклентермест ăна. Ун ятне полицейскисем пур. Миххашăн бурлаксене сухапуç вырăнне кӳлме май килни те çителĕклĕ. Малтан Михха бурлаксем, суд йышăннине пăхăнса, ĕçе тухма пултарасса шанманччĕ. Харкашу е çапăçу сиксе тухасса кĕтнĕччĕ. Бурлаксем пĕр сăмахсăрах Михха панă хакпа парăма ĕçлесе татма килĕшрĕç. Вăл ыйхине çухатни ĕçĕнче ахăр тапхăр пуçламнинчен килнĕ. Икĕ пине яхăн бурлак маткăпа челенасем туса йывăç тиеççĕ. Хăма çуракан завод икĕ сменăпа кĕрлесе ларать. Ĕнер ыраш вырма, утă çулма тытăннă. Ун тĕрлĕ хуласенчи вуншар амбарне хресченсем тырă йăвантараççĕ. Михха пур çĕре те хăй çитсе ĕçе хăвăртлатасшăн.
Çакнашкал пĕр хĕрӳ ирхине Михха шурăмпуçпе пĕрлех вырăн çинчен тăрса балкона тухрĕ. Атăл енчен вĕрекен ăшă çил чуна уçăлтарать. Михха тутлăн карăнса илчĕ те балкон карлăкĕ çине чавсаланчĕ, тавралăха сăнарĕ. Унăн айĕнче чаплă та аслă имени сарăлса выртать. Пӳрчĕпе тĕлме-тĕлех, Атăл çыранĕ хĕрринче, хăма çуракан заводăн вăрăм мăрйинчен тухакан çăра тĕтĕм тӳпене хупăрланă. Рамсем хашлатса хăма çурнă шав илтĕнет. Завод йĕри-тавра çын кĕшĕлтетет. Мĕн-мĕн тумаççĕ-ши кунта? Ав, шывран кăларнă йывăçсене, вагонетка çине тиесе, цехалла турттарса кĕреççĕ. Çурнă хăмасене çыран хĕррине илсе пыраççĕ те купа çине йăвантараççĕ. Кунтан вĕсене баржа çине йăта-йата тиеççĕ. Каç тĕттĕмĕ витĕр шурăмпуç ӳкнипе çутăла пуçланă Атăл хăватлăн юхать. Атăл леш енче Миххана пуйтаракан вăрман курăнать. Çут тĕнче, этемсем — тĕнчен мĕнпур пуянлăхĕ Миххашăн кăна тейĕн! Анчах çутçанталăк илемĕпе киленсе тăма вăхăт çук. Халăх мĕнле ĕçленине кайса пăхмалла. Ĕç çинчен шухăшлама пăрахайнăччĕ Михха, куçĕ умне часовня, пуп арăмĕпе манашкăсем тухса тăчĕç. Вĕсемпе паллашнăранпа ун пурнăçĕ ытла та савăнăçлă, пит-куçĕнче халĕ те рехетлĕх çиçет. Вăл тепĕр хут тутлăн карăнса илчĕ те пӳрте кĕчĕ, яланхи майлах никама хускатмасăр бурлакла тумланса, кил хушшине тухрĕ. Трифуна урхамах кӳлме, пыл сăра илсе, утрав çыранĕ хĕррине кайса тăма хушса хăварчĕ.
Малтан вăл хăма çуракан цеха кĕчĕ. Кунта виçĕ рам стенана чĕтретсе ĕçлет. Ун шавĕнче, кăшкăрса калаçмасан, çывăхри те илтĕнмест. Михха, никампа сăмах хушмасăр, суртлакан площадкăна тухрĕ, хăма йăтакансем мĕнле çаврăнкаланине сăнарĕ. Атăл çыранĕнчен йывăç турттаракансем патне пырса çитрĕ. Ĕç пур çĕрте те юхать кăна.
— Рейда кайрăмăр! — терĕ вара Михха хăйне кĕтсе илнĕ моториста.
Мотор кĕрленине илтсе, вахтăра тăракан матрос шăнкăравне шăнкăравларĕ. Буксирлă пăрахут çинче ĕçлекенсем палуба çине тухрĕç. Капитан штурвал патне хăпарчĕ, кăшкăртса саламларĕ. Кунта Миххана кашни кунах çакнашкал кĕтсе илсе ăсатнă.
Юхха хирĕç пулсан та, тӳлеккĕн сарăлса выртакан Атăла моторлă кимĕ çивĕччĕн кастарса чупать...
Михха катка хăми чутланă, чутланисене баржа çине тиекен çĕре çитрĕ, чарăнса тăмасăрах йăлăм еннелле тытрĕ. Бурлаксен шӳтле юрри илтĕне пуçларĕ. Михха тӳсеймерĕ — хăй те юрласа ячĕ:
Инке терĕм, мĕн терĕм,
Аш мунчана пыр терĕм.
Идет ходом, водом!
Идет веселая!
Моторлă кимĕ кĕрлесе каçнине курсан, бурлаксем тата янравлăрах юрларĕç. Михха кунта та ĕçсем хĕрӳллĕ пынине аван курать. Вăхăта ахаль ирттерекен çуяс, çапах та кăмăлĕ вĕчĕрхенет. Ан тив, пурте тăрăшса ĕçленĕн курăнччăр та, йывăçа тиес ĕç пурпĕр шухăшланă хăвăртлăхпа пулмасть. Июль уйăхне кĕрсе, урапа пасарĕ те çитнĕ, анаталла ăсатма пĕр çак та хатĕр мар-ха. Пĕлтĕр ку тĕле икĕ çăк ăсатнăччĕ, тиемелли йывăçĕ те сахалтарахчĕ. Июлĕн юлашки кунĕсемпе август — ĕçе татса паракан, тап хăр. Çуллахи вăрăм кунсем иртсен, темех тăваймăн вара Акă мĕншĕн кăшкăра-кăшкăра пырать Михха рейда çуммипе хăпарнăçемĕн.
— Çаврăнкалăр, çаврăнкалăр! Мĕн йăраланатăр унта! Вăхăтра тиесе пĕтерсен хăналама укçа шеллемĕп!
— Эсĕ пире хăналани карланкă таранах ĕнтĕ!
— Хăвăн пырна та ларĕ-ха! — ылханлăн калаçса юлчĕç бурлаксем.
Мотор шавне пула вĕсем хуçа хăлхине сĕмерĕç. Пĕр берди тĕлĕнче Михха чарăнма хушрĕ. Рейда плашкучĕ çине тухрĕ. Юхса выртакан йывăçсем тăрăх çăмăллăн чупса берда çине кĕчĕ. Кунта тăрринчен вăтăршар-хĕрĕхшер вершкаллă бруссене тиеççĕ. Бурлаксем чи парка брусне берда хĕрринелле туртса илчĕç. Михха васкаса çитрĕ те, пакурне пуринчен малтан брус çине лартса, хаваслăн юрласа ячĕ:
Подняли, молодчики, враз!
Бурлаксем те юрларĕç:
Разудалые, удалые, подняли враз!
Казак каткинчен те парка брус пуçĕ хĕрринчи пĕрене çине хăпарса выртсан, берда чĕркуççи таран путрĕ. Михха пакурне тĕлĕнмелле çăмăллăн кăларса аяккарах çапса лартрĕ те шӳтле юрă пуçарчĕ:
Пирĕн инке пыл пĕкех,
Пирĕн инке çу пекех...
Идет ходом, водом!
Идет веселее...
Бурлаксем те харăс юрларĕç.
Типĕ çĕрте ку бруса çирĕм çын та вырăнтан сиктереймĕччĕ. Шыва путнă берда çине ултă бурлак çăмăллăн туртса вырнаçтарчĕç те тепĕр брусне тытма васкарĕç.
— Хăвăртрах çаврăнкалăр! Ĕç ăнăçлă вĕçленсен, куç курми ĕçтерĕп! — васкатрĕ хуçа.
Михха кайрĕ. Бурлаксем васкас вырăнне йăраланса ĕçлеме пуçларĕç, пĕр-пĕринпе хуллен те хаяррăн калаçса илчĕç:
— Ылхавлă сехмет темерĕн!
— Шалмана сикесчĕ пĕрех хут!
Михха юлашкинчен маткă тăвакан çĕре çитрĕ. Кунта чи маттур бурлаксем — Энĕшкасси çыннисем — ĕçлеççĕ. Вĕсен хушшинче чи мухтавлă маçтăр — Сантăр. Миххана маткă тиес ĕç вăраха тăсăлни тарăхтарать. Маткă тенине эрне хушшинче туса пĕтерекенччĕ. Кăçал воробине тăратса лартни тăватă кун ĕнтĕ, виççĕмĕш ретне çаплипех тултарман-ха. Маткă хатĕр пулмасан, челенасене ниçта та юхтарса каяс çук.
Пĕр хушă бурлаксем ĕçленине сăнаса тăнă хыççăн:
— Маткăна хăçан туса пĕтерме шутлатăр? — ыйтрĕ Михха сиввĕн.
Хуçа сăмахĕсене илтмен пекех, хирĕç чĕнекен пулмарĕ. Мĕн ĕçе тытăннăранпах çакнашкал, Округ сучĕ укçа шыраса илмелле тунă тăрăх пĕр пуссăр ĕçлекен бурлаксем хуçа тем каласан та шарламаççĕ, хăйсен курайманлăхне çапла палăртаççĕ.
Михха ăна аван туять. Хаяр кăмăл-шухăшĕпе çак самантра пурне те çапса пăрахĕччĕ, пурне те пĕр çĕре çыхса Атăла сиктерĕччĕ. Анчах кам ĕçлĕ вара? Камăн хура тарĕнчен ылтăн тăвăн! Çапах та вĕсем ĕçе юри тăснипе килĕшме юрамасть.
— Акă мĕн, сăрнайсем, маткăна тиесе тултарма сире икĕ кун паратăп. Ĕлкĕреймесен, хăвăра хăвăр ӳпкелĕр! — астутарчĕ Михха.
Шал енчен плашкут тăрăх çырана тухсан, ăна Хĕлип кĕтсе илчĕ.
— Ĕçсем мĕнле пыраççĕ? — тарçине хуравламасăр ыйтрĕ Михха.
— Аванах пек-çке.
— Пек çеç çав... Тĕрĕссипе, ĕç нихçанхинчен те япăх. Эрнеренпе пĕр маткă тăваймастăр.
Куншăн Хĕлип те питех тарăхать. Çапах та айăпне хăй çине илесшĕн мар.
— Халь те хăвалама тăрăшатăп та...
— Хытăрах хăвала. Пĕр минут ахаль ан тăрат вĕсене! Ыран пĕр-пĕр стражник илсе килĕп-ха. Ан тив, саламатпа тăн кĕрттĕр!
Стражник тесен, Хĕлип чĕри яланхи пекех кăртлатрĕ, анчах халăх хушшинче пурăнма хăнăхнăран хăравçăлăха часах сирчĕ.
— Вĕсем килсен аванччĕ те... Бурлаксен наянлăхне вĕçтерĕччĕç, — килĕшрĕ вăл. Кантур тĕлне çитсен: — Стерляк яшки хатĕр! — тесе пĕлтерчĕ.
Стерляк яшки пĕçернине илтсен, Михха кăмăлĕ уçăлчĕ. Хĕлип ăна бурлаксем валли апат хатĕрлекен вучах патне ертсе пычĕ. Такан çинчи хуранне антарса илчĕ те:
— Хăвах чухламалла, хуçа... Ĕçсĕрленни килĕшмест. Сĕтел туса хатĕрле, пуллине кăларса сивĕт, — терĕ.
Михха икĕ савăл илсе хуран çывăхне хучĕ. Урине тутарла хутлатса ларчĕ те сакăр вершкаллă стерляка таткăн-таткăн кăларса савăлсем çине вырнаçтарчĕ. Хĕлип пулштух эрех илсе килчĕ, хуçана тултарса пачĕ. Умран юличчен ĕçсе-çисен, Михха сăхсăхса карттусне тăхăнчĕ.
— Эпĕ кайрăм ĕнтĕ. Эсĕ кунта асту, никама та канăç ан пар. Тепĕр виç-тăватă кунран малтанхи çăка ăсатмаллах.
— Тăрăшăп, Михаил Петрович! — парăнса сăмах пачĕ Хĕлип.
Вĕсем уйрăлчĕç.
— Ĕнтĕ Атăлкассинелле вĕçтер, — терĕ Атăл урлă каçсан Михха моториста. — Малалла урхамахпа каятăп.
Михха тăрантас çинче пакурĕпе тĕрĕнсе тăчĕ те — ун умне куç ытамне шăнăçайми сип-симĕс улăх сарăлса выртрĕ. Мăй таран ӳснĕ сĕлĕ тăрриллĕ курăк лăпкă çилпе хумханса пуç тайнăн курăнать. Михха утрава мĕнле майпа хăй аллине çаклатнине, çав вăхăтрах Микула чăрмантарма тăрăшнине аса илчĕ. «Ăссăр мар, сăрнай... Чут çеç путарса лартмарĕ. Çакна çеç йăнăшрĕ: вăл шутланипе çулталăк хушшинче утравран вун тăватă-вун ултă пин тупăш курмаллаччĕ. Эпĕ çĕр пин ытла тупăш илетĕп».
Инçетри чикĕре шап-шурă тумлă хĕрарăмсем карталанса утă çулаççĕ. Миçе хĕрарăм-ши кунта? Миçе ялтан пухăннă-ши? Куна Михха хăй те пĕлмест, шанăçлă çыннисем каланă тăрăх кăна укçа тӳлет. Кăçал утăпа пĕрле ыраш та пулса килчĕ. Хресченсем хăйсен тыррине вырма тытăнсан, ун ĕçне пăрахса каякансем те тупăнĕç. Ыттн улпутсем çĕр ĕçне аталантарасшăн машинăсем туянма тăрăшаççĕ. Михха тесен, ун çинчен ĕмĕтленмест те. Выçăллă-тутăллă пурăнакан чăвашсен аллисем шанăçлăрах та йӳнерех тесе шутлать.
Хĕрарăмсем утă çулакан çĕре çитсен, хуçа урхамаха чарма хушрĕ. Пăтранчăк куçĕпе тинкеререх пăхрĕ те хĕрарăмсем ăна илĕртесшĕн юри хуçкаланнăн туйăнчĕ. Ав, инçех те мар, çинçе пилĕк ухăнать. Михха юнĕ аскăнланса чупрĕ. Вăл тăрантас çинчен сиксе анчĕ. Пакурне çĕре тăрăнтарса, хĕр еннелле утрĕ. Утă çулакансем асăрхама ĕлкĕриччен кап! ыталаса йăтрĕ. Хĕр шари çухăрса ячĕ. Михха хĕре паккус çине йăвантарчĕ те ахăлтата-ахăлтата унтан-кунтан тыткаларĕ, чуптуса илчĕ. Пĕр хĕрпе вылянă хыççăн теприн патне пычĕ. Лешĕ тарса хăтăлчĕ. Ыттисем те сапаланчĕç.
Михха самант хушши ахăрса тăчĕ те:
— Мĕн каннипе çитĕ! Ĕçе пуçăнăр! — хăтарса кăшкăрчĕ. — Урăх тивместĕп! Эпĕ сăрнайсене ылтăн парасшăнччĕ, вĕсем илесшĕн пулмарĕç. Кăмăла пăсрĕç. Яланах çапла эсир, укçа тупма пĕлместĕр!
Михха тăрантас çине ларчĕ. _ Хĕрарăмсем хăвăрттăн çулнине асăрхасан, рехетленсе астутарчĕ:
— Тăрăшăр, тăрăшăр! Чăнах та калатăп, чипер çулса пĕтерсен, кашнине вуншар пус хушса паратăп...
Хĕвел хăпарнăçемĕн çанталăк шăрăхланчĕ. Анчах урхамах ыткăнса çил кăларнипе Михха ăна туймарĕ. Ялсен тӳпине тивекен çаран çинче утă çулакан çуккине асăрхасан, вĕсем çулма аниччен хăйĕн утине пуçтарма ĕлкĕрессе шанса, чунне килентерекен асаилĕве путрĕ. Ача чухнех ашшĕн суту-илӳ ĕçне çыпçăничченех, энĕшкассисемпе пĕрле вăл малтан выляма-кулма, каярах — утă çулма улăха çӳренĕ. Ав, Лăпăс кӳлли курăнакан пулчĕ те, Михха ăшĕнче хаваслăн кулса илчĕ. Пĕррехинче, кăнтăрлахи апата кĕнĕ вăхăтра, тăватă хĕр ыттисенчен пăрăнса кӳлĕ хĕррипе ӳсекен хăва хушшинелле кĕрсе кайрĕç. Михха, вĕсен хыççăн мулкача йĕрленĕ пек, хăва ăшне чăмрĕ. Ним сас-чӳ кăлармасăр кулĕ хĕррине тухса сывлама чарăнчĕ. Вăхăт нумай иртрĕ-и, сахал-и, инçех те мар шыва шăмпăртаттарни илтĕнчĕ. Ишме пĕлмен пирки хĕрсем ăшăх çĕртех, хуйхатса сехрисене хăпартман кăвакал чĕпписем пек, шăмпăртатаççĕ, пилĕк таран çĕкленеççĕ те каллех шыв çине выртаççĕ, пĕр-пĕрне шывпа сапкалаççĕ. Çапла самай вăхăт выляса савăннă хыççăн.
— Тусăмсем, çынсем апат çисе çулма каймĕç-и? — терĕ пĕр хĕрĕ.
— Тухас! — килĕшрĕç ыттисем.
Сăнакан çуккине шаннипех хĕрсем хăюллăнах кĕписем патнелле утрĕç.
Михха куçĕ алчăрарĕ. Ытти çамрăксене чĕнсе култарма шутланине те манчĕ. Вăл пуррине сиссен, хĕрсем усал-тĕсел майлах куçран çухаласран хăраса, ним сас-чӳ тумасăр айккинерех пытанчĕ.
Хĕрсем хăйсене ним именмесĕр тыткаласа тумланчĕç те куçран çухалчĕç.
Михха, асамласа хăварнă пек, хĕрсем тумланнă вырăна ним хускалмасăр пăхса ларчĕ. Тем вăхăтран тăна кĕрсе хăй тĕллĕн ахăлтатрĕ те, хĕрсенчен мăшкăлласа кулас ĕмĕтне тивĕçтерейменшĕн хайне хăй ятласа, урапасене тăратнă çĕре таврăнчĕ.
Кӳлĕ патне çитсен, унта халь те хĕрсем шыва кĕнĕн туйăннипе Михха тинкерчĕ. Кӳлĕре пĕр ушкăн кăвакал кăна ишсе çӳренине асăрхасан, кăмăлĕ улшăнчĕ. «Пăшалччĕ кусене», — терĕ хăй ăшĕнче.
Энĕш юханшывĕ урлă каçсан, Миххана тепĕр асаилӳ тыткăна илчĕ. Çамрăк чух вĕсем çак айлăма выртма килетчĕç. Вĕсемпе пĕрле пĕр çитĕннĕ хĕр выртма çӳретчĕ те ачасем тупмалла мар çĕре пытанса çывăратчĕ, Михха, нумай каç сыхласа, çак хĕр кимĕ айне кĕрсе выртннне асăрхарĕ. Вара вăл çекĕл тума юрăхлă вăрăм шĕшкĕ касрĕ. Вĕçне йĕвен чĕлпĕрĕсем çыхса тăсрĕ те ачасене пухрĕ. Ним сас-чӳ тумасăр пырса, шĕшкĕ çекĕлĕпе çăпата пуçĕнчен çаклатрĕ. Ыттисем харăс туртса сĕтĕрсе кайрĕç. Нумаях та пулмасть çуса кайнă çумăрпа шунĕ хĕрлĕ пылчăк çинче енчен енне çаврăнкаласа, хĕр сĕтĕрĕнет. Сăхманĕ йӳле кайнипе кĕпи малтанах шуррăн вĕлкĕшетчĕ. Сĕтĕрнĕçемĕн пылчăк сăрнипе палăрми пулчĕ. Çур çухрăм ытла сĕтĕрсен, ачасем йĕвен чĕллĕрĕсене вĕçертсе тарчĕç. Çитĕннĕ хĕр макăра-макăра килелле утрĕ. Ун чухне ним хуйхи-суйхине пĕлмен çамрăклăхчĕ çав. Тем тусан та килĕшетчĕ. Халь килĕшмест-и вара? Халь те çавах, анчах ашканăвĕ çеç урăхла. Иккун тупнă çăлкуçĕ çине туса лартнă пысăк часовня курăна пуçларĕ. Урăх унта çăл шывне кам шухăшланă çав ĕçсе ăш хыпнине кантараймĕ. Ку шыва, пӳрнеске пек кĕленчесем çине тултарса, укçалла сутаççĕ. Тупăша пысăклатасшăн, архиерей тăрăшнипе, Энĕшкасси çывăхĕнче тупăннă тĕлĕнмелле хăват çинчен миçе чиркӳре калаçу туса ирттермерĕç-ши! Пуп арăмĕн сывмар чухнехипе сывалсан ӳкернĕ сăнӳкерчĕкĕсенĕ ăçти-ăçти хаçат çине пичетлесе кăлармарĕç-ши!.. Çавăн хыççăн тĕлĕнмелле хăват шыраса килекенсен йышĕ темиçе хут та ӳсрĕ. Ав, халь те часовня патĕнче темиçе çын упаленеççĕ.
Михха хăй туса панă пӳрте кĕнĕ çĕре виçĕ манашки те вырăн çинчен тăман-ха. Каç аванах ӳсĕртсе хăварнипе мухмăрласа выртаççĕ. Пуп арăмĕ çуккине асăрхасан, Михха пушех савăнчĕ. Вăл ăна тахçанах йăлăхтарса çитернĕ ĕнтĕ. Ун çумĕнче манашкăсем чечекĕн курăнаççĕ тата вĕсем савма та лайăхрах пултараççĕ. Çамрăкрах манашки куçне уçса пăхрĕ те, Михха пичкепе сăра йăтса кĕнине курсан, аялти кĕпе вĕççĕнех сиксе тăчĕ:
— Йăмăксем, çырла шывĕ çитрĕ! Çӳлти патшалăха вĕçме вăхăт!
Тепĕр икĕ манашки те вырăн çинчен тăрсан, виççĕшĕ Михха аллинчи сăра пичкине туртса илчĕç. Çамрăкраххи Михха мăйĕнчен çакăнчĕ:
— Чуниллиçĕм... Эпĕ кĕçĕр тĕлĕкре те санпала аташнă. Чупту часрах.,.
Манашкăн уçă кăкăрĕ, вĕри сывлăшĕ хуçана ухмаха ертсе ячĕ. Михха манашкăна хăй çумне чăмăртаса илчĕ.
Михха çамрăкраххине савнăшăн лешсем кĕвĕçеççĕ те, хуçана çиллентересрен, парнесем кĕми пуласран хăраса, шарламарĕç.
Сăра тултарса хатĕрлесен, Миххапа çамрăкрах манашки те сĕтел хушшине ларчĕç. Вĕсен хушшинче намăс çуртĕнче кăна илтмелле калаçу та кулăшу тапранчĕ. Куншăн ытлашши тĕлĕнмеллиех те çук. Манашкăсем çамрăк пурнăçĕнче телейсĕр ăраскал сиксе тухнине тӳссе ирттереймен, инкеке çĕнтерме вăй-хăват çитереймен пирки мăнастире пырса кĕнĕ. Унта вĕсем тăнăçлă та тӳлек пурнăç шыранă. Çынсем хушшинче пурăннă чух хускалнă чĕрине лăплантарсан, ĕмĕр тăршшине турра кĕлтуса ирттерме ĕмĕтленнĕ. Анчах мăнастирте вĕсем ун тулашĕнчинчен те киревсĕртерех пурнăçпа тĕл пулчĕç. Архиерей е мăнастире пăхса тăракан пуп таврашсем мăшкăлламан пĕр манашкă та юлман. Кăшт айăпа кĕрсенех, игумен вĕсене, çĕрĕн-кунĕн чĕркуççи çинче тăратса, шывпа çăкăр кăна çитерсе асаплантарать. Çак тăрăхран ĕнтĕ вĕсем никам та сыхламан пек чухне пуриншĕн те тавăрма пек алхасаççĕ.
Манашкăсем хушшинче асса ларма питех хаваслă пулин те, Михха хăй ăçта, мĕн ĕçпе тухнине аса илчĕ.
— Сăваплă йăмăксем, шапаç! Ман кайма вăхăт.
— Эсĕ яланах пирĕнтен тарасшăн, — ӳпкеленçи турĕ ун арăкĕ çинче ларакан çамрăкрах манашки. — Саншăн эпир тунсăхлани ним те мар.
— Кăвакарчăнăм, лăплан. Чăнах та калатăп, уй-хирти тарçăсем ĕçленине кайса пăхатăп та таврăнатăп.
Пуп арăмĕ юлашки вăхăтра. кунне-çĕрне ытларах часовньăра ирттерет. Анчах сăваплă ĕç тăвас шутпа мар, чĕри пĕрре çуннине, тепре савăннине пытарасшăн. Архиерей манашкăсене ярса панăранпа Михха хăйĕнчен сивĕннине тахçанах сиснĕ вăл. Унччен иккĕшĕ лайăхах пурăннине аса илтерсе хăй май çавăрма тăрăшсан, нӳремсĕрле хатăрса пăрахнине те курнă. Çавăнпа пĕрлех пуп арăмĕ упăшки хăйне хĕсĕр сурăх тесе хăртни тĕрес пулманнине те туйрĕ. Ун ăшĕнче ача ӳсет. Вăл та чипер хĕрарăмах иккен. Халиччен ача çукки упăшкинчен килнĕ-мĕн. Тĕн йĕркисем хăратса тăмăсан, вăл упăшкине ĕмĕр тăршшĕпе хăртнăшăн тавăрĕччĕ. Кунашкал пуçсăрланни ырăпа вĕçленмессе туйса шарламарĕ. Миххана пĕлтерме те май килмерĕ, е хăюлăх çитеймерĕ. Паян унпала татăклах калаçма шутларĕ. Ку хыпара илтсен, Михха манашкăсене пăрахĕ те, тен, каллех ăна çеç савĕ.
Тăрантас патне каякан çул çинче вĕсем тĕл пулчĕç.
— А-а... Мария Петровна... — Пăрăнма май килменнипе чĕнчĕ Михха.
Пуп арăмĕн çилли тăвăлса килчĕ. Михха манашкăсем патĕнчен тухнине курчĕ вăл. Ятлаçасран е макăрасран аран тӳссе:
— Михаил Петрович, ман сирĕнпе сăмах пурччĕ, — терĕ.
— Эпĕ ерĕçместĕп-çке!
Пуп арăмĕ куна та тӳссе ирттерчĕ. Сасси çеç кӳреннĕн илтĕнчĕ.
— Сисетĕп, сан манпа калаçма вăхăт çук. Сана ыттисем илĕртеççĕ.
— Мария Петровна! — вĕчĕрхенсе пӳлчĕ Михха. — Эпĕ, чăнах та, васкатăп!
— Ман ăшра сан ачу ӳсет... — хăйса пĕлтерчĕ те пуп арăмĕ хăйĕнчен хăй вăтанса пуçне пĕкрĕ.
Часовня патĕнче çын çук пулсан, Михха ахăрсах кулĕччĕ. Çапах та йĕрлешкелемесĕр ирттереймерĕ.
— Ман ачи ăçтан паллă? Хăлхине картса янă-им? Пуп арăмĕн чĕри çĕçĕпе каснăн ыратрĕ. Вăл пуçне çĕклесе Михха çине тинкерчĕ.
— Иçмасса, турăран хăрасчĕ!
— Турă ятне хутшăнтармасан та пырĕ. Эсĕ вун çичĕ çулхи хĕрача мар. Малтанах шухăшламаллаччĕ. Кӳлешме те сăлтав çук. Пачăшкăпа иксĕр ача çуккишĕн пăшăрханаттăр. Ĕнтĕ эсир те ачаллă пулăр. Хреснашшĕне хама тăвăр...
Пуп арăмĕ тӳсеймерĕ, чун тăвăлни тухрĕ.
— Эпĕ сана этем тесе шутланă... Йăнăшрăм иккен. Илĕртсе çылăха кĕртрĕн те халь ним вăтанмасăр кулатăн... Ылханатăп сана... — Çĕре ӳксе сасăпах макăрчĕ. Тем вăхăтран пуçне çĕклерĕ те Михха çуккине асăрхарĕ. Инкек манашкăсенчен килнине аса илсе, ура çине тăчĕ.
Манашкăсем халь те сĕтел хушшинче сара ĕçеççĕ-ха. Ӳсĕрĕлме ĕлкĕрнипе шавлаççĕ, юрă анрашаççĕ:
Годы пройдут за годами,
Морщины покроют лица.
Горько зальюсь я слезами.
Но не забуду его...
Пуп арăмĕ кĕнине пуринчен малтан асăрханă манашки саркаланса сĕнчĕ:
— Мария Петровна, ĕç-ха! Михаил Петрович хăватлă сăра илсе килнĕ.
— Намăса çухатнă сучкасем темерĕн! Сирĕн йышши йĕрĕхсене çĕр мĕнле тӳсет-ши! — нимне пĕлми кăшкăрса пăрахрĕ пуп арăмĕ.
Манашкăсем ахăрса ячĕç. Çамрăкраххи пуп арăмĕ çине пӳрнипе тĕллерĕ:
— Пăхăр-ха, пăхăр, сучка марри тăрать! Хăй Михха еркĕнĕ иккенне те маннă!
Пуп арăмĕ урăх сăмахлашса тăмасăрах çамрăкрах манашкине çӳçĕнчен пĕтĕрсе илчĕ, çĕре тăсса ӳкерчĕ. Лешĕ пусма вырттарнă сысна пек çуйхашма тапратрĕ. Пуп арăмĕ, ун пуçне урай хăми çине шакка-шакка, шăл витĕр сăптăрчĕ:
— Эпĕ кам еркĕнĕ пулнине кăтартăп-ха сана... Михаил Петровича илĕртме те пăрахăн!..
Икĕ манашки хырăмне тытсах ахăрчĕç, анчах ватăраххи çуйхашнине часовня патне пухăннă çынсем илтесрен хăранипе тăна кĕчĕ..
— Чарăнăр, чарăнăр! — хушрĕ вăл, кĕтесре ларакан шыв витрине йăтса пырса, вĕсем çине йăвантарчĕ. Пуп арăмĕ çамрăк манашкăн çӳçне вĕçертсен тата хытăрах хăтăрчĕ: — Мĕн çитмен сире? Е пурсăмăра та ыранах мăнастире е тĕрмене хупчăр тетĕр-и?
Юлашкинчен пурте йăл илсе чĕркуççи çине ӳкрĕç, пĕр-пĕринчен каçару ыйтса кĕлтума тытăнчĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...