Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Халиччен маннăшăн ан çиллен, Мавра аппа. Урăх нимшĕн те нуша курмăн, — терĕ те Лукарье васкаса эрех тултарса пачĕ.
Пӳлĕме Хĕлип кĕчĕ.
— Эпĕ хатĕр!
— Мавра аппа, — çемçен чĕнчĕ Лукарье, — халь сана киле кайма вăхăт. Çула май лашапа Хĕлип леçсе хăварĕ.
Яла лашапа кĕрлеттерсе пырасси Мавра чунне пĕлĕт çинех вĕçтерсе хăпартрĕ. Ан тив, ялйыш курса тĕлĕнтĕр. Çапах та Хĕлипрен хăраса ӳкнипе хирĕç тăчĕ:
— Çук, çук, каймастăп эпĕ!
— Ара, Мавра аппа, çуран çитейместĕн вĕт! Урăличченех кунта пурăнма çук. Михха килсе кĕрĕ. Вара тем курса ларăпăр. Хăвна ырă сунса лашапа ăсататăп, — терĕ те Лукарье Маврана виçĕ ылтăн укçа тыттарчĕ. — Ку сана ним шухăшсăр, ним нушасăр пурăнмалăхне. Пĕтсен, татах кил. Е хамах парса ярăп.
Мавра, ывăç тупанĕ çинче чăн та ылтăн укçасем выртнине ĕненсен, тем пекех савăнчĕ. «Акă ăçта вăл тутă пурнăç. Ан тив, ялйышсем кĕвĕçчĕр. Ахаллĕн вĕсем ытла та шутлами пулнăччĕ. Çăва тухсан татах килĕп... Тепĕр хут шыраса тупнă ылтăн йăвине тек çухатмăп...». Мавран хăрани те сирĕлчĕ.
— Çапла çав, кин... Ват çынна манманшăн пихампар сиплĕх патăр сана...
Лукарье Маврана тумлантарчĕ. Хĕлип ăна, çавăтса тухса, çӳллĕ хыçлă çуна çине лартрĕ.
Пасар салана пуçламаннипе Атăл çулĕ çинче вĕсене никамах та хирĕç пулмарĕ. Мавра ылтăн пуррипе киленсе савăнăçлă юрă антрашкаласа пычĕ:
Шур юр çине пир сарнă,
Шуралĕ-ха майĕпе.
Мана чухăн тееççĕ,
Пурăнкалăп-ха майĕпе...
Атăл шăнман тĕле çитсен, Хĕлип сасартăках урхамахне чарчĕ те çуни çинчен сиксе анчĕ.
— Ылтăна кăларса пар хăвăртрах! — терĕ хыттăн. Мавра илтмерĕ, çаплипех юррине антрашкаларĕ. Вара
Хĕлип ăна ĕнсинчен тытса силлерĕ.
Мавра куçне уçса пăхрĕ те, умĕнче çын мар, усал-тĕсел тăнăн сехри хăпрĕ. Сасартăках урăлчĕ, пулăшу ыйтса кăшкăрасшăнччĕ, сасси тухмарĕ.
— Ылтăна кăларса пар тенĕ сана!
Мавра ăнланчĕ... Унне ылтăнне — пурнăçне туртса илесшĕн. Вăл аллине укçа тĕлне тытрĕ те çуна хыçĕ çумнерех тĕршĕнчĕ.
— Памастăп! Ылтăн ман!.. Кăраву-ул!
Хĕлип шартах сикрĕ, карчăк карланкине тытса чăмăртарĕ. Тавралла пăхса çаврăнчĕ. Никам та курăнманнипе лăпланса, аллине карланкăран вĕçертрĕ. Мавра çуна пуçнелле тăрăнчĕ.
— Виле карчăкĕ темерĕн... Чунĕ тухма та ĕлкĕрнĕ... — хăй тĕллĕн мăкăртатрĕ Хĕлип. Ĕнтĕ йăтмалла та вакка çеç ярăнтармалла. Хĕлипĕн ылтăна сая ярас килмерĕ. Маврана вăр-вар месерле çавăрса пăрахрĕ те вăл сăхман тӳмисене вĕçертрĕ. Кĕпине шарлаттарса çурчĕ, тутăрпа çыхса чикнĕ ылтăна хĕвĕнчен кăларса илчĕ. Вара тин карчăка вакка тăрăнтарчĕ. Мавра çиеле тухмасăрах пăр айне кĕрсе çухалчĕ.
Хĕлип каллĕ-маллĕ пăхкаласа çаврăнчĕ те çывăхра никам та çуккипе йăлтах лăпланчĕ. Темле пысăк ĕç тунă пек, васкамасăр та мăнаçлăн çуна çине ларчĕ, урхамахне марисен еннелле хăваларĕ. Нумаях та кайманччĕ, çакна аса илчĕ: «Михха Хусантан халех таврăнмĕ, Лукарье тӳлеме пулнă парăма илме шăп вăхăт. Ӳлĕме хăварсан, вăл тăна кĕрĕ те сăмахĕ çине тăмĕ. Ĕмĕтленни сая кайĕ». Хĕлип урхамахне Атăлкассинелле çавăрчĕ.
Киле çитсен, хăйĕн ĕмĕрĕнче пуçламăш хут-и, тен, Хĕлип тирпейленме шутласа, хваттерне кĕчĕ.
Кунта капăр та таса. Кĕтесри юман сĕтел çинче шурă çитти. Сак вырăнне авса тунă пукансем. Путмар çинчи вырăн сарăлсах тăрать. Шпалер çапнă стена çумĕнче сехет, пысăк тĕкĕр. Çырма-çатрасенче, сарай тӳпинче пурăнма вĕреннĕскер, Хĕлип тасалăха ниепле те хăнăхаймасть. Пӳртре çаврăнкалама та ирĕк çук пек туйăннипе вăл час-часах урайне выртса çывăрать. Хĕлипĕн хăй таврари çынсене тĕлĕнтермелĕхне тата тепĕр йăла пур. Михха ăна тем чул та авланма сĕннĕ, хĕр тупса пама та сăмах панă. Паллакан пуянсем, тӳре-шарасем те Хĕлип авланасса кĕтнĕ. Хăш-пĕрисем, Хĕлипĕн укçа нумаййине шанса, унпа хăталлă пулма ĕмĕтленнĕ. Вăл çаплипех авланман. Ун çинчен кирек кам сăмах хускатсан та, аллине сулса кăна ирттернĕ. Çапах та хăйĕн çемьеллĕ пулса çынсем пек тăнăçлăн, савăнса пурăнас килнĕ. Вăрă-хурахла чĕри ирĕк паман ăна. Хĕрарăмпа çыхлансан ырă курас çук тесе ĕненнине ниепле те сиреймен.
Çапла Хĕлип тирпейленес шутпа малти пӳрте кĕрсе тĕкĕр умне тăчĕ. Тĕкĕр çинче хĕрĕх çула çитнĕ, сывлăхлă та патвар, юрату мĕнне пĕлмен, хĕрарăмсемпе ашкăнсах кайман арçын сăн-сăпачĕ курăнчĕ. Вăл, хăйпе хăй киленсе, ывăç тупанĕ çине сурчĕ те çӳçне сăтăрса якатрĕ, пиншакне силле-силле сăтăркаларĕ, хăюлланма пĕр стакан эрех ĕçрĕ.
Маврана ăсатсан, Лукарье хăй мĕн тунине ăнланнăçемĕн сивĕ тытнă пек чĕтреме пуçларĕ. Хăвачĕ пĕтнине туйса, утиял айне выртрĕ. Çук, карчăка шеллесе мар, — ăна вĕлерессе шанмарĕ вăл, — вăрă-хураха парăнма сăмах пани тылларĕ. Унăн чунран юратман çынна кăмăл тума тивет. Енчен ĕнер Микулапа курнăçас ĕмĕте çирĕплетсе чĕрине хавхалантарман пулсан, çăва патнеччĕ темелле. Усал ĕç тунине пĕр хут тăватăн-и, иккĕ-и — пурпĕр. Микулапа курса калаçнă хыççăн Хĕлиппе явăçса хăй ятне çĕртес килмерĕ.
Хĕлип килсе кĕни Лукарьене çĕнĕ вăйпа минретсе пăрахрĕ. Вăл, утияла сирсе, ура çине сиксе тăчĕ. Куçĕ алчăрасан та, Хĕлип карчăка пуçтарнине тавçăрчĕ. Таçта, чĕри ăшĕнче, хăйне нумай усă кăтартнă çынна шеллес туйăм йăшăлтатма хăтланчĕ те çавăнтах сӳнчĕ.
Хĕлипе хуçа арăмĕ мар, пӳртре çамрăк хĕрача пурри аванмарлантарчĕ.
— Эпĕ чăрмантармарăм-и? — именнĕн ыйтрĕ вăл.
— Çук! — ним тума аптранă енне хуравларĕ Лукарье. Хĕлип тата тем калас шутлине сиссен, хĕрачи пурри Лукарье пит-куçне вут тивертсе илчĕ. Паçăр ăна, Хĕлипрен упранма пек, хăй патĕнчен кăларса ярасшăн марччĕ. Халь вăл пурри çĕр тĕпне путмаллах вăтантарчĕ.
— Клавье, — пăлханнине палăртасшăн мар хуллен чĕнчĕ вăл, — эсĕ тумлан та уçăлмалла урама тухса çӳре!
Иккĕшĕ çеç юлсан, Лукарьепе Хĕлип пĕр-пĕрин çине тĕпчевлĕн пăхрĕç.
— Лукерья Семеновна, эсир хушнине турăм...
— Ун çинчен ан тапрат... Ан тапрат, тархасшăн! Илтес килмест ун çинчен, — тĕплĕн каласа парасран хăранипе чарчĕ Лукарье.
— Юрĕ, ара, итлес килмесен шарламăп. Эпĕ мĕнпур те ĕçшĕн тӳлеме вăхăт çитнине астутарасшăнччĕ...
Лукарье кăштах шухăша кайса тăчĕ те:
— Ĕç укçи акă, тыт! — терĕ ылтăн кăларса.
— Лукерья Семеновна, эсир мана хĕрарăм пек тӳлеме сăмах патăр!
— Эпĕ халь те хĕрарăм пек тӳлетĕп. Арçын хаклăрах тӳлĕччĕ, — ним тытăнса тăмасăрах хуравларĕ Лукарье.
Хĕлип хуçа арăмĕ хăй сăмахĕнчен пăрăнма хăтланнине сисрĕ.
— Лукерья Семеновна... Эпĕ сирĕн патăрта укçашăн ĕçлеменнине хăвăрах лайăх пĕлетĕр. Тата сирĕн кăмăла тивĕçтерсен мана парăнасси пирки хăвăр сăмах турăр. Халь ĕнтĕ кутăна пени вырăнсăр...
Хĕлип ирĕксĕрлесе тапăнни Лукарьене тилĕртрĕ.
— Мĕнле хăятăн эсĕ?! — хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ те вăл сиксе пырса Хĕлипе енчен енне çупкăпа çутăлтарчĕ. — Акă сана парăнма тунă сăмах! Акă сана тӳлев!
Хĕлип сасартăк тăна кĕрсе хăраса ӳкрĕ: упăшкине каласа парсан, мĕн курас?
Лукарье, тарçи шухăшне тавçăрнă пек, сассине çемçетрĕ:
— Пирĕн патăмăрта лăпкăн та хисеплĕн пурăнас тесен, паян мĕн курни-илтнине пĕтĕмпех манма тăрăш. Эпĕ те сĕтĕрмĕп. Ĕнтĕ кай та урăл. Вара хуçа ĕçне ту. Хĕрарăм кирлĕ-тĕк, урăх та тупăн. Авă, сан стрепке пур.
Лукарье патĕнчен Хĕлип килĕ çине хурса тӳнĕ пек сӳсленсе тухрĕ.
XI
Çтаппанпа Микула ирех çитрĕç. Матĕрне вĕсене хаваслă кĕтсе илчĕ.
— Николай Степанович, хывăн-ха!
— Вăхăт çук, Матрена Игнатьевна. Эпир васкатпăр.
— Эсĕ, пирĕн пата килсен, яланах васкатăн. Нихçан та чунран калаçса ларма çук.
— Акă, аттепе Хусана кайса килĕпĕр те, вара каçченех сирĕн патăрта пулăп.
Çтаппан Микула лашине тăварса кӳлчĕ те, вĕсем тухса кайрĕç. Хула тулашĕнчи поселока çитсен, Микула саквояжне илсе çуна çинчен анчĕ.
— Атте, киле кайса çӳресси. Эпĕ пушаниччен харчевньăна кĕрсе лар та çынсем мĕн калаçнине итле.
Микула ашшĕнчен уйрăлчĕ те пĕр хутлă кивĕ çурт калинккине пырса шăнкăравларĕ. Кĕçех хĕрарăм сасси илтĕнчĕ.
— Кам унта?
— Эпĕ, мужик!
— Ăçтан?
— Сехметкассинчен.
Калинкке уçăлчĕ. Дуся хыççăн Микула пӳрте кĕчĕ.
— Николай Степанович!.. Мĕнле пурăнатăн?..
— Пит аван, Леонид Сергеевич! Вĕсем тăванла ал тытрĕç.
Микула ку киле пуçламăш хут кĕни ултă çул иртнĕ. Унтанпа пӳрт ăшчикĕн илемĕ, кил хуçисен евĕклĕхĕпе вашаватлăхĕ, тăванла ырă кăмăлĕсем тата уççăнрах палăрчĕç. Микула кил хуçисем сăн-питрен улшăннине те асăрхаймарĕ. Ан тив, çамрăклăхран ватăлăха куçас тапхăр Дуся питçăмарти çине йĕр хурса хăварнă, Кузнецов тăнлавĕ çинчи çӳçне шуратнă пултăр та, Микула куçĕ умĕнче вĕсем, малтанхи хут курнă чухнехи майлах, çамрăк та иксĕлми вăйпитти çынсем.
— Хывăнăр, хывăнăр, Николай Степанович!
Микула хывăнчĕ те саквояжне йăтсах тĕпелелле иртрĕ.
— Николай Степанович, саквояжа ма алăран вĕçертместĕн? Çаратса юласран хăратăн-и?... — шӳтлерĕ Дуся.
— Кам пĕлет сире?.. Тархасшăн, ан тивĕр. Ман унта парне пур.
— Каллех-и?
— Тăтăшах парне илсе килнипе иртĕхтерсех ятăр ĕнтĕ пире.
— Евдокия Ларионовна, эсир куна тĕрĕс каламарăр! Иртĕхтерме мар, хăвăр парнеленисене ĕмĕр тăршшĕпе те татаймăпăр. Мĕншĕн тесен сирĕн парнесем хăвăртан, çиес татăкран, уйăрса панăскерсем пулнă, ку темрен те хаклă. Тата халь илсе килни сире валли мар, парти валли... Кунта пин тенкĕ, Леонид Сергеевич. Пĕтĕмпех Владимир Ильич патне ярса парасчĕ. Суту-илӳ туса тупнă укçа çеç тесе ан шутла. Пилĕкçĕр тенкине большевиксем ертсе пынипе вилĕмле çапăçăва тухма хатĕр чăвашсем пĕрер пусăн пухса панă. Ан тив, Владимир Ильич хăйĕн вĕрентĕвне чăваш чухăнĕсем те чĕрене хунине пĕлсе савăнтăр. Тата чăваш чухăнĕсем ăна сывлăх та ырă кунçул сунса салам янине те хыпарламасăр хăварас мар. Акă çырăвĕ те.
— Тавтапуç, Николай Степанович! — Кузнецов Микулана ыталаса чуптурĕ. — Ху калашлех ярса парăпăр. Ильич савăнĕ çеç мар, сире тав тăвасса та шанатăп... Дуся, апат-çимĕç хатĕрле-ха. Ĕçе кайиччен çырткалар. Николай Степанович та ир тухнипе апатланайман-и, тен?
— Тĕрĕс, Леонид Сергеевич. Матрена Игнатьевна патĕнчен те васкаса тухрăмăр.
— Çемйӳ мĕнле пурăнать? Ванюк сывă-и? Анук мĕн ĕçлет? — пĕлесшĕн пулчĕ Дуся, апат хатĕрленĕ май.
— Анук пасара панулми сутма кайрĕ. Ванюк авланас каччă ĕнтĕ. Ун валли хĕр те çураçрăмăр. — Кил хуçисем тĕлĕннине асăрхаса кулса ячĕ.
— Кам хĕрне çураçрăр вара?
— Хăвăрах тавçăрма тивĕç.
— Кĕтерук хĕрачине пулĕ?
— Чухлаймарăр, Евдокия Ларионовна!
— Апла камăн хĕрачине çураçрăр тата?
— Сехмет хĕрачине!
— Ну, Николай Степанович, мăка çĕçĕпех пусрăн! — шӳтлерĕ Кузнецов.
Вара Микула Михха патĕнче мĕн пулса иртнине каласа пачĕ. Тус-йышсем ӳпкелешсе пăхнипе сăмахне çапла вĕçлерĕ:
— Сехметпе хурăнташланасси çинчен шухăшласан, хамăн та кăмăл пăтранать. Ирĕксĕртен килĕшме тиврĕ. Хирĕçсен, вăл халех тавăрма тытăнĕччĕ. Çураçнине революцин хумĕ хуратса тăкĕ. Тата çирĕм пилĕк пин тенкĕ, чăн та, тĕккелемĕ. Эпир унпа усă курма пĕлĕпĕр.
Микула тус-йышĕсем ăнланчĕç, сăмахсăрах килĕшрĕç.
— Ну, унти ĕç-пуçсем мĕнле? — ыйтрĕ Кузнецов, апат çисе тăрансан.
Микула пит-куçĕнчи хаваслăхпа шӳтлĕх сасартăках сӳнчĕç. Вăл Энтрее арестленĕ хыççăн мĕн пулса иртнине хыпарларĕ.
— Вăт, сволочь! Касмуххине мĕн çитмен тата?
— Вĕсене уретник ирĕксĕрлесе калаттарнă.
— Лешĕ мĕн хăвалать?
— Эпĕ Хусанта ĕçленĕ чухне крючниксем ăна уборнăя тытса янине манман. Уйăп пĕлтернĕ тăрăх, уретник çав инкеке ман пирки курнă пек шутлать иккен.
— Ахальтен хура чĕреллĕ-и вĕсем! Ниме те манмаççĕ... Ниме те каçармаççĕ...
— Сехмет хунĕ тăрă шыв çине кăларни аван-ха. Вĕсем мĕнле çынĕ халăх умĕнче тата лайăхрах палăрчĕ.
— Пурпĕр сыхланмалла. Вĕсем листовкăна тимĕрçĕ ăнсăртран тупнă тенине ĕненес çук. Тимĕрçĕпе арăмĕ çухални вĕсем шанманнине татах çирĕплетĕ. Уездри, кĕпĕрнери полицисене пĕтĕмпех ура çине тăратĕç.
— Ăнланатпăр, Леонид Сергеевич. Ăнсăртран çакланас мар тесе, мĕн кирлине пурне те тума тăрăшăпăр.
— Тимĕрçĕ валли унта ĕç тупăнмасан, Хусана ăсатăр.
— Ĕçĕ тупăнĕ-ха, Леонид Сергеевич. Тавар килнĕ терĕр-и?
— Килнĕ.
— Пирĕн тимĕрçĕ — салтак. Çав тавара тыткалама вĕрентнĕ çĕрте кирлĕ пулĕ. — Микула хут татăкĕ кăларса Кузнецов умне хучĕ. — Пăхкалăр-ха. Кунта эпир сехмете мĕнле условисем йышăнтармаллине çырнă.
Кузнецов васкамасăр та тимлĕн вуласа тухнă хыççăн:
— Пĕтĕмĕшпе илсен, ырламалла, — терĕ. — Анчах, ман шутпа, бурлаксен пурнăç условисене лайăхлатас тĕлĕшпе ытла та хăюсăр эсир. Мĕншĕн пахилккепе çăпата ыйтмастăр, мĕншĕн кăшшавуйсем тутарасси çинчен сăмах хускатмастăр? Хăвăр каласа панă тăрăх, мольă хăваланă çĕрте кашни çулах кама та пулин вĕлереççĕ е амантаççĕ. Вĕсен çемйисене пулăшма кирлине те шарламастăр.
— Эсир кăтартса панисем пурте тĕрĕс, Леонид Сергеевич. Ун çинчен хамăр та шухăшласа пăхнăччĕ. Сехмет килĕшмесрен хăрарăмăр-и, тен.
— Нимрен хăрамалли те çук, Николай Степанович! Сехмете пуриншĕн те: иртнишĕн, паянхишĕн, ыранхишĕн те сăмах тыттарма тивĕç. Сирĕн юна сĕлĕх пек сăхнине аса илсен, бурлаксен пурнăçне лайăхлатассишĕн тем тутарсан та çылăх мар. Тата шăп вăхăт. Мольă юхтарнă çĕре сирĕн общинăри чăвашсенчен урăх никама та хутшăнтараймĕ. Çакă сире çĕнтермелли майсем туса парать.
— Ăнланатăп, Леонид Сергеевич, сиксе юлнă ĕçсене туса çитерме тăрăшăпăр.
— Халь эпĕ каланисем ман шухăш кăна. Ытти çинчен комитетра сӳтсе явăпăр.
— Комитет хăçан пухăнать?
— Тепĕр сехетрен.
— Питĕ аванччĕ, Леонид Сергеевич. — Микула Кузнецов умне тепĕр хут сарса хучĕ. — Ку черетлĕ листовка валли.
— Аван, — терĕ Кузнецов вуласа тухнă хыççăн. — Анчах бурлаксен пурнăç йăли-условисене лайăхлатасси çинчен хушса çырăр.
XII
Комитетра пур ыйтусене те ăнăçлă сӳтсе явнă хыççăн Микула ашшĕ патне таврăнма тухрĕ. Аслăрах тус-йышĕсемпе тĕл пулни иккĕленме хăтланнă кăмăл-шухăшне сирчĕ, тăшманпа кĕрешес вăй-хăватне татах çĕклерĕ, чăвашсем хушшинче хăйсем пĕччен маррине, Хусанти рабочисем, пĕтĕм Раççейри рабочи класс пулăшу кăтартасса тата ытларах ĕнентерчĕ.
Ашшĕ ăна вокзал умĕнче, лашасене кăкаракан вырăнта, кĕтсе илчĕ те, вĕсем, складсем патне кайса, Микула ячĕпе килнĕ супăньпе канфет ещĕкĕсене çуна çине тиесе, хуларан тухрĕç.
Ашшĕсем патне таврăнса ещĕксене пушатрĕç те, Микула тепĕр хут Хусана кайса пианино илсе килчĕ.
— Ну, Матрена Игнатьевна, ĕнтĕ кăштах хăна пулма та юрать. Анчах Ильина чĕн-ха! — терĕ вăл.
Çтаппан килĕнче пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ икĕ çамрăк йĕкĕт ялти çынсен умĕнче тарçă шутланса пурăнаççĕ. Чăн та, вăхăт пур чух вĕсем, хуçалăхри кирек мĕнле ĕçе те хутшăнса, Çтаппана пулăшаççĕ. Вĕсене уй-хир ĕçĕнче, сад пахчинче те куркаланă ялйыш. Вĕсем урама тухса çамрăксен вăййи-куллине хутшăнманни хĕрсене тĕлĕнтерет те, пурпĕр ытлашши йӳпсесех каймаççĕ, тарçă тенин ăраскалĕ çавнашкалне пурте пĕлеççĕ. Лешсен вăййа-кулла хутшăнма вăхăт та çук, çĕрне-кунне пĕлмесĕр чăвашла та вырăсла листовкăсем пичетлеççĕ.
Матĕрне питех телейлипе пуçĕ çаврăннăран икĕ йĕкĕт мĕн ĕç тунипе интересленмен те, вăрттăн типографине тӳре-шарасем килсе тупсан хăрушă инкек сиксе тухасса та туйман. Вăл мар пулсан, кам телейлĕ тата? Çтаппан — арăмне хисеплекен упăшка. Мăшăрланнăран вара иккĕшин хушшинче пĕр сивĕ сăмах та тухман. Аппăшĕсем ютран килнĕ чăваш хуçалăха тĕп тăвать тесе асăрхаттарни те вырăна килмерĕ. Малтанхи упăшки перекетлесе хăварнă вунă пин тенке Микулана панăшăн унран кулни те харама кайрĕ. Микула ăна тахçанах тавăрса панă.
Ильинпа юлташĕ сарай айĕнче, юри туса панă пĕчĕк пӳрте, вырнаçнă. Кун пирки хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ сăмах хускалса иртнĕ. Матĕрнепе Çтаппан вĕсене пысăк пӳртре пĕр çемьери пек усрасшăнччĕ. Ильин çине тăрсах килĕшмерĕ: «Тарçă тени хуçисемпе пĕрле пурăннине кам курнă?» — терĕ.
Матĕрне кăмака хыçĕнчен пит çăвакан кĕтесе пычĕ те шăнкăравпа икĕ хутчен шанкăравларĕ.
Пӳрте çирĕм пилĕк çула çитнĕ йĕкĕт кĕрсен, вĕсем Микулапа хавасланса ал тытрĕç.
— Мĕнле пурăнатăр?
— Калама çук аван.
— Пĕркунне парса хăварнă юрăсене куçарайтăн-и?
— Пĕрне куçарма хăтланса пăхрăм та...
— Ăçта-ха?
Ильин кĕсйинчен хут татăкĕ кăларса пачĕ. Вуланăçемĕн Микула сасăпах юрлама пуçларĕ:
Пирĕн тавра усал тăвăл улать-çке,
Тĕттĕм вăй-хăват пире пит хĕстерет.
Тăшмансемпе тĕп вăрçа кĕтĕмĕр-çке:
Пуçăмăра мĕн кĕтет? — Кам пĕлет...
Пĕр шикленмесĕр, пĕр хăрамасăр
Ĕç ялавне çӳлелле хăпартар!
Лайăх пурнăçшăн, хаклă ирĕклĕхшĕн,
Пур халăхсем, çав ялава тытар!
Ильин та юрласа ячĕ:
Танлăхшăн юнлă
Вăрçă пуçланнă.
Ут малалла,
Ĕççынни, вăрçалла...
— Маттур, маттур, Фома Семенович. Эсĕ, тупата туршăн, поэт!
— Ку сăмах ытлашши, Николай Степанович.
— Пĕрре те ытлашши мар. Курăн акă, чăваш халăхĕн юратакан поэчĕ пулăн. Ытти юрăсене те куçарма васка-ха. Эпир вĕсене пиншер экземплярăн чăвашсен хушшине салатăпăр.
— Тăрăшса пăхăп...
— Ĕç çинчен калаçма чарăнăр-ха ĕнтĕ. Кайран, апатлансан, кирек мĕн хăтланăр! — сăмаха хутшăнчĕ те Матĕрне сĕтел çине апат-çимĕç кăларса лартма васкарĕ.
XIII
Çур çĕр çитсе урам хушши лăпланнă тĕлелле Микулапа Çтаппан икĕ лавпа Атăлкассине çитрĕç. Пианино лартнă лавне Муравьев пурăнакан çуртăн кил хушшине кĕртрĕç, теприне магазин умне тăратрĕç. Ещĕксене магазина йăтса пĕтерсен, пĕр вăрăм ещĕкне уçрĕç те, супăнь хушшинчен тăватă винтовка тухрĕ.
Муравьев ирĕксĕрех çуйланчĕ. Ку таранччен ăна революци тени халăха вĕрентсе ăстăн панипе, мирлĕ майсемле вĕçленмелле пек туйăнатчĕ. Класс кĕрешĕвĕпе çапăçу çинчен калаçнине тем чул илтсе те чĕрине хуманччĕ. Забастовка туса, Миххана парăнтарма кăна хатĕрленеççĕ-çке-ха вĕсем.
— Кусемпе мĕн тумалла? — ыйтрĕ Муравьев.
— Кашкăр çине çара алăпа тапăнсан, вăл пуç çине сиксе ларасси паллах. Текех Питĕрти пек ним айăпсăр ĕççыннисене пере-пере вĕлерме ирĕк памăпăр.
Муравьевăн килĕшес мар кăмăл та пурччĕ, анчах шарламасăр ирттерчĕ.
Юлашки тăватă ещĕкĕнчен тата вун ултă винтовка кăларчĕç. Канфет ещекĕнчен вунă револьвер, патронсем тухрĕç. Револьверсенчен иккĕшне Ваçлипе Кĕтерук валли, виççĕшне хăйсем валли хăварса, ыттине урăх ещĕке вырнаçтарчĕç. Муравьев хăй патĕнче тăракан урхамахне кӳлсе килсен, хĕç-пăшалсене ун çине тиерĕç те, Микула çула тухрĕ. Тепĕр сехет çурăран вăл Кĕчĕерти хысна çурчĕ патне персе çитрĕ. Кил хушшинче йытăсем хаяррăн вĕрме тапратрĕç. Микула чӳречерен шаккарĕ.
— Кам унта? — илтĕнчĕ шалтан.
— Эпĕ, сан обходра делянка илес тесе килнĕ çын.
— Мĕнле йывăç кирлĕ сире?
— Ăвăслăх пулсан аванччĕ.
Калинкке уçăлчĕ. Микулапа Ганият ним шарламасăр ал тытрĕç.
— Ют çын çук-и? — хуллен ыйтрĕ Микула.
— Çук...
— Апла пысăк хапхана уç-ха. Лашана кил хушшине кĕртер.
Лашана сарай айне тăратсан, ещĕкрен пĕр винтовкипе револьверне тата темиçе патрон кăларса юлчĕç те, ыттисене малтанах алтса хатĕрленĕ шăтăка вырнаçтарчĕç, çиеле тислĕк купаларĕç.
— Ĕнтĕ пӳрте кĕрер...
— Хаваспах пĕрер стакан чей кĕрсе ĕçĕттĕм те, Ганият, вăхăт çук. Аркади пичче патне илсе кай-ха!
Вĕсем сарай кĕтесĕнчи пĕчĕк пӳрт çенĕкне шаккарĕç. Шалтан кĕçех хĕрарăм сасси илтĕнчĕ:
— Кам унта?
— Эпĕ — Ганият. Уç-ха!
Микулана палласа илсен, Наталле шартах сикнĕ пек пулчĕ. «Мĕн тума килчĕ вăл? Мĕн кирлĕ ăна кунта?»
Микула винтовкăна кĕтесе тăратрĕ те:
— Мĕнле пурăнатăр, Наталле аппа? — кăмăллăн ал парса саламларĕ.
— Хуллен... — ютшăнарах хуравларĕ ăна хирĕç тимĕрçĕ арăмĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...