Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Çук, атте, ман каймаллах. Мана Микула пичче кĕтет! — тесе алăк патнелле утăмларĕ.
Макçăм, ывăлĕ çулне пӳлсе, хаяррăн хăтăрса пăрахрĕ:
— Хăтлан кăна!
Уретникпе стражниксем килни тата Михха патĕнче пулса иртнĕ харкашу Верук сехрине те хăпартрĕ, упăшки ятлаçни те вырăнлă тесе шутларĕ. Уçкана Микула патне кайма чарнипе вара килĕшмерĕ. Унта ывăлĕ суту-илӳ ĕçне вĕреннинчен ытла тĕрлĕ вырăнта, тĕрлĕ ăслă çынсемпе курнăçса уçăласса, хăйне хăй пурăнма пĕлӳпе ăсталăх пухасса шанать вăл, çавăншăн ывăлĕн хутне кĕчĕ:
— Макçăм, ăссăрланса ан тăр. Ачана ĕçрен ан хăвар! Арăмĕ сăмаха хутшăннине ахаль чухне те тӳсейменскер, Макçăм пушшех тăвăлчĕ. Ывăлĕсем хирĕç тăни сахал, тата арăмĕ, ăна пăхăнса çеç пурăнмалласкер, хирĕçме пăхать. Çитĕннĕ ывăлĕ çине ал хума аван мар. Арăмне çапкаласси вара — хăнăхнă япала.
— Шăлна çырт, санран ыйтмаççĕ! — харр кăшкăрса пăрахрĕ те вăл Верука çупса ячĕ. Çак хушăра алăк шатлатса хупăнни илтĕнчĕ. Макçăм çаврăнса пăхрĕ те ывăлĕ пӳртре çуккине асăрхарĕ. Ним тума аптранă енне хыççăн ыткăнчĕ. Ĕнтĕ чарас çуккине туйса, каялла таврăнчĕ те: — Пĕтĕмпех сан пирки пулчĕ, каяннăй пуçĕ! — тесе арăмне тепре çупрĕ. Хĕрĕсем çуйхашма пуçларĕç. Макçăм вĕсене те чăмăрĕпе патлаттара-патлаттара илчĕ...
Анукпа Уçка Атăлкассине çитнĕ çĕре тимĕр-тăмăр, пусма-тавар тата апат-çимĕç таварĕсемпе суту-илӳ тăвакан магазин умĕнче халăх вĕркĕшме тытăннă. Анук тӳрех кантура кĕчĕ. Муравьевпа Уçка та унран юлмарĕç.
— Анна Александровна, саквояжа ăçта лартас? — ыйтрĕ Уçка.
— Хама пар! — терĕ те Анук, саквояжа илсе, айккинчи алăкран пĕчĕк пӳлĕме тухрĕ, ăна хӳтĕрех кĕтесе лартса, каялла таврăнчĕ. — Уçка, Натюша кайса систер-ха, вăхăт тупса ман пата килтĕр. — Йĕкĕт кайсан, Анук кĕрĕкне хывса йăрхаха çакрĕ. — Ну, Захар Павлович, ĕнтĕ каласа пар, тата мĕн хыпар пур?
— Огуречников, Михха патĕнчен таврăнсан, Куракова тепĕр хут тĕпченĕ.
— Лешĕ хăйне мĕнле тыткаланă-ши?
— Малтанхи сăмахнех çирĕплетрĕ, тет. Тата урăххине мĕн калатăр вăл?
— Юрать-ха, ун чухне никампа та çыхăнтармарăмăр ăна. Саначина сутнă майлах сутĕччĕ.
Алăка шаккарĕç. Анук ирĕк парсан, кантура Натюш кĕчĕ. Муравьев та пуррипе именсе, пуçне пĕкрĕ.
— Ырă кун пултăр,...
— Эсĕ калашле пултăр, хĕрĕм! — хирĕç саламларĕ те Анук Натюш патне пычĕ, ăна тăван аппăшĕ пек ыталарĕ.
— Хĕрĕм, хаклă йăмăкăм... Микулапа хам ятран тата пĕрле кĕрешекен пур юлташсен ячĕпе те тав тăватăп!
Натюш пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. Куçĕ çеç хаваслăн шывланчĕ.
— Кăштах тăхта-ха. Эпĕ халех таврăнатăп! — терĕ те Анук кантуртан тухрĕ.
Галантерея тавар сутакан пӳлĕме кĕрсе, пурçăн, кĕшемер тата батист тутăр илчĕ. Пир-авăр сутакан пӳлĕмре икшер кĕпелĕх пурçăнпа кĕшемер, хыс çĕлетме тата кĕрĕк сăрма чи чаплă пустав касса кантура таврăнчĕ.
— Натюш, савнă йăмăкăм... — Хавхаланса чĕнчĕ вăл, — ку сана валли, мухтавлă ĕç тунăшăн парне, тыт!
Натюш куçĕ алчăраса кайрĕ. Анук аллинче — Энĕшкасси хĕрĕсем тĕлĕкре курман мул. Хĕр илме тивĕçсĕр пек сунса именчĕ:
— Кирлĕ мар, кирлĕ мар, Анук аппа! Эсир ахаль те мана парнесемпе иртĕхтерсе ятăр Эпĕ унашкалах ним туса та кăтартайман-ха.
— Савнă йăмăкăм... Эсĕ ытлараххине те тивĕç. Пĕрех талăк хушшинче çамрăк пурнăçна шеллемесĕр мĕн таран пысăк ĕç тунине ку парне те тивĕçтереймĕ.
Çамрăк хĕр пурпĕр илесшĕн маррине кура, Муравьев та Анук хутне кĕчĕ:
— Натюш, сăпайланса ан тăр... Анна Александровна тĕрĕсех калать...
— Тархасшăн, ман ĕçе ытлашши пысăка ан хурăр. Тата эпир парнешĕн ĕçлеместпĕр-çке...
— Пĕлетĕп, йăмăкăм.... Çавăншăн парнелетĕп те... — Анук мĕнпур мулне батист тутăрпа тĕркелесе çыхрĕ. Вара каллех Натюш енне тăсрĕ. Натюш текех хирĕçлеймерĕ, йышăнчĕ.
— Тавтапуç...
— Мĕн те пулин кирлĕ пулсан, вăтанса ан тăр, ыйт. Ĕнтĕ килелле вĕçтер, йăмăкăм. Станувуй арăмĕ асăрхасран хăрушă. Кайран, пасар салансан, вăхăт тупса кил.
— Юрать, аппа!
Натюш тухса кайсан, Анук Муравьев çине пăхса илчĕ:
— Захар Павлович, ĕнен мана, Натюшран лайăх хĕр тупаймăн...
— Килĕшетĕп, Анна Александровна.
— Эсир те ман майлах шухăшлани аван, Захар Павлович. Евчĕ пулма тепĕр хут та сăмах паратăп. — Муравьев йĕнченине асăрхасан, урăх сăмах çине куçрĕ: — Пирĕн çынсем килнĕ-и?
— Паçăрах килнĕ, Анна Александровна.
— Ман пата пĕрерĕн чĕнсе кĕртĕр вĕсене.
— Халех, Анна Александровна.
Пасара ялти çынсем те çитме ĕлкĕрнипе магазинта яланхи пекех вăйлă сутă пырать. Муравьев ниçта чарăнмасăр урама тухрĕ те чайнăй умĕнче тăракан пулă лавĕсем еннелле утрĕ. Пĕрин хуçи патне пычĕ те хăй çеç илтмелле:
— Ман хыççăн ут, — терĕ. Çурт кĕтессинелле çаврăнса никам çук çĕре çитсен, хушса хучĕ: — Кантура кай. Унта сире Чĕкеç йышăнĕ. Магазинта кĕтсе илекен çамрăк çынна, вăл мĕн ĕçпе килнине ыйтсан, кивçенле пир-авăр сутмаççĕ-ши тесе пĕлме килтĕм те.
Кантура килти пуставран çĕлетнĕ пиншак тăхăннă, çăм тăлапа çăпата сырнă, умне саппун çакнă вăтам çулсенчи чăваш кĕрсе тăчĕ.
— Лариван пичче, мĕнле пурăнатăр? — ал пачĕ Анук.
— Аптрамалла мар-ха, Анна Александровна.
— Килтисем мĕнле?
— Турă ырлăхĕпе пурте сывă. Ĕнер çăварнирен мункуна чĕнсе ятăмăр та ĕнтĕ вăл килессе кĕтетпĕр.
— Кирлĕ, кирлĕ, Лариван пичче...
Çакнашкал чун-чĕререн калаçнă хушăра Анукпа иккĕшĕ юнашар пукан çине ларчĕç.
— Ĕнтĕ каласа пар, мĕнле хыпарсем илсе килтĕн? — ĕç çине куçрĕ Анук.
— Иртнинче парса янă панулмисене чăвашсем питех хапăл тăваççĕ, терĕç. Ăсан тата çакна пĕлтерме хушрĕ: варасăрсем забастовка тума хатĕр.
— Пит аван, — хавасланчĕ Анук, — Ăсана кала: ĕç-пуçсем çинчен сӳтсе-явма Максим Даниловичăн шыв арманне юнкун çур çĕр тĕлне пухăнаççĕ. Унта вĕсене Ваçли кĕтсе илĕ. — Çын хăй çине тĕлĕнсе пăхнине асăрхасан, Анук ăна лăплантарма васкарĕ: — Максим Данилович ывăлĕ тесе ан хăра. Вăл чунĕпех пирĕн тус-йыш. Çапла ĕнтĕ, арман амбарĕнче Ваçли пулать. Ун патне пытăр та тулă çăнăхĕ сутмаççĕ-и тесе ыйттăр. Миçе пăт кирлĕ тесен, Ăсан виçĕ пăт тесе хуравлатăр. Вара ăна йышăнса вырнаçтарĕç. Армана пушă çунапа ан кайтăр.
— Ăнлантăм, Анна Александровна.
— Ăнланни аван. Ĕнтĕ панулми илсе кĕрем.
Анук, айккинчи алăкран тухса, листовкăсем тултарнă пакет йăтса кĕчĕ те çынна тыттарчĕ.
Пĕри кайсан вăхăт нумай та иртмерĕ — кантур алăкне каллех шаккарĕç.
IX
Михха ыйхăран вăранчĕ те Касмуххапа ывăлне тата уретнике тăрă шыв çине кăларнине аса илсе кичеммĕн çӳçенчĕ. Хăй Микулана вут тивертнĕ тесе айăплама тăнине мансах: «Курайман çын тем те тăвĕ», тесе шухăшларĕ. Касмуххапа ывăлне тапта-таптах хĕненĕшĕн ӳкĕнме мар, вĕсем куç умĕнче пулсан, татах ислетĕччĕ. Малашнехи валли те тăна кĕртме ĕлĕк хăйне пулăшнăшăн панă пилĕк теçеттин çаранне туртса илме шут тытрĕ. Станувуйпа уретнике тапăннăшăн пăшăрханчĕ те, вăл та вăраха пымарĕ — укçа парса каçарттарасса шанчĕ. Михха куçĕ умне сасартăках хĕрачине Микула ывăлĕпе çураçни тухса тăчĕ. Анчах, ӳсĕрпе айкашнăшăн ӳкĕнес вырăнне, урă пуçĕпе пушшех рехетленчĕ. Ванюка вăл хăй хĕрачипе танах юратать иккен.
Михха малтан хĕрача çуралнăшăн питех тарăхнăччĕ, ялйыш умĕнче аван мартан тата хунь старикне хисепленĕрен çеç харкашу тапратмарĕ. Ăрăвĕ сыпăкран сыпăка тăсăлса пымалăхне ывăл çураласса ĕмĕтленнĕччĕ, анчах хĕрачи ӳснĕçемĕн вăл ăна чунран юратса пăрахрĕ. Икĕ çул каярах Лукарье ывăл ача çуратсан та, Михха кăмăлĕ улшăнмарĕ. Ывăлĕн пит-куçĕ чипер марри ăна килĕшмерĕ, такамран пулнă пек шутласа, арăмне кĕвĕçме те хăтланчĕ. Никам çумне хушма çуккипе кăна çиллине ăша ярса пурăнать. Илемлĕ те йăрă, ачаш та çепĕç, юрама тăрăшакан хĕрачине ним иккĕленмесĕр йышăнчĕ.
Акă халь те, ашшĕ вăраннине сиссе, Клавье чечек çеçки пек вĕçсе кĕчĕ те янравлăн саламларĕ:
— Атте, мĕнле çывăртăн?
— Калама çук аван... — Хĕрачине ыталаса чуптурĕ Михха.
— Атте, тăрса пуçтарăн хăвăртрах. Ирхи апат хатĕр!
— Халех, хĕрĕм!.. Тăхта-ха! Ĕнерхи хуткупăс калакан, маттур ташлакан ача...
— Ванюк-и?..
— Ия... Çав ача сан кăмăлна каять-и?
Именнипе те савăннипе хĕрача пит-куçĕ пĕрлĕхен тĕслĕ пулчĕ. Вăл Ванюка килĕштерет çеç мар, ăна кĕçĕр тĕлĕкре те курнă. Ыйхăран вăрансан та, пуринчен малтан Ванюка аса илчĕ, унран юлнăшăн пăшăрханчĕ. Халь ĕнтĕ, ашшĕ ытла та кĕтмен çĕртен ыйтнипе, чĕринче мĕн пуррине тӳрех каласа параймарĕ.
— Ма ним те шарламастăн? Ванюк килĕшмест-и-мĕн сана? — татах ыйтрĕ Михха.
— Килĕшет-çке, килĕшет, атте! — юлашкинчен хăю çитерсе хуравларĕ Клавье.
Михха савăнчĕ. Ан тив, ӳсĕрпе çураçнă та, йăнăшса, хĕрачине хирĕçле ĕç туман иккен. Халлĕхе усалпа ырлăха туйсах çитмен хĕрача Ванюка хăй пекех пахалать. Михха вĕсене пуян та телейлĕ тăвасшăн ниме те шеллеменни çинчен каласа парасшăнччĕ. Хĕрачин таса та айăпсăр пуçне кирлĕ-кирлĕ мар сăмахсемпе çӳплеме юраманнине ăнланса илчĕ те шарламарĕ.
Лукарье те ир вăранчĕ. Вырăн çинчен тăчĕ те, яланхи пек, выльăх-чĕрлĕх картишне каймарĕ. Хĕрачине çураçни тата Микулапа курнăçас шанăç пурри чĕрине хускатрĕ. Унăн мĕнпур ĕмĕчĕ упăшкине ăçталла та пулин ăсатасси çеç. Халиччен вăл пĕр кун та килте ларакан марччĕ: е Хĕлип вăрман кастаракан çĕре, е хăй вăрманĕнче катка хăми чутлакансем патне çитекенччĕ. Унта мар-тăк, ир тухса кăнтăрлачченех хăма çуракан заводра çӳрекенччĕ. Мĕншĕн паян та каймалла мар-ха унăн? Лукарье вара Микулана хăй патне чĕнтерĕ. Уншăн мĕн таран çунса пурăннине тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлтерĕ те, тен, вăл ăна савса та пăхĕ... Ахальтен-и улах çĕрте калаçса татăлма сăмах пачĕ. Упăшки пырса кĕни ун шухăшне татрĕ.
— Акă мĕн, Лукарье. Микула хăта пасартан юлакан марччĕ. Кама та пулин хушса яр, чĕнсе килтĕр. Пĕрле апатланăпăр. Çураçнă чух сăмах татнă укçине парса ярас.
Лукарье пуçне сасартăках хăюллă шухăш пырса кĕчĕ. Упăшки тухса каймасăрах Микулапа улаххăн курнăçма май пур. Халь вăл ĕçре. Пушанасса тем вăхăт кĕтнĕ пек тума та юрать. Ку хушăра кирек мĕн çинчен те сӳтсе явма пулĕ. Лукарье упăшки çине кăшт кӳреннĕн пăхрĕ:
— Михха, питех тĕлĕнтеретĕн эсĕ... Микула хăта чухлĕ хаклă хурăнташа тарçă урлă йыхăрни вырăнлă-ши? Ирĕк парсан, хам та кайса килĕп!
— Эпĕ хирĕç мар! — килĕшрĕ Михха.
Лукарье, магазинти пăлхавăрпа усă курса, çынсем асăрхама ĕлкĕриччен кантур еннелле утрĕ, анчах çурма çулта ăна Уçка пӳлчĕ.
— Лукерья Семеновна, мĕн илсе пама хушатăр?
Лукарье малтанах çилленме хăтланчĕ. Уçка Микулан ирĕкне çеç тунине аса илнипе кăмăлланса, çапла хуравларĕ:
— Эпĕ тавар илме килмен. Мана хуçи кирлĕ.
— Хуçи çук, Лукерья Семеновна.
— Ăçта кайнă?
— Пĕлместĕп, Лукерья Семеновна.
Лукарье кăмăлĕ пăсăлчĕ. Микула каллех суйнăн туйăнчĕ ăна. Вăл çавăнтах тухса кайма та хатĕрччĕ. Микула ăçтине тĕплĕн пĕлес килни татах чарса тăчĕ.
— Кантурта кам пур?
Уçка никам та çук тесшĕнччĕ, ĕненессе шанмарĕ. Халичченхи пек пулсан, нӳремсĕрленсе кăларса ярсан та хуйхи çукчĕ. Халь, ачисене çураçнă хыççăн, унашкал хăтланни килĕшӳсĕр.
— Тăхтăр-ха, йăпăрт кайса пăхам! — терĕ те вăл вăрт çаврăнса чупрĕ. Кантур алăкне систерсе шаккарĕ.
— Ют çын килет... Ав, çав алăкран тухса тăр-ха! — васкатрĕ Анук. Арçын çухалсан, вăл кантур алăкне уçрĕ.
— Кам унта? — ыйтрĕ Уçкаран хуллен.
— Сехмет арăмĕ килнĕ. Мĕн калас?
Анукăн пĕрре те Лукарьепе курнăçас килместчĕ. Тата унпала аппаланма вăхăт та çук. Кӳрентересшĕн мар йышăнма тĕвтурĕ.
— Йыхăр. Кĕтĕр! Уçка каялла таврăнчĕ те:
— Лукерья Семеновна, кантурта Анна Александровна пур! — терĕ.
— Чăнах-и? — савăккăн курăнма тăрăшрĕ Лукарье. — Эпĕ килнине систертĕн-и?
— Çук, Лукерья Семеновна. Хушмарăр та... Те вырăнлă, те вырăнсăр пулĕ терĕм. Тата Анна Александровна яланах сирĕн çинчен ыррăн асăннине илтнĕрен, эсир кĕтмен çĕртен пырса кĕнипе пушшех савăнĕ терĕм.
— И-и, ача, Уçка... Ытла та маттур каччă-çке эсĕ...
Лукарье, Уçкаран хăпса, кантура кĕчĕ.
— Тăхлач, килĕрех! — йăл кулса саламларĕ Анук. Хирĕç пырса ал пачĕ. — Ĕçни-çинисене тавсъе!
— Тавах та... Ĕçки-çики харкашуллă вĕçленни пăшăрхантарать. Пуринчен ытла Касмуххапа уретник айăплă. Пăх-ха вĕсене... Микула хăтапа Ваçлине хуптарма шутланă, — чăннипех çилленсе каларĕ Лукарье.
— Эй, тата... Уншăнах мĕн пăлханмалли пур. Эпир йӳпсемен те ăна. Турă паманнине туртса илеймĕç. Ĕçке-çикĕ тесен, пирĕншĕн калама çук аван иртрĕ.
— Михха мана Микула хăтана чĕнме ячĕ. Вăл курăнмасть-çке?.. — тӳр сăмах çине куçрĕ Лукарье.
— Вăл пасара килеймерĕ çав.
— Ма тата?
— Пирĕн тавара йăнăшпа Хусана турттарса кайнă та, ирех çавăнта вĕçтерчĕ.
Лукарье ĕненчĕ, кунта ĕнтĕ ним ĕç çуккипе:
— Шел... Михха унпа пĕрле апатланасшăнччĕ... — текелесе тухса кайрĕ.
Анук хăй ĕçне тума пикенчĕ.
X
Мавра уретник патне пырса кĕчĕ.
— Мĕн хыпар илсе килтĕн? — ыйтрĕ Мошков.
— Çĕнни нимĕн те çук, — салхуллăн хуравларĕ Мавра.
— Тимĕрçĕ ăçта кайнине те пĕлмерĕн-и?
— Çук çав... Хам та пит тарăхатăп. Ĕлĕкрех кирек кам та аванах йышăнаканччĕ, манпа чиперех калаçаканччĕ. Халь эпĕ пыра пуçласанах, калаçма чарăнаççĕ. Килĕсене кĕрсен те, хăвăртрах кăларса яма тăрăшаççĕ.
Мавра ӳпкелешнине Мошков хăй майлă, текех ĕçлес килменнипе ялти хыпарсене пухасшăн мар пек ăнланса, унпала ятлаçрĕ, хăратса та пăхрĕ. Тем пулсан та, тимĕрçĕ ăçтине йĕрлеме хушса, пĕр пус памасăр кăларса ячĕ.
Мавра уретник патĕнчен кӳренсе тухрĕ. Вăл паян çимелĕх çеç мар, кăшт сыпмалăх та парнелессе шаннăччĕ. Лешĕ ним те тыттармарĕ. Лукарьене пулăшнă вăхăтра хăй пур енчен те ытлăн-çитлĕн пурăннине аса илчĕ те Мавра çилленчĕ. Атăлкассине куçнăранпа вăл ăна йăлтах маннă. Халех Лукарьене курса укçа ыйтас шухăш çуралчĕ. Тӳрех памасан, хăратма та юрать — Микулапа иккĕшĕ явăçнине ял çине кăларттарăсшăн пулмĕ, ирĕксĕрех ылтăн кăларĕ. Анчах ăçта курас-ха Лукарьене?
Мавра çакнашкал ĕмĕтленсе утнă хушăра сасартăк Микула магазинĕнчен Лукарье тухнине асăрхарĕ. Пихампара мухтав! Мавран та телей çухалман иккен.
— Лукарье кин! — чĕнчĕ вăл.
Лĕшĕ çăвранса пăхрĕ те куçĕ тĕлĕнче паллакан çын çуккипе малалла утрĕ.
Мавра хуса çитсе аял пуç тайрĕ.
— Кин, сывлăх сунатăп...
Лукарье палларĕ те чĕри картах турĕ. Ахăртнех, хăйĕн вилĕмле йăрăсне пĕлекен çын пуррине аса илчĕ. Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ? Чĕнмесĕр иртсе каяс-ши? Çук, унашкал ĕç тухмĕ. Вăл, хыçран сĕтĕрĕнсе пырса, çынсене тем те шухăшлаттарĕ. Сиввĕн татса хăварсан авантарах-и, тен?
— Мĕн кирлĕ сана?
Лукарье калаçасшăн маррине туйрĕ Мавра, чĕрине çеç хумарĕ. Ăна парăнтарасса шанать вăл.
— Кин, кин... — йăпăлтатса сăмах пуçарчĕ Мавра, — мĕн кирлине ыйтиччен ху патна кĕрсе ват çын шăмшакне вĕри шӳрпе çитерсе ăшăтасчĕ... Хăна тусан та ытлашши мар. Эпĕ те саншăн сахалах тăрăшманччĕ-çке...
Лукарье пĕр вĕриленсе, пĕр сивĕнсе кайрĕ. Мавра юнанине аванах сисрĕ. Ăна пасар варринче хирĕçтерсе ыррине кураймăн.
— Ман хыçран ут!
Килне çитсен, вăл Маврана хăй тĕллĕн çеç чухне ал ĕç туса ларакан, упăшки нихçан кĕмен пӳлĕме хăварчĕ те Михха патне васкарĕ.
— Микула хăта ăçта? — ытлашширех кĕтме тивнĕ пек туйăннипе вĕчĕрхенсе ыйтрĕ Михха. Арамĕ кăларса парсан лăпланчĕ. Хăй те кашни ĕçех вăхăтра тума хăнăхнăскер, Микула васканипе килĕшрĕ. Апатланнă хыççăн, каллех Энтрей ăраскалĕ çинчен шухăшласа, кĕпĕрнатăр патне тухса кайрĕ.
Упăшкине ăсатсанах, Лукарье Мавра патне таврăнчĕ. Лешĕ сиввĕн те кӳлешсе кĕтсе илчĕ:
— Лартса хăвартăн та çухалтăн. Пĕччен мĕн тумалла кунта ман? Иçмасса, татăк çăкăр хурса хăварман.
Тем пекех йĕрĕнсен, çилли алхассан та, Лукарье хыттăн каласа тăкас вырăнне евĕклĕн курăнма тăрăшрĕ.
— Мавра аппа, ан çиллен, тархасшăн. Миххана çула ăсатмаллипе йăпăртах килеймерĕм, — терĕ те ĕçме-çиме хатĕрлерĕ, хăналама пуçларĕ.
Выçлă-тутлă Мавра часах тăранчĕ, часах ӳсĕрĕлчĕ. Урă чух пуçне кăшланă шухăшсене сӳпĕлтетрĕ:
— Çын тенинчен ытла та тĕлĕнмелле... Ырă тунине ма хăвăрт манать-ши вăл? Пулăшу ыйтнă чухне чĕлхи çу пекехчĕ. Ырри иртсен чулланчĕ. Пĕр сас-хура та çук. Çав сӳтĕлнĕ карчăк мĕнле пурăнать-ши тесе ыйтса пĕлесчĕ те сайра хутра ылтăн парасчĕ... Ытах шеллесен... выçă çын çăварне хуплама хĕн. Вăл тем персе ярĕ. Халăх çине тухнă сăмах çĕре ӳкмест. Такамăн хăлхине кĕрес пур...
Лукарье пĕр хăранипе, пĕр тилĕрнипе сивĕ тытнă чухнехи пек чĕтрерĕ. Мавра унăн йăрăсне çын çине те кăларĕ.
— Эпĕ... супнă карчăк... — çав-çавах мăкăртатрĕ лешĕ. — Ку таранччен пытарса усрарăм... Малашнехине шанмастăп...
— Ах, Мавра аппа, ытлашши ан ӳпкеле-ха. Эсĕ ырă тунине манман эпĕ. Пурнăç темле килсе тухнипе пулăшаймарăм. Сан ылтăн та, пурте пулĕ... — Вĕресе тăракан çиллине шăмарса хуравларĕ Лукарье.
— Тахçанах çапла каламаллаччĕ... — Лукарьене йăлтах парăнтарса çитернĕн сунса рехетленчĕ Мавра...
Хĕлип, каç ытлашши ӳсĕррипе марисен енне кайма ĕлкĕрейменскер, хуçа арăмĕ пырса кĕрсен, питех тĕлĕнчĕ. Вăл Миххан чи çывăх пулăшаканĕнче ĕçлеме пуçлани темиçе çул та иртнĕ ĕнтĕ, анчах хăй патне Лукарье кĕнине курманччĕ, çапах ним пулман пек аял пуç тайрĕ.
— Лукерья Семеновна... Сире чунтан парăннă чура пӳртне мĕн çăмăл илсе килчĕ-ши?
Лукарье хăй умĕнче вăрă-хурах тăнине асран яманнипе хăюлланчĕ:
— Ман çума пĕр карчăк çыхланчĕ. Çавна сирмелле! Хĕлип сасартăк çакна аса илчĕ: Михха ăна чĕринче мĕн пуррине, никама пĕлтермен йăрăсне те каласа парать, арăмĕпе иккĕшин хушшинчи пурнăçне çеç пытарать. Лукарье вара хăйне пуçĕпех урăхла тыткалать. Вăл Хĕлиппе шăкăлтатса калаçас вырăнне чĕнмесĕр иртсе каять. Ку Хĕлипе питех тарăхтарать. Вăл чунĕпе Лукарьене парăнтарасшăн. Çав ĕмĕт-шухăшĕпе киленсе миçе каç çывăрмасăр ирттернĕ-ши?.. Халь Лукарье темле карчăка пĕтермелли çинчен сăмах хускатнăран ун пурнăçĕнче çынсенчен пытармалли сас-хура пуррине сисрĕ. Хĕлип вăлтса тĕплĕрех пĕлме шут тытрĕ.
— Лукерья Семеновна, эсир темскер каласшăн... Эпĕ ăнланаймарăм-çке?..
— Пĕр карчăка сирмелле тенине илтмерĕн-и-мĕн? Лукарье çине тăрсах çав сăмаха пенипе Хĕлип çакна та тавçăрчĕ: карчăк хутшăннă çĕрте яланах юрату та мăшăрлă хĕрарăм упăшкине улталани пулаканччĕ. Ак хайхи тахçантанпа ăмсанса пурăннă хуçа арăмĕ хăех ун ирĕкне çакланчĕ.
— Пултараймастăп, Лукерья Семеновна... Ĕлĕк айкашнăшăн та питех пăшăрханатăп. Юлашки кунçулăма çӳлти турă умĕнче усал ĕç тумасăр ирттересчĕ.
Хĕлип килĕшменни Лукарьен хушма хăнăхнă кăмăлне аркатрĕ. Вăл, шыва путма тăнă çын пек, хăй мĕн персе ярасса та чухламасăр:
— Ман кăмăла тивĕçтерсен, ниме те шеллемĕп! — терĕ.
— Ытла та пысăк сăмах паратăр, Лукерья Семеновна. Кайран ӳкĕнмĕр-и?
— Ыйтса пăх, мĕн чул илес шухăш пур?
— Мул кирлĕ мар мана, Лукерья Семеновна. Михаил Петрович ырă суннипе мĕн кирли пĕтĕмпе пур манăн... — терĕ те Хĕлип шухăшне вĕçлемесĕрех чарăнчĕ.
Хурахăн кашкăрла куçĕсем халь пуç тӳпине сиксе ларас пек çуннине асăрхасан, Лукарье йăлтах ăнланчĕ, кичемленнипе пĕтĕм çанçурăмĕ çӳçенчĕ, анчах шухăшне пурнăçа кĕртме тапăннă усаллăхĕ чакма памарĕ.
— Эпĕ хĕрарăм, эсĕ арçын... Çак парне çителĕклĕ-и саншăн?
— Лукерья Семеновна... эпĕ ĕмĕрлĕхе санăн чуру. Эсĕ хушнине хам пуçа шеллемесĕр тăвăп...
— Питĕ аван... Тӳлевне ĕçне тусан парса татăп. Халь урхамаха кӳл те мана систер. Эпĕ хам пӳлĕмре пулатăп.
Мавра ытлашши ӳсĕррипе Лукарье таврăннине те асăрхамасăр юрăпа антрашрĕ:
Мана анне çуратнă чух
Шур кипкепе тытман пуль,
Телейлĕ пултăр темен пуль,
Çавăнпа эп телейсĕр...
— И-и... кин килнĕ-çке... Эпĕ ĕçке яратăп кăна... Пултаратăп çав... Кирлех тесен, Микулана халь чĕнсе килетĕп. Вăл сана çав тери юратать. Арçынни калама çук маттур. Уншăн ылтăн çеç мар, пушмак пăрушне те тытса пăрăн-ха... Эсĕ çапах мантăн мана... Мĕскĕн карчăкăн та пурăнас килнине шута илмерĕн. Вăт паян ĕнтĕ... Пуриншĕн те тӳле... Нумай тӳле... Сан тӳлемелĕх мул пур. Эпĕ тек нуша курса ан пурăнам. Ахаллĕн... — каллех юрă ĕнĕрлеме тапратрĕ Мавра.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...