Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Мошков сĕтел патĕнчен хăпса чикарккă аврама тытăнчĕ. Сăмахĕсем Касмухха чĕрине тивнине шанать вăл. Çавăнпа та ăна хăй тĕллĕн шухăшлама, хăюлланса килĕшме ирĕк пама тĕвтурĕ.
Мошков астутарнисене Касмухха хăй те асран яман.. Ахальтен-и вăл Çтаппана тĕп тунишĕн, ывăлĕ тĕрмерен хăраса таçта çухалнишĕн, Анука Михха мăшкăлланă тенине илтсен те, тем пекех савăннăччĕ. Анчах савăнăçĕ вăраха пымарĕ. Тепĕр кĕркунне Микула яла таврăнчĕ те суту-илӳ тума пуçăнчĕ. Унтанпа ялта пуринчен вăйлă сутăçа тухрĕ. Касмухха курайманлăхне ирĕксĕрех шала ячĕ. Микулапа тĕл пулсан, çĕлĕкне илсе пуç тайрĕ.
Мошков каллех сĕтел хушшине пырса ларчĕ. Касмухха тепĕр майлă шухăшласран хăранă пек, васкаса хут кăларчĕ те çырма тытăнчĕ. Аранах курайман икĕ çынна — Микулапа Ваçлие — тавăрма май килчĕ. Вăл парăнса та тăрăшса ĕçленине начальниксем те йӳпсемесĕр хăвармĕç. Мĕншĕн Мошковăн та станувуя тухасси çинчен ĕмĕтленме юрамасть? Огуречников станувуя тухнă-çке? Шутласан, вăл ăсĕпе, пултарулăхĕпе те уйрăлсах тăмасть. Мошковăн та телей хĕвелĕ ăшшăн пăхĕ-ха. Çак ĕçе çеç никам сӳтейми тĕвĕлемелле. Вăл йывăр çăк йăтнă чухнехи пек йĕп-йĕпе тара ӳксех çырса пĕтерчĕ. Ручкине хучĕ, çамки çине тапса тухнă тарне мундир çаннипе шăлса илчĕ те, çăмăллăн сывласа:
— Вăт, майлашрĕ те... Ĕнтĕ, Петр Константинович, ал пус та ĕçĕ пĕттĕр! — терĕ.
Тепĕр чухне пулсан, Касмухха протокол çине мĕн çырнине вуласа пама ыйтĕччĕ. Халь ыйтса-туса тăмарĕ. «Çынна хуть пайăн-пайăн таткаласа сут, хуть пĕтĕмĕшпех — çылăхĕ пĕр», — тесе шухăшларĕ те икĕ саспаллипе «К.П» çырса хушрĕ.
— Маттур, маттур, Петр Константинович! Эсĕ хăвăра çăлăнма май пуррипе усă курасса шаннă эпĕ. Ывăлун çеç ал пусмалли юлчĕ. Вара сире пĕр минут та тытса тăмастăп! — рехетленсе каларĕ те Мошков сĕтел çинчи шăнкăравне илсе шăнкăравларĕ. Дежурнăй стражник кĕрсен: — Арестленĕ Алексей Касмуххаева илсе кĕрĕр! — тесе хушрĕ....
Энтрейпе Элекçее хĕл хута хутман, тулти пекех çивĕ те тĕттĕм пӳрте хупрĕç, пĕр-пĕрне çывăхран та курма çук. Пуринчен ытла ванчăк чӳречерен ӳлесе кĕрекен çил ăшчик витĕр тухасла алхасать. Самай вăхăт ним шарламасăр сиккелесе ăшăнма тăрăшнă хыççăн Энтрей сăмах пуçарчĕ:
— Юрать-ха, ал-урасене салтрĕç. Унсăрăн çакăнтах хытса выртаттăмăр.
— Пирĕн ĕç-пуçсем чаплах мар иккен! — салхуланса хуравларĕ Элекçей.
— Эсĕ ахалех ман хута кĕтĕн...
— Мĕнле ахалех? — ăланаймарĕ Элекçей. Кăмăлĕнче мĕн пуррине кăларса хума васкарĕ. — Эпĕ каярах юлса хута кĕнĕшĕн хама хам ӳпкелетĕп. Вĕсем ,сана чăлаха хăварма пултарнă. Казак-стражник тавраш текенсем никама шеллеменнине, вĕсен намăс та, çылăх та çуккине пурте пĕлеççĕ.
— Ку тĕрĕсех, Элекçей... Эсĕ ырă тунине ĕмĕрне те манассăм çук. Çапах та упранмаллаччĕ. Патшана хирĕç кавар тунă тесе, вĕсем сана та айăплама пултараççĕ. Ку вара ытла та хăрушă вĕçленĕ.
Тĕлĕнмелле, Энтрей сăмахĕ Элекçее хăратса пăрахас вырăнне тата ытларах интереслентерчĕ. Килте чухне, Мошков калаçăвĕнчен Энтрее халăх хушшинче çӳрекен халапри пек пăлхавçă тесе айăпланине илтсен, Элекçей пуçне темле çуйлă шухăш пырса кĕнĕччĕ. Тĕплĕрех ăнланасшăн пулса, çул çинчех ыйтса пĕлесшĕнччĕ. Икĕ стражник пурри кансĕрлерĕ. Халь иккĕшĕ çеç те, хăюллăнах ыйтрĕ:
— Нивушлĕ эсĕ?..
— Мĕн эсĕ? — Элекçей шухăшне каласа пĕтеричченех хирĕç чĕнчĕ Энтрей.
— Нивушлĕ эсĕ, чăн та, патшана хирĕç кавар тунă?
— Çук, уретник шутласа кăларнă халап çеç вăл.
— Апла тесен, сан аллуна леш хут ăçтан лекнĕ? Элекçей ĕненменни Энтрее пăшăрхантарчĕ. Вара вăл пĕтĕмпех тĕрĕссине каласа пама шут тытрĕ.
— Ку хут чăннипех те ман пуçа пĕтерме пултаратчĕ. Пĕррехинче шкултан таврăннă чухне, сирĕн лавккаран иртсен, сасартăк хыçра хама чĕннине илтрĕм. Çаврăнса пăхрăм та Энĕшкасси тимĕрçи Саначин тăра парать. Вăл ман куç умĕнчех темскер пĕшкĕнсе илчĕ те: «Андрей Семенович, кунта хут татăкĕ выртать, эсир ӳкерсе хăвармарăр-и?» — терĕ.
Ман хул хушшинче ачасен тетрачĕсем пурччĕ. Вĕсене тĕрĕслесе пăхрăм — пурте вырăнта. Сехметех аташтарчĕ-и, тен, çул çинче мĕнле хут выртма тата асăрхамасăр мĕнле иртсе кайма пултарнине пĕлес килчĕ. Эпĕ Саначин патне пытăм. Вăл мана саламларĕ те тупнă хутне тыттарчĕ. Пăхатăп — пăлхавçăсем патшана хирĕç çырнă листовка. Эпĕ Саначин халь çеç пĕлтернине те мантăм: «Ку хута ăçтан тупрăр эсир?» — терĕм, Саначин ман çине тĕлĕнсе пăхрĕ. «Каларăм-иç, Мантăр та-и?.. Çул çинче темле хут татăкĕ выртать. Ман умран эсир иртсе кайрăр та, ӳкерсе хăвартăр пулĕ терĕм», — терĕ.
Эпĕ Саначин хут вĕренменнине мансах: «Мĕн çырнине вуларăр-и эсир?» — тесе ыйтрăм. Саначин пĕççине çапса илчĕ: «Эсир шӳтлетĕр курăнать! Хут çине мĕн çырнине епле вулас ман? Эпĕ кушак çури пекех суккăррине пурте пĕлеççĕ-çке. Вăт, хут татăкĕ вырăнне хĕртнĕ тимĕр тупăнсан, сăмах урăхчĕ. Мăлатукпа миçе хут шаккасан унтан пуртă е урăх япала тухассине ним йăнăшмасăр каласа парăттăм. Хут çине çырнине вуласси маншăн кăрккана шывра иштерессипе пĕрех», — терĕ. Вара шăпланчĕ, теме кĕтнĕн самай хушă хускалмасăр тăчĕ. Ырă сунса хăварчĕ те хăй çулĕпе утрĕ. Эпĕ хваттере таврăнтăм та, чăлана питĕрĕнсе, темиçе хут та вула-вула, листовка çине патшана, вăрçа, пуянсен, пуринчен ытла Михха йыснан, киревсĕр ĕçĕсене тăрă шыв çине кăларса çырнине ăнлантăм. Паллах, çав хут çине çырнипе килĕшмерĕм. Миллионшар чухăнсем хура тар юхтарса та паян пурăнмалăх çăкăр тупайманнине эпĕ нихçан та тĕрĕс тесе шутламан. Çав пурнăçа пĕтерме кирлине те уççăнах каланă. Анчах этемлĕхе çăмăллăх кӳме улпут-хуçасене тĕп туса, пурнăçа ирĕксĕрлесе юсамалла тенине яланах хирĕçленĕ. Пуянсем пуç пулмасан, патшалăх тăтăркăçĕ саланĕ. Раççей, йĕркесĕрлĕхе, анархие путăнса, хăй валли вилĕм тупĕ. Эпĕ вăрçăра та Раççей Японие çĕнтерессишĕн тăратăн. Япони çĕнтерни пирĕн ята çĕртĕччĕ. Листовкăна та полицине кайса парас шухăш пурччĕ. Çынна сутакан ятне илтес килмерĕ. Çурса тăкма темле, хам та ăнланса илеймен вăй-хăват тата малалла мĕн пуласса пĕлес килни тытса чарчĕ. Чăвашла ăста çырнă, типографинче пичетленĕ листовка Тĕмшере килсе ӳкни ман пуçăмра тĕрлĕ ыйту хускатрĕ: «Кам ячĕпе пăрахса хăварнă-ши? Эпĕ курмасăр иртсе кайнă япалана тимĕрçĕ мĕнле курчĕ-ши? Шăп çав самантра вăл унта пулни ăнсăртран-ши?» Паллах, ку ыйтусем çине татăклă хуравлама ман ăстăн та, тавçăру та çитеймерĕ. Çакă çеç паллă пек пулчĕ: листовкăна Тĕмшерте тупнăскер — ăна çыракансемпе салатакансем те ытла инçех мар. Патшана хирĕç кĕрешес ĕçе чăвашсене хутшăнтарма тăрăшакан ушкăн та çывăхрах. Кун хыççăн листовка ман çул çине пырса ӳкнинчен те тĕлĕнмелле мар пек туйăнчĕ. Ахăртнех, вуласа пăхĕ те унта мĕн çырнине халăх хушшинче ăнлантарса парĕ тесе шутларĕç-и, тен! Эпĕ хам çул çинче çавăн пек листовкăсем татах тупăнасса, вĕсен хуçисемпе тĕл пуласса кĕтрĕм. Вара вăрттăн ĕçлекен ушкăн ăçтине, унта кам-кам тăнине пĕлессе шантăм. Вĕсене сутас шутпа мар, вĕсемпе кĕрешсе, Раççее тĕлсĕр çыра тĕксе ярасран сыхлас тесе кăна.
Çакнашкал шухăш-кăмăлпа эпĕ листовкăна кĕнеке хушшине пытарса хутăм та малалла мĕн килсе тухасса кĕтме тытăнтăм. Кун хыççăн кун иртрĕ. Ман çул çине урăх нимле листовка та тухса выртмарĕ. Хам пата пырса сăмах хускатакан та пулмарĕ. Астăватăп, чиркĕве кайсан, хуралçăсен пӳртĕнче Саначин ик-виçĕ хут та ман çывăха пычĕ, анчах ним те шарламарĕ. Кайран пĕтĕмпех шкул ĕçне путнипе листовка çинчен йăлтах манса кайнă...
Çакна итлесе тăракан Прахăр аресленĕ çынсене хупакан пӳрт патнелле такам çывхарнине курчĕ те, чӳрече умĕнчен хăпса, сарай айнелле кĕрсе çухалчĕ. Дежурнăй стражник çăра уçса кĕчĕ, хупнисенчен пĕрне илсе тухрĕ.
Мошков пăтранчăк куçĕпе Элекçее пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанне çитиех сăнаса пăхрĕ те, ашшĕпе хирĕç тăракан пукан çине кăтартса, ларма хушрĕ.
— Эпĕ ура çинче те тăма пултаратăп! — Энтрей каласа панин тыткăнĕнчен халь те хăтăлайман пирки никама парăнманла хирĕç тавăрчĕ Элекçей.
Мошков тилĕрсе кайрĕ, анчах ăна палăртмарĕ.
— Мĕнех, ура çинче тăрассу килсен, хăвăн ирек. Çамрăк-ха, ывăнмăн. Аçу-аннӳне хисепленĕрен çакна астутарам: пуçна çиес хăрушă çул çине тăнă эсĕ...
— Мĕнле хăрушă çул çине тăнă вара эпĕ?
— Мĕнлине тавçăрмастăн эппин?.. Юрĕ, ăнлантарма та ӳркенместĕп. Эсĕ, таса Раççейри аслă патшан вилĕмле тăшманĕ хутне кĕрсе, ман çине тапăнтăн. Ку ĕнтĕ эсĕ те патшалăх тăшманĕпе пĕр каварлине пĕлтерет. Санашкал этемсемшĕн икĕ çул çеç: е мăйкăч тăхăнтарса такан çине çакĕç, е ĕмĕрлĕхе Çĕпĕре, каторгăна ăсатĕç!
Энтрей сăмахне илтнĕ хыççăн уретник юнавлăн асăрхаттарни Элекçей сехрине хăпартрĕ. Хăй ним чул та айăплă маррипе çеç çухалмасăр татса хучĕ:
— Эпĕ Андрей Семеновичпа пĕр каварлă тени пĕртте тĕрĕс мар. Пирĕн килте ĕмĕрне те харкашу-çапăçу пулман, çавăнпа та эсир Андрей Семеновича хĕненине курсан, чун тарăхрĕ. Эпĕ мĕнпурĕ те, киревсĕр çапăçăва пĕтерсе, куç умĕнчех çынна ватма, хĕнесе тăкма парас мар терĕм.
— Ав, мĕнле иккен... — йĕрлешкелесе илчĕ те Мошков сассине хăпартрĕ: — Çук, кăвакарчăнăм... Эсĕ айăплă маррине тăм пуç çеç ĕненĕ. Пирĕн шутпа, аслă патша саккунĕсем тăрăх эсĕ — таса Раççейшĕн чи хăрушă тăшман. Çакса вĕлермесен, ӳксе пуççап!
Касмухха, куçне хĕскелесе, Элекçее парăнма, сассине, калаçăвне улăштарма хушрĕ. Лешĕ ăна сисмерĕ, хăйĕннех печĕ.
— Сирĕн шутпа е саккунсем тăрăх темле те... Хамăнне лайăх пĕлетĕп. Эпĕ, чăн та, лăпкă та тӳлек пурăнакан килĕн чысне упрама тăрăшрăм кăна.
— Юрĕ! Пушă халап çапса ларнипе çитĕ! — тарăхнăн та хута кĕнĕн эхлетрĕ Мошков. — Эпĕ хăвăра лайăх тăвасшăн каларăм. Уйламасан, айăпĕ манра мар. Ĕнтĕ сире тĕрмене ăсатмалли çеç юлчĕ. Унта, следователь аллине лексен, патшана хирĕç кавар туни мĕн тутине чухлăр-ха!
— Элекçей! — юлашкинчен тӳсеймерĕ Касмухха, эрленсе чĕнчĕ. — Тархасшăн, хирĕçме пăрах. Иван Митрăч хуна шеллесе тăн парать!
— Эпĕ халь те хирĕçместĕп. Тĕрĕссине çеç калатăп.
— Сан тĕрĕслĕхӳ çине сурсан та çылăхмар! — вĕчĕрхенсе ал сулчĕ Касмухха. — Эсĕ çакна ăнланма тăрăш: сăмах хăрушă инкекрен хăтăласси çинчен пырать.
— Ан тĕлĕнтер, атте, эпĕ нимшĕн те айăплă мар пулсан, мĕнле инкекрен хăтарасси çинчен сăмах пытăр? Иван Митрăча кӳрентернĕ тесен, пуç тайсах каçару ыйтма та хатĕр. Килте чухне, чăн та, ытлашширех хăтлантăм-и, тен... Ыттине, эсир мĕн каласшăннине, пуçĕпех ăнланаймастăп.
— Кутăна пеме пăрах тенĕ сана! — сăмаха хутшăнчĕ Мошков. — Ăнланмасăр тăма пĕчĕк ача мар. Эсĕ те Кураковпа пĕрле аслă патшана хирĕç кавар тунине çирĕплетме тепĕр протокол çеç çырмалла. Çав çынсемех ал пусĕç те, сана çутçаналăкпа сывпуллашма тивĕ. Ку таранччен унашкал протокола аçупа аннӳне хисепленĕрен, çамрăк арăмна шелленĕрен çырмарăм. Саншăн вĕсем ним те мар иккен...
Элекçей Мошковпа ашшĕ систерсе калаçнине туя пуçларĕ. Тĕплĕрех пĕлесшĕн пулчĕ.
— Юрĕ, сире кӳрентерес мар, хама эсир шутлакан хăрушлăхран хăтарас тесен мĕн тумалла ман?
— Ку вăт ĕçлĕ ыйту. Куншăн ырлама та тивĕç» — сасартăках чĕрĕленсе сассине çемçетрĕ Мошков. — Кураков пĕчченех пулнине, эсир, пĕр пӳртре пурăннăскерсем, ун шайккинче тăманнине никам та ĕненмĕ. Унпа пĕрле сире те айăпласран сирме пĕр май çеç: хăвăр вырăна урăх çынсене тупса памалла.
Элекçее ăнланнă пек туйăнчĕ. Çав самантрах вăл Энтрей сăмахне аса илчĕ те ăна çăлма та май пур пек шутларĕ. Листовкăшăн Энтрей мар, Энĕшкасси тимĕрçи айăплă-çке. Ан тив, явапне те вăл тыттăр!
— Урăх çын тупмалла терĕр-и-ха?
— Çапла...
— Кунашкал çын пур.
— Кам?
— Энĕшкасси тимĕрçи Саначин!
Элекçей Энтрейрен мĕн илтнине веçех каласа пачĕ.
Мошковăн хура чунĕ вĕçсе каяс майлах савăнчĕ. Вăл патшана тапăннă çынна тӳртен тытрĕ çеç мар, кĕтмен çĕртен ун шайккинче кам тăнине те пĕлчĕ. Иккĕн çĕрте виççĕшне, тăваттăшне хутшăнтарма та çăмăлрах. Тен, вăл чăвашсем хушшинче тахçантанпах вăрттăн ĕçлекен ушкăна тăрă шыв çине туртса кăларĕ те хисеп те чап курĕ.
— Куна ăçтан пĕлетĕн эсĕ? — тĕпчерĕ Мошков.
— Ун çинчен мана Андрей Семенович хăй каларĕ.
— Хăçан? Ăçта?
— Аресленĕ çынсене хупакан пӳртре. Хăвăрах куратăр ĕнтĕ, Иван Митрăч, эпир те, Андрей Семенович та айăплă мар. Пире виçсĕмĕре те кăларса ямалла та Энĕшкасси тимĕрçине илсе килмелле. Тен, вăл сире листовка ăçтан тупăннине те кăтартса парĕ.
Элекçей вĕрентсе калаçни Мошкова вĕчĕрхентерчĕ. Çапах та хăйне хăй кăмăллă тытма тăрăшрĕ.
— Юрĕ, ун çинчен кайран пуплĕпĕр. Халь пĕлтерни сире хăтарма та лайăх пулăшĕ. Портокола çырса хурам-ха. — Мошков хут кăларса çырчĕ. Элекçей ним турткаланса тăмасăрах алă пусрĕ. — Маттур, маттур, Алексĕй Петрович! Май килсен, ку хут сирĕн ăраскалăрсене çăмăллатас çĕрте усă кӳрĕ! Çапах та халех кăларса яма сăлтав çителĕксĕр. Малтан Кураков шайккине тупса палăртмалла.
Мĕн пĕлнине каласа панă, ал пуснă хыççăн Элекçей тухса кайма май килессе шаннăччĕ, анчах уретникăн юлашки сăмахĕсем ăна шалтах тĕлĕнтерсе ячĕç.
— Тата мĕнле шайккăсем кирлĕ сире? — ыйтре Элекçей.
— Çавнашкаллисемех, Алексей Петрович... Кăларса яма Кураковăн пĕр шайккине çеç тупни çителĕксĕр. Ун шайккинче сирĕнсĕр пуçне те сахалах пулман-тăр. Кураков тата кампа тус-йышлине, ун патне кам пынине, хăй камсем патне çӳренине кăтартса парасчĕ.
— Андрей Семенович никампа тус-йышлине те пĕлместĕп. Пирĕн патăмăрта чухне ун патне никам та пыман.
— Алексей Петрович, çирĕплетсе калама ан васка-ха. Малтан ваттисем ăс панине тăна хыв та шухăшласарах калаçма тăрăш.
Касмухха та хăйсене кăларса ярасса кĕтнĕччĕ. Уретник урăх шутлине сиссен, питех те тарăхрĕ. Анчах хирĕçес те йăлăнас вырăнне, ун хутне кĕрсе, ывăлне хистеме тапăнчĕ:
— Элекçей, Иван Митрăч тĕрĕсех астутарчĕ, эсĕ, чăн та, каллĕ-маллĕ шухăшласа пăх-ха!
— Мĕн çинчен? — ыйтрĕ Элекçей. Мошков, вăрттăн çыртма хатĕрленнĕ хаяр йытă пек, хуллен те йăрăсла сасăпа малалла каларĕ:
— Энĕшкассинчи Николай Степановичпа Макçăм Ваçлийĕ Кураков патĕнче час-часах пулкаламастчĕç-и? Кала-ха.
— Çук, вĕсем Андрей Семенович патне нихăçан та пыман! — татса хучĕ Элекçей.
— Алексей Петрович, паçăрах асăрхаттартăм, çирĕплетме ан васкăр-ха. Тен, вĕсем пынă та? Аса илни хăвшăн аван...
— Иван Митрăч, турă ырлăхĕпе эпĕ хамăр киле кам кĕрсе тухнине ахалех астăватăп.
— Апла иккен... Эсĕ пурне те астăватăн... Юратнă хĕрне тытса илнине çеç маннă.
— Çук, манман.
Мошков çамрăкăн чĕре суранне тивертнине сисрĕ, татах ыраттарса, хăй майлă çавăрма васкарĕ.
— Çавна та маннă пулĕ тесе пăшăрханнăччĕ. Чĕререн яман иккен. Мухтава тивĕç, анчах асра тытни çеç сахал. Хăвна ху арçын шутласан, хур кӳрекене тавăрмалла. Тата хальхи пек майлă саманта урăх нихăçан та тупайман. Ку хăвăра та вилĕмрен хăтарĕ.
Элекçей ăна киревсĕр ĕçе хутшăнтарма тăрăшнине ăнланма пуçларĕ, мĕн тавçăрайманнине ыйтса пĕлме шут тытрĕ.
— Вара мĕн тумалла-ха ман?
— Ытлашши нимех те мăр, Алексей Петрович, — ĕç ăнса пынине сиссе хавхаланчĕ Мошков. — Эпĕ Николай Степановичпа Василий Максимович Кураковпа пĕрле аслă патшана хирĕç кавар туни çинчен пĕчĕк протокол çырăп та, эсĕ алă пусăн. Пурĕ те çавă çеç. Вара киле вĕçтерĕр!
Ĕнтĕ Элекçейшĕн йăлтах паллă. Ăна Микуласене тавăрма çеç мар, сутăнчăка тухма сĕнеççĕ. Пăсăлсах çитеймен çамрăк чĕри килĕшесшĕн пулмарĕ.
— Унашкал протокол çине ал пусмастăп эпĕ! Кĕтмен сăмăх Мошкова çамкинчен чулпа шаплаттарнăн туйăнчĕ. Вăл куçне чарса пăрахрĕ, сассине улăштăрчĕ.
— Мĕн терĕн эсĕ?!
— Кунашкал протокол çине ал пусмастăп терĕм! — тата хытăрах çирĕплетрĕ Элекçей.
Ывăлĕ хирĕçме хăтланни Касмуххана хăратса пăрахрĕ.
— Элекçей, кирлĕ мара ан калаç, ал пус! — тарăхуллăн йăлăнчĕ вăл.
— Атте, эсĕ мана киревçĕр ĕç тума хушни питех те тĕлĕнтерет!
— Пирĕн иксĕмĕрĕн киревсĕрпе киревлĕ ĕçне тиркештерсе тăма вăхăт çук. Хамăрăн мăя йăлă тăхăнтарнă, пурантармалли çеç. Николай Степановичсене шеллени пушшех вырансăр. Пирĕн киле вăрă-хурахла пырса сан хĕре камсем тытса илчĕç? Çавсем! Е мана сахал намăса кĕртнĕ-и вĕсем? Çаксене пурне те мантăн-и вара? Е чĕрӳнте пĕр чĕптĕм курайманлăх та юлмарĕ-и?
— Атте, паçăрах каларăм, эпĕ хама намăса кĕртнине, тен, нихçан та манаймăп, çапах та тавăрас кăмăл тахçанах сирĕлнĕ. Апла çеç те мар, пурăна киле эпĕ Николай Степановича хисеплекен, унăн паттăрлăхĕ умĕнче пуç таякан пултăм. Елĕкрех эпир ăна кĕлмĕç тесе мăшкăллаттăмăр, халь ун патне хамăр кивçене каятпăр... — Мошков итлесе ларнăçемĕн ытларах та ытларах тилĕрнипе питçăмартийĕ турткаланма пуçларĕ. Элекçей кăна асăрхамасăр малалла каларĕ: — Маншăн ку ĕç икĕ хут та киревсĕр: ним айăпсăр çынна сутнипе эпĕ ĕмĕрлĕхе хам чыса çухатăп. Тата... тахçанах вилнĕ хĕре халь те асра усранă пек хăтланнипе Анукран пĕрре те кая мар мăшăрăма хур кӳрĕп. Çук, атте, çилленсен те, эсир хушнине тăваймастăп. Кунашкал ĕçе сутăнчăксем туччăр.
Мошков, ывăннă лаша пек хашкаса, ура çине тăчĕ. Йывăр чăмăрĕпе сĕтеле çапрĕ.
— Ахă, эсĕ сутăнчăк мар, тӳрĕ çын иккен?! Сирĕн ĕçе çакăнпа вĕçлĕпĕр те. Каторгăна каяс çулăрсем такăр пулччăр!
Элекçей ытла та хĕрӳлленнĕрен хăраса ӳкес вырăнне пушшех хăюланчĕ, ĕнтĕ вăл çине тăрсах хăй хутне кĕме шут тытрĕ.
— Иван Митрăч, питех ан хăратăр-ха... Пире каторгăна ярасси пăхса курăнмасть... Эсир вăт, ывăлне тытса хупнине пĕлсе, Семен Матвеевич кунта килсен; мĕн калăр? Ун куçĕ умне мĕнле курăнăр? Ыран Михаил Петрович пултăрĕ çинчен ыйтсан, мĕн тăвăр? Эсир мĕн, пуç тайĕç тетĕр-и? Хăвăра ырă сунса калăтăп: Андрей Семеновича тытса хупнине никам курман-пĕлмен чухне ун çинчен çырнă хут таврашне пĕтерĕр те пире кăларсă ярăр. Эпир те пархатарсăр ĕç çинчен манма тăрăшăпăр. Килĕшмесен — сыхланăр. Сирĕн çӳçпуçна вирелле тăратакан сăмах калама та хăю çитерĕп!
Энтрейĕн пуян ашшĕпе хăватлă йыснăшĕ пуррине, вĕсене çиллентерни ахаль иртес çуккине аса илтерни Мошкова тара ӳкерчĕ. Чапа тухас тата тавăрас кăйăл-шухăшĕ хыççăн кайнипе çеç кун çинчен йăлтах маннăччĕ. Энтрее арестленĕшĕн Огуречников мĕн каласси те йаллă мар. Енчен Элĕкçей çак шухăш çинче чарăннă пулсан Мошков, унпала килĕшсе, вĕсене кăларса та ярĕччĕ-и, тен. Анчах Элекçей хăратма тăрăшни унăн çемĕçме хăтланнă кăмăлне сирме пулăшрĕ.
— Мĕн терĕн эсĕ? — кăшкăрса пăрахрĕ Мошков. Касмухха, ахаль те йĕп çинчи пек лараканскер, ывăлĕ кирлĕ мар сăмахпа пĕтĕм ĕçе пăснине ăнланчĕ.
— Элекçей, Элекçей, мĕн айкашатăн? Шăлна çырт, тархасшăн! — йăлăнчĕ вăл.
— Çук, çыртмастăп! Эпĕ унран ним чухлĕ те хăрамастăп! Куç умĕнчех тӳртен калатăп: вăл Андрей Семеновичпа Николай Степановича пĕтерме шут тытнă та пире ухтарнă чухне листовкăна хăй кĕсйинчен кăларса кĕнеке ăшне хучĕ. Вара тупанçи турĕ. Куна эпĕ хам куçпа куртăм. Çапăçма та хăй пуçарчĕ.
Мошков кĕтмен çĕртен пукан çине лак! ларчĕ те пĕтĕм ӳт-пĕвĕпе чĕтренсе ахăрса ячĕ.
— Вăт паттăр... Вăт шăхлич!.. Манне, Иван Дмитрич Мошков, çӳçне вирелле тăратма шутланă... Эпĕ листовкăна хам кĕсъерен кăларса хунă,тет!... Вăт паттăр... Вăт шăхлич... Кунашкал ăслă пулма кам çуратса ӳстернĕ сана?! Вăт мыскара... — Сасартăках вăл ахăрма чарăнчĕ, шур куçне кăларчĕ. — Ав, мĕнле анчăк çури эсĕ?! Мана, Иван Дмитрич Мошкова, уретнике вăрттăн çыртма шутланă?.. Санашкал тăм пăшала чĕрне хушшине хĕссе куркаланă эпĕ. Эсĕ пуринчен те тăмсайраххи. Темиçе минут каярах листовкăна Энĕшкасси тимĕрçи тупса панă тесе кам каланăччĕ? Эсĕ марччĕ-и? Е листовка ăçтан тупнине çырнă протокол çине чĕрчĕлĕхсем ал пусса, староста пичет хурса çирĕплетни ниме те пĕлтермест тетен-и? Çук, эсĕ кулăшла тăм пуç çеç мар. Хăрушă тăм пуç. Сана тăна кĕртме, çынсен çӳçпуçне вирелле мĕнле тăратмаллине вĕрентме шăп вăхăт. Сана Çĕпĕре ăсатмасан, самсана йытта касса парам. Пурĕ те эсир, аçупа иксĕр, Кураковпа пĕрле патшана хирĕç кавар туни, сирĕн килте каварçăсен вăрттăн йăви пулни çинчен тепĕр протокол çеç çырмалла. Вара киле нихçан та таврăнăймăр! — Мошков шăнкăравне шăнкăравларĕ — пӳлĕме дежурнăй стражник кĕрсе тăчĕ. — Сивĕ çĕре хупăр вĕсене! Ал-урисене çыхăр! Хытăрах çыхăр!
Касмухха чĕркуççи çине персе анчĕ.
— Иван Митрăч, тархасшăн, турă пулăр... Чăн та, ухмах ачашăн пуçа ан çийĕр... Вăл эсир хушнине пĕтĕмпех тăвĕ! — Касмухха хăй ывăлĕ енне çаврăнчĕ. — Путсĕр ача... Мĕн турăн ĕнтĕ?... Иксĕмĕре те пĕтертĕн. Çемьене тăлăха хăвартăн. Сана çуратса ӳстернĕ аçу чĕркуççи çинче йăлăнать: хамăра хĕрхен, Иван Митрăч каланине тăна хур.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...