Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Çакна сиссен, Мошков лăплантарма тăрăшрĕ:
— Ан васкăр... Ĕçĕр, çийĕр...
Ку сăмахсене вăл хăйĕн шухăш-кăмăлне тивĕçтересшĕн каларĕ. Пӳртри çынсене çиелтен те пулин ăшшăн пăхса йăпатмасан, вĕсем халех ура çине тăрĕç те, салтак ачи кайма тапранĕ. Пăлханнă хушăра тин килнĕ çынна хăналама кирлине манса кайĕç. Мошковăн яланхи пекех хресченсем ун умĕнче парăнса йăпăлтатнине курас килчĕ. Кĕçех салтак ачин пĕр тăванĕ сĕтел хушшинчен тухса аял пуç тайрĕ те уретнике хăй вырăнне лартрĕ. Салтак ачи эрех тултарса пачĕ.
Мошков тав тумасăрах ĕçрĕ те черккене сĕтел çине ӳпĕнтерчĕ. Ун шучĕпе, кашни хресченĕнех ăна хăна тума тӳр килнĕшĕн темрен те ытларах савăнмалла. Эрех ĕçекенсем салтак ачине вăй çитнĕ таран укçа пачĕç. Мошков пĕр пус та памарĕ. Иккĕмĕш черккине хăй ыйтса ĕçнĕ хыççăн кил хуçине вашаватлăхшăн мухтаса илчĕ те сĕтел çинчи çимĕçсене суйла-суйла хăй умнелле туртрĕ.
Çак хушăра староста пырса кĕчĕ.
Мошков, тăраниччен çиме, ӳсĕрличчен ĕçме ĕлкĕрнĕскер, староста енне тинкерчĕ:
— Калля, кил! Хампа юнашар сĕтел хушшине лар! — терĕ, кил хуçи вырăнĕнче пулса. — Турăпа патшашăн çапăçма каякан салтака сывлăхпа телейлĕ çул сунса пĕрер черкке эрех ĕç!
Староста сĕтел хушшине ларма та хатĕрччĕ. Аслă патшашăн тăрăшас чи пысăк тивĕçне палăртасшăн пулса:
— Господин урядник, ман йышши пĕчĕк çынна ырă сунса сĕтел хушшине ларма сĕннĕшĕн чун-чĕререн савăнатăп. Анчах ерçместĕп. Салтак ачине ăсатма вăхăт, — терĕ.
— Ку тĕрĕс! — сассине улăштарса килĕшрĕ те Мошков сĕтел хушшинчен тухрĕ.
— Ара, ма çимерĕр, ма васкатăр? Калля, эсĕ те сĕтел хушшине лар-ха! — йăлăнчĕ салтак ачи.
Мошков ĕнтĕ çырлахмалла çын пулмарĕ:
— Юрамасть, юрамасть! Эпĕ ахаль те ытлашши ларнă. Сана та кайма вăхăт.
Униççе тӳсеймерĕ, сасăпах макăрса ячĕ. Ăна кура ытти хĕрарăмсем те ĕсĕкле пуçларĕç. Арçынсем хурланса та хумханса сĕтел хушшинчен тухрĕç. Тăванĕсенчен пĕри салтак ачин урине салтса ячĕ. Салтак ачи ашшĕпе амăшĕ умне пырса чĕркуçленчĕ.
— Асатте-асанне... — ӳлесе макăрасран аран тӳссе, ывăлĕн пуçне иккунпа хĕреслесе пехиллерĕ амăшĕ, — атте-анне... ачасем... тăвансем... хурăнташсем... тус-йышсем... пурте эпир çинине çийĕр, эпир ĕçнине ĕçĕр. Эпир тутă, эсир те тутă пулăр. Тăпрусем çăмăл пулччăр. Чунусем сĕтлĕ кӳлĕре çӳреччĕр. Çырлахăр, ан пăрахăр. Пирĕн ачана аякри çулта упрăр. Эпир вилсен, пирĕн куçа хуптарса вырттармалăхне, тăпрана таптаса пусармалăхне чĕрĕ те сывă çавăрса килĕр... Çырлахăр, ан пăрахăр...
Унтан ашшĕ, çав сăмахсенех каласа, çăкăрпа хĕреслесе пехиллерĕ.
Салтак ачи ура çине тăрсанах, пĕр тăванĕ ăна сăхман илсе тăхăнтарчĕ, тепри çĕлĕкне пырса пачĕ. Салтак ачи, питшăллисене сулса, сăвăласа юрлама тытанчĕ:
Шур чăланта шур часси,
Çапас вăхăт çитрĕ-çке.
Ай, аннеçĕм, аттеçĕм,
Каяс вăхăт çитрĕ-çке!..
Салтак ачи çенĕке тухрĕ. Пӳрт енне çаврăнса аял пуç тайрĕ:
Пӳртрен тухрăм — тайăлтăм,
Атте-аннерен уйрăлтăм...
Салтак ачи кил хушшине тухрĕ. Çенĕк енне çаврăнса аял пуç тайрĕ:
Çенĕкрен тухрăм — тайăлтăм,
Юратакан арăмран уйрăлтăм...
Салтак ачи урама тухрĕ. Кил-çурт енне çаврăнса ат пуç тайрĕ:
Урама тухрăм — тайăлтăм,
Тăвансенчен уйрăлтăм...
Салтак ачи пус хапхинчен тухрĕ. Ял енне çаврăнса аял пуç тайрĕ:
Уя тухрăм — тайăлтăм,
Ял-йышсенчен уйрăлтăм.
Салтак ачи юрлама чарăнчĕ. Ашшĕ-амăшĕ те макăрми пулчĕç. Ăсатма тухнă халăх шăпланчĕ. Юмăç пăхас самант çитрĕ. Салтак ачи кĕсйинчен пăхăр укçа кăларса «урра!» тесе кăшкăрчĕ те укçине çӳлелле ывăтрĕ. Укçа ӳкнĕ çĕре салтак ачипе темиçе арçын чупса пычĕç. Укçа хăш енне ӳкнине пуринчен малтан салтак ачи курчĕ.
— Орёл! — терĕ вара хаваслăн.
— Ку телей!
— Чиперех киле таврăнăн! — илтĕнчĕç хавхаланнă сасăсем.
— Паллах, таврăнатăп! — килĕшрĕ те салтак ачи укçана илсе кĕсъене ячĕ.
Староста салтак ачипе ăна ăсатакансен кăмăлне пăсрĕ.
— Мĕн аппаланнипе çитĕ. Лав çине ларма вăхăт! Салтак ачи, питшăлли çыххине мăйĕнчен çакса, ашшĕ патне пычĕ. Лешĕ ывăлне ыталаса куççуль витĕр каларĕ:
— Ачам, аякри çулта турă упратăр сана... Сывах çавăрса килтĕр. Çӳренĕ çĕрте пире, арăмупа ачуна ан ман. Усал шухăшлă çын хыççăн ан кай... Пуринпе те ырă кăмăллă, пур ĕçре те тӳрĕ пул. Тĕнпе патшашăн çирĕп тăр!
Салтак ачи ашшĕнчен пĕр сăмах та калаймасăр уйрăлчĕ. Ача чухнехи пек ачашшăн та хурлăхлăн амăшĕн ытамне ӳкрĕ. Амăшĕн чĕри хуйхă каснипе татăлса ӳкесле ыратать. Унран хăй çуратса ӳстернĕ, ватăлмалăх ĕмĕрĕнче пăхасса шаннă ывăлне уйăраççĕ. Вăл ывăлĕн пуçне вĕри куççульпе йĕпетсе пăшăлтатрĕ:
— Ах, ачам... Эсĕ таврăнасса кĕтсе илеймĕп... Эп вилсен, ман куçа эс хуптарса вырттараймăн...
Салтак ачи каллех пĕр сăмах та шарлаймарĕ. Куççуль те кăлармарĕ.
— Мĕн сывпуллашнипе çитет. Кайма вăхăт, — хушрĕ староста.
Çывăх тăванĕсем амăшне ывăлĕнчен тытса уйăрчĕç.
Униççе, пĕтĕм сассипе макăрса, упăшкине ыталаса илчĕ:
— Ах, Якур... кам çине шанса хăваратăн пире... Сансăр пуçне мĕн тума пĕлĕпĕр эпир?..
Арăмĕ чĕрене çурасла макăрни салтак ачине тăна кĕртрĕ. Вăл капланса килнĕ куççульне аран çăтса ячĕ.
— Униççе, ан макăр... Хăвах куртăн, укçа «орел» енне ӳкрĕ. Чиперех таврăнăп. Эпĕ кайсан, эсĕ килте чипер пурăн, аттепе аннене ан кӳрентер. Ачана пăх... — Малалла калама хăвачĕ çитеймерĕ. Тăвăнса килнĕ куççулĕ ун сассине татрĕ. Якур, арăмĕн ытамĕнчен вĕçерĕнсе, лав еннелле утрĕ, арăмĕ юр çине кĕрĕслетсе ӳкнине те курмарĕ. Вăл, çуна çине ларсан, юлашки сăввине каласа юрларĕ:
Пилеш пăхма пит хĕрлĕ,
Çиме тăрсан пит йӳçĕ.
Салтак ячĕ пит аван,
Кайма тăрсан пит йывăр...
Лав вырăнтан тапранчĕ. Ăсатма тухнă çынсем хушшинче ĕсĕкленĕ сасăсем вăйланчĕç. Униççе юр çинче тапкаланса макăрчĕ:
— Ах, Якур, Якур!.. Кам çине шанса хăваратăн-ши пире?! Ах, Якур... ан кай-ха!.. Тепрер сăмах та пулин каласа хăвар-ха...
Салтак ачин тăванĕсенчен пĕри пус хапхи тăрне хăпарса кăшкăрчĕ:
— Якур!.. Çăкăр сăмси киле юлнă! Çăкăр сăмсине çиме çаврăнса кил!
Ун чухне салтак ачине вăрçа ăсатни Мошков кăмăлне те хуçрĕ, пĕр тумлам куççуль кăларчĕ. Каярах вара çав салтак ачи ют çĕршывра пуçне хуни çинчен те питĕ аван пĕлет вăл.
Халь те-ха Мошков чĕри хурланнă пек пулчĕ, усал хыпара урăх никама та пĕлтересшĕн мар, пĕлекенсем ан аса илччĕр тесе, хут татăкне çак самантрах çурса пăрахасшăнччĕ. Çырнине малалла вулани çемĕçме хăтланнă кăмăлне хытарчĕ. Унта ĕççыннисен хĕн-хурлă пурнăçĕ власть патша ирĕкĕнче тăнинчен килнине тăрă шыв çине кăларнă. Листовка вĕçĕнче «Раççейри социал-демократла рабочи парти» тесе алă пуснă.
Мошковăн пĕтĕм ăшчикĕ, ӳт-пĕвĕ, ал-ури тепĕр хут чĕтресе кайрĕ. Ун аллинче хут татăкĕ мар, иккĕмĕш Александр патшана вĕлернĕ, Николай патшана вĕлерме хатĕрленĕ хăрушă бомба тейĕн. Çук, патшана çеç мăр, унăн стройĕпе пĕрле полицейскисене те, ку шутра Мошкова та, пĕтерме пултаракан хăрушă бомба. Çитменнине, ăçтă выртнă-ха вăл? Мошкова шанса панă вулăсра. Пысăк пуçлăхсемпе çăкăр-тăварлă пурăнакан çын ывăлĕн — учителĕн кĕнеки хушшинче... Мĕн тери пысăк усал чеелĕх кунта?! Мĕн таран сутăнчăк ĕç! Мошков чăмăрĕ сĕтел çине йывăррăн ӳкрĕ. Сĕтел çинчи тетрадьсем, сехетпе чернил кĕленчи сиккелесе илчĕç. Стражник шарт сикрĕ, ухтарма чарăнчĕ. Хăранипе алчăранă куçĕ начальник çине тăрăнчĕ. Хушсан, урнă йытă пек такам çине те сиксе ларма е аллине, каялла хирсе çыхма хатĕрленчĕ. Староста та чĕтресе ӳкрĕ. Вăл уретник кунашкал тилĕрнине курманччĕ.
— Пăлхавçă, сукин сын! — Энтрее хаяр куçĕпе пăхса кăшкăрчĕ Мошков.
— Аслă патшана хирĕç кайрăн-и?!.
Касмухха чĕри чĕрне вĕçне çитрĕ тейĕн. Ку таранччен вăл полицейскисем сехре хăпартнине çын килĕнче е пухусенче çеç курнăччĕ. Уншăн пăшăрханма мар, рехетленнĕ те. Вăлта хресченсене çирĕп алăра тытма тăрăшать-çке. Халĕ полицейскисем хăйĕн килĕнчех тилĕреççĕ, Энтрее пăлхавçă тесе айăплаççĕ.
Энтрей халь те ним тавçăрайман енне тăнăçлăн та тивĕçлĕн хуравларĕ:
— Господин урядник, кăшт шухăшларах калаçăр. Кунта нимле пăлхавçă та, патшана тапăнас текен те çук. Тата çакна ан манăр: эсир прихучĕпе хисеплĕ те турĕ çын килĕнче, аслă патшана сирĕн пекех парăннă учитель пӳлĕмĕнче!
— Ăхă, сукин сын! Эсир аслă патшана парăннă учитель иккен? — хаяррăн кăшкăрашрĕ Мошков, аллинчи листовкине вĕçтеркелесе, Энтрей патнелле утрĕ. — Мĕн, господин учитель? Сирĕнтен ыйтаççĕ, тӳррипе калăр: ку мĕнле хут?!.
Энтрей аранах аса илчĕ. Икĕ уйăх каярах кĕнеке хушшине революциллĕ листовка хунăччĕ те кайран ун çинчен пуçĕпех маннă. Ним иккĕленмелли те çук, уретник аллинчи хут çавă. Мĕнешкел хăрушлăх килсе тухнине ăнланса, Энтрей чĕри çуйланчĕ. Анчах тăрлавлă ăстăнĕ çăлăнма май пуррине тавçăрчĕ. Сасартăк Энтрей Мошкова хирĕç сикрĕ. Лешĕ тăна кĕме ĕлкĕриччен ун аллинчи хута туртса илчĕ те çăварне тĕркелерĕ, ăна çухалса кайнă полицейскисен куçĕ умĕнчех чăмласа çăтрĕ.
Пуринчен малтан чăланти çтражник тăна кĕчĕ, Энтрее ярса тытрĕ. Лешĕ стражник аллинчен вĕçерĕнчĕ те:
— Господин стражник, хăвăра тăнăçлă тыткалама тăрăшăр. Аллăрсене ирĕк ан парăр! — тесе астутарчĕ ним хăрамасăр.
— Акă мĕнле эсĕ, сукин сын! — шăл витĕр çаптарчĕ Мошков. Ĕнтĕ вăл Энтрей Аманик пуянĕн ачи, çĕрме пуян Миххан пултăрĕ иккенне те йăлтах манчĕ. Куçĕ умĕнче аслă патша çине тапăнса айăпа кĕнĕ çын тăнине çеç курчĕ. Кунашкал çынна тем тума та юрать. Вăл Энтрей патнелле утăмларĕ.
Уретник мĕн шухăшланине Энтрей тавçăрчĕ. Вăл полицейскисен йăлине лайăх пĕлет. Çавăншăн кураймасть те вĕсене.
— Господин урядник, çывăха ан килĕр! — хирĕç тапăнма хатĕрленсе эхлетрĕ Энтрей. — Айăпа кĕнĕ пулсан, арестлĕр. Судпа саккун умĕнче ответ тыттарăр! Анчах...
Энтрей шухăшне каласа пĕтерме ĕлкĕриччен Мошков пĕрре сиксе ун çывăхне пычĕ те чăмăрĕпе питçăмартинчен тăрăнтарчĕ. Энтрей тилĕрсе кайрĕ. Хăй мĕн тăвасса та чухламасăр, çамрăк вăй-хăватне пухса, Мошкова хырăмĕнчен тапрĕ. Лешĕ сĕтел çине кăйса çапăнчĕ. Сĕтел çинчи тетрадьсем, чернил кĕленчипе сехет çĕрелле сирпĕнчĕç.
— Господин урядник, çапăçма ан шутлăр! Эсир камне пăхса тăмăп! — паттăрланса астутарчĕ те Энтрей каллех хирĕç тапăнма хатĕрленсе тăчĕ.
— Çыхăр ăна! Çыхăр! — кăшкăрчĕ Мошков. Икĕ патвар стражник Энтрей çинелле сикрĕç, аллине каялла хирсе лартрĕç. Пĕри кĕсйинчен кантра татăкĕ кăларса аллисене çыхса хучĕ. Энтрей ĕнтĕ ним тума çуккине ăнланчĕ. Хăйне ватса пĕтересрен хăраса, малтанхи пекех çирĕппĕн астутарчĕ:
— Çынна çапма сире никам та ирĕк паман! Татах тапăнсан, кĕпĕрнатăра евитлетĕп!
— Ăхă, сукин сын! Пире çынна çапма никам та ирĕк паман иккен? Сире çеç ирĕк панă! Кĕпĕрнатăра евитлетĕр эппин?! Юрĕ, кĕпĕрнатăра мĕнле евитлемеллине те вĕрентĕп! Ĕмĕр манмăн... — тесе Мошков Энтрей патнелле утăмларĕ. Ăна чăмăрпа кăкăртан тăрслаттарчĕ. Энтрей сулăнса кайрĕ, анчах ӳкмерĕ. Мошков Энтрее тӳрленсе тăма вăхăт памасăр унтан-кунтан чышма пикенчĕ. Энтрей пит-куçне сыхлас шутпа ӳпне выртрĕ. Мошков, урса кайнă евĕр, ун çине хăпарса сикрĕ.
Хĕрарăмсем сехри хăпнипе çуйăхма тапратрĕç.
Энтрее шеллесе, Касмухха чĕри те ыратрĕ. Ун патĕнче ĕмĕртенпе çăкăр-тăварлă пурăнакан çын ачине хĕнеççĕ. Вăл хута кĕресшĕнччĕ, — полицейскисенчен хăрани чарчĕ.
Кунашкал ĕçсене курса хăнăхнă старостăпа десятскисем Энтрее шеллеме мар, кирлĕ пулсан халь уретнике пулăшма шутласа тăчĕç.
Энтрей юлашкинчен тӳсеймерĕ, çуйлăн кăшкăрса ячĕ.
— Кăравул! Кăраву-ул!
— Ăхă, кăшкăратăн-и, сукин сын?! Кăшкăр, кăшкăр! — сурчăкне сирпĕтрĕ Мошков.
Сасартăк чăлана Элекçей вирхĕнсе кĕчĕ те Мошкова шинель çухинчен тытса айккинелле сирпĕтрĕ. Халь тытăçма хатĕрленсе юнавлăн асăрхаттарчĕ:
— Хамăр килтех çынна хĕнеме ирĕк памастăп! Элекçей кĕтмен çĕртен ытла пуçсăрла хăтланни полицейскисене минретсе пăрахрĕ. Самай вăхăтран тин Мошков тăна кĕчĕ:
— Ав епле иккен! Эпĕ кунта пĕр пăлхавçă çеç тесе шутланăччĕ... Вĕсем мăшăрĕпех тупăнчĕç!..
— Çук, йăнăшатăр эсир! Эпĕ хамăр килте çынна хĕненине тӳсме пултараймастăп! — Çирĕппĕн тавăрса хучĕ Элекçей.
— Аллине каялла çыхăр! — Элекçей сăмахне хăлхана та чикмесĕр хушрĕ Мошков.
Икĕ стражник Элекçее ярса тытрĕç. Аллине каялла хирсе лартрĕç. Мошков, чăмăрĕсемпе юнаса, Элекçей патнелле утрĕ.
Касмухха ни чĕрĕ, ни вилĕ пулса кайрĕ. Халь акă ун ачине те ватма тапратĕç. Вăл, чĕркуççи çине ӳксе, Мошков çулне пӳлчĕ.
— Иван Митрăч, каçар, тархасшăн... Турă пĕлет, кунта темле ăнланса илейменни кăна сиксе тухрĕ.
Мошков, Элекçей аллине каялла хирнине курсан, Касмухха йăлăннине, хĕрарăмсем çуйхашнине те тăнламасăр кăшкăрчĕ:
— Çыхăр ăна! Хытăрах çыхăр! Аслă патшан тарçи çине епле ал çĕклемеллине вĕрентĕп эп ăна! Патшана хирĕç пăлхав епле тумаллине кăтартăп!
Анчах ку юнав малтанхи пекех хаяррăн тухмарĕ. Тĕрĕссипе, Элекçей кĕтмен çĕртен тапăнни Мошков çиллине пусарчĕ. Вăл, ахăртнех, çакна аса илчĕ: кирек мĕнле пулсан та, ун аллинче чухăн та мĕскĕн хресчен ачисем мар. Вĕсемпе ытлашши çапăçни вырăнлă та килсе тухмĕ. Тата полицейски мăнкăмăллăхне те тивĕçтернĕ. Мошков хăйне пĕчĕкке хурса пуç таякан икĕ пуян ачисен аллине кăялла çыхтарчĕ, вĕсем халь урайĕнче выртаççĕ. Пĕрин ашшĕ, прихучĕпе паллă чăваш, ун умне чĕркуçленнĕ. Хальхинче Михха та пултăрĕ хутне кĕреймĕ. Енчен Мошковăн хăват çитсен, вăл Миххана та çыхса пăрахĕччĕ те хăй умĕнче упалентерĕччĕ. Çук, Миххана çеç мар... Тата кама-ши?.. Сасартăк Мошков куç умне Микулапа Ваçли тухса тăчĕç. Вĕсем пирки мар-и, Микулана тытма Хусана кайсан, ăна уборнăя ячĕç, полици участокĕнче намăса кĕртрĕç. Унтанпа пилĕк çула яхăн иртнĕ ĕнтĕ, Мошков пурпĕр манмарĕ, тавăрас ĕмĕт-шухăшĕ самантлăха та сӳнмерĕ. Хăвачĕ çитсен, вĕсене тахçанах тем туса пăрахĕччĕ вăл. Ăна тарăхтарасшăн пекех, Михха мунчине вут тивертнĕшĕн тесе айăпламалла тунă ĕçе станувуй пĕтерчĕ те, Микула чиперех яла таврăнчĕ. Çитменнине, суту-илӳ туса пуйрĕ, халь ăнах пуç тайма тивет. «Енчен вĕсене Кураковпа мăшăрласа çыхма май килсен?..» Ку шухăш Мошкова хĕмлентерсе ячĕ. «Мĕншĕн май килмĕ?.. Кураков чухлĕ пысăк пăлхавçă пĕччен-и вара? Çук, пĕччен мар. Пĕччен çынна çеç тытнин чапĕ те пĕчĕккĕ. Пултарулăх кирлĕ. Кураков тус-йышĕсĕне те тупма май килĕ. Вара вăл пĕтĕм чунĕпе курайман çынсене çĕр хут та ытла тавăрĕ. Çук, тавăрĕ çеç мар. Аслă начальниксем умĕнче чапа тухĕ. Чăваш хушшинче кунашкал хăрушă каварлăха тăрă шыв çине никам та кăларайман. Кам пĕлет, унăн пархатарлă ĕçĕсем çинчен, тен, аслă патшана хăйне те пĕлтерĕç, вара награда парассине кĕтсех тăр. Служба енĕпе пысăк та хăватлă вырăн йышăнма е пуйма пĕр май çеç: çынна пĕтер те ху çиеле тух. Вара Огуречников айккинче çеç тăрса юлтăр...» Мошков, халь шутлани пурнăçа кĕретех пек сунса, айăплă çынсемпе калаçма хăнăхнă сасси çине куçрĕ:
— Господин Касмуххаев, сирĕн килте аслă патшана хирĕç кайнă çынсемпе тĕл пуласса кĕтменччĕ. Пуринчен ытла кунашкал ĕçе сирĕн ывăлăр хутшăнасса шутламанччĕ. Айăпĕ хăвăрта. Ним пытармасăрах калатăп: вĕсем çакса вĕлересрен хăтăлаймĕç!
Касмухха, ахаль те хытă хăранăскер, чунĕ тухас патнех çитрĕ. Патша çине ал çĕклекенсене мĕн кĕтессе каламасăрах аван пĕлет вăл.
— Эй, турăçăм! — пĕтĕм чĕринчен парăнса та макăрса ярасран аран тӳссе тăчĕ Касмухха. — Эпĕ... Ман ывăлăм... Ман пĕтĕм çемье аслă патшана хирĕç тăма мар, ăна çĕр çинчи турă вырăнне хисеплетпĕр, хамăра унăн чурисем тесе шутлатпăр. Пирĕн пĕтĕм пурнăç вăл ырă кăмăллинчен килет. Халь Элекçей киревсĕр хăтланни вăл айван та ăссăрринчен, кăмăлĕ çемçипе çынна сăлтавсăр щелленинчен сиксе тухрĕ. Уншăн ăна саламатпа çунтарма тивĕç.
Касмухха та полицейскисем майлă кайса ӳкнине ăнланчĕ Энтрей. Кăмăлĕ ăна хирĕç çĕкленчĕ. Тепĕр хут ислетесрен хăранипе çеç ним шарламасăр выртрĕ.
Энтрей хутне кĕнипе полицейскисем аллине каялла çыхнăшăн Элекçей ӳкенмерĕ. Çакаççĕ теннне илтсен те шарт сикмерĕ. Ку чăн пулас ĕç пек туйăнмарĕ ăна. Ашшĕ хăйне ним вырăнне хумасăр полицейскисен умĕнче упаленни вара чун-чĕререн тарăхтарчĕ.
— Пирĕн аттемĕр — аслă патша умĕнче эпир ĕçпе, шухăшăмăрсемпе те айăпсăр. Куна эсир хăвăр та лайăх пĕлетĕр, Иван Митрăч! Шеллĕр, тархасшăн... Ĕмĕр-ĕмĕрех парăмра пулăп... — йăлăнчĕ Касмухха.
«Ĕмĕр-ĕмĕрех парăмра пулăп...» — ăшĕнче пăшăлтатрĕ Мошков.
Çакнашкал сăмахсене пуянран илтсе курманччĕ-ха вăл. Халь илтрĕ пулсан, унпа усă курма та май килĕ. Мошков хута кĕнĕн курăнма тăрăшрĕ:
— Эпĕ каçарма е айăплама та пултараймастăп, — терĕ вăл. — Ку пĕтĕмпех аслă начальниксемпе саккунсен ирĕкĕнче. Эпĕ хамăн сăваплă монарх умĕнчи тивĕçе çеç пурнăçлама тăрăшатăп... Анчах хисеплĕ ватă çын чĕркуççи çинче упаленни килĕшӳсĕр. Тăр та пӳлĕмрен тух. Пуçăннă ĕçе туса пĕтерме ан чăрмантар. Вăхăт çитсен хамах чĕнетĕп.
Касмухха ура çине тăчĕ. Чĕтреме чарăнаймасан та, пурнăç кукри-макрине чухлама хăнăхнăскер, хăрушлăх сирĕле пуçланине туйрĕ. Тата ытларах ĕненесшĕн:
— Ваше благороди, — йăпăлтатса чĕнчĕ вăл, — сăмах хушнăшăн ан çилленĕр те... Ăссăр ачасем ниçта та тухса тараймĕç ĕнтĕ, ытах эсир вĕсене хăвăрпа илсе кайăр. Аякри çултан килнине тата çав тери пархатарлă ĕç тунине кура кăштах хăналанма кăмăл тумăр-ши?
Стражниксен çăварĕнчен шыв киле пуçларĕ. Патшана хирĕç тăнăшăн айăплакан çын хăналама шутлани мĕне пĕлтерессе аван ăнланаççĕ вĕсем. Выçă куçĕсемпе начальник çине тинкерчĕç.
Мошков стражниксем мĕн шухăшлине сисрĕ, палăртасшăн çеç пулмарĕ.
— Ĕçкĕ-çикĕпе аппаланса вăхăта ирттерме килмен эпир. Ман протокол çырмалла.
— Çыр, çыр, Иван Митрăч... — тăна кĕре пуçланипе хăюллăнрах каларĕ Касмухха. — Ку ухмахĕсем çинчен протокол çырмасан, кам çинчен çырмалла тата? Ĕçки-çики тармĕ. Çĕр хамăрăн. — Мошков шарламарĕ. Касмухха, куна килĕшнĕ пек йышăнса, хĕрарăмсене çапла хушрĕ: — Праски... кин. эсĕ те... Ĕсĕклеме пăрахăр та сĕтел çине, ĕçме-çиме хатĕрлĕр!
Мошков, çамки çине тапса тухнă тарне шинель çаннипе шăлса типĕтсен, сылтăм чăмăрне уçрĕ. Ывăç тупанĕ çинче листовкăран çурăлса юлнă татăк кăна. Вăл эрленнипе тутине юн тухасла çыртрĕ: «Мĕнле-ха, листовка сулкаласа ун çывăхне пытăм? Вăл пĕтĕмпех те пĕтерме пултарнă. Вара ăна айăплама ним сăлтав та юлмастчĕ. Ухтарнăшăн та тем курмалли пурччĕ». Çавăнтах вăл листовка юлашки çине: «Тĕнчери пролетарисем, пĕрлешĕр!, «Хресчен юлташсем патне» тесе çырнине вуласан, тепĕр май шухăшласа, кăмăлне çавăрчĕ. «Анчăк çури аслă патша тытăмне хирĕç кавар тунине çирĕплетме çак та çителĕклĕ. Листовкăна алран туртса илме тапăнни ăна тата çирĕпрех ăйăплама май парĕ».
Мошков, сĕтел хушшине ларса, сумкинчен хутпа чернил кăларчĕ. Çырса пĕтерсен, пурне те кĕме хушрĕ. Малтанах вăл ухтарнă çĕрте кам-кам пулнине вуласа пĕлтерчĕ. Вара протоколĕ çине мĕн çырнине вулама тытăнчĕ: «Эпĕ, Хусан кĕпĕрнинчи, Шупашкар уездĕнчи пĕрремĕш стан уретникĕ Мошков Иван Дмитриевич, Ĕнел прихутĕнче вĕрентекен учителе — Андрей Семенович Куракова ухтарнă вăхăтра çӳлĕк çинче выртакан пĕр кĕнеке хушшинче аслă патшана хирĕç кавар туса чăваш чĕлхипе çырнă, типографинче пичетленĕ листовка тупрăм. Кураков, ăйăпран хăтăласшăн хирĕç тапăнса, листовкăн пысăк пайне çурса илсе çăтса ячĕ. Тухса тарас шухăшĕпе мана хырăмран тапса йăвантарчĕ. Стражниксем ĕлкĕрсе тытнипе тараймарĕ. Çакăнта çырнисем тĕрĕссине çӳлте асăннă пунеттейсем ал пусса çирĕплетеççĕ...»
— Суя ку! Эпĕ тарма шутламан! Эпĕ мар, хăвăр çапăçу тапратса мана хĕнерĕр!
— Çăварна хупла, ачăк çури! — Энтрее хăтăрса пăрахрĕ Мошков. — Кăмăла кайрĕ пулсан татах хушса парăп! Ырă çыншăн чăмăра шеллесе тăмăп! Çакна çеç ан ман: ĕнтĕ эсĕ мĕн шухăшланипе шухăшламаннине никам та ыйтмĕ. Унсăрах паллă. — Çавăнтах стражниксене хушрĕ: — Протокол çине ал пусăр!
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...