Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Огуречников шăтарас пек пăхса ларнине астуса, Макçăм хуравлама васкарĕ:
— Пĕлместĕп. Çтаппан кум ухмаха ернĕ пулинех. Чипер тăн-пуçлă çын хăй туман ĕçе тунă тесе каламĕ...
— Эсĕ ун хутне кĕрсе тунасшăн иккен?
— Каларăм-иç ― тунатăп пулсан, çакăнтах çĕр çăттăр! Çапла тĕрлĕ майпа тĕпчесе те ним калаттарайманнипе аптраса, Огуречников Макçăма та юлашки меслетпе усă курса тĕпчеме шут тытрĕ. Ăна шухăшласа тăма вăхăт памасăр:
— Сăхсăх! ― тесе хушрĕ.
— Ма сăхсăхас мар, сăхсăхатăп. Турра кĕлтуни ырă ĕç! ― ним тытăнса тăмасăр килĕшрĕ те Макçăм турăш еннелле çаврăнса сăхха печĕ.
— Тăхта! ― кăшкăрчĕ Огуречников.
Макçăм сăхсăхма чарăнчĕ те Огуречников çине пăхрĕ:
— Мĕн, сăхсăхма юрамасть-и?
— Çук, сăхсăх! Анчах тупа туса сăхсăх! Пасара Хура кĕпер патĕнчен кайман, çынна вĕлермен тесе тупа туса сăхсăх!
Çтаппаншăн турăш умĕнче тупа тăвасси вилĕмпе пĕрех пулчĕ пулсан, Макçăмшăн ку ытлашши нимех те мар. «Этем тенин чĕри таса пултăр, вара чĕлхепе калаçнине турă каçарать», ― тесе ĕненчĕ вăл. Çавăнпа, ним турткаланса тăмасăр, тепĕр хут турăш еннелле çаврăнса тăчĕ те сăхха печĕ:
— Пасара Хура кĕпер патĕнчен кайман, çынна мар, хам ĕмĕрте кушака та вĕлерсе курман.
Огуречников çамки çине сивĕ тар персе тухрĕ. «Мĕн куратăп эпĕ... Йĕрĕх-и ку е чăн та айăпсăр-и? Çук, Михаил Петрович суйса калама пултарайман. Хĕлип калани те тĕрĕсех. Ку этем турра хисеплемест, çынсенчен вăтанма пĕлмест. Витĕр пиçнĕ вăрă-хурахсем çеç хăйсене хăйсем çакнашкал тыткалама пултараççĕ».
— Çитет! ― Макçăма сăхсăхма чарчĕ Огуречников. Хут кĕнекине хупса, ура çине тăчĕ. ― Кăмăлпа калаçнине хисеплеместĕн курăнать эсĕ. Юрĕ, урăхла калаçăпăр эппин. Хăвна ху ӳпкеле вара. Эй, староста!
Пӳрте Платун кĕрсе тăчĕ, пуçне сăпайлăн тайрĕ.
— Мĕн тăвас, Григорий Петрович?
— Хурал пӳртне каятпăр!
— Кăна ăçта?.. ― Макçăм çинелле тĕллесе кăтартрĕ Платун.
— Кăна та пĕрле илсе каятпăр. Хурăн хулли темĕнле пиçĕ чĕлхене те уçаканччĕ-ха!
— Ай-яй-яй, Макçăм! Эсĕ кунашкал этем тесе шухăшламанччĕ эпĕ. Мĕн турткаланса тăратăн? Мĕн пулнине каласа пар та хăвнах çăмăл пулĕ.
— Тепĕр чухне каласа парăп, Платун, ― хирĕç çавăрса хучĕ Макçăм.
— Илтрĕн-и, Григорий Петрович, мĕнле калаçать вăл! Вăрă-хурах иккенĕ таçтан та паллă! Айăпламасăр хăварсан, ялйыша çеç мар, пуринчен малтан мана тем кăтартĕç вĕсем!
Урăх вăхăтра пулсан, Макçăм Платуна мĕн кăна каласа тултармĕччĕ-ши! Халĕ вăл тутисене шăлпа çатăр çыртрĕ те ним шарламасăр Огуречниковсем хыçĕнчен тухрĕ.
XV
Çтаппанпа Макçăма тытса хупнă текен хыпар чи малтан Верук хăлхине пырса кĕчĕ. Вăл, пуçран çапса анратнă пек, Татьяна патне чупса пычĕ.
— Пĕтрĕмĕр-çке, кума, пĕтрĕмĕр!
— Айтурах, кума... Мĕн пулчĕ тата? ― халлĕхе ним ăнланаймарĕ пулсан та, çуйланса ыйтрĕ Татьяна.
— Ара, илтмен-и эсĕ... Пирĕн арçынсене уретник хăй патне чĕнтернĕ вĕт!
— Уретник патне чĕнтернĕ?.. Мĕн тума-ши?..
— Калама та хăрушă, кума... Чĕре сиксе тухать-и тен... Çтаппан кумпа пирĕн Макçăма çын вĕлерекенсем тесе айăплаççĕ, тет...
— Ан калаç!
— Эпĕ мар, ялĕпе калаçаççĕ. Иккĕшне те хурал пӳртне илсе кайса хупрĕç, тет.
— Айтурах, ― чĕри çурăлас пек йынăшрĕ Татьяна. йăванса каясран сĕтел кĕтессинчен ярса тытрĕ.
Кумăшĕ улшăннине сисмерĕ Верук.
— Ара, кума, хăйсене те пулин кайса курасчĕ-çке... Урăх те курайрăпăр?..
Хурал пӳрчĕ патĕнче вĕсене хирĕç Платун тухрĕ.
— Ха, çын вĕлерекенсене курма килтĕр-и? Хăвăр та хурăн хуллине тутанса пăхас теместĕр-и? Юрĕ эппин, эпир шеллесех тăмăпăр. Сирĕн çурăмсене те сăрласа яма пултарăпăр!
Верук упăшкишĕн те, хăйшĕн те хăраса ӳкрĕ.
— Кума, киле атя, тархасшăн... Пĕрех хутчен, арçынсене мĕнле вĕлернине курар мар... ― терĕ, Платун çенĕке кĕрсе çухалсан.
— Çук, кума, эпĕ ниçта та каймастăп. Çтаппана вĕлерсен — эпĕ те çакăнтах вилетĕп... Унсăрăн пурĕпĕр пурнăç пулас çук ман... ― Татьяна çĕре ларчĕ те аллипе питне хупларĕ.
Верук макăрса килнелле утрĕ.
Çав вăхăтра хурал пӳртĕнче акă мĕн пулса иртрĕ.
Макçăма илсе пырсанах, икĕ десятски пĕр çĕклем хурăн хулли тата вĕрен йăтса кĕчĕç. Урай варрине тенкел кăларса лартрĕç. Огуречников сĕтел çине хут кĕнекине сарса хучĕ. Мошков, Платун патĕнче чухнехи пекех, Огуречников мĕн хушнине тума хатĕрленсе тăчĕ.
Çтаппанпа Макçăм, куçран пĕрре пăхсах, хăйсем тĕвтунине нихăшĕ те пăсманнине ăнланчĕç. Çапах Макçăмăн урисем сивĕ тытнă чухнехи пекех чĕтресе тăчĕç. Платун патĕнче чухне вăл ним хăрамасăр тупа тунăччĕ. Халĕ, хурăн хуллипе çапма хатĕрленнине курсан, вăл хăраса кайрĕ. Хĕненине тӳсеймесĕр сахал çын ухмаха ернĕ-и! Сахал çын ĕмĕрлĕхе суранланса юлнă-и! Тата вилнисем мĕн чухлĕ пулнă!
Хурăн хуллипе çапма хатĕрленнине курсан, Çтаппан кăмăлне пушшех хытарчĕ. Паçăр, Платун патĕнче чухне, суя тупа тăвасран темрен хăранă пек хăраса хăйне хăй намăса кĕчĕ пулсан, халь вăл «мана çав чуххи» тесе шухăшларĕ. Хурăн хуллипе çапнине туссе, хăй тӳрĕ этемне кăтартасшăн пулчĕ.
Огуречников Çтаппанпа Макçăм çине пăхрĕ:
— Юлашки хут ыйтатăп сиртен: каласа паратăр-и эсир е малашне те тунасшăн-и? Хăвăра шеллесе калатăп. Астăвăр вара, ӳкĕнмелле ан пултăр!
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ваше благороди, мĕн тăвас килет — çавна ту, хăвăн ирĕк. Анчах эпир паçăр каланине тепĕр хут çеç калама пултаратпăр.
Çтаппан татса хуравлани Макçăма та вăй пачĕ. Вăл çав-çавах хăрама чарăнаймарĕ, çапах та кумăшĕн шухăшне çирĕплетме васкарĕ:
— Ман кум тĕрĕсех каларĕ. Эпир никама те тĕл пулман, урăх нимĕн те пĕлместпĕр. Пирĕн çинчен сана кам та пулин элеклесе кăтартнă.
— Эппин... ыррипе каласа парасшăн мар эсир?..
— Мĕн пĕлнине ? пĕтĕмпех каласа панă, пĕлменнине калама пултараймастпăр! ― тата çирĕпреххĕн татса хучĕ Çтаппан.
Хурăн хуллипе çапма пуçласан, Макçăм каласа парасса Огуречников ним иккĕленмесĕрех шанчĕ. Анчах унăн хăйне трактирте намăс кăтартнă Çтаппана часрах асаплантарас килчĕ.
— Вырттарăр ăна! Çыхăр!
Мошковпа Платун тата икĕ десятски, Çтаппан патне васкавлăн пырса, ăна тытма хăтланчĕç.
Çтаппан çакна кĕтнĕ пулсан та, хăйне тытма хăтлансан, ирĕксĕрех тăвăлланса кайрĕ. Ытла та этем вырăнĕнче шутламан пек туйăнчĕ ăна. Вăл тăшманĕсене хирĕç варт çаврăнса тăчĕ:
— Эккей, этем мар эсир... Ма тытма хăтланатăр?
Мошковпа Платун, десятскисем каялла чакрĕç. Огуречников тилĕрсе кайрĕ.
— Эсĕ мĕн, пăлхавçă-и? Патшапа турра хирĕç-и? ― сурчăкне сирпĕтсе кăшкăрчĕ вăл: ― Чĕркуççи çине! Чĕркуççи çине лар, сволочь! Патша ячĕпе хушатăп! ― хăнăхнă йăлипе Çтаппана çапма тăчĕ вăл.
Çтаппан Огуречникова аллинчен ярса тытрĕ.
— Ав мĕнле пăлхавçă эсĕ?! ― Çтаппан аллинчен вĕçерĕнме хăтланса кăшкăрашрĕ Огуречников: ― Турăпа патшана хирĕç. Саккуна хирĕç!
— Эккей, этем мар эсĕ, ваше благороди... Ăçтан турăпа патшана хирĕç пултăм-ха эпĕ? Саккуна хирĕç пулса мĕн турăм? Хама хам та шанмастăп — тем туса хурăп; тархасшăн, ан çыпçăнăр ман çума... Çтаппан Огуречников аллине вĕçертрĕ.
— Мĕн пăхса тăратăр, çыхăр ăна! ― антăхса кăшкăрчĕ уретник.
Мошковпа Платун тата десятскисем Çтаппан патнелле кĕпĕрленсе пыма хăтланчĕç. Çтаппан, паçăрхи пекех, вĕсене çывăха та ямарĕ.
— Эккей, этем мар эсир... Каланă сире, ан тĕкĕнĕр тесе... Эпĕ никама та хама ирĕксĕрлеме парассăм çук... Ытах çапас килет пулсан, çапăр. Тĕрĕслĕхшĕн эпĕ асап тӳсме те хатĕр! ― терĕ те вăл, васкамасăр утса пырса, тенкел çине ӳпне выртрĕ. ― Ĕнтĕ çыхăр мана. Астăвăр, хытăрах çыхăр!
Çтаппан кĕтмен çĕртен парăнни пурин хăюлăхне те çĕклерĕ. Вĕсем, пĕринчен тепри ăмăртмалла васкаса, Çтаппан урисене тенкел çумне çыхса хучĕç. Аллине çыхма пыма каллех хăраса тăчĕç.
— Çыхăр, алла та çыхăр. Эсир çĕрте выртакан этеме çыхма вĕреннĕ. Ан хăрăр, хальхинче нимĕн те тумастăп сире! ― терĕ Çтаппан.
Пуринчен малтан Платун хăйса вĕрен йăтса пычĕ. Çтаппан аллине хытă туртса çыхрĕ те, урăх хăрамалли çуккине туйса, ун çине кулкаласа пăхрĕ.
— Кунашкал майлă ак. Кунашкал хирĕç тапăнас çук ĕнтĕ... ― ихĕлтетсе кулса ячĕ. Унтан Çтаппан кĕпине çĕклесе çурăмне ӳçрĕ.
— Вăт кунашкал тата лайăхрах. Ĕнтĕ пĕтĕм çут тĕнче куç умĕнче...
Мошков çиелти тумне хывса çаннине тавăрчĕ. Аллине хурăн хулли тытса хатĕрлерĕ.
Огуречников Çтаппан патне пырса аллисене хаваслăн сăтăркаласа илчĕ:
— Вăхăт пур пек чухне каласа пар пĕтĕмпех. Вара салтса яма хушатăп.
Йăпатса е хăратса калаттарма хăтланнисем тата йĕрлешкелесе кулнисем Çтаппан чунне тӳсме çук тарăхтарса çитерчĕç.
— Ваше благороди, салтса ярсан, урăх нихçан та çыхаймăр. Эпĕ сире нимĕр тăватăп! ― тесе хуравларĕ.
— Çапла иккен?! ― кăшкăрса ячĕ Огуречников: ― Мошков, çап ăна! Ĕмĕр асăнмалăх çунтар!
Çĕлен шăхăрса çывхарнă пек, хулă чăвăшлатса анчĕ, çара ӳт-тире тимĕрпе пуснăн пĕçертсе илчĕ. Хулă татах çĕлен сассипе шăхăрчĕ, малтанхи йĕр çинех çивĕч çĕççĕн ӳксе, ӳт-тире касрĕ. Чĕрĕ юн тумламĕсем пур еннелле те пĕрхĕнчĕç. Мошков хăнăхнă аллипе çине те çине çапрĕ.
Огуречников кашни çапнинех шутласа пырса вунна çитерчĕ... вунпиллĕке... çирĕме... Юлашкинчен тӳсеймесĕр кăшкăрса ячĕ:
— Калатăн-и, сволочь!
Çтаппан пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Çамки çине тапса тухнă асап тарĕ çеç тумламăн-тумламăн çĕре ӳкрĕ.
Кумăшне хĕненипе çунса тăракан Макçăм, хурал пӳр-чĕн тулашĕнче çынсем юнавлă шавласа калаçнине илтсен, тӳсеймерĕ:
— Кăраву-ул!.. Çтаппан кума вĕлереççĕ! Кăраву-ул!.. ― тесе, сасси тухнă таран çухăрса ячĕ. Пӳрт тулашĕнчи шавсем вăйланса çĕкленчĕç:
— Ватăр çенĕке! Мĕн пăхса тăратăр!
— Вăрă-хурахсен хутне кĕме килнĕ вĕсем!
— Ватăр! Тустарăр!
Ĕнтĕ пӳрт тулашĕнчи хаяр шава ыттисем те илтрĕç. Мошков, тăруках çапма чарăнса, алчăранă куçĕсемпе Огуречников çине пăхрĕ.
— Мĕне пĕлтерет ку? ― Огуречников револьверне кобурĕнчен кăларчĕ, урнă йытă пек, пĕрре Макçăм çине, тепре чӳрече çине пăхса илчĕ.
Çав вăхăтра пӳртĕн урам енчи стенине темĕнле йывăр япалапа тăрслаттарчĕç. Пĕртен-пĕр чӳрече кантăкĕ чал-пăр! саланчĕ.
Огуречников çенĕк алăкне вăйпа тапса уçрĕ те урама сирпĕнсе тухрĕ. Кунта туп-тулли халăх иккен. Кун пеккине халиччен курман Огуречников тĕлĕнсе, хăраса шухăшласа илчĕ: «Мĕн тума килнĕ кусем! Кам хуса пухнă вĕсене? Пăлхав?!»
— Эсир, мĕн, пăлхав тума шутлатăр-и? Патшапа турра хирĕç тăма пухăнтăр-и?
Халь çеç шавласа тăракан этемсем, шыв сыпнă пек, сасартăк шăп пулчĕç. Малта тăракансем хыçалалла тухма тăрăшрĕç. Хыçалтисем, мала юласран хăраса, тата каялла чакрĕç.
Халăх сирĕлнине курсан, Огуречников хăюллăн малалла утăмларĕ:
— Ну, паçăр юнаса шавлакансем камсемччĕ вĕсем! Чӳречене кам çĕмĕрчĕ?» Каламастăр-и? Пурин те Çĕпĕре каяс килет-и?! ― Халăх çав-çавах ним шарламасăр тăнипе кăштах лăпланнă Огуречников аллине лашт сулчĕ.
— Халь килĕрсене саланăр! Пĕр çын ан пултăр кунта! Кунта юлакансене пурне те Çĕпĕре ăсататăп!
Çăт тăракан этемсене сире-сире Михха килнине курсан, уретник халăхпа пĕрле хăй те шăпăрт пулчĕ.
Михха халăх умне утса тухрĕ, йĕри-тавра тĕлĕннĕн пăхса çаврăнчĕ:
— Мĕн пулнă кунта? Ма пухăннă эсир? Пуринчен малтан Огуречников, сăмах хушма васкаса, евеклĕ сасă çине куçрĕ:
— Тĕлĕнмелле, Михаил Петрович, Энĕшкасси çыннисем аслă патша кăларнă йĕркесене хирĕç тăма пухăннă!
— Мĕнле йĕркесене хирĕç тăраççĕ вĕсем?
— Хурал пӳртĕнче икĕ вăрă-хурах пур. Кусем — çавсене çăлма пухăннă. Мана юнаççĕ! Мана, аслă патша тарçине, тапăнчĕç! ― юлашки сăмахĕсене Огуречников Михха умĕнче паттăррăн курăнасшăн каларĕ.
— Ĕненместĕп! Ман ялта унашкал этемсем пулма пултараймаççĕ! Çапла-и, ялйыш?! ― халăх еннелле çаврăнса тăчĕ Михха.
Халăх хушшинчен вăйсăр та хăюсăртарах сасăсем илтĕнчĕç.
— Михаил Петрович, ― аптраса ӳкрĕ Огуречников, ― эпĕ тĕрĕс калатăп!
Михха Огуречников çине тӳррĕн пăхрĕ:
— Мĕн — тĕрĕс?
— Вĕсем чăнах та вăрă-хурахсен хутне кĕме пухăннă. Хурал пӳрчĕн чӳречине çапса çĕмĕрчĕç. Юнаççĕ!
— Камсем вĕсем — вăрă-хурахсем?
— Пĕри — Иванов Степан, тепри — Данилов Максим!
— Пулма пултараймасть!
— Пулма пултарассипе пултараймассине паян хăвăр та курса чухланă!
— Ку урăх шут, Григорий Петрович. Мана тапăннăшăн эпĕ хам пĕртен-пĕр судья пулăп. Ăçта-ха вĕсем?
— Вăрă-хурахсем-и?
— Вăрă-хурахсем мар, ман ял çыннисем!
— Михаил Петрович...
— Илтнĕ! ― пат татса хучĕ Михха Огуречникова. ― Çтаппан пиччепе Макçăм пичче пек тӳрĕ çынсем сахал пирĕн ялта. Çапла мар-и, халăх? ― каллех халăх еннелле çаврăнса кăшкăрчĕ Михха.
— Çапла! Тĕрĕс!
— Вĕсем иккĕшĕ те турĕ çынсем! ― илтĕнчĕç халăх хушшинчен.
— Илтрĕн-и, халăх мĕн калать?
Хурăн хуллипе ним шеллемесĕр çапнине пĕр сасă кăлармасăр тӳснĕ Çтаппанăн, хăй хутне кĕрсе калаçнă сасса илтсен, кам калаçнине лайăхах чухлаймарĕ пулсан та, кăмăлĕ çемçелчĕ. Тӳсеймерĕ вăл ― икĕ куçĕнчен вĕри тумламсем юхса анчĕç.
— Макçăм пичче, ― ăшпиллĕн курăнма тăрăшса, çемçен чĕнчĕ Михха, ― эсĕ мĕн тĕлĕрсе тăратăн, ма салтса ямастăн?
— Салтăр! ― ирĕксĕртен хушрĕ Макçăма Огуречников. ― Анчах эпĕ...
— Мĕн эсĕ? ― Огуречникова каллех пӳлчĕ Михха. ― Ман шутпа, урăх ним калаçмалли те çук. Тĕрĕссипе, эсĕ кирлĕ те мар кунта. ― Макçăм Çтаппана çыхнине салтма тытăннă хушăра Михха Огуречникова шăппан систерчĕ: ― Пыр, ман пата кайса лар.
Огуречников, кунта пĕр сăмах та калаçма кирлĕ маррине сисрĕ пулсан та, Макçăмпа Çтаппан умĕнче хăйĕн ятне çĕре ӳкересшĕн мар:
— Юрĕ, Михаил Петрович, эпир кайăпăр! Анчах кайран хăвна ху ӳпкелемелле ан пултăр! ― терĕ те, револьверне кобурăна чиксе, хут кĕнекине хул хушшине хĕстерчĕ. ― Мошков! Кайрăмăр!
Огуречниковпа Мошков тухса кайсанах, Михха Макçăма пулăшма васкарĕ. Вăл Çтаппан аллине салтрĕ те каллех чунтан тарăхнă пек калаçрĕ:
— Мĕн тăваççĕ çынна, э? Эх, чаракан çук вĕсене... Макçăм Çтаппан урине салтса ячĕ.
— Тăрайратăн-и, кум?
— Хăвна йывăр туятăн пулсан, халех лаша кӳлсе килме яратăп! ― сăмах хушрĕ Михха та.
— Маншăн ан чăрманăр... Мана нимĕн те кирлĕ мар... ― çирĕппĕнех хуравларĕ Çтаппан. Макçăм пулăшнипе тенкел çинчен тăчĕ, кĕпине антарчĕ.
— Вăт ăншăрт тăнĕ-пуçĕ темерĕн! ― халь çеç аса илнĕ пек эрленсе каларĕ Михха: ― Ман кĕсьере эрех пурччĕ вĕт! ― çав самантрах плащ кĕсйинчен пулштух эрех кăларчĕ те Макçăма мĕнле те пулин савăт тупма хушрĕ.
Макçăм васкавлăн шыв курки илсе пычĕ.
— Пирĕншĕн пулсан, шыв курки тата аванрах, тĕпĕ çеç шăтăк ан пултăр! ― шӳтлеме хăтланчĕ Михха: ― Тыт-ха, Çтаппан пичче, ĕç! Эрех вăл пур йышши сурана та юсаканччĕ. ― Çтаппан иккĕленсе тăнине курса: ― Ма тытмастăн? Иксĕмĕр хушăмăрта сас-хура пулнипе именсе тăратăн-и? Ун çинчен нимĕн те ан шухăшла, Çтаппан пичче. Маннă эп ăна! Сана та манма сĕнетĕп. Ку эрехе хаяр сунса мар, ырă сунса паратăп. Тыт-ха, тĕппипе ĕç. Сурану пирчетĕр.
Михха сăмахĕсене ĕненсе мар, кумăшне шеллесе, унан суранне хăвăртрах юсас кăмăлпа Макçăм та Михха сĕннипе килĕшрĕ:
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...