Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Макçăм тилхепе салтса килчĕ те:
— Кум, пуçне урапа ӳречинчен кăларса тыт-ха, эпĕ ăна мĕнле кулмаллине вĕрентем! ― терĕ. Çтаппан кумĕш хушнине тусан, вăл, вăрă-хурах пуçне тилхепепе кăшăлласа, йăлă туса çыхрĕ. Йăлли ăшне кӳсек вĕçне чикрĕ.
— Ну, йĕксĕк пуçĕ, чуну пур пек чухне каласа пар! Вăрă-хурах шарламарĕ. Ӳт-пĕвĕ çеç вилес умĕнхи пек чĕтрерĕ.
— Каласшăн мар эппин? Юрĕ... ― терĕ те Макçăм пăркăчлама тытăнчĕ.
Тилхепе вăрă-хурах çамкине касса кĕчĕ, лешĕ пурпĕрех шарламарĕ. Вара Макçăм ун пуçне каялла пăрма тытăнчĕ. Юлашкинчен вилĕм хăрушлăхĕ вăрă-хурахсен ниçта çырăнман саккунĕнчен те вăйлăрах пулчĕ. Вăрă-хурах çăварне уçса тем мăкăртатрĕ.
— Кум, çăварĕ уçăлчĕ мар-и çавăн? ― пăрма чарăнчĕ Макçăм.
— Тем пăшăлтатнă пек илтĕнчĕ çав? ― Çтаппан вăрă-хурах патнелле ӳпĕнчĕ: ― Каласа парас кăмăлу пур-и?
Вăрă-хурах, хăй килĕшнине пĕлтерсе, куçĕсене мăчлаттарса илчĕ. Макçăм пăркăчланине кăштах пушатрĕ:
— Каласа парас кăмăлу пулсан, халь кала, санпа текех аппаланса пыма вăхăт çук пирĕн!
— Сан лаша... Кармăшра... ― аран-аран илтĕнмелле пăшăлтатрĕ вăрă-хурах.
— Кармăшра? Кам илсе кайрĕ ăна унта? ― васкавлăн ыйтрĕ Çтаппан.
— Хĕлип...
— Кам Хĕлипĕ вăл?
— Янаш Миххи патĕнче пурăнаканни...
— Илтрĕн-и? ― тĕлĕнсе чĕнчĕ Макçăм.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кум. Васкас пулать.
— Кунпала мĕн тăвăпăр?
— Мĕн тăвас? Хура кĕпер айне пăрахатпăр та хăваратпăр. Ав, шурăмпуç çăлтăрĕ те хăпара пуçларĕ. Каймалли самаях-ха, ― васкатрĕ Çтаппан.
Каласа парăп та çавăнтах пăрахса хăварĕç тесе шутланăччĕ вăрă-хурах. Чипер сывалсан, тавăрма та ĕмĕтленнĕччĕ вăл. Хура кĕпер тенине илтсен, унăн чĕри кăртах турĕ. Мĕнле май ӳксен те, унтан чĕрĕ юлас çуккине лайăх ăнланчĕ вăл. Çавăнпа юлашки вăйне пухса:
— Тархасшăн, ан вĕлерĕр! Каласа парсан, чĕрех хăваратпăр тесе сăмах патăр... ― тесе йăлăнчĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, эпир сана вĕлерме те шухăшламан!
— Кĕпер айне ывăтни — вĕлернипе пĕрех...
— Кирлĕ мара калаçса ан пыр. Эпир санăн чунна пур инкекрен те упраса хăварма сăмах паман. Чĕрĕ юлатăн-и е вилетĕн-и унта, пирĕн ĕç çук! ― сиввĕн татса хучĕ Макçăм.
Вăрă-хурах татах йăлăнчĕ.
— Кĕпер айне ан пăрахăр, тархасшăн. Вырттарса хăварăр е уретник патне илсе кайăр. Эпĕ вилсен, сирĕн чĕрчĕлĕх те пулмасть. Уретник патĕнче эпĕ тепĕр хут та каласа парăп.
— Санпала чăрманса çӳреме пирĕн вăхăт çук, ― хирĕç тавăрса хучĕ Çтаппан.
Кĕпер çинче лашине тăратрĕç. Васкавлăн урапа çинчен сиксе анса: «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, усалсене аяккалла сиртĕр» тесе пăшăлтатса илчĕç те, вăрă-хураха хуллăн-пĕççĕн тытса, карлăк урлă вăркăнтарчĕç.
Лаша кĕçех вырăнтан тапранса кайрĕ.
— Йĕксĕк япали темерĕн!
— Мĕн пулчĕ?
— Кӳсекĕ урапа çинех выртса юлнă.
— Илсе ывăт часрах! ― сĕнчĕ Макçăм.
Самай вăхăт кайсан, лаша йăвашшăн чупа пуçларĕ, унтан чупма та чарăнчĕ. Макçăм тилхепе вĕçĕпе çапса хăвалама хăтланчĕ, анчах лаши çав-çавах уттипе пычĕ.
— Кум, ан çап, ― лаша хутне кĕчĕ Çтаппан. ― Кăнтăрла вăл ĕçре пулнă, халĕ çĕр хута пире турттарать. Шеллес пулать ăна. Ытла васкамасан та çитĕпĕр ĕнтĕ. ― Çтаппан урапа çинчен сиксе анчĕ те çуран утма тытăнчĕ.
— Йĕксĕк лаши темерĕн, чыхма çеç! ― лашине çилленсе мар, ятлаçма йăли пуршăн çатракланса илчĕ те Макçăм, урапа çинчен анса, Çтаппанпа юнашар утрĕ.
— Вăт Хĕлип... ― пырсан-пырсан, хăй тĕллĕн калаçнă пек, сăмах хушрĕ Макçăм. ― Çав çынна ырăшăн усрать-и Михха хăй патĕнче...
— Кам шухăшлама пултарнă?
— Ним шухăшламалли те çук унта... Миххан пĕтĕм йăх-тĕвĕ сехмет те вăрă-хурах...
Лав сăрт çине хăпарса çитрĕ. Сăмах татăлчĕ. Вĕсен куçĕ умне Кармăш ялĕ тухса тăчĕ.
Çтаппанпа Макçăм яла çитсе кĕнĕ вăхăтра урам хушшинче пĕр çын та çукчĕ-ха. Вĕсем ансăр тăкăрлăка пăрăнса нумай та каймарĕç, пĕр кивĕрех вырăсла хапха умне пырса чарăнчĕç. Çтаппан урапа çинчен анса хапха алăкне уçрĕ. Макçăм лашине кил хушшине кĕртсе тăварма тытăнчĕ.
Пасарлă ялсенче çăмăл ĕçпе пурăнма хăнăхнă çынсем сахал мар. Вĕсем эрнере пĕр кун хушши пулакан пасар кунĕ çынсене хваттере кĕртсе укçа тупаççĕ те ним ĕçлемесĕрех пурăнаççĕ. Ку кил хуçи те çавнашкал этемсенчен пĕри. Вĕсем ытти çынсенчен урăхла пурăннине пӳрт ăшчикĕнчи япаласенчен те тавçăрса илмелле. Акă, малти чӳречесем умĕнче, пӳрте урлă каçах, вăрăм сĕтел ларать. Алăк патĕнчи стена çумĕнче лаша таврашĕсене çакмалли йăрхах. Каçа юлса çӳрекенсене выртса канма сарлака сак. Кăмака умĕнче, çăра пăс кăларса, витре кĕрекен пăхăр сăмавар ларать.
Çтаппана вăтам çулсенчи тутар кĕтсе илчĕ. Вăл Çтаппан камне-мĕнне те ыйтса тăмарĕ. Ăна мĕнпурĕ те вĕсенчен миçе пус укçа илсе юлма май пурри çеç интереслентернипе тӳрех:
— Чей ĕçетĕр-и? ― тесе ыйтрĕ.
— Халь ĕçсе тăмастпăр-ха, ― терĕ Çтаппан. Кил хуçи кăмăлсăрланнине кура, ― кайран ĕçĕпĕр, халь пасара васкатпăр, ― тесе хушса хучĕ.
Макçăм лаша таврашне илсе кĕрсе йăрхаха çаксан, вĕсем тухса кайрĕç.
Урам хушшисенче çынсем курăнсах каймаççĕ пулсан та, пасар вырăнĕ хускалма тытăннă ĕнтĕ. Урам вĕçĕнче пĕр чăваш çăпата çыххи йăтса тăрать. Тепри хăй туса тухнă кĕвенте-валашкасене çĕре купаласа хунă. Икĕ çармăс милĕкпе шăпăр сутаççĕ. Вырăс çынни умĕнче катка-пичкесем купаланса выртаççĕ. Суту-илӳ тăвакансем таварĕсене лавккасене пушатма тытăннă.
Стаппанпа Макçăм çыран хĕррипе вырнаçнă хăрах енлĕ урама кĕчĕç. Ку урам — выльăх-чĕрлĕх урамĕ.
— Кум, ― терĕ Çтаппан хуллен, ― пĕрле çӳресен; нимĕн те кураймăпăр эпир. Иксĕмĕрĕн икĕ çĕрелле ӳйралса каймалла мар-и?
— Юрать, — килĕшрĕ Макçăм. — Хăшĕ ăçталла кайăпăр?
— Улшуçсем кайри урама пухăнаканччĕ. Эсĕ çав урамра астукала-ха. Тен, шăпах хваттертен çавăтса тухнине тĕл пулăн? Эпĕ пасарĕнче çӳрем. Мĕн те пулин сиксе тухсан, тӳрех ман пата чупса кил. Вара уретник патне кайса евитлĕпĕр.
Вĕсем уйрăлчĕç.
Ĕнтĕ выльăх-чĕрлĕх урамне те çынсем пуçтарăна пуçларĕç. Чи малтанах пĕр чăваш хĕрарăмĕ качака çавăтса тухрĕ. Уксах арçын пăру хăваласа килчĕ. Виç-тăват çын ĕне тата пĕр ватăрах арçынпа хĕрарăм лаша çавăтса тухрĕç. Вăхăт нумаях та иртмерĕ — пасар урамĕ çынсемпе тата выльăх-чĕрлĕхпе тулса ларчĕ. Çтаппан пасар тулашне тухса квас ĕçрĕ те каллех сăнама тытăнчĕ. Сасартăк вăл, хăйĕнчен инçе те мар, плащ тăхăннă улшуç çӳрен лаша çавăтса пынине курчĕ. Тепĕр улшуçĕ хыçалтан чĕн чăпăрккапа ăшаланипе лаши, ниçта кĕрсе кайма аптраса, енчен енне сирпĕнсе кăна пырать. Плащ тăхăннă улшуçĕ сутма илсе тухакан лашасене тăратакан вырăна çитсенех:
— Эй, ырă çынсем! Кама лайăх лаша кирлĕ, кунта килĕр! Лав çине çĕр пăт тиесен те нăх тумасăр туртать! Чупасса çилçунат пек пырать. Йӳнех паратăп! Килĕр! Килĕр! Именсе ан тăрăр! ― тесе çынсене йыхăрма тытăнчĕ.
Харăсах ик-виçĕ чăваш тата темиçе тутар лаша патнелле кĕпĕрленсе пычĕç те хаклашма тапратрĕç.
Çтаппан тĕлĕннипе ним тума пĕлмерĕ. «Мĕн куратăп эпĕ. Ман кĕсре-çке ку?» Вăл, çынсене сире-сире, лаши умне пырса тăчĕ.
— Суятăр, ку лашана сутаймăр та, илеймĕр те! Ман лаша ку.
Никам палламан çын кĕтмен çĕртен пырса тухса юнавлă кăшкăрни лаша тавра кĕпĕрленсе тăракансене шавлама чарчĕ. Вуншар куç Çтаппан çине тăрăнчĕ.
— Ман лаша ку! ― терĕ Çтаппан тепĕр хут. Пуринчен малтан лаша çавăтнă улшуç тăна кĕчĕ.
Кунашкаллине, вăрăсенчен илнĕ лашана сутма тухсан, хуçисем тĕл пулнине пĕр хут çеç курман вĕсем. Анчах каялла нихçан та парса яман. Çавăнпа улшуç йĕрĕнсе кулса ячĕ:
— Абдрахман, илтрĕн-и? Пĕр ухмах пирĕн лашана туртса илесшĕн.
— Ку этем ăслах марри таçтанах курăнать! ― терĕ Абдрахман текенни. Ытти улшуçсем ахăлтатса кулчĕç.
Йĕри-тавра кĕпĕрленсе тăракан çынсем хушшинче те пĕр-пĕринпе калаçса илнĕ сасăсем илтĕнсе кайрĕç.
— Мĕн терĕ ку çын?
— Илтмерĕн-и-мĕн, ман лаша терĕ!
— Ак, тамаша!
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр та, ăсран каясси те инçех мар пулĕ. Анчах куçсем улшăнман-ха. ― Çтаппан лаша чĕлпĕрне ярса тытрĕ. ― Атьăр, уретник патне каятпăр!
— Уретник патне? Эсĕ мĕн, чăнах ухмаха ернĕ-и? ― Çтаппан умне шыçмак улшуç пырса хаяррăн юнаса кăшкăрчĕ: ― Яр чĕлпĕре, ухмах чăваш!
— Чăнах, мĕн шыраса çыпçăннă эсĕ?! ― плащ тăхăннă улшуçĕ чĕлпĕре Çтаппан аллинчен туртса илме хăтланчĕ, туртса илеймерĕ.
«Пĕр чăваш улшуçсен аллинчен лаша туртса илме тапăннă», тенĕ хыпар пасар тавра çиçĕм пек хăвăрт çаврăнчĕ. Кашниех ăна хăй куçĕпе курма ĕмĕтленсе, Çтаппансем тавра çапса хĕстернĕ пек пухăнса тăчĕç.
Ункă варрине тата темиçе улшуç кĕчĕç те Çтаппана хăюллăнрах тапăнма тытăнчĕç.
— Яр чĕлпĕре! ― Плащ тăхăннă улшуçĕ хаяррăн кăшкăрчĕ те Çтаппан çумнерех çыпçăнса тăчĕ.
— Çук, ямастăп, уретник патне илсе каятăп! Улшуç урăх калаçса-туса тăмарĕ, чăмăрне çĕклерĕ те çапма хăтланчĕ. Çтаппан пушă аллипе улшуç аллине ярса тытма ĕлкĕрчĕ.
— Эккей, этем мар эсĕ! Мĕн тунă эпĕ сана, ма çапăçасшăн манпала? ― Юнĕ вĕриленсе пынăçемĕн Çтаппан улшуçăн аллине хытăран хытă хĕстерчĕ.
— Яр алла! Яр тетĕп! ― ыратнине тусеймесĕр çĕлен пек авкаланчĕ плащ тăхăннă улшуç.
Унччен те пулмарĕ — шыçмак улшуçĕ Çтаппана куç харши тĕлĕнчен чышса ячĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр! ― пĕтĕм чунĕпе тарăхса эхлетрĕ Çтаппан. Ыратнипе мар, ытла та тарăхнипе, хăй мĕн тунине чухлаймасăр, чĕлпĕре аллинчен вĕçертрĕ. Çав хушăра ăна тахăшĕ аякран чышрĕ. Тепри мăйран çакăнса, каялла авса ӳкерме хăтланчĕ. Çтаппан кăмăлĕ те тилĕрсе кайрĕ. Вăл, мĕнпур инкек хăй аллинчен вĕçерĕнме хăтланса тăракан ӳлшуçран килнĕ пек шутласа, çулăмлă куçĕпе ун çине тинкерчĕ:
— Эккей, этем мар эсĕ... Ма çиллентеретĕн мана?.. Мĕн тума кирлĕччĕ вăл сана! ― текелесе, чăмăрĕпе улшуçа айккинчен тăрăнтарчĕ. Лешĕ курса тăракан этĕмсем çинелле çăмха пек сирпĕнсе ӳкрĕ. Çтаппан куçĕсем алчăраса кайрĕç. Вăл, камне-мĕнне астумасăр, çывăхарах явкаланса тăракан улшуçне ярса тытрĕ те хăй çумне карт! туртса илчĕ.
— Ма çиллентеретĕн мана, каяннăй пуçĕ! Мĕн турăм эпĕ сана? ― тесе, улшуçа ал вĕççĕн çӳле çĕклерĕ те ушкăн çинелле ывăтрĕ. Улшуç пырса çапăннипе тата тăват-пилĕк çын йăванса кайрĕ.
Çтаппан тепĕр улшуçне ярса тытма аллине тăсрĕ. Анчах лешĕ, хăтăлма ĕлкĕрсе, халăх хушшинелле кĕрсе пытанчĕ. Çтаппан каялла çаврăнса пăхрĕ те кăшт çеç йăванса каймарĕ. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, лашана илсе кайнă-çке манне!» Чунĕ ыратнипе хаяррăн йынăшса ячĕ вăл. «Алăри лашана парса ятăм-и? Мĕн тăвас ĕнтĕ? Ăçта кайса шырас?»
Çтаппан пасар тулашнелле ыткăнса тухрĕ те тапах чарăнчĕ. «Ăçта кайса шырас ĕнтĕ? Ăçтан тупăн пĕччен?» Çавăнтах: «уретник патне кайса евитлес те стражниксемпе шырама тухас!» ― тесе тавçăрса илчĕ. Макçăм таврăннине курса, ăна хирĕç васкаса утрĕ.
— Кум, кил-ха хăвăртрах! ― чĕнчĕ Çтаппан. Макçăм пĕрре пăхсах кумĕшĕн чĕри хускалнине сисрĕ.
— Мĕн пулчĕ?
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, алăри лашана вĕçертрĕм! ― макăрса ярас пек хурлăхлă сасăпа хуравларĕ Çтаппан.
— Ан калаç?!
— Çак аллăмпа лаша чĕлпĕрне ярса тытнăччĕ. Аллăмран вĕçертсе кайрĕç...
— Нимĕн те ăнланмастăп, кум...
— Кайран ăнлантарăп, кум. Халь вăхăт çук. Лаша — улшуçсен аллинче. Ялтан мĕнпурĕ те икĕ çул çеç тухать. Тем пулсан та лашана пирĕн ял еннелле çавăтса каймĕç. Нурлаталла ăсатма тăрăшĕç. Эсĕ çав çул çине астума кай-ха. Тĕл пулсан, кунта чуп. Ялтан кăларса каймасан, стражниксемпе шырăпăр. Эпĕ уретник патне кайса пулăшу ыйтам.
— Юрĕ, каятăп, ― пĕр сăмахранах килĕшрĕ Макçăм.
— Пыр, кум, лайăхрах сăна, тархасшăн. Тĕл пуласчĕ çеç. Урăх вĕçертмĕттĕм, — Çтаппан Макçăма васкатса ячĕ те хăй пасар урамнелле таврăнчĕ.
Уретник пурăнакан çурт пасар урамне пуçелĕклĕ урамăн кĕтессинче ларать. Çтаппан, ĕшенсе çитсе, кайри пӳрте кĕчĕ. Сĕтел хушшинче Мошков хушаматлă стражник ларнине курса, çĕлĕкне хывса пуç тайрĕ.
— Мĕн кирлĕ? ― калаçас килмен пирки çăварне аран ӳçрĕ Мошков.
— Уретник кирлĕччĕ мана, ― евĕклĕ пулма тăрăшса, çемçен каларĕ Çтаппан.
— Мĕн тума кирлĕ?
— Лашана вăрласа килнĕ манне. Лаши те кунтах. Пасарта куртăм.
— Курнă пулсан, мĕн чăрмантарса çӳретĕн тата? Мошков ним юплемесĕр хăтланса ларни Çтаппана тарăхтарса ячĕ. Ытлашши каласа пăрахасран хăйне хăй аран чарса:
— Тытса илеймерĕм, ― терĕ — Темиçен пухăнса, алăранах илсе кайрĕç. Хăвăртрах шырасчĕ. Ялтан кăларса каяймарĕç пуль-ха.
— Ай-яй, ăслă эсĕ! Алăри лашуна парса янă та, пирĕн шырамалла-и? — йĕрлешкелерĕ Мошков.
Çтаппан тӳсеймерĕ, сассине хăпартсах:
— Ваше благороди! ― тесе ячĕ. Тӳре-шарасене вăл пурне те «благороди» тесе чĕннĕ.
Мошков çав самантрах сиксе тăчĕ те шари кăшкăрса пăрахрĕ:
— Сассуна хăпартма мĕнле хăйрăн! Е ху ăçтине, ху камне манса кайрăн-и?
— Пӳлĕхçĕ çырлахтăр, ваше благороди! Эпĕ сирĕн пата пулăшу ыйтма килтĕм. Эсир те пулăшмасан, пире, хура халăха, пурнăç пулас çук!
Çтаппан йăвашшăн калаçма тытăнни Мошкова килĕшрĕ. Вăл хăйĕн вырăнне кĕрсе ларчĕ.
— Эпĕ ним тума та пултараймастăп, ырă çыннăм. Эпĕ дежурта тăратăп.
— Эппин, уретнике курасчĕ.
— Уретник пасара тухрĕ. Ытти стражниксем те пасарта. Тухса пăх, хăшне те пулин тĕл пулăн! ― сĕнчĕ Мошков.
Урамра Çтаппан уретнике ăçта шыраса тупма пуласси çинчен пĕр самант шухăшласа тăчĕ те, тĕллипе ниçта кайма та аптраса, пасар еннелле утрĕ.
Пасарта чи шавлă вăхăт. Суту-илӳ тăвакансем çынсене илĕртсе таварĕсене сутасшăн, камăн ăсне мĕн килнĕ çавна кăшкăраççĕ.
— Чипер хĕрсем! Хитре инкесем! Кунта килĕр! Кĕш-шемер, батис пур! Йӳнех паратăп!
— Шăтăкла тутăр пур! Вар-хырăм ыратсан сывалма кнахвара! Хĕрсене тĕрĕ тĕрлеме йĕп. Пӳсĕр кăларакан амаль!
— Эй, пулă! Пулă, пулă-ă! Сазан пулă! Тимĕр пулă! Çынсем кашни лавкка умĕнче йышлăн кĕпĕрленсе тăраççĕ. Анчах тавар илесшĕн мар, ытларах курасшăн. Çитсă аршăнĕ вунвиçĕ пус, сатин — çирĕм пус çеç тăрать пулсан та, ăна илекенсем сахал. Укçа çичĕ çăраççнпе питĕрнĕ арча тĕпĕнче выртать. Арча çăраççнйĕ хуçасен кĕсйинче. Виçĕ аршăн çитсă илме хресченĕн пĕр пăт тырă сутмалла. Тырă сутма пӳлме тĕпĕсем шăтăк. Çавăнпа чăваш хĕрарăмĕсем, çывăрмасăр ĕçлесе, пир-авăр тума тăрăшаççĕ. Харпăр хăй тĕртсе тунă пир-авăртан çĕлесе тăхăннă кĕпе-тумтирпе çӳреççĕ.
Çтаппан пасар шавланине илтмест. Вăл, хирĕç пулакан çынсенчен ыйта-ыйта, уретник трактиртине пĕлчĕ.
Трактир пасар урамĕн тепĕр енче ларать. Çтаппан часах унта çитрĕ. Кайри пӳлĕмĕнче ун куçне чи малтанах çакă курăнса кайрĕ: трактир хуçи, шыçмак пит-куçлăскер, стенасем палăрми сăрса илнĕ таракансене уйран сапа-сапа парать. Ку пуян тутарăн ĕненни çакнашкал иккен: таракан хунасан пурнăç та ăнать имĕш. Клентĕр-сушкă выртакан çӳлĕке сăрăннă шăнасем сĕрлесе хăпар-ни трактир хуçин юратнă ĕçне татрĕ. Вăл, тараканĕсене апатлама чарăнса, алăк енне çаврăнчĕ те хĕсĕк куçĕсемпе Çтаппана асăрхарĕ. Трактире кĕрекен çынсемпе калаçма вĕреннĕ сассипе:
— Сана мĕн парас? ― тесе ыйтрĕ.
— Уретник кунта мар-и?
— Мĕн тума кирлĕ вăл сана?
Калаçса тăрсан вăхăт нумай иртесрен хăраса:
— Манăн ăна питĕ курмаллаччĕ. Кунта пулсан, калăр-ха тархасшăн, ― терĕ Çтаппан.
Трактир хуçи те урăх тĕпчесе-туса тăмарĕ. Питех те пархатарлă ĕçне тума чăрмантарнăшăн кӳреннĕ пек пулса:
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...