Хĕçпе çурла :: 2


Вăхăт çур уйăх чухлĕ иртсен, çĕр çывăрми пăшăрхантарса кĕтнĕ хутсем пĕрин хыççăн тепĕри çитсе выртнă.

Пĕр каçхине Беспощадный майор хăй патне Гурьянова чĕнтерчĕ.

— Вăхăт сирĕн майлă пулчĕ, — терĕ вăл, хăйĕн шухăшне-кăмăлне ним чухлĕ пĕлтермесĕр. — Акă, сирĕн училищĕрен ярса панă документ, вăл эсир унтан лейтенант званипе вĕренсе тухнине ĕнентерет. Алă пуснă, пичетне те çапнă. Шанчăклă. Кунсăр пуçне... калăр-ха, Гурьянов юлташ, Илларионов хушаматлă подполковника пĕлетĕр-и эсир?

Николай Гурьянов шухăша кайрĕ, тем аса илесшĕн пулса куçне хĕсрĕ. Кам вăл? Мĕншĕн ыйтать ун çинчен майор? Илларионов хушаматлă командир пурччĕ. Батальон командирĕ. Анчах вăл майорччĕ. Хĕрӳллĕ çапăçура амантрĕç ăна. Вăл урăх ун çинчен, паллах, илтмен, илтме те пултарайман.

— Илларионов хушаматлă çынна пĕлеттĕмччĕ эпĕ, — терĕ пăртак тăрсан Гурьянов. — Михаил Степанович подполковник марччĕ, майорччĕ вăл.

— Ун чухне майор — халĕ подполковник, — кулкаласа хирĕç тавăрчĕ Беспощадный. — Генерал пулма ĕмĕтленмен салтак — салтак-им вăл, темеççĕ-и? Çын ӳснĕçем ӳсет. Çĕр çинче тăрса пуçĕпе пĕлĕте перĕнекен кăна пулман. Ку юрĕ-çке, тейĕпĕр. Илларионов сире астăвать иккен. Сирĕн çинчен акă мĕнле характеристика çырса янă. Вулама пултаратăр.

Николай Гурьянов ăна малтан куçпа çеç хăвăрт пăхса тухрĕ, унтан пуçласа вĕçне çити пĕр саспалли сиктерми тепĕр хут вуларĕ. Тĕлĕнсех кайрĕ. Илларионов ăна мухтанă! «Николай Алексеевич Гурьянова эпĕ темиçе çапăçура курнă...» тенĕ. Çавах! Характеристика айне: «Начальник штаба... училища подполковник Илларионов» тесе алă пуснă. Авă ăçта çитнĕ иккен вăл сывалса тухсан.

— Вăл! — терĕ сасăпах ĕнтĕ савăнса кайнă Гурьянов. — Вăлах! Йывăр амантнăччĕ ăна. Пурăнать! Мана астăвать! Лайăх командирччĕ. Лайăх çын, ырă çын!

— Çакă çутă тĕнчере ырри усаллинчен темиçе-темиçе хут нумайрах, тăванăм, — хушса хучĕ Беспощадный майор. — Акă тата тепĕр ырă çынпа паллашма пултаратăр. Вăл та лайăх пĕлет пулмалла сире. Нумай та тĕплĕн çырать. Анчах кун айĕнче пичет çук. Райком секретарĕ Фатюшин тесе алă пуснă.

— Фатюшин! Виктор Потапович! — кĕçех таçтан такам илтмелле кăшкăрса ямарĕ Николай Гурьянов. — Вăрçăра ман ротăра политрукчĕ вăл. Хăй математик. Хытă амантрĕç ăна ураран. Шупашкарти госпитальтен тӳрленсе-сывалса тухсан, ĕçлеме ăна пирĕн района янă. Çавăнта ăнсăртран ман аттепе, пирĕн колхоз председателĕпе, паллашнă. Пĕрре çыру та çырса ячĕ вăл ман пата. Тус-юлташсем тупăнаççĕ, тус-юлташсем пăрахмаççĕ! Хамăн кама та пулин çав тери ырă тăвассăм килсе кайрĕ. Тупата туршăн...

— Акă тата: эсир ăçта, хăçан çуралнине ĕнентерекен документ. Кунтах кил-йышăр çинчен ял Совет çырса янă лайăх характеристика. Калăр-ха, мĕншĕн эсир малтанхи тĕлпулура аслă тăванăр ятне асăнмарăр? Вăл...

— Тăванĕ герой ятне илме тивĕçлĕ пулнипе мухтанать теесрен...

Беспощадный майор, те çамрăк çын сăпайлăхĕнчен тĕлĕннĕрен-и, пуçне пăркаларĕ çеç, унтан куçне тата темле хут çине ӳкерчĕ.

— Кусем мĕн тума кирлĕ пулнă сире? — сасартăк сехре хăпнă чухнехи пек чĕтренсе илчĕ Николай Гурьянов. — Эсир райвоенкомат урлă ман çинчен ыйтса янă çыру хам çуралнă яла çитнĕ пулать, эппин? Апла вăл аттепе мăшăрăм хăлхине кĕме пултарнах... Вĕсем ман пирки мĕн-мĕн кăна шухăшламарĕç-ши! Эпĕ пысăк айăпа кĕнĕ, мана трибунал умне тăратаççĕ, тесе шухăшланах! Мĕн туса хутăр эсир? Пĕр ывăлĕ герой, тепĕри таркăн е урăхларах усал сăмах калакан чĕлхесем тупăннахвара ялта. Мĕн пулса тăчĕ капла?

Николай Гурьяновăн хăй çинчен çырнă çырусемпе лайăх характеристикăсем-шĕн савăнасси, кĕтмен çĕртен çил тухнă пек, лăпах сӳнсе ларчĕ. Вăл ĕнтĕ çынсене ырă тăвасси çинчен мар, чи çывăх çынсем ăна хăйне асаплă хурлăх, тертлĕ пăшăрхану кӳни пирки тарăн шухăша кайрĕ.

— Куншăн ан шикленĕр, — хăйĕнпе калаçаканĕ хуйха ӳкнине сиссе, ăна пĕр тĕлте лăплантарасшăн пулчĕ Беспощадный. — Тăван килĕре тĕп-тĕрĕссине çырсаярăр та, ĕçĕ те пĕтнĕ. Анчах пире акă мĕн шухăшлаттарчĕ: сирĕн çинчен çырса янă корреспонденци хушшинче шуррипе юнашар хури те пур, — тепĕр тĕлтен каллехсехĕрлентермелли туртса кăларчĕ майор. — Акă вăл, вулăр.

Николай Гурьянов майор тыттарнă хута куçпа вуласа тухрĕ те, тăнă çĕртен кĕçех кайса ӳкмерĕ. Инкек пĕччен çӳремест тенине теплерен питĕ хăвăрт ăнланса илчĕ. Вăл ӳсĕр çын пек тайкаланса, ирĕк ыйтмасăрах, диван çине кайса ларчĕ, тăнлавне икĕ енчен икĕ аллипе пăчăртарĕ. «Аслă лейтенант Николай Гурьянов пĕррехинче вăйлă çапăçура хиртех куç умĕнчен çухалчĕ. Çапăçу чарăнсан кайран та, аманнисем хушшинче те, вилнисем хушшинче те курăнмарĕ. Хăйĕн ротинчи пĕр салтак каласа панă тăрăх, аслă лейтенант çав тери хăрушă вăхăтра, тăшман вĕсене пур енчен хупăрласа илсен, аллине çĕкленĕ иккен...» Ку вăл, пуçласа вĕçне çитичченех суя пулин те, хăрушши. Малалла çапла çырнă: «Вăл нимĕçсем патĕнчен епле майпа хăтăлса, çавăн чухлĕ вăхăт иртнĕ хыççăн мĕнле майпа хамăр госпитале çитсе ӳкни пире паллă мар». Аяла майор Барановский тесе алă пуснă. Хăй çырса алă пусса янă хучĕ Николай Гурьянов аллине лекесси çинчен шухăшламан та пулмалла Барановский.

«Каллех çав йĕксĕк Барановский! — Чунĕ-чĕрипе туллашса-тарăхса кайрĕ Николай Гурьянов. — Ватă атте çырса пĕлтернĕччĕ: вăл ман пирки, эпĕ юри таçта çухалнă тесе, пĕррехинче ăна питĕ хăратнă иккен, çав усал хыпар кĕçех Валентина чĕрине çĕçĕ пек пырса тирĕнмен иккен. Мĕншĕн? Мĕншĕн çав тери кураймасть вăл мана? — Вара йĕрки-йĕркипе аса илчĕ: Эпĕ унпа яланах тӳртĕм пулнăшăн хăй ăмсаннă хĕре качча илнĕшĕн, дивизи командирĕ пулнă генерал-майор çинчен элек сарма эпĕ килĕшмен пирки хăйĕн карьерине пăснăшăн, эпĕ çав хăравçă йĕксĕк çапăçуран мĕнле майпа тарнине курнăшăн, çавăн çинчен май килсен ăçта та пулин эпĕ каласа парасран шикленсе кĕрĕк пĕркенме тивнишĕн, намăс çулне-йĕрне шăлса çухатасшăн, — акă мĕншĕн вăл кураймасть мана. Эпĕ çĕр çинчен çухалсан, ун хулпуççийĕ çинчен мĕн чухлĕ йывăр чул çĕре патлатĕччĕ, вăл вара ĕлĕкхи пекех ирĕккĕн иртĕнсе çӳрĕччĕ... Анчах çаксене йĕрки-йĕркипе тĕрĕсне каласа парсан та, кам ĕненес ăна? Çынна çын ĕненменни-шанманни пек йывăрлăх кӳрен чир пурнăçра çав тери хăрушă инкек иккенне пĕле тăрах, хăш чухне чĕлхӳне çыртма тивет».

— Çакă хут пирки мĕн калама пултаратăр? — ыйтрĕ майор, ун шухăшне татса. — Шурă хут çине хурапа çырнă.

Хурапа çырни тĕнчере питĕ нумаййине кам пĕлмест?

Тӳрĕрен каланă ыйтăва хирĕç мĕнле сăмахпа тавăрмалла ĕнтĕ Гурьяновăн? Суя сăмаха каçса кайса сирсе яма тăрăшни, çапа пĕлмен пушă пек, хăвнах çаврăнса тивме пултарать, Вăл, Барановский мана çавăншăн, çăвăншăн та çавăншăн кураймасть тесе, хĕрсе кайса кăшкăрмалла-и? Кам ĕнентĕр? Эпир унпа пĕр хĕре юратнăччĕ, хĕр ăна сивлесе мана качча тухрĕ, темелле-и? Çук, Валентина ятне çакă ырă мар калаçăва хутшăнтарма, ăна Барановский çумне хушма Николай Гурьянов персе пăрахсан та пултараяс çук!

— Майор юлташ! — терĕ вара вăл питĕ шăппăн. — Ку шурă хута ман ята варалас тесе хурапа çырнă. Эпĕ Барановские пăртак пĕлетĕп. Темшĕн-çке, кăмăл туртмастчĕ мана ун патне, вăл хăй те мана кăмăлламастчĕ пулас. Вăл дивизи штабĕнче ĕçлетчĕ. Эпĕ ăна çапăçу хирĕнче курман, вăл та мана — вилнисем хушшинче те, аманнисемпе пĕрле те — курма пултарайман: штабрисем тепĕр çĕре пиртен малтан куçса кайнă.

— Тен, сирĕн хушăртан хăçан та пулин пĕр-пĕр хура кушак каçса кайнă? — ыйтрĕ майор.

— Штабра ĕçлекенсене хисеплесех çитерейменрен — пурччĕ ун пек айванлăх манăн вăрçăччен. Ун тĕлĕшĕнчен, юлташсемпе калаçнă чух, чĕлхем тӳрккесрехчĕ ман.. Тен, çавă ун хăлхине кĕнĕ. Çитменнине, хăвăрах пĕлетĕр, çарта субординаци тени пур: вăл — майор, эпĕ...

— Тен, сирĕн хушăрта пĕр хĕр е хĕрарăм тăнă? Юратура субординаци пулмасть.

— Çук!

— Юрĕ, тейĕпĕр, — Беспощадный сассине йăлтах çемçетрĕ. — Акă мĕн: юлашки хута эпир ĕненсех каймарăмăр. Темле суялăх шăрши çапать унран. Сирĕн пирки батальон командирĕпе калаçса татăлтăмăр. Саперсене, икĕ рота, фронта ăсатма палăртнă. Эсир пĕр взводăн командирĕ пулатăр. Хатĕрленме вăхăт пĕр эрне чухлĕ. Халĕ хăвăрăн взводăрпа паллашма пултаратăр, лейтенант юлташ.

Беспощадный патĕнчен уçă сывлăша тухсан, Николай Гурьянов хăй пурăнакан пӳрт еннелле каймарĕ-ха, чарăнса тăчĕ, пĕлĕтелле пăхрĕ. Уяр тӳпере шупка çăлтăрсем, такам-çке куçа курăнми пăтаран ĕмĕр-ĕмĕрлĕхе çакса янă пек, пĕр силленми-хускалми тăраççĕ, çурла уйăх çывăхри вăрман тăррине тем вырма хăпарнă. Çил çук. Сивĕ — çилсĕр ăçтан вĕçсе килет-ши вăл? — хăлхаран чĕпĕтет, эсĕ ху çĕр çинче тăнине, пурăннине систерет. «Эппин, пурăнатпăр-ха! — терĕ пĕтĕм ӳпкипе тарăннăн сывласа Николай Гурьянов. — Уйăхпа çăлтăрсене куратпăр, шартлама сивве туятпăр. Пурте кирлĕ, пурте илемлĕ. Анчах çынсем мĕншĕн пурте илемлĕ мар-ши?..» Вăл такама аса илсе ятласшăнччĕ, пуçĕнче Барановский ячĕ вĕлтлетсе иртсе кайрĕ, анчах ун çинчан шухăшласа тăмарĕ, урампа çар çынни пек çирĕппĕн уттара пачĕ.

■ Страницăсем: 1 2