Хура çăкăр :: VI. Кантюк кĕреки


Шерккей «хаклă хăнана» чăрр пăхса илчĕ. «Çемлемир?.. Çемлемир тет иккен-ха... Мĕн тума килнĕ-ши тата? Элле çĕр касма тытăнаççĕ-ши? Ильясĕ ята кĕрсе юлсан, пит аванччĕ те...»

Шукăль тумланнă çын сăрине чаплашкапа ĕçсе янă хыççăн пуçне хисеплĕн ухкаласа илчĕ.

— Кун çути кăтартмарăмăр ку кĕрчемене, — терĕ Алиме, — кăтартсан куçăхать вăл, çеçкеленет. Çапла çав. Кĕрчемине халиччен тукалаканччĕ-ха ăна.

— Сирĕн кĕрчемĕр тесен, ăçта калама! Пасар эрехĕ пĕр хĕрринче тăтăрах, — сăмаха хутшăнчĕ Усалук. — Иртес кунăмра, хе-хе, пĕрре мар сыпса курнă кĕрчемене. Сирĕнни пеккине, мĕнле калас, хе-хе, Улхашра та тутанса пăхман темелле.

Кантюк кĕрчемине чей куркипе кăна тултарчĕ, кĕрчеми, чăнах та, халь çеç юхтарнă чечек пылĕ пек, витĕр таса, курка çийĕн симĕсленнĕ пăс йăсăрланса явăнать. Малтанхи курка каллех Çтаппан Иванччăн сывлăхне пулчĕ. Çтаппан Иванччă ăна сывлăш çавăрмасăр ĕçсе ячĕ. Унтан, сăмсине тутăрпа хытă хĕссе тытса, пушаннă куркине Кантюк еннелле тăсрĕ.

— Мĕнлерех пек?.. Ара. Кĕрчеме çавăн пекрех ĕнтĕ вăл...

— Толтар тепре чашка. Сăмса çорать.

— Э-э, хайхи...

Хуçа ăна тепĕр курка та тултарса пачĕ.

Çемлемирĕн çăмăл аллине пула кĕрчеме курки те рете хăвăрт кайрĕ.

Сĕтел çинче тĕрлĕ тĕслĕ эрех тултарнă пулăштухсем лараççĕ. Тĕнчере, ытармалла мар кĕрчеме пур çинче, кам «пĕр хĕрринче тăракан пасар эрехĕпе» аппаланса ларас пур?

Çапах та Кантюк, кăтра та сарлака сухалне савăнăçлăн якаткаласа, илемшĕн тесе, тепĕр куркана хĕрлĕ эрех тултарать. Хăй çаплах хăнисемпе сăмахлать.

— Эсир астăватăр пуль-ха, — тет вăл, — ĕлĕкрех пирĕн атте симпылне алтăрпа ĕçтеретчĕ. Ара. Çуртра курка тупăнман мар пуль ĕнтĕ. Мĕн чухлĕ, калама кирлĕ, алтăрне виçĕ пулăштухсем кĕнех çав. Ара. Усалук шăллăм астăваймасть-ха çавна? — Кантюк куçне хĕскелесе Усалук еннелле пăхрĕ.

— Астумасăр? Халь те куç умĕнчех! Пирĕн атте, хе-хе, çавна пĕррех тытса ĕçсе яратчĕ.

— Ĕнтĕ пирĕн, атте те унран юлсах кайман пуль çав, ара. Пичке утланса ĕçеттĕмĕр тетчĕ те... Элюкка, эс мĕн тата, кĕрчеме куркине хĕр пек пăхса ларатăи? Ĕçсе пар-ха хăвăртрах, ыттиссм те ĕçесшĕн. Хисепĕм те сăвапăм çиттĕр!..

Ахаль чух Элюкка хăйне питех хистессе кĕттерместчĕ. Паян тесен, вăл, тем, пĕрехмай Çтаппан Иванччăна пăхкалать. Çтяппан Иванчча тинех пăхмасан та юрать, лешĕ курмасть те пуль, куçĕ йăлтах пытаннă. Вăрăм куç хăрпахĕ кăна, вăхăтран вăхăта мĕлтлеткелесе, сике-сике илет. Элюкка унран ытла вăтанса тăмалла мар иккенне тĕшмĕртет те хăй ятне тултарнă куркана мăштах шалт тăвать.

Ĕнтĕ Мăххит те, Усалук та ĕçрĕ, черет Шерккее çитрĕ. Сыпасса халиччен пĕрре мар сыпкаланă та, ураран ӳкиччен ĕçсе курман. Вăл халь те, ĕçместĕп тесе, кутăнлашма пăхрĕ. Кил хуçипе ывăлĕ ăна иккĕнлетсе хистеме тытăнчĕç:

— Шерккей тей! Епле-ха апла, энчетрен пĕрре килетĕн пулать те унта та пирĕн кăмăла хăварасшăн-çке?.. — терĕ Нямаç.

— Çук ĕнтĕ, куркаран аслă пулни килĕшмест çав, ара, — хутшăнчĕ ашшĕ. — Курка вăл хамăр çураличченех кун курнă.

— Иккĕ те калаçмастăн... Илтетне? Иккĕ те... — тапăнсах тапăнчĕ Нямаç та.

— Нямаç шăллăм, Нямаç шăллăм, сывлама та пулин вăхăт пар, — йăлăнчĕ Шерккей.

Акă Алиме те пуçларĕ.

— Мăшăрăрпах килме каласа янăччĕ те, йыхравçăсем ăс çитереймерĕç курăнать. Шерккей чунăм, сар ывăл тейĕттĕм те сана, кĕрекене тиркес çук-ха эс кунта. Эс те çынпа пĕрле пулсамччĕ, тупата... Хăвăр лайăх, ачăр-пăчăрсем кăвакарчăнсем пек... Çапла, эп сирĕн хĕрĕре иртнĕ кунсенче кăна куртăм та, тĕлĕнтĕм те кайрăм, тупата-а, ăçтан кăна пулма пĕлнĕ çавăн пек ăслă-пуçлă та пултăклă хĕрача? Ӳссе çитĕннĕ-çке, чăнах, йăлт ӳссе çитĕннĕ! Ай, чаплă та пулать иккен...

— Çамрăк çыннăн çавă ĕнтĕ вăл, çавă ĕнтĕ вăл, куллен малалла.

— Çапла пулмасăр! Халь ĕнтĕ ăна вырнаçтарасси пирки шухăшлама та вăхăт çитет пуль çав?.. Пĕр-пĕр ятлă-шывлă çынсен кинĕ кăна пулмалла та вăл сирĕн, хамăрах тупса параймăпăр-ши-ха пĕр-пĕр чипер çурта тетĕп...

— Рехмет çапла ырă суннăшăн...

— Элентейĕре те чĕнесшĕнччĕ те, ĕнтĕ тепĕр чухне чĕнĕпĕр терĕмĕр... Çавсен сывлăхĕшĕн те пулин çак куркана шалт туса памасан, епле вăл?

Капла вара чăнласах та курка тытмасан юрамасть, хуçасене çилленнĕ пек пулать. Шерккей хăйĕн хуралнă аллисене вăтана-вăтана пăхкаларĕ, тытнă куркана çăварĕ патнелле çывхартрĕ. Алиме ăна вăйпах ĕçтерчĕ.

Чĕлхе çаврăнать. Пуçтарăннă çынсем пĕр-пĕринпе шăкăлтатса калаçма тытăнчĕç: саманисем йывăр иккен, тырă хакĕ те ӳксех пырать, хресчене йывăр килет, выльăх пуçне йышлăлатса пурнăçа хушăнтарма ăс çитермелле.

Пăртак кăтăш пулса илнĕ «хаклă хăна» сулкаланчĕ те сĕтел хĕррине таянса çиме пикенчĕ. Çавна пула Кантюк хуплу пуçлама вăхăт çитнине сисрĕ. Вара çĕçĕ вĕçĕпе вăл хуплу виттине васкамасăр вăтăрса касрĕ. Шалтан техĕмлĕ пăс тухрĕ. Хуплуне çăлтăрласа касса пĕтерсен, хăнисене çиме сĕнчĕ.

Шерккей йывăç ывăс варринче виçĕ шăтăк пуррине асăрхарĕ — ăшă кĕрсе тăма-ши? Ывăсĕпех кăмакана лартмаççĕ пулĕ те-ха... Аяккинче ларакан Мăххит хуплу илме кăшт çĕкленесшĕн пулчĕ — çĕкленеймерĕ, татах тăрăшса туртăнчĕ, çапах та çĕкленеймерĕ. «Ара, мĕнле ку, ӳсĕрĕлме кирлĕ марчче-çке?» — тенĕ майлă, вăл хăйне хăй шанмасăр алли вĕççĕн тĕренсе тăма хăтланчĕ, анчах çавăнтах Элюкка çинелле таянчĕ. «Эсĕ мĕскер?» — тенĕ пек, ăна сиввĕнрех пăхса илчĕ лешĕ.

— Айăп ан ту-ха, Элюкка Петянччă, тем йывăрлатрĕ мана, — терĕ Мăххит. Вăл хуллен çеç каларĕ пулин те, сăмахĕсене ыттисем те илтрĕç.

— Йывăрлатрĕ тетне? — ыйтрĕ Кантюк. — Кĕрчеме вăл, ара. Çапларах пулать çав. Элюкка, эс ак Мăххит тĕреннĕшĕн мăртăхатăн, ху тăрса кăтарт-ха уру çине?

Элюкка: «Мĕн эс, манран кулма шутлатăн-и?» — тенĕ пек, хуçана кулкаласа пăхса илчĕ. Хыткан хулпуççине маттуррăн выляткаласа çĕкленесшĕн пулчĕ вăл, анчах хăй те ура çине тăраймасть иккен.

— Ара, мĕнле ку?.. Пĕр курка кăна ĕçрĕм пуль-çке? — хутне кĕресшĕн пулакан курăнмĕ-ши тенĕ пек, вăл енчен енне пăхкаларĕ.

— Хе-хе, куркине ăна шутлаймарăмăр-ха, тен, тăваттăшне те пушатрăн пулĕ... Эс пур — тата ĕçесшĕнччĕ пуль-ха? — лĕкĕртетрĕ тăрăхлама юратакан Усалук. — Кунта пурсăмăр та урасăр юлтăмăр пулас çав, хе-хе...

— Эсир çийĕр, çуне те, какайне те çийĕр, — хистесе сĕнчĕ Кантюк.

Нямаç, хăй куркине çĕклесе пăхмасăрах, сĕтел варринелле туртăнчĕ те чашăкран пĕр катăк услам çу илчĕ, ăна аллипе илсе, çӳçне сăтăркала пуçларĕ. Çӳç пайăркисем тăрăх çуллă йăрăмсем йăрăлтатса анчĕç. Ирĕлнĕ çу кĕпи çинелле тумлама тытăнчĕ. Нямаç ăна шăла-шăла кĕпине те, аллине те йăлт вараласа пĕтерчĕ.

Кантюк, хăнасем умĕнче чипер курăнас тесе, хăй сахал ĕçрĕ, çавăнпа ура çине те çăмăллăнах тăчĕ.

— Эсĕ, Çтаппан Иванччă, пире тем каласшăнччĕ пуль-ха? — хăюсăр ыйтрĕ вăл «хаклă хăнаран».

— М-да-а, — пĕр евĕкрен сăмах хушрĕ Çтаппан Иванччă, пуçне аран пăркаласа. — Конта сэр копцасем пек порнатăр...

— И-и, — хĕпĕртерĕ Кантюк, — пирĕн пуянлăха мĕн пуянлăх темелли пур? Ак кунта, калама кирлĕ, пурте хамăр çынсем пуçтарăннă-ха. Ара. Эпĕр хамăра авалхи чăвашсен йăлине тытатпăр тетпĕр ĕнтĕ, — мухтанас ĕмĕтпе каласа хучĕ кил хуçи, хăй умĕнчи эрех куркине сĕтел варринерех шутарса. — Пирĕн çавăн пек йĕрке: çын сана хисеплет иккен — эс ăна вунă хут ытла хисепле. Сан кĕрекĕнте хăнара пулсан, хаклă хăнуна куçран пăхса тăр. Çапла пуль, тăван-янташсем? — пĕр ял çыннисене чăрр пăхса илчĕ Кантюк. Янташсем тет вăл пĕр ял çыннисене. — Ара. Çапла мар-и, Элюкка? Сана эп, Элюк тепĕр курка кĕрчеме тултарса парам-ха...

— Вăл мĕн ĕнтĕ, ырă хуçа, чăн сăмахăн суйи çук.

— Пуян пулма пулать вăл ĕçлесен, тăрăшсан, хе-хе!

— Тата перекетлĕрех пурăнсан, ара.

— Перекетлĕ тенĕрен, ав, курăр-ха Хĕрлĕ Пылчăкри Сăпат Ахваниçе: сĕтелĕнче çăкăр хытарнипех пуйса кайрĕ вĕт? — терĕ Усалук, арпашнă çӳçне якаткаласа.

— Çапла пулмасăр! Çăра вĕççĕн тытать вăл çăкăрне, ара...

— Лав!.. Кас теп, — каласа хучĕ Çтаппан Иванччă, Кантюка пӳлсе.

Нямаç ларнă çĕртен сиксе тăчĕ.

— Лавккаç тет-и вăл?.. Лавккаçă эпĕр хамăрах...

— Лавккаç темест-ха, — ăнлантарса пачĕ старостă. — Лавĕ пур унăн, чĕнтересчĕ тет, килне каясшăн вăл; çавăн пирки калать.

— Э, апла иккен. Эп халех Урнашкана!.. — Нямаç сĕтел хушшинчен йăпăрт тухса кайрĕ.

— Серн конта чĕр çморта пор? — ыйтрĕ Çтаппан Иванччă.

— Чĕрĕ çăмарта тетĕр-и? Пулмасăр!.. Кĕмĕлпи, илсе кĕр-ха кунта чĕрĕ çăмарта.

— Пирĕн çынна мĕн вăл çăмарта, — сăмах хушрĕ Усалук, — хе-хе, çĕрулми вырăнĕнче темелле. Хаклă хăна пирĕн еннелле Çинçе эрнинче килсе куринччĕ.

— Управ сăри тăвас тетпĕр-ха Çинçере, карчăкпа иксĕмĕр калаçса татăлтăмăр. Кĕллине чӳклесе ирттерĕпĕр тетпĕр. Ара... Мĕнле, Çтаппан Иванччă, çавăн чух пирĕн пата çемйӳпех килсе кайма вăхăт ӳкерейĕр-ши?

— Хăнча пать ол?

— Çитес эрнере ĕнтĕ. Хăçанне хыпар тăвăпăр унта.

Нямаç килсе кĕчĕ.

— Нямаç йыхрава хăех пырса кайĕ, — терĕ кил хуçи, сăмах мĕн пирки пынине ывăлне кĕскен кăна ăнлантарса.

— Ун чух пирĕн хăнасем нумай пулаççĕ, — терĕ Нямаç та. — Пăваран килме пулчĕç... Касим пур унта, манăн тус темелле...

— Леш, Хусанта кĕрешсе паттăра тухаканни-и? — ыйтрĕ Усалук.

— Шăпах çавă, — хĕпĕртерĕ Нямаç. — Ашшĕ унăн Хусанта икĕ лавкка тытать. Шăрттана пĕрре кăтарттăр-ха терĕм, кунта вăл — Шăрттан пирки калатăп-ха — ялта пуçне тек каçăртса çӳрет, хăйĕнчен паттăрри урăх ниçта та çук тет пуль. Касим: «Килетĕпех», — терĕ. Пĕр Шăрттана мар, хăйне хирĕç икĕ Шăрттан пĕр харăс кĕрешсен те, ним мар çавăрса çапать. Эх, кĕрешет те! Çын мар — улăп хăех, калам сире!

— Касимĕ вăл, килсен, тем пекчĕ те, — йăвашшăн каласа хучĕ Кантюк.

— Килеп. Эп те килеп, çемьяпа килеп. Матăшкăпа, ребятишкăпа. — Çтаппан Иванччă куç хĕррипе çеç Элюкка енне пахрĕ. — Так вот, старостă, ямщика кала. Килеп.

— Ямшăкне систерĕпĕр ăна.

— Ну, а сана калам, — Кантюка куçран пăхрĕ Çтаппан Иванччă, — правительствă хреç полмас. Кӳлтен лерре, Корр.. Коржанак тетри? Çавна çите площадь сана пать. Да, çокна калас: уясри крестьян банкне окçа памалла. Мин чолне Нямаç пĕлет. Вара площадь навечно сана пать. Земствăра ман пичче, çавăн пек калать. Жалобсам полсан та, ним тăвимаç. Вот...

— Ак хайхи, — хавасланса ӳкрĕ Кантюк. Ентĕ мĕн каласси пур! Енчен Кантюкăн хӳри пулнă пулсан, çак вырăнти çын умĕнче вăл вĕшле йытă пек хӳрине пăлтăртаттарса вылятнă пулĕччĕ те, хӳри çук-çке. Капланса çитнĕ сăмахĕпе те пулин юрама тăрăшрĕ вăл: — Апла-и? Çавăн пекех-и? Ара, ĕçĕ пулса та пĕтрĕ-и?.. И-и, Çтаппан Иванччă! Пуççапса пуç çитмест. Ну, Çтаппан Иванччă та иккен... Рехмет сана! Умна хисепĕм те сăвапăм çиттĕр!.. Карчăкăм, илтрĕне, ав, мĕн терĕ Çтаппан Иванччă?.. Атя, пуç тайса курка, курка сĕнер çакăншăн!

Кантюк чаплашкапа сăра тултарчĕ, ăна сулкаланса ларакан Çтаппан Иванчча тыттарчĕ, унтан, ларнă çĕртен çĕкленсе, Алимене алă вĕççĕн тытрĕ, унпа пĕрле «хаклă хăнă» умне чĕркуçленсе ларчĕ. Вара иккĕшĕ те юрласа ячĕç:

 

Урамăрсем вăрăм та, хай, утмашкăн,

Хапхăрсем вырăсла — уçмашкăн,

Ĕнтĕ умăр çутă та çийĕр хĕрлĕ,

Вăтанатпăр куçăртан пăхмашкăн...

 

Кантюкпа юнашар Нямаç пырса кукленчĕ, алапа çăмарта илсе кĕнĕ Кĕмĕлпи, алине тĕпеле кĕртсе лартса, амăшĕпе юнашар кукленчĕ, Эскап чĕркуçленсех ларчĕ. Юрă тепĕр çаврăм та шăранчĕ:

 

Кĕримĕски çĕлĕк тăхăнас мар,

Тăхăнсан та, пуссаях лартас мар.

Сире курсан, епле хăналас мар,

Хăналасан, хисепрен тухас мар.

Ука кирлĕ çухана çавăрма,

Хайла кирлĕ сирĕнпе юрлама...

 

Çтăппан Иванччă сăрине тăка-тăка ĕçесшĕн кăна тăратчĕ, сасартăк тем какăркалама тытăнчĕ, ахаль те хулăн мăйĕ тата ытларах хăпарчĕ, мелсĕр туртăнчĕ, унччен те пулмарĕ — кĕреке çине пĕрĕхтерсе кăларчĕ. Хăраса ӳкнĕ Алиме çавăнтах пит-шăлли ярса илчĕ. Кантюк: «Кунта ытлашши нимĕн те пулман», — текелесе, хăнана çурăмĕнчен пĕр-икĕ хут лăпкарĕ.

— Э-э, вăт, каларăм-çке, капла аван та. Ара. Çавăн пек кирлĕ вăл. Ют çĕрте мар-çке, мĕнле калас иккен, ман кĕрекере тепĕр хут ларасса пĕлтерет вăл. Карчăкпа аксĕмĕр калаçаттăмăр-ха...

Çтаппан Иванччă, анлă янахне питшăллипе хупăрласа, ларнă çĕртен тăрасшăн пулчĕ.

Çурт умне тăрантас килсе чарăнчĕ.

— Каймалла, да, çмортана хорса ярăр, — илтĕнчĕ унăн сасси.

— Э-э, çитрĕ те-и?.. Ну, апла пулсан, ăсатасчĕ хаклă хăнана.

Нямаç Урнашкана чĕнтерчĕ. Урнашкапа вĕсем Çтаппан Иванчча, иккĕш ик енчен тытса, ура çине тăма пулăшрĕç. Кантюкĕ пит сыхланса, ăна çурăмĕнчен тĕрте пуçларĕ. Çапла майпа вĕсем ушкăнĕпех пӳртрен тухрĕç те тăрантас патне çитрĕç. Уçнă чӳречерен пӳртри Элюкка сасси илтĕнчĕ:

— Çтаппан Иванччă, пире йывăра ан илех ĕнтĕ...

Вăйлă Урнашка Çтаппан Иванчча тăрантас çине, пĕчĕк ачана çĕкленĕ пек, çĕклесе лартрĕ. Улма чăпар утсем, иккĕшĕ те пĕр майлах, вырăнта тĕк тăра пĕлмесĕр ташлаççĕ. Ямшăк, вăтам çулсенелле çитнĕ хресчен çынни, вĕсене чĕн тилхепе вĕççĕн аран чарса тăрать.

— Ак çакна пĕр аяккинерех лартăр-ха, — асăрхаттарчĕ Кантюк, тутăрпа витнĕ алапа Çтаппан Йванччă патне хурса.

Ямшăк ларкăч çине çăмăллăн сиксе ларчĕ.

Çтаппан Иванччă кăтăш пулма та ĕлкĕрнĕ иккен. Хăйне: «Чипер кайăр, тата килсе курмалла пултăр», — тенине те илтеймерĕ. Лашасем вырăнтан тапранас умĕн «хаклă хăна» ала çине пĕтĕм кĕлеткипе ӳпĕнчĕ те — çăмартасем лачăрах çĕмĕрĕлчĕç.

— Чимĕр-ха, чимĕр! — кăшкăрса ячĕ Кантюк. Анчах маттур утсем, тилхепе туртăнсанах, вырăнтан тапса сикрĕç. Тăрантас, тепĕр урамалла пăрăнса, часах куçран çухалчĕ.

— «Пĕçерчĕ пулас» çăмартана, — илтĕнчĕ Нямаç сасси.

— Килнĕ-килнĕ, пăртак сăрланса кайтăра, — аллине сулчĕ Урнашка.

— Мĕн эсĕр йĕркене пĕлмесĕр калаçатăр? — йывăра илнĕ сасăпа каласа хучĕ Кантюк. — Çынни пит ырă.

— Тепĕр чух, атте, вăл килсен, çăмартине алапа мар, чĕреспе парса ярăпăр-ха, шанчăклăрах пулать, — лĕкĕртетрĕ Нямаç.

— Ара... шанчăклăрах тетĕн çав... Усăсăр-им? Пĕлмесĕр калаçан!

Урамрисем пӳртелле васкарĕç.

Алимепе Кĕмĕлпи килне кайма хатĕрленнĕ Шерккее пăлтăра çавăтса тухнă. Мĕскĕн Шерккей хăй тĕллĕнех пускаласа пыма тертленет. Ӳсĕршĕн тĕнче тикĕс те, анчах урисем ăна ниепле те итлесшĕн мар. «Урамăрсем такăр... Урамăрсем такăр...» — текех асне илесшĕн пулчĕ вăл Кантюк юррине. Аса илес тенĕ çĕртех сăмахĕсене арпаштарчĕ. Нямаç та Шерккее пулăшма тытăнчĕ.

— Выртмаллаччĕ хамăр патăртах, кайран ăсатнă пулăттăмăр. Ара, — терĕ Кантюк.

— Рехмет, рехмет умран юлнă çăкăр-тăваршăн, ырă хуçа, — куçĕ йăлкăшса пăхать Шерккейĕн. — Нямаç шăллăм... Тухтар патне çитме пулăшаймăн-ши мана?..

— Каясах тетĕн пулсан, пулăшăп-ха ăна. Хамăр патăмартах канмалла марччĕ-шим?

— Çук, çук, хисеплĕ çыннăмсем. Ун пекех ятăма ярас марччĕ...

— Э, йăхăр-махăр, тем мар вăл пире. Урнашка! — чĕнсе илчĕ Нямаç. — Çĕкле-ха Шерккей тетене кăранк-каранк, эпĕ хыçалтан пăхса пырăп, пахчаранах тухатпăр.

■ Страницăсем: 1 2 3