Хура çăкăр :: VI. Кантюк кĕреки


Кантюк Турикаспа Вăтакас хушшинче пурăнать.

Кантюк тесен, таврара пурте пĕлеççĕ. Çуркунне, çĕршыв типсе çитсен, ака туса пĕтернĕ хыççăн, Кантюкăн юланутлă йыхравçисем Упи пасарне каяççĕ те, вăрăм патак вĕçне алса тулĕ тăхăнтартса: «Тырă сутаç, тырă!.. Утламăшри Кантюк патне тырă туянма пырăр!» — тесе, пĕтĕм пасар тăрăх евитлесе çӳреççĕ. Нумай пулмасть-ха ун патне Шемĕршелпе Пăва купсисем аллăшар лавпа килсе таса ыраш тиесе кайреç.

Кактюкăн хăйĕн виçĕ ят çĕрĕ кăна. Çурмалла акса вырнипе питех юп кураймăн. Кантюкăн шанчăклă çыннисем ытти ялсене çитеççĕ. Вăл Кахăрлă мишерĕсен çĕрне акать, Хурăнварпа Пулмантăш таврашĕнче çĕр илме хайла çитерет. Кантюк пур çĕре те ĕлкĕрет.

Аслă ывăлĕ унăн Нямаç, вăтăр çултан каçнăскер, лавккара ларать, кĕçĕнни, Лискав ятли, Хусанта вĕренет, теççĕ.

Кантюк сакăр лаша усрать. Лашисем пĕринчен пĕри лайăх, çăмарта пек; вырăнта тăра пĕлмен хура ăйăренчен Утламăш мар, таврари халăх тĕлĕнсе тăрать, акатуйсенче кашни ут ямассерен çав ăйăр чи малти вырăна тухать. Ĕнисемпе сурăхĕсем вăрманта çӳреççĕ, вĕсене хăйсене уйрăм кĕтӳпе пăхаççĕ. Кĕшĕлех выльăх-чĕрлĕх, хура кĕр çитсен çеç, килкартине кĕрет.

Шерккей халиччен пĕрре те Кантюксем патне кĕрсе курман. Ăçта çавăн пек çĕрме пуянпа куçа-куçăн курнăçма? Кантюксем халиччен Шерккей йышшисене ним вырăнне хуракан марччĕ. Халĕ тесен... Кантюк ăна хăех чĕнтернинчен тĕлĕнсе, тĕрлĕ май шухăшласа пуç çавăрать Шерккей, ĕнсине кăтăр-кăтăр хыçкаласа, Урнашка хыççăн васкамасăр тĕнкĕлтетсе утать.

— Камсем пур терĕн-ха унта? — хăй илтнине хăй ĕненмесĕр тепĕр хут ыйтать Шерккей. — Вулăсран килнисем терĕне?

— Вулăсран килнисем.

— Кантур начальникĕсем тетне?

— Çавсемех пулма кирлĕ. Виç лаша кӳлнĕ сиктĕрмеллĕ павускапа пырса кĕчĕç çав, патька. Курсан, чĕрем сиксе тухать пуль терĕм.

— Ай-яй-яй! Çаплах-и?..

Виçĕмçулччен Кантюкăн çурчĕ пĕр пахча анлăшне кăна йышăнатчĕ. Аслă ывăлĕ, çулталăк мăшăрлă пурăннă хыççăн урçана тăрса юлчĕ пулин те, уйрăлса тухма хатĕрленет имĕш. Ун валли çурт вырăнĕ кӳршĕрех тупăнчĕ. Кантюкăн кӳрши чухăн пурăнатчĕ; хуçи вара, йышлă килйышĕ валли телей шыраса, çĕнĕ çĕре, Çĕпĕре, тухса кайрĕ. Çемйине те хăйĕнчен хăвармарĕ. Вырăнне хăлтăр-халтăр çурчĕ-мĕнĕпе Кантюка сутса хăварчĕ. Кантюк пĕлтĕр унта çĕнĕ çурт çавăрма тытăнчĕ.

Кантюкăн çурчĕ халь икĕ пахча сарлакăшне йышăнать. Вут-кăвартан сыхланмалла пултăр тесе, çурт тавра, мал енчен те, аяккинчен те, тирек-йăмра лартса тухнă. Арасланса ӳснĕ йывăçсем ирĕн-каçăн вăрман пек кашласа лараççĕ. Çума-çумăн вырнаçнă виçĕ пӳртрен урам еннелле шăкăрах чӳрече тухать. Чӳречисем пурте пысăк, анлă, уçăлса хупăнаканнисем — ялта вĕсенни пекки никамăн та çук! Пурчĕсен икĕ енче икĕ крыльца. Мăшăр çунатсем пек, вĕсем пĕр тĕрлĕ те пĕр хурăмлă. Пусмисем чăнкă, сарлака, эрнесерен хăйăрпа та супăньпе çуса тăнипе — таса. Алăкĕсене урам енчен йĕс тыткăчăсем лартнă. Çав тыткăчăсене халь пурăпа çутатнă та — хĕвел çутинче вут-хĕмĕн ялкăшса куçа йăмăхтараççĕ.

— Этсемĕрин, кунта ăçтан кĕрессе те пĕлес çук, пĕлес çук! Хăш алăкĕнчен кĕмелле-ши? — таçтан хăюлăх çитерсе ыйтрĕ Шерккей Урнашкаран.

— Сана ăçтан кĕртеççĕ-тĕр, пĕлейместĕп, — тавăрчĕ лешĕ, — эпĕ хам крыльпа çумĕнчи кĕçĕн алăкран кĕретĕп.

— Ку енчен те кĕçĕн алăк пурччĕ мар-и-ха, пурччĕ мар-и? — хутлăн-хутлăн ыйтрĕ Шерккей.

— Вăл тарçăсен алăкĕ, — кулкаласа тавăрчĕ Урнашка, хăйне Кантюк тарçи вырăнне хуманскер. — Унта тата пĕр пĕчĕкçĕ алăк пур, эс ăна асăрхамарăн пуль, тултан вăл паллă та мар — хуралçă алăкĕ.

— Пĕсмелле! Мĕне кирлĕ-ши, мĕне кирлĕ-ши çавăн чухлĕ алăк. пĕлсе те пĕтереймĕн, — тĕлĕнчĕ Шерккей.

Ырă шăршă саракан туратлă тирек сулхăнĕпе иртсе, вĕсем çурт варринелле çитсе пыратчĕç. Шăпах çав самантра хĕрринчен иккĕмĕш чӳрече яри уçăлчĕ те, каçăр сăмсаллă сăнар курăнса кайрĕ — Кантюкĕ хăех! Кăтраланса тăракан кĕске кăвак сухаллă вăл, сарлака çăмкаллă, кукши çинче хĕвел вылять. Кантюк чĕнсе-калаçса аппаланмарĕ, хăш алăкран кĕмеллине шĕвĕр пӳрнипе çеç кăтартрĕ. Çавна çийĕнчех тавçăрса илеймен Шерккей, малалла иртмесĕр аптăраса, самантлăха пĕр вырăнта тапăртаткаласа тăчĕ. Урнашка ăна: «Ав çав крыльцаран кĕме хушрĕç», — тесен, вăл: «Юранă пулĕччĕ ĕнтĕ пире кĕçĕн алăкĕпе кĕме те», — текелесе мăкăртатнă хушăра хăрах енчи крыльца алăкĕ уçăлах кайрĕ, Нямаç тухса тăчĕ.

— Шерккей тей1, эсĕ иртсех кайнă-çке? — сунас тытнă чухнехи пек янăракан сасси илтĕнчĕ унăн. — Каялла çаврăн-ха, тусăм, санăн çак алăкран кĕмелле!

— Пĕлсе пĕтерĕн кунта ăçтан кĕмеллине, — илтĕни-илтĕнми мăкăртатрĕ Шерккей; унтан хытăрах сасăпа çапла хушса хучĕ: — Çуртăр элес-мелес чаплă-çке, хула пек, хула пек, хăш алăкран кĕрессе те пĕлес çук.

Шерккей, хăй утас çулĕнчен каялла çаврăнса, Нямаç патнелле пычĕ. Нямаçĕ, çӳлтен анмасăрах, ун енне пăхрĕ.

— Сана хăна алăкĕпе кĕртмесен, епле вара? — çăмăллăн кулкаларĕ вăл.

— Ăçта эпир ун пек хисепе! Тивлетĕмĕр пĕчĕккĕ-çке ытла, ятăмăр хамăра кура кăна, хамăра кура кăна.

— Эй, сирĕн пекки-ха ялта та... — юри ăна хаваслантарасшăн пулса, «сахал» тесе каласшăнччĕ Нямаç, каласа пĕтереймерĕ; çăмламас ал тунисене хăй кăмăллăн сăтăркаларĕ.

Шерккей пĕрре крыльца пусмисене пăхрĕ, тепре уринчи çĕнĕ çăпатине тинкерчĕ — питех вăтанмалла мар-ха çипуçĕ; кăптăрт-кăптăрт тутарса пусма тăрăх хăпара пуçларĕ. Чĕркуççине питех чăнкă çĕклейменнипе вăл сылтăм урипе кăштах такăнса ӳкетчĕ. Ун шучĕпе ырра пĕлтермерĕ ку. Вăл юри сулахайĕпе такăнасшăн пулчĕ, анчах ури çăмăллăнах çĕкленчĕ. Çӳлелле пăхмарĕ ĕнтĕ, хăй умнелле кăна, урăх епле пулсан та такăнас марччĕ тесе, пит сыхланса хăпарчĕ. Акă вăл пуçне кăшт çĕклерĕ, Нямаçăн лутра кунчаллă çутă аттине асăрхарĕ. Вăл çӳле хăпарса çитнĕ тĕле Нямаç хăйĕн çӳхетсе кастарнă сарă мăйăхне пӳрнисемпе вĕçкĕннĕн пĕтĕркелерĕ. Авăнарах тăракан пысăк сăмси караппăлăнни пек.

Нямаç хĕрлĕ пусма кĕпепе, ярханах, тарланă кăкăрĕ çинчи кăтра çăмĕ хачăпа касса иртмелĕх кĕçеленнĕ. Хырăмламасскер, хырăмĕ куçа питех палăрмалла ан пултăр тесе пуль, пилĕкне йӳле янă. Вăл хăй лавккинче те çавăн пек курăнма тăрăшать. Икĕ еннелле йăрăмланса анакан çăра çӳçĕ йăм-хура йăлтăртатать. Çавра тулли пит-куçне кĕпи тĕсĕ çапнă тейĕн — хĕп-хĕрлĕ, чиртсен юн пĕрхĕнсе тухмалла. Лутра çамки çине тар тапса тухнă, ăна вăл шăлмасть, уçă сывлăша хыпăннă пек каçса кайса çăтать. Тарланине пула Нямаç халь кăна мунча кĕрсе тухнă çын пек. Сылтăм тăнлавĕ тăрăх хĕрлĕ йĕр анать — ĕçкĕпе йĕрленнĕ тупкăç тет хăй çавна.

Шерккей Нямаçран самай аслă пулсан та, малтан хăй ăна сывлăх сунчĕ, алă тăсрĕ. Нямаç ун аллине хытă чăмăртарĕ, крыльца алăкне яри уçса, Шерккее хăй умĕпе ирттерсе ячĕ.

Пăлтăр урайне тăршшĕпех çӳхе симĕс палас сарса тухнă. Шерккей уринчи çăпатине тепĕр хут та пăхкаларĕ — йĕр тумасть, тиркев тупаймарĕ. Хăйне çакăнтанах кĕме чĕнчĕç пулсан та, вăл палас çине пусса мар, хĕррипе çеç иртесшĕн пулчĕ, Нямаç ăна палас тăрăх уттарчĕ.

— Э-э, тăванăм, хаклă хăнасем тĕлне саратпăр та ăна, епле ун тăрăх утса кĕрес мар, йĕркерен тухнисем мар вĕт эпĕр.

— Çаплине çапла та-ха вăл...

— Атте хăй сана çак алăкпа кĕртме хушрĕ, хисеп тумасăр çапла пулать-и?

— Рехмет ырă хуçана.

Пăлтăрăн пĕр енче вĕçе-вĕçĕн тенĕ пек темиçе алăк — чăлансем ĕнтĕ, кĕтесре маччана çити улăхмалли çавра пусма пур, тул енчен ăна хăмапа чалăшшăн çапса витнĕ.

Пӳрте кĕмелли пĕр алăк патĕнчен иртсе, вĕсем малалла утрĕç те иккĕмĕш алăк патне çитрĕç.

— Пĕр эпĕ кăна мар пуль-ха сирĕн патăрта, çыннисем тата пур-тăр? — хăюсăр ыйтрĕ Шерккей.

— Эс кăна мар-çке, ыттисем те пур, кĕрсен курăн акă, — йăпатрĕ Нямаç.

— Камсем тата?

— Кĕрсен курăн тетĕп-çке? Пирĕн пата лайăх çынсем кăна килекенччĕ.

Вĕсем пӳрте кĕрсе кайрĕç.

Кăвак чечеклĕ чаршава сирсе, Кантюк тухса тăчĕ. Сăмсин икĕ хура шăтăкĕ карăлнă пек курăнать. Кантюк, енчен енне сулăнкаласа, Шерккей патне çывхарчĕ. Шурă çăм калушпа хăй, кăвак кĕпепе, çӳхе хура шăлаварпа. Шерккей пӳрте кĕричченех хăйĕн хăмăр шлепкине хывнăччĕ, ăна халĕ сулахай хул хушшине хĕстерсе тытрĕ. Хуçана курсан, Шерккей хисеплĕн пуç тайрĕ.

— Шĕкĕр пурăнать-и ырă кил хуçи? — ытла майĕпен илтĕнчĕ унăн ахаль чух самай уçă сасси.

— Рехмет, Шерккей шăллăм. Пӳлĕхе кӳренместпĕр. Ара, килях, килях...

— Тавтапуç, ырă хуçа!

Шерккей урисене пĕр вырăнта сиктеркелесе тăчĕ, шлепкине хул айĕнчен кăларса аллине илчĕ. Çак самантра шлепки ăна пĕтĕмпех йăлăхтарса çитернĕн туйăнчĕ: ниçта чикме пĕлмерĕ вăл ăна. Çав инкекрен вара ăна кил хуçи хăтарчĕ: вăл шлепкине хăй тытрĕ те алăк патĕнчи шăкăрах лартса тухнă авăнчак пăтасенчен пĕрин çине çакса хучĕ. Унтан Шерккее, хулĕнчен тытса, таса урай тăрăх çавăтрĕ. Шултра чечеклĕ чаршавăн çӳçине шыв укипе питĕрнĕ, Кантюк ун çумĕпе сĕртĕнсе Шерккее тĕпелелле ирттерчĕ. «Çакăн пек пурăнаççĕ иккен пуянсем...» — шухăшласа илчĕ халь çеç кĕнĕ хăна.

Чӳрече аяккипе пĕтĕмпех шурă чĕнтĕр вĕçлĕ сарлака сĕлкĕ кара-кара тухнă. Пӳртре таса, çутă. Сĕтелĕ çине кĕреке хывнă. Унта виççĕн лараççĕ. Шерккей вĕсене виççĕшне те паллать: пери ял старости — Элюкка, шĕвĕр янахне аллипе час-часах хыпашлакалать: шăлĕ сурать. Элюккапа юнашар Мăххит, вăл Шерккей пекех ялти кăптăрмăш çын, пăлявуйра ĕçлекенскер; сĕтел пуçĕнче лараканни — ялти иккĕмĕш пуян, вăрман ĕçĕпе пурнăçне ăнтарнă Усалук; тăваттăмĕшĕ, чӳречерен пăхса, ура çинче тăрать, тумланасса шукăль тумланнă хăй, хула пиншакĕпе, çутă пушмакпа, Шерккей унăн сарлака хул-çурăмне те вĕрсе хăпартнă пек тулли ĕнсине кăна курать, çӳçне вырăсла кастарнă.

Нямаç Усалукпа юнашар пырса ларчĕ.

Шерккей палланă çынсене пурне те алă парса тухрă, чӳречерен пăхаканнине те алă парас тесе пăхкаларĕ, лешĕ, ку килсе кĕнине асăрхаман пек пулса, çаврăнмарĕ те.

— Ну, тăвансем, — терĕ Кантюк, — килнĕ-килне, пурсăмăр та пĕр сĕтел хушшине кĕрсе ларар-ха. Шерккей шăллăм, сана акă Нямаç çумне вырăн пулĕ.

Кантюкĕ хăй сĕтел умĕнчи хыçлă пукана йышăнчĕ.

Чӳречерен пăхса тăракан çын васкамасăр пăрăнчĕ те Элюкка çумĕнчи кăлан питлĕ мамăк минтер çине ларчĕ. Çынни вăл, чăн та, ытла мăнтăр, тулли пичĕ çинче йĕкел пек сăмси те палăрсах каймасть, куçĕ путса кĕнĕ, шалтан хĕсĕнсе пăхать, сарлака та вăрăм янахĕ аялтан ик-виçĕ хут пĕрĕмленсе, хăмпăланса тăрать. Шерккей вăл кам иккенне пĕлмест, Нямаçран ыйтса пĕлме те хăяймасть.

— Сана, Çтаппан Иванччă, кĕреке варринерех кĕртсе лартмалла марччĕ-ши? — ыйтрĕ кил хуçи çав палламан çынран. — Эпĕр хамăр кунта паян, мĕн тесен те, сирĕн ятăрпа, сире кăмăл тăвас ĕмĕтпе пуçтарăннă тетпĕр-ха...

Шерккей тимсĕлсе итлет хуçа сăмахне. Кур-ха эс, ăсу каясшĕ, Кантюк чухлĕ — Кантюк çав çынпа вăтаннă майлă калаçать те, кам-ши вара вăл, чăнах та?

— Ничава, хĕрĕнче ларма лайăхрах, — мăйĕ пăрăнманран пĕтĕм талпăвĕпе çаврăнчĕ Çтаппан Иванччă текенни.

Кăмăллă кил хуçи мăшăрĕ, шапăлти Алиме, карчăк пулсан та, пăрчăкан пек çамăл çӳрекенскер, Шерккей килнине малтанах асăрхаманччĕ пулас, Кантюк, ăна хăлхинчен тем пăшăлтатсан çеç, чи кайран килсе çитнĕ хăна патне пычĕ те:

— И-и, тупата, Шерккей килнĕ-çке пирĕн пата? Кураймарăм та вăхăтра... Мĕнле çӳреççĕ-ха çемйĕрсем? Сайте тата мĕншĕн килмерĕ?.. — текелесе, алă тытрĕ. Унăн йышлă ыйтăвĕсене Шерккей тавăрса та ĕлкĕреймест. — Пĕр кĕрекере лармалли çынсем те хамăр, — малаллах тăсрĕ Алиме хăй сăмахнĕ, — чăнах, тем çапла ютшăнса пурăнатпăр-çке. Айăпăмăр хамăрта та пулма кирлĕ çав... Ĕнтĕ малашне те пулин пĕрне-пĕри манас марччĕ-ха тесе, час-часах сăмахлатпăр вара старикпе...

Алиме ытла ăшшăн калаçать. Шерккей ун сăмахне итлет-итлет те аптăраса ӳкет: çак çĕрме пуянсем уншăн ăçтан çывăх çынсем пулччăр? Ратне-хурăнташ мар, халиччен хутшăнса пурăнман... Чим-ха, тепре шухăшласан, Шерккей те чысран-хисепрен тухнă çын мар-çке, тен, çаванпах та чĕнчĕç пуль ăна кунта паян? Ах, çак Алимен чĕлхи-çăварĕ, тупата, чĕлхи-çăваре — пыл та çу. Епле япшар калаçать? Шăрантарать сăмахне! Шерккее те чĕнмесĕр ларма аван мар: «Çемьем, мĕн-ха тĕрĕс-тĕкелех пурăнать-ха», — тесе тавăрать вăл. Алиме каллех ăна хирĕç: «Турра шĕкĕр çав, турра шĕкĕр, çапла пулмасăр», — тесе сассине эреветлĕн çавăрттарса калать те пĕтĕм чуна çемçетсе ярать.

Шерккей çапах та хăйне çак эртелре кăвакарчăн ушкăнне ерĕшнĕ тăмана пек туйрĕ. Тӳррипе каласан, кунта уншăн юлташ та çук темелле. Мăххит пур ĕнтĕ, пĕртанни евĕрлĕскер, вăл та пулин тепĕр аяккинче ларать. Кун пек чух вара калаçиччен калаçманни лайăхрах, пĕлнĕ-пĕлмен чĕлхӳпе тӳрмен сăмах перĕн ярăн.

Шерккее кунта хăй çине пăхасса та, çав Çтаппан Иванччă текенни евĕр, куç хĕррипе пăхассăн туйăнать. Сĕтелĕ те уншăн темле меллех мар пек, çӳллĕрех, сарлака сак тăрăх сарса тухнă кашма та ытла çемçе, вăл пур — ларать, куçне мăчлаттарса, килĕнчи картишĕнче каскаланă хыççăн аллине те пулин çума ăс çитереймерĕ-çке. Авă вăрăмланнă чĕрне айĕнче çарăк акмалăх тăпра пуçтарăннă, пӳрни хушшине кирĕк çине кирĕк пĕрĕне-пĕрĕне хутланнă, вĕри шывпа та кĕлпе çумасăр сĕвĕнсе ӳкмеççĕ ĕнтĕ вĕсем. Çак алăсемпе сăра курки тытасса асне илсен, Шерккейĕн çанçурăмĕ сӳлетсе каять, çамки çине сивĕ тар персе тухать. «Тăрпалтай, мехлюк, ӳлĕмрен те пулин çакăн пек пулса тăрасран сыхланасчĕ-çке», — тесе, Шерккей тем пек тарăхать те, ӳкĕнет те.

Кантюк хăнасене курка тытма сĕнчĕ. Сăрине вăл чаплашкапа ĕçтерет. Малтанхи курка «хаклă хăна» ячĕпе пулчĕ. Хаклă хăна Çтаппан Иванччă ĕнтĕ, унтан та хакли кам пултăр? Курка рет йĕркипе кайрĕ.

Мăнтарăн чăваш çынни, тарават-çке хăйĕн чыслă хăнисене сăйлама! Тепри ĕнтĕ, хăй яра кун выçă ларсан та, килнĕ хăни валли мĕн те пулин тупать, пускилĕнчен те пулин кивçен йышăнса, ăна çăкăр-тăварсăр кăларса ямасть. Кантюк хăнасене сайра кĕртет. Кĕртсен вара тиркес тесен тиркеймĕпĕр, ăна-кăна уяса тăмасть, куçа илĕртмеллерех мĕн курăнмаллине пĕтĕмпе сĕтел çине лартма хушать.

Сĕтел варрине çавра ывăспа хуплу лартнă, хăнасем ăна хĕрĕнке кайсан çеç пуçлаççĕ. Аш хуплăвĕпе юнашар услам çу, çăмарта, чăкăт, тăваралă çу, капăртма, хутлăн-хутлăн пĕçерне пӳремечи, тĕрлĕ какай — чĕлхӳне мĕн илĕртет те мĕн усса пырать — сĕтел çинче. Алимепе хĕрĕсем çаксене пĕçере-пĕçере çĕр çывăрман. Хĕрĕсем — Нямаç йăмăкĕсем — Эскаппа Кĕмĕлпи. Эскапĕ шатраллăрах питлĕ, унталла-кунталла чалăртса пăхакан куштан куçлă, çултан иртнĕ хĕр. Утламăшра пĕр вăхăтра ун пирки «хĕрĕх чĕрнеллĕ-ха вăл» тесе те сăмахлатчĕç, каярахпа мучар курăкĕ çисе хырăм пăрахтарнă тенĕ сас-хура тухрĕ. Тепри, Эскапăн йăмăкĕ — Кĕмĕлпи, аппăшĕ халь те качча кайманнине пула, çирĕм пĕр тултарнă пулсан та кăçал вунсаккăра пусрăм ĕнтĕ текенни. Кĕмĕлпийĕн пит-куçĕ самай чипер, анчах чĕлхинче кăшт айăп пур: хăшпĕр сăмахсене юри тенĕ пек селĕпрех калать. Тумланасса капăр тумланать, халь те вăл пусма кĕпе тăхăннă, икĕ хут мăййа çакнă, çурăмĕ хыçĕнче пĕтĕм кĕмĕл тенкĕпе питĕрнĕ ыймалийĕ пур, ал вĕççĕн тĕрленĕ сарă тутарне хĕрле çавăрса çыхнă. Сĕтел çине мĕн кирлине çак хĕрсем вăхăтра парса тăраççĕ те.

Сĕтел кĕтесне кĕрчеме килсе лартрĕç. Хуçи каланă тăрăх, кĕрчемине виçĕмçулхи хăла пылтан тунă иккен. Вуник кăшăллă юман пичкере ăна çулталăк ытла çĕр айĕнче усранă имĕш. Халь акă, «тахçан кĕтнĕ çемлемир» килнĕ ятпа, çав пичкене пуçларăмăр тесе пĕлтерчĕ Кантюк.

 
1 Тете
■ Страницăсем: 1 2 3