Çеçпĕл
Чăвашра çĕнĕрен сăвăç
Çуралмассерен, —
Ман тăпра çине саркайăк
Пытăр ир çинчен.
Йăмрасем çине ларайтăр
Хĕвел ăшшине,
Янра юрăпа мухтатăр
Чăваш чĕлхине.
«Эп вилсен». Çеçпĕл Мишши
1
Çеçпĕл Мишши —
«Кăвар чĕре» —
Чăваш сăвăçи,
Ирĕке йыхăран тӳре,
Хăват чĕнӳçи!
«Чăваш ачи, сассуна пар!
...Сана кĕтеççĕ».
Чунупа пулнă хăв патвар,
Эс — Кĕрешӳçĕ!
Ху çинченех çырнă пулĕ
«Чăваш ачине».
Эс хăвах кăвар чĕлхеллĕ
Килнĕ тĕнчене!
Хăвна-çке эс танлаштарнă
Çеçпĕл чечекпе.
Чи пĕрремĕш хастар утнă
Ирĕк çулĕпе.
Чи пирвайхи çурхи чечек —
Черченкĕ çеçпĕл.
Чăвашшăн пултăн эс тĕрек —
Сăвăçă — Çеçпĕл.
2
Çеçпĕл çеçкийĕ час сӳнет
Савăк çуркуннех.
Çеçпĕлĕмĕр те ир вилет
Çирĕм иккĕрех.
Хĕрӳ чĕри-ши ун епле
Тапма чарăннă?!
Мĕнле пытартăн Çеçпĕле,
Эс — Украина?
Хурланнă-çке ик халăх та:
Украин-чăваш.
Çĕре кĕнĕ Çеçпĕл юта —
Сӳннĕ ун малаш.
Шăхран, Касаккасси ялĕ,
Çук сан ывăлу.
Ячĕ ун вилĕмсĕр юлĕ,
Санпах Çеçпĕлӳ.
3
Çеçпĕл пирĕн чĕресенче,
Вăл — сӳнми çăлтăр.
Ăна пĕлет пĕтĕм тĕнче:
Сăвăçă-паттăр!
Вăл çурални çитет çĕр çул
Чӳк уйăхĕнче.
Чăваш, эс ялан чăваш пул
Çакă çĕр çинче!
Ан вăтан чăваш пулнинчен,
Калаç чăвашла.
Чăваш халăхĕ вăл ĕçчен,
Эс ăна сумла.
Эпир, Çеçпĕл хунавĕсем,
Утар-и пĕрле?
Çепĕç чĕлхеллĕ чăвашсем,
Манар мар пиле:
«Ан юлăр кунçул уттинчен» —
Çеçпĕл халалĕ.
Ан тухтăр чăваш чĕринчен
Хастар ывăлĕ.
4
Çеçпĕл!
Чăваш чĕлхи пĕтмен,
Хăвачĕ çĕтмен.
Чăваш вĕçейрĕ инçене —
Тĕнче уçлăхне!
Андриян — Шуршăл каччи вăл,
Мухтавлă чăваш.
Космоса çĕкленнĕ çăмăл,
Аптраман тавраш.
Çеçпĕл!
Çĕнелет шав пурнăç,
Чăваш çавна май:
Вут кайăклăн вĕçен сăвăç —
Валери Туркай.
Мĕне тăрать «Чăваш тупи» —
Туркайăн тупи:
«Чăвашшăн чăваш —
...хурăнташ!
…Чи хаклă юлташ!»
5
Çеçпĕл, Çеçпĕл, эс ир вилнĕ,
Сӳннĕ çăлтăру.
Çук, çук, сӳнмен — вăл йăл! илнĕ,
Тапмасть çеç чĕрӳ.
Çеçпĕл, сан вилтăпри çине
Çитсе курăп-ши?
Хĕрлĕ чечексен çыххине
Эпĕ хурăп-ши?
Кураясчĕ ман вăл куна!
Е мĕн-тĕр чарĕ?
Тен, синкер вилĕмĕ мана
Куçа хуптарĕ?
Сан пек сăвăç эп пулаймăп,
Хунаву пулам.
Ешĕл, çинçе, тен, хуçăлăп,
Сăвă — ман тупрам.
Çуралнă эпĕ кĕркунне,
Çурçĕр иртсессĕн.
Курнă çăлтăр йăлкăшнине
Кантăк витĕр-мĕн.
Çеçпĕл, пулайрăм-ши сăвăç?
Калах, чăннипе.
Сан тăпру çине саркайăк
Пычĕ-и ирпе?
Йăмрасем çине ларчĕ-ши
Юрă юрлама?
Эс, саркайăкăм, ăçта-ши?
Янрат сăввăма.
Хушма ятăм манăн — Тайпи,
Эп — Тутиелсем.
Кӳршĕ ялсем — Лаш Таяпа —
Аннем, асаннем.
Вăрăмхăва хĕрĕ мамай1 —
«Пăрăç» йăхĕсем.
Йĕкĕрешскер — мăн кукамай —
Вăл Питтĕпелсем.
Мăн асаннем Кавал хĕрĕ.
Пурте Елчĕк ен!
Çитĕнтернĕ Чăваш çĕрĕ
Вĕсене чечен.
Тутарстан — ман тăван çĕрĕм —
Пăва тăрăхĕ.
Çитĕнеççĕ икĕ хĕрĕм,
Чăн чăваш йăхĕ.
Атте ĕмĕрлĕх ыйхăра,
Çук вăл пирĕнпе.
Анне, икĕ шăллăм çумра —
Хăйсен çемйипе.
Ĕçлетĕп эп банк ĕçĕнче,
Алăра — ручкă.
Йăл-йăл кулă ман пит çинче,
Утăмăм нăкă.
6
Тăван ялăм — Тутиелĕм —
Ачалăх сăпки.
Куславккам ман, Тĕрлемесĕм —
Çамрăклăх çеçки.
Çеçпĕл… Çеçпĕл чечек черчен,
Чечен çеçкисем.
Тĕрлемесре куртăм ĕлккен —
Çурхи чăн илем.
Атăл… Атăл… Анлă Атăл,
Хитре хумусем.
Савнă хулам — Куславкка вăл,
Капăр çурчĕсем.
Инçе-инçе хыçа юлчĕç
Шкул сукмакĕсем.
Ун чухне-çке ман çуралчĕç
Сăвă йĕркисем.
Уйăх çутипе çыраттăм
Кантăк умĕнче.
Çăлтăрсене эп сăнаттăм,
Куççуль — куçсенче.
Тăван ялшăн тунсăхлаттăм,
Тăван килĕмшĕн.
Атăл хĕррине васкаттăм —
Чăваш чĕлхишĕн.
Вырăсла кăна шкултаччĕ
Калаçу йăлтах.
Чăвашла-çке урок çукчĕ,
Туссем — вырăсах.
Ашшĕ–амăш чăваш пулин,
Вырăс — ачисем.
Намăс-ши чăн чăваш пулнин,
Суратчĕ чĕрем.
Тĕттĕм чăваш ял хĕрачи
Черченкĕ чунпа,
Йĕреттĕм, çĕн пурнăç калчи,
Çăлтăрлă каçпа.
Шăпăр-шăпăр куççуллийĕ
Юхса хут çине,
Шăрçаланчĕ çут шăрçийĕ
Сăвă йĕркине.
Çут куççулли шăрçисем-мĕн
Тăварлă,чăнах.
Çавăнпах-ши пĕрчĕн-пĕрчĕн
Сапрĕç чăн ахах.
Кам илейĕ ăна пухса
Шурă хут çинчен?
Сăввăмсене вĕсем куçса
Çухалмĕç-ши, тен?
Сăвăç пуласси вăл йывăр —
Ыйхăсăр каçсем.
Рифмăсем килсен ан çывăр,
Çырах йĕркесем.
7
«Мĕн усси сан, çывăрмастăн,
Ларан çĕр хута, —
Вăрçать аннем, —
— Канаймастăн,
Варлан шур хута».
«Анне, эп çыратăп ирччен
Хăш чух сăвăсем.
Çынсем валли эс каçсерен
Çĕлен кĕпесем».
«Танлаштартăн та эс, хĕрĕм,
Кĕпепе сăвă.
Кĕпине çĕлетĕп хӳхĕм
Уявшăн авă.
Тăхăнччĕр çынсем çĕн кĕпе,
Капăр çӳреччĕр.
Савăнатăп эп хам ĕçпе,
Эсĕ мĕнле-тĕр?
Хĕрĕм, ман ĕçĕн те хакне
Кам кăна курмасть.
Çĕвĕç эп!
Сан сăввусене
Çын вĕт тăхăнмасть».
«Мĕн калатăн эс, аннеçĕм?
Сăвă — хăй асам!
Пур çырмашкăн ман тивлетĕм —
Телейлĕ шăпам!
Сăвă вăл — хăйне май çĕвĕ,
Шур хут тĕрлени.
Такăр мар ун çулçӳревĕ,
Пулать такăнни.
Татах çырăнччĕр сăвăсем —
Чун йăпатмăшсем.
Вĕсем, черчен «çеçпĕлĕмсем»,
Çурччĕр «çеçкесем».
Çеçпĕл — манăн идеалăм,
Савнă сăвăçăм.
Вăй-хал парать тăван ялăм,
Евĕк кăмăлăм».
1999, 03, 13
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...