Çеçпĕл
Çыртан Атăла тинкеретĕп
Туясшăн асамлă вăйне
Мăнаçлă та Атăл, хитре те —
Часах ăнланаймăн чунне:
Мĕскер уншăн пурнăç е вилĕм,
Çынсем кăмăлланă тĕнче?
Кама ун халалĕ, пехилĕ,
Кам çăлтăрĕ ун аллинче?
Пĕлместĕп. Тепри те пĕлмест пуль.
Хурав-мĕн пулмарĕ хумран...
Сасартăк — ĕненĕр-ши?! — Çеçпĕл
Хуллен утса иртрĕ умран.
Тăрать...
Гимнастерка та атă...
Шинель уртса янă çийне.
Сăн-пичĕ те çамрăк, те ватă...
Пăхать анлă Атăл çине.
Çӳçенчĕ, сывларĕ те ассăн.
Вара, хумсене чарасла,
Вĕсен ытамне ыткăнаслăн
Вăл тайăлчĕ кăшт малалла.
Мăн кăмăллă Атăл та, акă,
Хăйпе тан тĕнче курнăнах
Пĕр çиçрĕ те симĕс-кăваккăн
Шавларĕ, кĕрлерĕ вăрах.
Ун кăпăклă кăкăрĕ тăрăх
Вут-кайăк хăпарнăн вĕçсе,
Хаваслăх янравĕ пек тăрă
Çĕкленчĕç çунатлă хумсем.
Туйри каччăсем пек, сатуррăн
Çилсем шăхăрашрĕç: ши-ши! —
Кĕрлерĕ пин сасăллă юрă,
Саланчĕ тăван çĕр шăрши!
Эп Çеçпĕл куçне асăрхарăм:
Мăн Атăл капланнăн çырта,
Пăлхавлă та вĕçĕмсĕр тарăн
Хăват хумханатчĕ унта.
Хăйпе хăй сыпса пĕрлештернĕн
Çĕре те сенкер пĕлĕте,
Тăрать вăл телейлĕн те тертлĕн
Манран инçех мар та — çӳлте!
Ун çирĕп сăнарĕ, ӳт-пĕвĕ,
Материлĕхне çухатса,
Хальччен çын илтмен вăйлă кĕввĕн
Çунтарчĕ чуна та ăса...
Эп ӳкрĕм. Ăша тем вăркатрĕ,
Сăпка пек лăпкарĕ пуçа.
Тем вăрттăн тухатрĕ, çывратрĕ.
Вăратрĕ те — уçрăм куçа:
Юмах лек юхать анлă Атăл...
Çапаççĕ хумсем çырана.
«Ан парăн, тăванăм, ан ватăл»
Тесе калас тенĕн мана.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...