Василий Волгин 1937 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта В.А.Андреев журналист-сăвăç çемйинче çуралнă. Ашшĕ Йĕпреç районне ĕçлеме куçса кайсан Ваççан ача чухнехи кунĕсем çав районти Хурамал ялĕнче иртеççĕ, шкула та çав ялтах çӳреме тытăнать. Вăйă-кулăра хаваслă та çивĕчскере юлташĕсем пит юратаççĕ, вĕсемпе пĕрле вăл тăрăшса вĕренет, кĕçĕн классенчех хăйĕн ăсталăхне кăтартать. 1945 çулта Андреевсем Йĕпреçе пурăнма куçаççĕ. Пĕчĕк Ваççа Йĕпреçри вăтам шкулта вĕренме тытăнать. Çак çулсенчех вăл сăвăсем çырас йĕркесене те ăнланакан пулать. Литературăпа интересленесси, ĕçлесси унăн çулсеренех ӳссе пыратъ. Шкулта вăл «Çамрăк вăй» журнал кăларма тытăнать, журналăн редакторĕ хăех. 1953 çулхи раштав уйăхĕнче Волгин çамрăк писательсен республикăри виççĕмĕш канашлăвĕнче пулать. Вăтам шкула вăл медальпе пĕтерсе тухса Хусанти университета вĕренме кĕме ĕмĕтленет. Анчах 1954 çулхи çуркунне, вăтам шкултан вĕренсе тухасси пĕр виçĕ уйăх юлсассăн, Василий Волгин чирлесе ӳкет; çав çулах çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче унăн çулăмлă чĕри тапма чарăнать.
Унăн çакăн пек кĕнекесем тухнă: «Çамрăк ĕмĕт» (1956).
Кĕнекесем
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...