Унăн амăшĕпе мами çинчен


— Унсăр пуçне ман... виçĕ тенкĕ... — терĕ Вова Скорпиона.

Скорпион пĕшкĕнсе ларса Вовăна куçран чăр-р пăхрĕ.

— Виçĕ тенкĕ? — ыйтрĕ вăл Вовăна алăран вĕçертмесĕр. — Виçĕ тенкĕ сахалтарах ĕнтĕ... Ну, паянлăха çитет. Ăçта вăл?

Вова ун-кун шутлама ĕлкĕриччен, пит вăр-вар хăтланса, Скорпион ун кĕсйисене тавăрса пушатма та ĕлкĕрчĕ.

— Маттур! — терĕ вăл. — Малашне те çакăн пек маттур та хастар пул. Вара эпĕ сан чи шанчăклă тусу пулăп. Ну, чипер çӳре. Каях каяс тенĕ çĕре. Сана ку таврара, çак икĕ-виçĕ çурт таврашĕнче, никам та тивмĕ. Кам та кам паян сан çумна пырса сĕртĕнет — çавăнне янахне хамах саваласа яма пултаратăп. Так, сана кăштах задани пекки те пама юрать. Ав çав çурт леш енче пĕр чипер майра кĕленчесем пуçтарса тăрать. Хăш чухне вăл тĕнчере мĕн пуррине манса кайсах пĕчĕкçĕ куç кĕски кăларать те сăн-пуçне тимлеме тытăнать. Çавăн пек чух ун таврашĕнче пĕр-икă пуш кĕленче çаклатса кайма питĕ меллĕ. Хăтланса пăх, тен, чиперех ĕç тухĕ.

Скорпион çапла вĕрентсе хăйсен подъезднелле сĕнкĕлтетет.

Вова, имшер хулпуççийĕсем çинчен хай йăтайми чул купташкине пăрахнăн çăмăлланса, Скорпион каллех хăй патне таврăнасран шикленсе урăх еннелле каялла çаврăнса пăхмасăр вĕтĕртеттерчĕ. Унăн тĕллевĕ — кӳршĕ çуртăн пусма картлашкийĕ айне çитсе вырнаçасси. Тĕлĕнмелле картлашка вăл. Ун тĕлĕнче нимĕнле алăк та çук, анчах тем тума вырнаçтарса хăварнă ăна çурт-йĕр ăстисем.

Çитрĕ Вова çитес çĕре чупса. Шиклĕн унталла пăхрĕ, кунталла — никам та курăнмасть. Хăвăртрах кĕрсе вырнаçрĕ вăл хăйĕн йăвине.

 

Вовăн хулари тусĕсем

Самай хăтлă, аван кунта, яла кайичченхи пекех. Унччен тимлесе хурса хăварнă хытă хут таткисем те, кивĕ фуфайка та кунтах. Вовăшăн чи хакли — телевизор ешчĕкĕ. Ăна хытă хутранах тунă. Çав картон ешчĕке хутланса кĕрсе ларать те вăл хăйне килтинчен те аванрах туйма тытăнать. Кунта ларнă чух ăна вăрçакан та, хăлхаран туртакан та, тапкă-çапкă паракан та çук. Лар та лар пуçа мĕнле шухăш пырса кĕрет, çавăнпа айланса.

Хăйне килĕшнĕ пек вырнаçса çитсен ача пусма картлашкин анат енчи кĕтессинелле чăр-чăр пăхса ларма тытăнчĕ. Те Вова кунта килсе вырнаçнăшăн хĕпĕртесе ансах пыракан хĕвел пĕлĕтсем хушшинчен тухрĕ те ăшă çутипе ун йăвине хушăк витĕр хыпаласа иртрĕ. Пĕлмест халь Вова: пурăнать-ши халиччен чĕрик-чĕрик шăши, пусма картлашкин анат енчи хушăкĕнчен тухма хăнăхнăскер?

Ытлашши çиесех те килмест ачан. Пурпĕрех, ним тума аптăраса, килтен хĕвне чиксе тухнă булка сăмсине туртса кăларчĕ. Ăна тĕпрете-тĕпрете хуçкаласа çиме тытăнчĕ. Унччен те пулмарĕ, «шип-шип» тенĕн сас парса хулари тусĕсенчен пĕри — Вовăна нихăçан та сиен туман ырă кăмăллă шăши — таçтан йăпăртатса та çитрĕ. Вăл шĕвĕр сăмсине вылятса эсех-и ку тенĕн пăхса илсе унталла-кунталла кускаларĕ.

Вова хайхине яла кайичченхи пекех кĕскен кăна сас пачĕ: «Ши-ши», — терĕ шăхăрнă чухнехилле. Те çав шăшиех ĕнтĕ ку, те урăххи — ăна-кăна тӳрех ăнланма çук. Çавă тес — самăртарах. Тĕрĕс, çамки çинче темле хура пăнчă пур. Ясмăк мăнăшскер. Çавна çавах теме пулать хура пăнча пула, — тĕсĕ урăхларах. Шăши каллех чарăнса сăмсине вылятса илчĕ, вара урăх шикленмесĕр Вова патнелле чупса пычĕ, çĕрти тĕпренчĕксенчен пĕрне хыпса мăкăльтеттерме те тапратрĕ. Вова ăна самай пысăк татăк пăрахса пачĕ. Лешĕ булка тĕпренчĕкĕсене пуçтаркаласа çикелесе çӳресен-çӳресен темрен шикленнĕн вăрт çаврăнчĕ те каялла таçта кайса çухалчĕ.

«Ку эпĕ пĕлнĕ кушак кайăкки пулмарĕ курăнать, — шухăшларĕ Вова. — Лешĕ ман тăрăх чупман вырăн хăвармастчĕ. Эх, вилнĕ пулас...» — ассăн, пысăк хуйхă пулнăн, сывласа шгчĕ Вова.

Унччен пулчĕ-и, кунччен-и — шăши каллех вĕлтĕртетсе тухрĕ, хăлхана аран-аран илтĕнмелле ши-ши терĕ. Çакна кăна кĕтнĕ тейĕн, пысăк шăши тухнă çурăкран пĕчĕккисем, ăна-кăна тĕшмĕртеймен айванккасем, пĕрин хыççăн тепри сике-сике тухрĕç, асли хыççăн телевизор ешчĕкĕ патне пырса çĕртри тĕпренчĕксене пуçтарма тытăнчĕç. Асли Вова тăсса панă алă тăрăх улăхсан аялта хĕвĕшекенсем çинелле пăхса илчĕ, вара йăпăртатса чупса анса кайрĕ, пĕчĕкçеççĕ те шĕвĕр чĕрнисем Вовăн çара хулне йĕп вĕçĕпе кăтăклантарнă пекех кăтăклантарчĕç. Ача хуçса панă татăксенчен пĕрне, хăй хыпма пултар-нине, ярса илчĕ те шăши таçта йăтса кĕрсе кайрĕ. Пит хавасланчĕ Вова. Ара, халь унăн, яла Амăшĕ патне кайичченхи пекех, шăши тусĕ пур. Çитменнине тата халь пĕрре çеç те мар, пиллĕк-улттă та. Тăпра купташкисенчен такăна-такăна чĕкĕл-мекĕл тăвакан шăши çурисенчен пĕрне ярса илчĕ вăл, ал тупанĕсемпе хупласа ăна вĕрсе ăшăтрĕ. Лешне çакă питĕ килĕшсе кайрĕ пулас. Унччен тапкаланма пăхнăскер, мĕнле пит ăшă йăвана лекрĕм эп капла тесе-ши, яшт тăсăлса выртрĕ. Часах ватă шăши каялла тухрĕ, çурисем хушшипе чупкаласа çӳресен ытла шуйханчăклăн чĕриклетсе илчĕ.

— Чĕппӳне çухатрăн-им? — сас пачĕ ăна Вова. — Ан хăра, ак кунтах вăл, — çапла каларĕ те ватă шăши умне çурине ячĕ. — Ме, ме, çитер, тăрантар. Ман çăкăр нумай кунта.

Ватă шăши: «Мĕнле ытла ырă чун эс? Ăçтан тупăнма пĕлнĕ этем эс? Мĕн-ма ыттисенчен шутсăрах уйрăлса тăрса пире тăрантаратăн эс?» — тенĕн каллех тăп чарăнчĕ, Вова енне чылайччен пăхса тăчĕ, вара çăкăр таткисене ним шиксĕр сĕтĕрме тапратрĕ. Ахăртнех, таçта, лере, хăйĕн килĕ-йăви пур пулас.

Кушак кайăкĕсемпе аппаланса хăйне такам питрен çине-çинех япăлт-япăлт тутарнине те ача йĕркеллĕн сиссе юлаймарĕ. Шăшисем пурте самантрах кĕрсе çухалчĕç хыткан йытă пырса кĕрсен.

— А-а, Тарзан, салам, — йытта хăлхинчен ярса тытса хăй еннелле туртрĕ Вова. — Эсĕ те пур-и? Кил кунтарах. Ме, ме, юри сана валли илсе тухрăм, — çапла каласа Вова выç йытта татăк хыççăн татăк хыптарма тытăнчĕ. Лешĕ çăтать те хыпать кăна. Пĕрре çăкăр татăкне хыпать те тепре ырă ачана питĕнчен, аллинчен, ăçтан май килнĕ çавăнтан çула-çула илет.

Çинĕ май, йĕпескер, кӳтнĕскер, тăр-тăр, тăр-тăр чĕтрет. Кайри урисем çине ларчĕ вăл малтан, унтан хуçăк урине, малтине, кăштах çĕклесе Вовăна куç сиктермесĕр тенĕн савăнса, тулли кăмăлпа: «Ăçта çĕтсе çӳрерĕн ку таранччен?» — тенĕн пăхма тытăнчĕ.

— Тарзан, — чĕнчĕ Вова, — Тарзан, кил кунта, — ăçталла килмеллине аллипе çапса кăтартрĕ картон ешчĕкрен тунă «килĕн» хуçийĕ. — Ай-уй, уру пит ыратать-им? Кил, кил кунта, ачашласа ярамкăштах.

Йытă, малти хăрах урине çĕклесе, якăлт сиксе хăй пит аван пĕлекен çĕре — картон ешчĕкелле — чăмрĕ, ача урисем çине лапах кĕрсе ӳкрĕ, тав туса ешчĕк хуçине питрен япăлт тутарчĕ.

Кĕре май пăхма тытăннă хĕвел кулма пăрахса каллех пĕлĕтсем хыçне кайса çухалчĕ. Хура пĕлĕтсем капланса килчĕç те сасартăк тĕттĕмленсе, ĕнтрĕкленсе кайрĕ. Ача йытă ăшшине туйса, йытти çын юмартлăхне чунĕпе аван сиссе пĕр-пĕрин çумне йăпшăнчĕç. Вовăна хăрах енчен нурĕк ăшă пырса çапрĕ. Шикленет халь вăл: Тарзан тухса ан шăвăнтăрччĕ çеç. Çавăнпа та çăкăрне пĕтĕмпех çитерсе ямарĕ. Пĕлмест Вова: килне каймалла пулнă-и ун халь е çук? Татах вылямалла-ши урамра е киле кĕме те юрать?

Ашшĕнчен юлнă пĕчĕкçĕ йытта Мами епле юратса пăхса усранине ас илчĕ Вова сасартăк. Çав йытта Мами пит килĕштеретчĕ. Ăна валли вырăн пултăр тесе урайне ятарласах çемçе минтер те пăрахса панăччĕ. Хĕлле урама тухсан шăнать тесе фуфайка йышши тумтир, ятарласах çĕленĕскерне, тăхăнтартатчĕ. Пач кĕтмен чухне тем пулса сасартăк вилсе кайрĕ çав йытă. Уншăн кулянса Мами куççулĕпех йĕнине те лайăх астăвать Вова. «Ӳ-ӳ» — татăлса хурланчĕ вăл, — халĕ кампа пусарса пурăнас манăн хамăн чунăма? Эх, епле ăслăччĕ, этем пекех тăнлăччĕ. Ӳ-ӳ...»

Вовăна шиклĕ шухăш пырса çапрĕ: «Хăçанччен лармалла-ши ман кунта? Кайнă-ши лешĕ, ялти Амăшĕн килĕнчи сăра пички пек пысăк хырăмлă арçын е халĕ те ларать-ши? Эх, халĕ ялта Амăшĕ патĕнче пулас пулсан-и?..»

 

Унăн Амăшĕ

Вова, йытта мăйĕнчен ыталаса илсе сĕвенсе ларчĕ те ĕмĕчĕпе ялти Амăшĕ патне вĕçсе çитрĕ.

Ялта халь хулари пекех çумăр çăвать пуль. Унта çумăр еплерех çунине Вова пĕрре кăна мар чӳречерен пăхса киленсе ларнă. Амăшĕн килĕ умĕнче лапăркка çĕмĕртсем ӳсеççĕ. Çумăр çума пуçласан, Вовăна саламланăн, çурт тăрринчен ӳкекен йывăр тумламсене пула ешĕл турат вĕçĕсем пĕрре çĕрелле авăнаççĕ те тепре çӳлелле чĕвен тăраççĕ. Çумăрпа çăвăннă тавралăх тăрук хитреленсе каять. Уçăлать çут тĕнче. Çуллахи ăшă кунсенче кун пек чух йĕм пĕççине тавăрса кӳлленчĕксем тăрăх чалтăртаттарса чупма та, пĕчĕкçĕ кĕреçепе пĕвесем тума та юрать. Вăл кĕреçене ăна ялти лавккаран ятарласах илсе панăччĕ. Çанталăк ăшă чух Амăшĕ ăна урамра выляма нихăçан та чарман, анчах каçа та хăварман. Çумăрпа исленсе пĕтнĕ çытакпа кĕпе таврашне хывтарать те вĕсене кăмака çумне типме çакать. Кăмака çывăхĕнче Вовăн кĕпи-шăлаварне типĕтмелли вырăн кирек хăçан та тупăнать. Урамран ĕшенсе килсен, хăй пит ватта çитнине пăхмасăр, Амăшĕ ăна урисене лĕп шывпа çутарать, лайăх кăна шăлса типĕтет, ăшă нускисем тăхăнтартса ярать, вара хăйпе юнашар вырттарать.

— Эх, чипер ӳссен, пепкем, санран та çын пулать вĕт-ха, — текелесе мăнукне вăл ялан хăрах аллипе чăх чĕпписене çунаттипе çупăрланă пек çупăрлать. — Мĕн те пулин итлес килет-и?

— Итлес килет, — анаслакаласа ăшă Амăшĕ çумне йăпшăнать Вова; юмахсен пуçламăшне вăл пĕтĕмпе тенĕ пекех астăвать, вĕçĕсене вара йĕркеллĕн пĕрне те пĕлмест. Ара, Амăшĕн юмахĕсем ялан вăрăм, итле, итле çывăрса кайиччен — пурпĕр итлесе пĕтерейместĕн.

Тутлă ĕмĕте путнă Вова куçне сасартăках уçса пăхрĕ те, ай-уй, сехре хăппи! Урамра хуп-хура. Таçта кăна шăши куçĕ пек вĕтĕ çутă йăлтăртатать. Ăнланма çук: те çăлтăр çути, те шутсăр аякри çутă. Тарзан, унăн урисем урлă выртнăскер, Вовăн çăкăр тытнă аллине нăш-нăш тутарса шăршласа илчĕ. «Эх, чее те иккен эс, Тарзан, — хăй ăшĕнче пуплесе илчĕ ача. — Халех памастăп. Вырт. Аттуш эс çиетĕн те тухса вĕçтеретĕн. Мана вара халь шанчăклă хурал кирлĕ».

Çапла хăй тĕллĕн пуплекелесе Вова, ыйхă çапма пуçланăскер, пуçне лăнк усрĕ те каллех шухăша путрĕ. Вăл ĕмĕт урхамахне утланса Амăшĕ патне каллех яла вĕçтерсе çитрĕ. Еплерех тĕлĕнмелле çын унăн Амăшĕ! Эх, мĕнлерех тутлă апатсем хатĕрлеме пултарать вăл! Кукăль те икерчĕ, серте те пултăран яшки, чăкăт та пӳремеч, чăмăрла пĕçернĕ çăмарта тата ăшалани, хуппипе пĕçернĕ çĕр улми те шаркку... Вовăн сасартăках сĕлеки юхса анчĕ, çăварне шыв килчĕ. Ун куçĕ умне чашăкпа кăларса лартнă шаркку тухса тăчĕ. Çĕр улми касăмĕ-турамĕсем çатăр пиçнипе пурте сарала-сарала кайнă. Вырăнăн-вырăнăн хăмăрланса кайнисем те пур. Шарккун çиелтен çунса пиçнĕ турамĕсем çемçелччĕр тесе Амăшĕ вĕсене хур тĕкĕ илсе хăймапа сĕрсе тухать, вара:

— Ме, ачам, çи, — тет. — Çи те ăслă ар пулса ӳс. Начар, ăссăр арсене пурăнма кансĕр, ачам. Турă пулăшсан санран та çын пулĕ-ха. Асту, эсĕ эп çакса янă хĕресе нихăçан та ан хыв. Эсĕ — тĕне кĕнĕ çын, эсĕ — Христос ачи.

— Çав мал енчи чӳречерен шутсăр хитре курăнаканни мĕн вăл, Анне?

— Вăл-и? Вăл, ачам, асамат кĕперĕ.

Умри шаркку чашăкки кĕçех таçталла вĕçсе çухалать. Амăшĕн пӳрчĕ икĕ еннелле кăшăл-л сирĕлет. «Анне, атя çав асамат кĕперĕ урлă утса каçатпăр». — «Мĕнех, атя, ачам». Алла-аллăн тытăнса Вовăпа Амăшĕ утаççĕ-утаççĕ — умрах пек асамат кĕперĕ, çитме çук. Утсан-утсан пырса кĕреççĕ хай-хисем ултă-çичĕ тĕспе çиçекен, ялкăшакан, çунакан кĕпер çине. Икĕ енĕпе те, лĕпĕшсем пек, сап-сарă чĕкеçсем явăнаççĕ. Мĕншĕн сарă-ши вĕсем? Амăшĕпе Вова умĕнче — вĕçĕ-хĕррисĕр ылтăн та кĕмĕл çул. Карлăксем — кĕленче, кĕленчисем тăррисенче — тем чăмăрккисем. Амăшĕ каласа панă тăрăх, çавă вут-хĕм сапакан чăмăрккасем пурте ахах иккен.

Утса пынă май Амăшĕ пуçран шăлать: «Телейлĕ эс, Вова ачам», — тет. — «Ма?» — «Ара, ку таранччен тĕнчери чи шухă ача та çапла, сан пек, асамат кĕперĕ çине улăхса кайса курман-ха...»

Хăр-хар, тĕпĕр-тĕпĕр те шарт-шарт тунипе куçне чăлтах уçса ячĕ Вова. Ним ăнланма та çук. Тарзан урса кайнăн вĕрет те тулашать. Ахăртнех, хуçи патне никама та кĕртесшĕн мар пулас. Тултан вара кашкăр пек ытла хулăн саслă йытă талпăнать. Хаяр та çутă симĕс куçсем йăлтăр-ялтăр тунисĕр пуçне нимĕн те курăнмасть. Тен, вĕсем куçсем те мар, хутран-ситрен мĕлтлетсе илекен çутăсем çеç. Йытăсем тулашнине сехрене хăпартса итлесе ларсан-ларсан, пулăшу ыйтса Тарзан нăйк-нăйк тума тытăнсан тӳсеймерĕ Вова тискеррĕн, хăрушшăн кăшкăрса, çухăрса ячĕ. Те кунашкаллине кĕтменрен тултан тапăннă йытă нăйк-найк туса таçталла тĕпĕртеттерсе чупса кайрĕ. Ахăртнех, çын сассинчен хăрарĕ пулас Тарзан хăйне çыртса-туласа пĕтернĕрен шалтан тухакан нăйкăшупа ача чунне ыраттара-ыраттара ячĕ.

—Тарзан, — сас пачĕ Вова. — Тарзан, кил кунта. Ахăртнех, йытă пулин те, пĕчĕк хуçине тав тума, ăна питрен çуласа илме манмарĕ çывăхрах тăрать пулас. Унăн вĕри сывлăшĕ ачан питне çапса тăрать. Вова аллипе хыпаласа йытта ĕнсинчен ярса илчĕ, хăй патнелле туртрĕ. Лешĕ йынăша-йынăша, нăйк-найк туса каллех юнашар кĕрсе выртрĕ. Вова ăна пуçĕнчен, çурăмĕнчен шăлчĕ, урисене тытса хыпаласа пăхрĕ. Те пылчăк, те юн, те çумăрпа йĕпеннĕ йытă — ăна-кăна чухлаймарĕ ача. Тарзан вара, хăйĕн ури шутсăр ырататьпулин те, пĕчĕк хуçине тав тума, ана питрен çуласа илме манмарĕ.

Тăрук шăп пулчĕ. Тарзан каллех, унчченхи пек, Вова урисене урлă майланса выртрĕ. Арçын ачана тăрук сивĕ пулсă кайрĕ. Унччен ăна-кăна сиссех кайманскер, кăштахран сиксех чĕтреме тытăнчĕ. Çумăр та çаплипех лĕпĕстетет иккен. Шăла шăл витмест. Таçта такам:

— Вова-а, — тесе кăшкăрнă пек те илтĕнчĕ ачана. Вăл хăлхине тăратрĕ, чĕтрес марччĕ тесе кăнт хытса ларсах итлерĕ.

— Вова-а, — тени чиперех пырса кĕчĕ хăлхине. Ахăртнех, Вовăн килне таврăнма вăхăт çитнĕ пулас, ăна шыраса Мами урама тухнă курăнать.

— Вова-а-а!

Çук, çук, халĕ тин пăрахса каяймасть Вова Тарзана. Тусĕ пулман пулсан лешĕ, тулта урса кайнăн тулашни, пăвса пăрахма та пултарнă ачана. Çывăрнă чух пăвма нумай кирлĕ-им? Татах килсе çитсен Вова çуккипе усă курса пĕтерет-иç Тарзана.

«Ыран лайăхрах апат илсе килсе çитерес-ха Мама çук чух. Вăйлантăр. Аттун, Тарзан, шăмми-шакки кăна тăрса юлнă сан», — шухăшларĕ Вова. Йытă пирки шухăшласа, ун çумне йăпшăнса, мĕнле сасартăк чĕтреме тытăннă, çаплипех сасартăк чĕтреме чарăнчĕ ача.

— Вова-а-а! Кте ты, сволочь?..

Тавралăх каллех шăпланчĕ. Ачана кӳренӳ туйăмĕ хупăрласа илчĕ. Халĕ ялта пулас пулсан вăл çакă йытăпа мар, Амăшĕ çумĕнче ним туймасăр çывăрнă пулĕччĕ. Кăштахран ыйхă килни пусма тытăнчĕ ăна. Таçта, аякра, темле машина çинçен çухăрса иртсе кайрĕ. Икĕ чун пĕр-пĕрне ăшăтас тесе пĕр-пĕрин çумне йăпшăнчĕ. Хăшĕ хăшне ыталать пуль — пĕлме те çук. Пуçне Тарзан çине хучĕ ача. Каллех ялти Амăшне ас илчĕ. Лешĕ, тин кăна вăрмантан килнĕскер, мăнукне сап-сарă шĕкĕлченĕ мăйăрпа сăйлать...

— Ăçта-ха сан кĕсйӳ? — пит вашават вăл. — Хей, çапла тытаççĕ-и ăна кĕсьене çын мăйăр панă чухне? Сар, сар лайăхрах. Вăт çапларах. Ак кăна кĕсьене чиксе ан чăрман, тӳрех çи ку ывăç мăйăра. Халь чуптар. Кай, выля, ав çав çеремлĕ çырмара. Асту, таçта пит аякка ан кай, чечекĕсене усăсăрах ан тат: хăвăрт шанаççĕ, кайран вара кăларса çеç пăрахмалла пулать. Усчĕр вăл чечексем, мăнукăм, ӳсчĕр. Эсĕ те вĕсемпе ăмăртмаллах ӳс...

Умра каллех тем яр çутăлса кайрĕ. Паçăрхи асамат кĕперĕ иккен. Хальхинче Вова пĕчченех. Юнашар Амăшĕ çук. Пырать вăл таплаттарса кĕленче евĕр янăравлă кĕперпе. Мăйăр хупписем, Вова хыççăн ӳксе юлаканнисем, тĕнкĕл-тĕнкĕл тăваççĕ те кăварланса çӳлелле вĕçсе хăпарса каяççĕ. Эх, мĕн чухлĕ иккен унта, тӳпере, Вова пăрахнă мăйăр хупписем — йăлтăр-йăлтăр тăваççĕ...

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2010-11-20 12:23:18):

Ку калава тахçанах вырнаçтарасшăнччĕ — тинех пурнăçларăм.

 

olenka7905 (2010-11-27 00:49:45):

Пĕр иккеленӳ çуралчĕ: мĕнле-ха çакăн пек пур енчен те лайăх Амăшĕн çапла чунсăр хĕр (мами) çитĕннĕ? Мами ăнсăртран çапла киревсĕр хĕр-арăм пулса тăрайман, килте панă воспитани хăй йĕрне хăвармаллах-çке. Апла пулсан Вова шăпи çапла килсе тухнин сăлтавĕ камра?

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: