Пурăнать хулара пĕчĕкçеççĕ чăваш. Вова ятлăскер. Хăйпе хулара пурăнакан çамрăк хĕрарăма вăл Мама тесе чĕнет. Калайкассинчи ки-немие, ватăлса çитнĕ карчăка, Анне тет. Пурнăçĕ те унăн хальлĕхе Амăшĕпе Мами хушшинче иртсе пырать: пĕрре хулара пурăнать вăл, тепре — ялта. Пĕлмест Вова: мĕн тума пурăнать вăл? Аçтан тупăннă? Çакна кăна пĕлет: тĕнчере ача-пăча нумай. Вĕсен пурнăçĕ те тĕрлĕ. Пурăнма та вĕсем Вовăран урăхларах пурăнаççĕ пулас. Тен, ун пекрех пурăнаканнисем те пур пуль, кам пĕлсе çитерĕ... Ытти чылай ачасен çумра Ашшĕ ятлă çын пур, Вовăн — çук. Тахçан, тĕлĕкри пек астăвать, унăн та Ашшĕ пурччĕ пулас. Пĕррехинче, сĕм çĕрле, Мамипе Ашшĕ пит хытă хирĕлнĕ чух сасартăк шарт сиксе вăранса кайнăччĕ вăл. Миçере пулнă-ши ун чух? Вова пĕлмест. Ашшĕ: «Эсир мана тек-тек кураймăр! — тени халĕ те хăлхара янăрать. — Ак çак Вовăна та хăвах пăхса ӳстер, хырăмрине те, пулассине, хăвах çитĕнтер!..» Алăка кĕрĕслеттерсе хупса тухса кайрĕ çавăн чухне Ашшĕ.
Ялта чух, ир тăрсан, Вова Амăшĕн картишĕнчи хурĕсене кăларса кӳлĕ еннелле хăваласа ярать. Кашни кун унăн çапла пуçланать. Лешсем вара пĕр-пĕрне тем шиплетсе те какаласа кӳлĕ патне çити хăйсемех утса каяççĕ. Амăшĕ Вовăна ĕçсĕр çӳретсех каймасть, выляма та чармасть. «Эсĕ, ачам, хăв çичче çитиччен канура-ха, — тет. — Шкула кайма пуçласанах пĕтет санăн отпуску». Вовăна вăл кулленех пĕр йышши ĕçсем хушать: «Кайса кил-ха, хурсем чиперех-и унта? Чуп, выляса кил кăштах... Вова, чупса çаврăн-ха, сысна çурисем ăçта-ши?.. Чуп, вылямалла пăхса кил, вĕренленĕ пăру çыхланса ӳкмен-и унта?..» Вовăн Амăшĕ шухăшлама пĕлекен çын. Тепрехинче вăл акă мĕн каларĕ: «Тин çуралнă çынна Турă ултă-çичĕ çула çити «отпуск» памалла тунă. Унтан пуçланать терт-нуша. Эх, хăш-пĕр ачасем çавă савăнмалли вăхăта кураймасăрах ӳсеççĕ, — ассăн сывлать Амăшĕ. — Мĕн çитмест-ши пире, ӳссе çитнĕ çынсене, çакă çĕр çинче?»
Ялта — кайăк-кĕшĕк сасси, уçă сывлăш, курăк-чечек, шăплăх та канлĕх. Хулара вара... Ав пĕр енче савăнăçлăн юрлаççĕ, урăх енчи хваттерте пурăнакансем хурлăхлăн йĕреççĕ, çӳлтисем — тем ĕçлеççĕ, аялтисем — чарăна пĕлмесĕр харкашаççĕ. Самантлăха та канлĕх çук: е пĕрисен магнитофонĕ ăнланма çук чĕлхене çĕрĕпех çухăрать, е теприсен телевизорĕ чарăна пĕлмесĕр кĕмсĕртетсе ларать... Ялти Амăшĕ: «Пĕтĕмпех суеçтереççĕ, тĕрĕсеине, усăллине калаканни халь, ачам, пит сахал», — текелесе радио та итлемест, хаçат-журнал та вуламасть. Унăн килĕнче телевизор, ахăртнех» нихăçан та пулман пулмалла. Мал енчи кĕтесре пит çутă сăнлă Этем пур, тавралла хитре ал шăллипе витсе çаврăннăскер. Çавă Этемĕн пуçĕ тавра хĕвел пек çутă çаврашка курăнать. Ăна Амăшĕ Турă тет. Хăй час-часах Ун умне пырса тем пăшăлтатать, сăхсăхать, ӳке-ӳке пуççапни те сахал мар пулать. Вовăна та вăл: «Эсĕ те кĕлтума вĕрен», — тет. Епле кĕлтумаллине те вĕрентет...
Çапла, Ашшĕ теекен çынна Вова тек-тек курман. Вăл алăка шартлаттарса тухса кайнине вара куллен миçешер хутчен аса илмест-ши? Ача-пăча пĕччен тăрса юлсан яланах ашшĕ-амăшĕшĕн тунсăхлать. Вовăн та çавнашкал тунсăх пур. Анчах та унăн тунсăхĕ тахçанах ĕнтĕ шиклĕхпе хутшăнса кайнă. Вăл та пĕччен юлсан Мамишĕн часах тунсăхлама тытăнать, çав хушăрах шикленет те. Мами ĕçрен килес вăхăталла вара теме сиссе унăн чун-чĕри ялан тĕпли-паллисĕр шуйханса каять.
Унăн Мами
Паян унăн Мами ĕçрен пач кĕтмен чух, яланхи пек мар ир килчĕ. Хă, Вовăн чун-чĕри шуйханма та ĕлкĕреймерĕ пулать-и-ха? Кунĕпех пĕччен пурăннă Вова Мами хăйне урама кăларса ярасран шикленсе ун çумне çулăхрĕ. Мĕн те пулин каласа пама ыйтать вăл. Ăшă, кăмăллă сăмах-юмаха хапăл пулма ялти Амăшĕ вĕрентсе янă ăна. Амăшĕ мĕн те пулин каласа паман кун Вовăшăн ытла та кичем иртетчĕ. Тем тĕрлĕ ыйту та тупăнать ачан: кунĕпех пăхнă, çутатнă хĕвел ăçта кайса кĕрет? Мĕншен тĕттемленет? Йăвăçсем мĕншĕн чечеке лараççĕ те, çавă чечексенчен кайран çимĕçсем епле тĕвĕленсе ӳсеççĕ? Çитĕнсе çитнисем мĕншĕн час-ча-сах вăрçаççĕ? Хирĕçмесĕр пурăнма мĕн чăрмантарать? Чĕкеçсен хӳри мĕншĕн хачă пек, çерçисен апла мар?
Вова Мамин пĕр çитменлĕх пур. Вăл, вырăсла пĕлсех кайманскер, б, г, д, ж, з сас паллисене тем паратăп тесен те калаймасть. Вĕсем вырăнне ялан п, к, т, ш, с тет. Мами хăйне сăлтавсăрах хăр-хар туса тăкасран шикленсе Вова ун тавра явăнма пуçларĕ.
— Анне, мана хĕвел пирки каласа пар-ха, — терĕ. — Вăл куллен çунать, пурпĕрех сӳнмест. Ун чухлĕ çунтармалли вут-шанкине ăçтан тупаççĕ унта, хĕвел çинче?
Мами кăмăлсăрланса каласа та хучĕ:
— Не Анне эп сана, — терĕ, — а Мама.
— Ну, эппин, Мама пултăр. Мама, каласа пар-ха. Ялта Анне мана тем çинчен те кала-кала парать. Эх, пĕринчен тепри тĕлĕнмеллерех ун калавĕсем.
Мами каллех кăмăлсăрланчĕ:
— Эп саншăн, что, солнечный астроном штоль? — терĕ. — Твой Анне, кокта я поету в теревню, выковор получит.
— Мама, мĕн вăл выковор? Пĕремĕк-и е çăкăр?
— Чышкă-маклашкă... Вот что он, выковор-то.
— Ма чышкă-маклашкă? — куçне мăч-мăч тутарчĕ Вова ăнланмасăр. — Мĕншĕн?
— Тепе по-чувашски портилшĕн. Çĕнĕ шаровара черной рапотара пачкать тутарнăшăн. Счас, ман пек, кто черной рапотăпа пурăнать? Ухмах только и шивет ман пек.
— Анне мана чăвашла вĕрентнĕшĕн ма вăрçмалла?.. Пурпĕрех, Аннене выковорна парсан та, мана эс эп ыйтнисене ăнлантар.
Мами сасартăк çемçеленçи кулчĕ:
— Ну, латнă, слушай, — терĕ.
Вова итлеме хатĕрленсе Мами çумне диван çине ларчĕ.
Хĕрарăм ывăлне пуçран шăланçи пулса каласа пама тытăнчĕ:
— Шили-пили папка та тет...
Вова, ăнланмасăр, хăй тĕллĕн пек:
— «Шили» тет. А мĕн çĕленĕ вĕсем?
Мами ачине кăн-н пăхса илет.
— Не çĕленĕ, а — шили, — тет. — Понимаешь — ш-ш-шили...
Вовăн Мами «ж» каламалла пулса тухсан пĕр «ж» вырăнне виçĕ «ш» калама тăрăшать. Çавсем, виççĕшĕ те çемçе «ш» пулин те, пĕр «ж» сас паллине ылмаштарма пултараççĕ тесе шутлать.
Вова тем пекех ăнланса илме тăрăшса çамкине картлантарать.
— «Ш-ши-шили...» Апла тăк, Мама, вĕсем нумай çĕленĕ пулĕ-ха. «Папка...» Папка вăл пуçлăхсем хул хушшине хĕстерсе çӳрекен мĕнччĕ-и-ха? Вĕсем ĕнтĕ, юмахри çынсем, пуçлăхсем валли папкăсем çĕленĕ-çĕленĕ те ывăнса çитсе ăш хыпнипе шыв ĕçнĕ, — Мамипе пуплерĕ ача.
— Что ти-и? — пӳлсе хучĕ ăна Мами. — Не так, не так... Саново начну... Ш-ш-шили п-п-пили папка та тет...
— А-а, тинех ăнлантăм, — терĕ Вова тем тавçăрса илсе. — Малтан вĕсем, тем çĕлекеннисем, ĕçсе тултарнă ĕнтĕ. Аннесен ялĕнчи Юкур пичче пек, кайран çĕлеме тытăннă. Унти пуçлăхăн, Аннепе юнашарах пурăнаканскерĕн, папки çĕтĕлсе çитнĕччĕ. Çавна валли папка çĕлеме пикеннĕ пулĕ-ха...
Мами тарăхса икĕ аллине хире-хирĕç шарт çапса илет:
— Ты после теревни ненормальнăй псих стал, что ли? Не так понимаешь меня. Ты, сынок, неметля переключай свой моск на русский, я не по-нашему сейчас расскасываю... Итак, папка та тет шили-пили...
— А эс, Мама, çилленмесĕр, лайăх ăнлантарса пар, — кĕçĕтмен ĕнсине хыçкалать Вова, — Унсăрăн ним те пĕлме çук. Вырăсла эс тем каласшăн пулнине ăнланатăп, анчах пĕлмес — мĕн вăл «шили». Вĕсем мĕн çĕленине кала-ха. Çĕвĕ çĕлемелли машинăпа çĕленĕ-и, йĕппе çĕленĕ-и вĕсем? Эс кала: папка çĕлемен пулсан мĕскер çĕленĕ? Тăлăп-и е кĕрĕк, çĕлĕк-и е шлепке?
— Не-не-е, не шлепке, не тулуп, — Мами чышкисене хире-хирĕç тĕкĕштерсе тарăхсах пырать. — А просто шили-пили человеки...
Вова çаплипех чăвашла пуплет:
— Çынсем, — тет, — тем çĕлесе тем ĕçнине эпĕ ăна паçăрах ăнлантăм. Мĕн ĕçнĕ, мĕн çĕленĕ — çавна каласа пар эс, Мама. Юрать-и, Анне?
— Каллех — Анне! — Мами куçран вут сирпĕтменни кăна. — Што са мальчик? Анне те Анне только. Я тепе Мама или все-таки какое-то там Анне? Вăт сейчас уши вытеру.
— Мĕншĕн?
— Чувашскийшĕн. Хуликанитьшĕн. Анне скасалшăн.
— Ну, юрĕ. Мама, ан çиллен. Анне мана: «Хулана кайсан Мамупа чăвашла кăна калаç, — терĕ. — Вăл манашкал чăвашах, ытти чĕлхесене нихăшне те пĕлмест, пурпĕрех хамăра хамăр незнайскилле пурăнасшăн», — тет. Юмахра мĕн пулнине малалла кала-ха, Мама.
— Слушай хорошо, только токта поймешь. Шили-пили папка та тет...
Иккĕшĕ те сасартăк шăпăрт пулаççĕ. Мами ачам ăнланчĕ-ши тесе кĕтет. Ывăлĕ аптăраса хăй тĕллĕн пуплесе илет: «Мĕн япали-ши ку «тет» тени? Ялти Анне юмахĕсенче нумай кунашкал «тет», Мама юмахĕсенче те нумай».
— У Анни «тет» сопчем трукой, а у меня «тет» совсем трукой. У меня «тет» — старик. Понял?
Вова пит хавасланса кайса икĕ аллине те маччаналла çĕклет.
— Ăнлантăм, — тет, — тинех ăнлантăм. «Тет» — старик, «папки» — бабка.
Мами ачине çурăмĕнчен лăп-лăп тутарать.
— Ма-ла-тес, — тет. Вова пушшех хавасланать:
— «Шили-пили» тени вăл «жили-были» пулĕ-ха? — тет. Мами ялтан «чăвашла пăсăлса» килнĕ ачине хăй çумне пăчăртать.
— Наконец-то! — пуç лĕпкинчен чуптăванçи тăвать вăл. — Втвойне ма-ла-тес!
— Малалла кала, Мама, малалла.
Мами нумай кĕттермесĕр хавхаланса çапла каласа пама пуçларĕ:
— Вот, — терĕ, — отнашты пăкăварить решила папка с тетом.
Вова çамкине каллех картлантарма тытăнать.
— Ан васка-ха, Мама. Кунта пĕр сăмахне каллех ăнланма çук. Чăвашла-и вăл сан е вырăсла? Е çурри чăвашла та çурри вырăсла? «Пăкăварить...» Çурри чăвашла, çурри вырăсла пулсан... Хм... Ку вăл, Мама, кĕленче пăккине е урăх йышши пăкка шыва ярса вĕретнине пĕлтермест-и?
Каллех пит кичем сăн çапать Мамине.
— Ну что са мысли у тепе в колове, сынок? — тет вăл. — «Пăкăварить» — нато понимать про-то... Вот я с топой тоше моку пăкăварить...
Вовăн темшĕн-çке каллех ĕнси кĕçĕтме тытăнать.
— Мĕн пăкки пĕçермелле вара пирĕн? — ĕнсине кăтăрт-кăтăрт тутарать ача. — Арçынсенчен сĕтел сунтăхĕнче юлнă кĕленче пăккисене-и? Пĕçерсен вăл пăкăсенчен мĕн пулать?
— Эй, сынок... Сумалишенный что ль ты, совсем, Вова?
Ма?
— Слово «пăкăварить» не понимаешьшĕн. Невушели в школе ты тоше такой-сякой клупый вопроссемпе саниматься путешь? Турачком ротился, турачком, витать, и вырастешь. Причем тут путылычной пăкă. Нету в моем «пăкăварить» путылочново «пăкă».
— Чăвашла каласа пар-ха эс вăл юмаха. Чăваш-ла пĕлетĕн пуль?
— Чувашски-то плеп-ха та, вот хочу, чтоп ты пыл умным. Контитатом науки хотя пы... А по-чувашски ты никокта не станешь контитатом. Вот ты нетавно прекрасно понял о папке со стариком, а сейчас специально «пăкăварить» не хочешь понимать.
Пач кĕтмен чух савăнса чалт сиксе илчĕ Вова.
— Ур-ра! — кăшкăрса ячĕ вăл. — «Пăкăварить» вăл сан «поговорить» пулĕ-ха. Çапла-и?
Мами хавасланать:
— Так, так, — тет, — почти ма-ла-тес! Вот слушай тальше скаску. Шили-пили папка та тет. Вот отнашты пăкăварить решила папка с тетом, — çапла каланăччĕ кăна — Вовăна шарт сиктерсе хваттер алăкĕн шăнкăравĕ янăраса кайрĕ.
— Ух, — аллинчи сехетне пăхса илсе хыпкаланса ӳкрĕ Мами, — с топой провосился я тут. Уф, уже пять часов, окасывается.
Çапла калать те Мами васкавар пырса алăка уçать. Сывлăх сунанçи пулса, кĕме ирĕк ыйтса хваттере самай кĕрнеклĕ арçын кĕрсе тăрать. Вова ăна пурнăçра пĕрремĕш хут курать. Апла пулин те лешĕ, тахçанах кунта пулнăн хăтланса, тӳрех хывăнма пуçлать.
— Сынок, — тет Мами, — переотенься. Выйти на улицу, покуляй, икрай там с мальчиками.
Ах, тухас килмест Вавăн урама! Çук, нимĕн чухлĕ те выляс килмест унăн хула ачисемпе. Анчах та унăн урама мĕншĕн тухас килменнине Мами пĕлмест, нимĕн те чухлаймасть. Вова вара, хăйне вăйпах урама выляма кăларса ярасса сиссе, кивĕ тумтирĕсене диван пуçне паçăрах пуçтарса хунă. Ара, хăна таврашĕ килсе тухсан Вовăн ытлашши мĕшĕлтетме юрамасть: Мами унăн хăлхине кăвар евĕр пĕçерсе кайиччен пăрма та, çӳç тăпăлса тухиччен çатăрт тутарса илме те пултарать. Шарламасть Вова, диван çинчен анса çĕнĕ шăлавар тӳмисене пит вăраххăн вĕçертме тытăнать: киввине, урама тухмаллине, тăхăнмалла.
— Что там, уснул что ль? — васкатать Мами. — Пыстрее. Пока я не посову, пока не крикну — не сахоти томой.
— Çиес килет ман, — сăлтав тупрĕ ывăлĕ.
— Потом, потом, не умрешь са вечер-то. Вот те — «Сникерс», вот — «Орпит» с сахарпала, вот — сахар çукки. Кавле челюсть ывăниччен.
Вовăн тăшманĕ
Урама часах тухса тăчĕ ача. Унта çумăр лĕпĕстетет. Самай сулхăн. Кун пек чухне Вова аптăраса тăмасть, ăçталла утмаллине пĕлет. Вăл ялан тенĕ пекех кӳршĕ çурт еннелле çул тытать. Унта, анчахрах туса пĕтернĕ çурт çумĕнче, самай çӳллĕ пусма картлашки пур. Амăшĕ хăйне, Вовăна ĕнтĕ, выляма урама вăйпах кăларса ярсан, çанталăк начар тăнă чух, Вова çав пусма картлашки айнелле чăмать. Унта вăл хыт хутсемпе çĕтĕк-çатă-ка пуçтарса самай хăтлă йăва тунă. Çиллĕ чух та, çумăрлă чух та аван кунта, çавă пусма картлашки айĕнче. Унталла чăмса вырнаçсан чуна чĕрĕллех пăчăртаса кăларма пултаракан Скорпион та шыраса тупаймасть Вовăна. Кам вăл Скорпион тетĕр-и? Ăна шырама кирлех мар.
Вова пит асăрханса, никам та çук-ши тесе пĕрре сулахаялла пăхса илчĕ, тепре — сылтăмалла... Алăк хыçĕнчех пытанса тăнă çирĕп алă ăна вăшт кăна туртса илчĕ хăй патнелле.
— Мĕн, манран айккинелле шăвăнасшăн-им? — терĕ Скорпион ачана ĕнсерен çатăрласа тытса. — Кала, мĕн илсе тухрăн ман валли?
Йăли-йĕрки çакнашкал ку таврара. Хӳтлĕх, хунтă çук хваттерсенче пурăнакан ачасен, Вова йышшисен, урама нихăçан та пушă алăпа тухма юрамасть. Унсăрăн Скорпион самантрах хăлха чикки çитерет, тапкă-çупкă парса илет. Ăна валли нимĕн те илсе тухмасан, Вовăран тепĕр хут çӳллĕскер, ĕнсе çинче пирус тĕпне сӳнтерме те пултарать. Скорпион ярса илсе мăйран пăвать те сывлайми пулса кĕç-вĕç тӳнсе кайичченех тытса тăрать. Е тата çавнашкал меслет те пур унăн: ача-пăчан çăварне хăрах аллипе хуплать те тепринпе сăмса умĕнче питĕ хаяр, сехечĕ-сехечĕпех сунаслаттарма пултаракан темле çăнăх тытса тăрать.
— Ну, мĕн те пулин пур-и сан урама тухма ирĕк параканни? — каллех пăвăртса ыйтрĕ Скорпион.
Вова мăк-мак тукаларĕ. Ним калама пĕлмелле мар кун пек чух.
— Мĕскер, чĕлхӳ çĕтрĕ-им? — аллинчи пирусне апла-капла вылятса куçран чăр пăхрĕ çӳçлемес Скорпион. — Сирĕн пата хăна кĕрсе кайрĕ пулас-ха. Халиччен вăл, çавăн мăнăш хырăмлăскер, тен, пĕлтерĕшне пушатма та ĕлкĕрчĕ пуль. Илсе тух-ха пĕр-икĕ пушă кĕленче.
Малтанлăха çухалмаллипех çухалса кайнă Вова тăна кĕнĕн:
— Кĕленче илсе тухма пултараймастăп эп, — терĕ тытăнарах. — Манăн «Сникерс» пур. «Орбит» та пур. Сахăрли те, сахăрсăрри те. Çитет-и? Унсăр пуçне...
— Мĕн — унсăр пуçне? — чăтăмсăр ыйтрĕ Скорпион.
Мами Вовăна хулана илсе килес умĕн Амăшĕ ăна виçĕ тенкĕ панăччĕ.
— Ачам, — тенĕччĕ, — хулара мĕн те пулсан илсе çиха мана ас илсе. Ах, — тенĕччĕ, — тепре тахçан курăпăр ĕнтĕ пĕр-пĕрне.
Тĕтĕм шăрши çапса лартнă саппунăн хăрах вĕçĕпе куçне шăлать Амăшĕ.
— Эс, хĕрĕм, ытла шухăланса ачу пирки манса ан кай-ха, — текелет. — Чун сисет: тем латлах мар санпа ун хушшинче. Хăв ӳлĕм лармалли турата хăв аллупах ан кас.
— Юрĕ, юрĕ, — тет Вовăн Мами сăмаха ытлашши вакламасăр. — Тумлантаратăп ăна, тăрантаратăп — тата мĕн кирлĕ? Урама ыйткалама та кăларса яман халиччен...
— Унсăр пуçне ман... виçĕ тенкĕ... — терĕ Вова Скорпиона.
Скорпион пĕшкĕнсе ларса Вовăна куçран чăр-р пăхрĕ.
— Виçĕ тенкĕ? — ыйтрĕ вăл Вовăна алăран вĕçертмесĕр. — Виçĕ тенкĕ сахалтарах ĕнтĕ... Ну, паянлăха çитет. Ăçта вăл?
Вова ун-кун шутлама ĕлкĕриччен, пит вăр-вар хăтланса, Скорпион ун кĕсйисене тавăрса пушатма та ĕлкĕрчĕ.
— Маттур! — терĕ вăл. — Малашне те çакăн пек маттур та хастар пул. Вара эпĕ сан чи шанчăклă тусу пулăп. Ну, чипер çӳре. Каях каяс тенĕ çĕре. Сана ку таврара, çак икĕ-виçĕ çурт таврашĕнче, никам та тивмĕ. Кам та кам паян сан çумна пырса сĕртĕнет — çавăнне янахне хамах саваласа яма пултаратăп. Так, сана кăштах задани пекки те пама юрать. Ав çав çурт леш енче пĕр чипер майра кĕленчесем пуçтарса тăрать. Хăш чухне вăл тĕнчере мĕн пуррине манса кайсах пĕчĕкçĕ куç кĕски кăларать те сăн-пуçне тимлеме тытăнать. Çавăн пек чух ун таврашĕнче пĕр-икă пуш кĕленче çаклатса кайма питĕ меллĕ. Хăтланса пăх, тен, чиперех ĕç тухĕ.
Скорпион çапла вĕрентсе хăйсен подъезднелле сĕнкĕлтетет.
Вова, имшер хулпуççийĕсем çинчен хай йăтайми чул купташкине пăрахнăн çăмăлланса, Скорпион каллех хăй патне таврăнасран шикленсе урăх еннелле каялла çаврăнса пăхмасăр вĕтĕртеттерчĕ. Унăн тĕллевĕ — кӳршĕ çуртăн пусма картлашкийĕ айне çитсе вырнаçасси. Тĕлĕнмелле картлашка вăл. Ун тĕлĕнче нимĕнле алăк та çук, анчах тем тума вырнаçтарса хăварнă ăна çурт-йĕр ăстисем.
Çитрĕ Вова çитес çĕре чупса. Шиклĕн унталла пăхрĕ, кунталла — никам та курăнмасть. Хăвăртрах кĕрсе вырнаçрĕ вăл хăйĕн йăвине.
Вовăн хулари тусĕсем
Самай хăтлă, аван кунта, яла кайичченхи пекех. Унччен тимлесе хурса хăварнă хытă хут таткисем те, кивĕ фуфайка та кунтах. Вовăшăн чи хакли — телевизор ешчĕкĕ. Ăна хытă хутранах тунă. Çав картон ешчĕке хутланса кĕрсе ларать те вăл хăйне килтинчен те аванрах туйма тытăнать. Кунта ларнă чух ăна вăрçакан та, хăлхаран туртакан та, тапкă-çапкă паракан та çук. Лар та лар пуçа мĕнле шухăш пырса кĕрет, çавăнпа айланса.
Хăйне килĕшнĕ пек вырнаçса çитсен ача пусма картлашкин анат енчи кĕтессинелле чăр-чăр пăхса ларма тытăнчĕ. Те Вова кунта килсе вырнаçнăшăн хĕпĕртесе ансах пыракан хĕвел пĕлĕтсем хушшинчен тухрĕ те ăшă çутипе ун йăвине хушăк витĕр хыпаласа иртрĕ. Пĕлмест халь Вова: пурăнать-ши халиччен чĕрик-чĕрик шăши, пусма картлашкин анат енчи хушăкĕнчен тухма хăнăхнăскер?
Ытлашши çиесех те килмест ачан. Пурпĕрех, ним тума аптăраса, килтен хĕвне чиксе тухнă булка сăмсине туртса кăларчĕ. Ăна тĕпрете-тĕпрете хуçкаласа çиме тытăнчĕ. Унччен те пулмарĕ, «шип-шип» тенĕн сас парса хулари тусĕсенчен пĕри — Вовăна нихăçан та сиен туман ырă кăмăллă шăши — таçтан йăпăртатса та çитрĕ. Вăл шĕвĕр сăмсине вылятса эсех-и ку тенĕн пăхса илсе унталла-кунталла кускаларĕ.
Вова хайхине яла кайичченхи пекех кĕскен кăна сас пачĕ: «Ши-ши», — терĕ шăхăрнă чухнехилле. Те çав шăшиех ĕнтĕ ку, те урăххи — ăна-кăна тӳрех ăнланма çук. Çавă тес — самăртарах. Тĕрĕс, çамки çинче темле хура пăнчă пур. Ясмăк мăнăшскер. Çавна çавах теме пулать хура пăнча пула, — тĕсĕ урăхларах. Шăши каллех чарăнса сăмсине вылятса илчĕ, вара урăх шикленмесĕр Вова патнелле чупса пычĕ, çĕрти тĕпренчĕксенчен пĕрне хыпса мăкăльтеттерме те тапратрĕ. Вова ăна самай пысăк татăк пăрахса пачĕ. Лешĕ булка тĕпренчĕкĕсене пуçтаркаласа çикелесе çӳресен-çӳресен темрен шикленнĕн вăрт çаврăнчĕ те каялла таçта кайса çухалчĕ.
«Ку эпĕ пĕлнĕ кушак кайăкки пулмарĕ курăнать, — шухăшларĕ Вова. — Лешĕ ман тăрăх чупман вырăн хăвармастчĕ. Эх, вилнĕ пулас...» — ассăн, пысăк хуйхă пулнăн, сывласа шгчĕ Вова.
Унччен пулчĕ-и, кунччен-и — шăши каллех вĕлтĕртетсе тухрĕ, хăлхана аран-аран илтĕнмелле ши-ши терĕ. Çакна кăна кĕтнĕ тейĕн, пысăк шăши тухнă çурăкран пĕчĕккисем, ăна-кăна тĕшмĕртеймен айванккасем, пĕрин хыççăн тепри сике-сике тухрĕç, асли хыççăн телевизор ешчĕкĕ патне пырса çĕртри тĕпренчĕксене пуçтарма тытăнчĕç. Асли Вова тăсса панă алă тăрăх улăхсан аялта хĕвĕшекенсем çинелле пăхса илчĕ, вара йăпăртатса чупса анса кайрĕ, пĕчĕкçеççĕ те шĕвĕр чĕрнисем Вовăн çара хулне йĕп вĕçĕпе кăтăклантарнă пекех кăтăклантарчĕç. Ача хуçса панă татăксенчен пĕрне, хăй хыпма пултар-нине, ярса илчĕ те шăши таçта йăтса кĕрсе кайрĕ. Пит хавасланчĕ Вова. Ара, халь унăн, яла Амăшĕ патне кайичченхи пекех, шăши тусĕ пур. Çитменнине тата халь пĕрре çеç те мар, пиллĕк-улттă та. Тăпра купташкисенчен такăна-такăна чĕкĕл-мекĕл тăвакан шăши çурисенчен пĕрне ярса илчĕ вăл, ал тупанĕсемпе хупласа ăна вĕрсе ăшăтрĕ. Лешне çакă питĕ килĕшсе кайрĕ пулас. Унччен тапкаланма пăхнăскер, мĕнле пит ăшă йăвана лекрĕм эп капла тесе-ши, яшт тăсăлса выртрĕ. Часах ватă шăши каялла тухрĕ, çурисем хушшипе чупкаласа çӳресен ытла шуйханчăклăн чĕриклетсе илчĕ.
— Чĕппӳне çухатрăн-им? — сас пачĕ ăна Вова. — Ан хăра, ак кунтах вăл, — çапла каларĕ те ватă шăши умне çурине ячĕ. — Ме, ме, çитер, тăрантар. Ман çăкăр нумай кунта.
Ватă шăши: «Мĕнле ытла ырă чун эс? Ăçтан тупăнма пĕлнĕ этем эс? Мĕн-ма ыттисенчен шутсăрах уйрăлса тăрса пире тăрантаратăн эс?» — тенĕн каллех тăп чарăнчĕ, Вова енне чылайччен пăхса тăчĕ, вара çăкăр таткисене ним шиксĕр сĕтĕрме тапратрĕ. Ахăртнех, таçта, лере, хăйĕн килĕ-йăви пур пулас.
Кушак кайăкĕсемпе аппаланса хăйне такам питрен çине-çинех япăлт-япăлт тутарнине те ача йĕркеллĕн сиссе юлаймарĕ. Шăшисем пурте самантрах кĕрсе çухалчĕç хыткан йытă пырса кĕрсен.
— А-а, Тарзан, салам, — йытта хăлхинчен ярса тытса хăй еннелле туртрĕ Вова. — Эсĕ те пур-и? Кил кунтарах. Ме, ме, юри сана валли илсе тухрăм, — çапла каласа Вова выç йытта татăк хыççăн татăк хыптарма тытăнчĕ. Лешĕ çăтать те хыпать кăна. Пĕрре çăкăр татăкне хыпать те тепре ырă ачана питĕнчен, аллинчен, ăçтан май килнĕ çавăнтан çула-çула илет.
Çинĕ май, йĕпескер, кӳтнĕскер, тăр-тăр, тăр-тăр чĕтрет. Кайри урисем çине ларчĕ вăл малтан, унтан хуçăк урине, малтине, кăштах çĕклесе Вовăна куç сиктермесĕр тенĕн савăнса, тулли кăмăлпа: «Ăçта çĕтсе çӳрерĕн ку таранччен?» — тенĕн пăхма тытăнчĕ.
— Тарзан, — чĕнчĕ Вова, — Тарзан, кил кунта, — ăçталла килмеллине аллипе çапса кăтартрĕ картон ешчĕкрен тунă «килĕн» хуçийĕ. — Ай-уй, уру пит ыратать-им? Кил, кил кунта, ачашласа ярамкăштах.
Йытă, малти хăрах урине çĕклесе, якăлт сиксе хăй пит аван пĕлекен çĕре — картон ешчĕкелле — чăмрĕ, ача урисем çине лапах кĕрсе ӳкрĕ, тав туса ешчĕк хуçине питрен япăлт тутарчĕ.
Кĕре май пăхма тытăннă хĕвел кулма пăрахса каллех пĕлĕтсем хыçне кайса çухалчĕ. Хура пĕлĕтсем капланса килчĕç те сасартăк тĕттĕмленсе, ĕнтрĕкленсе кайрĕ. Ача йытă ăшшине туйса, йытти çын юмартлăхне чунĕпе аван сиссе пĕр-пĕрин çумне йăпшăнчĕç. Вовăна хăрах енчен нурĕк ăшă пырса çапрĕ. Шикленет халь вăл: Тарзан тухса ан шăвăнтăрччĕ çеç. Çавăнпа та çăкăрне пĕтĕмпех çитерсе ямарĕ. Пĕлмест Вова: килне каймалла пулнă-и ун халь е çук? Татах вылямалла-ши урамра е киле кĕме те юрать?
Ашшĕнчен юлнă пĕчĕкçĕ йытта Мами епле юратса пăхса усранине ас илчĕ Вова сасартăк. Çав йытта Мами пит килĕштеретчĕ. Ăна валли вырăн пултăр тесе урайне ятарласах çемçе минтер те пăрахса панăччĕ. Хĕлле урама тухсан шăнать тесе фуфайка йышши тумтир, ятарласах çĕленĕскерне, тăхăнтартатчĕ. Пач кĕтмен чухне тем пулса сасартăк вилсе кайрĕ çав йытă. Уншăн кулянса Мами куççулĕпех йĕнине те лайăх астăвать Вова. «Ӳ-ӳ» — татăлса хурланчĕ вăл, — халĕ кампа пусарса пурăнас манăн хамăн чунăма? Эх, епле ăслăччĕ, этем пекех тăнлăччĕ. Ӳ-ӳ...»
Вовăна шиклĕ шухăш пырса çапрĕ: «Хăçанччен лармалла-ши ман кунта? Кайнă-ши лешĕ, ялти Амăшĕн килĕнчи сăра пички пек пысăк хырăмлă арçын е халĕ те ларать-ши? Эх, халĕ ялта Амăшĕ патĕнче пулас пулсан-и?..»
Унăн Амăшĕ
Вова, йытта мăйĕнчен ыталаса илсе сĕвенсе ларчĕ те ĕмĕчĕпе ялти Амăшĕ патне вĕçсе çитрĕ.
Ялта халь хулари пекех çумăр çăвать пуль. Унта çумăр еплерех çунине Вова пĕрре кăна мар чӳречерен пăхса киленсе ларнă. Амăшĕн килĕ умĕнче лапăркка çĕмĕртсем ӳсеççĕ. Çумăр çума пуçласан, Вовăна саламланăн, çурт тăрринчен ӳкекен йывăр тумламсене пула ешĕл турат вĕçĕсем пĕрре çĕрелле авăнаççĕ те тепре çӳлелле чĕвен тăраççĕ. Çумăрпа çăвăннă тавралăх тăрук хитреленсе каять. Уçăлать çут тĕнче. Çуллахи ăшă кунсенче кун пек чух йĕм пĕççине тавăрса кӳлленчĕксем тăрăх чалтăртаттарса чупма та, пĕчĕкçĕ кĕреçепе пĕвесем тума та юрать. Вăл кĕреçене ăна ялти лавккаран ятарласах илсе панăччĕ. Çанталăк ăшă чух Амăшĕ ăна урамра выляма нихăçан та чарман, анчах каçа та хăварман. Çумăрпа исленсе пĕтнĕ çытакпа кĕпе таврашне хывтарать те вĕсене кăмака çумне типме çакать. Кăмака çывăхĕнче Вовăн кĕпи-шăлаварне типĕтмелли вырăн кирек хăçан та тупăнать. Урамран ĕшенсе килсен, хăй пит ватта çитнине пăхмасăр, Амăшĕ ăна урисене лĕп шывпа çутарать, лайăх кăна шăлса типĕтет, ăшă нускисем тăхăнтартса ярать, вара хăйпе юнашар вырттарать.
— Эх, чипер ӳссен, пепкем, санран та çын пулать вĕт-ха, — текелесе мăнукне вăл ялан хăрах аллипе чăх чĕпписене çунаттипе çупăрланă пек çупăрлать. — Мĕн те пулин итлес килет-и?
— Итлес килет, — анаслакаласа ăшă Амăшĕ çумне йăпшăнать Вова; юмахсен пуçламăшне вăл пĕтĕмпе тенĕ пекех астăвать, вĕçĕсене вара йĕркеллĕн пĕрне те пĕлмест. Ара, Амăшĕн юмахĕсем ялан вăрăм, итле, итле çывăрса кайиччен — пурпĕр итлесе пĕтерейместĕн.
Тутлă ĕмĕте путнă Вова куçне сасартăках уçса пăхрĕ те, ай-уй, сехре хăппи! Урамра хуп-хура. Таçта кăна шăши куçĕ пек вĕтĕ çутă йăлтăртатать. Ăнланма çук: те çăлтăр çути, те шутсăр аякри çутă. Тарзан, унăн урисем урлă выртнăскер, Вовăн çăкăр тытнă аллине нăш-нăш тутарса шăршласа илчĕ. «Эх, чее те иккен эс, Тарзан, — хăй ăшĕнче пуплесе илчĕ ача. — Халех памастăп. Вырт. Аттуш эс çиетĕн те тухса вĕçтеретĕн. Мана вара халь шанчăклă хурал кирлĕ».
Çапла хăй тĕллĕн пуплекелесе Вова, ыйхă çапма пуçланăскер, пуçне лăнк усрĕ те каллех шухăша путрĕ. Вăл ĕмĕт урхамахне утланса Амăшĕ патне каллех яла вĕçтерсе çитрĕ. Еплерех тĕлĕнмелле çын унăн Амăшĕ! Эх, мĕнлерех тутлă апатсем хатĕрлеме пултарать вăл! Кукăль те икерчĕ, серте те пултăран яшки, чăкăт та пӳремеч, чăмăрла пĕçернĕ çăмарта тата ăшалани, хуппипе пĕçернĕ çĕр улми те шаркку... Вовăн сасартăках сĕлеки юхса анчĕ, çăварне шыв килчĕ. Ун куçĕ умне чашăкпа кăларса лартнă шаркку тухса тăчĕ. Çĕр улми касăмĕ-турамĕсем çатăр пиçнипе пурте сарала-сарала кайнă. Вырăнăн-вырăнăн хăмăрланса кайнисем те пур. Шарккун çиелтен çунса пиçнĕ турамĕсем çемçелччĕр тесе Амăшĕ вĕсене хур тĕкĕ илсе хăймапа сĕрсе тухать, вара:
— Ме, ачам, çи, — тет. — Çи те ăслă ар пулса ӳс. Начар, ăссăр арсене пурăнма кансĕр, ачам. Турă пулăшсан санран та çын пулĕ-ха. Асту, эсĕ эп çакса янă хĕресе нихăçан та ан хыв. Эсĕ — тĕне кĕнĕ çын, эсĕ — Христос ачи.
— Çав мал енчи чӳречерен шутсăр хитре курăнаканни мĕн вăл, Анне?
— Вăл-и? Вăл, ачам, асамат кĕперĕ.
Умри шаркку чашăкки кĕçех таçталла вĕçсе çухалать. Амăшĕн пӳрчĕ икĕ еннелле кăшăл-л сирĕлет. «Анне, атя çав асамат кĕперĕ урлă утса каçатпăр». — «Мĕнех, атя, ачам». Алла-аллăн тытăнса Вовăпа Амăшĕ утаççĕ-утаççĕ — умрах пек асамат кĕперĕ, çитме çук. Утсан-утсан пырса кĕреççĕ хай-хисем ултă-çичĕ тĕспе çиçекен, ялкăшакан, çунакан кĕпер çине. Икĕ енĕпе те, лĕпĕшсем пек, сап-сарă чĕкеçсем явăнаççĕ. Мĕншĕн сарă-ши вĕсем? Амăшĕпе Вова умĕнче — вĕçĕ-хĕррисĕр ылтăн та кĕмĕл çул. Карлăксем — кĕленче, кĕленчисем тăррисенче — тем чăмăрккисем. Амăшĕ каласа панă тăрăх, çавă вут-хĕм сапакан чăмăрккасем пурте ахах иккен.
Утса пынă май Амăшĕ пуçран шăлать: «Телейлĕ эс, Вова ачам», — тет. — «Ма?» — «Ара, ку таранччен тĕнчери чи шухă ача та çапла, сан пек, асамат кĕперĕ çине улăхса кайса курман-ха...»
Хăр-хар, тĕпĕр-тĕпĕр те шарт-шарт тунипе куçне чăлтах уçса ячĕ Вова. Ним ăнланма та çук. Тарзан урса кайнăн вĕрет те тулашать. Ахăртнех, хуçи патне никама та кĕртесшĕн мар пулас. Тултан вара кашкăр пек ытла хулăн саслă йытă талпăнать. Хаяр та çутă симĕс куçсем йăлтăр-ялтăр тунисĕр пуçне нимĕн те курăнмасть. Тен, вĕсем куçсем те мар, хутран-ситрен мĕлтлетсе илекен çутăсем çеç. Йытăсем тулашнине сехрене хăпартса итлесе ларсан-ларсан, пулăшу ыйтса Тарзан нăйк-нăйк тума тытăнсан тӳсеймерĕ Вова тискеррĕн, хăрушшăн кăшкăрса, çухăрса ячĕ. Те кунашкаллине кĕтменрен тултан тапăннă йытă нăйк-найк туса таçталла тĕпĕртеттерсе чупса кайрĕ. Ахăртнех, çын сассинчен хăрарĕ пулас Тарзан хăйне çыртса-туласа пĕтернĕрен шалтан тухакан нăйкăшупа ача чунне ыраттара-ыраттара ячĕ.
—Тарзан, — сас пачĕ Вова. — Тарзан, кил кунта. Ахăртнех, йытă пулин те, пĕчĕк хуçине тав тума, ăна питрен çуласа илме манмарĕ çывăхрах тăрать пулас. Унăн вĕри сывлăшĕ ачан питне çапса тăрать. Вова аллипе хыпаласа йытта ĕнсинчен ярса илчĕ, хăй патнелле туртрĕ. Лешĕ йынăша-йынăша, нăйк-найк туса каллех юнашар кĕрсе выртрĕ. Вова ăна пуçĕнчен, çурăмĕнчен шăлчĕ, урисене тытса хыпаласа пăхрĕ. Те пылчăк, те юн, те çумăрпа йĕпеннĕ йытă — ăна-кăна чухлаймарĕ ача. Тарзан вара, хăйĕн ури шутсăр ырататьпулин те, пĕчĕк хуçине тав тума, ана питрен çуласа илме манмарĕ.
Тăрук шăп пулчĕ. Тарзан каллех, унчченхи пек, Вова урисене урлă майланса выртрĕ. Арçын ачана тăрук сивĕ пулсă кайрĕ. Унччен ăна-кăна сиссех кайманскер, кăштахран сиксех чĕтреме тытăнчĕ. Çумăр та çаплипех лĕпĕстетет иккен. Шăла шăл витмест. Таçта такам:
— Вова-а, — тесе кăшкăрнă пек те илтĕнчĕ ачана. Вăл хăлхине тăратрĕ, чĕтрес марччĕ тесе кăнт хытса ларсах итлерĕ.
— Вова-а, — тени чиперех пырса кĕчĕ хăлхине. Ахăртнех, Вовăн килне таврăнма вăхăт çитнĕ пулас, ăна шыраса Мами урама тухнă курăнать.
— Вова-а-а!
Çук, çук, халĕ тин пăрахса каяймасть Вова Тарзана. Тусĕ пулман пулсан лешĕ, тулта урса кайнăн тулашни, пăвса пăрахма та пултарнă ачана. Çывăрнă чух пăвма нумай кирлĕ-им? Татах килсе çитсен Вова çуккипе усă курса пĕтерет-иç Тарзана.
«Ыран лайăхрах апат илсе килсе çитерес-ха Мама çук чух. Вăйлантăр. Аттун, Тарзан, шăмми-шакки кăна тăрса юлнă сан», — шухăшларĕ Вова. Йытă пирки шухăшласа, ун çумне йăпшăнса, мĕнле сасартăк чĕтреме тытăннă, çаплипех сасартăк чĕтреме чарăнчĕ ача.
— Вова-а-а! Кте ты, сволочь?..
Тавралăх каллех шăпланчĕ. Ачана кӳренӳ туйăмĕ хупăрласа илчĕ. Халĕ ялта пулас пулсан вăл çакă йытăпа мар, Амăшĕ çумĕнче ним туймасăр çывăрнă пулĕччĕ. Кăштахран ыйхă килни пусма тытăнчĕ ăна. Таçта, аякра, темле машина çинçен çухăрса иртсе кайрĕ. Икĕ чун пĕр-пĕрне ăшăтас тесе пĕр-пĕрин çумне йăпшăнчĕ. Хăшĕ хăшне ыталать пуль — пĕлме те çук. Пуçне Тарзан çине хучĕ ача. Каллех ялти Амăшне ас илчĕ. Лешĕ, тин кăна вăрмантан килнĕскер, мăнукне сап-сарă шĕкĕлченĕ мăйăрпа сăйлать...
— Ăçта-ха сан кĕсйӳ? — пит вашават вăл. — Хей, çапла тытаççĕ-и ăна кĕсьене çын мăйăр панă чухне? Сар, сар лайăхрах. Вăт çапларах. Ак кăна кĕсьене чиксе ан чăрман, тӳрех çи ку ывăç мăйăра. Халь чуптар. Кай, выля, ав çав çеремлĕ çырмара. Асту, таçта пит аякка ан кай, чечекĕсене усăсăрах ан тат: хăвăрт шанаççĕ, кайран вара кăларса çеç пăрахмалла пулать. Усчĕр вăл чечексем, мăнукăм, ӳсчĕр. Эсĕ те вĕсемпе ăмăртмаллах ӳс...
Умра каллех тем яр çутăлса кайрĕ. Паçăрхи асамат кĕперĕ иккен. Хальхинче Вова пĕчченех. Юнашар Амăшĕ çук. Пырать вăл таплаттарса кĕленче евĕр янăравлă кĕперпе. Мăйăр хупписем, Вова хыççăн ӳксе юлаканнисем, тĕнкĕл-тĕнкĕл тăваççĕ те кăварланса çӳлелле вĕçсе хăпарса каяççĕ. Эх, мĕн чухлĕ иккен унта, тӳпере, Вова пăрахнă мăйăр хупписем — йăлтăр-йăлтăр тăваççĕ...
Хант турĕ сасартăк çывăхрах темскер çĕре кисретсе. Вова куçне чăлтах уçса ячĕ. Тавралăх çуталса килет. Урамра çывăхрах такамсем тем пушатаççĕ пулмалла. Хăнт-хант тăваççĕ йывăр япаласем çĕре ӳкнĕ май. Ĕнтĕркесе кӳтсе çитнĕрен шăла шăл витмест. Тем япала, сив чир ернĕн, лăр-лăр чĕтретгерет. Вова ешчĕкрен упаленсе тухса, Тарзана хăй вырăнне йышăнма ирĕк парса, пуçне урамалла кăларчĕ. Çапла, темле арçынсем йывăр та селĕм ешчĕксем пушатаççĕ. Урăх никамах та çук. Ахăртнех, киле кайма юрать пулас. Вова пусма картлашки айĕнчен тухса тем вăрланăн пĕшкĕнсе килнелле чупрĕ.
Çурт умне çитсен ун-кун пăхса тавралăха тĕсерĕ, Скорпион курăнмасть. Подъезд алăкне уçрĕ те шалалла чăмрĕ Вова, анчах та шалта вăл тӳрех капкăн пек çирĕп алăсен ытамне лекрĕ.
— Ăçтан пит ир капла? — куçран чăр пăхрĕ ăна Скорпион. — Ытла ан васка. Халь кăна тепĕр хăна кĕрсе кайрĕ санăн Маму патне.
Эх, туртса памаллаччĕ çак путсĕре ĕлпĕрсе тăракан тути урлă — вăй çитмест. Вăй çитменнинчен те ытларах кармашса çитейменни пĕтерет.
— Яр, — карт туртăнчĕ Вова, — эпĕ сана виçĕ тенкĕ патăм-иç.
— Виçĕ тенкĕ? — йĕкĕлтешсе ыйтрĕ Скорпион. — Хей, хăçан пулнă вăл эсĕ виçĕ тенкĕ пани? Иртнĕ ĕмĕртех. Ăнланмалла каласан — ĕнер пулнă. Паянхишĕн вара кам, çуртсем тăрринче чупкаласа çӳрекен Карлсон тӳлет-им? Эсĕ, шăпăрлан, нихăçан та ан ман: Скорпиона ăна кулленех памалла куланай тенине. Çитменнине тата хăвăн киле пырсах памалла, сана манăн шыраса çӳремелле мар.
— Халь ман çумра нимĕн те çук, — турткаланчĕ Вова.
Шăлаварĕн хыçалти кĕсйинчен çĕçĕ кăларса Скорпион ăна ун-кун çавăркаларĕ. Çӳçĕ чашăл-л тăчĕ Вовăн.
— Ан хăра, — лăплантаранçи турĕ Скорпион вăрăм та лапçăркка çӳçне каялла хăрах аллипе шăлса. — Халь санăн юнна кăлармастăп. Ак çак пиншаку сан пурпĕр лăстăртатса кайнă. Кăларса пемеллискер кăна вăл. Тӳмисем вара — шик модерн! Тăхта, çавсене мĕн тăвам-ха эп пиншакне эсĕ кăларса пăрахиччен, — çапла калакаласа Скорпион Вова пиншакĕн тӳмисене вăчăрт-вăчăрт каса-каса татрĕ, кĕсйине майласа чикрĕ.
— Халь кĕр, — терĕ. — Кăштахран виç-тăватă пуш кĕленче илсе тухатăн. Юрать-и? Хăш вăхăталла илсе тухмаллине эпĕ сана шик шăхăрса паллă паратăп.
— Пушă кĕленчесем çук пулсан?
— Хе-ей, Мамку патне хăна хыççăн хăна килсе тăнă чух пушă кĕленчесĕр пулать-и вара, ухмах? — сӳнсе ларнă пирусне пĕф сурса кăларчĕ çакăскер.
Ытти ачасем каланă тăрăх, Скорпион çывăхри шкула темиçе çул хушши те çӳрет иккен, анчах халичченех вăл йĕркеллĕн вулама та, çырма та вĕренеймен имĕш. Вова кăшт-кашт астăвать-ха. Ашшĕ пур чухне Скорпион пирки çапларах калатчĕ: «Химпром ачи», — тетчĕ. Ма апла каланă-ши ун пирки Вовăн Ашшĕ — ăна-кăна ача хăй те пĕлмест. Ахăртнех, Скорпионăн ашшĕне, темле «Химпрома», аван пĕлнĕ пулас çав.
— Кĕр часрах килне, — Вовăна çурăмĕнчен тĕртрĕ вăл. — Мĕскерле ача эс — ялан çывăрса, тĕлĕк курса çӳретĕн. Вăр-вартарах пулмалла ăна пурăнас тесен, ачамми, пăркаланма пĕлмелле. Маму сан, каçтака ами пек, ир-ирех çухăрса çӳрерĕ паян: Вова-а, Вова-а... Асту, тăватă пушă кĕленче илсе тухса параймасан çĕçĕ вĕçĕпе хырса тасататăп сан вараланчăк сăмсу вĕçне. Чуп, сысна çури, чуп час-рах.
Вова Скорпионăн тимĕр хĕскĕч евĕр хытă аллинчен хăтăлнипе çунатланса тĕпĕр-тĕпĕр чупса хăпарса кайрĕ çӳлелле. Хваттер алăкĕ умне пычĕ те пăштак-пăштик сывласа чĕвен тăчĕ те шăнкăрав тӳмине пусрĕ.
«Мама, эпĕ ку!..»
Алăк шăлтăр-шалтăр турĕ çеç — шалалла карт туртса кĕртрĕ Мами ачине, çĕрĕпех килте пулманскере, чăн-чан тутарса ячĕ.
— Кте ты пропатал? Ых, сволочь... Секотня у меня выхотной... Ну что са выхотной эта, а?.. Кте ты порвал питшак? Кте твои пуковицы, сволочь?
Мами ачи выççи-туттине, ăçта çĕр каçнине тĕпчесе тăмарĕ, ванна пӳлĕмне хăвăрт кăна çавăтса кĕчĕ те:
— Что са красной краской испачкался весь? — тесе тăна кĕртме тытăнчĕ. — Или кровь это? Тьфу, с кем-то трался что ль, а? Ти што, пантит?
Шарламасть Вова. Ун халь тесен халь ĕсĕклесе йĕрсе ярас килет те — тӳсет. Шăла çыртса лартсах тӳсет.
— Вот умывайся и ити в комнату. В кухню не сахотить, сволочь этакий. Всю шиснь, витать, притется мне маяться с топой. О, пшол, пшол, — çапла каларĕ те Вовăна ванна пӳлĕмĕнчех хăварса хăй кухньăналла кайрĕ.
— Ах, миленький, прости, сорванец пришел, — текеленине кăна илтсе юлма ĕлкĕрчĕ Вова кухня алăкĕ уçăлса хупăннă хушăра.
Вова хăй те ванна алăкне хупрĕ, крансене пăркалама тытăнчĕ. Аллисем унăн чĕп-чĕр юнах иккен. Апла тăк Тарзана çĕрле темле вăйлă йытă туласа пĕтернĕ. Ахăртнех, йытă юнĕ ку. Ахальтен ăçтан тупăнтăр-ха ку юн? Вова Тарзана питĕ хĕрхенсе кайрĕ. Хăйне çапла лăр-лар туса кĕтсе илмен пулсан Мамине пит юратĕччĕ вăл халь: «Мама, эпĕ ку, санăн ывăлу», — тесе ачашланĕччĕ. Мами пирки тапраннă юрату туйăмĕ çапла амаланаймасăрах сӳнчĕ, Вова вара Тарзана сасартăк пит хĕрхенсе кайрĕ, унăн юратăвĕ çынран чĕрĕ чуна куçрĕ. Мĕн тумалла капла? Епле пулăшмалла ури сывах мар йытта? Уксах Тарзана епле пулăшмаллине пĕлеймесĕрех аллине супăньпе çурĕ Вова, унтан — питне, вара унтан тирпейлĕн шăлăнса пӳлĕмелле иртрĕ. Часах Мами, халатне йӳле янăскер, пырса кĕчĕ, ачи умне турилкке лартрĕ.
— На, поешь, — терĕ турилккине Вова умне шак лартса. — Вовремя нато прихотить, токта не путешь питаться опьетками...
Турилккере — типме тытăннă кăлпасси татăкĕсем, çурмалла çыртса илнĕ вĕтĕ кукăль, хăярпа помидор, пан улми касăкĕсем, шурă çăкăр таткисем. Паçăр, пусма картлашки айĕнчен тухса киле килнĕ чух, питĕ, шутсăр-шутсăр çиес килет пекчĕ. Халĕ сасартăках пĕтсе ларчĕ çиес кăмăл.
Çĕрĕ пăчă пулнăран-ши пӳлĕмре чӳречене уçнă Мами. Ĕнер кăна хупăччĕ вăл. Вова чӳрече умне пычĕ, пуçне урамалла кăларса çĕрелле пăхрĕ. Унта, этем çӳллĕш курăк хушшинче, малти хăрах урине çĕклесе, хӳрине пăлтăртаттарса Тарзан тăра парать. Вовăна асăрхасан вăл хавассăн йынăшса сас пачĕ. Ача, йытă хăй хыççăн килме пĕлнĕшĕн савăнса та тĕлĕнсе, турилккери çăкăр таткисене, çыртăк кукăле йытта персе пачĕ. Тарзан çӳллĕ курăкпа йывăç тĕмисене чаштăрттарса татăк-кĕсĕке шырама пикенчĕ, тупăнаканнисене кап-кап хыпма тытăнчĕ. Чӳрече умĕнче нумай тăраймарĕ Вова. Маминчен шикленсе сĕтел хушшине каялла пырса ларчĕ. Чылайран Мами каллех пырса пăхрĕ:
— Уше сьел? — ыйтрĕ вăл тĕлĕнсе. — Уй, ти-и — опшора... Как кормить мне таково? На, пей чай, потом мошешь кулять... Смотри, талеко не ухоти. Я тепе, Вовка, кричать не путу, как вчера. То сих пор корло полит, сволочь.
Мами кăшт шухăшласа тăранçи пулса çапла каларĕ:
— Вот потарок, — терĕ, — Никита пиччӳ принес. Кивĕ те пысăк, тахçанах кăтартми пулнă телевизор çинче пĕчĕкçĕ телевизор тăнине Вова тинех асăрхарĕ.
— Аккурат пускала, — вĕрентрĕ Мами. — Мимӳне, москине, очисти кăштах, — вара таçта темскерне пусрĕ те, лешĕ кăтартма та тытăнчĕ.
Телеэкранра çарамас каччăпа хитре хĕр чаплă вырăн çинче йăваланса выртни курăнса кайсан:
— Тьфу, — сăнран хĕреленçи пулчĕ Мами. — Эсĕ, сынок, кунашкаллисене не смотри. Репятишкисем валлине смотри. Мультики там, культурные прокраммики. Ну, латно, эп сана потом научу, как и что смотреть тумаллине. Эп хăна патне кĕрем-ха. Вăл — наш начальник, наш хлеп и сарплатă, плюс пирĕн аякри ротственник тата.
Мами алăксене тачă хупса хăйсен «пуçлăхĕ, çăкăрĕ, ĕç укçийĕ тата аякри тăванĕ» патне кухньăна кĕрсе çухалчĕ. Вова диван çине меллĕн вырнаçса ларчĕ, янахĕпе шĕвĕр чĕркуççийĕсенчен тĕревлешсе телевизор пăхма тытăнчĕ.
Мультфильм часах вĕçленчĕ, урăх йышши фильм тапранса кайрĕ. Кино пуçламăшĕнчех темле хурах, хура маска тăхăннăскер, кусар мăнăш çĕçĕпе пĕр çынна пит тăрăшсах, киленсех чиксе пăрахрĕ. Вилнĕ этемĕн аллинчи ылтăн-кĕмĕл хутаçне илсе ун-кун пăхкаларĕ те çĕрлехи тĕттĕмлĕхре çухалчĕ. Чуна çӳçентерсе полици машинисем ӳлесе те кăшкăртса килни курăнса кайрĕ. Вовăн çурăмĕ тăрăх темле сивĕ япала вăраххăн шуса анчĕ, сехри хăпнă ачан çамки çине сивĕ тар тапса тухрĕ. «Телевизорти Скорпиона ав шырама та пуçларĕç, — шухăш мĕлтлетсе иртрĕ ача пуçĕнче. — Мана куллен тапăнакан Скорпиона вара милици ма шырамасть-ши?..»
Малтанлăха хăратса пăрахнă фильм, пăхса ларнă май, майĕпен шиклентерми пулчĕ. Пĕри пĕтрĕ кăна, тепри пуçланчĕ. Темле капашсăр пысăк, хăрушла мăнă упăте çинчен ӳкернĕ кинона пăхса пĕтеркеленĕ çĕре хăраса ларнăран Вова чĕтремех тытăнчĕ. Çĕрĕпех ĕнтĕркесе, шăнса ларни те пĕрлех пулчĕ пулас тата. Тӳсейменрен пуçне айккинелле пăрчĕ те тепĕртакран мăкăльт тӳнсе мĕнле хутланнă çаплипех çывăрса кайрĕ.
Ача çывăрнă вăхăтра та тĕлĕрмерĕ телевизор, çынсем пĕр-пĕрне епле çаратнине, улталанине, вĕлернине, аснине кăтартма самантлăха та ĕшенмерĕ вăл. Юн, вут-çулăм, аркату, бомбăсемпе снарядсем çурăлни çара пакартан паттăрланса çӳрекен пăхаттирсемпе пикесем — вĕçĕ те, хĕрри те çук, татты-сыпписĕр хăрушă япала.
Мĕнле сасартăк тӳнсе çывăрса кайнă, вăранма та çаплипех сасартăк, шарт сиксе вăранса кайрĕ Вова.
Урамра çав вăхăтра вăрăммăн шăхăрни илтĕнчĕ. Ку — Скорпион. Ку вăл — тухма вăхăт çитнине пĕлтерет. Тухма вăхăчĕ çитнĕ-ха Вовăн. Анчах епле тухмалла ун урама? Ара, пушă алăпа тухса пăх-ха унта!
— Çчас ты нам сметану принесешь, — терĕ Мами Вовăна. — Вот тепе панка, вот тепе — сумка, вот тепе — тенешки. Смотри, не теряй. Что там копаешься в носу? Клопов ищешь? А ну, пыстро схоти в макасин черес тороку. Отевайся почище. Аттун срам только с топою, — çапла каларĕ те Мами литр кĕрекен банкăпа хутаçа Вова умне сĕтел çине хучĕ. Хăй каялла кухньăналла утрĕ.
Аптăрамалла: урама тухас — Скорпион сăмса çунаттисене çурса ярассипе хăратать, килте йăшăлтатса ларас — Мами хăвалать. Мĕн тумалла капла? Вова пӳлĕм тавра самантрах темиçе хутчен те ухтарса çаврăнчĕ, ниçта та пушă кĕленче курăнмасть. Пушă кĕленчене илсе тухса каяс пулсан та Вова пĕлет, кайран Мами тĕпчеме тытăнатех: «Кте путылки, которые стояли стесь? Кте трехлитровая панка, которая стояла стесь?..» Хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнчех мĕн чухлĕ суйма тивмен пулĕ Вовăн Мамине: «Вăл кĕленчесене пухса эпĕ сĕт илме кайнăччĕ... Анчах та магазинта сетки-качки такамсем пĕçертсе кайрĕç хам сисиччен... Вăл бан-ка вара çавăнтах тăратчĕ. Ăнсăртран ӳкерсе çĕмĕртĕм, ванчăкĕсене санран хăраса кăларса пăрахрăм...»
Вова ĕнтĕ Скорпионăн кăмăлне тивĕçтерес тесе Мамине сервантра выртакан кашăкĕсемпе ченĕçкисене те пĕрерĕн-пĕрерĕн пайтах туха-туха панă. Вĕсем çухалнине Мами, ахăртнех, халиччен те пĕлеймен пулас. Пĕлес пулсан-и?! Пĕлес пулсан пуçран çӳç пĕрчи юлмалла марах лăскамалла-ха вăл ывăлне.
Вова хăйма илме панă хут укçана шăлавар кĕсйине чиксе пĕр кана шухăшласа тăчĕ. Мĕн илсе тухсан тивĕçтерме пулать-ши ку Скорпиона? Чим, мĕн илмелли пур-ши Мамăн сервантĕнче? Турилккисем пур — ытла пысăк. Вĕсене, паллах, Скорпион сăмахсăрах çаклатса каять, анчах та хваттертен илсе тухнине Мами курсан мĕн пулать Вовăпа?
Ах, пит вăрлас килмест-çке унăн! Алли вăрламалли япала енне ним тусан та тăсăласшăн мар, анчах... Скорпион. Кӳршĕри Çеркей те ав амăшĕпе çеç пурăнать. Ун çумне çыпçăнмасть Скорпион. Çыпçăнса пăх-ха, Çеркейĕн амăшĕ ывăлĕшĕн çунтарма тытăнсан пĕр Скорпион çеç мар, вуннă пулсан та самантрах тарса пĕтĕç. Ах, манăн Мами ма çавăн пек çын мар-ши?
— Вова, ты все еще тома? — кухня алăкне уçса хыттăн кăшкăрса ыйтрĕ Мами.
— Халех, халех, — сас пачĕ Вова.
— Я тепе там халех, ты всекта халех! — каллех кăшкăрчĕ Мами.
Мĕн пулать те мĕн килет тесе Вова йăлтăр-ялтăр кĕленчеллĕ духие, туп-туллискере, илсе кĕсйине чикрĕ. Вăл тутлă шăршăллă шывпа хальлĕхе никамах та сапăнман-ха. Мами ăна, ахăртнех, килен-каян хăнасем валли туяннă пулас. Тĕслĕхрен, Борис ятлă тете Вовăсем патĕнчен тухса каяс умĕн ялан одеколонпа-мĕнпе сапăнма юратать.
— Все штоль? — ларма-тăма памасть Мами.
— Все, все, — тухса та вирхĕнчĕ ачи.
Виçĕм кунхи, ĕнерхи пекех, подъезд алăкĕ хыçĕнчен малтан çирĕп те вăрăм алă курăнса кайрĕ. Вăл, хурчăка чăх чĕппине ярса илнĕн, тӳрех ĕнсерен çатăрласа ярса тытрĕ.
— Ну, куланай пирки мĕнле?
— Пушă кĕленчесем илме май килмерĕ, — тӳрре тухма пăхрĕ Вова. — Ак мĕн илсе тухрăм. Пырать-и?
Вова кăларса панă духи кĕленчине питĕ хаваспа илчĕ Скорпион. Вăл Вовăна шанмасăртарах, иккĕленсе, духи кĕленчин пăккине пăрса уçрĕ, сăмса вĕçне вылятса шăршласа пăхрĕ.
— Аван, — мухтарĕ Скорпион ачана. — Чим, ку мĕн хутаççи тата сан? Ăçта каятăн?
— Ку хутаçа Мама кӳршĕ çуртри пĕр кинемие кайса пама хушрĕ-ха, — хăйма илме кайма тухни пирки шарламарĕ Вова; çапла вăл шикленсе Скорпиона пĕрремĕш хут суйрĕ. Ара, куç кĕрет суймасан кĕсье тĕпĕнчи укçана вăтăрсах илет-иç Скорпион.
Скорпион хутаçа илсе пуш банкăна тыткаласа пăхрĕ, кăштах шухăшласа тăрсан:
— Юрĕ, леçсе пар, — терĕ. — Манăн халь ку банкăпа аппаланма вăхăтăм çук. Тепрехинче эсĕ, ачамми, кунашкал банкăсене тӳрех хама пар. Нимĕнле кинемие те леçсе памастăн эсĕ вĕсене тепрехинче. Мана киле пырсах паратăн, ав çавăнти подъезда, çирĕммĕш хваттере. А Мамуна ӳкерсе çĕмĕртĕм тетĕн.
— Çĕмĕртĕм тенине шанми пулса пырать, — нимле мар каларĕ Вова.
— А эсĕ ĕнентермелле суй. Пĕлнĕ пул: суя вăл çур пурнăç кăна та мар, суя вăл — çĕр процентлă пурнăç. Эх, айван, ку банкăна сан тӳрех шыв тултарса тухмаллаччĕ. Вара шывпа хушса ку тутлă шĕвеке иксĕмĕр çакăнтах мĕн тунă пулăттăмăр. Пĕлетне, пуçа мĕнлерех янăраттарса ярать кунашкал духи. Та-ак, çапла килĕшсе татăлатпăр. Эсĕ халь кӳршĕ çуртри кинеми патне каятăн та ăна Маму пама хушнă япаласене паратăн, каялла вара мĕн те пулин çаклатса тухатăн. Эпĕ халь киле кĕрсе çакна тирпейлетĕп те сана ав çав акаци тĕммисем хушшинче кĕтсе тăратăп. Асту, нумай мĕшĕлтетсе, ĕнсӳ çинчи пыйтăсене иртсе ан çӳре. Унсăрăн эп сана пĕр-пĕр çĕрте пусса ӳкеретĕп те шăршлă çăварунта пирус сӳнтеретĕп. Ăнланмалла-и? Аван! — мухтанçи турĕ те Скорпион Вовăна кӳршĕ çурт еннелле тĕртрĕ. — Чуп, чуп, часрах тасал куç умĕнчен!
Вова кӳршĕ çурт еннелле ыткăнчĕ. Чупма унăн пачах урăх еннелле, магазин патнелле, чупмалла-ха. «А леш çурт хыçĕпе магазин еннелле çаврăнма та пулать-иç», — мĕлтлетсе илчĕ унăн пуçĕнче. Ку вăл ĕнерхи çуртах-ха. Акă Вовăпа Тарзанăн юратнă вырăнне пытарса, хупласа тăракан пусма картлашкийĕ. Тусĕ килнине курса Тарзан уксахласа чупса тухрĕ. Вова умне пырса ăна куçран ăшшăн пăхрĕ, хӳрине пăлтăртаттарса илчĕ. Паçăрхи машина та кунтах иккен. Вова Тарзана ачашласа илсе малалла иртсе кайма та пуçланăччĕ: «Эй, Вова, эсĕ-и ку? — тенине илтрĕ. — Ăçталла чуптаратăн капла пит васкавар?»
Пăхать те Вова — умра Амăшĕсен ялĕнчи Ваççа шофер, вĕрсе хăпартнă пек çап-çавракаскер, тăра парать. Вăл ялта Вова Амăшне хирĕçерехех пурăнать. Унăн, халь вĕр çĕнĕ грузовик умĕнче тăракан ĕçченĕн, ачи-пăчи ялта пӳрт тулли. Вĕсенчен пĕринпе, Курипе, Вова пит туслă. Ваççа шофер Вовăна яланах хапăл тăвать.
— Эсир ку енче пурăнатăр-им? — ыт ахальтен тенĕн ыйтрĕ Ваççа шофер.
— Вăн çавă çуртра, — аллипе сулса кăтартрĕ Вова.
— Ну, яла пырас килмест-и-ха?
«Яла» сăмаха илтнĕ-илтмен Вовăн чунĕ шутсăр-шутсăр кӳтсе кайрĕ. Пырне сасартăках тем капланса ларчĕ. Тута хĕррисем чĕтреме тытăнчĕç. Куçран вĕри шыв пек вĕри куççуль чалтăрах сирпĕнсе тухрĕ те пит çăмарти тăрăх юхса анчĕ.
— Мĕн пулчă, Вова? — ăнланмасăр ача умне кукленсе ларса ыйтрĕ шофер.
Хăйне çирĕп тытма тăрăшса питне кĕпе çаннипе шăлса илчĕ Вова. Эх, еплерех каяс килет унăн Амăшĕ патне! Самантлăха та тăрас килмест путсĕр Скорпионлă хулара.
— Анне мана çак йытта илсе пыма хушнăччĕ, — тытăнарах каларĕ Вова. Пĕлет вăл: ялти Амăшĕ Тарзан йытă пуррине вуçех чухламасть. «Яла йытă илсе кил-ха, мăнукăм», — тесе те каламан вăл. Вова пурпĕрех суять Ваççа шофера. — Илсе кайса памалла та ку йытта, тулĕк кĕçех шкула кайма вăхăт çитет.
— Мĕнех, Аннӳ питĕ ыйтнă пулсан леçсе парăпăр ăна, — терĕ Ваççа шофер. — Эпĕ ыран каллех килетĕп хулана. Пĕрле сана та лартса килĕп. Чуп, килне кĕрсе каласа тух. Яла каятăп та ыран килетĕп те. Атту çухатма, шырама пултараççĕ.
Вова каялла, хăйсен килĕ еннелле, асăрханса чупрĕ. Ваççа шофер машина хыçĕнчен курăнми пулсанах тавралăха пит тĕсесе çаврăнса пусма картлашки айнелле чăмрĕ. Часах Тарзан та якăлт-якăлт сиксе çитрĕ, Вовăна, пуçне усса татăлсах йĕрсе лараканскере, çамкаран йăпăлт-япăлт çуласа илчĕ, вара хуçипе юнашар пырса выртрĕ.
«Анне, ан яр мана хулана...»
Вова пырса кĕнĕ чух Амăшĕ картишĕнче чăхсене апат паратчĕ. Хуппипе пĕçернĕ çĕр улмине, ирнĕскерне, вĕтетнĕ симĕс курăкпа хутăш-тарнăскерне, пĕчĕкçеççĕ валашкана, хăмаран çапса тунăскерне, ярса тăратчĕ. Хапхаран мăнукĕ, ун хыççăн уксах йытă якăлт сиксе кĕнине курсан, латлă мара сиссе, Амăшĕн аллинчи пăтратмăш чашăкĕ шап тухса ӳкрĕ. Карчăк тӳрленсе тăркаларĕ те юпа евĕр шаках хытса кайрĕ.
— Ачам, эсех-и ку? — теме çеç пултарчĕ вăл. Вова аллинчи сумкине пӳрт айккине лартса Амăшĕ патне тап-тап чупса пычĕ те ун çумне çатах çыпçăнса ларчĕ, питĕ хурлăхлăн ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ.
— Анне, ан яр мана хулана, — терĕ. — Хăв патăнтах усра, Анне. Эп сана вара хам ӳссе çитсен веç-веç туса паратăп. Ав çав хуçăк кĕреçе аврине те лартса паратăп, Анне, аслăк тăррине те витсе паратăп... Юрать-и, Анне? Илтетĕн-и эс, Анне, мана?
Илтет Амăшĕ. Питĕ тимлĕн итлет. Ачан чунĕнче тем айăн-çийĕн çаврăнса ӳкнине те аван ăнланать ватă çын. Амăшĕ мăнукне çавăтса пӳрт çумĕнчи хурăн каска çине пырса ларчĕ. Ăна ним каламасăр ыталаса илчĕ, çурăмĕнчен лăпкакаларĕ. «Лăплан, ачам, лăплан, — текелерĕ çеç. — Мĕн пулнине каласа парсам эс малтан...»
Каярахпа, лăпланарахпа, Вова халиччен каласа паманнине каласа пачĕ Амăшне. Хăйсен хваттерне черетлесе арçын хыççăн арçын пырса çӳренине те, вĕсем пынă-пыман хăйĕн яланах урама «выляма» тухма тивнине те — пĕтĕмпех-пĕтĕмпех каласа пачĕ. Тӳсме çук шăрăх-и урама тухсан е шартлама сивĕ, ислетсех çумăр çăвать-и е пар-пар тусан вĕçет — пурпĕрех урамра «выляма» тивет Вовăн, Скорпион мĕн-мĕн хăтланнине те пĕтĕмпех евит турĕ ача. Хулара хăйсем пурăнакан çуртпа юнашар пӳртĕн пусма картлашки айĕнче йăва еплерех çавăрса йытăпа пурăннине каласа пама тытăнсан Амăшĕ пач кĕтмен чух ĕсеклесе ячĕ:
— Çитет, ачам, урăх ан кала, — терĕ чĕтрекен аллипе куçĕсене тутăр вĕçĕпе шăлма хăтланса, анчах та хытă чĕтренипе аллисем нимле те куç тĕлне пулаймаççĕ. — Кунашкалли, ачам, иртнĕ аслă вăрçă саманинче те пулман пуль пирĕн ялта. Çук, вăл хула еннелле тек-тек ура ярса пустармастăп эп сана, ачам. Кĕç-вĕç вилетĕп-и тенĕччĕ... Халь капла, пуçĕпех килтĕн пулсан, пурăнмаллах пулать пуль саншăн... Епле пулсан та, Турри парсан, пурăнмаллах пулать.
Пĕр хушă шăпăртланчĕç. Тарзан, икĕ çын хушшинче хускалмасăр лараканскер, эс ман пирки манса кайрăн-им çак тенĕн ача аллине япăлт тутарчĕ.
— Иккĕн тан килтĕр апла? — ыйтрĕ тепĕртакран Амăшĕ. — Йытти ку сан ытлашши чаплă ăратран мар пулас. Ну, хамăра май пырĕ. Сасси тухать пуль?
— Ăхă, хытă вĕрет.
Амăшĕ: «Иккĕн тан килтĕр апла?» — тесе ыйтсан Вова ним шарламасăр чалт сиксе тăчĕ, тем аса илсе пир хутаç патне пычĕ те унтан банка туртса кăларчĕ. Банкăра — шăши амипе унăн виçĕ çури иккен.
— Анне, иккĕн мар, улттăн килсе, — банкăна Амăшĕ умне илсе пычĕ ача. — Анне, леш шăши ку. Манпа пĕрле çăкăр çиме хăнăхни. Ак вăл мана нимĕн чухлĕ те çыртмасть, — çапла каларĕ те Вова шăшие банкăран кăларчĕ, ăна хăйĕн сулахай хулпуççийĕ çине ячĕ. Лешĕ, кунашкаллине кĕтменскер, ним тума пĕлмерĕ, пĕрре унталла кускаларĕ, тепре кунталла, шиклĕн ши-ши текелерĕ, шĕвĕр сăмсине сывлăшра вылятса илнĕ хыççăн кĕпе çухин хутламне йăпшăнчĕ те шăпăрт пулчĕ.
Амăшĕ тăрса мăнукне пуçран шăлкаларĕ:
— Кусене эсĕ лупас хыçăнчи тислĕк купи çывăхне кайса яр, — терĕ. — Эпĕ кушаккине кăларса ярам. Аттуш килте ахалех анасласа ларатчĕ-ха.
Вова, лупас еннелле темиçе утăм тунăскер, каялла çаврăнчĕ:
— Анне.
— Мĕн?
— Эсĕ мана чăнласах хăваратăн-и кунта?
— Чăнласах. Хальлĕхе.
— Эпĕ хулана каймасан та пултаратăп-и?
— Пултаратăн. Аннӳ шыраса киличчен. Ну, вăл килсен эпĕ унпа хам калаçатăп. Ан хăра.
Вова шăшипе çурисене лупас хыçĕнчи курăк хушшине кайса ячĕ. Амăшĕ кăштăртатса картиш варринчи хурăн каски çине майĕпен пырса ларчĕ. Каска çине мар, кăткă тĕми çине ларнăнах туйăнса кайрĕ ăна тепĕртакран. «Эх, — çĕр-çĕр ыйту чĕпĕтме те сăхма тытăнчĕ ăна, — манăн пучахăм ма халех тулса çитет-ши?.. Выраççĕ вĕт мана кĕçех, выраççĕ... Вовăпа вара мĕн пулать? Хреснашшĕ те ав Çĕпĕре çитиех тухса кайрĕ. Эх, Вова ачам, вăл та пулăшаймĕ-ши сана?.. Эй, хĕрĕм, хĕрĕм, мĕн туса тăкрăн капла? Аннӳ пилĕсĕрех качча тухрăн мар-и? Вăл арçынпа ан çыхлан тесе сана миçе пин хут каламарăм пуль — итлемерĕн... Мĕн пулать капла? Мĕн тумалла-ши — кам калать?..»
Юлашкинчен калани
Эпĕ Вова ача пирки çырма çакăнпа чарăнатăп. Çиелтен пăхсан пăшăрханмалли нимех те çук пек. Сахал-им уйрăлнă арăмсем? Аслашшĕсемпе те асламăшĕсемпе ӳсекен ачасем тата сахал-им? Вĕсене эпир кулленех курма хăнăхса çитнĕ. Мĕн каласшăн пултăм-ха эп Вова çинчен çырса? Çуралнă Вова ятлă этем, çакă тĕнчене килнĕ. Вăл тархасла-са: «Мана çуратăр ĕнтĕ» — тесе килмен. Ашшĕ-амăшĕн кăмăлĕ урлă килнĕ. Çавă айăпсăр чун вара çакă тĕнчене килнĕ-килменех калама çук пысăк хăрушлăха кĕрсе ӳкнĕ. Унăн трагедийĕ акă мĕнре:
1. Унăн Ашшĕпе Мамийĕ пĕрлешни — пилсĕр пĕрлешӳ. Венчете тăмасăр мăшăрланнисем çийĕн-е Туррăн пиллĕхĕ тăмасть. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен ун пек мăшăрсем Турра йышăнмаççĕ, çемье телейне хăйсен вăйĕпех (Турăсăрах) тупма тăрăшаççĕ. Анчах та унашкал мăшăрсем нихăçан та телейлĕ пулни çук. Вĕсем хăвăрт арканаççĕ, ачисене, Вова пек, тăлăха хăвараççĕ. Ашшĕ-амăшĕн пилĕсĕр, Туррăн пиллĕхĕсĕр телей тупма шутланă мăшăр пирки пирĕн Константин Иванов поэтăмăр хăйĕн «Нарспи» поэминче, хăйĕн генилле хайлавĕнче, питĕ аван çырса кăтартнă. Эпĕ хамăн повеçĕмре çырса кăтарни — трегедин пĕр енĕ çеç-ха.
2. Турă каланă: «Аçуна, аннӳне хисеплесе пурăн, хăвнах ырă пулĕ, çĕр çинчи ĕмĕрӳ вăрăм килĕ», — тенĕ. Вовăн Мамийĕ хăйне пăхса ӳстернĕ амăшне мĕнле хисепленине вăл ывăлĕпе калаçнинчен аван курма пулать. «Чышкă-маклашкă» пама хатĕрленет вăл амăшне Вовăна «по-чувашски портилшĕн». Кунашкал хăрушă сăмаха йĕркеллĕ этем вылянса та каламан пулĕччĕ. Ашшĕ-амăшĕн чĕлхине юратман çын ашшĕ-амăшне хисеплени пирки иккĕленмелли çеç юлать. Унашкал этем ют халăх çыннин ашшĕ-амăшне те, ют чĕлхесене те хисеплеймĕ. Вовăн Мамийĕ вырăс чĕлхине темле те кукăртса, муталаса пурăнни çавнах çирĕплетсе парать те ĕнтĕ.
Чи хăрушши кунта — тăван амăшĕ хăйĕн ачине ни чăвашла, ни вырăсла мар чĕлхепе муталаса пурăннийĕ. Кам пулса ӳсĕ унăн ывăлĕ? Чăваш-и? Иккĕленетĕп. Вырăс-и? Каллех иккĕлентерет. Халĕ ĕнтĕ пирĕнпе юнашар çавнашкал çын темĕн чухлех: ни чăваш ни вырăс, ни çармăс ни мари, ни тутар ни мăкшă тата ытти те. Вĕсем хăйсене тыткалама та халиччен никам пĕлмен халăх пек, Тăван çĕршывсăр тăрса юлнă çынсем пек тыткалаççĕ: ют çĕршывсенчен кӳрсе килнĕ япаласене çеç хапăл тăваççĕ (эппин пуççапаççĕ), Тăван çĕршыва хӳтĕлесрен (салта-ка каясран) пăрăнаççĕ, пит çамрăклах ĕçкĕпе иртĕхеççĕ, наркăмăшсенче йăпану-телей шыраççĕ, пĕр вĕçĕмсĕрех аркатса, çĕмĕрсе, ирсĕр сăмах каласа çӳреççĕ тата ытти те. Халĕ ĕнтĕ Çĕршывăмăр таçти ют çĕртен тапăнса килнĕ тăшмансене пула мар, хамăр ăрăва пулах инкек-синкек нумай курать. Трагеди мар-и ку? Унашкал çынсем никама та юратмаççĕ (хăйсемсĕр пуçне), вĕсене те юратакансем çук. Çавăн пек лару-тăрура ӳсекен этем ыттисене хăй куллен, пĕрмаях кӳрентерсен те, ыттисем хăйне кӳрентернине нимĕн чухлĕ те чăтаймасть. Ахальтен-им, тăванăмсем, хамăр çине хамăр алă хурса вилессипе эпир, чăвашсем, тĕнчери ытти халăхсем хушшинче малта пыратпăр. Кунта калама та пултараççĕ: «Эпир ыттисемпе танлаштарсан чухăн пурăнатпăр...» Хальхи чухăнлăх вăл — выçă вĕлерекен чухăнлăх мар. Апат тупса çиеймен çын халь пит сахал. Хырăм — тутă, чун — пуш-пушă. Çакă мар-ши тĕп сăлтавĕ? Эпир ыттисене кирек епле пулсан та пăхăнтарма тăрăшатпăр: эпир вĕрентни кăна — тĕрĕслĕх, эпир кирек мĕн тусан та — тĕрĕссине çеç тăватпăр, ыттисем пурте — çурмаккайсем çеç.
Эй, чăвашăмсем, çывăх тăванăмсем, çакă трагеди ытла та хăрушă-çке! Ашшĕ-амăшĕсем пур çинченех пирĕн ачамăрсем тăлăх çитĕнеççĕ. Амăшĕсем мар, Мамисем çуратнă Вовăсем мĕн чухлĕ-ши пирĕн халăхăмăрта? Хăшĕсем çапла та калаçкалаççĕ: «Пирĕн ачасем апла мар, хамăрпа юнашарах. Çĕтĕк те, выçă та çӳремеççĕ», — теççĕ. Тумлантарнипе тăрантарни çеç, ăслă çынсем каланă тăрăх, ачасене тĕрĕс пăхса çитĕнтерни шутланмасть. Тĕрлĕ выльăхсене, кайăксене, пулăсене хырăм апачĕ çеç кирлĕ пулсан çынна вара чун апачĕ те кирлĕ. Çавăнпа уйрăлса тăрать те ĕнтĕ этем тĕрлĕ чĕр чунсенчен. Эппин, ачасене вĕрентмелле, ăс памалла. Этемĕн ăса кĕресси вара вăл Турăран хăрама пуçланинчен тытăнать. Хăйсен ачисене вĕрентме нимĕнле ашшĕ-амăшĕ те вăрă-хурахсене, çын вĕлерекенсене, ӳсĕр-пӳсĕрсене, ясар тăвакансене киле кĕртес çук. Хăй килĕн алăкне уçса урамра иртсе пыракан вăрă-хураха никам та: «Ман пата кĕрсе ачасене ăс парса хăвар-ха», — тесе чĕнес çук. Пирĕн хваттерсене вара ултавçăсем, вăрăсем, çын вĕлерекенсем, юмăç-экстрасенссем, ытти тĕрлĕ йăх-ях кулленех кĕпĕрленсе килсе тулаççĕ. Вĕсене эпир алăк уçмасăрах, телевизор кнопкине пуснипех, кĕртсе тултаратпăр, пит хапăл тусах кĕтсе илетпĕр. Ашшĕсемпе амашĕсем уйсенче, тĕрлĕ завод-фабрикăсенче ĕçленĕ хушăра хăйсене хăйсем лăплантараççĕ: «Ачамăрсем килтех, шанчăклă вырăнтах», — теççĕ. Вĕсен ачисене вара экран урлă тĕрлĕ Скорпионсем хăйсен усал ĕçĕсене тума хăнăхтарса çитĕнтереççĕ. Уссе çитиччен, çирĕм çул тултариччен, çавнашкал экран умĕнче ларса хăйĕн тавракурăмне çирĕплетсе çитерекен этемрен хăрушăраххи тата кам пултăр? Вĕсем телеэкранра калаçнă пек калаçаççĕ, çавăнта тумланнă пек тумланаççĕ, унта мĕн хăтланнисене пурне те хăйсем туса пăхма тăрăшаççĕ. Çапла ӳсекен вовăсем хăйсен ватă мамисене, паписене пăхса усрасса шанма питĕ йывăр. Ĕненмесен ваттисен çурчĕсене çитсе пăхсамăр. Мĕн чухлĕ папи унта, мĕн чухлĕ мами — пурин те таçта ывăлĕсем те, хĕрĕсем те пур. Çитменнине тата вĕсен ывăлĕ-хĕрĕсем начар мар пурăнаççĕ, анчах та хăйсен ашшĕсемпе амăшĕсем валли хăйсемпе юнашар кĕтес те, çăкăр таткийĕ те тупаймаççĕ. Унашкал çемьесенче йытăсемех дивансем çинче выртса тăнине, тутлă кăлпассисем çинине те асăрхама пулать. Эй, Чăвашсем, çаврăнса пăхăр-ха, пирĕн ачамăрсем хамăр сисичченех ют юнлă çынсем пек пулса тăмаççĕ-и? Çакă хура ĕçре телевизор, аскăн ĕçе вĕрентекен тĕрлĕ ирсĕр хаçат-журнал, никама сума сумасăр (ирĕккĕн) пурăнма вĕрентекен кĕнекесемпе радио-передачăсем питĕ малта пыраççĕ.
3. Хăрушлăхăн тепĕр енĕ — амăшĕсем ачисене кирлĕ пек пăхма тăрăшманни. Вовăн çиесси килет. Мами ăна валли апат хатĕрлесе чăрманмасть, таçти ют çĕртен кӳрсе килнĕ чăмлаксене апат вырăнне сĕнет. Унашкал суррогатсене, апат евĕрлĕ туйăнакан япаласене, çăвара мĕншĕн хыпма юраманни пирки эпĕ «Чӳрече витĕр сăнанипе кăна Чиркĕве пĕлме çук» ятлă статьямра кăшт асăнтăм ĕнтĕ. Халĕ ун çинчен тĕплĕнрех каласа пама та юрать. «Оболыщение и биодобавки» кĕнекере çырнинчен çакă паллă: апат урлă витаминсем шăмшакра ытлашши хушăнса тăнăран çынсем вилнĕ тĕслĕхсем те нумай. Сăмахран, 1991 çулта Америкăра Массачусетс штатĕнче Д витаминпа пит пуян сĕте пула пĕр каçрах сакăр этем аптăраса ӳкнĕ, вĕсенчен пĕри вилнĕ. Америкăри университетсенчен пĕринче сăнав ирттернĕ: кукурузăран хатĕрленĕ «Корнфлекс» ятлă апатпа ученăйсем йĕке хӳресене хĕрĕх пилĕк талăк хушши тăрантарса пăхнă. Çавă витаминлă апата питĕ юратса çисе пурăннă йĕке хӳресем юлашкинчен пит начарланса çитнĕ, ӳсме чарăннă, вĕсен юн чирĕ — анеми — тапранса кайнă.
Апатра А витамин ытлашши пулни пуçа ыраттарать иккен, ӳт-тире канăçсăрлантарса тăрать. Апатра В6 витамин ытлашши пулни ал-ура вĕçĕсенчи юн çаврăнăшне пăсать, С, Д, Е витаминсене пула вара шăл тунинчен юн кайма тытăнать, атеросклероз тапранать, пыршăлăх йĕркеллĕ ĕçлеме пăрахать. Хăш-пĕр витаминсем ытлашши пулнăран çын пуç мимине юн каять, чĕре йĕркеллĕ ĕçлейми пулать. Юрăхсăр апат-çимĕçе тĕрлĕ элементсем хушса сутакансем, укçа тăвакансем çинчен тĕрĕссине камăн ытларах пĕлес килет, çавсене эпир Агата Кристи çырнă «Шурă ăйăр» (Белый конь) романа вуласа тухма сĕнесшĕн. Романра миçе çын вилнине калама та йывăр. Çынсем сасартăк вилнин сăлтавĕ пĕрре: апат-çимĕçе теллурий ятлă микроэлемент хушса тултарни. Çавнашкал апата çиекенсенчен хăшĕсем çав романра ӳпке шыççипе вилеççĕ, тепри-сем — пуç мимине юн кайнипе, виççĕмĕшĕсем — чĕре йĕркеллĕ ĕçлейми пулнипе тата ытти те, тата ытти те.
«Пысăк витаминлă» апатсем пирки сăмахăма вĕçлетпĕр. Трагеди мар-и-ха ку?
Ют çĕршывсенчен килсе тулнă шарлатансемпе вĕсен хӳрешкисене эпир питĕ тимлĕ итлетпĕр. Пире çав «пысăк витаминлă» апатсене сĕнекенсемех çыншăн «усăллине» тупас тесе вăй нумай хураççĕ. Мĕн сĕнеççĕ-ха вĕсем? Хăвăр каяша çийĕр те ĕçĕр теççĕ. Япала ячĕсене вăлтса тăмасăрах каланăран ку сăмахсем пит кăнттам илтĕнеççĕ. Анчах та уринологсемпе фекалотерапи çыннисем мĕн сĕнеççĕ-ха? Этем каяшне çисе пурăнма сĕнеççĕ! Шăкпа пăха ăша илекен çын ирсĕр этем шутланать, çавăнпа та унăн чиркӳн таса япалисене: кĕлтуса тасатнă шыва та, просвира та, артоса та, Туррăн таса Ӳчĕпе Юнне те ăша илме юрамасть.
4. Кирек епле чĕр чунпа кайăк-кĕшĕк те хăйĕн çури-чĕпписене çитĕнтерессишĕн хытă тăрăшать. Пурте асăрханă, хăрушлăх пекки сиксе тухсанах кушаксем хăйсен çурисене çăвара хыпаççĕ те урăх çĕре куçараççĕ. Чĕр чунсем хăйсен ăрăвне малалла тăсассишĕн епле тăрăшнинчен тĕлĕнсе те пĕтереймĕн.
Пĕр пĕчĕкçĕ çерçи кăна кун каçипе мĕн чухлĕ хурт çĕклемест-ши хăйĕн йăвине? Вовăн Мами хваттерĕнчи йыттине минтер çинче вырттарса усрать, тăван ачине вара ют çĕршыв чăмлакне тыттарса урам йыттипе çывăрма кăларса ярать. Упăшки хăйне: «Ак çак Вовăна та хăвах пăхса ӳстер, хырăмрине те, пулассине, хăвах çитĕнтер!» — тесе хăварнă хыççăн вăл пăшăрхансах ӳкмен пулас» Вовăсăр пуçне унăн урăх ача çук, эппин, хырăм пăрахнă, урăх арçынсемпе явăçса кайнă. Нимĕнле тискер чĕр чун та хăйĕн çурине хырăмĕнчен кăларса пăрахмасть. Чĕр чунсем çапла тунине ку таранччен пĕр этем те курман-ха. Вовăн Мами, пур енчен те ăслă хĕрарăм пулас пулсассăн, ӳкĕнсе, Турра кулленех йăлăнса, ачишĕн те, ялти амăшĕшĕн те кĕлтуса пурăнмалла. Хăйне ӳлĕм мĕнле хăрушă кун-çул кĕтессине Мами хальлĕхе чухлаймасть-ха.
Кирек епле хĕрарăм та аллипе тĕллесе: «Авă çав хăрушă этем, вăл çын вĕлернĕ», — тесе питлеме пултарать. Хăйĕн ĕмĕрĕнче вăл пĕрре çеç аборт тутарнă пулсан та, вăл хăй те — çын вĕлерекен. Çын вĕлерекене тĕрмене хупаççĕ, ăна сивлемен этем халь сахал. Хĕрарăмăн, аборт тутарнăскерĕн, çылăхĕ вара урамри çын тепĕр этеме вĕлернинчен те пысăкрах: хĕрарăм хăйĕнчен ӳтпе юн илекене, хăйĕн тăван ачине, вĕлерет. Чăваш халăхĕ хăйĕн ывăлĕсемпе: Петр Егоровпа, Иакинф Бичуринпа, Иван Яковлевпа, Константин Ивановпа, Андриян Николаевпа тата ыттисемпе те мухтанать. Çав халăхран: «Эсĕ хырăм пăрахса пулас егоровсене, бичуринсене, яковлевсене, ивановсене, николаевсене мĕн чухлĕ кайса пăрахмарăн-ши виле шăтăкне?» — тесе ыйтас килет манăн.
Эпир, чăвашсем, халĕ Чечен çĕрĕнче вилекен ывăлăмăрсемшĕн чунтанах хурланатпăр, Хурланмасăр камăн чунĕ чăттăр-ха? Çав хушăрах пирĕн хĕрсемпе арăмсем хăйсен ачисене чеченсенчен те ытларах пĕтереççĕ. Уссе çитĕннĕ чун-и е амăшĕн варĕнче ӳтленнĕ ача чунĕ — Турă умĕнче пĕр пекех хаклă, çавăнпа та пур йышши çын вĕлеренрен те Турă хытă ыйтĕ. Чунтанах ӳкĕнекенсене, хырăм пăрахмасăр ача ӳстерекенсене çеç Вăл çакă хăрушă çылăхран çуса тасатĕ. Ӳкĕнекенсем вара сахал. Хăш-хăш хĕр-арăмсем (Вова Мамийĕ пеккисем) хăйсем мĕн туса пурăннине ăнланайманран ӳкĕнмеççĕ, теприсем — чĕрисем хытса, чулланса ларнăран. Хăйсем ача Çуратсан качча каяймасран шикленеççĕ. Аборт тусан качча тухиччен çыхланнă арçынсенчен ним йĕрĕ-сиенĕ те юлмасть тесе шухăшлаççĕ. Апла мар-çке ку! Качча кайиччен кампа та пулин çыхланнă хĕр (хĕр темеллех-ши ăна?), тасалăхне çухатман хĕрпе танлаштарсан, пур енчен те — сывлăх енчен те, ăс-хакăл енчен те — йĕркеллĕ ача çуратма пултараймасть. Акă пĕр тĕслĕх: Раççейре Африкăна ĕçлеме кайнă çынсен ӳссе çитнĕ хĕр пулнă. Лере вăл пĕр негрпа явăçса кайнă. Хĕр кун пирки никама та систермен. Вăхăчĕ çитсен вĕсем пурте Раççее каялла таврăннă. Темиçе çул иртсен çавă сарă çӳçлĕ хер хăй пекех сарă йĕкĕте качча тухнă. Пурăна киле йĕкĕреш çуратнă, йĕкĕрешĕсенчен пĕри шурă ӳтлĕ пулнă, тепри — негр. Çавăн пекех, тĕпчекенсем каланă тăрăх, авланиччен çапкаланса çӳренĕ арсенчен те йĕркеллĕ ачасем çуралмаççĕ. Ачасене çуратнă хыççăн тин ăс-тăн парса çитерме çук: вĕсем амăшĕн хырăмнех пăсăк вăрлăх пулса пырса кĕнĕ.
Нумаях пулмасть ман алла чуна çӳçентерекен кĕнеке лекрĕ, «Юнлă кĕнеке» (Кровавая книга) ятлăскер. Туррăн Удмурт çĕрĕнче пурăнакан Елена чури: «Пĕррехинче эпĕ, — тесе çырать хăй пирки, — хам пăрахнă ачамсене куртăм тĕлĕкре. Вĕсен пĕрин те алли-ури çук (миниаборт вăхăтĕнче алури татăла-татăла ӳкет иккен)... Çавăн хыççăн эпĕ питĕ пăшăрханма, ӳкĕнме тытăнтăм. Хам тунă усал ĕçĕм манăн чĕреме çунтармаллипех çунтарма тытăнчĕ. Эпĕ халь аван пĕлетĕп: вĕсене вĕлернĕшĕн ман ĕмĕрĕм вĕçленичченех ӳкĕнсе, асапланса, вĕсемшĕн Турра кĕлтуса пурăнма тивет...»
Чĕрĕ выльăха каска çине хурса вакланине халиччен никам та курман-ха, ăссăр, ухмах этем те апла хăтланмасть. Хырăм пăрахтарма больницăна пыракан хĕрарăм вара каска пулса выртать те хăй çинчех ачине ваклаттарать. Пулас этемĕн пурнăçне татнишĕн чи айăпли — амăшĕ, унтан — ашшĕ. Аборт туса пурăнакан врачсем те çын вĕлерекенсемех. Эй, Туррăмăр, каçар пире, пĕлсе те, пĕлмесĕр те çын вĕлерсе пурăнакансене! Пирĕн чĕремĕрсенĕн куçĕсене уçсамччĕ: хамăр мĕн туса пурăннине хамăрах курар та ӳкĕнсе Санран каçару ыйтар.
1941 — 1945 çулсенче мĕн тери хăрушă вăрçă пынă! Раççейри арăмсен варĕнче халь тата та хăрушăрах вăрçă пырать: унта бомбăсемпе снарядсем, минăсем çурăлмаççĕ — пурпĕрех çулсеренех пилĕк миллион пурнăç татăлать, кунсерен çирĕм пĕр тонна юн юхать. Ку вăл çулталăкра çичĕ пин те улт çĕр утмăл пилĕк тонна юн юхнине пĕлтермеет-и-ха?.. Поэтсем хĕрсемпе арăмсене юратса чечексемпе танлаштарнине час-часах курма пулать. Чечекĕ таса пулсан, паллах, ăна кашниех кăмăллать. Юнпа пĕвеннĕ чечек пирки вара мĕн каламалла-ши? Çак сăлтава пулах ĕнтĕ чылай-чылай мăшăрсем ĕмĕрĕпех çемье телейĕ мĕнне пĕлеймесĕр пурăнаççĕ. Чăваш хĕрарăмĕсен юнĕ çулталăкра миçе тоннăна çитет-ши? Эй, аппамăрсем, йăмăкăмăрсем, çакăн пирки шухăшласа пăхма вăхăт мар-ши?
Ашшĕсемпе амăшĕсем пур çинченех килсĕр йытăсем евĕр сулланса çӳрекен шăпăрлансем мĕн чухлĕ-ши? Вĕсем хулара уйрăмах нумай: улах вырăнсене пухăнса табак туртаççĕ, эрех ĕçеççĕ, картла çапаççĕ, «юратмалла» выляççĕ, наркăмăшсемпе аташаççĕ...
5. Эй, тăванăмсем, пирĕн хушаматăмăрсем пурин те пĕрешкел темелле: Иванов, Сидоров, Петров, Александров, Михайлов... Эпир пурте тенĕ пекех тĕне (шыва) кĕнĕ, Христос çыннисем пулса тăнă... Темиçе кунлăха. Кайран, чиркĕве çӳременрен, Христос хушнă пек пурăнманран, эпир каллех хамăр тĕне кĕричченхи пекех суя тĕнлĕ çынсем пулса кайнă. Ялти Амăшĕ ас илтернĕ тăрăх, авă Вова та тĕне кĕнĕ ачах иккен. Таçта хреснашшĕ те пур унăн. Çĕпĕр енче. Кукамăшĕ ăна, хăйпе мĕн пулса иртнине чухлайман ачана, Турă пуррине ас илтеркелеме пăхать, хĕрес çакса ярать. Апла пулин те Вова Христос çыннийĕ пулса ӳсессе шанма йывăр. Ашшĕ — таçта. Çумрах пурăнакан Мамийĕ — Турăран пит аякра. Пурте пĕлетпĕр: Турăран пит аякра тăракан этем — шуйттан ытамне кĕрсе ӳкнĕ çын. Вовăн Мамийĕ халĕ пикенсех хăйне валли те, хăйĕн пĕртен-пĕр ывăлĕ валли те ĕмĕр сӳнми вут — тамăк вучĕ — хатĕрлет, çавă усал кăвара вăл хăй аллипе хăех пуçтарса пурăнать.
Эй, чăвашсем, калăр-ха, Вовăла унăн Мамийĕ пекрех пурăнмастпăр-и эпир? Пыра киле ачамăрсене: «Кте вы пропатали?» — тесе ӳпкев тумăпăр-и Вовăн Мами пек?