
Афалек Энтепе (Андреев Олег Федорович) 1950 çулхи авăнăн 24-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче вĕрентевçĕ кил-йышĕнче çуралнă. Вăтам шкултан, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, 1974-1975 çулсенче учительте ĕçленĕ, Совет çарĕнче хĕсметре тăнă хыççăн Елчĕк районĕнче комсомол тата парти райкомĕсенче вăй хунă, тăван ялĕнче шкул директорĕ пулнă.
1980 çулта А.Энтепене Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă.
А.Энтепе 1994 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. Паллăрах кĕнекисем: «Çул шырав» (1988), «Хутăш вăрман» (1989), «Киле таврăнни» (1991).
Шухăшсем
Wanting to amplify your website r...
Your website, chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...