
Михаил Алексеевич Васильев 1939 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Айкăшра çуралнă, Мăн Явăшра ӳснĕ, Кĕçĕн Кипекри вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн тăватă çула яхăн Çурçĕр флотĕнче тăнă. Унтан пĕр хушă шкулта, 24 çул Вăрнар районĕнчи «Çĕнтерӳ çулĕ» хаçатра ĕçленĕ, 16 çул çак хаçат редакторĕ пулнă. Аслă пĕлӳ Хусан университетĕнче илнĕ. Сĕввисем, новеллисем, очеркĕсем «Ялав», «Тăван Атăл» журналсенче 1967 çултанпа пичетленеççĕ. Вĕсем «Çĕнĕ кĕвĕ» (1976), «Çĕре юратса» (1983), «Тăван ялăм, савнă ялăм» (1985) кĕнекесенче тухнă.
М.А.Васильев Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, ЧР журналистсен союзĕн С.В.Элкер ячĕллĕ преми лаурачĕ, СССР пичет ĕçĕн отличникĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Get more leads for your chuvash...
Imagine if chuvash...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Is your website chuvash...
Imagine if chuvash...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...