Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Ал тупанĕ маншăн – тупăк,
Час пăрахĕç витрене.
Çакă пурнăç маншăн хупă:
Кайрăм эп леш тĕнчене.
Эсĕ те, аннем, кĕç пырăн
Эпĕ кайнă çулпалах...
Аттеме те çитĕ вырăн,
Хуйхă курĕ санпалах.
Хырăмрах мана вĕлертĕр
Эсир иксĕр килĕшсе.
Халĕ ĕнтĕ веç тӳлетĕр:
Тамăк тăмĕ кӳлешсе.
Турă пачĕ çĕнĕ пурнăç
Сирĕн айăпсăр чуна.
Сирĕн вилĕм пулĕ пăрнăç -
Ма вĕлертĕр ачуна?
Эй, аннем, кĕçех куратăр
Эпĕ тӳснĕ асапах:
Касăлатăр, вакланатăр
Тамăк сулнă пуртăпа.
Сыхă пулăр та кĕл тăвăр,
Хытă тытăр тип куна.
Кулленех, аннем, ас тăвăр
Мана, айăпсăр чуна.
/пĕлĕшĕм каласа панă тăрăх çырнă сăвă/
"Ан кил" тенĕн чăр пăхса,
Çапрăн куçупах пуçран.
Çук, тăмарăм чăркăшса -
Эс тухмарăн ман куçран.
"Ан кил..." Ассăн сывласа
Юлтăн эсĕ килӳнте.
Çитĕп-ши эп сывалса,
Чирлĕп эп, тен, ӳлĕм те?
Манăн чирĕм - эс пĕлни,
Урăх пĕр çын та пĕлмест.
Татрăн шанăç çеçпĕлне,
Ĕнтĕ вăл тек-тек ӳсмест.
Эп - хирти пĕччен юпа -
Киленеп юратупа.
Пит савать мана сив çил:
Вăл ыйтать: "Ăçта сан кил?"
Килĕм хамăн ăшăмрах,
Эп унтан тухмастăп халь.
Сивĕ, шăрăх - ман çумрах,
Вĕсенчен хăпмастăп-ха.
Эп - хирти пĕччен юпа -
Киленĕп юратупа.
Ман тавра чечек, чечек -
Пит хитре, пурте чечен.
Çу иртет те кĕр çитет,
Кĕр иртет те хĕл çитет:
Эп тӳсĕп çил-тăмана -
Улшăнчĕ-çке самана.
Тĕрлĕ çумăр çĕртнипе,
Вăхăчĕ те çитнипе,
Вăйсăр çилĕ вĕрнипех
Тӳнĕп, пулмăп эп текех.
Малалла
Çурла уйăхĕ вĕçленсе пырать. Хĕвел малтанхи хевтине çухатнăран самаях сулхăнланчĕ. Халĕ эпир пӳрнесене çурлапа кастарса тырă вырмастпăр. Пире, арçын хурăмĕ çапнă шĕвĕрсене, Петĕр тете - уй-хир бригадирĕ - урăх ĕç тупса пачĕ: ана çинчи çĕмелсене йĕтем çине турттармалла. Унта вĕсене çĕр пичĕ йĕпе-сапаран типсе çитиччен /пирвайхи шăнпа авăн çапма тытăнаççĕ/ капана хываççĕ.
Лаша çитмен пирки вăкăрпа турттаратпăр. Ыраш ани çинчен йĕтеме çитме çухрăм çурă-иккĕрен ытла мар. Апла пулин те кун каçипе тăваттă-пиллĕкрен ытла хутлаймастпăр. Мăран вăкăрсене чăпăрккапа ăшалани те, шĕшкĕ е çĕмĕрт хуллипе чашлаттарни те пулăшмасть - пыраççĕ хăйсене май лӳпперрĕн ланккаса. Çап, кăшкăр, хăрат - хăнк та тумаççĕ! Вăкăр мар, слон тейĕн. Хупах-хăлхисене юлхавлăн выляткаласа илеççĕ те каллех хӳрисене палтăртаттарма тытăнаççĕ, каллех утнă çĕртех тĕлĕреççĕ.
Чи малтан пире - Аркашпа иксĕмĕре - ку ĕçе Курпун Петĕрĕ шанса пачĕ. Иккĕн-иккĕнех: тиеме те, турттарма та çăмăлрах. Пĕри тилхепе тытса пырать, тепри ун-кун пăркаланакан чĕлхесĕр янавара хăвалать. Енчен те çул хĕрринче вăйлăрах чашкăракан ешĕл курăк асăрхарĕ пирĕн Буйвол - ун еннелле пăрăнса кĕмесĕр, тăррине те пулин татса хыпмасăр лăпланмасть.
Малалла
Çĕртен-шывран асли çук,
Атте-аннерен пахи çук.
Тавах тăван аттене
Пире савса пăхнăшан.
Тавах тăван аннене
Кăкăр парса ӳстернĕшĕн.
Ман аллăмра икĕ шур тутăр.
Иккĕшĕнче — икĕ саркайăк.
Юрлас тесен — йĕреп,
Йĕрсен — юрлап.
Мĕншĕн эпĕ кайăк пулман-ши.
Пире иксĕмĕре, савнă тусăм,
Мĕншĕн пĕрле пулма çырман-ши.
Ман юрлас килет,
Сассăм-çке тухмасть.
Макăрас килет,
Куççулĕм тухмасть.
Çак çула çитсе,
Телей эп курман.
Телее кĕтсе,
Иртрĕ пурнăç ман.
Асап та хĕн-хур
Маншăн ялан пур.
Çутă кун анчах
Курăнмасть пачах.
Пуçăм усăнать,
Туртăнать çĕре.
Чунăм пăлханать,
Тем шырать чĕре.
Тус-юлташ тени
Виçĕ пуса çеç.
Паян кун кашни
Пĕтессе кĕтеç.
Мĕншĕн пурăнас
Телей пулмасан.
Телей курăнмасть
Пурнăçра нихçан.
Çынна пуç тайса
Пурнаяссăм çук.
Авăра кайса
Сикеес пуль, теп.
Вара ман çинчен
Пĕлмĕ никам та.
Пĕр-ик çул иртсен
Юлмĕ юррăм та.
Авăр тĕпĕ ман
Мăшăрăм пулĕ.
Пăла шывĕ ман
Аннеçĕм пулĕ.
Атăл айне анаймарăм,
Чей лартса ĕçеймерĕм.
Эп телейлĕ пулаймарăм,
Савăнса çуреймерĕм.
Атăл айне аннă пулсан,
Хăпарайман пулăттăм.
Эп телейлĕ пулнă пулсан,
Çуралман та пулăттăм.
Атăл та хумханчĕ пуль,
Сĕве те хумханчĕ пуль.
Икĕ хумĕ пĕрле пулса
Карапа пытарчĕç пуль.
Анне те ылханчĕ пуль,
Атте те ылханчĕ пуль.
Икĕ ылхан пĕрле пулса,
Телее пытарчĕç пуль.
Атăл çине шур пир сарнă,
Типĕ халĕ майĕпен.
Çамрăк пуçа хуйхă ӳкнĕ,
Иртĕ халĕ майĕпен.
Шупашкартан таврăнакан Карачăма арăмĕ картишне тухсах кĕтсе илчĕ.
— Ну. каласа пар, мĕнле кайса килтĕн? — ыйтрĕ упăшки пӳрте кĕнĕ-кĕмен.
— Йĕркеллех... Чиперех...
— Йĕркеллĕ пулсан ма çав териех — юлашки чăххуна пăсара пăвса пăрахнăн — тĕксĕм эс, йӳçек?
— Ан çыпăç-ха. Крахьян, вăрăм çул хыççăн сывлăш çавăрма пар.
— Кур-ха эс ăна, «ан çыпăç». Мĕнле шăна çыртнă сана? Ăнсăртран унта, хулара, пĕр-пĕр шакла пуçлă майра тупса ямарăн пуль-çке? — çаплах хăпмарĕ Крахьян.
— Çапла, тупрăм. Сирĕн, хĕрарăмсен, ялан пĕр юрă. Луччăк кала-ха: виçĕм кун килтен тухнă чух. такăнманччĕ-и эп? Апла тăк ма ăнмарĕ-ха ман, еккăр-маккăр? Çук-ха, çитессе аванах çитрĕм шурă Шупашкарне. Хама кирлĕ урама шыраса анаталла уттартăм.
Пăхатăп, сарă сухаллă, çилхе çӳçлĕ арçын çамрăк хĕрарăма тăлпалать. Ха-лăх — циркри пек! Çаварĕсене карса пăрахнă та...
— Эс, карманни, чупса пытăн пуль-ха? — йĕплерĕ Крахьян.
— Пымасăр вара! Манăн та юпа пек хытса тăмаллаччĕ-им? «Ма хĕнетĕн?!» — тетĕп çилхеллĕ арçынна. «Сан мĕн ĕç пур, çăпата? Хам арăмпа хам хуçа!» - çапла хаяррăн мĕкĕрсе илчĕ те яра пачĕ мана чышкипе. Вара каллех лешне, арамĕ текеннине, лăскама тытăнчĕ. «Кирлĕ чух, юри тенĕ пекех, хĕрлĕ пакунлисем те çук», — ун-кун пăхкаларĕç пуçтарăнса тăнă арçынсем. Самăртнă ăйăр пекех тĕреклĕ хăйсем. Кашни пĕрер çапсан, виçĕ хĕл каçнă вăкăр та лаштăрах тĕшĕрĕлмелле. Эх, тарăхса кайрăм та ача! Тӳсеймерĕм, хайхи хулиган патне талпăнса пытăм.
Малалла
Вĕçет-вĕçет Хĕвел-атте тавра
Сенкер планета, Çĕр-анне ара.
Кам тапса янă мечĕк пек ăна?
Паян çулсен шутне шутла кăна!
Сан сакăр вунă çаврăм хыçунта,
Кашни, ĕнерхи евĕр, асунта.
Пусать çулсен капмарĕ ват çынна,
Çавăнпала халь тăвăр сан чунна.
Мĕскершĕн пурăнатпăр тĕнчере?
Пур ыйтăвĕ, хуравĕ çук, эре.
Çав вăхăтрах пĕр çын та — хăй тĕнче,
Хĕвел ăшши-ялтравĕ айĕнче.
Пĕртен-пĕрех... Килет те вăл каять...
Пĕр шутласан, самантлăх туйăнать.
Çавăнпала чуна пусать те чул,
Шухăшласан — шăрçаланать куççуль...
Мăн ыррине курайнă эс? Кала,
Чăваш ачи, тĕпленнĕскер яла?
Асрах, паллах, яш ĕмĕр — çутă ир...
Ун чух кашни хаваслă-çке эпир.
Пуçламăшĕ хитреччĕ, лайăхчĕ...
Малашлăх çилĕ сана майăнччĕ.
Шкула иленнĕ эс, чăваш ачи,
Хунанă çĕнĕ пурăнăç калчи.
Çаплах ара, калча пек ӳснĕ эс, —
Малалла
Ырă, тирпейлĕ пурнассăм килет.
Пурнăç кĕрлевĕ хаяррăн силлет,
Сĕм авăра илĕртет, сĕтĕрет.
Пуçăм вара çаврăнать, минĕрет,
Чун аташать, айхашать, иртĕхет...
Хурлăх парнелĕ ултавлă реххет.
Ырă, тирпейлĕ пурнассăм килет,
Манăн курасчĕ сăваплă тивлет.
Çут тĕнчере пĕр пулсассăн кăна
Хам ăнтăлсассăн тутанăп ăна.
Çак шайлашу çĕклесе пынипе
Ырлăхĕ çитĕ çынна пĕтĕмпе.
Пӳрнĕ пулсан – пархатарлă чĕре –
Пурнăçăм ирттĕр хастарлă ĕçре.
Ухăнтăр чун уçлăх юхăмĕнче,
Ăсăм туптантăр ун хумĕ çинче.
Çутă хĕвелĕн сипетлĕ ăшши
Пултăр ман кăмăлăн тутлă тĕшши.
Аслă тĕнчемĕрĕн аслă кĕвви
Пултăр ман шухăшăн чĕрĕ тĕвви.
Эй! тĕнчене тытакан ыр хăват,
Пур нишлĕхрен хăтарсамччĕ, сыват.
Çут тĕнчепе шайлашуллă тăма
Çул кăтартсамччĕ айван ăсăма.
■ Страницăсем: 1... 778 779 780 781 782 783 784 785 786 ... 796
|
Шухăшсем
Struggling to get targeted leads to your...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем