Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Хура-тур лашине
Тытма пĕлес пулать,
Тытма пĕлес пулать анчах мар;
Тытма пĕлес пулать,
Кӳлме пĕлес пулать,
Унсăрăн çула çухатан.
Ыр тăвансем патне
Кайма пĕлес пулать,
Кайма пĕлес пулать, анчах мар;
Кайма пĕлес пулать,
Килме пĕлес пулать,
Унсăрăн тăван сивĕнет.
Хура-тур лашине
Пăхма пĕлес пулать,
Пăхма пĕлес пулать анчах мар;
Пăхма пĕлес пулать,
Савма пĕлес пулать,
Унсăрăн утна çухатан...
Тăван, ай, халăха
Савма пĕлес пулать,
Савма пĕлес пулать анчах мар;
Савма пĕлес пулать,
Ыр ĕç тăвас пулать,
Унсăрăн ятна çухатан.
Кăвак кăвакарчăн ман пулас,
Карлăк çине ларса юр юрлас,
Тертпе асап çинчи тăвансене
Ыр сăмахпа кăштах пулăшас.
Кăвак кăвакарчăн пулайсан,
Çунат сулса вĕçме пултарсан,
Вĕçĕттĕмччĕ тăван çĕршыва -
Атте-анне панă çĕршыва
Кунта, ютра, тусем хитре мар,
Кунта, ютра, çырми таса мар.
Пĕлĕчĕ те ялан хуп-хура,
Хуйхă-терчĕ пĕрмай хам çумра.
Ютра эпир телей тупас çук,
Ютра эпир канăç тупас çук.
Ăшă вырăн шыраса, çĕтĕлтертĕм кĕрĕке,
Ырă пурнăç шыраса, килсе лекрĕм Тĕрĕке.
Эх, юлташăм, юлташăм, атя кунтан тарар,
Тăванах та çĕршыва, атя-ха таврăнар.
Эпир каяс çул çинче чĕрĕ тамăк пур,
Чĕрĕ тамăк леш енче Хура тинĕс пур
Хура тинĕс леш енче — ешĕл çеçенхирсем,
Çеçенхирсем варринче тăван ялăм пур,
Тăван ялăм варринче — тăван килем пур,
Тăван килте савнă аннем пурăнать,
Хăй ачине тăван киле йыхăрать.
Чĕкеç кайăк пулса унта вĕçĕттĕм,
Тăван анне патне часрах çитĕттĕм.
Ах, аннеçĕм, анне, тертĕм ытла пысăк,
Ютри кĕтес — амаçури, тĕнче ытла пăсăк...
"Туслăха тусан ан пустăр", - тенĕ сумлă ватăсем, ăслă шурă сухалсем. Самана улшăннăçемĕн, йăласем хавшанăçемĕн çынпа çын хутшăнасси, пĕрне-пĕри картасси, шел те, пурнăçра пырать йăларан тухса. Халĕ çынсен хушшинче: «Çĕр чухăн тус пуличчен, пултăр çĕр сум сан çумра», - текен каларăш вăйра. Чăннипех те ку çапла, укçа Турри халь сумра. Кĕсйӳ хулăм пулсассăн, мулу тулсах тăрсассăн - эсĕ шанчăклă юлташ, хальхи куншăн саманташ.
Çак шухăша пурнăçра чăнлăх евĕр йышăнма тĕрлĕ-тĕрлĕ майпала пусахласах сĕнеççĕ, куç пăвăртса хистеççĕ. Хавха тухрĕ пулсассăн пĕр витĕмсĕр çухалмасть, хăй тĕллевне çитмесĕр тамаланса лăпланмасть. Нумайăшĕ майĕпен, сисмесĕрех темелле, эй пĕсмелле-чĕмере, çав йăлана йышăнать, хăйĕн тусне-тăванне пурлăх шайне палăртса виçме-картма тытăнать.
Анчах кун-çул урапи ялан кусмасть тӳр çулпа, хăш чух унта тĕл пулать тĕрлĕ-тĕрлĕ сакăлта. Сакăлтана лексенех, çĕнĕ "туссем" çитсенех хайхи-майхи апăрша мăнтăрĕпе мухтанса пăрахăçа кăларнă ĕлĕкхи тусĕсене кăларать куçĕ умне, хăйне нушаран çăлма тилмĕрет вĕсене. Укçа вăйра пулсан та, чăн-чăн туслăх умĕнче пур-пĕр юлать хыçала, мĕншĕн тесен туслăха илейместĕн укçалла.
Пулăттăм эпĕ çап-çутă хĕвел
Халăх чунне.
Тертле чунне ăшăтма.
Пулăттăм эпĕ турă пек вăйлă
Хам чĕлхене,
Тăван чĕлхене упрама.
Шăпчăк юрри-
Саркайăк юрри-
Юратнă чĕлхе,
Шăнкăр-шăнкăр шыв пек,
Ăшă çил сасси пек-
Аннеçĕм чĕлхи,
Чăвашăн чĕлхи.
Ăсатăр, тăвансем,
Эсир ăсатăр
Хамăр çĕртен-шывран,
Ай, тухиччен.
Хамăр та çĕршывран
Тухнă çĕрте
Шăнкăртатса выртать
Ай, юханшыв.
Шăнкăртатса выртать,
Ай, сулхăн шыв,
Выртса ĕçрĕм, аннеçĕм,
Эп куркасăр.
Ăшăм та каннине
Пĕлнĕ пулсан,
Татах та ĕçес-мĕн
Сулхăн шывне.
Пуçăм çухаласса
Пĕлнĕ пулсан,
Татах калаçас-мĕн
Тăвансемпе.
Татах калаçас-мĕн
Тăвансемпе
Чĕлхе çинчи сăмахсем
Ай, пĕтиччен.
Чĕлхи çинчи сăмахсем
Ай, пĕтиччен,
Пуçра пур хуйхă та,
Ай, сӳниччен.
Кайăк тытассăм килет,
Тĕкне татассăм килет.
Ял аван мар,
Шыв тутлă мар,
Киле каяссăм килет.
Кайăп ĕнтĕ,
Кайăп ĕнтĕ,
Кайăп ĕнтĕ ялăртан
Саркайăкăн чĕппи пулса,
Шыв та ĕçмĕп çырмăртан.
Чăнлăх сывă ĕмĕрех... Этем йăхĕ йăл илсе аталану çулĕпе утăмланă кунсенчех вăл çынсемшĕн тĕнчере пулнă шанчăклă хунтă, тĕрлĕ ыйту тупсăмне тĕрĕслĕхе пуç тайса тупма-хурма пулăшнă. Этемлĕхĕн кун-çулĕ, халăхсен ăраскалĕ чăнлăх тавра çаврăнатъ, пурăнăç урапине вăл малалла кустарать.
Çак çĕр çинчи пĕтĕм ĕç унпа тăрать çыхăнса: çавă шутра тискерлĕх, вăрçă-харçă, синкерлĕх, суя чăнлăх çуратса хур кăтартать тĕнчене. Тепĕр чухне, пăхăсăн, ырă тĕллев палăртсах çуя хываççĕ тамăка, нуша кӳреç халăха. Çавăнпала пурнăçра чăнлăх сăнне уйăрма, ун тупсăмне ăнланма, ăша хывса йышăнма çирĕп тăнпа ăс кирлĕ, чăнлăх тени ялăнах ырăпала çыхăнса пархатарлăх палăртать, ун тĕллевĕ пурнăçра пулмасть урлă та пирлĕ, тĕрĕслĕхĕн хăвачё хуть хăçан та пит вирлĕ!
Çут тĕнчере пурăнан кашни этем хыççăнах вăл пурнăçран кзйсассăн юлать тăрса ячĕ çех - ун ĕçĕсен сумĕ çех! Ырă ĕçсен пайне те, усал ĕçсен лавне те этем илет хăйĕнле - Чăнлăх умне тăратма, тивĕçлипе суд тума.
Чăнлăх пирĕн пурнăçа тăрать витĕр çутатса: мĕн пĕчĕкрен пуçласа ватта çитсе кукăрăлса-пĕкĕрĕлсе ӳкиччен курăмлăрах ĕçсене пĕтĕмпех тăрать курса. Эппин, хамăр пурнăçра, иртен-пыран кун-çулра усал ĕçрен аякра ялан пулма тăрăшар, ырă ĕçсен çӳпçине май пур таран тултарар, Чăнлăх умне тӳр чунпа пырса тăма пултарар!
Тăванран та тăван эс, хаçатăм,
Юратса ал паратăп сана!
Кун-çулра телей, сывлăх сунатăп,
Иксĕлми ирĕклĕх — сассуна.
Халиччен мухтава тивĕç пулнă
Яту сан янраса илтĕнет.
Яланах курăнатăн ятуллă,
Сăн-питӳ кăмăла илĕртет.
Шурăмпуç шуралса çĕкленет-и—
Сар хĕвел тухасса ирĕлсе!
Хĕвел пек сана хапăл кĕтетĕп
Кил умне çуталса килессе.
Тăван çĕр, Чăваш Ен те, Çĕршывăм
Уçăлать-и умра сарăлса —
Пурте халăх чун-чĕришĕн çывăх,
Вуласа савăнмашкăн ансат.
Камăн вăй-халĕнчен сăрхăнать вăл
Çавăн чухлĕ ăс-хакăл, тивлет?
Пĕрлехи ушкăнра çуралать вăй,
Чи хĕрӳллĕ хĕмпе çеç хĕрет.
Самана юрлăхне парăнмастăн,
Çемйӳнте - Турă панă хăват.
Çирĕппĕн, шанăçа çухатмасăр
Эс утатăн "Хыпарçăм", хаçат!
■ Страницăсем: 1... 776 777 778 779 780 781 782 783 784 ... 796
|
Шухăшсем
Struggling to get targeted leads to your...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем