Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чипер АннаЮманлăхра çапла пулнăПирвайхи юратуХум пӑшӑлтатӑвӗКатӑлнӑ уйӑхШăплăхри аслатиСăвăсемпе поэмăсем

Тăван çĕршывăм


1.

Тăван çĕршывăм!

Хурăнлăх, юманлăх,

Мăн Атăл шывĕ, сарлака Çавал...

Йăмраллă ялăм, хурлăхлăн, асаплăн,

Килес куна валли упран вăй-хал.

 

Пуласлăха çапах эс ĕнентерĕн,

Çапах кĕтетĕн çут кун-çул, раскал.

Кĕтни те кăлăх пулмĕ-ши халь тетĕн,

Ăçтан тупайăн паттăрла хавал?

 

Çыр хĕрринчи лаштра та ват юманăм,

Шыв тĕкĕрне куллен пăхасшăн пек

Йăлт кайнă тайăлса. Пĕлесчĕ: камăн

Хал çитĕ-ши ӳсмешкĕн пур пĕрех.

 

Çак юман пек пулсан?..

Шутларăм:

Çĕршывăмçăм, эс — çакă ват юман.

Епле пулсан та тымарна хăртмарăн,

Çавăнпала килес куна шанан.

 

2.

Тăван çăршыв, хăвна саван ачусене

Мĕскершĕн пиллĕх нихăçан памарăн?

Çичĕ юта, Минтăпай пек йăх-яхсене

Эс мĕншĕн амăш евĕр çупăрларăн?

 

Тăван çĕршыв, хăвна саван ачусене

Мĕскершĕн ют çĕре шав хăваларăн?

Ачашламарăн... Чăваш ачи чăваш ятне

Манманшăн пĕртте савăнмарăн.

 

Кашни чĕр чунăн пур тăван кĕтес.

Малалла

Тĕп ыйту


"Çак çĕр çинче епле аван, —

Ыр суннăн йăлтăрать хĕвелĕ,

Анчах ыйтас килет хамран:

"Ăçта-ши ман телей тĕпелĕ?"

 

Юлташ та пĕлĕш, тус-тăван, —

Пурте пурнаççĕ питĕ меллĕ,

Çавах ыйтам-ха эп хамран:

"Ăçта-ши ман телей тĕпелĕ?"

 

Тен, пĕлесси пулмасть хамран?

Çынсем, сиртен ыйтам тĕпчевлĕн,

Эсир хуть калăр-ха паян:

"Ăçта-ши ман телей тĕлелĕ?"

Çил-тăманлă каç


Иван Егорова

Чупрăм-тухрăм урама

чун савнине шырама.

Çунтăм, тупасси пулмарĕ,

çулăм хыпрĕ чунăма.

 

Чун савнийĕм, чун савни,

ытла путсĕр самани.

Кала, тусăм: тупăнсассăн

савăн-и е савмăн-и?

 

Чун савнине савасси —

вăхăтлăха савнасси,

вăрахлăха савăнмашкăн

хама мĕскер сунас-ши?

 

Хӳхлев

1

Касантей каланă: "Çын вăл выльăх,

уйрăмах — чăваш... Çапла, çапла..."

Тен, хăш чух, капла тенишĕн çылăх,

тепĕр чух янрать-тĕр — сăвапла.

 

Пăхăр-ха, мĕнле кăна çын çук халь.

Пăхăр-ха, мĕн хăтланмасть чăваш!

Аллине лексен ан йĕр, ан çухăр,

пуçăнтан çапсассăн — ан анраш.

 

Çаратсан та, тĕп тусан та чăт эс.

Шан: пулать чăваш та тĕрлĕрен.

Пĕр йышшийĕ — шелсĕр, сивĕ, çăтăх,

тепĕрийĕ — урăхрах, ĕнен.

 

Эп яш чух пĕтме пултарнă теççĕ.

Те чăнах вăл çакă, те суя?

Ыр сăнар! Иртеççĕ те иртеççĕ

Малалла

Аннерен хакли никам та çук


Çуралнине эпĕ астумастăп. Анчах анне калатчĕ: çуралтăн эсĕ çу кунĕнче, ыраш çĕмелĕ çумĕнче. Апла тӳрех кĕрсе ӳкнĕ эпĕ çутçанталăк ытамне. Сенкер кăвак тӳпе мана хăйпе чĕркенĕ, хĕвел шевли питĕм çинче сиккелесе вылянă, ăшă çилĕ лăпкăн вĕрсе ман çемçе çӳçĕме типĕтнĕ, анне юррипе пĕрле кайăк сасси хăлхана кĕнĕ. Тен, çавăнпах паян кун та килĕштеретĕп çутçанталăк юррине.

Пӳртре эпĕ выртнă пилĕк талăк. Унтан каллех уя васканă: аннепе тырă вырма. Кăчăрт-кăчăрт çурла сасси паян кун та хăлхара. Тен, çавăнпах пуç таятăп кашни кунах сар çăкăра. Тен, çавăнпах ирех тăратăп хĕвел тухнине курса киленме. Тен, çавăнпах тăрăшатăп çутçанталăкпа килĕшӳллĕ пурăнма.

* * *

Эсĕ — пур та, эсĕ çук та. Чи малтанах эсĕ çуралнă аçупала аннӳшĕн, унтан — халăхшăн. Малтанхи санран килмест, иккĕмĕшĕ — хăвăнтан. Эсĕ пуррине çынсем курĕç тăван ялшăн, халăхшăн тунă ырă ĕçсенче. Çакă пулĕ те вара çуралнине пĕлтерни. Çакă пулĕ те вара сана халăх йышăнни. Çав хушăрах ав куратпăр урăхларах çынсене те. Куллен ĕçе çӳреççĕ, ĕçленĕ пек тăваççĕ, укçине те илеççĕ. Анчах халăх пурпĕрех пит йышăнмасть вĕсене.

Малалла

Икелпеле мăйăр пĕр тĕслĕ


Икелпеле мăйăр пĕр тĕслĕ,

Тĕсĕ пĕр те тути пĕр мар.

Эптелменпе çынсем пĕр тĕсĕ,

Тĕсĕ пĕр те, чунĕ пĕр мар.

 

Çынсен чунĕ — çынсен чунĕ пек,

Эптĕлменĕн — йытă чунĕ пек.

Çутă çăлтăр çӳле хăпарсассăн


Çутă çăлтăр çӳле хăпарсассăн

Çук çыннăн ачисем тăраççĕ,

Çук çыннăн ачисем, ай, тăрсассăн

Куççульпеле питне çăваççĕ.

 

Куçульпеле питне çăваççĕ,

Çаннипелле пусса шăлаççĕ.

 

Ялкăш хĕвел çӳле хăпарсассăн

Пуянăн ачисем тăраççĕ.

Пуянăн ачисем те, ай, тăрсассăн

Шерпетпеле питне çăваççĕ.

 

Шерпетпеле питне çăваççĕ,

Кӳлистанпа пусса шăлаççĕ.

 

Çăлтăр анĕ — вăхăт, ай, çитсессĕн,

Çӳл тӳпере кăна тăрас çук.

Çуклăх иртĕ — вăхăт, ай, çитсессен,

Çук çынсем те шав пулас çук.

 

Çук çынсем те шав çук пулас çук,

Ĕмер-ĕмĕр йĕрсе пурăнас çук.

 

Хĕвел анĕ — вăхăт, ай, çитсессĕн,

Çӳл тӳпере кăна пурнас çук.

Мулĕ пĕтĕ — вăхăт, ай, çитсессĕн,

Пуянсен те шав мул пулас çук.

 

Пуянсен те шав мул пулас çук,

Чухăнсенчен ĕмĕр кулас çук.

 

Хура халăх тăрать кар карласа,

Тăвăл тухсан кайрĕ тăвăлса.

Хура халăх çинчен юр юрлатăп

Хура халăх тăрать карласа.

Малалла

Çĕлен тесе вăрçаç Эптĕлмене


Çĕлен тесе вăрçаç Эптĕлмене,

Сĕм вăрманта куртăм çĕлене.

— Эптĕлмен пек усал эп пулман, — тет, —

Эптĕлмен чул çынна йĕртмен, — тет.

 

Кашкăр тесе вăрçаç Эптĕлмене,

Сĕм вăрманта куртăм кашкăра.

— Эптĕлмен пек тискер эп пулман, — тет, —

Тăр кăнтăрлах пĕртте çаратман. — тет.

 

Явăл тесе вăрçаç Эптĕлмене,

Тĕттĕм каçра куртăм явăла.

— Эптĕлмен пек путсĕр эп пулман, — тет, —

Эптĕлмен чул ылхан эп туман, — тет.

 

Халăх мурĕ тесе вăрçаç Эптĕлмене,

Çеçенхирте куртăм мур чирне.

— Эптĕлмен пек шелсĕр эп пулман, — тет, —

Чĕрĕллех çынсене чикмен, — тет.

 

Эптĕлмен çĕлен мар, кашкăр мар,

Эптĕлмен явăл мар, мур чир мар,

Вĕсенчен те ирсĕр усал вăл,

Вĕсенчен те тискер йĕксĕк вăл.

Эптĕлменĕн килĕнче


Эптĕлменĕн килĕнче те килĕнче

Ай, йытăсем улаççĕ те улаççĕ,

 

Ай, йытсем мар, йытсем мар та

Арăмĕсем йĕреççĕ, йĕреççĕ.

 

Эптĕлменĕн вунçич арăм, вунçич арăм,

Вунçиччĕш те хĕвел пек, хĕвел пек.

 

Эптĕлменĕн çирĕм çич йытă, çирĕм çич йытă,

Çирĕм çиччĕш те кашкăр пек, кашкăр пек...

 

Çирĕм çич йытти пурăнаç пурăнаç — улпутла.

Вунçич арăмĕ пурăнаç пуранаç — хăрхăмла.

Чĕлхе пирки


"Чăн малтан сăмах пулнă", - тенĕ ăслă Библире, авалхи кĕнекере. Сăмахпа сăмах пĕрле, пĕрне-пĕри витерсе, чĕлхе никĕсне тăвать, çĕр çинчи кашни çыннах хăй халăхĕн ăс-халне сăмах урлă çитерсе чунне-чĕрине хывать. Çавăнпа та пурнăçра тăван чĕлхе сăмахне, сăвви-юррин асамне çĕр çине çуралакан кашни пĕчĕк пепкене пехиллеме тивĕçлĕ. Ламран лама куçакан ăру ăслайĕн мулне мăш-мăш сывлан шăпăрлан сăпка юрри тăнласа, юмах-халап итлесе ăшне хывма пултартăр. Кăштах ӳссе вăй илсен ашшĕ-амăш сĕннипе ача пахчин хапхине уçса кĕрсен пепкене савса хăйĕн ытамне илтĕрччĕ тăван чĕлхе! Аслисем ăс панипе, тус-тăнтăшĕ сĕннипе унăн чунĕ тĕпĕнче чĕвĕлти чăваш чĕлхи çирĕп никĕс хывтăрччĕ, ĕмĕрлĕхе вырнаçса хăватланса пытăрччĕ. Ача пахчи хыççăнхи тĕрлĕ сыпăкри пĕлӳ пĕтĕмĕшле ăс парса, тĕнчери ăс-тăн мулне çамрăкăн ăшне хывса унăн чунĕ-чĕринчи тăван чĕлхе туйăмне сĕвĕрĕлме ан патăр, çĕнĕ майпа пурнăçра аталанма çул хывтăр. Ун чух вара, тупата, хамăр савса çуратан ачамăрсем тĕнчере урăх чĕлхе ытамне паянхи пек çăмăллăн тарса кайман пулĕччĕç, чăваш пулса çуралса ют халăха тухмĕччĕç.

Тăван чĕлхе сăвапне, унăн шутсăр хăватне темшĕн ытларах чухне пĕлейместпĕр хаклама, кирлĕ пек хисеп тума. Чăнлăх вара çакăнта: атте-анне чĕлхипе калаçакан-вулакан, ăна сума сăвакан хаклă тĕпренчĕксемсĕр, чăвашла пичетленекен кĕнеке хаçатсемсĕр, тăван юрă-кĕвĕсĕр, театрпа ӳнерсĕр — чăваш ятпа çӳрекен халăх йышĕ сайралать, малалла та ĕç-пуç çав çулпах кусса пырсан чăваш ячĕ çĕр çинчен çухалма та пултарать! Çак инкек сиенлĕхне пултаруллă харсăрсен, тăван халăх шăпишĕн явап илнĕ паттăрсен çĕнме майсем тупмалла — чăваш йăхĕн кун-çулĕ мал еннелле чупмалла!

Малалла

Хĕрсем утă çулма тухса каяççĕ


Хĕрсем утă çулма тухса каяççĕ,

Умĕсене шурă саппун çакаççĕ.

Эп ют кас ачипе калаçнăшăн

Хĕрсем кураймасăр тăраççĕ.

 

Уйăх çути çутă çутатать иккен,

Ун çутипе çӳреме пулать иккен,

Ман чуна савни çунтарать иккен,

Тăшманран та вăйлăрах иккен.

 

Сад пахчинчи кĕрен мăкăнь чечекне

Пĕр кас çумăр çуса йĕпетсе кайрĕ.

Ăш пусаракан чунăм савнине

Тăшман килсе уйăрса кайрĕ.

■ Страницăсем: 1... 775 776 777 778 779 780 781 782 783 ... 796