Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ылханлă хура çĕмĕртКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...ЛаохÇавал сарăлсанПурнӑҫ утравӗсемПепке çуралсан...Пограничниксем

Çуртапа Çĕрле


Чĕтресе йĕрекен сар Çурта пилĕкне

Çăмламас аллипе хыпашлать тĕттĕмре

Артакпа1 сывлакан тухатуллă Çĕрле.

 

Ăнланать: кун каçа ăна çеç кĕтнине,

Хуп-хура куçĕнче хăй сăнне тинкерме,

Пĕр-пĕрин тайăнне2 чĕм кĕртмешкĕн пĕрле.

«Тĕлĕкпе витĕнсе выртакан Тăл-пăва…»


Тĕлĕкпе витĕнсе выртакан Тăл-пăва3

Силлесех — ыйхăран тăратать çĕр хута

Курпунланнă Ыйту — тупăнман Хурава

Шыраса памасан евитлет шур Хута.

 

...Тахçанах çапăнса çӳрекен Ыйтăва

Йышăнать пĕтĕмпех чăтакан шурă Хут;

Чĕнтерет те хушать пăхăнуллă Сăвва:

Кĕр çăка4, хунтăла5, çĕнсе ил тепĕр хут!

 

Тăл-пура пурнакан Чĕрепе Ăс-тăнран —

Сăвăри йĕркесем пуçарсассăн чĕр сут —

Пăвăрланнă Хурав пуç кăтартрĕ аран...

Тек Ыйту силлемест, ун пачах урăх шут...

Пукане


Пĕчĕк тусăм, пукане,

Ма ӳкертĕн пуканне?

Ăçта хутăн урине

Пĕчĕк упа çуринне?

Ма тиркерĕн апатне:

Тутанман та салатне.

Ӳпĕнтернĕ чашăкне?

Хуçнă мар-и кашăкне?!

Ах, тирпейсĕр, ах, наян,

Мĕн хăтланнă эс паян?

Малашне сана ялан

Ертсе çӳрĕп хампалан.

Илем


Янкăр пĕлĕт айĕнче

Сар хĕвел сапать шевле.

Çавăнпа та çут тĕнче

Хӳхĕм те чечен хĕлле.

Таврара сĕм çĕрлеччен

Янăраççĕ сасăсем.

Вăрманта юр айĕнчен

Пуç çĕклеççĕ чечексем.

Антальйăри кану


Ку ĕç-пуç пирĕн урлăшăпе те сарлакăшĕпе те таçта çитиех тăсăлса выртакан çĕршывăн пĕр кĕтесĕнче пулса иртнĕ. Паянхи кун вăл хăть те ăçта та пурнăçа кĕме пултарнă, çавăнпа тĕп-тĕрĕс вырăнне палăртса тăмăпăр. Тата вăл пĕлтерĕшлĕ те мар…

 

* * *

Иванов Мĕтри пурнăç тути-масине чухлакан маттур йĕкĕт ĕнтĕ, çавна май «пĕрре çеç килекен» ĕмĕрĕн мĕнпур вăхăчĕпе туллин усă курса юласшăн. Хăй кăна, хусах каччă (халăх калашле, «пĕр кут та пĕр пуç»), пулсан темех марччĕ-ха, çак пăтăрмах та сиксе тухмĕччĕ, анчах Мĕтрин çамрăк арăмĕ пур-çке. Халь сире каласа паракан ĕç-пуç та ăна пулах пулса иртрĕ.

Машук (Мĕтрин арăмĕн ячĕ çапла) питĕ илемлĕ хĕр. Ытарайми чипер тесен те йăнăшмăпăр. Ăна качча илнĕшĕн Мĕтри çав тери савăнать, çакă ăна ытти çынсенчен пуринчен те телейлĕрех тăвать. Ара, Машук хыççăн, мĕн чухлĕ каччă чупмарĕ вĕт? Анчах вăл никама та мар, шăп та лăп ăна суйласа илчĕ, ăна качча тухрĕ!

Авланнă е качча кайнă хыççăн çыннăн кăштах лăпланмалла пек те, анчах паянхи каччăпа хĕре ку пусăрăнтарать-и вара? «Çамрăк ĕмĕр пит кĕске, савăнса-киленсе юласчĕ», — тет пулĕ паянхи яш-кĕрĕм. Çемье çавăрни вĕсемшĕн темех мар. Машукпа Мĕтрин те йăли-курки ытти çамрăксенни пекех: каçхи клубсемпе ытти савăнмалли çуртсене куллен тенĕ пекех çӳреме хапăл. Йыш шучĕ виççе çитиччен хăйсемшĕн пурăнса юласшăн ĕнтĕ çемье чăмăртанисем.

Малалла

«Ăстам! ăсна ăсса…»


Ăстам!

ăсна

ăсса

ăтса6

юласчĕ:

Юмна7

юнпа

юрса

юрра

хывма.

Хална

хыпса

хуртан

хама

çăласчĕ:

Çуртан

çунса

çутма

çурман8

çулна.

«Хам хама кĕтсе илетĕп…»


Хам хама кĕтсе илетĕп

Тупăк умĕнче:

Мĕн тери хитреччĕ эпĕ!..

Кур та — юл тĕнче!

 

Çук, ӳпке-сапка таврашĕ

Юлмĕ ман хыçран:

Эп пуçланă пурнăç маршĕ

Тăсăлать ыран.

 

Ал çупсах мана ăсатĕç

Уйăх леш енне:

Хăпăтса хăварăп — ят çеç —

Теприне чĕнме.

«Çакăнтан тепĕртак…»


Çакăнтан...

тепĕртак9

çӳлерех

хăпарса

сăнасам:

Хуравсем

вĕлерми

Ыйтупа

кĕрешсе

йăлăхсан

 

Çĕнтерӳ

калемне

сĕтĕрсе

çапăçу

хирĕнчен

 

Салтакла,

лаплатса

утакан

Ритăмсен10

ретĕнче

 

Пурнăçпа

хăйранса

çивĕчленнĕ

Сăмах

сăннисем

 

Рифмăна

пăхăнса —

кастармасăр —

пыраççĕ,

тивсе.

Еркĕн


Юрă умĕнхи

Сара кăтра çӳçĕме

Эпĕ турам-и?

 

Вăрăм яштак пĕвĕме

Тӳрĕ тытам-и?

 

Шурă çамкам сарлаки

Çынна курăнтăр:

 

Ватă çын та çамрăкки

Мана пуç тайтăр.

 

Пуç тăррине картуса

Чалăш лартам-и?

 

Хура пустав сăхмана

Йӳле ярам-и?

 

Тĕрлĕ умлă шур кĕпи

Капăр курăнтăр:

 

Сарă хĕрсен кăмăлĕпе

Пире пăхăнтăр.

 

Вун хĕлĕхлĕ кĕслене

Алла тытам-и?

 

Шĕвĕр пӳрне вĕçсемпе

Кĕвĕ калам-и?

 

Эпĕ илтсе пĕлнине

Пĕтĕм çын пĕлтĕр,

 

Иртсе кайнă ĕçсене

Илтсе тĕлĕнтĕр.

 

Хутран-ситрен, ывăнсан

Пуçпа сулам-и?

 

Çăвар типе пуçласан

Пăртак сыпам-и?

 

Куçăм-пуçăм вут та хĕм

Выляса кайтăр;

 

Илтсе тăран яш-кĕрĕм

Мана тăнлатăр.

 

I. Урха

Аслă Сившура, вĕт юманлăхра,

Пуян та чаплă пурăнать Урха:

Малалла

Ав, вĕрен Петюкран!


Пĕр ирхине (вырсарникун пулчĕ ку), апат тунă хыçсан, Митюк, вунçичче пуснă çамрăк, шакла пуç, ашшĕ пекех хыткан та тăсланкăскер, чăлан стени çумне çакнă тĕкĕр умне пырса тăчĕ. Малтанах вăл тим хурсах хăйне урлă та, тăрăх та виçкелесе тăчĕ, унтан тутине чалăштаркаласа илчĕ, темшĕн куçне те хавхаллăн пысăклаткаларĕ. Чунĕ каничченех хăйпе киленсен, вăрăм сак çине пырса ларчĕ. Хăй шалпартарах джинс костюмпа, уринче хура пушмак. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, вăл ула кăвак куçне сĕтел хушшинче шапăлтатса-çатăлтатса ларакан шăллĕпе йăмăкĕ çине сивлеккĕн чалăштарчĕ, вара, елперсе:

— Эпĕ авланатăп, — тесе татса хучĕ.

Яр шурă кĕпе тăхăннă ашшĕ, çыра сăн-питлĕ, çилпе кушăрканă, çунса тĕксĕмленнĕ ӳтлĕ Мĕкĕте пичче, кутник сакки çинче çĕнĕ армутирен урай шăлмалли шăпăр майласа ларать. Вăл пуçне палт çĕклерĕ, йăлтăркка хăмăр куçĕсемпе ывăлне ӳпкевлĕн пăраласа илчĕ, анчах, шăлтăр-шалтăрах калама юратманскер, нимĕн те шарламарĕ. «Тата мĕн кĕтмелле-ши санран, шăнăçусăр кӳсерен?..» — тăвăрланса илчĕ вăл ăшĕнче.

Амăшĕ, Кĕтерне инке, вăтам пӳллĕ, тулли ӳтлĕ, çутам хĕрарăм, чăваш тĕриллĕ кĕпе тăхăннăскер, сĕтел пуçтарма чарăнчĕ те, ывăлĕ çине таса тӳпе тĕслĕ куçне ирĕксĕртен çавăрса, хытсах кайрĕ:

Малалла

■ Страницăсем: 1... 21 22 23 24 25 26 27 28 29 ... 796
 
1 артак — ачашлăх
2 тайăн – шăпа, пурнăçламалли тĕллев
3 тăл-пу — кĕлетеке, ӳт-пӳ
4 çăка кĕр — хӳтлĕх пар
5 хунтăла — хӳтĕле
6 ăт – куçарса ил
7 юм - асам
8 çурман – уçман
9 Тепĕртак - диал. еще немного, еще чуть-чуть.
10 Ритăм - ритм (эррати́в — слово или выражение, подвергнутое умышленному искажению носителем языка, владеющим литературной нормой, для придания особого эффекта.