Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

КĕперАсамат кӗперӗ сӳничченЮрату ҫӑлкуҫӗХӗвел мулкачӗсемПограничниксемЧапшăн пурăнмастпăрХĕрес хывнă хĕвел

Ташлать Илемпи


Тулта сивĕ çил каш кашлать.

Пӳртре Илемпи таш ташлать.

Пăхать кантăкран сивĕ çил,

Пăхать-тĕлĕнет сивĕ çил:

Ташлать Илемпи, ташлать,

Шăвать вăл, ишет акăшла.

Хулне вылятать кĕвĕ май,

Пуçне вĕлт! ухать шунă май.

Алне Илемпи вăшт! сулать,

Ташланă май йăл-йăл кулать

Е вырăнтах вĕл! çаврăнать,

Сиксе тăпăрт-тăпăрт тăвать.

Ташлать, Илемпи ташлать:

Сăмси те, ури те ташлать,

Çанни те, арки те ташлать...

Пăхать, чăтаймасть сивĕ çил.

Пуçлать ташлама шухă çил.

Хăй шăпăр калать, хăй ташлать,

Ташланă май каш-каш кашлать.

Тулта сивĕ çил каш кашлать,

Пӳртре Илемпи таш ташлать.

...Ташлать сивĕ çил, ташлать...

Халтан кайрĕ, хаш! хашлатать,

Пуçне усрĕ, сулчĕ алне,

Канма выртрĕ кив сак айне...

Юрату кимми


Пĕлеймерĕмĕр пуль, савнă тусăм,

Юрату тинĕс пек пулнине.

Çавăрать халь пире сивĕ юхăм...

Путарасшăн пулас хум айне!

 

Тайăлать, чӳхенет пирĕн кимĕ,

Сивĕ çилĕ лăскать парăсне.

Кĕрлесе çывхарать çӳллĕ хумĕ...

Çĕнеетпĕр-ши ун хăватне?

 

Тинкерсем малалла, савнă тусăм!

Шырасам юрату çыранне!

Тен, вĕçертĕ пире сивĕ юхăм —

Путас марччĕ-çке ун авăрне.

 

Пĕр-пĕччен тăвăла çĕнтереймĕн,

Хума хирĕç ишсе тухас çук!

Юрату пĕр сӳнсен — тивертеймĕн.

Кĕл çинче кĕлчечек шăтас çук!

 

Анланасчĕ санпа, хаклă çыннăм,

Юратма çăмăл мар пулнине.

Ан тивейтĕр пире сивĕ юхăм!

Ырă çул — юрату киммине!

Юратма пĕлменшĕн ан ятла


Çурхи каç паян илĕртмест чуна.

Уйрăлса каян, эп туяп çавна.

Куçăмран пăхсам! Чăннине кала.

Юратма пĕлменшĕн, тусăм, ан ятла!

 

Макăрать чĕре, тăкăнать куççуль.

Çичĕ ют пире уйрăлтарчĕ пуль.

Юлашки хутчен ăшшăн çупăрла.

Юратма пĕлменшĕн, тусăм, ан ятла!

 

Уйăх пек сăнна астуса юлам,

Кĕçĕр каç кăна эп санпа пулам.

Пӳлес çук, савни, эс каяс çула!

Юратма пĕлменшĕн, тусăм, ан ятла!

 

Тен, тулли телей тепринпе тупан...

Маншăн та хĕвел тухĕ-ха ыран.

Çав-çавах мана хыттăн ан хурла.

Юратма пĕлменшĕн, тусăм, ан ятла!

Кăмăл улшăнчĕ


Çук, пĕрре те килĕштермест Якур мучи хальхи çамрăксене. «Ытла та çăмăллăн, пурнăç хуйхи-суйхине туймасăр, çав тери ирĕккĕн, кахаллăн çитĕнеççĕ, — тет вăл кашнинчех, пăнтăр-пăнтăр балалайка е гитара çĕклесе çӳрекен хĕрсемпе каччăсем çине кӳренчĕклĕн пăхса. — Тьфу, юррисем те пулин чуна килĕшмеллисем мар. Ăçтан, кăна чакаласа тупаççĕ пулĕ çав териех хăлтăр-халтăр кĕвĕллĕ юрăсене?»

Мĕн калăн, çын ачисем кăна мар, хăйĕн мăнукĕсем те итлесех каясшăн мар çав ват çынна. Аслă ывăлĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ, ав, темĕнле йĕкĕтпе ирĕкелле тапса сикрĕ. Мĕн чухлĕ ятламарĕ пулĕ ăна аслашшĕ, ăçта унта, хăлхана та чикмерĕ. Стройкăри ĕç илĕртнĕ пулать ăна, çапла пулмасăр, ват çынна улталаймăн, ара ашшĕ-амăш куç хыçĕнче ирĕк пурнăç çав ĕнтĕ. Э-эх, вăл ача-пăчана… Ĕнер тата кĕçĕн хĕрĕн аслă ывăлĕ авланма шут тытни çинчен пĕлтерсе çыру янă. Ара, кукашшĕнчен пĕр шит уйрăлмасăр чупса çӳренĕ Хĕветĕр, кашни сăмахрах кукаçи те кукаçи тенĕскер; халĕ ак унран ыйтмасăр, унпа канашламасăр авланасшăн. Ăçта пулнă ĕлĕк çавăн пекки?

Çĕр каçипе йăшталанса выртрĕ мучи вырăнĕ çинче. Мамăк тӳшекĕ те ăна çав тери хыттăн, аяк пĕрчисене ыраттарнăн туйăнчĕ, кăпăшка минтерĕ те пуçне кантармарĕ. Кăвак шуçăм килсен вара карчăккипе кăшт-кашт калаçкаларĕ те кутамккине çĕклесе хулана мăнукĕ патне кайма пуçтарăнчĕ.

Малалла

Кĕтерне


— Каç пулттипе, Кĕркури,

Атя ĕне çитерме.

— Пырăп, — терĕ Кĕтерне.

Пытăр эппин. Пытăр-и?

Ытти хĕрачасем пек

Пирĕнтен вăл ютшăнмасть.

Хамăрла вăл пĕтĕмпех —

Курнăçланмасть, юнтармасть.

Ашшĕпе те мухтанмасть,

Амăшпе те мухтанмасть.

Юлашки чĕл çăкăрне

Çурмалла тума хавас.

Атя ĕне çитерме,

Кĕл улмийĕ пĕçерме,

Савăк юрă итлеме.

Эх, юрлать те Кĕтерне!

Чĕмсĕр шыв


Пӳрт çинче пит уççăн, сыввăн

Хавасланчĕ çумăр шывĕ.

Вăл хăех каларĕ шăпăр,

Пĕр ташларĕ тăпăр-тăпăр!

Çĕр çине кĕç сиксе анчĕ —

Сиксе анчĕ те шăпланчĕ.

Пухăнчĕ кӳлленчĕке,

Ĕнтĕ юрламасть текех.

«Эс кама капла кӳрентĕн,

Мĕн пирки халь чĕмсĕрлентĕн?»

«Лекрĕм мар-и тыткăна...» —

Терĕ шăппăн вăл мана.

Тытрăм пĕчĕк кĕреçе,

Тытăнтăм хĕрсех ĕçе.

Уçрăм эпĕ анлă çул —

Шыв ал сулчĕ: «Чипер юл!

Тавтапуç! Эс çул уçса

Питĕ пулăшрăн мана».

Шăнкăр-шăнкăр юрласа

Шыв васкарĕ çырмана.

Кӳлĕ


Ярăм-ярăм сапрĕ

Хĕвел çут хĕмне.

Кӳлĕ шывĕ çакрĕ

Кĕмĕл теветне.

 

Лăпкă çил хускатрĕ

Вĕтĕ хумсене.

Тевет çинчен татрĕ

Çутă тенкине.

 

Вĕлт те вĕлт çухалчĕç

Татнă тенкисем...

Ак каллех çуталчĕç —

Шыв çинчех вĕсем.

Эс пур чухне


Çулсем иртсен те чĕремре

Пачах сӳнмен-ха шĕл кăвар.

Эс пур чухне çак тĕнчере

Мана никам та кирлĕ мар.

Мана никам та кирлĕ мар,

Пĕр çулпала ялан утар!

 

Çут уйăх пек чипер сăнна

Куç илейми курас килет.

Саватăп пĕр сана кăна,

Чăн юрату телей пиллет.

Чăн юрату телей пиллет,

Пур инкекрен те хӳтĕлет!

 

Эс манпа чух, эп санпа чух

Пире çĕнеймĕ çичĕ ют.

Чăн юратăвăн вĕçĕ çук.

Çакна калатăп çĕр-пин хут!

Çакна калатăп çĕр-пин хут,

Ĕмĕр çулне манпа эс ут!

Тĕлĕнмелле «кĕнеке»


Вăл кун эпир Йăлăм вăрманне кăмпа татма кайрăмăр: эпĕ, Мирон Кузьмич, кӳршĕ ачи Эрхип — виççĕн. Çывăхра çынсем нумаййăн çӳренĕ, кăмпа шыраса хырсем айĕнчи «кавире» тăпăлтарсах пĕтернĕ, çавăнпа пире Мирон Кузьмич тӳрех инçете, çынсем питех çӳремен вырăна, ертсе кайрĕ. Мирон Кузьмич вăл, Йăлăм вăрманне тахçантанпах çӳрекенскер, хăш вырăнта мĕнле кăмпа ӳснине лайăх пĕлет.

Вăрманти çулпа чылай инçете кайса пĕр шурлăхлăрах тĕле çитрĕмĕр, çулран пăрăнса кĕтĕмĕр те, эх, кăмпа!.. Шучĕ те, вĕçĕ-хĕрри те çук! Шур кăмпа, хыр кăмпи, хурăн кăмпи, хĕрлĕ кăрăç… Пĕринчен тепри илемлĕн курăнса: «Мана тат, мана!» — тенĕ пек илĕртсе лараççĕ. Кунтăсене тем хушăра туп-тулли тултартăмăр.

Кунĕ питĕ ырă кун пулчĕ: уяр, лăпкă, сывлăш таса; вăрмантан тухас килмест. Вăрманĕ ку вырăнта питĕ илемлĕ. Тӳпемрех çĕрте — авалхи хырсем, айлăмра — хурăнлăх, пысăках мар кӳлĕ пур, ун тавра карталанса хăмăш ӳссе ларнă.

Тулли кунтăсемпе карçинккасене атăш курăкĕпе хупласа çыхрăмăр та киле таврăнас умĕн канма лартăмăр.

«Крли-и-и! Крли-и-и!» — илтĕнсе кайрĕ сасă.

— Тăрнасем!.. — кăшкăрса ячĕ Эрхип.

Малалла

Шурă хурлăхан


Те шăрçа ку, те пăрçа:

Савăнтарать пахчаçа.

Хĕрлĕ мар, хура та мар,

Симĕс мар вăл, сарă мар.

Ку вăл — шурă хурлăхан —

Витĕр курăнать пăхсан.

Çип çине тирсе тухсан

Мăй çыххи тума аван.

Шурă хурлăхан ӳсет

Пирĕн пахчара кăна.

Камăн çиесси килет —

Килсе курăр хăнана.

■ Страницăсем: 1... 23 24 25 26 27 28 29 30 31 ... 796