Уйăх çинчи пике курнă...
1
Ĕнтĕ тарăн çырмасем юр шывне сиктере-сиктере шавлăн юхтарса ăсатрĕç Атăлалла, çĕр пичĕ хĕл кирĕкĕнчен çăвăнса тасалчĕ. Йывăç-курăк сатур ешерет апат-çимĕç паракан нӳрлĕ тăпрапа киленсе. Сывлăш — сим пыл. Пурте кăкăр туллин сывлать. Ял çынни вара пĕр пысăк ĕçрен пушанчĕ — çĕрулми лартрĕ.
Шăп çак кунсенчен пĕринче Çырмапуç ялĕнче хыпар сарăлчĕ. Питĕ хăвăрт. Тĕрĕссипех каламалла, хыпарĕ лайăххи, халăха хавхалантараканни.
— Фельдшер килчĕ. Паян ăна ял администрацийĕн пуçлăхĕ Карп Сидоровичпа медпункта ертсе кайрăмăр, — терĕ медпунктра тахçантанпах техничкăра ĕçлекен тăлăх арăм Сухви шыв колонки патĕнче тĕл пулнă кӳршине, Анук тăхлачăн кинне.
Путех, çак хыпара çил ачисем хăйсен çунатти çине лартрĕç-тĕр. Вĕçтерчĕç урамсем тăрăх, кĕрсе тухман пĕр кил хăвармарĕçех. Шĕкĕлченчĕ пулĕ пурин çăварĕнчех, вара кашнин ăшĕнче пин ыйту çуратрĕ-тĕр ку хыпар.
— Фельдшерĕ мĕнлескер? Арçын-и, хĕрарăм-и? Ватă-и, çамрăк-и?
Хуравĕ акă мĕнле:
— Çап-çамрăк хĕр пĕрчи. Ячĕ — Умрай, хушамачĕ — Пушака.
Чăваш тени мĕн илтнипе çеç çырлахмасть, унăн куçпа курса ĕненмелле. Утрĕç вара урам тăрăх. Ваттисен хăйсен сăлтавĕ пур. Вĕсем аптрасах çитнĕччĕ-ха, ара, мĕн те пулин ыратсан никамран та пулăшу çукчĕ. Йĕкĕтсен хăйсен тĕллевĕ: фельдшерĕ чăнахах та çамрăк пулсан ăна арăм тума май килмест-и? Юлашки çулсенче авланма вăхăт çитнĕ яшсем йышланчĕç. Сăлтавсăр мар, ара, ялта çитĕннĕ пĕр хĕр упраç юлмарĕ. Тăван кил çывăхĕнче ĕç тупайман пирки чылайăшĕ хулана тапрĕ.
Ав туя тытнă карчăк-кĕрчĕк, ятарласа капăр тумланнă каччă-терĕш иртет пысăк чӳречесемлĕ, уй хĕрринче ларакан шултра хыр пĕренесемлĕ медпункт çурчĕ умĕн. Пурте тинкерсе пăхрĕç. Алăкĕ хупă. Курчĕç: хуралта — «салтак» — пысăк çăра. Кантăкран та тулалла никам пăхмасть. Шел, кашниннех кăмăл хуçăлчĕ вара. Ăçта-ши пурте курма ĕмĕтленнĕ çынни?
* * *
Умрай Пушака фельдшер çак вăхăтра ял çăвинче вил-тăприсен речĕсем хушшипе такăрлатнă сукмаксем тăрăх çӳрет. Айккинчен пăхсан ăна пукане тейĕн. Кашта евĕр вăрăм мар вăл, тунката пек лутра тесе те калаймăн. Чух эппин. Пилĕкĕ çип-çинçе, тупата, ним мар йĕп çăрти витĕр тухать. Çакă халĕ уйрăмах куçа курăнать: унăн çийĕнче хура костюм, кофти — пилĕклĕ. Сарă çӳçĕ вăрăм. Ăна çивĕтлемен, çурăм çийĕпе ярт янă. Калăн, çӳç пайăрки мар, тутăр шерепи. Пуçĕнчи кăвак тĕслĕ беретне çамкине хупласах пусса лартнă. Куçĕ хĕсĕкрех унăн. Чакăр тĕслĕрен-ши, çăлтăр евĕр йăлтăртатать.
Умрай çăва çине амăшĕн вилтăприне шырама килнĕ. Вăл унран пил ыйтасшăн, ара, хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче пуçласа ĕçе кӳлĕнет-çке-ха. Кăçал медицина училищинчен вĕренсе тухрĕ, ĕçлеме çак Çырмапуç ялне вырнаçрĕ.
Ăçтарах выртать-ши мĕскĕн? Паллах, чаплă палăк айĕнче мар. Нимле паллăсăр тĕмеске курсан тăрать Умрай пĕр кана чарăнса. Ун йышшисем кунта сахал мар. Тен, амăшне çак масар çине те пытарман? Кам ăна ăнлантарĕ? Пур-ши çутă тĕнчере çакна тĕплĕн пĕлекен?
— Пур!
Кам çапла хăюллăн сас парать?
— Тавçăру, туйăм, курни!
— Кураканĕ кам?
— Уйăх çинчи кĕвентеллĕ пике курнă. Вăл йăлтах пĕлет. Илмелле çеç алла унăн темиçе çул каялла çырнă кун кĕнекине. Вуласан куç умне акă мĕн-мĕн тухса тăнă пулĕччĕ.
...Çуркунне. Юр ирĕлет. Сĕлкĕшленнĕ çулпа хĕрарăм утать. Эпĕ ăна тахçантанпах пĕлетĕп. Маньакка тесе чĕнеççĕ ăна. Ытти çынсем пек калаçаймасть вăл — чĕлхесĕр. Аллинче çич-сакăр уйăхри хĕрача, Умрай ятлăскер.
Маньакка ача çуртне кайма тухнă. Пепкине вăхăтлăха унта вырнаçтарасшăн. Çамрăк-çке-ха вăл — вунсаккăрта çеç. Ӳлĕм пурăнмалли пайтах. Кирлĕ ĕмĕт тытнă: чĕлхесĕрсен шкулне вĕренме кĕресшĕн. Кайран, вĕренсе тухсан, ĕçе вырнаçсан, пепкине каллех ача çуртĕнчен хăйпе пĕрле пурăнма илсе каять.
Акă вăрăм çул ача йăтнă Маньаккана тарăн çырма хĕррине илсе çитерчĕ. Ун урлă каçсанах — ача çурчĕ. Çывăх вăл, алă тăссан çитмелле. Анчах çул пат! татăлчĕ. Çырма тĕпĕнче шавласа та явăнса çурхи шыв юхать. Пăхрĕ те Маньакка — хăранипе тăр-тăр-р чĕтресе илчĕ. Хăрушă. Ун урлă мĕнле каçмалла тет? Пултарассăн туйăнмасть. Апла каялла каймалла-и? Киле çитме çăмăл-и? Асту. Билет туянса пуйăс çине ларасси хăй мĕне тăрать! Мĕн каласси пур, чăрмав! Шыв сарăлнă айлăмсем те тĕл пулаççĕ. Тепĕр тесен, килте савăннипе алă сарса ыталакан çын çук, нихăçан та пулман. Эппин, нимле хăрушлăха, чăрмава уямасăр малаллах тапаçланмалла.
Тăрать-ха Маньакка çырма хĕрринче. Пуçĕнче çырмари шыв юххи пекех шухăш пăтранать. Хырăм та выçă. Анчах хутаçра çăкăр чĕлли мар, тĕпренчĕк те юлман. Ачи те лăпкă мар, йĕрмешет, вăл та чĕчĕ ĕмесшĕн. Чухласчĕ, кăкринче пĕр тумлам сĕт çук, юхса тухнă кĕрпе хутаççи пек пушанса юлнă. Паçăр Маньакка ăна ăшă çăкăр чăмлакĕ хыптарнăччĕ-ха, тăранайман ĕнтĕ пахăр чунĕ.
— Лĕ-лĕ-лĕ, — йăпатать Маньакка пепкене. — Ан йĕр, няням. Халех çитетпĕр. Унта сана ырă кăмăллă аппасем тутлă яшка çитерĕç, пылак тӳттӳ ĕçтерĕç. Манни пăтти, ах, тутлă-çке...
Чĕлхи «калаçать», куçĕ çырма тĕпĕнче кĕрлесе юхакан çурхи шыв çинчен пăрăнмасть.
Маньакка пуçĕнчи пысăк тутăрне салтрĕ те унпа ачине кăкăр çумне пăчăртаса çыхрĕ. Капла тинĕсри тăвăл хумĕ те пепкине тăпăлтарса илеймĕ. Чи кирли: икĕ алли те ирĕклĕ. Кирлĕ документсене чикнĕ пĕчĕк енчĕкне пиншак кĕсйинчен кăларса ачин хĕвне чикрĕ. Ĕнтĕ хатĕр çурхи шывлă çырма урлă каçма. Тĕрĕслемелле сылтăм ура пуçне шыва чиксе чӳхекелерĕ, тӳрех ӳт-пĕве чĕтрентерсе илчĕ. Тен, тĕпĕ тарăнах та мар. Унăн уринче резин боти. Эппин, шыв витмĕ те-ха. «Атя хăюллăрах пул! — хăйне хăй хĕтĕртрĕ Маньакка. — Эпĕ пĕччен мар, хĕрĕмпе иккĕн. Кайрăмăр. Малалла!»
Мăкăртатнă май сăхсăхрĕ вăл. Леш енне ăнăçлă каçарма тилмĕрчĕ Турăран. Çитменнине, каç чаршавĕ усăннăçемĕн усăнать. Ярт! пусрĕ. Пӳлĕхçĕм, çырлах! Юханшывăн тĕпĕ çук-няк. Юр шывĕ боти ăшне лакăртатсах тулчĕ те ура тунине çĕлен пек явса илчĕ, пĕç тăрăх çӳлелле хăпарчĕ те хăпарчĕ, самант пилĕке ярса илчĕ. Ых-х! Хумсем ăна кимĕ çине вырттарнăн туйрĕ Маньакка. Чиперех юхать. Ишесчĕ. Алăсем итлемеççĕ. «Лĕ-лĕ-лĕ!» — кăшкăрчĕ вăл. «Пулăшă-ăр-р! Пулăшă-ăр-р!» тени пулчĕ ĕнтĕ ку. Ах, çывăхра пĕр çын та çук-çке. Хăтаракан тупăнмĕ çав. Çăвара шыв кĕрет, сăмсана та хупларĕ. Хумсем ытла чăрсăр, сикеççĕ те сикеççĕ пуç урлă. Хĕрхенсемĕр! Ан асаплантарăр! Ахаль те вăл телейсĕр. Астăвăр, унăн аллинче пĕчĕк çын. Çын! Çурхи шыв, шелле! Пĕтме ан пар. Кирек камăн та пурăнас килет. Çын çĕр çине пурăнма çуралнă.
Çурхи шыв чунсăр çав. Тем пулчĕ тата? Юхăм ал арманĕ евĕр çаврăнма тытăнчĕ. Э-э-э, кукăра пырса çапăннă-мĕн. Тӳрĕ çул уçма вăй пухать. Акă хоп! пыра-пыра çапать çырана хăйĕн вăйлă çунаттипе. Шыв хăпарать шĕпĕл-шĕпĕл шĕпĕлтетсе. Тен, ку унăн юрри çапла, тен, чăрмава сирĕлме тилмĕрет. Тыт парне: шурă чечек — кăпăк! Ӳкĕтлени пулăшрĕ-ши, çул тупăнчĕ кукăртан çăлăнса тухма. Халĕ текех чăрманасшăн мар пулас хăйĕн çийĕн йывăр япалана юхтарса пыма. Тен, çакна ăнланчĕ юр шывĕ: ара, чĕрĕ çынсем-çке-ха вĕсем, амăшĕпе хĕр ачине сăмсаха пăрахса хăварчĕ. Пепки каçса кайсах йĕрет, вăл пăчăртаса çыхнă татăкран хăтăласшăн хирĕнет. Пĕчĕк пулин те ăнланать ахăр хăйсем хăрушлăх аллинче иккенне.
«Лĕ-лĕ-лĕ», — мăкăртатрĕ Маньакка. «Лăплан, сар кайăкăм, çăлăнтăмăр», — тени пулчĕ ĕнтĕ ку. Пуçĕ ĕçлет-ха. Çĕр çинче вăрахчен выртма юрамасть, чиперех шăнса пăсăлан. Кӳлепе чул пек хытнă, пачах хускаласшăн мар.
Чылайччен тăрмашсан-тăрмашсан ура çине тăчĕ-тăчех Маньакка. Хăй тăрăх пăр пек сивĕ шыв юхать. Унччен те пулмарĕ, çавăнтах пăчкăпа касса татнă хурăн пек тӳп! кайса ӳкрĕ. Ӳкрĕ те тек тăраймарĕ мĕскĕнскер. Чĕри çурăлчĕ, чунĕ тухрĕ. Юрать-ха, хĕр ачин пурăнас кун-çулĕ пулнă. Ĕмĕрĕ пур та-ха, анчах пĕчĕккĕскере кам çăлĕ? Вăл тĕнчере пĕр-пĕччен, унăн тăван-пĕтен çук. Вăл — тинĕс хумĕ çинчи пĕчĕк кимĕ. Пайтах лăскĕ-ха ăна тăвăл. Ахалех каламан ваттисем тăлăххăн пурăнни — куççуль тăкни тесе.
Сахал-и, нумай-и вăхăт иртет, çырма хĕррине çулпа утакан арçын ушкăнĕ çитсе чарăнать. Вĕсем — вăрман касакансем. Кашнин хулпуççийĕ çинче вĕрлĕк. Çырманалла анчĕç. Тĕрĕсех, шутланă пекех пулса тухрĕ. Ав явăнса юхать çурхи шыв. Утса каçаймăн. Мĕнех, вĕсем çакна пĕлсе хатĕрленсе килнĕ те. Вăйпитти арçынсене хăратаймăн. Вĕсем çурхи çанталăкăн тискерлĕхне сирме хатĕр. Мĕнех, хĕвел аннă пулин, ун вырăнне тӳпере уйăх хуçаланать, çутă ярăмне тĕттĕмленнĕ тавралăха ăсатса тăрать.
Арçынсен ушкăнĕ ĕçе тытăнчĕ. Хăйсем вăрмантан çĕклесе килнĕ вăрăм йывăç вуллисене кĕрлесе юхакан çурхи шыв урлă хучĕç, меллĕ кĕпер хатĕр. Ăнăçлах каçрĕç. Ăнăçлăх кашнинех савăнтарчĕ. Ав пĕри, уçă сасли, савăк кăмăлли, юрласа ячĕ:
Упи каçман çырминчен
Эпир каçса килтĕмĕр...
— Чим-ха, ан ĕрлеш! — чарчĕ ăна юнашар утаканĕ. — Илтрĕр-и? Арçури! Ав ача сассипе епле йĕрет. Илтрĕр-и?
Тăп тăчĕç пурте шăпланса. Тăнлаççĕ.
— Атьăр тарар, атьсемĕр! — хĕтĕртет лешех, чи малтан ача йĕнине илтниех. — Усал ырă тумасть.
— Тĕнчере нимле арçури те çук, — терĕ юрă пуçланă йĕкĕт. Ыттисем пекех тăрса тăн-н итлерĕ. Вара хыттăн каларĕ: — Ара, ку, юлташсем, чăн-чăн ача йĕрет. Çапла, ача сасси. Такам инкеке лекнĕ. Тен, çурхи шыва ӳкнĕ. Шырăр, атьсемĕр!
Сасă илтĕннĕ еннелле çыран тăрăх темиçен чупрĕç. Çитрĕç. Курчĕç. Пăрлă, юшкăнлă çĕр çинче хĕрарăм выртать. Унăн кăкăрĕ çинче — ача. Вăл каçăхсах йĕрет.
— Инке, тăрсам! Мĕн-ма сивĕ çĕр çинче выртан?
— Вилмен пулĕ те? — терĕ тепри.
— Сывламасть-няк!
— Вилнĕ. Чĕрĕ çын ним чĕнмесĕр выртмĕ.
— Ачине алла илер пулĕ, юлташсем, — терĕ вăрман касакансен бригадирĕ, виçĕ ача ашшĕ.
— Ан йĕр, пĕчĕк путене, — тытăнчĕç йăпатма вĕсен умне чĕркуçленнĕ тетесем. Ача те ыратнипе, те ют çынсенчен хăранипе-ши тата хытăрах тытăнчĕ йĕме. Ăна амăшĕ хăй çумне пысăк тутăрпа çыхса лартнă. Ăслă тунă-ха çапла, аттушăн тухса ӳксе шыва путатчĕ.
Арçынсем майĕпен тутăрне салтрĕç. Ача ирĕке тухрĕ. Ăна пĕри çĕклесе илчĕ те ăс парса тăракан бригадира тыттарчĕ. Ача ашшĕ темерĕн, ав епле йăпатма тытăнчĕ:
— Пипи-и сан, няня? Ан йĕр, халех ăшăнăн. — Çапла пуплесе бригадир хăйĕн çийĕнчи туллатнă чĕркуççи таран вăрăм кĕрĕк пиншак тӳмисене вĕçертрĕ те пепкене кăкăр çумне пăчăртарĕ арăкĕсемпе витсе. Кăшт вăхăт иртсен ача лăш пулчĕ.
— Тӳпен çеçенхирĕнче пĕр татăк пĕлĕт çук. Çап-çаврака уйăх ирĕкре, вăл пĕтĕм çĕр питне çутатать, — тĕлĕнет ушкăнти пĕр çамрăк. — Кĕвентеллĕ хĕр пирĕн çине шăтарасла пăхать.
— Çак вилнĕ хĕрарăма шеллет ахăр, — калаçăва хутшăнчĕ юнашар тăракании. — Юханшыв урлă каçма вăй çитернĕ-ха, апăрша. Ăçта кайма тухнă çавнашкал вăхăтра? Вилĕмне çакăнта тупнă. Мĕншĕн?
— Турă çырнинчен иртеймĕн.
— Пӳкле вилĕмрен пӳлĕх те çăлайман тенĕ ваттисем. Малалла мĕн пулнă? Уйăх çинчи кĕвентеллĕ хĕрĕн кун кĕнекине малалла вуланă пулсан акă мĕн пĕлме пулать.
...Çурхи юханшыв урлă хăйсем хатĕрленĕ кĕпер урлă каçнă вăрман касакансен йышĕ тавçăруллă пулчĕ. Пепкене тӳрех ача çуртне илсе кайрĕç. Маньакка та çĕр çинче выртса юлман. Çывăхри масар çине пытарчĕç. Унăн вил-тăприн тĕмескине ĕнтĕ кăнтăрла çурта çутса шырасан та тупаяс çук, ара, ун çумĕнче нимле документ та пулман...
Хĕрĕ Умрай çакна пачах тĕшмĕртмест, вăл амăшĕн ятне те пĕлмест, çӳрет кăлăх ĕмĕтпе чунне пăшăрхантарса. Уйăх çинчи кĕвентеллĕ пикен кун кĕнекине вуласанччĕ, анчах унашкал меслете ку таранччен ăсчахсем шухăшласа кăларайман.
Акă Умрай тăпри путса аннă, армути тĕмĕсем ашкăрнă шăтăк тĕлĕнче чарăнса тăчĕ.
— Аннем, эсĕ выртмастăн-ши кунта? — пуплерĕ вăл хăйпе хăй. — Чухлатăп, санăн ĕмĕрлĕх кил-çуртна тирпейлекен никам та тупăнман. Мансăр пуçне, путех, тек ачу-пăчу та пулман тен. Ыран кĕреçе йăтса килĕп тăпруна юсама. Ӳлĕм сан тавра тĕрлĕ чечек чĕлтĕртетĕ.
Умрай, шăтăк хĕрринче тăраканскер, сумкинчен кулач татăкĕ кăларчĕ те ăна хуçкаласа шăтăкалла пăрахрĕ. «Юратнă аннем, пилле, тутлă кулач умăнта пултăр», — тесе мăкăртатрĕ. Ку малтанхи сăмахсем пулĕç. Вара мĕн паянччен мĕнле пурăнни, вĕренни, çак çывăхри яла ĕçлеме килни çинчен тăхçаларĕ. Малаллахи ĕмĕчĕ пирки те калама манмарĕ вăл: «Халĕ эпĕ фельдшер çеç, ӳлĕм вĕренсе тухтăр пуласшăн. Ĕçлесе ура çине тăрăп та института вĕренме кайăп. Амăшĕсĕр ӳснĕ тăлăх ача пурнăçĕ вăл — йӳçĕ кăшман. Пар мана, аннеçĕм, пил. Пиллĕх илсен пин ылтăн тенĕ ваттисем. Вара пурнăçăм ăнăçлăн тĕвĕленсе пырĕ».
Çак вăхăтра çурăм хыçĕнче тахши кăшкăрчĕ:
— Аннем, илтетне, сан пата кинӳ килнĕ!
Ялт! çаврăнса пăхрĕ Умрай. Хыçра тăра парать çар тумĕллĕ йĕкĕт. Аллинче хăйĕн тимĕр кĕреçе.
— Мĕн терĕн эсĕ? — чăр-р пăхрĕ Умрай салтак çине.
— Аннем вилтăпри умĕнче чипер пике тăнине куртăм та çавăнпа каларăм «сан пата кинӳ килнĕ» тесе.
— Эпĕ хальлĕхе никам кинĕ те мар.
— Ку йăнăша хăвăрт юсама пулать. Мана качча тух.
— Качча тухма эпĕ ӳссе çитеймен-ха.
— Çав кун хăçан çитет? Каламăн-и?
— Сахалтан та пилĕк-ултă çултан.
— Ай-уй! Туя тытса çӳрекен кăрчамине тем тусан та анне кин тумастех.
— Тепĕр пилĕк-ултă çултан эпĕ ватăлатăп тесшĕн-и?
— Тĕрĕс ăнланнă. Ватăлса йӳтес мар тесен паянах, халех, качча тух мана. Анне пил парса ятăр пире.
— Эх, йӳтер. Хăв темиçе те авланнă пулĕ-ха. Килĕнте сак тулли ачу-пăчу йĕрсе ларать-тĕр.
— Йăнăшан. Авланма вăхăт пулман. Çар хĕсметĕнчен паян ирхине çеç таврăнтăм. Атя паллашар, — алне тăсса хăй ятне каларĕ вăл: — Эхтюк.
— Умрай, — терĕ хĕр те ал парса.
Сăмах пине çитрĕ-ши? Сасартăк чĕлхисем çыхланчĕç вĕсен. Йĕкĕт ĕçе пуçăнчĕ, кĕреçипе шăтăка тăпра ывăтрĕ.
— Вăй патăр, — ырă сунчĕ Умрай ăна. Вара каяс шухăшпа айккинелле пăрăнчĕ.
— Тăхта-ха, Умрай, — ĕçе пăрахсах чупса пырса хĕр пĕрчине аллинчен ярса тытрĕ Эхтюк. — Санăн аннӳн вил-тăпри ăçтарах?
— Пĕлместĕп.
— Эппин, ăна пĕрле шырăпăр.
— Васкатăп çав.
— Чим-ха, эсĕ кам хĕрачи пултăн çак? Çара кайиччен сана курнине пачах астумастăп.
— Эпĕ сирĕн ялсем мар.
— Ан култар! Эппин, аннӳн вилтăприне мĕншĕн пирĕн ял масарĕнче шыран? — кулса ячĕ каччă.
— Ытахальтен, — терĕ Умрай.
— Чухлаймарăм...
— Эсĕ тăрăш тавçăрма.
— Аннӳне хăвăр ял çăвине пытарнă ахăр.
— Манăн тăван ял çук.
— Ха-ха-ха, — кулчĕ каллех салтак. — Сĕм вăрманта çуралса упа шăтăкĕнче ӳснĕ тесшĕн-и?
— Мĕншĕн упа шăтăкĕнче? Ача çуртĕнче ӳснĕ. Мана сирĕн яла ĕçлеме ячĕç. Эпĕ — фельдшер. Паян ирпе çеç çитрĕм. Тепĕр сехетрен ĕçе кӳлĕнетĕп.
— Саламлатăп! Ăнкартăм: сан хыççăн аннӳ те пирĕн ял çăвине килсе выртнă. Халĕ масар хапхи патне çити ăсатса яма ирĕк пар.
Хĕр пĕрчи кăшт туртăнкаларĕ. Анчах çăва тăрăх пĕччен çӳрени аванах та мар. «Ăсаттăрин», — шухăшларĕ вара.
Чиперкке хирĕçлеменнине сисрĕ те Эхтюк юнашар утма тытăнчĕ. Вăл пикепе çывăхрах паллашас шутпа хăй хушаматне пĕлтерчĕ: — Иванов. Хĕрĕнне те пĕлчĕ — Пушака.
— У-у-у! Илтме хăнăхман ку хушамата.
— Ача çурчĕ панă хушамат. Çавă çеç.
Каччăн нумай ыйту çуралчĕ, пикен хуравĕ те сахал мар. Вăл пурăннă ача çуртĕнче питĕ хулăн кĕнеке упранать. Унта кашни пепке çинчен çырнă сыпăк пур. Умрай ӳссен çав кĕнекере хăй çинчен çырнине тупса вуланă.
TyroneBoive (2024-11-09 00:17:11):
Best activator windows free download https://www.re-thinkingthefuture.com/technologies/gp2670-downloading-and-launching-kmspico