Сломонсем, паллах, чăн малтанах иностранццăсем пирки пăшăрханаççĕ ĕнтĕ. Валери Туркай суйма памĕ ку тĕлĕшпе.
Атнер // 1460.56.5074
2025.12.12 12:51
Туркай ку темӑпа таса чунпа пире вӗрентме пултарать. Унӑн Илемпипе Силпи хӗрӗсем тӑван чӗлхепе калаҫса ӳснӗ. Маттур вӑл.
Вулакан // 5726.234
2025.12.13 20:47
Сӑвӑҫ вӑл рифмӑпа аппаланса ларакан кӑна.Кунта калаҫу наукӑпа наци политики шайӗнче пулмалла пуль тетӗп.Пӗр-пӗр килте чӑвашла калаҫни лайӑх,анчах ыйтӑва татса пани мар.Кибеч 15ҫул каялла калани паян та актуаллӑ мар-и.Чӑваш чунлӑ чиновнике вӑратас тесе ҫырнӑ ӗнтӗ вӑл.Эпир Атнерпе иксӗмӗр политика тӑваяс ҫук.
Атнер // 1460.56.5074 2025.12.12 12:51
Туркай ку темӑпа таса чунпа пире вӗрентме пултарать. Унӑн Илемпипе Силпи хӗрӗсем тӑван чӗлхепе калаҫса ӳснӗ. Маттур вӑл.
Пире мĕне вĕрентмелле вара Туркайăн? Ачасене килти хутлăхра чăвашлăхра ÿстерме-и? Анчах та Кип(б)еч статйи ку темăпа мар вĕт.
Ĕнтĕ акă Туркайĕ хăй кунта килет те наччасрах сан Киб(п)ечне лăскаса тухать...
Эс пур вара, «тема», «тема» текелетĕн....
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.14 11:07
Вулакан: "Сӑвӑҫ вӑл рифмӑпа аппаланса ларакан кӑна".
Ай, епрех чаплă та тĕрĕс шухăш!!! Ай, савăнтартăн-тăк, вулакан, савăнтартăн!!!
Паллах Пушкин та, Çеçпĕл те, Хусанкай та рифмăпа кăна аппаланса ларнă!
Паллах, вулакан, паллах! Эс çĕр хут, пин хут тĕрĕс!..
... Анчах та темшĕн-çке çав Пушкинах, Çеçпĕлех, Хусанкаях чаплă палăксем лартса панă, вĕсен ячĕсемпе хуласемпе урамсем хисепленеççĕ!...
Мĕншĕн-ши?.. Тен, эс пĕлен сăлтавне, вулакан?..
Валери ТУРКАЙ. 14.01.26
Вулакан // 1314.89.7907
2026.01.15 18:18
Туркай юлташ,ман сӑмахӑм Пушкин пики мар,хальхи чӑваш поэчӗсем пирки.Акӑ эсӗ ху тата икӗ тусу Сарпипе Асамат-виҫсӗр те халӑх поэчӗ ятпа ҫӳретӗр.Халӑх чунне,ӑс-тӑнне,тавракурӑмне хускатса вӑй паракан поэмӑсем пур-и срӗн? Пур пулсан кала-ха.Библиотекӑна чупса кайсах вуласа пӑхӑттӑм.
Библиотекăна пырса абонементра кĕнеке илме е, çавăнтах, вулавăшра, унпа паллашма, никама та чармаççĕ.
Çапах та, вулакан юлташ, эп санăн сарказмна ăнланатăп.
Ара, кĕнеке текенни библиотекăсене те çитет-ха, те çитмест. Калăпăр, Ашмарин словарĕсене те çунтарса яни пирки илтнĕччĕ (ĕненмелле те мар пек, анчах ĕненмех тивет).
Типографирен тухнă-тухман библиотекăсене саланмасть вĕт кĕнеке, бюрократи чăрмавĕсем темĕн чухлех.
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.19 06:08
Вулакан: :",Эсӗ ху тата икӗ тусу Сарпипе Асамат-виҫсӗр те халӑх поэчӗ ятпа ҫӳретӗр(...).
Савăн, тăванăм, савăн, чăваш халахĕн паян Асамат, Сарпи тата Туркай пурришĕн! Юрать-ха пур вĕсем! Вĕсем те пулмасан, тата кам паян"Халăх поэчĕ" ятпа çÿретчĕ?.. Кам?.. Эс-и?.. Куçма кум-и?..
Валери ТУРКАЙ, Чăваш халăх поэчĕ. 19.01.2026
Вулакан // 1314.89.7907
2026.01.19 19:24
Просмотреть данный комментарий можно будет лишь после проверки модератором. На заметку: записи зарегистрированных пользователей под премодерацию не попадают.