Agabazar // 3425.80.9494
2025.08.09 18:35 | |
Сăн çинче сылтăмри пĕрремĕш Эдуард Евгеньевич Лебедев пулма кирлĕ. Шакла пуçли — çак статьян авторĕ Геннадий Анатольевич Дегтярёв (Ахмане). | |
Agabazar // 1814.2.1874
2025.08.10 11:31 | |
Василий Алексеевич Андреев хăй тата ун пеккисем паян та пулнă пулсан, А. К. Салмин йышшисем пит аплах тилĕреймен пулĕччĕç. Ах, анчах!
Атту вĕт деш, Антон Кириллович, ак çапла каласа ярасси патне пырса тухнă: «Что касается языков народов Волжской Булгарии в целом, то здесь бытовали два основных, но одновременно близких и разных языка. Имеем в виду, конечно, булгарский и суварский». (А. К. Салмин. Этническая история чувашей по Н. И. Ашмарину). | |
Agabazar // 1814.2.1874
2025.08.10 14:12 | |
А. К. Салмин каланинчен:
«Много было выгравировано на эпитафиях XIII-XV столетий в Волго-Камском регионе арабографичных текстов, включающих тюркские фразы.» Эпитафи тени вăл хăй текст тенинех пĕлтерет. Çавăнпа та пуплеве çапла йĕркелени пачах та тĕрĕс мар. Ун вырăнне кунта камень е надгробие теме май пулнă. Тата «выгравировано» сăмаха асăрхар. Иккĕлле пĕлтерĕшлĕ. Пĕр енчен, гравировка вăл — ĕç меслечĕ (технологи). Чул юпасем çинчи çырусене вăл меслетпе, вăл технологипе тунă теме пулать. Технологи кунта çавнашкал. "Врезался резец в камень," — çапла çырнăччĕ тахçан пĕри. Тепĕр енчен, гравирование тени пур. Пачах урăх япала темелле (Гравюра валли клише хатĕрлени). Эппин кунта А.К. Салминăн каллех ăнăçсăрлăх. Ну, çапах та, шăла çыртса, картне ларнă теме пулать ĕнтĕ. Енчен те вăл çакашкал вĕтĕр-шакăрсенче те такăнать пулсан, ытти енĕпе унран мĕн кĕтме пулать???? Василий Алексеевич Андреев паян пирĕнпе пурăннă пулсан, кунашкал йăнăшсене тумастчех! | |
Леонид КЕВЕР // 3898.67.8050
2025.08.25 04:09 | |
Василий Андреев, манӑн пӗрле вӗреннӗ юлташ
тата ентеш, пурнӑҫран питӗ час уйрӑлса кайни калама ҫук пысӑк шел, пире пурне те тарӑннӑн хурлантарать.Унӑн ятне манмалла мар, мӗнле те пулин асра хӑварасси ҫинчен шухӑшламалла. | |
Валерий // 1490.78.9387
2025.10.19 13:15 | |
Йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр , Василий Алексеевич. | |
Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966
2025.10.23 04:45 | |
Питĕ пысăк чĕлхеçĕ-ăсчах пулатчĕ, паллах, ир кайман пулсан, Ваçлей!
Вăл ман "кантура" (Володарский урамĕ, 5) чĕри тапма чарăниччен темиçе кун маларах пырса кайрĕ. Питĕ лайăх та кăмăллă калаçу пулчĕ çав калаçу, тем юсимнчен те пуплерĕмĕр эпир... Ваçлей университетри "чăваш уйрăмне" 1977 çулта вĕренме кĕнĕ, эпир (А.Смолин, Улькка Эльмен, Альбина Фомина, Елена Федотова-Егорова, Б.Мишкин, эпĕ...) - 1978 çулта. Еплерех пултаруллă хĕрсемпе каччăсем вĕреннĕ ун чухне "чăваш уйрăмĕнче"!.. Еплерех пултаруллă çынсем вĕрентнĕ пире ун чух!.. Манмастпăр эпир Ваçлее! Ăна манас тесен те манма çук! Талант - вилĕмсĕр! Валери ТУРКАЙ. 23.10.25 | |
