Неизвестность - самая мучительная из всех пыток. (А. Мюссе)
Валерий Алексин: Тракторист тата комбайнер профессине суйланӑ
Валерий Алексин30.03.2025 10:21567 просмотров
Таврапӗлӳ кӗтесӗ
Ака уйӑхӗн пӗр кунӗнче Ҫӗнӗ Ачча ялӗ ҫумӗнчи ана ҫинче тимӗр сухапуҫ кӑкарнӑ «Фордзон-Путиловец» трактор кӗрлеме пуҫланӑ. Ял ҫыннисем чӑтаймен, «хурҫӑ ута» курма ушкӑнӗпех укӑлчаран тухса тӑнӑ.
– Хайхи трактор тени пӗкӗ ҫӳллӗш кӑна, анчах ҫурпилӗке туххӑмрах ҫавӑрса хучӗ, – тӗлӗнсе сӑмахланӑ шурсухалсем. – Лашапа кунӗпех тертленсен те ку каҫалӑка сухаласа пӑрахаймастӑн.
– Ак япала, ку пике хамӑр ялсемех иккен, Шалтикасри Йӑванӑн хӗрӗ Евруҫ, кӑҫал кӑна Канашри машинӑпа трактор станцийӗнче плугарьсен курсӗнчен вӗренсе тухрӗ.
1938 ҫулхи ҫуркунне хурҫӑ ут Катек, Йӑлмачча, Вӑтакас Татмӑш ялӗсен хирӗсенче те кӗрленӗ. Ҫак хушӑра 16 ҫулхи Евруҫ халиччен курман техникӑна пӑхса тӑма анчах мар, руль тытса пыма та вӗренсе ҫитнӗ. 1940 ҫулта ӑна Янкӑлчри ялхуҫалӑх механизаци шкулне вӗренме яраҫҫӗ. Кунта хӗрсем валли ятарлӑ курс йӗркеленӗ пулнӑ. Евруҫ унта лайӑх паллӑсемпе вӗренет, комбайнера тата тракториста пулӑшаканӑн квалификацине алла илет.
Асӑннӑ шкул Янкӑлч разъезчӗпе юнашар вырнаҫнӑ пулнӑ. Ҫав тапхӑрта ӑна А.В. Орлов директор ертсе пынӑ. Каярахпа вӑл Канашри райплан председателӗнче, Киров ячӗпе хисепленекен колхозра вӑй хунӑ. 1938 – 40 ҫулсенче механизаци шкулӗнче Анаткас Татмӑш ҫынни С.Ф. Фомин та ӗҫленӗ. Ку вӗренӳ заведенине 1962 ҫулта Канашри пӗрремӗш профтехучилищӗпе пӗрлештернӗ.
Вӑрҫӑ пуҫлансан хӗрӑрӑм-механизаторсен пӗлтерӗшӗ пушшех ӳсет. Ефросинья Ивановӑна комбайн ҫине куҫараҫҫӗ. 1941 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1942 ҫулхи ака уйӑхӑн 7-мӗшӗччен вӑл Канашри ялхуҫалӑхне механизацилекен шкулта вӗренет, комбайнер тата тракторист профессине алла илет. 1942 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче панӑ свидетельствора унӑн ҫакӑн пек паллӑсем:
Слесарь ӗҫӗ – «лайӑх»;
Комбайн – «питӗ лайӑх»;
Трактор – «лайӑх»;
Трактора пӑхса тӑрасси – «питӗ лайӑх»;
Комбайна пӑхса тӑрасси – «лайӑх».
– Эпӗ ҫамрӑк чухне темиҫе ҫул хушши комбайнера пулӑшакан пулса вӑй хунӑччӗ, – каласа парать «Хисеп палли» ордена тивӗҫнӗ (1976), Канаш районӗнчи паллӑ механизатор Р.Г. Иванов. – Ку ӗҫ йывӑр та ответлӑ пулнине лайӑх пӗлетӗп. Санӑн ҫаврӑнакан-касакан механизмсене вӑхӑтра солидол сӗрсе тухмалла, ванчӑк улӑмран тата хылчӑкран тасатмалла, двигательпе радиатор мӗнле ӗҫленине сӑнаса тӑмалла, ҫӗмӗрӗлнӗ вырӑнсене тупса палӑртмалла тата ытти те… Тин кӑна темиҫе уйӑхлӑх курсран вӗренсе тухнӑ хӗрсене ҫак ӗҫсене пурнӑҫлама йывӑр пулнӑ. Вӗсем 4-5 класс кӑна пӗтернӗ, вырӑсла пӗлсех кайман, вӗреннӗ чухне техника мӗнле ӗҫленине ӑнланса илме, тӗрлӗ детальсен ячӗсене ас туса юлма пысӑк тӑрӑшулӑх кирлӗ пулнӑ. Анчах вӗсем пуҫӗсене усман, мӗн хушнине итленӗ, пур ӗҫе те вӑхӑтра пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Ҫакӑ тата ытти йывӑрлӑхсем ҫинчен Ефросинья Ивановна каласа панине эпӗ лайӑх ас тӑватӑп… Пулнӑ ҫавӑн пекки те: ун умӗнче ман пите хӗретме те тивнӗччӗ. 1970-мӗш ҫулсенче пулнӑччӗ ку. Пӗрре, ывӑннӑскер, ӗҫ хыҫҫӑн комбайна униче хапхи патне лартрӑм та килелле вӗҫтертӗм. Ҫакна Ефросия Ивановна курса тӑнӑ. «Ансат иккен халь ялхуҫалӑх техникипе ӗҫлеме, – терӗ вӑл мана ӳпкеленӗ пек пулса. – Эпир ӗҫленӗ ҫулсенче комбайна сӳнтернӗ-ҫӳнтермен киле васкакансене пуҫран шӑлмастчӗҫ».
Ефросинья Иванова вӑрҫӑ ҫулӗсенчен пуҫласа 1948 ҫулччен Канашри Машинӑпа трактор паркӗнче Н.П. Павлов бригадинче тракторист тата комбайнер пулса ӗҫленӗ. Техникӑна кал-кал ӗҫлеттернӗшӗн ӑна Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп Хутне парса чысланӑ (1945), Республикӑри Ҫӗрӗҫ министерстви икӗ ҫул комбайнпа лайӑх ӗҫленӗшӗн ӑна 2500 тенкӗ преми памалла тунӑ (1946).
Ефроснья Ивановна 1946 ҫулта Пукӑртан ялӗнчи П.Г. Григорьев фронтовика качча тухнӑ, упӑшкипе пилӗк ача пӑхса ӳстернӗ, пурте вӗсем аслӑ пӗлӳ илнӗ.