Ҫак статья (Анатолий Юман сӑвӑҫ ӑна очерк тенӗ) пирки пуҫланнӑ калаҫӑва малалла тӑсма кирлине эпӗ вулакана систерсе хӑварнӑччӗ. Вӗҫӗ ҫукчӗ-ҫке-ха, «хӳрине» такам татса илнӗ (е ҫухатса хӑварнӑ). Машинкӑпа ҫапнӑ хыҫҫӑнхи виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗш копийӗсем выртса юлман-ши? Ҫыравҫӑн еткерлӗхне Паянхи истори архивне панӑ, тен, ҫавӑнта «чакаланса» пӑхас?
Ку архивра ӗҫлесе пӑхни пирки самай кӑсӑк статья ҫырма пулать, анчах унталла сулӑнасшӑн мар эпӗ. Кӗскен каласан, очеркӑн машинкӑпа ҫаптарнӑ копийӗсем тупӑнчӗҫ Уяр хучӗсем хушшинче, анчах эпир шыракан вӗҫӗ унта та ҫук.
Ҫырнисен пуххин маларахри томне хатӗрленӗ чухне асӑрханӑччӗ, ҫыравҫӑн чылай хайлавӗсем кӗнекерен кӗнекене куҫса пыраҫҫӗ, автор вӗсене кӑшт-кашт якаткаласа та илет, сайра хутра ятне улӑштарать. Тӑваттӑмӗш тома кӗмелли ҫулҫӳрев очеркӗсене «кайран вулама» тесе уйӑрса хунӑччӗ. Ак япала, эпир шырани 1971 ҫулта тухнӑ «Телейлӗ Палюк» кӗнеке вӗҫне «Чӑвашкассинче» (ҫул ҫӳренӗ чух курнисенчен) ятпа хӗсӗнсе кӗнӗ иккен, «Иртнипе пулассире» вара Тӑванкасси ялӗ пирки сӑмах пырать. Ҫак вӑрӑмах мар сыпӑка кунта илсе кӑтартни ытлашши пулмӗ тетӗп.
Тӳрех каламалла, ҫак сыпӑкра ҫивӗч чӗлхеллӗ Уяра палласа илме ҫӑмӑлах мар, ватлӑх енне сулӑннӑ ялкор ҫырнӑ пек туйӑнса кайрӗҫ ҫак йӗркесем. Унта «малалла кайма чӑрмантаракан ӗлӗкхи чӑваш йӑлисене» йӑлтах хурласа тӑкнӑ. «Кивви чакать, мӗншӗн тесен ун тымарӗ хӑрӑк, ӑна пур енчен те ҫӗнни хупӑрласа пырать», – хӗпӗртенӗ пек пулать автор. Малалла тӑрӑшсах ӗне сӑвакансемпе, трактористсемпе, колхоз председателӗпе, парти организацийӗн секретарӗпе паллаштарнӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ ырми-канми ӗҫленипе анчах мар, кӗсйине парти билечӗ чиксе ҫӳренипе те килӗшнӗ автора.
Кама мӗнле те, кунта ҫыравҫӑ чееленни мана иккӗлентермест. Редактор е кам та пулин урӑххи «ӑс пани» сисӗнсе тӑрать. Автора ҫакӑ килӗшмен пулас, ҫавӑнпах унӑн «сасси» те улшӑннӑ. Хаяр критиксем «ирӗлсех кайччӑр» тесе тарӑхсах ҫырма пултарнӑ: курӑр-ха, ӗлӗкхипе хальхине епле хитрен танлаштарса кӑтартнӑ, «Вперед к коммунизму» колхоз палӑртнӑ тӗллев патне хӑюллӑн утни те ӗненмелле пулса тухнӑ...
Каласа хӑвармалла, «Иртнипе пуласси» очерк кӗнекере тухнинчен кунпа анчах уйрӑлса тӑмасть: Чӑвашкассинчен Тӑванкасси туса хуни пирки каларӑмӑр. Идрис тунӑ путсӗр ӗҫсем пирки ҫырса кӑтартнине йӑлтах туртса пӑрахнӑ, вӗҫӗнчи «мухтав юррине» шута илсен очерк чылай йӑвашланнӑ.
Апла пулин те ҫак очерк Хв. Уяр пултарулӑхӗнче паллӑ вырӑн йышӑнать. 1969 ҫулта ӑна А. Дмитриев вырӑсла куҫарнӑ («В некрещеной» деревне (из дорожный впечатлений). Ун хӑш-пӗр сыпакӗсене Анатолий Юман Чӑнлӑ район хаҫатӗнче пичетлесе кӑларнӑ. Каярахпа вӑл «Тӑван Атӑл» журналта Уярӑн очерк ҫырнӑ вӑхӑтри ҫырӑвӗсене пичетлесе каларнӑ (2009 ҫул, 5№). Вӗсенчен пӗринче ҫыравҫӑ акӑ мӗн ҫырать: «Сывӑ-и, Анатолий! Ҫитсе куртӑм вӗт Чӑвашкассине. Ҫитсе куртӑм та юратса парахрӑм. Ылтӑн кӑлармалли вырӑн тупнӑ пекех туйӑнчӗ. Ма пӗр 25-30 ҫул каялла пӗлмен эп вӑл яла тесе ӳкӗнтӗм». Мӗн калӑн, ылтӑн кӑларнӑ чух тӑм тата ытти тӑпра чылай тухать. Ҫавна шута илсе вулас пулать Хв. Уярӑн «Иртнипе пуласси» очерка.
«Чӑвашкассинче» ятпа тухнӑ очеркран
…Кив йӑласем пирки ытларах чарӑнса тӑнӑран, лайӑххи сахал пуль ку ялта, тейӗҫ. Ҫук, тӗрӗс мар вӑл ун пек калани. Таврари ялсем хушшинче Чӑвашкасси те ырӑ ӗҫсемпе палӑрса тӑрать. Каялла мар, малаллах утать вӑл. Ахальтен мар колхозне те вӗсем «Вперед к коммунизму» тесе ят панӑ.
Кивви чакать, мӗншӗн тесен ун тымарри хӑрӑк; ӑна пур енчен те ҫӗнни хупӑрласа пырать. Ҫӗнӗ ҫынсем, ҫӗнӗ йӑласем, ҫӗнӗ йӗрке. Ӗҫченсем, лайӑх ҫынсем кунта пӗр ял. Идриссемпе Хамитсем – виҫҫӗн-тӑваттӑн пулнӑ пуль. Ҫӑварӗсене кӑна вӗсене ҫутҫанталӑк пысӑкрах «касса» панӑ. Темшӗн ҫавӑн пек-ҫке вӑл: тӗрӗс мар тӑваканни ялан хытӑрах кӑшкӑрать…
Чӑвашкассинче эпӗ тата темиҫе ҫынпа паллашрӑм. Ӗҫченсемпе. Пӗри вӗсенчен Юманова Елена. Вӑл колхозра ӗне суса пурӑннӑ. Анчах сӑмахне ӑна хальхи пек мар, анлӑраххӑн ӑнланмалла. Ӗне сӑвакан тени вунӑ-вунпилӗк ҫул каялла выльӑх шӑварма шыв та йӑтнӑ, вутӑ та ҫурнӑ, кӗтӳ кӗтнӗ, выльӑх апачӗ те хатӗрленӗ, вите те тасатнӑ, тислӗк те турттарнӑ… кил те пӑхнӑ!.. Йӗпе-сапара та, сивӗре те. Ни ӳпкелешмен, ни кӳренмен. Хушнӑ – ӗҫлемелле, тенӗ. Тумалла. Кирлӗ. Тата ыттисем пек ҫеҫ ӗҫленипе те ҫырлахман Юманова, чунне парса ӗҫленӗ. Юратса. Пуринчен малтан пынӑ та кайран кайнӑ. Ҫамрӑксене пулӑшнӑ. Ҫав хушӑрах ачисене те выҫӑ ҫӳретмен.
Хресчен ҫынни, сывлӑхӗ хавша пуҫланине те вӑл ним вырӑнне хуман. Ури хытса ларсан, ӑна тӑсса ларса ӗне сунӑ. Алли вылянми пулсан та чарӑнман-ха ӗҫлеме. Ҫынсем асӑрхаса больницӑна ӑсатичченех фермӑра тӑрмашнӑ. Халӗ ҫӗрле выльӑх картине астӑвать. Тава тивӗҫлӗ колхозница вӑл. Ӗне сунӑ ҫӗрте ҫамрӑксем ӗҫлеҫҫӗ. Юманова ӗнтӗ ватӑлас енне сулӑннӑ. Йывӑр пурнӑҫа пула шӑлӗ ӳксе пӗтнӗ. Анчах пӑхап та эп ун ҫине, мана вӑл тепӗр ҫамрӑк хӗртен те хитрен курӑнать. Чунӗпе таса вӑл. Кӑмӑлӗпе ылтӑн. Паянах коммунизмра пурӑнма тивӗҫ. Кирлӗ пулсан, темӗн те туса парать вӑл. Вӑйӗ ҫитессипе ҫитмессине те ыйтса тӑмӗ. Вӑрҫӑра ун пек ҫынсем Иван Смирновсем пулаҫҫӗ, мирлӗ вӑхӑтра – ӗҫ паттӑрӗсем.
Акӑ Имет Хамитович (паспорт тӑрӑх Иван Харитонович щутланать). Хушамачӗпе Семенов. Механизатор. Тракторист. Кашни ҫулах премисем параҫҫӗ ӑна. «Ӗҫре палӑрнӑшӑн» медаль те пур ун. Ултӑ ҫул хушши вӑрҫӑра ирттернӗ. Вашават ҫын.
Тата икӗ ҫын пур колхозра. Пӗри Николай Петрович Казаков. Колхоз председателӗ. Тепри Николай Иванович Кураков. Унччен вӑл шкулта ачасене вӗрентнӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине. Халӗ колхозра мӑннисене вӗрентет. Парти организацийӗн секретарӗ вӑл.
Ӗҫӗ нумай вӗсен. Ответлӑх та пысӑк. Сӑмахӗ вара пурнинчен те ытла тивет. Пуриншӗн те. Атя, эппин, эпӗ те темиҫе сӑмах хушам. Юлташла.
Халлӗхе хурламаҫҫӗ Куракова. Пырать, теҫҫӗ. Парти организацийӗн ҫулталӑк хушшинчи ӗҫне хакланӑ чухне ҫапла калаҫҫӗ: пырать, аптрамасть, теҫҫӗ. Аван ӗҫленӗ, тенине пӗлтерет вӑл. Начар ӗҫленине тӳррӗн хаклаҫҫӗ – начар, теҫҫӗ.
Колхозра коммунистсем камсем? Уйра ӗҫлекенсем, выльӑх пӑхакансем, механизаторсем, агроном, зоотехник, электрик… Вӗсем чи малтан хуҫалах ӗҫӗсене вӑхӑтра тирпейлесе кӗртессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах пӗр ӗҫ пӗтет – тепри пуҫланса каять. Ҫураки вӗҫленет – утӑ ҫулма тухма хатӗрленмелле. (Пуррисен. Чӑвашкассин улӑх-ҫаран ҫук.) Тӑршшӗпех ҫавӑн пек сыпӑнса пырать. Тепӗр чух пӗр харӑс темиҫе ӗҫ те капланса килет – ҫаврӑнкаласа кӑна ӗлкӗр. Еҫлеҫҫӗ коммунистсем, ӗҫлеҫҫӗ, хӗрӳ вӑхӑтсенче кану ҫинчен манса каяҫҫӗ. Кӗнекесене, кружоксене, каҫхи шкулсене чылай чухне хӗле хӑварма тивет.
Мӗнле-ши, татса памалли урӑх ыйтусем, чӗрене ыраттарса тӑракан ӗҫсем ҫук-ши вӗсен умӗнче? Сӑмахран, мансах пӗтмен кив йӑласем, ҫынсем ӗҫкӗпе супни. Тата ял вӗҫӗнчи тип ҫырмасене илер. Вӗсем ҫулсерен тарӑнланса, аслӑланса пыраҫҫӗ – пӑхма хӑрушӑ! Ҫавсене ял халӑхӗ хӑҫан йывӑҫ лартса, ҫӗре ишӗлсе пӗтме чарӗ? Кам та пулин чӗнсе тухнипе мар, хӑй ирӗкӗпе, хӑй пуҫарӑвӗпе… Ялта садсем те сахал.
Э, ӗҫ пӗтрӗ тесе, савӑнса ларма иртерех-ха пирӗн.
Октябрь-ноябрь, 1969 ҫул.
Сӑнсенче: Хӗветӗр Уяр; Е.Шорникова, И. Мучи, Ф. Уяр, Минин, И.Ивник. 1922 ҫул.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Пĕр 20 çул каялла çав Чăвашкасси (вырăсла «Средние Алгаши» теççĕ) çыннисенчен ыйтса пăхнăччĕ. "Хальхи вăхăтра чăнах та тĕне кĕменнисем пурнаççĕ-им," — тесе.
"Çук," — терĕç,— "пурте тенĕ пекех тĕне кĕрсе пĕтнĕ". Юнашарти Çĕнĕ Улхашра чиркÿ те пур.
Паллах, вăл тăрăхра малашне те чăвашлăх тăсăлса пытăр тесен, çак тĕлĕшпе ятарласа ĕçлекен çынсем кирлĕ. Хăйне хăй, «самотёк» мелĕпе, ним те пулмасть.
Лешкукша // 1369.33.2908
2023.12.11 09:49
Пӗри -- Николай Минин, "Чӑваш коммунӗ" хаҫатра ӗҫленӗ. Вӑрнар районӗ, мӑнъялсем.
Алексин! Пичетленнӗ япалана ҫӳп-ҫапра шырани хитре мар. Ытти пирки хӑть мӗн шутла. КУ КАШНИ ВУЛАКАН-ТӗПЧЕКЕН хӑй ирӗкӗ вара. Чӑвашкасси ҫыннисем, коммунисчӗсем ячӗшӗн пурӑнман. Пӗлетӗп. Уяр та пӗлнӗ!
Алексин // 2621.19.5120
2023.12.11 20:19
Ăнлантарса паратăп: архив - (Уярăн хăйĕн), патшалхăн, издательствăн - çÿп-çап мар. Пичетленнĕ тата пичетлемен текстсенче самай уйрăмлăх пур. Вĕсене уçкаласа пăхни чăн Уяра (кăштах ÿстерсе, якатса литературоведенире пăхса ÿстерекен сăнара мар) ăнланма пулăшать.
Текстсене танлаштарса пăхни - ман тивĕç; çырнисен пуххин юлашки томне хатĕрлетĕп. Унта ăнлантарса пани те пулмалла.
Минин пирки эп питех пĕлмен, ăнлантарса панăшăн тав.
Мĕн хитрипе хитре маррине хăв ăнланма тивĕç.
"Çук," — терĕç,— "пурте тенĕ пекех тĕне кĕрсе пĕтнĕ". Юнашарти Çĕнĕ Улхашра чиркÿ те пур.
Паллах, вăл тăрăхра малашне те чăвашлăх тăсăлса пытăр тесен, çак тĕлĕшпе ятарласа ĕçлекен çынсем кирлĕ. Хăйне хăй, «самотёк» мелĕпе, ним те пулмасть.