Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, хисеплӗ, те хаклӑ йӑхташсем, аксакалсем, шурсухалсем: Анатолий Кипеч, Неҫҫе Кули (Николай Енилин), Виталий Станьял (Никитин), Атнер Хусанкай, Николай Угаслов, Николай Лукианов тата ыттисем!
Ҫуралнӑ кун ячӗпе хисеплӗ Виталий Петрович Станьял!
Ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗ чух иртнӗ ҫулхи пӗтӗмлетӳ тӑвас килет.
1. Ҫулталӑк ҫынни
Тата тӗрлӗ халӑхсем, патшалӑхсем Ҫулталӑк ҫыннисене палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Ҫулталӑк ҫынни, Чӑваш Республикин Ҫулталӑк ҫынни — кама палӑртма пултаратпӑр? Ку пирӗн йӑла, традици пулмасан та, ӑна тӑвас пулмалла, кӗртмелле тесе, сӗнетӗп.
2. Ашшӗ-амӑшӗсен мӗнле тивӗҫӗсем?
1994-1996 ҫулхи 1-мӗш (Раҫҫей) Чечен вӑрҫи чух Салтак амӑшӗсен комитечӗсем (САК) активлӑ ӗҫленӗ. Хӑйсен ывӑлсене хӳтӗлесе, вӗсене вӑрҫӑра ан вӗлерччӗр тесе, Массӑллӑ информаци хатӗрсенче (МИХ) нумай палӑртнӑ, шавланӑ, шӑв-шав йӗркелесе тунӑ. Вӑрҫа хирӗҫ Шупашкарта пикетсемпе митингсене те йӗркеленӗ.
ЧР САК ушкӑнӗсем темиҫе хут Чечняна, Грозный, Моздок, тата урӑх вырӑнсене те кайса килнӗ. Хам та, журналист пулса икӗ хут Грозный, Моздок хулисене 1996, 1999 ҫулсенче САКпа кайса килтӗм. Чӑваш радиора (ЧГТРК), "Хыпар", "Чебоксарские новости", "Советская Чувашия" хаҫатсенче те пирӗн ҫулҫӳрев ҫинчен репортажсене кӑлартӑм.
Кайран, астӑватӑп: "Хыпар" журналисчӗ Надежда Смирнова та Чечняна САКпа кайса килнӗччӗ.
— Курск облаҫӗнчи чикӗнче юр ҫинче пирӗн салтаксем, манӑн ывӑл та, чылай вӑхӑт выртма тиврӗ. Алӑсене шӑнтма тиврӗ. Командир ывӑла ҫар контракт алӑ пусма сӗннӗ. Анчах, эпӗ ывӑла контракт ҫырма чарнӑ. Эпӗ Шупашкарти военкомата ҫак контракт ҫинчен тустарма хатӗрччӗ! Кайран ывӑла вӗсен ҫар чаҫне — Мускав облаҫне таврӑнчӗҫ.
— Ни в коем случае не подписывай! — терӗ ашшӗ. — Ҫӗнӗ ҫулччен канать. Кайран ӗҫе вырнаҫать.
— Апла ӑнӑҫу!
— Спасибо.
P.S. Хушмалли.
ЧР Патшалӑх Канашӗн делегаци Чечен Республикине кайса килни 1994-1995 ҫулсенче чикӗ леш енче те, Раҫҫейре те, Чӑваш Енче те Чечняри вӑрҫи хирӗҫ халӑхсем питӗ активлӑ кӗрешнӗ.
1995-мӗш ҫулӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен ушкӑнӗ официаллӑ делегаципе Чечен Республикине визитпа кайса килнӗ. Вячеслав Тихонов, Алексей Леонтьев, Вячеслав Тимофеев тата ытти депутачӗсем, "Хыпар" хаҫатӑн Геннадий Верблюдов фотокорреспонденчӗ Чечняра Джохар Дудаев Президентпа, унӑн ҫумӗпе Аслан Масхадовпа тӗл пулчӗҫ. Ҫак ҫинчен "Хыпар" хаҫатӗнче фоторепортажсене пичетленӗ.
Эпӗ те хамӑр ЧР ПК делегаципе Чечняна кайса килесшӗнччӗ. Анчах, шел, мана пӗрле илмерӗҫ.
ЧР САКӗн «Ылтӑн ручкӑпа» наградӑлани
1996-мӗш ҫулта ЧР САК виҫӗ чӑваша "Ылтӑн ручкӑпа" наградӑланӑ: "Хыпар" хаҫатӑн Николай Коновалов журналиста; Грозный хулара хӗсметре тӑнӑ, унтан Шупашкара ҫырусене яраканне Сергей Корчагин салтака; тата ҫак йӗркесен автора.
P.P.S. Тӗрлӗ, урӑхла шухӑшлакансем ҫинчен
Пирӗн патшалӑх пуҫлӑхӗ ҫак кунсенче евитленӗ: Раҫҫей граждансен 99,9% пӗр пек шухӑшлать. Урӑххисем те урӑхла шутлама пултараҫҫӗ.
Анчах, 99,9% иккӗленӳллӗ. Урӑхла шутлакан оппозици ҫыннисем те урӑхла шухӑшлама ирӗк пур. Кам влаҫпа килӗшмест, чикӗ леш енне те пурӑнма кайма пулать.
2022-мӗш ҫулта ҫак оппозициллӗ чӑваш ҫынсем те чикӗ леш енне Раҫҫейрен тухса кайрӗҫ. Ку интеллигенци представителӗсем.
Апла Чӑваш обществинче те урӑх халӑхсем пекех тӗрлӗ шухӑшлӑ активистсем, политиксем пур.
20-мӗш ӗмӗрӗнче пекех тӗслӗхсем: Семен Николаев чӑваш политик, Раҫҫейри Учредительлӗ собрани депутачӗ Чехире, Прагара пурӑннӑ та, унта вилнӗ те, пытарӑннӑ та.
Халь чӑвашсем тӗрлӗ патшалӑхра пурӑнаҫҫӗ. Халь те, малашне Раҫҫей политикӑра та хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Редакцирен. Статьяна автор 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчех ярса панӑччӗ, ҫавах та канмалли кунсенче редакци каннӑран, каярахпа ытти статьясем килнӗрен, ӑна тин кӑна вырнаҫтаратпӑр. автор стильне сыхласа хӑварнӑ, орфографи йӑнӑшӗсене кӑна юсакаланӑ.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
1. Ман шутпа, чӑваша султалӑк ҫынни кирлӗ мар. Фикци вӑл.
2. ЯҪО ра чёваш журналисчӗсем пулсан аванччӗ те... САКсем кайсан пӗтрӗ пуҫ!
3. Исключение из правил таҫта та пур. Анчах патшалӑх интересне кам хӳтӗлемелле? Олигархсем пире сутаҫҫӗ кӑна.
ХХҪ. Чӑвашла ху пек хуҫса ҫыратӑн. Тӳрлетменни лайӑх. Чӑвашда вӗреннӗ чухне йӑнӑшсенчен вӑтанма кирлӗ мар. Татах ҫыр.
Евразиец // 1855.68.3619
2023.01.11 16:24
Ну, нормально писать нельзя? Не язык, а "каллĕ-маллĕ, лăпăр-лапăр"... ана çинчи çĕрĕк тумката.
Чӑвашла ҫырнӑ-и ку "шедевра", вырӑсла-и, тутарла-и - ӑнланмарӑм!
ЧӐВАШЛА ҫыраймастӑн пулсан, ҫыр-ха, тӑванӑм, ВЫРӐСЛА! Сана куншӑн никам та ӳпкелес ҫук. Чӑваш чӗлхи айӑплӑ мар эс чӑвашла вӗренсе ӳсменшӗн. Анчах Чӗлхе ҫинче чикансен ташшине ташлама юрамасть! Ҫав шутра - Акташа та!
Тата МӖН каласшӑн эс пире хальхинче, тӑванӑм, МӖН?.. Ним те ӑнланмарӑм. 1995 ҫул вӑл ХХ ӗмӗрте юлнӑ. Унтанпа тӗнче те, Раҫҫей те тӗпрен улшӑнчӗҫ. Чеченсем халь Раҫҫее хӳтӗлеҫҫӗ!.. Митингсем пит кирлӗ пулсан, килӳнте йӗркеле эс вӗсене - никам та чармасть сана!..
Валери ТУРКАЙ
Раççейре пĕр паллă лингвист—полиглот пур. Профессор. Синхронист-куçаруçă. Темĕн чулĕ чĕлхе пĕлет пулсан та, малалла вĕреме пăрахмасть.
Çав çын Дмитрий Петров ятлă. Çав тери кăмăллă çын. Ăна уйрăмах хĕрарăмсем юратаççĕ.
Вăт çав çын çапла калать:
Урăх чĕлхене вĕреннĕ чухне йăнăшассинчен ан хăрăр, ан вăтанăр!
Анчах та ку çын кунпа çеç çырлахмасть-ха. Урăх чĕлхене вĕренекенсене йăнăшнăшăн мăшкăллакансене пуçиле кодексĕпе айăплама сĕнет. Персе пăрахмалла тенине те илтнĕ Кăна паллах ĕстерсе калани темелле, анчах та чĕлхере унашкал каларăш чăнах та пур — фигура речи е гипербола теççĕ).
Тепĕр енчен, Валери Туркай, ăна Н. В. Фёдоров Указĕпе хай вахăтенче Чăваш Халăх Поэчĕ ята панă пулсан та, чăваш чĕлхин хуçи мар пуль. Мĕн йăнăш, мĕн йăнăш мар иккенне пусахласах пăлăртса тухма пултараймасть.
Сăмах май каласан, Дмитрий Петрова Тутарстан тÿре-шари Хусана чĕнсе илнĕ пулнă. Лешĕ вара ятарласа тутар чĕлхине вĕреннĕ те хăй çав тĕлĕшпе видеуроксем йĕркеленĕ.
1. Ман шутпа, чӑваша султалӑк ҫынни кирлӗ мар. Фикци вӑл.
2. ЯҪО ра чёваш журналисчӗсем пулсан аванччӗ те... САКсем кайсан пӗтрӗ пуҫ!
3. Исключение из правил таҫта та пур. Анчах патшалӑх интересне кам хӳтӗлемелле? Олигархсем пире сутаҫҫӗ кӑна.
ХХҪ. Чӑвашла ху пек хуҫса ҫыратӑн. Тӳрлетменни лайӑх. Чӑвашда вӗреннӗ чухне йӑнӑшсенчен вӑтанма кирлӗ мар. Татах ҫыр.