Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Нет в мире ни чего отважней глупости.
(Менандр)
 

Тимӗр Акташ: Чӑваш публицисчӗн Ҫӗнӗ ҫулхи шухӑшӗсем

Тимӗр Акташ11.01.2023 14:304425 просмотров

Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, хисеплӗ, те хаклӑ йӑхташсем, аксакалсем, шурсухалсем: Анатолий Кипеч, Неҫҫе Кули (Николай Енилин), Виталий Станьял (Никитин), Атнер Хусанкай, Николай Угаслов, Николай Лукианов тата ыттисем!

Ҫуралнӑ кун ячӗпе хисеплӗ Виталий Петрович Станьял!

Ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗ чух иртнӗ ҫулхи пӗтӗмлетӳ тӑвас килет.

1. Ҫулталӑк ҫынни

Тата тӗрлӗ халӑхсем, патшалӑхсем Ҫулталӑк ҫыннисене палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Ҫулталӑк ҫынни, Чӑваш Республикин Ҫулталӑк ҫынни — кама палӑртма пултаратпӑр? Ку пирӗн йӑла, традици пулмасан та, ӑна тӑвас пулмалла, кӗртмелле тесе, сӗнетӗп.

2. Ашшӗ-амӑшӗсен мӗнле тивӗҫӗсем?

1994-1996 ҫулхи 1-мӗш (Раҫҫей) Чечен вӑрҫи чух Салтак амӑшӗсен комитечӗсем (САК) активлӑ ӗҫленӗ. Хӑйсен ывӑлсене хӳтӗлесе, вӗсене вӑрҫӑра ан вӗлерччӗр тесе, Массӑллӑ информаци хатӗрсенче (МИХ) нумай палӑртнӑ, шавланӑ, шӑв-шав йӗркелесе тунӑ. Вӑрҫа хирӗҫ Шупашкарта пикетсемпе митингсене те йӗркеленӗ.

ЧР САК ушкӑнӗсем темиҫе хут Чечняна, Грозный, Моздок, тата урӑх вырӑнсене те кайса килнӗ. Хам та, журналист пулса икӗ хут Грозный, Моздок хулисене 1996, 1999 ҫулсенче САКпа кайса килтӗм. Чӑваш радиора (ЧГТРК), "Хыпар", "Чебоксарские новости", "Советская Чувашия" хаҫатсенче те пирӗн ҫулҫӳрев ҫинчен репортажсене кӑлартӑм.

Кайран, астӑватӑп: "Хыпар" журналисчӗ Надежда Смирнова та Чечняна САКпа кайса килнӗччӗ.

Ҫак чух РФ Президенчӗ Борис Ельцин пулчӗ.

Халӗ вара? МИХсенче "Ятарлӑ ҫар опрацине" (ЯҪО) урӑхла палӑртма, критиклеме, пикетсене, митингсене тума юрамасть. Административлӑ, Уголовлӑ яваплӑх.

САКсем те курӑнмаҫҫӗ. Интернетра та асӑрхануллӑ палӑртма хӑрушӑ.

3. Шупашкар пӗр ҫемьеллӗ тӗслӗх — исключение из правил

МИХсенче, хӑш-пӗр Чӑваш Енчи, Тутарстанри ҫынсемпе хальхи вӑхӑтра калаҫсан, вӗсем официаллӑ, телевизорлӑ сӑмахсемпе ҫак ҫинчен калаҫаҫҫӗ, палӑртаҫҫӗ.

Пӗр тӗслӗх — Шупашкарти ҫемье — исключение из правил тӗл пулчӗ.

Салтак ашшӗ-амӑшӗ — вырӑсланнӑ чӑвашӗсем. Ашшӗ — рабочи, Мускава ӗҫлеме ҫӳрекенӗ, амӑшӗ — эрех магазинри сутуҫӑ пулнӑскер. Вӗсен ывӑла 2021-мӗш ҫулхи кӗркунне ҫара илсе кайнӑ.

2022-мӗш ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнче "ЯҪО" пуҫланнӑ хыҫҫӑн амӑшӗ тарӑхтарса каласа панӑ:

— Курск облаҫӗнчи чикӗнче юр ҫинче пирӗн салтаксем, манӑн ывӑл та, чылай вӑхӑт выртма тиврӗ. Алӑсене шӑнтма тиврӗ. Командир ывӑла ҫар контракт алӑ пусма сӗннӗ. Анчах, эпӗ ывӑла контракт ҫырма чарнӑ. Эпӗ Шупашкарти военкомата ҫак контракт ҫинчен тустарма хатӗрччӗ! Кайран ывӑла вӗсен ҫар чаҫне — Мускав облаҫне таврӑнчӗҫ.

Ҫак амӑшне урамра курсан, эпӗ унран ялан ыйтнӑччӗ:

— Мӗнле ҫирӗн ывӑлӑн хӗсмет пырать? Хӑҫан дембель хыҫҫӑн киле таврӑнать?

— Ноябрь вӗҫӗнче таврӑнать.

Ун хыҫҫӑн 2022-мӗш ҫулхи декабрь пуҫламӑшӗнче лутра ашшӗпе яштака каччӑна куртӑм.

— Хӑҫан таврӑнтӑн?

— Нумаях пулмасть.

— Саламлатӑп.

— Спасибо.

— Апла контрактне алӑ пусман?

— Ҫук.

Эпӗ те ӑна хушрӑм.

— Ни в коем случае не подписывай! — терӗ ашшӗ. — Ҫӗнӗ ҫулччен канать. Кайран ӗҫе вырнаҫать.

— Апла ӑнӑҫу!

— Спасибо.

P.S. Хушмалли.

ЧР Патшалӑх Канашӗн делегаци Чечен Республикине кайса килни 1994-1995 ҫулсенче чикӗ леш енче те, Раҫҫейре те, Чӑваш Енче те Чечняри вӑрҫи хирӗҫ халӑхсем питӗ активлӑ кӗрешнӗ.

1995-мӗш ҫулӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен ушкӑнӗ официаллӑ делегаципе Чечен Республикине визитпа кайса килнӗ. Вячеслав Тихонов, Алексей Леонтьев, Вячеслав Тимофеев тата ытти депутачӗсем, "Хыпар" хаҫатӑн Геннадий Верблюдов фотокорреспонденчӗ Чечняра Джохар Дудаев Президентпа, унӑн ҫумӗпе Аслан Масхадовпа тӗл пулчӗҫ. Ҫак ҫинчен "Хыпар" хаҫатӗнче фоторепортажсене пичетленӗ.

Эпӗ те хамӑр ЧР ПК делегаципе Чечняна кайса килесшӗнччӗ. Анчах, шел, мана пӗрле илмерӗҫ.

ЧР САКӗн «Ылтӑн ручкӑпа» наградӑлани

1996-мӗш ҫулта ЧР САК виҫӗ чӑваша "Ылтӑн ручкӑпа" наградӑланӑ: "Хыпар" хаҫатӑн Николай Коновалов журналиста; Грозный хулара хӗсметре тӑнӑ, унтан Шупашкара ҫырусене яраканне Сергей Корчагин салтака; тата ҫак йӗркесен автора.

P.P.S. Тӗрлӗ, урӑхла шухӑшлакансем ҫинчен

Пирӗн патшалӑх пуҫлӑхӗ ҫак кунсенче евитленӗ: Раҫҫей граждансен 99,9% пӗр пек шухӑшлать. Урӑххисем те урӑхла шутлама пултараҫҫӗ.

Анчах, 99,9% иккӗленӳллӗ. Урӑхла шутлакан оппозици ҫыннисем те урӑхла шухӑшлама ирӗк пур. Кам влаҫпа килӗшмест, чикӗ леш енне те пурӑнма кайма пулать.

2022-мӗш ҫулта ҫак оппозициллӗ чӑваш ҫынсем те чикӗ леш енне Раҫҫейрен тухса кайрӗҫ. Ку интеллигенци представителӗсем.

Апла Чӑваш обществинче те урӑх халӑхсем пекех тӗрлӗ шухӑшлӑ активистсем, политиксем пур.

20-мӗш ӗмӗрӗнче пекех тӗслӗхсем: Семен Николаев чӑваш политик, Раҫҫейри Учредительлӗ собрани депутачӗ Чехире, Прагара пурӑннӑ та, унта вилнӗ те, пытарӑннӑ та.

Халь чӑвашсем тӗрлӗ патшалӑхра пурӑнаҫҫӗ. Халь те, малашне Раҫҫей политикӑра та хутшӑнма пултараҫҫӗ.

 

Тимӗр Акташ

Шупашкар, 2023-мӗш ҫулхи Кӑрлач (январь) уйӑхӗн 1-мӗшӗ

 

Редакцирен. Статьяна автор 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчех ярса панӑччӗ, ҫавах та канмалли кунсенче редакци каннӑран, каярахпа ытти статьясем килнӗрен, ӑна тин кӑна вырнаҫтаратпӑр. автор стильне сыхласа хӑварнӑ, орфографи йӑнӑшӗсене кӑна юсакаланӑ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.01.13 06:17
Эп пуринчен те каҫару ыйтатӑп: аре, эп, айванскер, чӑваш чӗлхин хуҫи Агабаззар икенне манса кайнӑ!..
Каҫарӑр, тархасшӑн, шкулта тата университетра питӗ начар вӗреннӗскере!
Валери ТУРКАЙ
Мĕтри Ванччă // 2185.26.9511
2023.01.13 08:29
Акташ çырни кăмăла кайрĕ. Йăнăшсемпе пулин те, яках пулмин те, анчах чăвашла çырни уйрăмах килĕшрĕ. Публицист мĕн калас тени йалтах уçăмлă, йалтах ăнланмалла. Унашкал чăвашла тасах пĕлменнисем паян çур Шупашкар ытла, часах ак çур республика тата 100 % диаспора пулĕç. Туркая Акташ статьи чĕлхинчен ытларах содержанийĕпе килĕшменни те уçăмлан курăнать тахçан "демократ" шутланнă поэт юлташ комментарийĕнче. Евразийццăна вара Agabazar тĕрĕсех асăрхаттарать -- çынна чăвашла çырнишĕн хурличчен малтан хăв çырма тытăн-ха шухăшусене чăвашла тесе.
Евразиец // 1855.68.3619
2023.01.13 09:24
Тĕрĕс, питĕ тĕрĕс, Валери Туркай. Чăваш сахаланать-пĕтет çав Агабаззар пеккисемшĕн. Акташ просто хиркеленет-сĕпĕлтетет, хăйне валли çĕнĕрен те çĕнĕ мухтав шырать. Акташпа Агабаззар вĕсем - "два сапога - пара, только оба на левую ногу".
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.01.14 05:26
И.Андреевпа Ю.Виноградов пур енчен те йӗркеллӗ чӑваш орфографине аркатни ҫитмест иккен, халь пирӗн Акташ "публицист" пек ҫырмалла-мӗн. Ҫамрӑксене те Акташран тӗслӗх илме вӗрентмелле пулса тухать!
Вӑйлӑ! КАМСЕМ эсир ҫакӑн хыҫҫӑн, "Мӗтри Иванччӑсем"?!
ӐҪТА, МӖН ПАТНЕ илсе ҫитересшӗн эсир КАПЛА халӑха?!
Содержани тенӗрен... Ҫапла, Акташӑн черетлӗ "шедеврӗн" содержанийӗ маншӑн ют!.. Эсир вара - "демократ-оппозиционерсем" - мӗн, Галкинпа Смольянинов пек пуласшӑн-им?.. Мӗнех, хӑтланса пӑхсамӑр... Ӑнӑҫу сунатӑп сире!
Валери ТУРКАЙ. 89278555480.
Мĕтри Ванччă // 8813.4.6489
2023.01.14 18:19
Эпĕ халĕ пурин те Акташ пек çырмалла теместĕп. Чăвашла илемлĕ, лайăх çавăрттарса калас тесен, паллах, Agabazar-тан, Аçтахартан, Туркайран вĕренсе пымалла. Анчах Акташа тата ун пек нумай-нумай чăваша, чăвашла лайăх пĕлместĕн тесе, чăвашла çырма чармалла-им вара? Ман шутпа, чăвашла ытларах çырччăр, калаçччăр тесе, пушшех те хавхалантарса пымалла (антив, йăнăшсемпе пултар, анчах чăвашла!). Акташ, йăнăшсене пăхмасăр, йăнăшма хăрамасăр, чăвашла çырни паха. Чăвашла "начар" пĕлекенсене сирсе-сивĕтсе пырсан, мĕн юлĕ пирĕн халăхран ыран? кам калаçĕ, кам çырĕ чăвашла тепĕр 20-30 çултан, Акташсем, Мĕтри Ванччăсем, Туркайсем кайсан?
Акташ "шедеврĕн" содержанине илсен, таçти темле ăçтиçук Галкинпала Смольянинов пирки те, оппозици-моппозици пирки те, таçта тем тума "хăтланса пăхасси" пирки те, "халăха таçта, темскер патне илсе çитересси" пирки те пĕр сăмах та çырман Акташ, çук япалана шухăшласа кăларар мар хамăртан. Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсене аса илни вара пĕртте ытлашши мар, историе пĕлни пурнăç юхăмне анлăрах та тарăнрах курма пулăшать кăна.
Вырăс Турри те, Чăваш Туррисем те пулăшччăрах пирĕн халăха паянхи çăмăл мар кун.
Agabazar // 9156.5.1970
2023.01.14 19:53
Agabazar
«Таса лингвистика» енчен пăхсан, хуть те мĕнле пуплев те, хуть те мĕнле çырав те тĕрĕс шутланать.

Çын çăварĕнчен мĕн тухать, çавă пурте тĕрĕс (лингвистика енчен пăхсан).

Акапасара шанмасан, кирек мĕнле лингвистран ыйтăр — вăл та çавнах çирĕплетĕ.

Лингвистика вăл юри, ятарласа майлаштарнă нормăсене мар, чăн-чăн, реаллĕ пуплеве тĕпчет. Нормăсем вара — хăяккăн пырса тивекен япаласем çеç.

https://dzen.ru/media/id/5b60147a511a6c00a838cf94/pravilnyi-iazyk-naskolko-pravilnyi-5b63799d98bb6b00a9a93a0d
Agabazar // 9156.5.1970
2023.01.14 20:06
Agabazar

У природы нет плохой погоды

Илтнĕ-и çапла каланине? Илтнĕ.

Чĕлхе тĕлĕшпе те çавах. Тĕрĕс мар чĕлхе (идиом) — çук. Кашни идиомах хăйне кура тĕрĕс.

Ку тĕрĕс, тепри тĕрĕс мар тенисене йăлтах нациксемпе фашистсем шутласа кăларнă. Çавсем чăвашăн тĕнкине илнĕ ĕмĕрне.

Ыйту çапла çеç пулма пултарать: сайтăн официаллă нормăсене ниçталла пăрăнми тытса пымалла-и, çук-и?

Паян Тимĕр Акташ пекрех çырнисене сирпĕтеççĕ пулсан, ыран — мĕнпур вырăсла мар çырнисене (чăвашлисене) катертме пуçлĕç. Çавăн пек пуçланать вăл япала...
Вырăк // 2447.6.2521
2023.01.15 12:38
Икӗпитлӗх.Тахҫан выҫӑ тытнӑ пекки тукаланӑ та митингсене йыхравланӑ чӗлхешӗн кӗрешме.Паян хулара ӳснӗ чӑваша аран=аран тӑван чӗлхепе ҫырма пуҫланӑскере ҫапса хуҫатпӑр.Эх,ҫук ҫав пархатар.
Микула // 1077.37.9691
2023.01.15 15:03
Пӗтӗмпех ҫӗнӗрен тата ҫӗнӗлле пулӗ. Темиҫе ҫул историшӗн самант кӑна.
Сергей Пятаков // 5628.6.6184
2023.01.15 16:50
Ăнланмарăм-ха: мĕн çинчен статья?)

Страницăсем: 1, [2], 3

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики