Вулакан // 1988.38.6935
2022.08.02 10:02 | |
Агабазар,Евразиец,эсир хăвăр пурри çинчен пĕлтерме кăна çыркалатăр курăнать.Хальхи лару-тăру пирки хăвăр шухăша мĕншĕн пĕлтерместĕр? | |
Agabazar // 1811.90.5201
2022.08.03 21:03 | |
Ку, Вулакан текенни, мĕнле пит паттăр çын-ши?
Чăннипе каласан, эпĕ хам шухăша кунта вырнаçтартма питĕ хытă шиклентĕм, анчах та пурпĕрех вырнаçтартăм. Апла пулин те, паттăрлăх кăтартрăм тесе шутламастăп хама. Темле «Вулакан» ПАТТĂР тесе асăнни мана ним тума та кирлĕ мар. | |
Вулакан // 1988.38.6935
2022.08.04 11:47 | |
Агабазар,кĕпер ячĕсĕр пуçне мĕнле шухăш пур вара Эсир каланинче?Эпĕ, Эсир ăслă çын пулнине шута илсе,Сиртен халăх прависем пирки мĕн шутланине ыйтса пĕлесшĕн.Маншăн кĕпер ячĕ мар,шухăш çĕр хут пахарах.Сиртен çавна кĕтетпĕр.Ыйтнишĕн ан вăрçăр. | |
Agabazar // 1811.90.5201
2022.08.04 19:35 | |
Ыйтнишĕн çав тери хытă вăрçатăп.
Сире чăваш чĕлхи кирлĕ е кирлĕ мар? | |
Евразиец // 1855.68.3619
2022.08.07 12:22 | |
Ухсай тĕрĕс каланă чăвашăн йăли пирки: "Кирлине курма пĕлменни, кирлĕ марринче чакаланни" тесе. Поэтому, очевидно, что "Горбатый кĕпер", лучше интересует, чем "горбатый мост" или "курпунлă кĕпер". Мускавра "горбатый мост", а Чăвашра "горбатый кĕпер". | |
Agabazar // 2843.40.5089
2022.08.07 15:51 | |
Юрĕ, эпир те, сан çине пăхса, сан тĕслĕхÿпе, çапларах çăрса калаçăпăр. Мĕн тăвас тен, наччальниксене итлесех пулать. Унсăр май çук. | |
Вулакан // 1988.38.6935
2022.08.09 17:07 | |
Халăх хăй шухăшне влаçа мĕнле майпа пĕлтерме пултарĕ-ши?Калаçу çак тĕп ыйту пирки пулмаллаччĕ.Çук,ăнмарĕ.Евразиецпа Агабазарăн шухăшлав шайĕ кĕпер ячĕ таран кăна иккен.Кĕперĕ кĕмĕл е ылтăн пултăр,вăл ниме те пĕлтермест.Енчен те халăх прави пирки каламалли çук пулсан,мĕншĕн калаçăва пуш сăмахпа кĕрсе каяççĕ-ши?Хăйсем пурри çинчен аса илтерме-ши?Плотников юлташ хальхи тапхăрти чи çивĕч ыйтăва хускатнă мари-ха? | |
Евразиец // 1855.68.3619
2022.08.10 09:58 | |
Читатель, вы только читаете, но не думаете??? Чукча вот не читателем, а писателем хочет быть... Слышали наверное. А вы не мыслитель и мыслить-думать не хотите, но читатель... Лучше меня и любого другого древние греки говорили, как довести свои требования до власти, о чем в начале я уже писал: "За свои права нужно бороться как за стены города". | |
Agabazar // 2247.5.0030
2022.08.10 17:36 | |
Вырăсла калаçса ыттисене çĕнтересшĕн. | |
Вулакан // 1988.38.6935
2022.08.10 21:21 | |
Хисеплĕ Евразиец,Эсир юратакан "бороться"сăмаха мĕнлерех ăнланмалла-ха?Мĕнле майпа бороться тумалла?Сирĕн ăслă шухăшăра пĕлес килет.Грек сăмахă пĕтĕмлетсе калани кăна.Паянхи халăхăн мĕн тумалла?Эсир çавна калăр.Такам шухăшĕпе витĕнсе ан çÿрĕр.Енчен те хăвăр шухăшăр çук пулсан,мĕнле бороться тумаллне пĕлместĕп тейĕр.Çынна хăй айванлăхне йышăнма пĕлни те чыс кÿрет теççĕ. |