Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Власть, над которой безнаказанно глумятся, близка к гибели.
(Бальзак)
 

Надежда Кириллова: И.С. Максимов-Кошкинский «Константин Иванов». 1 пайӗ

Надежда Кириллова13.10.2021 16:523829 просмотров

Тӗлӗнмелле вӑхӑт пулнӑ чӑваш ачисемшӗн!

Пӗр хӗрӗх ҫул хушшинче пирӗн чӑвашсен

Уҫӑлаҫҫӗ хут ҫинче хӗсӗк куҫӗсем.

Икел шӑтса ӳснӗ пек, шкулсем уҫӑлать.

Ырӑ ҫын никӗс хунипе ҫирӗп пурӑнать.

Чухӑн чӑваш ачисем ҫунать чӗрипе:

«Епле майпа вӗренме кӗрес-ши?» тесе.

Калла-малла Атӑлпа пӑрахут куҫать:

Чӑваш ачи ҫӑпатапа вӗренме каять.

Ӗне ҫинӗ кӗнеки унӑн тупӑнать.

Чӑваш пуклакрах чӗлхи ытарса вулать.

Чӗрӗлеҫҫӗ-тӑраҫҫӗ тӗттӗм чӑвашсем.

Ҫапла пирӗн ӗмӗрте чӑваш ҫыннисем, — сӑвӑласа ҫырать Николай Васильев-Шупуҫҫынни Иван Яковлевич Яковлев уҫнӑ Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ ҫинчен хӑй вӗреннӗ вӑхӑта аса илсе. Ҫак шкул ХХ-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш литературипе искусстви вучахӗ пулса тӑрать. Чӑвашсен малтанхи писателӗсем, поэчӗсем, драматургӗсем, композиторӗсем, артисчӗсем ҫак шкултан вӗренсе тухаҫҫӗ. Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчех «Нарспи» поэма кун ҫути курать. Пулас писатель, драматург, артист, режиссер, сценарист, куҫаруҫӑ, йӗркелӳҫӗ, «Чӑвашкино» пуҫарса яраканӗ И. С. Максимов-Кошкинский те ҫак шкултан вӗренсе тухнӑ: «Пӗлӳсем панӑшӑн кӑна мар тав тӑвас килет ман ҫав шкула. Унта вӗреннӗ чух эпӗ аслӑ вырӑс халӑхӗн литературипе пӗрле чӑвашсен тин ҫуралнӑ поэзине, театра, вырӑс тата чӑваш халӑхӗн музыкине, живопиҫне юратрӑм, ман пуҫӑмра художник пулас ӗмӗт ҫуралчӗ. Ҫав ӗмӗт мана чӑваш поэзин классикӗпе Константин Ивановпа туслашма пулӑшрӗ, мӗншӗн тесен вӑл та живопиҫе юрататчӗ, вӑл та художник пулма ӗмӗтленетчӗ», — тесе ҫырать вӑл хӑй асаилӗвӗнче.

Чӑваш театрне пуҫарса янӑ И.С. Максимов-Кошкинскин малтанхи ҫулсенче куҫарусемпе ӗҫлеме тивнӗ, каярахпа вӑл хӑй те пьесӑсем ҫырма пуҫлать. «Малтанлӑха вырӑс драматургӗсен пьесисене куҫарса лартӑр. Театр пулсан чӑваш драматургийӗ те ҫуралӗ», — усӑллӑ канаш панӑ ӑна вырӑссен паллӑ артисчӗ Н.П. Россов И.С. Максимов-Кошкинскине Хусанти театрта ӗҫленӗ ҫулсенче. «1932-мӗш ҫулта Чӑваш республикин правительстви мана ҫӗнӗрен хамӑр театра ӗҫлеме куҫарчӗ. Пилӗк ҫул эпӗ театрӑн художествӑллӑ руководителӗ пулса ӗҫлерӗм. Пит ӑнӑҫлӑ пулчӗҫ ҫав ҫулсем театршӑн та, хамшӑн та: театр академи ятне илме тивӗҫлӗ пулчӗ, хам ҫав ҫулсенче драматургипе ӑнӑҫлӑ ӗҫлерӗм. Тӗрӗссипе каласан, ҫав ҫулсенче тин эпӗ хама драматургсен ретне кӗнӗ тесе шутлатӑп», — ҫапла ҫырать вӑл хӑй пирки.

1940-мӗш ҫулта Чӑваш Республикин Халӑх Комиссариачӗсен Канашӗ К. В. Иванов ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине уявласси ҫинчен пӗрремӗш хут постановлени кӑларать. 1940-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Константин Ивановӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ» ятпа уяв каҫӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче анлӑ иртет. Унта хамӑр республикӑри тата Мускав, Тбилиси, Элиста, Ереван, Ижевск, Хусан, Саранск хулисенчен ҫитнӗ литераторсемпе поэтсем Константин Иванов пултарулӑхӗн пӗлтерӗшӗ пирки туха-туха калаҫаҫҫӗ. СССР писателӗсен союзӗн председателӗ А.А. Жаров сцена ҫинчен Мускаври «Художественная литература» издательствӑра юбилей ҫулӗ тӗлне «Нарспи» произведенине вырӑсла куҫарса кун ҫути кӑтартни ҫинчен хыпарлать. Константин Иванов пултарулӑхӗн ҫути чӑваш халӑхне поэтӑн юбилейлӑ ҫулӗсенче тинех ҫутатма пуҫлать. Ку ӗҫре чӑваш поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ, поэтӑн тӑванӗ, паллӑ ҫыравҫӑ тӑрӑшса ӗҫлени те ӑнӑҫлӑ.

1944-мӗш ҫулта И.С. Максимов-Кошкинскин Чӑваш театрӗн сцени ҫинче «Сенкер двойка» ятлӑ пьеси кун ҫути курать. Автор ӑна чӑваш халӑхӗн паттӑр ывӑлне, Совет Союзӗн геройне Ф.Н. Орлов летчика халаласа ҫырнӑ. Ҫак ҫӳлерех асӑннӑ пулӑмсем, драматург жанрӗнче вӑл вӑхӑтра ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан И.С. Максимов-Кошкинские, чӑвашӑн тепӗр паттӑр ывӑлӗ ҫинчен, поэт-классик Константин Иванов ҫинчен пьеса ҫырмалли ҫинчен шутлаттарнӑ пулас. «Нарспи» поэма авторӗн К.В. Ивановӑн сӑнарне сцена ҫинчен кӑтартасси — чӑваш драматургӗсемшӗн питӗ хисеплӗ ӗҫ, — ҫырать Иван Краснов режиссер И.С. Максимов-Кошкинскин «Константин Иванов» пьеси пирки. — «Тӑвӑл хыҫҫӑн тӑвӑл» (Константин Иванов) драмӑна И.С. Максимов-Кошкинский драматург 1954-мӗш ҫулта ҫырса пӗтерчӗ. Ӑна ҫырнӑ чух вӑл историлле материалсемпе, биографиллӗ фактсемпе анлӑн усӑ курнӑ. Пьесӑри геройсене, вӗсен ӗҫӗсене, шухӑш-кӑмӑлне тӗрӗс, художествӑллӑ туйӑмпа кӑтартса пама драматург хӑй геройӗсене пурнӑҫра ҫывӑх пӗлни те нумай пулӑшнӑ».

И.С. Максимов-Кошкинский ҫырнӑ «Константин Иванов» пьеса (малтанлӑха вӑл иккӗмӗш «Тӑвӑл хыҫҫӑн тӑвӑл» ячӗсӗр пулнӑ) 1954-мӗш ҫулта К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче кун ҫути курать. Пьесӑна Константин Иванович Иванов режиссер кун ҫути кӑтартнӑ. Ҫав ҫулах «Константин Иванов» пьеса кӗнекен Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухать. 1954-мӗш ҫулта тухнӑ «Пьесӑсем» кӗнекене пурӗ виҫӗ пьеса кӗнӗ: («Константин Иванов», «Пугачев парни», «Сатурпа Илем»). Виҫӗ пьеси те революци юхӑмӗсемпе ҫыхӑннӑскерсем. «4 пайлӑ, 5 картинӑллӑ, прологлӑ драма», — палӑртать И.С. Максимов-Кошкинский хӑйӗн «Константин Иванов» пьеси пирки. Профессионал-драматург пьесӑра Константин Иванов «Нарспи» произведени ҫырӑннӑ вӑхӑта анлӑ кӑтартса пама тӑрӑшать. Пирӗн куҫ умӗнчех «Нарспи» поэма епле ҫырӑнма пуҫлани, поэма ҫырӑннӑ вӑхӑтри тертлӗ нушисем, «Нарспи» ҫырӑнса пӗтсе «Сказки и предания чуваш» кӗнекере тухни — пурте пур. Ӗҫ-пуҫ хӑҫан пулнине палӑртса И.С. Максимов-Кошкинский ҫапла ҫырать: «Драмӑри ӗҫсем 1906-1912-мӗш ҫулсенче пулса иртеҫҫӗ». Кунта ҫакна асӑрхаса хӑвармалла: драмӑри кӗске пролог, ахӑртнех, 1906-мӗш пулса иртет, унтан пьеса тӑршшӗпех ӗҫ-пуҫ 1908-мӗш ҫулта пулса иртет, юлашки пиллӗкмӗш картина — Слакпуҫӗнче Константин Ивановӑн ӳпке чирӗ палӑрнӑ вӑхӑтра 1912-мӗш ҫулта пулса иртет. Пьесӑри ӗҫсем ытларах Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче тата Слакпуҫӗнче пулса иртеҫҫӗ пулин те, эпир пьесӑна вуласа революци хумӗ пӗтӗм Раҫҫейӗпе епле вӑй илсе пынине куратпӑр. Драматург кӗске пролограх малтанхи картинӑра революци хумӗ Чӗмпӗр хулине епле ярса илнине кӑтартать. Вӗренӗве тата ӗҫе пӑрахса Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче тата ремесла шкулӗнче вӗренекенсем, рабочисемпе хула ҫыннисем, мещанкӑсемпе мещансем «Отречемся от старого мира» юрӑ юрлаҫҫӗ, Максим Горький ҫырнӑ «Тӑвӑл йыхравҫи» прозӑлла сӑввине вулаҫҫӗ.

Слакпуҫӗнче ҫакӑн пек лару-тӑру (1 пайӗ, 1 картина):

Алтатти: Ах, тур, тур! Каллех ристансене хӑваласа каяҫҫӗ. Тутар та пур, вырӑс та, чӑваш та. Ҫӗпӗре ӑсатаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ… Кашни кун тенӗ пекех станцӑна хӑваласа каяҫҫӗ…. «…»

Санька (урамра): Кӑрлайклӑ учителӗ тарнӑ.

Иванов. Родион Анисимович-и?

Санька (урамра): Ҫавӑ.

Анисимов кӗрет.

Иванов. Родион Анисимович?

Анисимов. Шӑп!.. Ӑҫта пытанма пулать?

Иванов. Кайрӑмӑр… Чӑлана пытанӑр.

Кӑнна Кушкинче те халӑх шавлать (2 пайӗ, 2 картина):

Михеле: «Тӗрӗс калатчӗ ҫав, леш, виҫӗмҫул пирӗн таврари халӑха улпутсене хирӗҫ ҫӗклекенӗ… Патша хура халӑха юри вӗрентесшӗн мар тет: тӗттӗм халӑха пӑхӑнтарма ҫӑмӑлрах, тет, имӗш.

Ҫӗпӗрте вара ҫакӑн пек картина (4 пайӗ, 5 картина):

Тарас: Шалу кӑшт ӳстерме ыйтрӑмӑр та, апат-ҫимӗҫе кӑшт лайӑхлатӑр терӗмӗр. Шӑршланнӑ лаша какайӗ ҫитерме пуҫларӗҫ те, шахтерсем чире ерчӗҫ.

Тарук: Аякра-и вӑл, Тарас пичче?

Тарас: Ҫӗпӗрте, Лена ятлӑ юханшыв хӗрринче.

Ваҫлей: Вилнисем те пулчӗҫ-и, Тарас пичче?

Тарас: Икҫӗр аллӑ ҫын кантур умне выртса юлчӗҫ, икҫӗр ҫитмӗлӗшне суранлатрӗҫ.

Ҫакӑн пек революциллӗ анлӑ юхӑмра Иван Яковлевич Яковлевӑн 40 ҫула яхӑн тӗрлӗ вак халӑхсен ачисене вӗрентекен чӑваш шкулне мӗнле те пулин хӑтарса хӑвармалла пулнӑ. Чӗмпӗр чӑваш шкулне ҫак таран хӳтӗлесе пынӑ Илья Николаевич Ульянов ҫук ӗнтӗ, пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

«Константин Иванов» пьеса прологӗнчех Иван Яковлевич Яковлев хӑй патӗнче вӗренекен ачасене революци туйӑмӗсенчен хӑтарса хӑварас тесе Сӑр хӗррине пухӑннисене шкула хӑвалать:

Яковлев: Иванов! Ковшов! Ӑҫта каятӑр? Чарӑнӑр! Чарӑнӑр, тетӗп! Учительсем классенче кӗтсе лараҫҫӗ.

Революци пулас ҫуккине ӗнентерме тӑрӑшса вӑл Кӑнна Кушки ялӗнчен пулӑшу ыйтса ун патне Чӗмпӗре ҫитнӗ хресченсене те ҫӗр ыйтӑвӗсене улпутсемпе мирлӗ татса памалла пирки ӑнлантарать (2 пайӗ, 2 картина):

Михеле: Пурӑна-киле, тен, улпут ҫӗрӗ ахалех хресчен аллине куҫӗ. Ара, тепӗр революци пулатех теҫҫӗ вӗт.

Яковлев: Ҫук-ҫук, нимӗнле революци те пулмасть. Туянас пулать улпут ҫӗрне… Ыран банка кайӑпӑр та калаҫса татӑлӑпӑр.

1907-мӗш ҫулхи революци шӑв-шавӗ иртсе Чӗмпӗр чӑваш шкулне суранлатса хӑварать, 1-мӗш класра вӗренекенсене пурне те шкултан кӑларса яма тивет, вӑл шутрах Константин Иванова та. Халь чӑваш шкулне кӑларса янӑ ачасенчен Константин Иванова каялла шкула тавӑрма мӗн те пулин шутласа кӑлармалла Иван Яколвевичӑн (2 пайӗ, 2 картина):

Яковлев: Николай Федорович, паянах куҫару комисси енӗпе приказ ҫырӑр. Ӗлӗк куҫарнӑ Евангели чӗлхе тӗлӗшӗнчен япӑх, халӑха ӑнланмалла мар, ҫавӑнпа ҫӗнӗрен куҫарма хушатӑп… Куҫарнине тӳрлетсе пыма хам чирлӗ пирки, вӑхӑтлӑха Константин Иванова хушатӑп. Куҫару комисси председателӗ Яковлев.

«Юнлӑ вырсарникун» рабочисен ҫемйисене персе вӗлернӗ патша валли Иван Яковлевич Евангелине чӑвашла куҫарса парне пама хатӗрленни Константин Ивановшӑн ӑнланмалла мар пулсан, И.Я. Яковлевшӑн вара чӑваш шкулне ҫӑлмалли мел (3 пайӗ, 3 картина):

Яковлев: Патша пулмасан кам йӗркелӗхе тытса пырӗ? Кам? Ирӗксӗрлесе пурнӑҫа улӑштарма юрамасть. Пуҫлӑхсемпе мирлӗ калаҫса юсас пулать пурнӑҫа.

Евангелине чӑвашла куҫарса патшана парне туни шкула вӑхӑтлӑха ҫӑлса хӑварать пулин те, анчах «пуҫлӑхсемпе мирлӗ калаҫса кӑна» пурнӑҫа юсама май килмест иккен (4 пайӗ, 4 картина):

Иван: Ҫӗрне валеҫрӗҫ-и вара?

Михеле. Валеҫрӗҫ ҫав. Ялпа илнӗ ҫӗр веҫех тенӗ пек пуянсен аллине куҫрӗ ӗнтӗ.

Иван: Саккунӗ ҫавнашкал-ҫке: пуянсене хӳтӗлет, чухӑнсене хӗсӗрлет… Ҫук, улпут ҫӗрне сутӑн илсе пурнӑҫа юсаймастпӑр пулӗ… Туртсах илмелле пулать пулӗ улпутсен ҫӗрне…

Яковлев. Эс мӗншӗн чан ҫапма пӑрахрӑн этак-так? Ҫап, ҫап, разбойник! «…….»

Пьесӑра Иван Яковлевичпа Константин Иванов хушшинчи ҫивӗч хирӗҫӳллӗ сцена ҫакӑн пек вӗҫленет (4 пайӗ, 4 картина):

Яковлев: Ее величество шкула хӳтӗлеме хушрӗ.

Иванов: Величество хӳтӗлеме хушнӑ, сиятельствӑсем хупасшӑн. Урӑхла каласан, ее величество умӗнче чӗркуҫленни усӑсӑр пулчӗ, Иван Яковлевич.

Яковлев. Чарӑн! Чарӑн, тетӗп сана!

Иванов: Ма эсир хӑвӑр куҫӑра хуплатӑр? Ма хӑвӑр таврара пулса иртнине курасшӑн мар? Патша йыттисем хӑвӑртан кулнине те сисместӗр-и?

Яковлев: Ҫухал, ҫухал ман куҫ умӗнчен! «……»

«Константин Иванов» пьесӑна ҫырнӑ чух И.С. Максимов-Кошкинский историлле материалсемпе, биографиллӗ фактсемпе анлӑн усӑ курнӑ», тет пулин те режиссер Иван Краснов ку пьеса пирки, анчах драматург материалсемпе анлӑ усӑ курма пултарайман, ҫав вӑхӑта епле кӑтартса памалли пирки ун хӑй пуҫне чылай ватма тивнӗ. Чи малтанах, вӑхӑт таппи — Сталин репрессийӗн вӑхӑчӗ пыни те нумай шутлаттарнӑ: 1930-мӗш ҫулсенче репрессине лекнӗ ҫынсен сӑнарӗсем кӗме пултарайман-ҫке пьесӑри ӗҫ-пуҫсене. Вӗсен шутӗнче ҫав 1906-1912 ҫулсенче (пьесӑра кӑтартнӑ ҫулсем) Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ Николай Васильев-Шупуҫҫынни, Степан Максимович Максимов тата пьесӑна ҫыракан драматург хӑй те — Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский. Мӗн тумалли пирки ыйту драматург умне, паллах, питӗ ҫивӗччӗн тухса тӑнӑ. Кошкинский драматург Николай Шупуҫҫыннипе Степан Максимова пьесӑна пачах кӗртмест, хӑйне вара Илья Ковшов ятпа кӗртет.

1954-мӗш ҫулта «Константин Иванов» пьеса Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче тата кӗнекен «Пьесӑсем» ятпа пичетленсе кун ҫути курнӑ хыҫҫӑн, 1955-мӗш ҫулта «Ялав» журнал страници ҫинче Константин Ивановпа Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче пӗрле вӗреннӗ тата юлташлӑ пулнӑ И. Трофимовӑн «Ивановпа пӗрле ӗҫлени» (Сотрудничество с К.В. Ивановым) ятлӑ статьйи пичетленсе тухать. (Ку статья пирки Ю.М. Артемьев «Константин Иванов: жизнь, судьба, бессмертие» кӗнекинче те аса илнӗ). Унта И. Трофимов ҫапла ҫырать: «Ман ҫакӑнта К.В. Иванов пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗсемпе ҫыхӑннӑ пӗр тивӗҫсӗр хахате хирӗҫлес килет. Ҫав хахать тӑрӑх, И.Я. Яковлев К.В. Иванова Библи мӑшкӑлӗ тунӑ пулать. Вара поэт, Библие куҫарса асапланнипе, «Нарспи» хыҫҫӑн лайӑх япала ҫырайман имӗш. Вӑл Библине пулах чахуткӑна кайнӑ, пултарулӑх ӗмӗтне татнӑ, пурнӑҫ драмине, чӗрре кӗртсе, вӗҫне ҫитернӗ. Чӑвашсен паллӑ драматургӗ И.С. Максимов Кошкинский хӑйӗн «Константин Иванов» ятлӑ пьесинче тӗп конфликт шӑп ҫакӑ суя хахате илнӗ. Ку хахатӗн никӗсӗ ҫук. Иван Яковлевич Библи куҫарма К.В. Иванова нихӑҫан та хушман, хушма та пултарайман. «…» Ҫак кӑткӑс ӗҫпе — Библи чӗлхине тӗрлӗ чӗлхесемпе тӗрӗслесе пӑхассипе — грек чӗлхине аван пӗлекен академик-пупсем М.П. Петровпа И.Д. Дормидонтов ларнӑ. Библие чӑвашла куҫаракансем те ҫавсемех пулнӑ».

Ҫак пулӑмсемпе вӑл вӑхӑтри пьеса тавра ҫаврӑннӑ хӑш-пӗр калаҫусем И.С. Максимов-Кошкинский драматурга пьесӑна ҫӗнӗрен пӑхса тухма хистет. 1955-мӗш ҫул хыҫҫӑн, И.С. Максимов-Кошкинский пьесӑна ҫӗнӗрен пӑхса тухса чылай вырӑнсене улӑштарать.

1960-мӗш ҫулта пичетленсе тухнӑ «Драмӑсем» ятлӑ кӗнекери «Константин Иванов» пьеса чылай улшӑнусемлӗ. Чи малтанах, пьеса ячӗ улшӑннӑ. Вӑл «Тӑвӑл хыҫҫӑн тӑвӑл» ят илнӗ, иккӗмӗш ячӗ скобкӑра «Константин Иванов». Драмӑна кӗртнӗ ҫынсенчен 1954-мӗш ҫулхи пьесӑра: Цыганов ремесла шкулӗнче вӗренекен кӗрнеклӗ вырӑс ачи пулсан, иккӗмӗш вариантра вӑл Цыганов Григорий Данилович, Яковлевӑн ача чухнехи юлташӗ, вырӑс. Ҫавӑн пекех, пьесӑна ҫӗнӗ сӑнар Чӗмпӗрти ремесла шкулӗнче вӗренекен Ваня, Цыганов тӑванӗ хутшӑнать. Иккӗмӗш вариантри пьесӑра прологри пӑлхавҫӑсен сценинче драматург Цыганов вырӑнне Ваньӑна кӑларать. 3-мӗш пайӗнчи 3-мӗш картинӑра та Цыганов вырӑнӗнче ремесла шкулӗнче вӗренекен Ваня: «Театр пулатех, тусӑмсем! Эс трагеди ҫыратӑп темерӗн-и? Ҫыр, Константин, ҫыр. Театр та пулӗ, кашни ялта шкул… Чи хакли — халӑх хӑй хуҫа пулӗ, хӑй пурнӑҫне хӑйне кирлӗ пек тӑвӗ… Анчах пулас илемлӗ пурнӑҫшӑн кӗрешес пулать, тусӑмсем!»

И.С. Максимов-Кошкинский 2-мӗш вариантра Яковлевпа Иванов хушшинчи конфликтсене пьесӑра нумай тасатать. Прологра Яковлев ачасене шкула хӑваланине кӑларса пӑрахать. (Яковлев: Чарӑнӑр тетӗп! Учительсем классенче кӗтсе лараҫҫӗ!)

Евангели куҫарӑвӗ пирки 2-мӗш вариантра ҫак хирӗҫӳ картини ҫук (2 пайӗ, 2 картина):

Яковлев: Ан хурлан, Константин. Пурне те майлаштарӑпӑр. Хулара пурӑнма ирӗк парӗҫ сана…

Иванов. Каҫарӑр, Иван Яковлевич, эпӗ евангелие редакцилеместӗп.

Яковлев. Мӗншӗн, этак-так?

Иванов. Ку ыйтӑва ответ памасӑр хӑварма ирӗк парсамӑрччӗ, Иван Яковлевич. Сыв пулӑр. (Пуҫ таять те хӑвӑрт тухса каять).

Яковлев. Костя!.. Костенька! Кайрӗ… Николай Федорович, ку мӗне пӗлтерет?

Анисимов. Тӗнчере эсир ӑнланман е ӑнланас темен япаласем пур, Иван Яковлевич!

И.Я. Яковлев хӑйсен ялӗнчи хресченсене ҫӗрпе мӗнле усӑ курмалли ҫинчен вӗрентсе каланӑ сценӑсене те кӗскетет (2 пайӗ, 2 картина):

Михеле: Каласамччӗ, Иван… Улпут ҫӗрне, тен, илмелле мар пулӗ?

Яковлев. Мӗншӗн апла?

Михеле. Ялйышсем нушана кӗрсе ӳкесрен хӑратӑп-ҫке. Ҫӗрӗ питӗ хаклӑ, теҫҫӗ. Тӑхтас мар-и?

Яковлев. Тӑхтасан, йӳнерехпе сутӗҫ тетӗн-им?

Михеле. Ҫӗрӗ йӳнелес ҫук та-ха вӑл…

Яковлев. Апла пулсан, мӗншӗн тӑхтасшӑн тата?

Михеле. Пурна-киле, тен, улпут ҫӗрӗ ахалех хресчен аллине куҫӗ.

Яковлев. Епле «ахалех» этак-так?

Михеле. Ара, тепӗр революци пулатех, теҫҫӗ вӗт.

Яковлев. Ҫук, ҫук, нимӗнле революци те пулмасть. Туянас пулать улпут ҫӗрне… Ыран банка кайӑпӑр та калаҫса татӑлӑпӑр.

Яковлевпа Ивановӑн калаҫӑвӗнчи хӑш-пӗр текстсене тасатать (3 пайӗ, 3 картина):

Иванов. Тархасламалла мар ӑна, тронӗ ҫинчен ыткӑнтармалла.

Яковлев. Патша пулмасан кам йӗркелӗхе тытса пырӗ? Кам? Кам?

4-мӗш пайӗнчи 4-мӗш картинӑри Яковлевпа Иванов конфликтне пачах кӗскетет.

Яковлев. Ее величество шкула хӳтӗлеме хушрӗ.

Иванов. Величество хӳтӗлеме хушнӑ, сиятельство хупасшӑн. Урӑхла каласан, ее величество умӗнче чӗркуҫленни усӑсӑр пулчӗ, Иван Яковлевич. «…» Ма эсир хӑвӑр куҫӑра хуплатӑр? Ма хӑвӑр таврара пулса иртнине курасшӑн мар? Патша йыттисем хӑвӑртан кулнине те сисместӗр-и?

Яковлев. Ҫухал, ҫухал ман куҫ умӗнчен!

Малалла вара И.С. Максимов-Кошкинский драматург пьесӑна МӖНЛЕ СЦЕНӐСЕМ КӖРТНИНЕ асӑрхӑпӑр. Чи малтанах, пролог вӗҫӗнче К.В. Иванов 1906-мӗш ҫулта революци юррин куҫарӑвне кӗртет:

Вӑранӑр, тапранӑр, чӑваш ҫыннисем!

Тапран эс вӑрҫма, выҫӑ халӑх!

Халӑх хӑй ҫиллине кӑтӑртӑр!

Малалла, малалла, малалла!

К.В. Ивановӑн пьеса тӑршшӗпе ҫырӑнса пыракан «Нарспи» поэмӑна тишкернине И.С. Максимов-Кошкинский ытларах кӗртет:

Яковлев: Халӗ сӑмахлӑпӑр сирӗнпе, Фукс господин, «Чӑваш чӗлхи чухӑн, чӑваш чӗлхипе этемӗн тарӑн шухӑшӗсене, савӑнӑҫӗпе хурлӑхне каласа пама май ҫук» тет. Йӑнӑшатӑр, этак-так! Этем ҫинчен мӗнле ҫырнӑ-ха унта?

Вера (хут ҫине пӑхса): Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере

Вӑйли ҫук та этемрен…

Шывсем ҫинче, ҫӗр ҫинче

Хуҫа пулса вӑл тӑрать!

Яковлев: Мӗнле янрать, этак-так! (2 пайӗ, 2 картина)

Цыгановпа пӗр сцена кӗртет:

Вера: Иван Яковлевич, сире Цыганов курасшӑн.

Яковлев. Цыганов? Мӗнле Цыганов?

Вера: Питӗртен тет.

Михеле: Киштек вырӑсӗ мар пулӗ те? Астӑватӑн-и, улпут ӗнисене кӗтетчӗ…

Яковлев: Астӑватӑп, астӑватӑп…(Верӑна) Кала, кӗтӗр. (Вера каять). Салтака кайнӑ ҫул вӑл ман пата кӗнӗччӗ, унтанпа курман.

Михеле. Салтакран яла таврӑнмарӗ вӑл. Питӗрте карап тӑвакан ҫӗрте ӗҫлет, тет, пулас…(2 пайӗ, 2 картина).

Илья Николаевич Ульянов ҫинчен калаҫнисене кӗртет:

Яковлев: Эпир Илья Николаевичпа ҫапах та шкул уҫрӑмӑр.

Цыганов. Илья Николаевич пек ҫынсем анчах халӑх куҫне уҫма тӑрӑшаҫҫӗ. Унашкал ҫынсем пулмасан, шкулсенче дворянсемпе пуянсем кӑна вӗренӗччӗҫ.

Яковлев. Нумай пулӑшрӗ чӑваш халӑхне Илья Николаевич. Ялсенче миҫе шкул уҫрӗ. Вӑл пулман пулсан, пирӗн шкул та вӑй илеймен пулӗччӗ. (2 пайӗ, 2 картина).

Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ ҫинчен каланисене ытларах кӗртсе сценӑсене вӑйлатать:

Яковлев: Вӑтӑр ҫичӗ ача шкултан кӑларса янипе тӑранмарӗҫ пулать? Вӑтӑр ҫичӗ пулас учителе кӑларса ятӑм… Вӑтӑр ҫичӗ ҫӗнӗ шкул уҫма пулатчӗ вӗсем вӗренсе тухсан… Ултҫӗр-ҫичҫӗр ача вӗрентсе кӑларма пултаратчӗҫ вӗсем ҫулсерен. Халӗ ҫав пулас учительсем, ҫут тӗнчене ылханса, Раҫҫей тӑрӑх сулланса ҫӳреҫҫӗ, ниҫта вӗренме кӗреймеҫҫӗ… Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗсен ячӗсем кашни полици участокӗнче, кашни исправник, пристав, уретник сӗтелӗнче.

Цыганов. Апла пулсан, ачасене шкултан кӑларса яма кирлӗ марччӗ пулӗ, Иван Яковлевич?

Яковлев. Тӗрӗс, петици текеннишӗн кӑларман та пулӑттӑм, анчах леш, хӗтӗртекенни, чее ӗҫленӗ: вӑл чӑваш шкулӗ вырӑссене курайман учительсем хатӗрлет теме ҫеҫ мар, унта вӗренекенсем Раҫҫейри тытӑма хирӗҫ тесе кӑшкӑрма та сӑлтав тупса панӑ: ачасене ҫурт тӑррине хӗрлӗ ялав ҫактарнӑ… Икӗ инкекрен ҫӑмӑлтараххине суйласа илме тиврӗ: пӗрремӗш класри ачасене кӑларса яман пулсан, шкула хупатчӗҫ… (2 пайӗ, 2 картина).

Федор Павловпа Тоня сценине хушать драматург. Каласа хӑвармалла, Пьесӑри Тоня — Капитолина Эсливанова сӑнарӗ. Ахӑртнех, репрессине лекнӗ Степан Максимов арӑмӗ пулнипе Капитолина ятне те улӑштарма тивнӗ Кошкинскин. 1913-мӗш ҫулта Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче М.И. Глинкӑн «Жизнь за царя» (Иван Сусанин) опера сыпӑкӗсене лартнӑ вӗренекенсем. Унта Капитолина Эсливанова Антонида партине юрланӑ. И.С. Максимов-Кошкинский ҫавна усӑ хурса Капитолинӑран Антонида-Антонина-Тоня тунӑ та.

Яковлев: Эпӗ юрланине итлеме килсеттӗм те, спевка пӗтнӗ иккен. Тоня ҫӗнӗ юрӑ юрлать терӗҫ те.

Федор. Итлеме кӑмӑлӑр пулсан, юрласа пама пултаратпӑр, Иван Яковлевич.

Яковлев. Тоня килӗшет пулсан…

Тоня. Эпӗ хатӗр…

Яковлев. Ларӑр, ларӑр, ачамсем.

Федор (пукан ҫине ларса пианино калама тытӑнать, Тоня юрлать).

Яковлев (юрласа пӗтерсен, Тоньӑна ыталаса чуптӑвать). Тавтапуҫ, тавтапуҫ, хӗрӗм. (Павлова алӑ тытса.) Сана та тав, Федор… (Уткаласа ҫӳрет.) Ҫук, этак-так, ҫакнашкал талантсене ҫитӗнтерекен шкула хупма памастӑп… Памастӑпах! (3 пайӗ, 3 картина).

Драматург И.Я. Яковлев евангелие хӑй мӗншӗн патшана парнелесшӗн пулнине Константин Иванова ӑнлантарнине ытларах кӗртет (3 пайӗ, 3 картина):

Яковлев: Ну, ма ятламастӑн мана? Ятла, ятла этак-так… Мана хашпӗрисем мӗншӗн ятланине пӗлетӗп эпӗ. Яковлев чиркӳ ведомстви тумалли ӗҫе тӑвать, теҫҫӗ. Анчах чӑваш халӑхӗн пӗртен-пӗр вӑтам шкулӗ мӗнле тытӑнса тӑнине пӗлеҫҫӗ-и вӗсем? Ҫук, пӗлмеҫҫӗ! Миҫе хут хупма тытӑнчӗҫ ӗнтӗ ӑна? Чиркӳ кӗнекисем кӑларнипе ҫеҫ тытӑнкаласа тӑрать пирӗн шкул! Халӗ вӗсем те пулӑшми пулчӗҫ. Ҫавӑнпа патшана тархасласа пӑхас тетӗп. Тен, хӳтлӗх тупӑп.

И.Я. Яковлевӑн хуравне: «Пӗлетӗп, пӗлетӗп эс мӗн калассине. Эс унашкал калаҫакансенчен катара тӑр, ан итле вӗсене. Вӗсем йӑнӑш ҫулпа пыраҫҫӗ, йӑнӑш ҫулпа, этак-так. Ирӗксӗрлесе пурнӑҫа улӑштарма юрамасть. Пуҫлӑхсемпе мирлӗ калаҫса юсас пулать пурнӑҫа», ҫакӑн пек текстпа улӑштарать: «Ӑнланмастӑр эсир мана, ӑнланмастӑр, этак-так. Тӳрӗ ҫулпа ҫӳреме ирӗк памасан, кукӑр сукмакпа утма тивет-ҫке, Костенька…» (3 пайӗ, 3 картина).

3 пайӗн 3 картининче Агент сӑмахӗсене тӳрлетет: «Сире, господин Иванов, сыхлануллӑрах пулма сӗнетӗп» вырӑнне, кӗнекене ҫакӑн пек сӑмахсем кӗреҫҫӗ: «Сире, господин Иванов, йӗркеллӗрех пулма ыйтатӑп.

4-мӗш пайӗнчи 4-мӗш картина чылай улшӑнать. Чи малтанах драматург Ильяпа Вера хушшинчи хутшӑнӑва аталантарса пӗр сцена хушать:

Илья. Вера! Ӑҫта васкатӑн?

Вера. Родион Анисимыча шыратӑп. Ӑна Иван Яковлевич чӗнет.

Илья. Питӗртен таврӑнчӗ-им?

Вера. Халӗ ҫеҫ таврӑнчӗ. «…..» Пӳлӗме кӗнӗ-кӗменех Екатерина Алексеевнӑна курчӗ те: «Ҫӗнтертӗм разбойника, этак-так!» - тесе кӑшкӑрса ячӗ. «….»

Илья. Вера…

Вера. Мӗн?

Илья. Эс ман ҫырусене хирӗҫ мӗншӗн пит кӗскен ҫыратӑн? Юлташсем кулаҫҫӗ… Юратмасть сана Вера, теҫҫӗ… Пӗр вӑрӑм ҫыру ҫыр-ха хӑть…

Вера. Юрать.

Илья. Халӗ кай. Ав, Родион Анисимыч килет.

Ҫак вырӑнтах Иван Яковлевич хӑй Питӗре патша патне епле ӑнӑҫлӑ кайса килни ҫинчен Цыганова каласа панине хушать драматург:

Яковлев: Хусан округӗн попечителӗ килчӗ, анчах министр ӑна, хӑй кабинетне кӗнӗ-кӗменех: «Кая юлтӑр, ваше превосходительство, Яковлева ее величество — патша арӑмӗ йышӑннӑ. Яковлев ее величествӑна чӑвашла евангели парнеленӗ, ее величество тав тунӑ, действительнӑй статски советник чинне панӑ. Халӗ ак ее величество канцеляринчен ман пата хут килчӗ, ее величество Чӗмпӗрти чӑваш шкулне пулӑшма хушрӗ, тесе ҫыраҫҫӗ». Попечительпе министр пӗр-пӗрин ҫине пӑхса тӑчӗҫ-тӑчӗҫ тет те: «Ее величество хушнине тӑвӑр, ваше превосходительство!» — терӗ тет юлашкинчен министр.

Цыганов. Аван, аван майлаштарнӑ…

Яковлев. Аванни аван та, анчах вӑйлисем умӗнче мӗн чухлӗ пуҫа усса тӑма тиврӗ. «…» Мӗн тӑвас? Пӗртен-пӗр чӑваш шкулне хуптарас килмест-ҫке. (4 пайӗ, 4 картина)

Патша патӗнче пулнӑ хыҫҫӑн Ротмистр умӗнче Яковлев хӑйне хӳтӗленӗ сценӑна кӗртет драматург:

Ротмистр. Каҫарӑр, ҫапах эпӗ сирӗн хваттере ухтаратӑп. Ак ордер.

Яковлев. Дворянсен предводителӗнчен ирӗк илтӗр-и?

Ротмистр. Унашкал хут дворянсен ҫуртне ухтарма ҫеҫ кирлӗ.

Яковлев. Эпӗ камне пӗлетӗр-и, господин Сретенский?

Ротмистр. Пӗлетӗп. Эсир чӑваш шкулӗн инспекторӗ.

Яковлев. Эпӗ, статски советник, дворянин. Ку чина ее императорское величество — патша арӑмӗ мана йышӑннӑ хыҫҫӑн пачӗҫ. Илтрӗр-и, господа ротмистр, мана ее императорское величество йышӑнчӗ!

Ротмистр. Каҫарӑр, ваше превосходительство, пӗлмен…

Яковлев. Пӗлес пулать, Сретенский господин! Пӗлес пулать, этак-так! (4 пайӗ, 4 картина)

Ку картинӑрах Константин Иванов «Нарспи» поэмӑна ҫырса пӗтерни паллӑ пулать.

Илья. Костя «Нарспие» ҫырса пӗтернӗ, Иван Яковлевич! Пире вуласа пачӗ…

Яковлев. Ҫырса пӗтертӗн-и, этак-так?

Иванов. Пӗтертӗм, Иван Яковлевич.

Яковлев (Иванова ҫупӑрласа) Маттур, маттур, разбойник! (4 пайӗ, 4 картина).

1963-мӗш ҫулта И.С. Максимов-Кошкинскин Чӑваш АССР кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ «Пьесӑсем. Калавсем. Асаилӳсем» кӗнекере «Тӑвӑл хыҫҫӑн тӑвӑл» (Константин Иванов) пьеса 1960-мӗш ҫулта тӳрлетсе ҫырнӑ вариантпа, ним улшӑнусӑр пичетленсе тухать.

1968-мӗш ҫулта «Тӑвӑл хыҫҫӑн тӑвӑл» (Константин Иванов) драма ҫӗнетнӗ вариантпа К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче кун ҫути курать. Сцена ҫине кӑлараканӗ — режиссер Иван Дмитриевич Краснов.

1973-мӗш ҫулта И.С. Максимов-Кошкинскин «Суйласа илнисем» кӗнекинче «Тӑвӑл хыҫҫӑн тӑвӑл» (Константин Иванов) пьеса каллех улшӑнать. Вӑл 4 пайлӑ, 6 картинӑллӑ пулса тӑрать. Малтанах мӗн кӗскетнисене асӑрхӑпӑр:

1 пайӗ 1 картина вӗҫӗнче Уретник сӑмахӗ хыҫҫӑн автор сӑмахӗсене драматург кӑларса пӑрахать:

Уретник: Ухтару пӗтмесӗр килхушшинчен никама та кӑлармастӑп. (Юнашар пӳлӗмре питлӗх ӳкет. Уретник револьверне кӑларать те, алӑк патне чупса пырса, алӑка яр уҫса ярать. Тепӗр пӳртре Квинтильян тӑрать. Плашка йӑтнӑ. Уретник ӑна курать те тепӗр алӑкпа тухса каять).

3 пайӗнчи 3 картинӑра Яковлев сӑмахӗсем улшӑнаҫҫӗ: «Эпӗ юрланине итлеме килсеттӗм те, спевка пӗтнӗ иккен. Тоня ҫӗнӗ юрӑ юрлать, терӗҫ те. Улшӑнӑвӗ ҫапла: Тоня «Хӗр йӗррине» аван юрлать терӗҫ те.

Иванов сӑмахӗсем: «Ҫав халӑх юнӗпе вараланнӑ палача, тискертен те тискер тирана пуҫҫапасшӑн-и?ҫапла улшӑнаҫҫӗ: «Ҫав халӑх юнӗпе вараланнӑ палача, тискертен те тискер тирана тархасласшӑн-и?»

4 пайӗнчи 4 картинӑри сценӑна, «Нарспи» поэмӑна ҫырса пӗтерни ҫинчен пӗлтернине драматург ХУШСА ҪЫРНӐ 5-мӗш КАРТИНӐНА кӗртет. Ку хушса ҫырнӑ картина Чӗмпӗрти дворянсен ҫуртӗнче пулса иртет, унта Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче вӗренекенсем концерт параҫҫӗ. Концерта пынӑ ҫынсем антрактра хӑйсене уйрӑмах «Хӗр йӗрри» юрӑ килӗшни ҫинчен калаҫаҫҫӗ. «Нарспи» поэма «Сказки и предания чуваш» ятлӑ кӗнекере пичетленсе тухнине ҫак сценӑна кӗртет те драматург:

Яковлев: Эс мӗн, салхуллӑ, Костенька? Сан хӗпӗртемелле! «Нарспие» малашне чӑваш ялӗсенче пур ҫӗрте те каҫса кайсах вулӗҫ.

Анисимов. Поэмине вулӗҫ те, авторне пӗлмӗҫ.

Яковлев. Халӑхран ним те пытарма ҫук. Халӑх пурӗпӗр шыраса тупать хӑй тусӗсен ячӗсене… Шыраса тупатех, Костенька… Тупать, этак-так!

1983-мӗш ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче паллӑ драматург И.С. Максимов-Кошкинский (1893-1975) ҫуралнӑранпа 90 ҫул тултарнӑ ятпа «Сатурпа Илем» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухать, унта драматургӑн чи пӗрремӗш кӗнекине кӗнӗ («Сатурпа Илем», «Пугачев парни», «Тӑвӑл хыҫҫӑн тӑвӑл») историлле-революцилле темӑсемпе ҫырнӑ пьесисем кӗнӗ. Пьеса «Тӑвӑл хыҫҫӑн тӑвӑл» (Константин Иванов) ҫӗнӗрен 4 пайлӑ, 5 картинӑллӑ, прологлӑ драма пулса тӑрать. Кӗнекере драма 2-мӗш вариантпа, 1960-мӗш ҫулта пичетленнипе кун ҫути курать.

ПӖТӖМЛЕТӲ туса ҫапла калама пулать. И.С. Максимов-Кошкинский «Константин Иванов» пьеси пӗтӗмпе виҫӗ вариантлӑ. Пӗрремӗш вариант — 1954-мӗш ҫулта пичетленсе тухнӑ. Иккӗмӗш вариант 1960, 1963, 1983-мӗш ҫулсенче пичетленсе тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вариант 1973-мӗш ҫулта пичетленсе тухнӑ.

Пьеса ячӗ «Константин Иванов» пӗрремӗш вариантра ҫеҫ. Ытти вариантсенче вӑл «Тӑвӑл хыҫҫӑн тӑвӑл», скобкӑра «Константин Иванов» ятсемпе пичетленет.

1954-мӗш ҫул хыҫҫӑн, И.С. Максимов-Кошкинский ҫӗнӗ вариантсем ҫырнӑ чух пьесӑна репрессине лекнӗ ҫынсене (Н.В. Васильев-Шупуҫҫынни, С.М. Максимов) кӗртсе те ҫырма пултарнӑ. Анчах вӑл вӑхӑт иртнӗ пулин те, автор ҫӗнӗ вариантсене репрессине лекнӗ ҫынсене кӗртмен. Ҫӗнӗ вариантсенче хӑй ятне те (Илья Ковшов), Капитолина Эсливанова ятне те (Тоня) улӑштарман, ҫаплах хӑварнӑ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫинче ку пьеса пӗрремӗш хут 1954-мӗш ҫулта «Константин Иванов» ятпа тухнӑ. Режиссерӗ — Константин Иванович Иванов.

Иккӗмӗш хут сцена ҫине ку драма «Тӑвӑл хыҫҫӑн тӑвӑл» (Константин Иванов) ятпа 1968-мӗш ҫулта кун ҫути курнӑ. Режиссерӗ — Иван Дмитриевич Краснов.

Виҫҫӗмӗш хут пьеса «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» (Константин Иванов) ятпа 2015-мӗш ҫулта кун ҫути курнӑ. Режиссерӗ — Валерий Николаевич Яковлев.

Тепӗр статьяра, 2-мӗш пайӗнче, И.С. Максимов-Кошкинскин «Константин Иванов» пьеси сцена ҫинчи историйӗ ҫинчен калаҫӑпӑр.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1527.04.3571
2021.10.14 14:01
Agabazar
Патшана чăвашла Евангели парне панă тит-и-ха? Хе-хе-хе!

Кун пеккине тата таçта илтнĕ пек.

Прасковья Корина ÿнерçĕ-реставратор çамрăк чухне патшапа (Иккĕмĕш Никколай) тĕл пулнă. Ăна «Пирĕн Ати» кĕлĕ вуласа панă. Чăвашла.

Кайран П. Корина аса илнĕ тăрăх, чăнах та хайхи патша питĕ-питĕ савăннă тит. Чăн сăмах.

Олег Алексевичăн пулнă пуль унашкал тĕлпулусем. Ахальтен мар ăна пысăк вырăн шанса панă.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики