Гагарин урамӗнчи 14-мӗш ҫурт — чӑн-чӑн чӑваш сӑн-сӑпатлӑ кермен! 1997-мӗш ҫулта вӑл керментен Вырӑс драма театрне кӑларса яма пултарайман, ӗнтӗ, эпир! Чӑвашсем сӑпайлӑ халӑх! Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ҫирӗм ҫул ытла тертленсе пурӑннӑ хыҫҫӑн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗлле театр харпӑр-хӑй ҫуртлӑ пулса тӑма тивӗҫлӗ пулчӗ!
«Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ керменне Вырӑс драма театрне куҫармалла пулнӑ ҫеҫ! Пирӗн ТЮЗ — хӑйӗн юратнӑ ҫуртӗнче ӗмӗрлӗхе тӗпленнӗ пулӗччӗ! Пирӗн мухтавлӑ В.И. Павлов, В.Н. Оринов, Пӑртта, Н.А. Дмитриев, Стас Владимиров, Сергей Павлов паллӑ юрӑҫсем, П.И. Чамжаева, С.Р. Савельева, Л.Ф. Красова, Музыкантова тата ытти артистсем — ҫав Гагарин урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра выляма пуҫланӑ-ҫке!
Мускав проспекчӗн 33/9-мӗш ҫурчӗн икӗ сцена! Пӗри ачасем валли, тепри аслисем валли. Иккӗшӗ те вырӑс чӗлхиллӗ спектакльсене вылямашкӑн кирлӗ! Вырӑс драма театрӗ хӑйӗн пӗр ӗмӗрхи паллӑ кунне шӑп ҫавӑнта кӗтсе илтӗрччӗ!
Пирӗн Вырӑс театрӗ валли ҫӗнӗ ҫурт хӑпартсан та ытлашши пулмасть! Константинов ячӗллӗ Вырӑс драма театрӗ тӑрать Йошкар-Ола хулинче! Мӗн тери илемлӗ кермен! Ҫ.М. ячӗллӗ пирӗн театр ҫав Гагарин урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра тӗплентӗрччӗ кӑна!
Пирӗн ҫитменлӗхсем:
«Куҫ микрохирургийӗ» ятлӑ сиплев ҫурчӗпе юнашар мӑнаҫлӑ чирку мар, К.В. Иванов ячӗллӗ театрӑн мӑнаҫлӑ ҫӗнӗ керменне хӑпартмалла пулнӑ! Хӗрлӗ лапамри 7-мӗш ҫуртра юрӑ-ташӑ ансамбльне тата симфони оркестрне вырнаҫтарма майӗ пулнӑ пулӗччӗ! Историпе таврапӗлӳ музейӗ вырӑнӗнче филармони керменӗ ҫӗкленмелле пулнӑ!
Хӗрлӗ лапамра пирӗн республика кунӗнче «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ фестивальне ирттеретпӗр мар-и ҫулсерен! Чӑваш халӑхӗн илемлӗ юрри-ташшине хӑнӑхтармалла-ҫке пур этемсене те! Пирӗн мухтавлӑ режиссер В.Н. Яковлев Ҫ.М. ячӗллӗ театрта ӗҫе пикенсен спектакльсене выляттаратчӗ! Гагарин урамӗнчи 14-мӗш ҫуртран унӑн килӗ ҫывӑхах!
Вырӑс драма театрӗ «Элара» заводне хирӗҫ вырнаҫнӑ икӗ хутлӑ йӑлтӑр-ялтӑр кермене йышӑнтӑрччӗ! Паллах, ӗнтӗ, чӑваш театрӗ йӑлтӑр-ялтӑр кермене йышӑнмалла мар ! Ку — сӑпайлӑха ҫухатнине пӗлтерет ҫеҫ!
Ачасем валли вырӑс чӗлхиллӗ спектакльсене вылямашкӑн Ҫ.М. ячӗллӗ театртан артистсене куҫармалла пулать! Ҫамрӑксен театрӗ вырӑс чӗлхипе урӑх выляймӗ! Ҫичӗ ют режиссерсем ҫухалӗҫ.
Вырӑс чӗлхишӗн кулянса пурӑнакан Е.В. Николаева Оперӑпа балет театрӗн директорӗ пулса тӑрӗ! В.Л. Клементьев академи драма театрӗн директорӗ пулӗ! Юрий Мефодьевич Владимиров Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрӑн директорӗ пулӗ. В.Н. Ориновпа В.Н. Яковлев хӑйсен ӗҫ вырӑнӗсемпе ылмашӑнӗҫ. Н.А. Сергеева режиссер В.Н. Яковлевпа пӗрле ТЮЗ-ра вӑй хурӗҫ.
Хӑй вӑхӑтӗнче В.Н. Яковлев ҫине тӑнипеле Н.А. Сергеева режиссера вӗренчӗ, ҫавӑнпа вӗсен яланах пӗр вырӑнта, пӗр йышра пулмалла! Пӗр 10–15 ҫултан К.В. Иванов ячӗллӗ театрӑн тӗп режиссерӗ В.В. Карпов пулса тӑрӗ.
От редакции : Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.