Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Философия - это способ восприятия жизни.
(Сергей Прокопенко)
 

Валери Туркай: «Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ...»

Валери Туркай29.02.2020 10:2120395 просмотровИзменить Удалить

Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ

Халь ларать-тӗр килӗнче,

Иртнине аса илет-тӗр

Выртнӑ чух диван ҫинче.

 

Ӑнсӑртран «ҫулпуҫ» вӑл пулчӗ.

Чӑн та пулчӗ ӑнсӑртран.

Влаҫӗпе пайтах ыр курчӗ,

Ыр курма юратнӑран.

 

Халӑха шута хумарӗ.

Кулчӗ ҫеҫ лӗх-лӗх унран.

Ун пек ӑслӑ ҫын та ҫукчӗ, —

Вӑл ҫапла шутланӑран.

 

Никама та пулӑшмарӗ, —

Ҫын лексен йывӑрлӑха.

Ӑслине вӑл ҫул памарӗ,

Пачӗ ҫул пур йӑх-яха.

 

...Аҫа ҫапрӗ те кӗрлерӗ

Аслати кӗтмен ҫӗртен!..

Ҫук «ҫулпуҫӑн» текех влаҫӗ!..

Ҫук ӑна хӗрхенекен!..

 

Ыттисем халь пысӑк влаҫлӑ.

Ман шанас килет: вӗсем

Халӑха, тен, шута хурӗҫ,

Пулмӗҫ нишлӗ йӗксӗксем...

 

...Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ

Халь ларать-тӗр килӗнче.

Иртнине аса илет-тӗр

Выртнӑ чух диван ҫинче.

 

Валери ТУРКАЙ,

Чӑваш халӑх поэчӗ

29.02.20

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3878.13.9678
2020.03.14 13:43
Agabazar
Акă челевисăрпа Елена Османова мăнукĕсене кăтартрĕç (е пĕр мăнукне çеçчĕ-и, астăваймастăп).

Концерт вăхăтĕнче.

Чăвашла калаçса тĕлĕнтерни-мĕнĕ пулмарĕ, кукамăшĕ унпа сцена çинче те, пĕтĕм халăх умĕнче, вырăсла яра пачĕ.

Каламасăрах паллă: ку килйышра та лару-тару яланах çакăн пек.

Вара эсир мĕн тăвасшăн çак пикепе, Елена Османовапа тата унăн мăнукĕпе?

Унăн килне пырса ăна мораль вуласа парасшăн-и?

Е унăн пÿртумĕ патне ушкăнпа пырса плакатсемпе лозунгсем çĕклесе тăрасшăн-и?
Хула ачи // 1726.84.3785
2020.03.14 14:52
ачасемпе мӑнуксемпе пустуй чӑвашла ан та калаҫӑр.ан вӗрентӗр.сарпирен тӗслӗх илӗр туркайран мар.садикӗн вӗрентмелле и вҫо!чи пахи чӑваш чӗлхи пин ҫул пулать тесе ыттисене чӗнсе каламалла тӗрлӗ кӗрекере.тен ӗненӗ кам та пулин.
Agabazar // 3878.13.9678
2020.03.14 15:12
Agabazar
Ну, кунта тĕрлĕрен тĕслĕхсене илсе кăтартни пулчĕ.

Хам паталла çывăхарах тĕслĕхсем те пур, паллах.

Паллă ĕнтĕ, пур çĕрте те ак çаканашкал стереотип йĕркелленнĕ: çамрăксем ялтан хулана куçса каяççĕ, килйыш çавăраççĕ, ачисемпе вырăсла хутшанса пурăнма пуçлаççĕ.

Кăна эпир пурте пĕлетпĕр. Çакă никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Çапах та хулара çитĕнкен ăру пачах та чăвашла пĕлмест тени те чат тĕрĕсех мар ĕнтĕ.

Кашни килйышра лару-тăру тĕрлĕрен йĕркеленсе кайма пултарать. Ку вара çав тери нумай сăлтавсенчен килет.

Камăн епле пултарулăх вĕт ĕнтĕ, камăн еплерех тăван-пĕтен.

Тепĕр чухне ак çапла пулать. Пĕчĕк чух аванах чăвашла калаçса пырать ачи-пăчи. Пысăкланнăçем хайхине <<шăршă>> кĕме пуçлать. Чăваш чĕлхи нимле пайта та паманнине сиссе илет, унран уйрăм çын çине инкек çеç тиеннине тавçăрма тытăнать.

Вăт майĕпен çавнашкал кăмăл-туйăм çавăрса илме пуçлать.
Атнер // 6139.6.5858
2020.03.14 17:10
Акапасар хӑта.Эс кени!.Аранах тӗрӗссине каларӑн халӑха.Микулая манса ан кай та садик кирлӗ пирки сӑмахла.Вара ҫылӑхна каҫарать чавуш пичче.
Микула // 9259.3.8429
2020.03.14 17:27
Каллех,Акапасар, ҫурмалла кӑна ? Ялсенче чӑвашла калаҫсан тиркекен ҫук,хуласенче туллиех. Пӗрре мар илтнӗ ,уйрӑмах Чулхула облаҫӗнчен е Улатӑр енчисенчен " как это некультурно когда на чувашском разговаривают" тенине. Темиҫе ҫул каялла Улатӑрти пӗр директорпа пӗрле каннӑччӗ. Телефонпа ачасемпе малтанрах ун умӗнче вырӑсла калаҫнине илтсен, ырласа ," у тебя и твоих детей совершенно московский говор,наверное чувашский уже не знают" терӗ. Тепрехинче ачасемпе чӑвашла калаҫнине ильтсен куллянсах ӳкрӗ. Тӗлӗнмелле,ачасем чӑвашла калаҫни теприсене хӑратнипех хӑратать. Чиновник те ҫав директор пек шухӑшлӑ пулсан ыррине унтан кӗтме ҫук. Ҫак пулӑм та чӗлхене чарса пыни ҫинчен ним пытармасӑр каламалла.
Agabazar // 2753.90.4125
2020.03.14 20:03
Agabazar
Ачам,
Хуласенче те чăвашла калаçакансем туллиех, ялта та чăваш чĕлхинчен епле те пулсан хăпасчĕ тесе ĕмĕтленсе пурнакансем пур.

Чулхула çине пÿрнÿпе тĕллесе ан кăтарт. Хăвăн шухăшна, хăвăн ĕç-хĕлне такамсен çумне ан çыпаçтар.

Темле шовинистсен шухăшне кунта, çак форумра, пиар ан ту.

Чулхулара е Улатăрта та санпа ман пек çынсемех пурăнаççĕ. Никамăн та çамкисем çинче мăйракасем çук. Урисемпе аллисем çинче те ĕне выльăх чĕрнисем мар.

Пĕтĕм тĕнче анкă-минкĕленсе каймасан, пурте йĕркеллĕ пулать.
Аптрман таваш // 3006.58.8020
2020.03.15 00:08
Р. Сарпи, А.Юрату, Ю. Сементер, Ю.Мишши, А. Кипеч, В. Станьял, Ю.Яковлев мӑнукӗсемпе чӑвашла калаҫаҫҫӗ-и? Е вӗсене те ача сачӗсен пулӑшӑвӗ ҫитмест?
Евген // 3161.89.7083
2020.03.15 11:18
Витӗмлӗ, маттур Туркай!!!
Микула // 9259.3.8429
2020.03.15 17:24
Микула Акапасар пеккисенчен мӗн каламаллине тата тумаллинни нихӑҫан та ыйтас ҫук тейӗпӗр, мӗншӗн тесен сиртен ӗнер те усси пулман ,паян пушшех ҫук. Пур ыйтупа та нуль кӑна. Хула ачи текеннин те шухӑшӗ наукӑна хирӗҫле. Туркай " исключение" ,унӑн проффеси те имидж тени те чӗлхепе ҫыхӑннӑ. Атнер тенин сӑмсаран маларах пӑхас пулать. Чӗлхе килте кӑна текеннисен киревсӗр юррине итлесен ҫапла ҫав.
Agabazar // 4059.80.8917
2020.03.15 18:36
Agabazar
Атнерсем Акапасар пирки "кени" тенипе, паллах, "вĕçсе кайма" пачах та шутламастăп.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, ... 8

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики