Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Не стыдно чего-нибуль не знать, но стыдно не хотеть учиться.
(Сократ)
 

Валери Туркай: «Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ...»

Валери Туркай29.02.2020 10:2120399 просмотровИзменить Удалить

Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ

Халь ларать-тӗр килӗнче,

Иртнине аса илет-тӗр

Выртнӑ чух диван ҫинче.

 

Ӑнсӑртран «ҫулпуҫ» вӑл пулчӗ.

Чӑн та пулчӗ ӑнсӑртран.

Влаҫӗпе пайтах ыр курчӗ,

Ыр курма юратнӑран.

 

Халӑха шута хумарӗ.

Кулчӗ ҫеҫ лӗх-лӗх унран.

Ун пек ӑслӑ ҫын та ҫукчӗ, —

Вӑл ҫапла шутланӑран.

 

Никама та пулӑшмарӗ, —

Ҫын лексен йывӑрлӑха.

Ӑслине вӑл ҫул памарӗ,

Пачӗ ҫул пур йӑх-яха.

 

...Аҫа ҫапрӗ те кӗрлерӗ

Аслати кӗтмен ҫӗртен!..

Ҫук «ҫулпуҫӑн» текех влаҫӗ!..

Ҫук ӑна хӗрхенекен!..

 

Ыттисем халь пысӑк влаҫлӑ.

Ман шанас килет: вӗсем

Халӑха, тен, шута хурӗҫ,

Пулмӗҫ нишлӗ йӗксӗксем...

 

...Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ

Халь ларать-тӗр килӗнче.

Иртнине аса илет-тӗр

Выртнӑ чух диван ҫинче.

 

Валери ТУРКАЙ,

Чӑваш халӑх поэчӗ

29.02.20

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

vasilij.rozov.1944 // 4201.65.8787
2020.03.03 19:40
Ташла, ташла, Акапасар!
Атнер // 3435.89.0976
2020.03.03 20:33
Вӑт никак садик кирле тесе кӑшкӑрасшӑн мар ку Акапасар.Мӗн тумалла санпа.Чӑваш пӗтет курмастӑн им?.
Сармантей // 4271.44.4515
2020.03.04 02:26
Микула, "халӑх артисчӗ", е "халӑх" сӑмаха тивӗҫнисем нумайӗшӗ влаҫпа йӑпӑлтатакансем, ҫуллама хатӗр вӗсене ятшӑн. Кирлӗ ҫынпа ваҫ-ваҫ пулаҫҫӗ. В.К. Кузьминан мӑшӑрӗ патшалӑх ҫынни, депуат пулнӑ. Академтеатрта пултаруллӑ артистсем сахал мар. Чапӗ темшӗн пурне те тивмест. Пуҫлӑхӑн, пуҫлӑхпа ҫывӑхраххисен, машӑрӗсен, тусӗсен кана чап кунран -кун усет. Вӗсене пӗрне те ача сачӗсем кирлӗ мар. Хайсем те театарта кана чӑвашла калаҫҫӗ, килте-вырӑсла. Академтеатрта чӑвашла пӗлмен ҫынсем те ӗҫлеҫҫӗ. В.Кузьминан мӑнкӗ чӑвашла пӗлет-ши? В.Яковлевӑн ачисем пӗлмеҫҫӗ пек, юбилей каҫӗнче вырӑсла саламларӗҫ ашшӗне.
Agabazar // 5268.9.4478
2020.03.04 10:17
Agabazar
Кăшкăрма ухмах та пултарать. Анчах та ача сачĕсем чăвашла пулмалли пирки Атнер кăшкăрни халиччен пĕрре те пулман.

Чăннипе каласан, Меххочăхăн та пулман унашкалли. Халлап çапни пулнă, кăшкăрни — пулман.
Сармантей // 4271.44.4515
2020.03.04 13:03
Agabazarпа килешетӗп. "Чӑваш намӑсӗ, никӗсӗ" тесе интернетра ухмах та кӑшкӑрма пултарать.
Атнер // 1726.84.3785
2020.03.05 09:13
Сармантей, америка ан уҫ ха.Театрта халиччен пулман кама та пулин чӑваш халӑхӗн тава тивӗҫлӗ артистне мӑнукӗсем чӑвашла саламлани.Тепӗр тесен историнче пулнӑ и чӑваш элитин кун пекки?
2020.03.05 09:43
KIREMET SIGCHI YURGAN TURINGE
Этот комментарий удален. Причина:
Валери Туркай // 3702.08.1591
2020.03.05 23:39
"Атнер": "Театрта халиччен пулман кама та пулин чӑваш халӑхӗн тава тивӗҫлӗ артистне мӑнукӗсем чӑвашла саламлани.Тепӗр тесен историнче пулнӑ и чӑваш элитин кун пекки?"
Эп хам пирки "чӑваш элити" теейместӗп, паллах. Ҫапах та эс, мӗн, тӑванӑм, МАН уявсенче пулса курман-и, унта мана ман Илемпипе Силпи савӑнса та киленсе ЧӐВАШЛА - Тӑван Чӗлхипе - саламланине курман-и? Мда!.. Суккӑр ҫын куҫӗ курнӑ чухне те суккӑр иккен!..
Питӗ шеллесе - Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай. 89278555480
Атнер // 1726.84.3785
2020.03.06 16:03
Тургайпа мӗн калаҫмалли.Тургай вӑл ТУРГАЙ.
Agabazar // 1791.96.0114
2020.03.06 17:22
Agabazar
Туркай кашничех телефонне лартать. Эппин, ник суя е суя мар — çакна кашниех тĕрĕслеме пултатарть.

Пире намăслантарас текенсем хамăрсăрах çителĕклĕ.

Кама намăслантармалла? Чăваша!

Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики