Акапасар, кама ытла çÿле çĕклеççĕ, часах пăрахаççĕ те лаплаттарса. Кунта ăмсанмалли çук. Тивĕçлĕ кĕнекене халĕ куракан сахал, анчах çавăнпа унăн тивĕçĕ те пур. Чылай çыравçă тивĕçе вилсен анчах тивĕçнĕ
Ку ĕнтĕ виççĕмĕш статья кĕнеке пирки. Ман шутпа, кунта роман шухăшĕ мар, кĕнекене раскрутка пырать. Мĕн чухлĕ хĕрÿрех хурлаççĕ, çавăн чухлĕ вуланакансен шучĕ, туянакансен ĕстенет. Анчах та кун пирки нихăшĕн пуçне те килсе кĕмест. Ара, Акапасар йышшисем çĕнĕ чĕлхе вырăс чĕлхипе нимĕнле çыхăнусăррине шутласа кăларас тесе лараççĕ. Вăт çапла хальхи пурнăç. Кам телевизор çинче ытларах? Шаляпин, Проклова, Бузова - Раççĕйĕн паянхи çулпуçĕсем.
Кукукша // 2596.35.8819
2019.12.11 08:37
Мӗнле ҫӗнӗ те лайӑх роман пур танлаштарса вулама?Сӗнӗр=-ха, тархасшӑн.
Акапасар, литература политикăна хутшăнмасть. Литература хăй çулĕпе утать. сана итлесен Дюма, Флобер кĕнекисене те вулама кирлĕ мар.
Кукшамар ача // 2816.18.9163
2019.12.11 19:50
Кунтисем, эсир Станьяла тимлӗрех вулӑр та ун пек критиклеме вӗренӗр.Кӳрентермелли сӑмахсемсӗрех романа тӗпрен шӗкӗлченӗ вӑл.Мӗн тенӗ вӑл? Чаплӑ тенӗ-и? Классиксене ҫитес тесен мӗн вӗренме тата камран тӗслӗх илме сӗннӗ?
Кӗске ӑспа ҫӗӗтӗӗӗк сӑмах калас ҫук.
Эс ху "шĕкĕлченĕ"-и? Мĕн "шĕкелчемелли" пур унта? Е эс ăна тăвата томла "Капиталпа" (К.Маркс) танлаштарасшăн?
Валери Туркай // 3618.72.3428
2019.12.12 08:31
"Вечная Волга!", хисеплӗ "Акапасар", чӑнах та вӑйлӑ!
Эп ӑна малтан пуҫласа вӗҫне ҫитиччен питӗ тимлӗ вуланӑ, пӗр томне вырӑсларан куҫарнӑ, романӑн Шупашкарти презентацине йӗркелесе панӑ, хамах ертсе пынӑ...
Чӑвашла-вырӑсла каласан, эп хамӑн пасарӑмшӑн явап тытатӑп.
Вӑл романа вулас пулать, ҫав питех те пысӑк ӗҫшӗн Николай Михайлович Сорокина тав тӑвас пулать!
Сорокинӑн "Минтерӗ" вара -- куҫкӗретех ӑнӑҫсӑр япала. "Головокружение от успехов" текен пулӑма пула "тӗнчене тепре тӗлӗнтерме" ҫырнӑскер.
Пур ӑслӑ та хастар чӑваша Телей сунса - Валери Туркайӑр.
"Пасаршăн явап тытни" пирки калани криминал тĕнчинчен килнĕ сăмах.
Николай Сорокина çĕклесе яма хăтланни хăш енчен начар-ха? Ну, çĕклĕç ăна, вăл вара пире чăваш чĕлхисĕрех пурăнма епле аванни пирки ăс пама пуçлĕ! "Манран тĕслĕх илĕр, эп чăваш чĕлхисĕрех еплерех çĕкленсе кайрăм!" — тейĕ.
Курас килми пулчӗ!
Валери Туркай