Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Возлюби Бога и поступай как хочешь.
(Святой Августин)
 

Виталий Станьял: Пуҫ каснӑ чухне ҫӳҫ пӗрчишӗн макӑрмаҫҫӗ

Виталий Станьял23.10.2019 14:256706 просмотров

Силпи улӑхӗсем тавра пуҫланнӑ калаҫусем ҫинчен «Урал сасси» хаҫатра сентябрӗн 12-мӗшӗнче тата октябрӗн 2-мӗшӗнче пичетленнӗ статьясене вуларӑм, «Регионы России» журналта, «Чӑваш халӑх сайтӗнче», «Правда Краснояра ВКонтакте», «Идель.Реалии» сайтра тата ытти хыпарлав хатӗрӗсенче тухнисемпе паллашрӑм.

Чӑваш халӑхӗшӗн сӑваплӑ вырӑнсем шутланакан ҫӗре ют ҫӗршыв компанине арендӑна панине, Силпи сӑрчӗпе улӑхӗсене сысна каяшӗ айне тума шутланине ниепле те йышӑнма май ҫук. Хальхи технологи хӑватлӑ теҫҫӗ пулсан та, йышлӑ сысна комплексӗн пылчӑкӗпе шӑршине икӗ хуранта пытарса усрама май пулмасть. Халлӗхе Раҫҫейре ун пек тап-таса комплекссем никам та туман, ҫавӑнпа сысна витине Пелепей хули ҫумне е Шарлӑк (Шаровка) варрине лартмаҫҫӗ.

Халӑх сӑлтавсӑр шавламасть. Сысна комплексӗ Слакпуҫ ял хутлӑхӗнчи чӑваш ялӗсен малашлӑхне касса татать, ҫӑлкуҫсене варалать, сывлӑхшӑн пӑрӑнми хӑрушлӑх тӑвать. Кунта нимле юптару-тыттарупа, ӗҫ вырӑнӗ, инвестици ырлӑхӗ тенипе тӳрре тухма пулмасть.

Вырӑнти халӑха пӑтратас шутпа халӗ Слакпуҫӗнчи шкула кам ятне парасси пирки тавлашу пуҫарнӑ. Ку ыйту тахҫанах кивелнӗ, ӑна 20–25 ҫул каяллах сӳтсе явнӑ. К.В.Иванов е Я.Г. Ухсай поэтсен ятне, Совет Союзӗн геройӗ Н.С.Павлов е Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ Г.Т. Прокопьев (вӑл Чӑваш Республикинче ҫуралнӑ, ачаллах вӗсен ҫемйи Соловьевка паҫулккине куҫса пынӑ, Герман Слакпуҫ шкулӗнче вӗренсе ӳснӗ) артиллеристсен, паллӑ художниксен П.Т. Корина (тӗнчипе паллӑ Павел Корин мӑшӑрӗ) е Н.А. Эльми ӑстасен ятне пама сӗнӳсем тӑратнӑччӗ. Кашни ячӗ чыс илме тивӗҫлӗ, анчах сӳтсе явакансем витӗмлӗ сӑлтав тупса хирӗҫ каларӗҫ. Тата шкул хӑш енӗпе аталанса каясси те ун чухне паллӑ марччӗ-ха — пӗрисем ҫар енӗпе, теприсем ӳнер туртӑмӗпе меллӗрех тетчӗҫ. Халӑх шухӑшӗ палӑриччен тӑхтама йышӑнчӗҫ. Шухӑш халӗ те уҫӑмланман, мӗншӗн тесен слакпуҫсене ҫак паттӑр ҫынсем ҫинчен тӗрӗс-тӗкел ӑнлантарса паракан пулман. Эпӗ хамӑн «Слакпуҫ — сӑвӑ-юрӑ сӑпки» кӗнекере ял паттӑрӗсем пирки тата Альбина Степанова «Память сердца» кӗнекере Николай Павлов паттӑрлӑхӗ ҫинчен ҫыртӑмӑр. Ун чухнехи ял канашӗн председателӗ пирӗн кӗнекесене ял вулавӑшӗ валли туянассине, урамсене, шкула, вулавӑша, культура керменне хитре ятсем парассине хирӗҫ пулчӗ, Силпи ялӗн вырӑнне тирпейлес ӗҫе халӑха хутшӑнтарма килӗшмерӗ.

Халӗ те Силпи енче чӑваш ялӗсене юратман, ял халӑхне хирӗҫ тапаҫланакан ҫӑткӑн пуҫлӑхсемех лараҫҫӗ пулмалла.

Тахҫанхи лайӑх сӗнӳ пур (ун пирки кӗнекери 76 с. асӑнса хӑварнӑччӗ) — Слакпуҫ таврашӗнче Пелепей районӗн (Пишпӳлек районӗпе пӗрле пулсан юрӑхлӑрахчӗ) Ӗҫпе Ҫар Паттӑрлӑхӗн Монумент-музейне уҫсан лайӑх пулать!

Пелепейӗн 11 Совет Союзӗн геройӗ, 3 Мухтав орденӗн тулли кавалерӗччӗ, Пишпӳлекӗн 8 Герой, Мухтав орденӗн кавалерӗсем, Ӗҫ Геройӗсем темиҫен! Паттӑрсен речӗ каялла та хутшӑнма пултарать — Гражджан вӑрҫи вӑхӑтӗнче Слакпуҫ витӗр Василий Чапаев, Дмитрий Юман тата ытти паллӑ ҫар ҫынни иртнӗ. Ку саманана илес пулсан, Раҫҫей геройӗсене те музейре вырӑн памалла. Вӗсен йышӗнче ытти халӑх ывӑлӗ-хӗрӗ хушшинче чӑваш маттурӗсем кайри вырӑнта мар. Эппин, вӗсене Аслӑ Ҫӗнтерӳ 75 ҫул ҫитнӗ ятпа курӑмлӑ чыслани шӑпах вырӑнлӑ пулӗ. Телее е хурлӑха — вырӑнне те хатӗрлеме пуҫланӑ — вӑл Силпи тӳпемӗ, чӑвашсемпе пушкӑртсен таса та сӑваплӑ вырӑнӗ. Лайӑх вырӑн. Историллӗ вырӑн. Унта сысна вити лартни — пӗтӗм Пушкӑртстан историйӗ тата чӑваш халӑхӗ ҫине сурса хуни, Слакпуҫ хутлӑхне нушаллӑ вилӗм сунни. Ку нӗрсӗрлӗхе урӑхла хак пама пулмасть.

Халӗ чӑвашсен Слакпуҫӗнче шкула, кантура е урама кам ятне парасси пирки харкашса хаклӑ вӑхӑта сая ярас пулмасть. Умра унран пысӑкрах та ҫивӗчрех ыйту тӑрать, Силпи ҫӗршывӗ умӗнче — пысӑклатни-пӗчӗклетни мар ку! — Чернобыль хӑрушлӑхӗ. Вӑл тапрансан Слакпуҫӗнче нимле шкул та юлмасть — ни ятли, ни ятсӑрри.

Пуҫа ҫухатнӑ вӑхӑтра ҫӳҫ пӗрчишӗн хурланса лармаҫҫӗ!

 

Шупашкар хули, Виталий Станьял,

Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи.

 

Сӑн ҫинче: Слак шывӗ ҫинчи пӗве. 2010 ҫул, Николай Плотников тунӑ сӑн.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Тимӗр Акташ // 2209.52.9889
2019.10.23 15:14
1993-1994-мӗш ҫулсенсӗ Пушкӑртстанри Чӑваш ҫамрӑксен пӗрлӗхӗ питӗ хастар ӗҫленӗччӗ. Степанов ертӳҫипе. Сӑвар тата Пӑлхар хулашсенче Атӑлпа Урал тӑрӑхӗн (Раҫҫӗй, Пӗтӗм тӗнчери) "Сӑвар" Чӑваш ҫамрӑксен пӗрлӗхӗн Аслӑ пухусене ирттертӗмӗр. Олег (Ультияр) Цыпленков ертсе пынипе. Слакпуҫра Пушкӑртстанри чӑваш ҫамрӑксем сыснасен комплекса хирӗҫ
акцийӗсене ирттермелле пуль.
2019.10.23 15:52
Тĕрĕс, Хисеплĕ Станъял шурсухал. Чăваш Енри чăвашсенчен вĕренмелле хăвăр тăван çĕрне хаклама. Мĕн вăхăт кĕрешеççĕ Чăваш Енре инвесторсем сĕтшывĕ к ăларакан савутшăн - халăх ирĕк памасть.
2019.10.23 15:53
Тимĕр Акташ, Атнер, хăйсене чăваш тесен те, сайтра йĕркеленсе çырăнасшăн мар, комментарийĕсене тÿрремĕн çыраймаççĕ
Арлан // 3185.27.6536
2019.10.24 17:30
Слакпуçĕнчи пăтăрмаха Чăваш хаçачĕсем пĕри те çутатмаççĕ.Сутăнчăксен шăл витмест пулас
Микула // 9259.3.8429
2019.11.01 05:23
Кунта мӗн,кунта уҫӑ ҫыру влаҫ тата халӑх патне ҫырмалли кӑна . Хурал тата мӗн тума кирлӗ ? Ватӑрах чӑвашсем совт саманинче те киль тавраша сысна кӗртмен.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики